Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

СИВӖ СĂМАХ АН КАЛĂР

Çемье, юрату, шанчăклăх... Пурӗ те виçӗ сăмах, апла пулин те вӗсем çинче пурнăç тытăнса тăрать. Ачалăхран пуçласа ватлăхчен кашнийӗншӗн вӗсем сывлăш пек кирлӗ, атте-анне пек хаклă... Юратупа шанчăк хуçаланакан çемье малашлăхлă, тулли пурнăçлă. Вăл çуртра кил хуçисем те, ачи-пăчи те телейлӗ.

■ Майя ИГНАТЬЕВА.
Никифоровсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Никифоровсем ачисемпе пӗрле.

АТТЕ-АННЕ ПУРРИ – КИЛ ИЛЕМӖ

Çур ӗмӗр е тата та ытларах пӗрле пурăнакан мăшăр çамрăксемшӗн тӗслӗх. Çемье çавăрса ачасене ӳстересси яланах тӗрӗс-тӗкел пымасть. Килӗштерсе пурăннă çӗртех вăрçăнасси те пулать. Пӗр-пӗрне хисеплесе, ăнланса пурăннинче, чăтăмлăхпа тӳсӗмлӗхре пытанать те пулӗ çемье вăрттăнлăхӗ. «Атте-аннерен пахи çук», – теççӗ ваттисем. Атте… Анне… Кун-çул парнеленӗ чи çывăх çынсем. Атте-анне пурри пысăк телей. Шăпах, çак юратнă çынсем çичен пулӗ ман сăмахăм.

■ Надежда АНТИПОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Инçе çул халь ним те мар

Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов Пăва районĕнчи Кивĕ Мертлĕ ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă Матвеевсен çемйине Çĕнĕ çул умĕн микроавтобус парнеленĕ текен хыпар питĕ савăнтарчĕ мана. Ку ялта тăтăшах пулма май килнĕрен кил хуçисене, Александр Николаевичпа Елена Ивановнăна, тахçантанпах пĕлетĕп. Йышлă çемьен кулленхи нушисене курса тăнăран темиçе çул каяллах вĕсем çинчен хаçатра çырма тĕллев тытнăччĕ, мĕншĕн тесен чăннипех те мухтава, чыса тивĕçлĕ вĕт çак йыш. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула çак тĕллев ун чух пурнăçланаймарĕ. Çак вăхăтра вунă ачаллă çемье тата икĕ ачапа пуянланчĕ.

■ Евгений ТУРХАН .
Сăнӳкерчĕк «Ялав»
хаçат сайтĕнчен.

УКРАИНСКИЙСЕМ: «Франци духийĕ çĕр шăршине çитеймест»

– Вырăс-и, чăваш-и, тутар-и – пĕлтерĕшлех мар, çынни лайăх пултăр, – теççĕ Элмет районĕнчи ерĕспелсем. Ĕмĕрсем хушши чăн чăваш ялĕ шутланнă çак ялта юлашки вăхăтра тĕрлĕ халăх çынни килсе тĕпленнинчен тахçанах тĕлĕнме пăрахнă ĕнтĕ вĕсем. Халĕ кунта чăвашсемпе юнашарах тутарсем, вырăссем, таджиксемпе узбексем те пурăнаççĕ. Украинскийсем, тĕслĕхрен, Ерĕспелне куçса килнĕренпе пилĕк çул. Çак вырăс çемйи лайăх пулнăранах ял çыннисемшĕн пĕрремĕш кунсенченех «хăйсен». Галинăпа Валерий Украинскийсемпе эпир те тĕл пултăмăр.
Эпир пынă чухне Украинскийсем кил-картишĕнче тĕрмĕшетчĕç: Галина Михайловна ачисене канмалли кунсене кĕтсе хĕрсех мунча хутатчĕ пулсан, Валерий Владимирович чăх-чĕп картинче аппаланатчĕ. «Ой, эпир килти тумсемпех», – вăтанчĕç пире курсанах иккĕшĕ те. Ĕмĕрĕпех хулара пурăннăскерсем, çын куçĕ умне килти тумпа курăнма хăнăхман-çке вĕсем.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

Асамлăх... пирĕнпе юнашарах

Шанăçпа канăç çухатнă çын яланах лăпкăлăх шырать. Асамлăх кĕтет. Алă усăнсан та ырă малашлăха ĕненни, чăнах, вăй парать. Етĕрне районĕнчи (Чăваш Ен) Пушкăртра пулса курнă хыççăн çакнашкал пĕтĕмлетӳ турăм: çут тĕнчене телей курмах çуралать этем.
Иерусалим Турă Амăшĕн сăваплă çăл куçĕ патне ача çуратайман хĕрарăмсем шыва кĕме килни пирки пĕлĕшсенчен илтнĕччĕ. Алексей атте мĕн шухăшлать-ши çакăн пирки? «Сываласса ĕненмелле. Турăран тархасласа пулăшу ыйтмалла», – вĕрентсе калать тĕн çынни.
Вăл çийĕнчех ал çырăвĕсен кĕнекине туртса кăларчĕ, çакăнта – нумай-нумай çыннăн нушипе савăнăçĕ. Шыва кĕрсе тасални, кĕлĕ туни çĕнĕ пурнăç пуçлама пулăшни пирки каланă. Кашни тĕслĕх хăех хăват хушать. Хăшĕ-пĕри чир историне те хутсен хушшине хĕстерсе хăварнă: сывалнă çынна вăл текех кирлĕ мар.

Текста малалла вулăр...
■ Марина ТУМАЛАНОВА.
Шупашкар хули.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Телейлĕ эсĕ, Нюра аппа…

Шупашкарта çур миллиона яхăн халăх пурăнать. Кам кăна çук кунта! Ытларах, паллă ĕнтĕ, чăвашсем, вырăссем, ун хыççăн вара тутар, мари, мăкшă халăхĕсем, еврейсем те пур, теççĕ. Ĕçлеççĕ, вĕренеççĕ, ачи-пăчине ӳстереççĕ, кашни хăй ĕçĕпе аппаланать. Çак тĕрлĕ халăх хушшинче Тутарстан Республикинчен куçса килнĕ чăвашсен йышĕ пысăк. Пăва районĕнчен, Çĕпрел енчен, Нурлатпа Аксу тăрăхĕнчен… Вĕсен хушшинче халĕ заводра ĕçлекенсем те, строительсем те, поэтсемпе писательсем те, ученăйсем те пур.
Анчах та манăн паян Пăва районĕнчи Элшел ялĕнчен куçса килнĕ ял çыннисем çинчен каласа парас килет. 1979 çулхи кăрлач уйăхĕн шартлама сиввинче Шупашкара Кузьминсен çемйи килнĕ пулнă. Пилĕк ачапа, ялта туса лартнă кермен пек çуртне хупса, кӳршĕ-аршăсемпе куççуль витĕр сывпуллашса. Çемье хуçи Санькка колхозра водитель пулса ĕçленĕ, ун арăмĕ Нюра вара выльăхсемпе аппаланнă, хирте ĕçленĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Николай БАХТИНОВ.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ,
социологи наукисен кандидачĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ВУЧАХ УПРАВÇИ

Çĕпрел районĕн центрĕнче пурăнакан Кукушкинсен çемйи чăнласах тĕслĕхлĕ. Ирина Алексеевнăпа Иосиф Виссарионовича кунта пĕлмен çын çук, икĕ ывăл çуратса ӳстерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç вĕсем. Çапах та сăмахăма паян çемье вучахне нумай çул упракан маттур та пултаруллă Ирина Алексеевна пирки пуçарас тетĕп. Апас районĕнчи Черккĕн ялĕн хĕрĕ вăл...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Николай ВАСМАТ.
Çĕпрел районĕ.
Çемье архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

Кунне 5-6 хут

Çие юлнă хĕрарăмăн пурнăçĕ ача çураличчен тĕпрен улшăнать, çав шута апат çимелли режим та. Пулас аннен ытти ахаль çын пек кунне 3 мар, 5-6 хутчен апатланмалла-мĕн.
Анчах нумай çимелле мар тата менюра тĕрлĕ апат пулмалла тесе сĕнеççĕ тухтăрсем. Кунсăр пуçне лавккаран улма-çырла, пахча çимĕç сокĕ, кăлпасси, тытăмĕнче консервантсем нумай ытти апата çиесрен сыхланмалла, кондитер изделийĕсене менюран кăлармалла. Мĕншĕн тесен çие юлнă хĕрарăмăн организмĕнче çак вăхăтра углеводсене ирĕлтерекен процесс улшăнать. Углеводсем хăвăрт ирĕлнипе юнри глюкоза шайĕ сикме тытăнать е хăпарса, е анса ларать. Кунсăр пуçне инсулин кăларакан хырăмай парĕ (поджелудочная железа) ĕçĕ çине нагрузка ӳснипе пулас аннен сахăр диабечĕ пуçланма, ачан виçи кирлинчен ытла пулас хăрушлăх пур. Анчах углеводсене рационран вуçех кăларни те тĕрĕс мар, вĕсене кăткăссисемпе улăштармалла çеç.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

Анне

Аксу районĕнчи Кивĕ Мăкшел ялĕнче пурăнакан Валентина Ивановна Наумовăна курсанах вăл оптимистка пулнине ăнланатăн: яланах çын çинче, çынпа пĕрле. Хăй ĕмĕрĕнче ветфельдшерта, садикре воспитательте, клуб заведующийĕнче ĕçленĕскер, халĕ те çынсен хушшинче вăл. Мĕн çамрăкран ăста юрлать, ташлать. Нумай çул ялти «Ивушка» ансамбле çӳрет. Пултаруллăскер, тата районти пенсионерсен канашĕпе союзĕн членĕ те. Çавна кура Валентина Ивановнăна Аксу тăрăхĕнчи мĕнпур мероприятире курма пулать. Пултарулăх конкурсĕсене, тĕрлĕ форумсене кăна мар, спорт мероприятийсене те хастар хутшăнать вăл.
Çак йĕркесене вулаканăн: «Ку хĕрарăмăн килĕнче ĕçĕ çук-шим?» – текен шухăш та çуралать пуль, анчах чăннипе вара Валентина Ивановна – анне-героиня, мăшăрĕпе Петр Арсентьевичпа 7 ывăлпа 3 хĕр çуратса ӳстернĕ, 11 хутчен асанне-асатте, кукамай-кукаçи те пулма ĕлкĕрнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
В.Наумова архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

Орхидейăна мĕнле пăхмалла?

Юлташсем мана çуралнă кунпа орхидея парнелерĕç. Чечекре чух вăл чăнах та хитреччĕ, анчах чечекне тăкрĕ те пĕтме пуçларĕ, пăхма пĕлмерĕм-ши?
Татьяна.
Хусан хули.
 
Орхидея чăнах та чи хитре чечек пулнăран-ши питĕ черчен. Ăна тĕрĕс пăхмалла. Чи малтан ăçта килчĕ унта лартмалла мар, ку чечек çутă вырăна юратать, урăхла каласан хĕвел анăç е хĕвел тухăç енчи чӳрече сакки шăп ун валли лайăх вырăн. Анчах тюль чӳрече çакки те пулин пулмаллах. Вăхăтран вăхăта чечек савăтне çавăрма манмалла мар. Хĕлле сивĕ çанталăкра çĕрлене чӳрече çинчен илмелле. Пăчă, сывлăш çук пӳлĕме те юратмасть вăл, çавăнпа пӳлĕме вăхăтран вăхăта уçăлтарса тăмалла. Анчах витĕр çиле (сквозняк) юратмасть, кун пек çил чечеке пĕтерет.
Орхидея нӳре килĕштерет, çавăнпа тăпри яланах нӳрлĕ пулмалла, анчах хĕлле шыв нумай сапма юрамасть.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

Сертификатăн срокĕ тухмасть

Икĕ е ытларах ача ӳстерекен çемьесене паракан патшалăх пулăшăвĕ – амăш капиталĕ – 2016 çулта вĕçленесси пирки тухнă сас-хура нумай ыйту çуратать. Çавна кура Раççей Пенси фончĕн Тутарстанри уйрăмĕн управляющийĕ М.Имамов çак кунсенче «Татмедиа» агентствăра журналистсемпе тĕл пулчĕ.
Марсель Имамов пĕлтернĕ тăрăх, ашшĕ-амăшĕсенчен чылайăшĕ патшалăх пулăшăвĕпе çӳлерех асăннă вăхăтчен çеç усă курма юрать тесе шанать иккен, çавăнпа ачашăн паракан укçана хăвăртрах илес тесе тĕрлĕ компанисенчен пулăшу ыйтать. Анчах ку тĕрĕс мар, федераллă законодательствăпа килĕшӳллĕн, амăш капиталĕн сертификатне илес тесен çеç 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен иккĕмĕш (е виççĕмĕш тата ытларах) ачана çуратма е ăна усрава илме ĕлкĕрмелле. Сертификатпа вара 2016 çул хыççăн та усă курма юрать.
Асăнса хăварар, законпа килĕшӳллĕн, икĕ е ытларах ача ӳстерекен çемьесене патшалăх пулăшăвĕ 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен парăнать.

Текста малалла вулăр...

Амăш капиталĕ пĕтет-и?

«Амăш капиталĕ» программа чăнах та уссине кӳчех, ача çураласси çĕршывра сисĕнмеллех ӳсрĕ. Паллă ĕнтĕ, иккĕмĕш тата ытларах ача çуратакансемшĕн вăл лайăх пулăшу пулчĕ. Анчах программа 2016 çулччен çеç пырать-çке, ун хыççăн вара?
Çак ыйтупа кăсăкланакансем сахалăн мар. РФ Президенчĕ В.Путин Гогланд утравне тĕпчекен экспедицине хутшăнакансемпе нумай пулмасть тĕл пулсан амăш капиталĕ çинчен йышăннă программа 2016 çулта вĕçленессе пĕлтернĕ. Анчах вуçех пĕтмест-мĕн, улшăнать çеç, малашне вăл адреслăрах пулать. Чăн та, çĕнелнĕ программа мĕнлерех пуласси хальлĕхе паллă мар-мĕн. Çавăнпа РФ Президенчĕ экcпедицине хутшăнакан çамрăксене амăш капиталĕ илес тесен аслă шкултан вĕренсе тухасса кĕтмелле мар тесе сĕннĕ шӳтлĕн.

Ырă çынсене ял савать

«Çемьен малашлăхĕ пуррипе çуккине çамрăксем ЗАГСа заявлени пама килсенех пĕлетĕп. Кам çăмăлттайла, кам чăн-чăн юратупа пĕрлешни хĕрпе каччă пĕр-пĕрин çине мĕнле пăхнинченех курăнать», – тенĕччĕ Элкел районĕнчи ЗАГС ĕçченĕ пĕррехинче. Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел хĕрĕпе Ирина Ильдиряковăпа Йăвашкел каччи Юрий Апалаев пĕрлешнĕ чух та ЗАГС ĕçченĕсем хăйсен прогнозне тунах ĕнтĕ. Калас пулать – йăнăшман. Çак мăшăр халĕ те 14 çул каяллахи пекех пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхать. Юратăвĕ вара çулран çул вăйланса çеç пыни çемйи ялта тĕслĕхлĕ пулнинченех курăнать. Халăх калашле, çурт та лартнă, йывăçĕ те, ывăлĕпе хĕрĕсем (Татьяна 13-ре, Саша 8-та, кĕçĕнни Надя 3 çулта) те ӳсеççĕ.
Телейлĕ çемьен «рецепчĕ», паллă ĕнтĕ, пурин те тĕрлĕрен. Апалаевсен те вăл хăйсен. «Эпĕ ялан юрлатăп ав, мăшăрăм ĕçлет те ĕçлет», – шӳтлерĕ Ирина Васильевна фольклор фестивалĕнче пирĕнпе тĕл пулсан.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Максимовсен тепĕр çитĕнĕвĕ

«Çулталăк хĕрарăмĕ» республика конкурсĕн «Хĕрарăм-анне» номинацийĕн çĕнтерӳçисене, Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнче пурăнакан Максимовсен туслă çемйине пирĕн вулакан лайăх пĕлет. Пултаруллă та пуçаруллă ентешĕмĕрсем нумай пулмасть тата тепĕр пысăк çитĕнӳ турĕç, май уйăхĕн 31 – июнĕн 1-мĕшĕсенче Пензăра иртнĕ «Атăлçин ăнăçлă çемйи-2013» фестиваль-конкурсра «Ырă чĕре» номинацире çĕнтерсе Диплома тата Андрей Первозванный фончĕн Хисеп хучĕпе «Аннелĕх сăваплăхĕ» медальне тивĕçрĕç.
«Атăлçин ăнăçлă çемйи-2013» фестиваль-конкурс Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ В.Бочкарев пуçарнипе тата РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ предcтавителĕ М.Бабич пулăшнипе иртнĕ. Кăçал унта 14 субъектран пурĕ 25 çемье (регионсенчи çĕнтерӳçĕсем) хутшăннă. Вĕсен йышĕнче иккĕшĕ Тутарстанран, Балтаси районĕнчи Зиятдиновсемпе Аксу районĕнчи Максимовсем.

Текста малалла вулăр...

Ачисемшĕн сывлăш та, хĕвел çути те

Паллашăр: «Женщина года: женский взгляд» республика конкурсĕн «Хĕрарăм-анне» номинацийĕн çĕнтерӳçисем – Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнчи Татьянăпа Михаил Максимовсем. Вĕсем хăйсен тăватă ачипе икĕ усрав ачишĕн сывлăш та, хĕвел çути те.
ВИÇĔ НАРЦИСС
22 çул пĕрле тату пурăнакан Максимовсен виçĕ ывăлĕ пуррине пăхмасăр ачасем усрава илес шухăш ăнсăртран çуралман. Пĕрремĕшĕнчен, хăйсем те нумай ачаллă йăхран. Иккĕмĕшĕнчен, усрав ачасене çемье ăшшине парнеленĕ тĕслĕхе Татьяна мĕн ачаран курса ӳснĕ. Кукамăшĕ Минусья Ильина 11 ача çуратнă, кунсăр пуçне упăшкин пĕр ачине тата тăван пиччĕшĕн тепĕр 3 ачине пăхса çитĕнтернĕ. Асламăшĕ Ксения Антипова та хăйĕн пилĕк ачисĕр пуçне тата тепĕр усрав ачана пĕчченех (аслашшĕ вăрçăра вилнĕ. – Авт.) пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Темиçе çул каялла çемьере пулнă инкек те мăшăра нумай япала çине урăхларах пăхма хистенĕ-мĕн.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Максимовсен çемье архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

пĕлетĕр-и?

Хĕрарăмăн çӳллĕ кĕлли айне лекни пурнăçшăн чăнах та хăрушă. Мĕншĕн тесен утса пынă чух çĕр çине лекекен набойкăн атмосфера пусăмĕ 37 ытла, ку – баллон ăшĕнчи газ пусăмĕнчен икĕ хут пысăкрах.
***
Ученăйсем тĕпченĕ те аист вĕçмелли кун – ытларикун тесе пĕтĕмлетнĕ. Çĕр çинче ачасем ытларах шăпах çак кун çуралаççĕ-мĕн. Те тухтăрсене кантарас тесе, те урăх сăлтавпа шăматкунпа вырсарникун çут тĕнчене килекенсем сайра.
***
Статистика тăрăх, хĕрарăм арçынпа танлаштарсан, калаçнă чух 15 процент нумайрах куçран пăхса йăл кулать.
***
Пĕчĕк шрифтпа çырнă текста арçынсем хĕрарăмсенчен лайăхрах вулаççĕ. Хĕрарăмсем вара шăпрах сасăсене лайăхрах илтеççĕ.

Çулçă тăкăнать…

Килти чечексене лайăх пăхсан та çулçисем сарални, тăкăнни, типни, юлашкинчен хăрсах ларни сайра тĕл пулакан пулăм мар. Чăнах та, мĕн çитмест вĕсене, мĕнле пĕлмелле?
Килти чечексенчен нумайăшĕ хытă шыва, извеçе юратмать. Çакна çулçисем çине пăхса пĕлме пулать. Енчен те вĕсем хытă, çапах та саралма тытăнаççĕ пулсан, сăлтавĕ шăпах хытă шывра, пăнчăсем пур-тăк, нӳрĕк çитмест.
Чечек çеçки те нумай япалана пĕлтерме пултарать. Ун çинчи пăнчăсем нӳрĕк ытлашшине çирĕплетеççĕ. Сарă е шурă пăнчăсем сивĕ шывпа сапнăран пулаççĕ. Фиалка, глоксини сарални вара çулçă çине шыв лекнине хыпарлать. Çăпан пек пăнчăсем ӳсен-тăран чирленине, çулçă вĕçĕ е хĕрри кăна саралать пулсан, сывлăш ытлашши типпине пĕлтереççĕ.
Лайăх ӳсекен чечек хĕлле тăрук ӳсме чарăнни йĕркеллĕ пулăм, вăл çав вăхăтра канать.

Текста малалла вулăр...

Пурăнма пĕлеççĕ

Пăва районĕнчи Кипеккасси, Чăваш Шуршу ялĕсем витĕр аслă çул иртсе каять. Çак çулпа Пăва хулинчен Шупашкара çӳрекен машинăсемпе автобуссем кунĕн-çĕрĕн калама çук нумай хĕвĕшеççĕ. Пĕр шутласан, ял çыннисемшĕн çул çӳресси питĕ ансат, хăрушлăхĕ те сахал мар, паллах.
Ăслă çынсем çак çулпа питĕ тĕрĕс усă курма пĕлеççĕ. Мĕн туса тетĕр-и? Лавкка уçса. Трасса çинчи лавкка вăл – питĕ кирлĕ, вырăнлă та тупăшлă темелле. Çапла Кипеккассипе Чăваш Шуршу ялĕнче çул хĕрринчех виçĕ лавкка вырнаçнă. Çук, патшалăхăн мар, ăна пурăнма пĕлекен çынсем уçнă. Ермаковсем ырă ĕç туса халăха пулăшаççĕ.
Николайпа Татьяна Ермаковсем çак вырăнтисемех. Пĕрлешнĕ хыççăн та Кипеккассинчех пурăннă-ха. Кăштахран хула пурнăçне те «тутанса» пăхас тенĕ пуль? Ульяновскра пурăнса пăхнă. Çапах та тăван тавралăх каялла туртать.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

пĕчĕк вăрттăнлăхсем

ПЫЛ ЮРАТАКАНСЕНЕ
Сăмах та çук, пыл организмшăн усăллă. Вăл тĕрлĕ чир-чĕртен пулăшать кăна мар, тутлă çимĕç те. Пирĕн вулакансем пыл юратакансене ăна тата тутлăлантарма сĕнеççĕ. Кун валли пыла пĕчĕк банкăсене ямалла та ун çине тĕрлĕ мăйăр хушмалла. Капла тусан та пылăн сиплĕхĕ çухалмасть, тутлăрах пулать çеç.
ЫХРА ЛАЙĂХРАХ УПРАНАТЬ
Ыхра хĕлĕпех ан типтĕр тесен шăлĕсене уйăрмалла та хуппине тасатмасăрах кĕленче банкăна туллиех тултармалла, капрон хупăпа хупса холодильнике лартмалла.
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

Сăнӳкерчĕкне куртăм та…

– Тутиелĕнче аппасем патне кайсан пĕр хитре хĕр сăнне куртăм та… Ун çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлтĕм. «Халĕ вăл Мускав патĕнче ĕçлет-ха. Килсен систерĕпĕр», – тесе шантарчĕç. Ак, çак мăшăрăм Роза пулчĕ вăл сăнӳкерчĕкри хĕр, – тесе ăшшăн ыталаса илчĕ çумĕнче ларакан мăшăрне Николай Захаров.
– Октябрь праçникне килсен Коля Таяпана пынă та манăн юлташ хĕрĕпе ман пирки калаçнă. Тутиел ялне пыма хушнă. «Эпĕ унта çӳреместĕп, кирлĕ пулсан хăй килтĕр», – терĕм. Ак, çитрĕç. Килех кĕчĕç. Эпĕ тăратăп чаршав хыçĕнчен пăхса. «Çак çынна качча каймалла-и?» – тетĕп хам ăшра. Çапла çав кунах лартса кайрĕç. Малтан килне мар, Тутиел ялĕнче пурăнакан аппăшĕ патне илсе кĕчĕç. Унта 2-3 кун пурăнсан туй турăмăр. Çавăнтанпа ноябрь уйăхĕнче 50 çул çитрĕ, – вăрттăн та кăмăллăн пăхса илчĕ çамрăк чухнехи пек савнийĕ çине Роза Ивановна.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5.