Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

САККĂРĂШ ТЕ ХАМĂРĂН

Элкел районĕнче Рыжковсен çемйине пĕлмен çын çук та пулĕ. Кивĕ Тахталта пурăнакан мăшăр пуриншĕн те кăтартуллă, тĕслĕхлĕ пулса тăрать. Çакăн тупсăмне шырама инçех каймалла мар, вĕсен тирпейлĕ тумлантарнă, лăпкă сакăр ачипе пĕр-ик сăмах калаçсанах ку çемьере пĕр-пĕрне ăнланнине, хисепленине чухлатăн.
Чăннипе вара Наталья Федоровнăпа Петр Михайлович пилĕк ача çуратса ӳстернĕ, тата виççĕшне усрава илнĕ. Усрав ачасемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл мар теççĕ нумай чухне. Наталья Федоровна йывăрлăхсем пуррине асăрхамасть те темелле. Ара, хăйĕн тăванĕн ачисем-çке, çакă пĕр-пĕрне ăнланма пулăшать тесе шутлать. Çамрăк çемьесен программипе туса лартнă ипотека çурчĕ пысăк, пурин валли те вырăн çитет, хĕр ачасем ăна хăтлăх кĕртеççĕ, тирпейлеççĕ. Тахçанах асăрханă, пĕрлехи ĕç çынсене çывăхлатать. Рыжковсен çемйи вара пĕр самант та ĕçсĕр лармасть темелле – картара выльăх-чĕрлĕх нумай, ăна пăхсах тăмалла, 74 çулти кукамăшне те пулăшу кирлĕ пулать.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Йĕппи ăçта – çиппи çавăнта

Çарăмсан районĕнчи Кивĕ Йĕлмелĕнче пурăнакан Татьяна Николаевна Захарова та акă хăй çинчен: «Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Алманчăра çуралса ӳснĕскер эпĕ, хăçан та пулсан Çарăмсан районне килсе пурăнатăп тесе тĕлĕкре те тĕлленмен. Турă çырнине – Ивана – Хусанти ветеринари институтĕнче тĕл пултăм. 4-мĕш курсра пĕрлешрĕмĕр. Кама юхан шывĕ урлă каçмалли кĕпер çуккипе пĕрремĕш хутĕнчех Хусантан самолетпа Çарăмсана вĕçсе килме тиврĕ. Яла та резина атăсăр кĕме çук пылчăкчĕ, ун чух асфальтлă çул пулман та-ха. Мĕнле тĕттĕм кĕтес ку тесе тĕлĕннĕччĕ», – иртнине кулса аса илет Кивĕ Йĕлмел кинĕ.
Çемьере кĕçĕнни, çитменнине тата колхоз стипендиачĕ пулнă Иван Захаровăн «тĕттĕм кĕтесе» таврăнмаллах пулнă çав, урăхла юраман. Çамрăк арăмăн та килме тивнĕ. Ваттисем калашле, йĕппи ăçта – çиппи çавăнта-çке.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
С.Садыкова сăнӳкерчĕкĕ

Куççульсĕр

Сухана тасатнă чух куççуль ан тухтăр тесен:
– Сухана 10 минута холодильнике хумалла. Çапла тусан шăршă тата куççуль кăларакан дисульфидпа пропантиаль каснă чух хăвăрт сывлăша сарăлаймаççĕ.
– Çĕççе сивĕ шывпа йĕпетмелле.
– Юнашар çунакан çурта лартсан çӳлерех асăннă веществосене çулăм туртса илет. Çаплах çурта вырăнне вĕрекен шыв янă кастрюль те лартма юрать.
– Сухан туранă чух жвачка чăмламалла.
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

Шевле çути

Çарăмсан район центрĕнче вырнаçнă икĕ хутлă ваттисен çурчĕ урамран питĕ хитре курăнса ларать пулин те вăй-халлă çынна илĕртмест. Мĕншĕн тесен унта пурăнма никам та ĕмĕтленмест. Анчах ватлăхра пăхакансăр тăрса юлнисемшĕн е аманса сусăрланнисемшĕн вăл пĕртен-пĕр хӳтлĕх, шевле çути. Чун ăшăнмасан та унта çутă, таса, тутă. Николай Митрофанович Кузьминпа Дарья Петровна Туйнеева тата кунта чун юлташĕсем те пулса тăнă. Вĕсем 2005 çулта январь уйăхĕнче çемье çавăрнă.
Çарăмсан районĕнчи ваттисен çуртĕнче чăмăртаннă пĕрремĕш çемье ку. Нумай çул ĕнтĕ тату пурăнать. Иккĕшĕ те инвалид. Николай Митрофанович урисемпе аптăрать, Дарья Петровна вуçех те курмасть. Алла-аллăн тытăнса утакан çак икĕ çынна кунта вăрттăн ăмсанакансем те çук мар-тăр, ара, вĕсем пĕр-пĕрин тĕревĕ-çке.
– Япăх мар кунта, çитереççĕ, вырăнĕ таса.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
С.Садыкова сăнӳкерчĕкĕ.

Кая юлман-ха

Чун хавалĕ пулсан этем нихăçан та кая юлмасть, çав шутра çемье çавăрма та, çĕнĕ çурт лартма та. Элкел районĕнчи Анат Çĕньялта пурăнакан Василий Семенович Артемьевшăн ав, пенсире пурнăç пуçланнă кăна-ха. Вăл çĕнĕрен çемье çавăрнă çеç мар, çурт лартма та шутланă.
«Хам валли çурт лартатăп, пуçланă ĕç вĕçленет-ха», – терĕ кил хуçи эпир вĕсен умне чарăннине курсан. Шăп çак вăхăтра ялти тĕп урамра хĕрӳ ĕç пыратчĕ унăн, строительсем çурт никĕсне яратчĕç. Василий Семенович Чăваш Пăрнай çынни, темиçе çул каялла Анат Çĕньяла Моисей атте патне чиркĕве стройкăна килнĕ те кунтах юлнă. Мария Николаевна Потаповăпа çемье çавăрнă.
Мĕн-мĕн те, чăваш арçынни хĕрарăм çуртĕнче пурăнни хальччен питех пулман-ха. Василий Семенович та авă, мăшăрĕн икĕ хутлă çуртĕнче тĕпленме килĕшмен курăнать. Кăçал хăй ячĕпе çĕр илсе çурт лартма шутланă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
И.Кузьмина сăнӳкерчĕкĕ.

Мĕн парнелем-ши?

Çуралнă кун. Лайăх уяв, анчах нумай чухне тăвансем валли парне суйласси пĕрре те çăмăл мар. Мĕн парнелемелле-ха вĕсене?
Хĕрарăма: эрешсем, юратнă артистăн концертне билет, çемçе халат, маникюр наборĕ, косметика тата парфюмери лавккисен парне сертификачĕ, палантин.
Арçынна: çут çанталăкра канмалли хатĕрсен наборĕ, инструментсем упрамалли ещĕк, мунчаран тухмалли халат, цифрăллă техника сутакан лавккасен парне сертификачĕ, лайăх пиçиххи, хаклă эрех.
14 çулчченхи ачана: чĕр чунсемлĕ çемçе пушмак, пижама, аталантаракан сĕтел çи вăййи, пазлсем, илемлĕ ӳкерчĕклĕ энциклопеди, копилка.
Асанне-кукамая: ăшă плед, хаçат е журнал валли çырăнтару, илемлĕ çивитти е простынь-тавраш, алшăлли, савăт-сапа, мамăк шел, кухня валли техника.
Асатте-кукаçие: плед, мунча хатĕрĕсен наборĕ, пулă тытмалли хатĕрсем, шахмат, хаклă чей.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

Ӳпререн сыхлакан крем

Çулла вăрăм туна, ӳпре тарăхтарсах çитереççĕ. Вĕсенчен упракан крем нумай чухне алă айĕнче çук. Анчах ăна килте те хатĕрлеме пулать иккен. Кун валли ача кремĕ тата виçĕ пачка ваниль е ваниль сахăрĕ кирлĕ. Кремпа ваниле лайăх пăтратмалла та урама тухнă чух сĕрĕнмелле. Ӳпре, вăрăм туна сирĕн йĕри-тавра нумай çаврăнсан та ваниль шăршине пула çыртаймасть.
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

Эсир пĕлетĕр-и?

• Сăрлă урайăн йăлтăркки ан пĕттĕр тесен ăна нашатырь спирчĕ (пĕр витре шыва 1-2 апат кашăкĕ) янă шывпа çумалла. Кĕпе çумалли порошоклă е супăньлĕ шывпа çусан сăр тĕсĕ тĕксĕмленет.
• Противень нумай вăхăтчен ан тутăхтăр тесен ăна выльăх çăвĕпе сăтăрса духовкăра лайăх хĕртмелле. Тутăхнă противене тасатма та йывăр мар, чĕрĕ çĕр улмине çырма хăйăрĕ çинче йăвалантарса противене сăтăрмалла.
• Холодильник тăрук ванчĕ, сирĕн вара тĕп сакай та çук пулсан аш-какай, çу-çăмарта шăрăхра хăвăрт пăсăлать. Анчах ĕлĕк çак хатĕрсем пулмасан та çынсем апат-çимĕçе упрама пултарнă вĕт-ха. Пĕр-икĕ вăрттăнлăха эпир те пĕлтĕмĕр:
– аша уксусра йĕпетнĕ хулăн пусмапа чĕркесен вăл икĕ кун упранать. Çаплах аш татăкне лимон сĕткенĕпе сĕрсе дуршлагпа е марльăпа хупласан çил кĕрекен вырăнта икĕ кун пăсăлмасть;
– пулла е аш-какая вĕлтрен е хĕрен çулçипе хупласа уксусра йĕпетнĕ пусмапа чĕркесен вăл нумайччен упранать;
– çăмартана выльăх çăвĕпе (е çăмарта шуррипе) сĕрсе хутпа чĕркемелле те карçинккана хурса уçă вырăна çакса хумалла.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ЯЛАН ПĔРЛЕ

– Ĕçре те, килте те пĕрле пулни йăлăхтарать, пĕр-пĕринчен кăшт канмалла, – тенине арлă-арăмлă çынсенчен нумай илтнĕ. Анчах пурте апла шутламаççĕ иккен. Элкел районĕнчи Хăрата ялĕнче пурăнакан Людмила Николаевнăпа Николай Павлович Яганевсем ав ĕçре те, килте те ялан пĕрле. Ку кăна та мар, вĕсем пĕр-пĕрне утма вĕреннĕренпех паллаççĕ. Пĕр ялта, пĕр урамра, çитменнине тата хире-хирĕçле çуртсенчех çуралса, пĕрле выляса ӳснĕ.
– Хĕрпе каччă пек нумай çӳремен эпир, – кăшт именсе аса илет иртнине Людмила Николаевна. Ара, ытти çамрăксем пек, пĕр-пĕрне хăнăхмалла пулман-çке вĕсен, ачаранах пĕлнĕ. Çапах та чăн-чăн туйăма вĕсем те тĕрĕсленех. Людмила çамрăкла Чистайри сехет заводĕнче ĕçленĕ вăхăтра Николай ялта шоферта тăрăшнă. Хĕре хăйĕнчен вĕçертес темен-тĕр çав каччă, савнийĕ канмалли кунсенче яла таврăнсан сăмах татнă, çапла 1978 çулта туй туса пĕрлешнĕ те.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
И.Кузьмина сăнӳкерчĕкĕ.

ОРДЕНА ТИВĔÇНĔ ÇЕМЬЕ

РФ Президенчĕн указĕпе çирĕплетнĕ «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена кăçал Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче пурăнакан Мулеевсем тивĕçрĕç. Хаклă наградăна вĕсене ТР Президенчĕ Р.Минниханов март уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хусанта «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче пачĕ. Эпир çак çемьепе çывăхрах паллашма шутларăмăр.
Аслă урам çулĕ ялăн тепĕр вĕçнех илсе çитерчĕ. Мулеевсем пурăнакан çурта вăрах шырама тӳрĕ килмерĕ. Патвар хул-çурăмлă çемье пуçĕ Виталий Иванович пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ.
 
– Çак кунсенче кăна Хусантан «ТНВ» телевиденийĕн журналисчĕсем килсе кайрĕç-ха, – терĕ вăл пире сывлăх суннă май.
Мулеевсем чăн та хăнасене тарават. Кил хуçи арăмĕ, Çĕнĕ Йĕлмел ял хутлăхĕнче налуксем енĕпе ĕçлекен I категориллĕ специалист Валентина Ивановна хăй çинчен уççăнах калаçма юратмасан та, ачисем нумай пулнишĕн савăннине пытармасть.

Текста малалла вулăр...
■ Решит ФАТХУЛЛОВ.
Çĕпрел районĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Юратуран хăватли çук

– Эпир ӳснĕ вăхăтра Хулаçырминчи (Çĕпрел районĕ) Шăнкăртан кассинче кăна çĕр ытла ачаччĕ, килĕрен 5-6 ачаран кая çуратман вăл вăхăтра, ялта виçĕ шкулччĕ. Халĕ Хулаçырми вăтам шкулĕпе илсен те Шăнкăртан кассинчи чухлĕн çеç вĕренеççĕ, – терĕ Алексей Дмитриевич Мугин. – Статистикăна сивлеме çук. Ялти шкул кермен пек ларать, анчах çутă та пысăк классенче вĕренме пире тӳр килмерĕ.
Алексей Мугин Хулаçырми шкулĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн Аслă Аксу вăтам шкулне те лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе пĕтернĕ. Мĕнле професси суйласси пирки нумай вăхăт шутланă вăл, мĕншĕн тесен шкула кайичченех купăс лайăх калама вĕреннипе юрă-кĕвĕ тĕнчи те илĕртнĕ.
– Пӳрт умĕнче тарăн шухăша кайса тăнă вăхăтра почтальонкăна кĕтсе илтĕм, вăл мана хаçатсем парса хăварчĕ, – тăсăлать малалла асаилӳ. – Крыльца пусми çине ларса «Сельская жизнь» хаçата вулама пуçларăм.

Текста малалла вулăр...
■ Николай МАТРОСОВ.
Ешĕлвар хули.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Телей пĕр-пĕрне хисепленинче

«Çĕр çинче 7 миллиард çын пурăнать, хăш-пĕрин çĕрĕн-кунĕн ĕçлесен те аван пурăнмалăх укçа-тенки çитмест, теприн пурнăçĕ нуша пĕлмесĕр, ĕçлемесĕр тунă пуянлăхпа иртĕхсе иртет», – тет Клавдия Дмитриевна Ухливанова (Çĕпрел районĕ, Хулаçырми ялĕ). Пĕчĕкренех нуша курса ӳснĕскер, пурнăç çине урăх куçпа пăхать вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тытăннă вăхăтра Клавди аппа улттăра кăна пулнă-ха. Унпа нумайччен калаçса лартăмăр, вăл хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа пачĕ. Çав вăхăтра ун килне тăватă çын пырса кайрĕç, пурне те ăшшăн та тарават кĕтсе илсе, сĕтел хушшине лартса, хăналаса ячĕ чăваш хĕрарăмĕ. «Маншăн килен-каян хаклă хăна, апат-çимĕç нихăçан та сĕтеллĕм çинчен татăлмасть», – пĕлтерет уçă кăмăллă хĕрарăм кун пирки.
«Выçлăх, çуклăх вăхăтра ӳснĕ эпир. Халĕ ачасене каласа кăтартсан ĕненесшĕн мар. Çемьери ачасенчен чи асли пулнăран мана мĕнпур йывăрлăхĕ лекрĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Николай НИКОЛАЕВ.
Ешĕлвар хули.
Сăнӳкерчĕк çемье архивĕнчен.

ЯЛТАН КАЯС ШУХĂШ ПУЛМАН

Эпĕ Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнчен вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн тухса кайнă, çавăнпа маншăн чăваш çыннисене тĕл пулса тăван чĕлхепе калаçнинчен хакли çук. Хамăр ял çыннине курсан пушшех те чун çĕкленет. Пĕррехинче ирхине телефон шăнкăртатсан трубкăра ентешĕн, Николай Иванович Никитинăн сассине илтех кайрăм. Тӳрех ял хыпарĕсене ыйтас шухăш çуралчĕ, анчах вăл, Ешĕлварти «Волга» санатори-профилакто рине канма килнĕскер, хăй патне пыма чĕнчĕ.
Николай Ивановича нумай кĕттермерĕм, тепĕр сехетренех ун патне çитрĕм. Вăл санаторие мăшăрĕпе Клавди аппапа килнĕ иккен. Сăмах та çук, маншăн ку пысăк савăнăç, тăван ял çыннисемпе курнăçни кăмăла çĕклентерчĕ. Нумай вăхăт калаçса лартăмăр эпир çав кун.
Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче пурăнакан Николай Ивановичпа Клавдия Ильинична – ĕç ветеранĕсем, çак хисеплĕ ята вĕсем мĕн çамрăкран тĕрлĕ ĕçре вăй хурса тивĕçнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Николай МАТРОСОВ.
Ешĕлвар хули.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК

1905 çулта çуралнă манăн мăн асанне Ольга Ивановна Данилова. Ачалăхĕ те, пурнăçĕ те çăмăл пулман унăн. 1921 çулхи выçлăха чăтса ирттернĕ. Малаллахи шăпине те ăмсанмалли питех çук – пурнăç ăна пĕрин хыççăн тепĕр хуйхă ярса тĕрĕсленĕ.
1930 çулсем. Çĕршывра репресси. Çак вăхăтра Ольга Ивановна Василий Маланчевпа пĕрлешнĕ пулнă ĕнтĕ. Шел те, репресси нуши вĕсенчен те пăрăнса иртмен. Выльăх-чĕрлĕхне, килти мĕнпур хатĕрне туртса илнĕ, хăйсене ачи-пăчипе пĕрле Челябинск облаçне ăсатнă. Ĕçĕ хĕрарăмсемшĕн кăна мар, арçынсемшĕн те чăтма çук йывăр пулнă унта. Малтан ачисем выçăпа вилнĕ. Репрессие ăсатнă чух мăн асанне икĕ йĕкĕреш ачипе йывăрлă пулнă, сивĕ баракра çуратнă вăл пепкисене. Паллă ĕнтĕ, пурăнайман пĕчĕкскерсем, вилнĕ. Кăшт вăхăт иртсен мăшăрĕ те çут тĕнчепе сывпуллашнă.
Çемьесĕр юлнăскер, мĕнле-тĕр майпа конвойран хăтăлса тăван яла килме тухать.

Текста малалла вулăр...

ПĔРРЕМĔШ ХУТ

Ача пĕрремĕш хут шкула кайнине психологсем революципе танлаштараççĕ. Мĕншĕн тесен уншăн йăлтах улшăнать: хăнăхнă йĕрке, тавралăх, кун режимĕ, хăйне тыткаласси. Чи пĕлтерĕшли – яваплăх, тимлĕх ыйтакан çĕнĕ тивĕç тупăнни. Ачана шкула мĕнле тĕрĕс хатĕрлемелле, вăл шкула юраттăр, хаваспах вĕрентĕр тесен ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла?
Пĕрремĕш класс ачи шкула хăвăрт хăнăхтăр тесен ашшĕ-амăшĕн шкул çинчен нумайрах каласа памалла, вĕренӳ çулĕ çитиччен ачапа пĕрле вăл çӳремелли шкулта час-часах пулма тăрăшмалла. Енчен те шкула кĕме май пулчĕ-тĕк, ачана парта хушшине лартса пăхмалла, кунта салтăнмалли пӳлĕм, столовăй, акт залĕ, библиотека, тухтăр пӳлĕмĕ пурри пирки каласа памалла. Çапла шкулта вĕренесси интереслĕ те усăллă пулнине ача майĕпен хăех ăнланса пырать.
Çак вăхăтра шкул çинчен япăх калама тăрăшмалла мар.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.
Сăнӳкерчĕк www.izhlife.ru сайтран.

КĔТМЕН ХĂНАСЕМ

Çуллахи вăхăтра ытларах ача-пăчапа канма кайма тăрăшать ашшĕ-амăшĕ. Шăп çак вăхăтра пĕчĕкскерсем кануран (ялтан кăна мар) хăйсемпе пĕрле кĕтмен хăнасене – пыйтăсене çаклатса килеççĕ те. Калас пулать, ку кăпшанкă хĕр ачапа кăна мар, арçын ачапа та «туслашма» тиркемест. Çавăнпа та кануран таврăнсан хăвăрăн ачăрсене сăнама ан манăр. Пуçне час-час хыçать-тĕк, тимлĕнрех çӳçне пăхăр. Чăн та, пыйта вĕтĕ турапа тураса пăхмасăр асăрхама çук, шăрка вара тӳрех куç тĕлне пулать.
Кĕтмен хăнасене асăрхасан мĕн тумалла-ха? Ку енĕпе асатте-асаннесен опычĕ питĕ аван пулăшать, çавах та аптекăсенчен туяннă ятарлă препаратсем шанчăклăрах. Вĕсене рецептсăрах сутаççĕ. Шăркана вара вĕтĕ турапа турамасăр пĕтерме çук, мĕншĕн тесен çӳç пĕрчи çумне питĕ хытă çыпăçса лараççĕ.
Сăмах май, кĕтмен хăнасене хирĕç профилактика тума та ан манăр.

Текста малалла вулăр...

САВĂНĂÇРА ТА, ХУЙХĂРА ТА ПĔРЛЕ

Елизаветăпа Николай Артамоновсем çур ĕмĕр ытла чунтан-вартан килĕштерсе пурăнаççĕ. Николай нумай ачаллă çемьере çуралнă, ачалăхĕ вăл вăхăтри ытти ачасеннинчен питех уйрăлса тăман, пĕчĕккĕллех çухату та тӳснĕ. Вĕсен ашшĕ вăрçăран таврăнайман, Мускав çывăхĕнчи çапăçусенчен пĕринче пуç хунă. Тарпа тусан тутине те ачаранах пĕлсе çитнĕ вăл. Тылри хĕн-терт хĕрарăмсем, ватă çынсемпе ачасем çине тиеннĕ-çке.
Çавăнпа Николай Михайловичшăн «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль чи хаклă награда. Вăрçă хыççăн çул çитмен нумай ачана заводсене тата фабрикăсене вĕренме янă. Николай та акă Прокопьевск хулине лекет. Кайран Лайăшри механизаци шкулĕнче вĕренет, Белоруссире танк çарĕнче хĕсметре тăрать.
Çирĕп те маттур каччă Элметрен тин çеç вĕренсе таврăннă Кивĕ Ӳсел хĕрне Елизаветăна курнă та ĕмĕрлĕхех юратса пăрахнă.

Текста малалла вулăр...
■ Виктор ЮМАРТОВ.
Азнакай районĕ,
Актюба.

ВĔСЕН ЮРАТĂВĔ СӲНМЕСТ

Республикăра çемье институтне çирĕплетес тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Уйрăмах ЗАГС ĕçченĕсем ку ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Паллах, Çемье кунĕсем умĕн çеç мар, çулталăкĕпех. Юлашки çулсенче юбилярсене, нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене чысласси йăлана кĕчĕ. 25, 50, 60 çул пурăнаççĕ-и вĕсем – пĕлтерĕшлех мар, пурне те ĕмĕр асăнмалăх уяв туса параççĕ. Хуласенче кăна мар, ялсенче те чаплă праçнике çаврăнать çав кун. Тĕслĕхрен, Пăва районне кĕрекен Элшел ялĕнче пурăнакан Розăпа Виталий Сорокинсен те пĕрлешнĕренпе 50 çул тулчĕ. Çулла çитсен паллă тума палăртнă ылтăн туйра вырăнти ЗАГС уйрăмĕн ĕçченĕсем вĕсене те тивĕçлĕ тимлĕх уйăрасса иккĕленместпĕр.
Хусан хулинчи Киров районĕн ЗАГС ĕçченĕсем вара Çĕнтерӳ уявĕ умĕн, май уйăхĕн 7-мĕшĕнче çакăн пек ултă мăшăра чысланă. Вĕсенчен хăш-пĕрин, тĕслĕхрен, Рузалинăпа Варис Сулеймановсемпе Надеждăпа Павел Носовсен ылтăн туй пулнă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

«ПУÇТАР ТЕТТӲСЕНЕ!»

«Ăçта килчĕ унта теттӳсене пăрахса ан тултар!» – час-часах илтетпĕр ашшĕ-амăшĕ ачине вăрçнине. Ача-пăча психологĕсем пĕлтернĕ тăрăх, килте теттесене пăрахни йĕркеллĕ пулăм. Çапла туса ача тĕнчепе паллашать. Анчах пĕчĕкскерсем тирпей мĕн иккенне пĕлмеççĕ тени вара пĕрре те тĕрĕс мар. 2-4 çулти ачасем те «илем кӳртме» пĕлеççĕ, паллах, хăйне майлă. Тĕслĕхрен, иккĕри ачана сăнас пулсан, вăл япаласене хăйне килĕшнĕ пек лартма тăрăшнине асăрхатăн. Çапла майпа вăл амăшĕ пек е асламăшĕ-кукамăшĕ пек пулма тăрăшать. Хăй пĕлнĕ пек япаласене хурса тухать. Кун пек чух ачана вăрçма та, унăн ĕçне хурлама та юрамасть, мухтамалла çеç. Енчен те вăл пĕр-пĕр ĕç туса пулăшасшăн-тăк, ирĕк парăр. Капла вăл ĕçе хăнăхать. Психологсен шучĕпе ачана тирпее вĕрентнĕ чух çаксене асра тытмалла:
Пӳлĕме пĕр вăхăтра тирпейлеме хăнăхмалла.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ЙĂПАНУ ÇИМĔÇĔ

«Йӳçĕ, йӳçĕ!» – çине-çинех кăшкăрчĕ туй халăхĕ. Çамрăк мăшăра хĕве хупас умĕн: «Иккĕн выртса виççĕн тăрăр», – тесе пиллерĕç. Тем пек ача-пăчаллă пулма ĕмĕтленчĕç Изольдăпа Радик. Анчах пĕр çул, иккĕ, виççĕ, çирĕм çул та иртрĕ, ача сасси çавах илтĕнмерĕ вĕсен килĕнче.
Больницăсем тăрăх та çӳрерĕç, аптранă енне карчăк патне те кайса пăхрĕç – усси пулмарĕ. Ача çуккишĕн Радик айăплă-мĕн, çапла пĕлтерчĕç больницăра. Радик вара ĕненмерĕ: «Тĕрĕс мар ку, манăн айккинче ача пуррине çынсем пĕлеççĕ», – текелесе хăйне йăпатрĕ. Изольдăна вара юлташĕсем, тăванĕсем шеллетчĕç. Хăшĕсем тата: «Мĕнле çапла ачасăр юлатăн-и, айккинелле кайса кил», – текелеме те именмерĕç. «Çумра мăшăр пур çинче урăх арçын çинчен мĕнле калаçмалла? Вăл вĕт чĕрĕ çын, унăн та чĕри пур», – тетчĕ çеç Изольда.
Этем этеме хĕрхенмест çав, ыттисенчен мĕнпе те пулсан уйрăлса тăрать-тĕк, унăн ахаль те ыратакан суранĕ çине тăвар сапма ӳркенмест.

Текста малалла вулăр...
■ Анна НИКОНОРОВА.
Пăва районĕ,
Таккавар ялĕ.


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5.