Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

МĔН ПАРНЕЛЕМ-ШИ?

Мартăн 8-мĕшĕ умĕн арçынсем аптрасах çитеççĕ – юратнă çынсене мĕн парнелемелле? Вĕсем хĕрарăмсем пек кунĕпе лавккасем тăрăх çӳреме хăнăхман-çке. Çак тĕллевпе эпир паян арçынсене пулăшма шутларăмăр.
Арăм е савни валли парне туяниччен малтан аса илĕр: вăл мĕн пуринчен ытла юратать, мĕн çинчен ĕмĕтленет, мĕн килĕштерет? Калăпăр, юратнă çыннăр тахçанах канма каясси пирки калаçать. Эппин, ăна унта кайма лайăх сумка е шыва кĕмелли тум, е хĕвелтен сыхлакан куçлăх кирлĕ. Енчен те вăл питĕ пĕçерме юратать-тĕк, тутлă апат-çимĕç рецепчĕсен кĕнеки парнелени шăпах вырăнлă пулать. Савнийĕр е арăмăр бизнесмен пулсан, ăна хитре сăран портфель, чернилпа çыракан лайăх ручка парнелеме тăрăшăр. Çапах та нимĕн те туянма ĕлкĕреймерĕр-тĕк, укçа парсан та юрать, купюрăсене чечек, çемçе тетте ăшне хума е хăйсенчен чечек ăсталаса хума тăрăшăр.

Текста малалла вулăр...

АТТЕ-АННЕ ТЕЛЕЙĔ

Чăваш Енри Комсомольски районĕнчи Йăвашкел ялĕнче пурăнакан Кольцовсен пысăк çемйин кĕрекене пĕрле пуçтарăнмалли сăлтавĕсем çине-çинех. Нумай пулмасть кăна вĕсем ашшĕпе амăшĕ пĕрлешнĕренпе 60 çул çитнине, кĕçĕн хĕрĕн Иринăн 50 çулхи юбилейне паллă турĕç. Халĕ акă каллех уяв – амăшĕ Анастасия Тарасовна мартăн 2-мĕшĕнче 85 çул тултарчĕ. Турă пулăшсан, çулла ку çемье каллех кĕрекене ларĕ-ха, ун чух ашшĕн Петр Алексеевичăн 80 çулхи юбилейне паллă тăвĕ.
Анастасия Тарасовнăпа Петр Алексеевич пурнăçра йывăрлăхне сахал мар тӳснĕ пулин те вĕсене телейсĕр теме çук. Иккĕшĕ пĕр-пĕрин тĕревĕ пулса 60 çул ытла пурăнаççĕ-çке, ку вара хăех Турă пилленĕ телей мар-и? 4 ачи тахçанах ӳссе çитĕннĕ ĕнтĕ вĕсен, пурте ура çинче çирĕп тăраççĕ, куç тулли пăхса савăнмалăх 11 мăнукĕпе 6 кĕçĕн мăнукĕ те пур. Ватлăхра хăйсене пăхма тесе ывăл çуратса ӳстерни те ахаль пулман, халĕ тĕп килте Василий ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ШӲТЛЕСЕ ПĔРЛЕШНĔ

«Хĕр суйлама фермăна кайрăм», – тесе шӳтлет манăн кĕçĕн йăмăкăн Зойăн упăшки Володя. Зоя Федорова (хĕр чухнехи хушамачĕ Атряскина) Аксу районĕнчи Кивĕ Аксу ялĕнче çуралса ӳснĕ, 1959 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн икĕ çула яхăн фермăра доярка пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтра кӳршĕллĕ Кӳшӳ ял каччи Володя фермăна хĕр шырама килнĕ. Кĕрӳ хăй çак ăнсăрта çапла аса илет:
– Ку вăл шӳтле çеç пулса тухрĕ темелле. Эпĕ ун чухне авланасси çинчен шутласах та кайманччĕ пуль. Пĕррехинче хамăр ял ачисем мана Аксу ферминче дояркăсем ĕçлеççĕ терĕç. Эпир, ик-виç çамрăк, лаша кӳлсе фермăна çул тытрăмăр. Çитрĕмĕр те хĕрсем витресемпе иртсе кайнине интересленсех айккинчен пăхса тăратпăр. Юлташсем мана пĕр хĕре кăтартрĕç. «Çук, ку кăмăла каймасть мана, ытла та черчен», – тетĕп. Çав вăхăтра тепĕр хĕр курăнса кайрĕ. Вăл та мана килĕшмерĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Наталья ЗОТЕЕВА.
Анат Кама хули.

ВĔСЕН САЛТАКРА ПУЛМАННИСЕМ ÇУК

Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕнче пурăнакан Нухратовсен çемйишĕн февралĕн 23-мĕшĕ нихăçан та ахаль кун пек кăна иртмен, иртмест те. Сăлтавне те ăнланмалла: ку çемьере салтакра пулман арçын çук. Аслашшĕпе Дмитрий Гавриловичпа кукашшĕ Николай Афанасьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă, çемье пуçĕ Николай Дмитриевич (йывăр тăпри çăмăл пултăр – Авт.) виçĕ çул хĕсметре пулнă, ывăлĕсем Дмитрий, Петя, Вова тата Гена Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă, мăнукĕ Женя та салтакра пулма ĕлкĕрнĕ, черетре тепĕр мăнукĕ – Игорь, вăл та çитес çулсенче салтак пăттине тутанса пăхĕ. Ăна салтакран укçа тӳлесе хăварасси пирки ашшĕ-амăшĕ çăвар та уçмасть. «Çемьере пирĕн çын хыçĕнче пытанса юлас йăла çук», – тет татăклăн ашшĕ, Афган вăрçин ветеранĕ Петр.
Ашшĕне, мăшăрне, тăватă ывăлĕпе мăнукне салтака ăсатнă Сăмани аппан салтак юррине хăнăхмалла пек те, çук çав, кашнинче чĕри шар çурăлса ыратать, куçран вĕри куççуль пĕр чарăнми юхать.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Çемье архивĕнчи сăнӳкерчĕкре: Сăмани аппа çичĕ ачипе.

«АННЕСЕН УКÇИПЕ» ХĂÇАН УСĂ КУРМА ЮРАТЬ?

Амăш капиталне инфляцие кура çулсерен ӳстереççĕ. Кăçал январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăл «Бюджет çинчен» законпа килĕшӳллĕн, 365689 тенкĕпе танлашрĕ (2010 çулта 343379 тенкĕ). Амăш капиталĕн пĕр пайĕпе усă курма ĕлкĕрнисен те юлнă тепĕр пайне инфляцие кура ӳстерсе пыраççĕ.
Патшалăх «аннесен укçипе» сывпуллашма васкамасан та 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен, 2010 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче йышăннă 440-мĕш номерлĕ федераллă законпа килĕшӳллĕн, амăш капиталне килĕшĕве хăçан алă пуснине пăхмасăр çурт-йĕр туянма илнĕ кредитшăн е займшăн (çав шутра ипотекăшăн та) тӳлеме юрать тесе йышăнчĕ. Раççей Пенси фончĕ те амăш капиталĕн укçипе ача виççĕ тултарасса кĕтмесĕрех çурт-йĕр кредитне тӳлеме юрать тесе çирĕплетет. Аса илтеретпĕр, 2009-2010 çулсенче ача виççĕ тултармасăр ку укçапа усă курма юраман.
Иккĕмĕш тата ытларах ачашăн паракан амăш капиталĕпе 2009-2010 çулсенче çурт-йĕр туянма илнĕ кредитшăн тӳлеме ирĕк панă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ЮБИЛЕЙПЕ, ВĔРЕНТЕКЕН!

М.М.Костина (хĕр чухнехи хушамачĕ Горбатова) – ялти ятлă учитель, шкулта 37 çул ачасене пĕлӳ панă. Аксу районĕнчи Кивĕ Аксу ялĕнче çуралнăскер, вăл ашшĕн, Михаил Викторович Горбатовăн, ĕçне малалла тăснă. Ашшĕ вăрçăччен шкулта учитель тата директор пулса ĕçленĕ. 1930 çулсенче колхозсем тунă çĕре хастар хутшăннă. Вăрçă пуçлансан малтанхи кунсенчех хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Вĕреннĕ çынсене вăл вăхăтра тылра хăварма та пултарнă, анчах Михаил Викторович кунпа килĕшмен. Шел, каялла таврăнма пӳрмен ăна шăпа.
1941 çулта Мария Михайловнăн амăшĕ те йывăр чирпе чирленĕ хыççăн сывалайман. Çапла виçĕ ача хăр тăлăха тăрса юлнă. Асли Марье 16 çулта, иккĕмĕшĕ Митя – 11-те, кĕçĕнни Роза 8 çулта. Аслашшĕпе тăван мар асламăшĕ вĕсене пăхса ӳстернĕ. Марьен ытларах хăйĕнчен пĕчĕкрех шăллĕпе йăмăкне пăхма тӳр килнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Наталья ЗОТЕЕВА.
Анат Кама хули.

ÇИЕС КИЛМЕСТ!

Нумай чухне ачана çитересси чăн-чăн проблемăна çаврăнать. Енчен те маларах çиме чĕнсен ача итлесе сĕтел хушшине кĕрсе ларнă пулсан, халĕ час-часах унран «çиес килмест» е «кăшт каярах» сăмахсене илтме пуçлатăн. Мĕн тумалла?
Кун пек чухне ытлашши кулянса ӳкмелле мар, ачана вăйпа çитерме ан тăрăшăр. «Ку кашăка аннӳшĕн, кăна аçушăн…» – тесе çитерме пăхаççĕ ытларахăшĕ. Анчах çакă ăнланмалла мар лару-тăрăва лартать. Унăн мĕншĕн камшăн-тăр çимеллине ача ăнланмасть. Çавăнпа ку меслет вăхăтлăха çеç ĕçлет.
Паллах, кашни ашшĕ-амăшĕ хăй ачине усăллă çимĕçсемпе сăйлама тăрăшать. Хăш-чухне виçине пĕлмесĕр, ку вара ачара хирĕçӳ çуратать. Апат порцийĕ ача çулне кура пулмалла. Кашни кун мĕн те пулин урăххине пĕçерме тăрăшмалла. Апата тутлă пĕçернисĕр пуçне турилкке çине те илемлĕн вырнаçтармалла.

Текста малалла вулăр...

АМĂШĔН ЮРАТĂВĔ

Виçи пур-и унăн е çук? Паллах, кашни анне хăй ачине чикĕсĕр юратать, çавна пулах вăл ăна мĕн кирлине, уншăн мĕн усăллă пулнине йăлт пĕлетĕп тесе шутлать. Анчах хăш-пĕр чухне амăшĕн юратăвĕ ытлашши, тĕрĕсрех каласан, хăйшĕн кăна юратни пулса тухать. Çакăн пек аннесем ӳссе çитĕннĕ ачисене те хăйсем тĕллĕн пурăнма чăрмантараççĕ, кашни утăмне тĕрĕслеççĕ, урăхла сăмахсемпе, сывлама та памаççĕ.
Темăна анлăрах çутатас тĕллевпе пурнăçри пĕр тĕслĕхе илсе кăтартатăп. Кун пирки мана 14 çулти арçын ачан кукамăшĕ каласа пачĕ.
«Манăн хĕрĕм 25 çулта чухне упăшкипе уйрăлчĕ, ют арçын ман ачана юратмĕ тесе урăх качча та каймарĕ. Пĕтĕм пурнăçне ывăлне халалларĕ, ĕçĕнчен те тухрĕ. Аслашшĕн хваттерне тара панă укçапа пурăнать халĕ.
Пĕррехинче мăнукăм ман пата çав тери кулянса килчĕ.

Текста малалла вулăр...

СИПЛЕНМЕСĔР 100 ÇУЛ

Кăçалхи Пукрав праçникĕнче Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕн чи ватă çыннисенчен пĕри Пелагея Тимофеевна Нухратова 100 çул тултарчĕ. Ĕмĕр урлă каçакан Пăлаки кинеми 100 çул 100 кун кăна маррине пуринчен лайăхрах пĕлет. Çак вăхăтра хура-шурра сахал мар курнă чăваш хĕрарăмĕ: колхозсем йĕркеленнĕ çулсем, вăрçă кунĕсем, ун хыççăнхи йывăр вăхăт...
Анат Кăтратара çуралса ӳснĕскер, вăл тăван ялĕнчех ĕмĕр ĕмĕрленĕ, 1930 çулта Дмитрий Гаврилович Нухратова качча тухнă. Сăмах май, Нухратовсем колхоза кĕнĕ пирвайхи çичĕ çемьерен пĕри пулнă. Упăшки хуçалăхра учетчикра тăрăшнă, Пăлаки те ялти ытти хĕрарăмсемпе пĕрле уй-хир ĕçĕнчен юлман. Пелагея Тимофеевна мăшăрĕпе пурăннă çулсене халĕ те ăшшăн аса илет, ырă та лайăх çын пулнă çав унăн мăшăрĕ.
Кĕçех çемье те хушăнма тытăннă Нухратовсен: Анна, Вера, Иван, Николай пĕрин хыççăн тепри ашшĕ-амăшне савăнтарса çут тĕнчене килнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Наталья НУХРАТОВА.
Чистай районĕ,
Анат Кăтрата ялĕ.

АЛКОГОЛЬ ТАТА АЧА

Ывăл е хĕр киле вилĕ ӳсĕр килнине нумай атте-анне трагеди пек йышăнать. Паллах, çул çитмен ача çапла ĕçсе лартни йĕркеллĕ пулăм мар, анчах кун пек чух аслисем вĕсене тӳрех «ăс кĕртме» тытăнни те тĕрĕс мар. Ашшĕ-амăшĕ кун пек хăтланни ачине тĕпсĕр çырмана тĕртсе янипе танах тесе ĕнентереççĕ специалистсем. Вĕсен шучĕпе вăрçиччен ачапа чуна уçса калаçмалла, алла черкке тытма мĕн хистенин сăлтавне тупмалла.
Арçын ачапа хĕр ача эрех ĕçнин сăлтавĕсем вара тĕпрен уйрăлса тăраççĕ-мĕн.
Хĕр ача ӳсĕрĕличчен ĕçнин сăлтавĕн 90 проценчĕ – телейсĕр юрату. Ашшĕ-амăшĕшĕн катастрофа ача ӳсĕрĕлни пулсан, хĕр ачашăн хăйшĕн – савни пăрахни. Çак «хуйха» вăл кинори пек эрех ĕçсе, пирус туртса пусарма тăрăшать. Кун пек чух ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла? Чуна уçса калаçмалла. Паллах, алкоголь çинчен мар, хĕрĕн пурнăçĕ, йывăрлăхран мĕнле тухмалли çинчен калаçмалла.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ЧĂВАШ ХĔРАРĂМĔН ИДЕАЛĔ

Элкел районĕнчи Выселки поселокĕнче пурăнакан Александра Сергеевна Казанкован, ялти пек каласан Люккан аппан, пурнăçĕпе юратăвĕ Элкел тăрăхĕнче тахçанах хитре легендăна çаврăннă. 98 çулти чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, типтерлĕхĕпе тĕлĕнтерме пăрахмасть, тĕслĕхрен, вăл халĕ те вăрмана урапа туртса кайма ӳркенмест. Паллах, çитмен пурнăçран мар, ахаль ларма вĕренменрен.
«Ниепле те вилейместĕп вĕт», – йăл кулать çеç 100 çула сывлăхпа çывхаракан кинемей. Сăмах май, Люккан аппан ялĕ хăйĕнчен кăшт кăна аслăрах. Поселока йĕркелесе яракансенчен пĕри унăн ашшĕ Сергей Казанков та пулнă. Çывăхри вара шăпах ун ячĕпе Сергей варĕ тесе калать кунти халăх. Ытармалла мар хитре поселокăн çыннисем хăйсем те ĕмĕртен тарават пулнă. «Пирĕн ялта нихăçан та алăка питĕрсе курман. Ял витĕр пасара каякан, пасартан килекен çынсене ялан апат çитерсе яратчĕç», – аса илет иртнине вĕрентӳ ветеранĕ Дмитрий Дмитриевич Ярославлев.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ÇЕМЬЕ, ЮРАТУ тата ШАНЧĂКЛĂХ КУНĔ

Ĕнер, июлĕн 8-мĕшĕнче Раççей чи хитре уявсенчен пĕрне – Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турĕ. Çемьене упракан çветтуйсене Петрпа Феврония Муромски кнеçсене халалланă праçник виçĕ çул каялла çĕнĕрен чĕрĕлчĕ кăна мар, ăна Раççейри тĕрлĕ тĕн халăхĕ хапăлласах йышăнчĕ. Уявăн хăйĕн символĕ те пур – салтак тӳми чечекĕ. Уява йĕркелекен комитета РФ Президенчĕн мăшăрĕ Светлана Медведева ертсе пырать.
Тутарстанри çемье, юрату тата шанчăклăх лару-тăрăвĕпе журналистсене ТР Министрсен Кабинечĕн ЗАГС Управленийĕн пуçлăхĕ Эльмира Зарипова, Хусанти чиркӳсен благочиннăйĕ, протоиерейĕ Алексей аттепе Кул Шариф мечĕтĕн имам-хатибĕ Рамиль хазрат паллаштарчĕç.
ПЕТРПА ФЕВРОНИЙĂН ЮРАТĂВĔ
Православи календарĕ тăрăх, июлĕн 8-мĕшĕ юратăвĕпе шанчăклăхĕ легендăна çаврăннă çветтуйсен, Петрпа Феврония Муромски кнеçсен уявĕ.

Текста малалла вулăр...

ЮТТИ ЛАЙĂХРАХ–И?

Кил-çуртра йăлтах йĕркеллĕ, арăм, ачасем ĕçрен таврăнасса кĕтеççĕ, арçынна вара пурпĕрех тем çитмест, айккинелле чупма мĕн хистет ăна? Психологсем темиçе сăлтава палăртаççĕ:
1. Пĕчченлĕх. Арçынна нумая пĕччене хăварсан вăл урăх савни тупса йăпанма тăрăшать.
2. Тавăру. Çапла майпа арăма урăххипе улталанăшăн (хăйсен куçĕпе курман пулсан та), япăх характершăн, çемьене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрманшăн тавăраççĕ.
3. Эмоци енчен арăмран пĕр картлашка çӳлерех хăпарни. Ăслăланнă арçынна арăмпа урăх интереслĕ мар имĕш.
4. Ясарлăх фантазине пурнăçа кĕртесси – кашни арçыннăн ĕмĕчĕ. Çакăн пек май пулсанах, ăна пĕр арçын та вĕçертмест.
5. Пĕлесшĕн тăрăшни (любопытство). Ку ытларах ир авланнă арçынсен сăлтавĕ.
6. Лидер пулма ăнтăлни. Çемьере арçын хăйне сума суманнине, кӳрентернине чăтма пултараймасть, ăна кун пек хутшăнусем кирлĕ мар, çавăнпа вăл ют ытамра йăпанма тăрăшать, мĕншĕн тесен вăл кунта лидер, вăйлă, ăна хисеплеççĕ пек туйăнать.

Текста малалла вулăр...

АМĂШ КАПИТАЛĔ

2006 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн иккĕ е ытларах ача çуратнă е усрава илнĕ ачашăн парăнакан патшалăх пулăшăвĕн – амăш капиталĕн – сумми 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 343278 тенкĕпе танлашрĕ, закон тăрăх, вĕсенчен 12000 тенкине кирек мĕнле тăкаклама та юрать. Паян эпир хамăр кăларăмра амăш капиталĕ çинчен тепĕр хут сăмах хускатма шутларăмăр. Аса илтеретпĕр, сертификата Раççей гражданстви (е икĕ гражданство) пур иккĕ е ытларах ача çуратнă аннесене, 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн иккĕ е ытларах ачана пĕччен усрава илнĕ аттене е аннене параççĕ. Капиталпа мĕн тума юрать?
1. Раççей Федерацийĕн территорийĕнче çурт лартма е ипотека кредичĕн взносне тӳлеме.
2. Пĕр е темиçе ачана вĕреннĕшĕн тӳлеме.
3. Амăшĕн пенсийĕн перекет пайĕ çине куçарма.
Амăш капиталне çак пунктсене пайăн-пайăн хума та юрать.

Текста малалла вулăр...

«АЙТĂР–ХА, АННЕСЕМ!»

Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕн Культура çуртĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен кунне халалласа «Айтăр-ха, йĕкĕтсем!» Мартăн 8-мĕшĕ тĕлне «Айтăр-ха, хĕрсем!» конкурссем ирттерме тытăннăранпа 30 çул. Кашни çул çак вăхăта Чăваш Ишлĕ, Матак ялĕсен халăхĕ чăтăмсăррăн кĕтет. Паллах, улшăнакан самана конкурса та çĕнĕлĕх кĕртрĕ. Калăпăр, вăл малтан пĕр шкултах аслă классенче вĕренекен икĕ ял ачисен хушшинче иртетчĕ пулсан, халĕ ачасен шучĕ чакнипе класпа класс кăна тупăшать. Улшăнусене пăхмасăр конкурссем çулталăкри чи асра юлакан мероприятисем пулма пăрахмаççĕ.
Мартăн 6-мĕшĕнче иртнĕ «Айтăр-ха, хĕрсем!» конкурсăн яланхи ертӳçи, Матак вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ М.Ермолаева кăçал та командăсен пултарулăхĕпе çаврăнăçне интереслĕ конкурссемпе вăйăсем ирттерсе тĕрĕслерĕ.

Текста малалла вулăр...

АЛКОГОЛИЗМРАН – КУПĂСТА?

Çемьере пысăк хуйхă пулнă хыççăн хĕрĕм ĕçке ерчĕ. Аллăм усăнать, ăна мĕнле пулăшмаллине пĕлместĕп. Тархасшăн канаш парăр, алкоголизм чирĕнчен сипленмелли мĕнле те пулин халăх мелĕ çук-ши?
Мария,
Хусан хули.
Алкоголизмран симĕс чейпе йӳçĕтнĕ купăста аван пулăшать. Кун валли 1 килограмм купăста, 1-1,5 апат кашăкĕ шултра пĕрчĕллĕ тăвар, 3-5 кишĕр тата 3 чей кашăкĕ шултра çулçăллă симĕс чей кирлĕ.
Купăстана вĕттĕн турăр та эмаль савăта хурса сĕткенĕ тухиччен тăварпа пăтратăр. Шултра шăтăклă теркăпа вĕтетнĕ кишĕр тата симĕс чей (типпи) хутăштарăр. Лайăх пăтратăр. Унтан йӳçĕтме хумалли савăта ярса сĕткенĕ çиеле тухиччен пусарăр, çиеле çитсă е пир-авăр пусмапа витĕр те йывăç çаврашка, ун çине кĕленче турилкке, унтан пусармалли йывăр япала хурăр. Купăста тултарнă савăта сивĕрех (13 градус) вырăна лартмалла.

Текста малалла вулăр...

ÇӲПÇИПЕ ХУПĂЛЧИ

ÇИÇĔМ АН ÇИÇТĔР...
Темшĕн халăхра çемье вучахне хĕрарăмăн упрамалла, çемьери «çанталăк» та пĕр унран кăна килет текен шухăш сарăлнă. Анчах çаплах-ши? Çемье лавне пĕччен мар, иккĕн туртмалла теççĕ-çке-ха, апла-тăк «çанталăк» мĕнле пуласси арçынран та килет. Паян эпир хамăр страницăра упăшкана та «пурăнма» вĕрентесшĕн. Унăн мĕн асра тытмалла-ха?
1. Хĕр чухне хĕрĕх тус, авланиччен аллă теççĕ, апла авланиччен санăн та чун савнисем пĕрре мар пулнă. Анчах кун çинчен арăма мĕншĕн пĕлтермелле?
2. Арăм ачана мĕнле воспитани пани, кил-çурта мĕнле тытса пыни питех килĕшмест пулсан, шыв сыпнă пек ан çӳре, пĕрле ларса сасă хăпартмасăр лăпкăн калаçăр.
3. Арăм ытла мăнтăрланса е ырханланса кайни çинчен вара кашни кун аса илтерме ан васка. Ун вырăнне вăл мĕншĕн мăнтăрланса е çӳхелсе кайнин сăлтавне ăнланма тăрăш.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ÇУЛЛА ИРТНИ СИСĔНМЕСТ

Абрикос, груша, виноград, арбуз, дыня... Çак çимĕçсем кăнтăрта кăна ӳсеççĕ тесе шутлатăр пулсан, ĕнентерсех калатăп – йăнăшатăр. Пыл пек пылак, алă тупанне вырнаçман грушăсене хам куçпа курман, тутанса пăхман пулсан Çĕпрел тăрăхĕнче, çитменнине тата улма-çырла сачĕ сайра тĕл пулакан Матак ялĕнчех ӳстерме пулать тесе эпĕ те ĕненместĕм.
– Пысăк сад пахчи ӳстерес ĕмĕт манăн ача чухнех пулнă. Авланичченех пĕрремĕш улмуççисене лартрăм та ку ĕçпе «чирлесех» кайрăм. Ăçта кайсан та улма йывăç хунавĕ туянмасăр таврăнман эпĕ. Улма-çырла тĕмĕсене мĕнле пăхмаллине кĕнеке-журналтан, тĕрлĕ тăрăхри ăста пахчаçăсенчен ыйтса вĕрентĕм, хăшне-пĕрне хам ăнкартăм, – пĕлтерет Матак ялĕнче пурăнакан В.Петрянкин.
Вĕсен сад пахчинче ӳсекен улмуççисен шучĕ те çук халĕ. Кунсăр пуçне пахчара слива, ку тăрăхра пачах тĕл пулман хура хăмла çырли, шултра груша ӳсет.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ÇЕМЬЕ, ЮРАТУ ТАТА ШАНЧĂКЛĂХ КУНĔ

ЮРАТАКАНСЕН УЯВĔ РАÇÇЕЙРЕ
Тинех Раççейри юратакансен те хăйсен уявĕ – Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ – çуралчĕ. Кăçал июлĕн 8-мĕшĕнче ăна Раççейре иккĕмĕш хут паллă турĕç. Çак куна пĕр ахаль суйласа илмен, паллах. Православи календарĕ тăрăх, июлĕн 8-мĕшĕ юратăвĕпе шанчăклăхĕ легендăна çаврăннă Петрпа Феврония çветтуйсен уявĕ.
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне уявлама тытăнни икĕ çул кăна пулин те унăн историйĕ çав тери тарăн – 780 (!) çул. Çĕнĕ уяв хальлĕхе патшалăх уявĕ те, канмалли кун та мар. Анчах вăл хăйĕн анлăшĕпе, пĕлтерĕшĕпе кирек мĕнле «хĕрлĕ» кунран та ирттерет. Икĕ çул каялла Раççейри конфессисен канашĕнче çĕршыва кун пек уяв кирлĕ-и текен ыйту тăрсан, ăна Раççейри мĕнпур тĕн представителĕсем хаваспах йышăннă. Мĕншĕн тесен çемье, юрату тата шанчăклăх конфесси çине пайланмасть.

Текста малалла вулăр...

ХАМĂР МАР-ТĂК КАМ?

Çие юлнă, ĕçлекен хĕрарăма закон хӳтĕленине манмалла мар. Çак тĕлĕшпе Раççейре ятарлă постановленисем йышăннă. Вĕсемпе килĕшӳллĕн, хăрушă, сывлăхшăн сиенлĕ ĕçсенче кун пек хĕрарăма пачах ĕçлеттерме юрамасть. Çаплах ăна çăмăллăхсем те парăнаççĕ: йывăр ĕçрен çăмăллине куçарсан та вăтам ĕç укçи сыхланать. Компьютер умĕнче кунне 3 сехетрен ытла, канмалли, уяв кунĕсенче ĕçлеттерме, командировкăсене яма юрамасть.
Анчах шел, хăш-пĕр çĕрте çак условисене пăхăнманни те тĕл пулкалать. Экономика кризисне пула кун пек хĕрарăма ĕçрен кăларнă тĕслĕхсем те пур. Паллах, кунта ертӳçе мар, хĕрарăма хăйне айăпламалла, чи малтан унăн хăйĕн прависене хӳтĕлеме пĕлмелле. Çавăнпа ĕç, коллектив килĕшĕвĕсенче ача кĕтекен хĕрарăма пырса тивекен пунктсем пуррипе çуккине тимлĕн вуламалла, çук-тăк – кĕрттермелле.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5.