Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РЕСПУБЛИКĂРА

ПАВЛĂ. Хĕле хирĕç Павлă тăрăхне акăш иленнĕ хыпар хулара самантрах сарăлнă, ара, кун пекки кунта хальччен пулман-çке. Ăçтан тата мĕншĕн килсе ернĕ вăл – паллă мар. 82-мĕш профессилле лицей полигонĕ хыçĕнчи пĕвере ишекен вĕçен кайăка çулланнă арçын нумаях пулмасть асăрханă иккен. Хĕрхеннипе ăна тӳрех «Сельхозхими» пĕвине куçарнă. Паллах, кун пек хыпара халăхран пытарма çук. Тĕлĕнтермĕш кайăка курас тĕллевпе павлăсем кашни кун пĕве патне пыма тытăннă. Хĕле хирĕç аташса юлнă акăшшăн пĕве лайăх вырăн маррине тата вăл ирĕклĕ мар вырăна хăвăрт хăнăхнине кура район администрацийĕ акăш çинчен тӳрех Хусанти зоопарка пĕлтернĕ. МЧС ĕçченĕсем пулăшнипе ăна иртнĕ вырсарникун тытса малтан ветеринари станцине ăсатнă, унтан Хусанти зоопарка çитернĕ.
* * *
Кăçал çулталăк пуçланнăранпа ку районта 23 çынра сивчир (мышиная лихорадка) паллисене асăрханă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТУТАРСТАНĂН Раççейри полномочиллĕ представителĕ Н.Мириханов çак кунсенче Португалин Мускаври Посольствинче Португалин инвестиципе тулашри суту-илӳ агентствин президенчĕпе Базилио Ортăпа тĕл пулнă. Ют çĕршыв хăни малашне Тутарстанпа суту-илӳпе экономика хутшăнăвĕсене йĕркелесшĕн-мĕн. Вĕсене «Алабуга» экономика зонинче автомобиль деталĕсене кăларакан производствăна хута ярасси тата ытти ыйтусем интереслентереççĕ. Çавăнпа та Орта тĕплĕнрех паллашас шутпа Тутарстанпа Португалие ĕçлĕ визитсем йĕркелеме сĕннĕ.
ХУСАНТА 2009 çулăн февраль уйăхĕнче «Что? Где? Когда?» вăййăн IX чемпионатне ирттерес сĕнӳпе «Что? Где? Когда?» клубсен халăхсен хушшинчи ассоциацийĕн президенчĕ Александр Друзь Хусан мэрине çыру хатĕрленĕ. Енчен те унăн ыйтăвне Хусан татса парать пулсан Раççей чемпионачĕ «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче февралĕн 23-25-мĕшĕсенче иртмелле.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АТНЯ. ТР Президенчĕ М.Шаймиев республикăн ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕпе М.Ахметовпа, культура министрĕпе З.Валеевăпа, инвестиципе строительствăн тĕп управленийĕн ертӳçипе Р.Халитовпа Атня районĕнчи ĕçлĕ визита савăнăçлă пулăмран – Анат Куюк ялĕнче социаллă центра уçнинчен – пуçланă. Центрта шкулсăр пуçне спорт залĕ, ял клубĕ, библиотекăпа вулав залĕ, медицина пункчĕ, столовăй, ял хутлăхĕн пуçлăхĕн кабинечĕ, ялти почта уйрăмĕ те вырнаçнă. Республика ертӳçи çĕнĕ шкула компьютер класĕ, ноутбук, историпе тата математика предмечĕсене вĕрентме методика пособийĕсем парнеленĕ. Минтимер Шаймиев çаплах çĕнĕ автобус та пама шантарнă.
ЕЛАБУГА. Декабрĕн 9-11-мĕшĕсенче хулара иртнĕ Пĕтĕм Раççей ларăвĕнче 2009 çулта круиз карапĕсем çӳремелли расписание сӳтсе явнă. Ăна РФ Транспорт министерствин Тинĕс тата юхан шыв транспорчĕн агентстви, Елабуга муниципаллă районĕпе музей-заповедникĕ йĕркеленĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЭЛКЕЛ. Юхмачăри ваттисемпе инвалидсен çурчĕ çумĕнче нумаях пулмасть тăварпа сипленмелли шахта хута кайнă. Урамран пăхсан вăл ахаль çурт пекех курăнать, шал енĕ вара юмахри евĕрлех: стенисемпе маччисене Соль-Илецк кӳллинчен кӳнĕ тăвартан тунă. Унта вырнаçтарнă ятарлă галогенератор ахаль тăвара пăса çавăрса сывлăша сиплĕ тăвать-мĕн. Унта харăсах 10 çын сипленме пултарать иккен. Пĕр сеанс 30 минута тăсăлать. Кун йышши центр республикăн ытти районĕсенче хальлĕхе çук-ха.
 
АПАС райцентрĕн тĕп урамĕсенче, больница, обществăлла вырăнсенче видеосăнав оборудованийĕсене лартма хатĕрленеççĕ. Вырăнти шалти ĕçсен уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра кунта хулиганла ĕçсем нумайланни çакăн пек мерăсем йышăнма хистенĕ. Капла малашне милиционерсене урамри лару-тăрăва тĕрĕслеме самай çăмăлланĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ «милици çурчĕ» çинчен пĕлмен çын çук та пуль. Яшьлек проспектĕнче нумай хутлă пĕрремĕш çуртăн никĕсне пĕлтĕрех хунă-мĕн. Çулталăкра çурта ĕлкĕртнĕ те. Профессилле уяв – Милици кунĕ – умĕн РФ ШĔМ министрĕ Р.Нургалиев йĕрке хуралçисене 187 хваттерĕн уççине панă. Çĕнĕ çуртри хатĕр пилĕк подъезда вĕсем çитес вăхăтра пурăнма куçĕç. 2009 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче ытти подъездсене тата 140 çемье куçмалла. Застройщиксен планĕ тăрăх, ку микрорайонта 2010 çул тĕлне пурĕ нумай хутлă 18 çурт, виçĕ ача сачĕ, икĕ шкул ӳссе лармалла.
 
АНАТ КАМА районне кĕрекен Анат Уратьма ялĕнчи вăтам шкул çак кунсенче каллех савăнăçлă ача-пăча сассипе тулнă. Юхăнма пуçланă шкула тĕпрен юсаса пĕтернĕ иккен: тăррине çĕнĕрен витнĕ, чӳрече рамисене улăштарнă, ăшне сăрласа илемлетнĕ. Кунсăр пуçне кашни класа çĕнĕ сĕтел-пукан, оргтехника та лартнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЕЛАБУГА хулине кĕçех Раççейĕн тĕп телеканалĕсенчен пĕринпе кăтартĕç. Каналăн пултарулăх ушкăнĕ ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Вĕсем Марина Цветаевăн Раççейри юлашки çулĕсем, поэт вилĕмĕн вăрттăнлăхĕ çинчен документлă фильм ӳкереççĕ. «Фильмра Марина Ивановнăпа ывăлĕ Муром хушшинчи хутшăнăва, пултарулăх йывăрлăхĕсене кăтартăпăр. Поэт вилĕмĕн версийĕ нумай пулни паллă, çакăн çинчен те каласа парăпăр»,– тесе пĕлтернĕ фильмăн авторĕ Ольга Бирюкова.
 
ЕШĔЛВАР ертӳçисем вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене пысăк парне тунă, вырăнти терапи корпусĕнче ятарлă уйрăм уçнă. «Кунта нимĕнле «блатлисем» те ан пулччăр, тĕрĕслетпĕр»,– тенĕ çирĕппĕн муниципаллă район ертӳçи Г.Емельянов уйрăма уçнă чух. Хăтлă та çутă, ултă палатăллă уйрăмра пĕр вăхăтрах 25-30 çын сипленме пултарать. Чи пĕлтерĕшли – вĕсене квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парĕç.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8].