Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

Кубок Аксурах юлнă

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Аксу районĕнче республика шайĕнчи мини-футбол турнирĕ иртнĕ. ТР ЧНКА кубокĕшĕн ăмăртмашкăн республикăри сакăр районтан 25 çула çитмен студентсемпе çамрăксем хутшăннă.
Кăçалхи турнир юбилейлĕ шутланать. Вăл пилĕк çул Аксу поселокĕнчи «Юность» спорткомплексĕнче иртет.
Турнира Кама леш енчи çамрăксем çеç мар, унти районсенчи чăваш интеллигенцийĕ те хаваспах килсе çитнĕ.
Спортсменсене саламласа турнира Аксу районĕн пуçлăхĕ Камиль Гилманов уçнă.
– Кирек мĕнле ăмăрту та – ултавсăр кĕрешӳ, илемлĕ тупăшу. Эпĕ пĕтĕмĕшле спортшăн, çавăнпа та паян ăмăртура хамăрăннисем те, ютсем те çук – пурте эпир тăван республика çыннисем. Çакăн пек ăмăртусене аталантарса пынăшăн тата ирттернĕшĕн ТР ЧНКА ертӳçине Константин Яковлева тав тăвас килет, – тенĕ район пуçлăхĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Л.Жаренова сăнӳкерчĕкĕсем.

ПУРНĂÇ ÇУЛĔПЕ ЙĂЛ КУЛСА УТАТĂП

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ çеç пулсан та, активист-студентсен кăшт та пушă вăхăчĕ çук. Халĕ пур çĕрте те пĕрремĕш курс студенчĕсен чи кĕтнĕ уявĕ – «Пĕрремĕш курссен кунĕ» иртет, ăна хатĕрлесе ирттерме вара яланах чи пултаруллă студентсене шанаççĕ. Паян редакци хăни – Хусанти наци тĕпчев технологи университечĕн иккĕмĕш курс вĕренекенĕ, унти Студентсемпе аспирантсен союзĕн хастарĕ Андрей Матвеев.
– Андрей, вулакансене хăвăнпа çывăхрах паллаштарсамччĕ: ăçта çуралса ӳснĕ эсĕ?
– Эпĕ Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕнчен. Шкул пĕтернĕ хыççăн Хусанти наци тĕпчев технологи университечĕ çумĕнчи Апат-çимĕç производствипе биотехнологи институтне вĕренме кĕтĕм. «Пĕчĕк предприятисен апат-çимĕç инженерийĕ» специальноçа алла илетĕп.
– Эсĕ иккĕмĕш курс студенчĕ çеç пулсан та, сана университетра палламан çын сахал пулĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Майя ИГНАТЬЕВА.
Автор архивĕнчи сăнӳкерчĕксем.

Ют çĕршыв кинĕ пулатех

Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕнче пурăнакан пĕр пикепе эпĕ тахçанах калаçас тетĕп, анчах та паянхи кунччен те май пулмарĕ. Сăмах 11-мĕш класра вĕренекен Дина Нухратова çинчен пырать. Çак чăваш пикипе пирĕн вулакансем тахçанах паллашмалла та вĕт… хĕр ачи питĕ сăпай.
– Дина, эсĕ кăçал шкулта юлашки çул вĕренетĕн. Паянхи куна сана мĕн питĕ хумхантарать? – кăсăклантăм эпĕ мĕнпе интересленнине пĕлсех.
– Паллă ĕнтĕ, ППЭ пуçа канăç памасть. Экзамен памалли саккунĕсем те улшăнсах тăраççĕ. Кăçал, ав, декабрьтех пире тĕрĕслеме тытăнаççĕ. Канăçа çухатрăмăр ĕнтĕ.
– Ман шутпа, эсĕ лайăх паллăсемпе çеç вĕренетĕн. Хăрамалли çук пек.
– Çапла. Халиччен 4 тата 5 паллăсемпе кăна вĕренсе пынă. Малашне çав паллăсенчен чакас марччĕ тесе шутлатăп. Апла пулсан та тем пăшăрхантарать.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

МАКСИМ ТЕНИ ЫТЛАРАХ КИЛĔШЕТ

Пултарулăх ламран лама генсемпе куçать теççĕ. Пурнăçра тĕл пулакан çынсен ăрăвĕсене сăнасан çак сăмахсем тĕрĕсе килнине асăрхатăн. Пирĕн паянхи хăна Максим Яковлев пирки те çаплах каламалла. Вăл Хусанти 19№ гимназире вĕренет.
Унăн кукашшĕ – самай вăхăт «Сувар» хаçатăн редакторĕнче тăрăшнă Александр Иванов, шăпине журналистикăпа çыхăнтариччен ветеринари техникумĕнче пĕлӳ илнĕ, пĕр тапхăр ĕçленĕ те. Паллах, хими предметне пĕлмен çын профессипе ĕçлеме мар, ку специальноçа вĕренеймĕччĕ те. Максимăн мучăшĕ Петр Кириллович Кириллов пурнăçĕнче те хими науки тĕп вырăн йышăннă. Хусанти химипе технологи институтĕнчен вĕренсе тухсан çавăнтах нумай çул ĕçленĕ вăл, çĕнĕ технологисем шутласа кăларса ĕçе кĕртнĕ. Максимăн амăшĕ Людмила Александровна та çак аслă шкула пĕтернĕ, хĕрлĕ дипломпа, аспирантурăра та вĕренме пуçланă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
М.Яковлев архивĕнчи сăнӳкерчĕкре: вĕрентекенĕпе В.В.Стахеевпа.

Милана ИЛЬДУГАНОВА: «ХАМА ЫТЛАРАХ ШАНМА ПУÇЛАРĂМ»

Ку вĕренӳ çулĕ Алексеевски районĕнчи Шеме ялĕнче пурăнакан хĕрупраçшăн тĕлĕнмелле нумай улшăнусемпе асра юлĕ. Паллах, пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкула пĕтересси хăй пĕр пысăк пулăм-ха, кун пирки сăмахлама та кирлĕ мар. Милана Ильдугановăн вара çакăнсăр пуçне те улшăнусем пулса иртрĕç. «Сувар» корреспонденчĕсем Тутарстанри «Чăваш пики – 2014» конкурс çĕнтерӳçине хăйне каласа пама ыйтрĕç вĕсем пирки. Çак тĕллевпех Алексеевски районĕнчи Пӳлер ялĕнчи вăтам шкула çитсе тухрăмăр...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Спорт вĕренӳре пулăшать

Çĕпрел районĕнчи Матак вăтам шкулĕнчи чăваш наци кĕрешĕвĕн секцийĕ (тренерĕ В.Мердеев) ĕçлеме пуçланăранпа вунă çул ытла. Чăн-чăн арçын спорчĕпе çак вăхăтра миçе ача туслашмарĕ-ши? Çамрăк спортсменсем ăмăртусене хутшăнса хăйсен вăйне вĕçĕмсĕр тĕрĕслеççĕ. Тепĕр тесен, клуб кĕтессинче çапăçиччен хăвăнпа танлисемпе ăмăрту кавирĕ çинче вăй виçни чылай килĕшӳллĕрех те, тĕрĕсрех те вĕт. Мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине хăнăхни ача-пăчана ӳт-пӳ енчен пиçĕхтернисĕр пуçне, пурăнăçра тĕрĕс çул суйлама та пулăшать. Матакри кĕрешӳ секцийĕнче илнĕ хăнăху салтакра, пурнăçра сахал мар кирлĕ пулĕ-ха çак ял каччисене...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
П.Ермолаев архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

АРТИСТА ӲРКЕНМЕНЛĔХ ТĂРАНТАРАТЬ

Нурлат, Аксу, Анат Кама тата Элмет районĕсенче пурăнакансемшĕн Андрей Емельянов çĕнĕ ят мар. Ку тăрăхсенче вăл час-часах Шупашкар артисчĕсемпе пĕрле концертсене хутшăнать. Малтанах эпĕ те, çак йĕркесен авторĕ, Емельянова Шупашкар юрăçи тесе шутланăччĕ. Апла мар иккен. Андрей Самар облаçĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ те Самар хулинчех пурăнать. Май пур чухне пĕр концерта та хутшăнмасăр юлмасть. Концертсемпе çӳрени артистсене нумай тупăш паманни никамшăн та вăрттăнлăх мар-ха ĕнтĕ, çав укçапа çурт-йĕр лартма е хваттер, машина туянма мар, концертсем валли çĕнĕ тум çĕлеттерме, юрăсене студире çыртарма та çитмест вăл. Тăрсан-тăрсан Андрейĕн те концертсем çине ал суласси килнĕ, анчах та çак шухăшсем часах сĕврĕлсе пĕтнĕ унăн. «Юрламасăр пурăнаймастăп», – тет чăваш каччи...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
А.Емельянов архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

Ирина ЮМАНОВА: «АТТЕН ĔМĔТНЕ ПУРНĂÇА КĔРТЕС КИЛЕТ»

Хусанти Универсиадăна ултă çул кĕтрĕмĕр. Сисмерĕмĕр те – çитрĕ те иртсе те кайрĕ вăл. Анчах та çак чаплă спорт уявĕ Хусанта, республикăра пурăнакансемшĕн, Универсиадăна хутшăннă спортсменсемпе тренерсемшĕн, волонтерсемшĕн тата ытти нумай-нумай çыншăн часах асран тухмĕ-ха. Чуна çĕклентерекенни, çĕнни, халиччен курманни тем чухлехчĕ çав июль уйăхĕн хĕвеллĕ те шăрăх кунĕсенче. Универсиадăна хатĕрлесе ирттерекенсем ытларах вăл йĕркеллĕ, ăнăçлă ирттĕр, килнĕ хăнасем хăйсене килĕнчи пек туйччăр тесе тăрăшнă пулсан, спортсменсен вара пуçĕсенче пĕр шухăшчĕ – пĕтĕм вăйран тăрăшмалла, çĕнтермелле, медаль илмелле! Çакнашкал пысăк мероприятие килекен спортсменсенчен, паллах ĕнтĕ, пĕрин те ячĕшĕн кăна хутшăнас шухăш çук. Çĕнтерӳ, çĕнтерӳ, тепĕр хут çĕнтерӳ!
Спорт уттипе утакан чăваш спортсменки Ирина Юманова та Хусана медаль илмех килнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
И.Юманова архивĕнчи сăнӳкерчĕксем.

оля

– Эх, çамрăклăх, çамрăклăх… Ăçта çамрăклăх – çавăнта юрату, – хăйне хирĕç сакă çинче ыталанса ларакан каччăпа хĕре пăхса ларнă май шухăшларĕ вокзалти Оля. – Пĕлеççĕ-ши вĕсем юрату мĕнне? Темле çав. Тен, пĕлеççĕ те. Эпĕ вара? Эпĕ пĕлетĕп-ши? Мана та тахçан çапла юратнă вĕт. Эпĕ те Валентина çак чипер хĕр каччи çине пăхнă пекех юратса пăхаттăм. Мĕншĕн çав териех юратнă эпĕ ăна? Сăнĕпе те маттур вăл, вĕçкĕн тата çитменнине.
Ольăн автобусĕ часах пулмасть-ха. Вулама кĕнеке е журнал та пулин хутаçне чикесчĕ те… Нимĕн те çук. Ирĕксĕрех вокзала кĕрен-тухан çынсем çине пăхса ларма тивет. Хăш вăхăтра, сисмен те хĕр, шухăша, асаилĕве путрĕ.
Пĕчĕк те хитре ялта çуралса ӳснĕ Оля. Иртен-çӳренсем те тĕлĕнсе пăхаççĕ кунти çуртсем çине. Урамĕсем тип-тикĕс те çăра курăкпа витĕннĕ. Урамăн пĕр енĕпе яштака та лăс туратлă йăмрасем.

Текста малалла вулăр...

ÇАМРĂК ВĔРЕНТЕКЕН

Çак илемлĕ те маттур, пур енчен те пултаруллă чăваш хĕрĕпе çуркунне Аксу районĕнчи Савгачево ялне командировкăна кайсан паллашма тӳр килнĕччĕ. Малтанах çап-çамрăкскере шкулта курсан аслă класра вĕренекен хĕрупраç пуль тесе шутларăмăр. Савгачево шкулĕн директорĕн çумĕ Владимир Павлович Егоров: «Паллашăр, Надежда Федоровна Максимова, технологипе ИЗО вĕрентекенĕ», – тесен тин хăй те шкул ачи пек çеç курăнакан хĕр акă ĕнтĕ пилĕк çул ачасене вĕрентнине пĕлтĕмĕр.
Надежда Федоровна – Саврăшпуç хĕрĕ, йышлă çемьере чи асли. Хăй те çак шкултан вĕренсе тухнă. Тăван шкула ĕçлеме чĕнсен ачасене юратаканскер пĕр самант та шухăшласа тăман, килĕшнĕ. Малтанах, хăй те нумай пулмасть кăна шкул пĕтернĕскер, ачасемпе ĕçлеме шикленнĕ-ха, паллах.
– Аслăрах вĕрентекенсем те урок вăхăтĕнче эп урок илсе пыракан класăн алăкĕ патне пырса итлесе тăнине каларĕç кайран.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

УПИ ЕН ПИКИ

Апрелĕн 26-мĕшĕнче Çĕпрел районĕнчи Упи шкулĕнче савăнăçлă та хумхануллă кун пулчĕ. Кунта питĕ илемлĕ «Упи ен пики» конкурс иртрĕ. Шкул ачисем те, вĕрентекенсем те пурте конкурса пуçтарăннă. Кашни хăйпе пĕрле пĕр класра вĕренекен хĕр-пикешĕн пăшăрханни курăнчĕ.
Конкурса 8 хĕр хутшăннă. 7-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класра вĕренекен хитре хĕрсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Кашнийĕ хăйне евĕрлĕ: пĕри хитре юрлать, тепри ташлать, виççĕмĕшĕ тавçăруллăрах, тепри тата…
Тĕрлĕ конкурссем ирттерсе хĕрсене сăнарĕç. Конкурса питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ уписем: кашни çĕнĕ конкурс умĕн шкул ачисен ансамблĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ залра ларакансене.
Питĕ хытă тăрăшрĕç хĕрсем. Жюрире «Сувар» хаçат ĕçченĕсем те пулнине кура кăштах именчĕç те. Ара, вĕсем кун пек пысăк хăнасем пуласса шутламан та-ха.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕсем.

«КУКАМИПЕ КУКАÇИ» ХАВХАЛАНТАРНĂ

Пурте юратакан Гайдай фильмĕнчи кино героини пирки: «Спортсменка, комсомолка и просто красавица», – текен сăмахсене лайăх пĕлетпĕр ĕнтĕ, пурнăçра час-час аса илетпĕр. Пирĕн паянхи пике пирки те çаплах каламалла. Сăмахăм Теччĕри педагогика колледжĕн студентки Вероника Николаева çинчен пырать. Кăçал вăл вĕренĕве вĕçлесе диплом илет, иккĕленместпĕр, ахальлине мар, хĕрлине. Пĕлтĕр вара вăл Пăвари «Чăваш пики» конкурсра çĕнтерӳçе тухнă. Эпир Вероникăпа тĕл пулса калаçрăмăр.
– Вероника, çакăн пек илемлĕ, вашават, ăнкаруллă хĕр Пăва районĕнче çуралса ӳснине ăнлантăмăр-ха (урăхла пулсан районти пикесен конкурсне хутшăнайман пулăттăр), хăш ялтан эсир?
– Атав ялĕнчен, пирĕн ял Пăва хулинчен 3 километрта ларать.
– Çемйĕр пысăк-и?
– Виçĕ хĕр ача çитĕнеççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

Çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ

Аксу районĕнчи Емелькинăри вăтам шкул ачисем яланах спорт тата çарпа патриотизм вăййисене хутшăнассипе хастар пулнă. Вĕсем çулталăк тăршшĕпех районта та, республикăра та çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăваççĕ.
Вулакансене паян вĕсенчен пĕринпе паллаштарас килет. Вăл – 10-мĕш класра вĕренекен Таня Федотова.
Таня иккĕмĕш класранпах шкулти тата районти ăмăртусене хастар хутшăнать. Йĕлтĕрпе тата çуран чупассипе, кĕлеткене вăр-вар çĕклес хусканусемпе, пăшалтан перессипе, Калашников автоматне сӳтсе пуçтарассипе пĕрре те арçын ачасенчен кая юлмасть.
– Мана шкулта физкультурăпа ОБЖ предмечĕсем ытларах килĕшеççĕ, – тет вăл.
Çавăнпа та Таня шкулта А.Д.Никитин ертсе пыракан «Факел» кружока хаваспах çӳрет. Унта çамрăк хастарсем тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнма хатĕрленеççĕ, тĕрлĕ экстремаллă лару-тăруран тухма вĕренеççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Андрей МИХАЙЛОВ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ТЕМ ТУСА ТА ĔЛКĔРЕÇÇĔ

Хальхи çамрăксем пĕр-пĕринпе те Интернет урлă çеç хутшăнаççĕ, тăван чĕлхепе калаçас вырăнне социаллă сетьсенче вырăсла çырса «калаçаççĕ» тенине илтме кăна мар, курма та тӳр килнĕ. Чăн та, кунран кун çĕнелсе, аталанса пыракан пурнăçăмăрта çĕнни нумай вĕт, çĕнĕ техника тата технологисем этеме робота çавăрма пуçларĕç. Телевизор пăхнă чух ăна ĕлĕкхи пек тăрса хускатма ӳркенетпĕр, пульт çине çеç пускаласа ларатпăр. Мĕн-тĕр ыйтмалли пулсан кӳрше е тăван патне йăпăрт кăна çитсе килес вырăнне телефонпа шăнкăравлатпăр та ыйту татăлнă та. Интернета кĕрсен вара… Кам кăна çук-ши унта?.. Хăшĕ-пĕри талăкĕ-талăкĕпе унтан тухмасть тейĕн. Çамрăксем кăна-и? Самай аслăраххисем те компьютер умĕнчен каймаççĕ. Апла пулсан çамрăксене мĕншĕн вăрçмалла?
Çапла, хальхи çыхăну хатĕрĕсем самай ыйтăва татса пама, тем çинчен те пĕлме пулăшаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

МАЛТАНХИ

Тӳпере пĕлĕтсем çеç чупаççĕ,
Сывлăшра явăнаççĕ çилсем.
Пĕлĕтсен айĕнче ян каяççĕ
Шăпчăксен юрату юррисем.
 
Астăватăп, санпа эп юлсассăн,
Хурăн çумăн ларсассăн çĕрле,
Вăтанса ман çине эс пăхсассăн
Кулса ятăмăр эпир пĕрле.
 
Куçусем мана хирĕç çиçетчĕç,
«Питĕ хаклă эс маншăн, савни», –
Терĕм эпĕ сана. Чун вĕçетчĕ,
Илтĕнетчĕ чĕре шаккани.
 
Çул иртет, тепĕр çул. Ним тăваймăн.
Эп пĕлместĕп ăçта халĕ эс.
«Кам юрлать-ха?» –
тесе уйăрмашкăн
Урамра сан сассу илтĕнмест.
 
Хурăнсен айĕнче пулкалатăп,
Савăк вăхăт каймасть асăмран.

Текста малалла вулăр...
■ Стас МАТЮШКИН.
Элкел районĕ.

Юр Пике хурланăвĕ

Çут хĕвел пăхнăçем ăшăтса
Ирĕлет шурă юр васкаса.
Пирвайхи çеçпĕлсем – сăрт çинче.
Тулнă çĕн сывлăшпа пур тĕнче.
 
Таврана тыткăнлать çуркунне,
Сарă кайăк тăсать юррине.
Кĕмĕл тумлă хитре Юр Пике
Мĕншĕн халь савăнмасть-ши текех.
 
Вăрттăн-вăрттăн шăлса куççульне
Ас илет вăл иртен кунсене.
Кирлĕ мар-мĕн ăна çак илем,
Ах, ăçта-ши раштав сиввисем?
 
Таврана тыткăнлать çуркунне,
Хурăнпа тем пуплет вĕрене.
Кăмăл тумлă хитре Юр Пике
Мĕншĕн халь йăл кулмасть-ши текех?
 
Ĕнтĕ эс, Юр Пикеçĕм, ăнлан:
Вăхăт санăн каймашкăн кунтан.
Инçетри çĕрсенче хумханса
Хĕл Мучийĕ кĕтет пуль сана.

Текста малалла вулăр...

ТУНСĂХ

Эп те инçетре,
Эс те аякра,
Анчах манăн чун
Саншăн тунсăхлать.
 
Килĕшрĕн мана
Сивĕ раштавра.
Унтанпа çунап
Вутпах чĕремре.
 
Эсĕ – таса чун,
Санра çылăх çук.
Шав кĕтеп сана,
Ăшшуна туйса.
 
Мĕн пулчĕ манпа
Çав тĕлпулуран?
Пĕр санах кĕтеп,
Пĕр санах савап.
 
Тем пекех манасшăн
Нушалантăм эп.
Анчах кунсерен
Çулăм вăйлăрах.
 
Телей чĕремре
Иккĕн пĕрле чух.
Вăхăт сисĕнмест
Юнашар эс чух.
 
Анчах шăпам мар
Эс ман пурнăçра.

Текста малалла вулăр...
■ Зинаида ФЕДОРОВА.
Çĕпрел районĕ,
Кивĕ Шемĕршел.

Малта – емелькинсем!

Пуш уйăхĕнче кашни çулах Емелькинăри вăтам шкулта Олег Павлов ячĕллĕ волейбол турнирĕ иртет. Ку ăмăртăва Аксу, Алексеевски тата Чистай районĕнчи чăваш çамрăкĕсем хутшăнаççĕ. Кăçал та ку турнира сакăр команда хутшăнчĕ. Вĕсем – Аксу районĕнчи Саврăшпа Савкаç, Аксупа Емелькино йĕкĕчĕсем тата Чăваш Майнипе (Алексеевски районĕ) Анат Кăтрата (Чистай районĕ) каччисем.
Вăйă Аксу лицейĕн аслă категориллĕ физкультура вĕрентекенĕн Валерий Миронович Павловăн салам сăмахĕпе пуçланчĕ.
– Кăçал малти вырăна тухнă командăсен кашни участникĕ медаль çĕнсе илме пултарать, – терĕ вăл. – Тĕслĕхрен, пĕрремĕш вырăн ылтăн медале тивĕçет, иккĕмĕшĕсене – кĕмĕл медаль, виççĕмĕшĕсене пăхăр медаль парăнать. Çавăнпа та куншăн кашниех тупăшма пултарать.
Ăмăрту чăн та хĕрӳ иртрĕ. Апла пулин те кашниех хăйĕн характерне, ăсталăхне кăтартма пултарчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Андрей МИХАЙЛОВ.
Аксу районĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

«Манăн атте – хӳтĕлевçĕ»

Республикăри ача-пăча библиотеки ТР Çар комиссариачĕпе пĕрле пĕлтĕр декабрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кăçал февралĕн 23-мĕшĕччен республикăри ачасен хушшинче «Манăн атте – Тăван çĕршыв хӳтĕлевçи» конкурс ирттерчĕ. Ачасем çарта пулнă е çар профессине суйласа илнĕ ашшĕсем çинчен сăвă, хайлав çырса каласа памаллаччĕ. Республика конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ малтан районсенче иртрĕ.
Çĕпрел тăрăхĕнчи 38 çамрăк вулавçă та хăйĕн ĕçне районти конкурса тăратнă. Районти ача-пăча библиотеки вĕсенчен 30-шне Хусана ярса панă-мĕн.
Сумлă жюри – ТР Ача-пăча библиотекипе Çар комиссариачĕ – 7-9,10-12 тата 13-14 çулти ачасен ĕçĕсене уйрăммăн пăхса тухса пĕтĕмлетрĕ. 13-14 çулти ачасен хушшинче пĕрремĕш вырăна Çĕнĕ Упири пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Александр Ипатовăн ĕçĕ тивĕçнĕ текен хыпар Çĕпрел тăрăхне çитсен, паллах, пурте савăнчĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Ярухинсен çемье архивĕнчи сăнӳкерчĕкре Сашăпа (сылтăмра) Олег Ипатовсем çĕнĕ ашшĕ-амăшĕпе.

ИКĔ КАЧЧĂН ИК ШУХĂШ

Теччĕри педагогика колледжĕ Тутарстан чăвашĕсен историне тахçанах кĕрсе юлнă ĕнтĕ, халăх ăна педучилище статуспа ытларах пĕлет, паллах. Ячĕ улшăннипе пĕрлех тата çĕнĕлĕхсем кĕнĕ вĕрентӳ программине. Ятарласа чăваш вĕрентекенĕсене хатĕрлесе кăларма чарăнни çинчен «Сувар» çырнăччĕ ĕнтĕ. Апла пулин те колледжри музыка уйрăмĕнче чăваш вĕрентекенĕсен уйрăмĕ хастар ĕçлет. Кунта вĕренекен чăваш каччисемпе хĕрĕсен ушкăнĕ пысăк мар пулин те пултарулăхĕпе, çине тăраслăхĕпе, ĕçе юратаслăхĕпе темĕнле пысăк коллектив тĕшне те тăрать пулĕ. Маргарита Адайкина вĕсенчен йĕркеленĕ «Мерчен» ушкăн çитĕнĕвĕсемех манăн сăмахсене çирĕплетеççĕ. Чăн та, каччăсем сахал колледжра. Иртнĕ эрнере Теччĕре пулма тӳр килсен эпир педколледжăн икĕ студенчĕпе тĕл пулса калаçрăмăр. Паян вĕсемпе сире те паллаштаратпăр.
Чи малтанах сăмахăмăр çак районти Шанчă ялĕнче çуралса ӳснĕ Саша Караванов çинчен пулĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 19.