Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РЕСПУБЛИКĂРА

ЕЛАБУГА. Тутарстан Халăхсен ассамблейи октябрĕн 30-мĕшĕнче Елабугăра лару ирттерме хатĕрленет. Унăн программинче çакăн пек мероприятисем те пулĕç: «Республикăн муниципаллă йĕркеленĕвĕсенче патшалăх наци политикине пурнăçа кĕртмелли опыт» пленарлă лару, этнокультура компоненчĕллĕ шкулсемпе, хулари музейсемпе паллашасси, «Единый край» халăхсен туслăхĕн III фестивалĕ.
ÇĔНĔ ШУÇĂМРИ Слобода Черемуховая ял масарне пытарнă вăрçă ветеранĕсен çичĕ вил тăпри çине çĕнĕ палăксем лартнă. Аса илтеретпĕр, вăрçă ветеранĕсене палăк лартма çăмăллăх 2005 çултанпа парăнать. Унпа 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕ хыççăн вилнĕ ветерансен тăванĕсем усă курма пултараççĕ. Ял хутлăхĕсем хастар ĕçлесе кирлĕ документсене вăхăтра пуçтарнипе нумайăшĕ хăйĕн ветеран тăванĕн вил тăпри çине мрамор палăк лартма пултарнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЭЛКЕЛ. «Красный Восток-Агро» УАОн Элкелĕнчи филиалĕнчен ытти районсен ял хуçалăх йĕркеленĕвĕсен вĕренмелли нумай тесе хак панă ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов октябрĕн 5-мĕшĕнче ĕçлĕ визитпа килсен. Министр филиалăн уй-хирĕпе тата ăратлă выльăх ĕрчетекен комплексра пулса курнă. Вăтам кăтартупа ĕçлекен çак район халĕ Раççейĕпе те чи нумай сĕт сăваканни-мĕн. «Красный Восток-Агро» агрохолдингăн ертӳçи А.Хайруллин каланă тăрăх, районти тăватă мегаферма йышăнакан пунктсене кашни кун пысăк пахалăхлă 215 тонна сĕт ăсатать. Кунта ĕрчетекен ăратлă выльăхсем пирки те мухтамалла кăна. Тури Матак ялĕнчи фермăсенчи тынашкасен чĕрĕ виçине 360-380 килограма çитернĕ. Агрохолдинг паян 15 пин пуç ăратлă выльăх сутма хатĕр. Анчах хальлĕхе республикăн районĕсем туянасса кĕтеççĕ.
Уй-хирти лару-тăру та япăх мар.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АЛЕКСЕЕВСКИ районĕнчи Пӳлер вăрман хуçалăхĕн Багана лесничествинче 40 çул ытла вăрманçăра Виталий Данилович Захаров ĕçлет. Унăн участокĕ яланах ыттисемшĕн тĕслĕх. Ĕçне кура хисепĕ тенешкел, В.Захаров малта пыракансен шутĕнче. Виталий Даниловичăн ывăлĕсем те ашшĕ çулнех суйланă. Çав хуçалăхрах асли – мастер, кĕçĕнни инженер пулса ĕçлеççĕ. Çемье династине профессилле уявпа саламлатпăр!
ЕЛАБУГА грипа хирĕç прививка пуçланă. Чи малтан ăна медицина ĕçченĕсене тăвĕç, мĕншĕн тесен пуринчен ытла вĕсем чирлисемпе ĕçлеççĕ. Унтан черетре – учительсемпе шкул çулне çитменнисем, шкул ачисем, 60 çултан иртнисем, социаллă ĕçченсем. Елабугăна хальлĕхе 3 пин доза вакцина кӳнĕ, каярах тата ытти пайĕ çитĕ. Ĕçлекен çынсемшĕн вара прививка тӳлевлĕ. Чăн та, вĕсем валли хальлĕхе вакцина килмен-ха.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ПĂВАСЕМ сентябрĕн 8-мĕшĕнче ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев патне районта вырма вĕçленни çинчен пĕлтерсе телеграмма янă. Тыр-пула 51,221 пин гектар çинчен пухса кĕртнĕ, тухăçлăх вăтамран 44,2 центнерпа танлашнă. Пурĕ пĕрчĕллисене 226,4 пин тонна пухса илнĕ, çавăнтан 137,156 пин тонни тулă. Вырмара уйрăмах «Нива» агрофирма, «Авангард», «Дружба», «Киятское», «Коммуна», «Тинчали» хуçалăхсем, фермерсем аван ĕçленĕ. Пăвари элеватор тыр-пула вăхăтра йышăннă, «Буинскагропромснаб», «Мехотряд» тулли мар яваплăхлă обществăсен, ял хуçалăхĕсен, организацисемпе предприятисен транспортникĕсем тĕш тырра турттарнă.
ЕШĔЛВАРТА Спорт тата сывă пурнăç йĕркин çулĕн шайĕнче социаллă сфера учрежденийĕсенче ĕçлекенсен спартакиади иртнĕ. Ăмăртăва социаллă хӳтлĕх уйрăмĕн, «Гнездышко» социаллă приютăн, «Доверие» ача-пăча реабилитаци центрĕн, психоневрологи интерначĕн, «Идель» инвалидсен социаллă реабилитаци центрĕн, «Родник» социаллă пулăшу центрĕн тата «Рэхэт» центрăн ĕçченĕсем хутшăннă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

СПАС. ТР Президенчĕ М.Шаймиев ĕçлĕ визитпа Спас районне кайсан кунти историпе архитектура музей-заповедникăн ларăвне хутшăннă. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули пулнă вырăн туристсене яланах илĕртнĕ. Çавăнпа музей-заповедника аталантарасси уйрăмах çивĕч ыйту. ТР Президенчĕ унăн комплекслă аталанăвĕн программин презентацине кăçалхи ноябрь уйăхне, халăхсен хушшинчи форума тепĕр çула хатĕрлеме хушнă. Республика ертӳçи музей-заповедника кризиса пăхмасăр аталантармаллине каланă.
ÇЫРЧАЛЛИ. Августăн 11-мĕшĕнче «Энергетик» Культура çуртĕнче, Тутар драма театрĕнче тата хулари çамрăксемпе ачасен керменĕнче пĕрремĕш класа каякан ачасене шкула каймалли канцеляри таварĕсем тултарнă 510 ранец парнеленĕ. Аса илтеретпĕр, акцие хула администрацийĕ, «КАМАЗ» УАО тата «Единая Россия» парти хатĕрленĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Тутарстансем малашне сурăх шутне темиçе хут ӳстерме тĕллев лартнă. Кун валли республикăра мĕнпур услови пур. Сăмах май, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хуçалăхсем ку выльăха пĕтернĕпе пĕрех. Хальхи вăхăтра Тутарстанра тĕрлĕ ăратлă сурăх 13200 пуç ытла. 2010 çул тĕлне вĕсен шутне – 16700, 2012 çулта 21120 çитересшĕн. Хальхи вăхăтра çак выльăха Арск, Апас, Тури Услон, Тукай, Çĕнĕ Шуçăм тата Нурлат районĕсем ĕрчетеççĕ.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ çулталăк вĕçлениччен çĕнĕ пилĕк çурта хута яма планлаççĕ. Хальхи вăхăтра документсене хатĕрлес ĕç кăна юлнă. Пурăнмалли çĕнĕ çуртсем Кереселидзе бульварĕнче вырнаçнă. Анчах çак çуртсенчен 10 «Д» çурт чи кĕтни-мĕн. Ăна тума «дольщиксем» хутшăннă. План тăрăх, çурта 2007 çулăн иккĕмĕш кварталĕнчех туса пĕтермелле пулнă.
ЭЛКЕЛ районĕнчи пилĕк е ытларах ача çуратса ӳстернĕ 23 аннене «Амăш мухтавĕ» медальпе чысланă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

МЕНЗЕЛЕ. «Татэнерго» УАО ĕçченĕсем вырăнти шкул-интернатри тăлăх ачасем канмалли лагерĕн пĕрремĕш чулне çак кунсенче хунă. Пулас лагерь хула хĕрринче вырнаçĕ. План тăрăх, вăл 2010 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче хута каймалла. Малашне 120 воспитанник унта çулла кăна мар, çулталăкĕпех канма пултарать. Çывăрмалли пӳлĕмсемсĕр пуçне лагерĕн хăйĕн столовăйĕ, мунчапа прачка комплексĕ, клубĕ, спортзалĕпе теплици те пулĕ. Сăмах май, «Татэнерго» УАО çак шкул-интерната шефа илнĕренпе 10 çул.
АПАС районĕнчи «Свияга» лагерĕнче канакан ачасене нумаях пулмасть аслисем бассейн парнелесе савăнтарнă. Калас пулать, вăл районти пĕрремĕш бассейн. 3х7,5 пысăкăшскере Германи технологийĕпе «Альтаир» тулли мар яваплăхлă общество «Мир бассейнов» компанипе пĕрле лартнă. 40 тонна шыв кĕрекен бассейнра ачасем халĕ савăнсах чăмпăлтатаççĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Çанталăк лайăх тăрсан, Тутарстан çитес эрнере тырçине тухать, çапла пĕлтерет ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви. Тĕрĕссипе, тырçи кампанине малтан июль çурринче пуçлама планланă, анчах юлашки вăхăтра çунă çумăрсене пула ăна темиçе куна кая хăварма тивнĕ. Çумăр çуни, пĕр енчен, лайăх та, ӳсен-тăрана çирĕпленме, пучахсене тулма май панă. Анчах тырçие тата кая хăварма юрамасть, шăрăх çанталăк тыр-пула типĕтет.
Шел, кăçал малтан палăртнă чухлĕ тухăç илме май çук. Типĕ çанталăка пула Тутарстан та 300 пин гектар çинчи тыр-пула çухатнă. Паян ку енĕпе чрезвычайлă лару-тăру Самар, Оренбург облаçĕсенче, Пушкăртстанра тесе пĕлтернĕ. Çитес вăхăтра вĕсен йышне Волгоград облаçĕпе Тутарстан та кĕрĕ.
МĔСЛĔМ районĕнче 15 пин тоннăна яхăн тырă упракан хранилище пулĕ. «Муслюмово» кооперативăн ертӳçи çак кунсенче Мускава «Баскет-групп» (Испани) компанийĕпе строительство пуçарасси пирки килĕшĕве алă пусма кайнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ПĔКĔЛМЕРИ пахчаçăсене кăçал çут çанталăк савăнтармасть. Ӳсен-тăрансем вăй илсе ӳсмелле чухне çумăр пулман, июлĕн 1-мĕшĕнче ирех тăм ӳкнĕ. Икĕ-виçĕ градус сивĕ нумаях тăмасан та черчен помидор, пăрăç калчисемпе пĕрлех купăстапа çĕр улмисене те сиенлетнĕ. Хăш-пĕри «иккĕмĕш çăкăрсăр» юлас хăрушлăх пысăк. Районăн тĕп агрономĕ Д.Фатыхова пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсенчи хуратул, кукуруза тата ытти калчасене тăм питех тивмен, вĕсем çĕнĕрен чĕрĕлес шанăç пур.
ПАВЛĂ. Ачасен хушшинче çулран çул анлă сарăлса пыракан картиш лагерĕсем çак кунсенче ĕçлеме пуçланă. Ăна нумай профильлĕ «Çамрăксен тĕнчи» çамрăксен центрĕ йĕркелет. «Кичем мар картиш» çапла ят панă çĕнĕ лагере ачасем. Вĕсем унта апат умĕн тата хыççăн икшер сехете килеççĕ. Паллах, ĕçсĕр çапкаланса çӳремеççĕ, вăхăта усăллă ирттереççĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇЫРЧАЛЛИНЧИ апат-çимĕçпе ваккăн суту-илӳ тăвакан «Тулпар» Холдинг компанийĕ» ХАОна кăçал Раççейри пасарсенчен чи лайăххи тесе палăртнă. Унăн директорĕ вара Наиль Сулейманов çĕршыври çакăн пек предприятисен чи лайăх ертӳçи титула çĕнсе илнĕ. Аса илтеретпĕр, суту-илӳ предприятисен Раççей конкурсĕ май уйăхĕн вĕçĕнче Мускавра иртнĕ. Апат-çимĕç пасарĕсен союзĕн ертӳçисем пĕлтернĕ тăрăх, суту-илӳ конкурсĕн историйĕнче пĕр предприяти харăсах икĕ номинацире çĕнтерни хальччен пулман. Çырчаллинчи çак пасара 2000 çулта Н.Сулейманов аллине панăранпа вăл тĕпренех улшăннă. Халĕ унта 2,5 пин ытла предприниматель вырăнти производительсен продукцийĕпе суту-илӳ тăвать.
ТЕЧЧĔ. «Тутарстанăн чи хăтлă пурăнмалли вырăнĕ» республика конкурсĕн районти турĕнче мала тухнă Кăнна Кушки ялне финалта та ăннă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Журналистикăпа масс-медиан «Хрусталь калем» республика конкурсне Тутарстан прессин кунĕнче пĕтĕмлетесси йăлара. Шучĕпе кăçалхи 12-мĕш пулчĕ. Чи пултаруллă журналистсен ĕçне 12 номинаципе хакларĕç. Çĕнтерӳçĕсене «Корстон» культурăпа кану комплексĕнче ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов, ТР Журналисчĕсен союзĕн ертӳçи Р.Ратникова, Пичет тата массăлла коммуникацисен «Татмедиа» агентствин ертӳçи М. Муратов саламларĕç.
«Çĕнĕ пурнăç» Спас райхаçачĕн тĕп редакторĕ, пирĕн йăхташ Анатолий Самаркин çĕнтерӳçĕсен йышне кĕчĕ кăна мар, тĕп парнене – çĕнĕ «Fiat Аlbea» автомобиле – тивĕçрĕ. Саламлатпăр!
* * *
Канныри кинофестивальте Раççей павильонĕнче кăçал вырăс режиссерĕсен ĕçĕсен хушшинче Хусан писателĕн, режиссерĕн Денис Осокинăн сценарийĕпе Алексей Федорченко ӳкернĕ «Овсянки» фильма та кăтартнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Март уйăхĕн вĕçĕнче, апрель пуçламăшĕнче республикăн кашни районĕнче ял хуçалăхĕсем хушшинче конкурс иртет. Уйрăмах çур акине техникăна мĕнле хатĕрленине, вăрлăхпа ядохимикатсем пуррипе çуккине пăхĕç. Çаплах ĕç условийĕсем те тимлĕхсĕр юлмĕç. Конкурса ирттерме ятарласа комисси хатĕрленĕ. Паянхи кун тĕлне çур акине тракторсене юсассипе Саба, Мензеле, Актаныш, Павлă районĕсем, сеялкăсене хатĕрлессипе Элкел, Элмет, Павлă, Çĕпрел, Сарман, Саба районĕсене çитекенни республикăра çук.
* * *
Тутарстанра çăмăллăхсемпе усă куракансене мартăн 13-мĕшĕ тĕлне 352,6 миллион тенкĕлĕх медикаментпа тивĕçтернĕ. Чи кирлĕ эмелсемпе тивĕçтермелли ятарлă программăпа республикăна 289,4 миллион тенкĕлĕх эмел кӳнĕ. Çак кун тĕлне патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă куракансем 237058 рецептпа 131,5 миллион тенкĕлĕх эмелсем илнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Вăхăтлăх ĕç вырăнĕсене шута илсен Тутарстанăн ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсенче хальхи вăхăтра пурĕ 17400 ваканси. Вăтам ĕç укçи 10 пин тенкĕ пулмалла. Ĕç вырăнĕсен списокĕ, чăн та, анлă – санитаркăсемпе медицина сестринчен пуçласа педагогсемпе тухтăрсем таранах. Çавах çынсем яланхи пекех транспортпа тата стройкăпа çыхăннă ĕçсене ытларах кăмăллани палăрать. Ĕçпе тивĕçтерекенсем çаплах заявкăсенче инженерсем, менеджерсемпе ТР ШĔМ сотрудникĕсем кирлине те палăртнă.
АНАТ КАМА районĕнче килти чăх-чĕппе хур-кăвакала кайăк-кĕшĕк грипĕнчен вакцинаци пуçланă. Çак ĕçе эпизоотологсен 5 бригади пурнăçлать. Март уйăхĕ вĕçлениччен вĕсем 16 ялти уйрăм хуçалăхсен кайăк-кĕшĕкне вакцинаци тума палăртнă. Кăçал ку района 30 пин доза кӳнĕ. Çакă районти мĕнпур кайăк-кĕшĕке вакцина тума çителĕклĕ тата хаклă та мар, пĕр уколăн хакĕ пурĕ те 1 тенкĕ те 50 пус кăна.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АНАТ КАМА районĕнчи В.Аппаковăн «Земляки» фермер хуçалăхне Раççейри çĕр улми ӳстерекен чи лайăх хуçалăх тесе палăртнă. Çак ятпа фермера нумаях пулмасть Хисеплĕ Дипломпа чысланă. В.Аппаковăн 1991 çултанпах хăйĕн хуçалăхĕ. Пирвайхи кунранах вăл çĕр улмин элитлă сорчĕ çине тимлĕх уйăрнă, вăрлăха ятарласа Германирен, Финляндирен туяннă. Халĕ хăй Тутарстанри ытти фермерсене çĕнĕ вăрлăхпа тивĕçтерет. 2008 çулта В.Аппаков хуçалăхра элитлă çĕр улмие 3 пин тонна ӳстерсе ĕçлекен кашни çын пуçне 960 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Фермер кунпа кăна çырлахасшăн мар, ял хуçалăхĕпе производствăна малалла аталантарса тымар çимĕçе чĕркесе сутма планлать.
ÇЫРЧАЛЛИ. Производство аталаннă май, малашне çуртсене çĕнĕ технологипе лартма тытăнĕç. Çак кунсенче «Камстройматериалы» тулли мар яваплăхлă обществăра промышленность тата пурăнмалли çуртсем валли çĕнĕ тимĕр-бетон изделийĕсемпе монолитпа каркасран тăракан конструкцисем кăларма тытăннă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Ялти ват çынсенчен нумайăшĕ çуллахи вăхăтра анкартири хурт-кăпшанкăпа кĕрешме ядохимикат туянаймасть, им-çампа пахча çимĕç калчисене, улма-çырла йывăççисене хăй тĕллĕн сапаймасть. Çакăн пек çынсене пулăшас тĕллевпе «Россельхозцентр» ФПУн Тутарстанри уйрăмĕ ятарлă отрядсем хатĕрлеме йышăннă. Кун пек отрядсем пурĕ 45 (кашни районта пĕрер) пулмалла. Уйрăм хуçалăх хуçисем малашне отрядран пулăшу ыйтма шутларĕç-тĕк, вĕсен малтан ĕç калăпăшне палăртмалла, отряд вара хăех ядохимикат туянать, сапать, çумлать, кăпкалатать. Ĕç вĕçленсен кил хуçисем пурнăçланă ĕçшĕн тӳлеççĕ.
* * *
Республикăн фермерĕсем çак кунсенче Египета кайма хатĕрленеççĕ. Паллах, канма кăна мар, Нил юханшывĕн çыранĕ хĕрринче пахча çимĕç тата рис ӳстерекен ĕçтешĕсен опычĕпе паллашма та. Тĕслĕхрен, Анат Кама районĕнчи В.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АНАТ КАМА. «Нижнекамскшина» УАО кризиса пула ĕçлеме чарăннă хыççăн предприятин пĕр подразделенийĕ тинех çĕнĕрен ĕçлеме тытăннă. Январĕн 26-мĕшĕнче конвейертан çăмăл машинăн шинисем тухнă. Предприяти ертӳçисем пĕлтернĕ тăрăх, февралĕн 2-мĕшĕнчен завод пĕтĕмпех ĕçе пуçăнать. Вĕсем тиевлĕ машинăсен шинисене те кăларĕç. Предприятие «АвтоВАЗран» заказ килнĕ.
* * *
Анат Кама хулинче «Ищу тебя» шырав фончĕ ĕçлеме тытăннă. Халĕ тăванĕсене, шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене шыракан кашни çын кунта килсе пулăшу ыйтма пултарать. Фонд ертӳçи Е.Фардеева пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа 26 çын килнĕ, 13-шне пулăшнă та ĕнтĕ. Фонд шалти ĕçсен уйрăмĕпе, ЗАГСсемпе, ача çурчĕсемпе тата архивсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Сăмах май, кун пек обществăлла организаци Анат Камăра маларах та пулнă, анчах унчченхи ертӳçи Хусана пурăнма куçнипе кăна ĕç чарăннă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АНАТ КАМĂРА 2008 çулта 125 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт (1500 хваттер) хута янă. Кунсăр пуçне хулара темиçе социаллă объект та туса лартнă. Вырăнти власть хулара, районта çĕнĕ çулсем тăвасси, юсасси çине те тимлĕх уйăрнă. Çак тĕллевпе 300 миллион тенкĕ тăкакланă.
Калас пулать, кăçал строительство темпне тата хăвăртлатма шутлаççĕ. Çавăнпа хулара шкулсемпе ача сачĕллĕ, гипермаркетсемпе автостоянкăллă çĕнĕ тăватă микрорайон ӳссе лармалла.
ПĔКĔЛМЕРЕ çĕнĕ ача сачĕсем уçăлаççĕ. Çакă юлашки çулсенче кунта ача çураласлăхĕ ӳснипе те çыхăннă. Чăн та, 1990 çулсен вĕçĕнче курăну пач урăхла пулнă-ха, ун чух ача сахаллипе ача сачĕсене хупма тивнĕ. Ун чухне хула мэрĕн хушăвĕпе пушă ача сачĕсене шкулсене панă. Хальхи вăхăтра Тутарстанра ачисене ача садне вырнаçтарма 22 пин çемье черетре тăрать.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

СПАС. ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин декабрĕн 29-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа пулса Пăлхар хулинчи 2-мĕш номерлĕ шкула уçнă. Çĕнĕ шкулта вĕренмелли мĕнпур услови пур. Çаплах унта малашне кадет шкулĕн воспитанникĕсем те пĕлӳ пухĕç. Фарид Хайруллович Пăлхарти юсаса çĕнетнĕ кану комплексне уçма та хутшăннă.
ÇАРĂМСАН район центрĕ çитес вăхăтра хула типлă поселок статусне илес шанчăк пур. Кун валли ТР Патшалăх Канашĕн йышăнăвĕ кирлĕ. Анчах закон тăрăх, ку ыйтăва малтан халăхпа сӳтсе явмалла. Çавăнпа культура çуртĕнче иртнĕ пухăва райцентрти мĕнпур ĕç коллективĕсем хутшăннă. Хальхи вăхăтра Çарăмсанра 6084 çын (1990 çултанпа 31 процент ӳснĕ) пурăнать, 3 шкул, 4 ача сачĕ ĕçлеççĕ. Асфальт сарман çулсем райцентрта çукпа пĕрех. Вĕрентӳ, культура, спорт тата кану учрежденийĕсем лайăх шайра.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ПĂВА. ТР Президенчĕ М.Шаймиев çак кунсенче «Пăва муниципаллă районĕн тата унта кĕрекен муниципаллă йĕркеленӳсен чиккисене тата статусне çирĕплетесси çинчен» закона алă пуснă. Унпа килĕшӳллĕн, Пăва район йышне кĕрекен кашни ял хутлăхĕн чиккисен картографине тата Пăвапа Теччĕ муниципаллă районĕсен хушшинчи чикĕ улшăннине çирĕплетĕç, кунсăр пуçне Васильевка поселокне Анат Наратбаш ял хутлăхĕн йышĕнчен кăларса Пăва хулине кĕртĕç.
АПАС районĕнчи Кильдураз ялĕнче çитес вăхăтра чукун çул вокзалĕн çĕнĕ çуртне хута яма хатĕрленеççĕ. Пассажирсен павильонĕнче кĕтмелли зал, билет кассисем вырнаçĕç. Çĕнĕ терминал (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 125 тăваткал метр) валли республикăн тата «Раççей чукун çулĕсем» УАОн бюджетĕнчен 20 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Аса илтерер, Тутарстанри чукун çул инфраструктурине лайăхлатмалли проект пĕлтĕр Тутарстанпа «Раççей чукун çулĕсем» УАО хушшинче тунă килĕшӳ тăрăх пурнăçланать.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

КАМСКИЕ ПОЛЯНЫ. Чернобыль инкекне пĕтерме хутшăннă икĕ çемьене «Жилище» федерацин тĕллевлĕ программипе, çак кунсенче федераци бюджетĕнчен хваттер туянма 2 – 2,5 миллион тенкĕ субсиди илме патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр сертификатне панă. Ку укçа-тенкĕ чернобылецсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма самай пулăшĕ. Сăмах май, юлашки виçĕ çулта çакăн пек сертификата Камские Полянинче виçĕ чернобылец çемйи тивĕçнĕ.
ТЕЧЧĔ. Кăнна Кушкинчи вăтам шкулта нумаях пулмасть Александр Алка – 95, Тихăн Петĕркки – 105 çул тултарнине чаплăн паллă тунă. Уява классиксен çывăх тăванĕсене А.Алкан йăмăкне Лидия Максимовăна тата Бачковсен çемйине те чĕннĕ. Пултарулăх каçĕнче А.Алка сăввисен конкурсне те ирттернĕ.
АНАТ КАМĂРА чи лайăх токаре палăртнă. Çак хисеплĕ ята Анат Камăри механика завочĕн ĕçченĕ Рустем Шагидуллин тивĕçнĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8.