Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇЫРЧАЛЛИ. «Тутарстанăн чи хăтлă пурăнмалли вырăнĕ – 2009» республика конкурсĕнче 100 пин ытла çын пурăнакан хуласен хушшинче пĕрремĕш вырăна автохула йышăннă. Конкурса пĕтĕмлетнĕ чух комисси чи малтан хула е района çулталăкра мĕнле хăтлăх кӳнине, историпе культура эткерлĕхне сыхласа хăварнине, хăтлăх кӳме çынсемпе предприяти-организа цисем мĕнле хутшăннине тата ыттине шута илнĕ.
* * *
Акă ĕнтĕ 20 çул çырчаллисем июль уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче хулан тĕп халăхĕн уявне паллă тăваççĕ. Çак кун кунта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне саланнă юлташсем, шкулта пĕрле вĕреннисем, кӳршĕсемпе ĕçтешсем пуçтарăнаççĕ. Уяв проекчĕн авторĕ Çырчаллин Хисеплĕ гражданинĕ, «Энергетик» Культура çурчĕн директорĕ Г.Рзаева. Уяв 20-мĕш çул иртет пулин те ăна çуллен çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшаççĕ. Калăпăр, Çемье çулталăкĕнче нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене чысланă, «Камгэсэнергострой» УАОн 45 çулхи юбилей çулĕнче тĕп тимлĕх строительсене уйăрнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТУТАРСТАНРА кăçал 37356 ача (7633-шĕ сахал тупăшлă, ăнăçсăр, усрава илнĕ çемьесенчен) пĕрремĕш класа каять. Çакна кура июлĕн 27-мĕшĕнче республикăра «Шкула пуçтарăнма пулăш» ыр кăмăллăх акцийĕ пуçланать, аса илтеретпĕр, ырă йăлана кĕнĕскер, вăл тăваттăмĕш çул иртет. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, 19 миллион тенкĕ пуçтарса 15740 ачана шкула пуçтарăнма пулăшнăччĕ. Кăçал та ырă кăмăллă çынсем, предприятисемпе организацисем, предпринимательсем айккинче юлмĕç. Яланхи пекех акцие «Единая Россия» партипе пĕрле ирттерĕç. Парти ĕçтăвкомĕн ĕçченĕсем тата унăн ертӳçи В.Бударин хăйсен пĕр кунхи ĕç укçине акцин счечĕ çине куçарнă та ĕнтĕ. В.Бударин каланă тăрăх, çакăн йышши мероприяти ирттерессипе Тутарстанăн опычĕ Раççейри ытти регионсене те интереслентерет.
СВИЯЖСК культура палăкне çĕнĕрен çĕклеме тытăнни пуринчен ытла çав утравра пурăнакансене савăнтарать, туризм йĕркеленсен вĕсем валли те ĕç пулать-çке.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇĔПРЕЛ район администрацийĕн пуçлăхĕ Тимур Нагуманов районти шкулсенчен кăçал вĕренсе тухакан чи лайăх выпускниксемпе тĕл пулнă. Тĕл пулура ултă выпускника – ылтăн, 12-шне кĕмĕл медальсем панă. Вĕсемсĕр пуçне пĕтĕм Раççей олимпиадисен регионти тапхăрĕсенче, тĕрлĕ предметпа республика олимпиадисенче çĕнтернĕ сакăр ачана укçан премипе, улттăшне хаклă парнепе чысланă. Пĕтĕм Раççейри тата республикăри сочинени конкурсĕсен, наукăпа практика конференцийĕсемпе фестивальсен 10 çĕнтерӳçине пысăк парне панă.
АКТАНЫШ районĕнче çитес кунсенче «Самозанятость» темăпа черетлĕ семинар иртет. Мероприятие йĕркелеме ял хутлăхĕсенче халăх валли ĕç çукки хистенĕ. Семинарăн тĕп тĕллевĕ – халăха ĕçпе тивĕçтермелли условисем туса ĕçсĕрлĕх шайне чакарасси.
АНАТ КАМĂРИ юхан шывсемпе кӳлĕсенче шыва кĕме хăрушă тесе пĕлтернĕ Роспотребнадзор.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇĔПРЕЛ район администрацийĕн пуçлăхĕ Тимур Нагуманов районти шкулсенчен кăçал вĕренсе тухакан чи лайăх выпускниксемпе тĕл пулнă. Тĕл пулура ултă выпускника – ылтăн, 12-шне кĕмĕл медальсем панă. Вĕсемсĕр пуçне пĕтĕм Раççей олимпиадисен регионти тапхăрĕсенче, тĕрлĕ предметпа республика олимпиадисенче çĕнтернĕ сакăр ачана укçан премипе, улттăшне хаклă парнепе чысланă. Пĕтĕм Раççейри тата республикăри сочинени конкурсĕсен, наукăпа практика конференцийĕсемпе фестивальсен 10 çĕнтерӳçине пысăк парне панă.
АКТАНЫШ районĕнче çитес кунсенче «Самозанятость» темăпа черетлĕ семинар иртет. Мероприятие йĕркелеме ял хутлăхĕсенче халăх валли ĕç çукки хистенĕ. Семинарăн тĕп тĕллевĕ – халăха ĕçпе тивĕçтермелли условисем туса ĕçсĕрлĕх шайне чакарасси.
АНАТ КАМĂРИ юхан шывсемпе кӳлĕсенче шыва кĕме хăрушă тесе пĕлтернĕ Роспотребнадзор.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЕЛАБУГĂРА иртекен Пĕтĕм Раççейри ял çамрăкĕсен вăййисен кунĕнче алкогольлĕ шĕвексем сахалрах сутма йышăннă хула Канашĕн депутачĕсем. Çапла вара июлĕн 8-13-мĕшĕсенче 15 градусран хăватлăрах алкогольлĕ шĕвексене лавккасен, ресторансемпе кафесемсĕр пуçне, каçхине 8 сехетрен тытăнса ирхине 6 сехетчен сутма юрамасть. Сăрана вара талăкĕпех сутма чармĕç, чăн та, спорт ăмăртăвĕсем иртекен вырăнтан лавкка 150 метртан аякрах пулмалла.
ÇĔНĔ ШУÇĂМ район центрĕнчи Ленин урамĕнчи гимназипе юнашар хăйне евĕрлĕ реклама щичĕ лартнă. Унта районти чи лайăх учительсен сăнӳкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Çапла майпа район хăйĕн пултаруллă вĕрентекенĕсене чыслать. Палăртма кăмăллă, чи лайăххисен йышĕнче пирĕн ентешĕн, Чăваш Шупашкар шкул директорĕн, географи учителĕн Николай Гусляровăн та сăнӳкерчĕкĕ пур.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

СПАС районĕнче çитес вăхăтра çăкăр музейĕ ӳссе ларĕ. Ăна Пăлхар хулин хĕрринче, вал хыçĕнче (унта авалхи çуртсен ишĕлчĕкĕсене курма пулать) лартма йышăннă. Музей нумай функциллĕ пулать тесе шантараççĕ. Пĕр залĕнчи экспонатсем Тутарстанăн ял хуçалăхĕ мĕнле аталаннине кăтартĕç. Тепĕр залĕ çăкăр пĕçерекен отрасль аталанăвĕпе паллаштарĕ тата ытти те. Хальхи вăхăтра проект докуменчĕсене хатĕрлеççĕ. Сăмах май, музей строительствине ТР ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов хăй ертсе пырать. Проекта Чистай, Çĕнĕ Шуçăм тата Аксу районĕсенчи 10 фермер пурнăçа кĕртĕç.
ПĔКĔЛМЕПЕ Турци Республикинчи Айдын облаçĕн пĕрле ĕçлессипе туслăх килĕшĕвне алă пусма ют çĕршыв делегацийĕ çак кунсенче Пĕкĕлмене килнĕ. Калас пулать, ку пĕрремĕш килĕшӳ мар, Айдын облаçĕпе Пĕкĕлме 90-мĕш çулсенчех туслашнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТЕЧЧĔРИ педколледжра тăваттăмĕш курс пĕтерекен Оксана Пайзе регионсем хушшинче иртнĕ «Перспектива» инновацилле наукăпа техника проекчĕсен конкурсĕнче «Информационные технологии» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Оксана информатикăпа ППЭн икĕ пине яхăн заданине хатĕрленĕ.
ЭЛКЕЛ. Районти ялсенчи шыв башнисен санитарипе экологи шайне тĕрĕслекен комисси ялсене тĕрĕслевпе тухнă. Шел пулин те, халăха шывпа тивĕçтерекен башньăсене нумай ялта картапа тытман, сыхлав павильонĕсем лартман. Яваплă çынсене çитменлĕхсене пĕтерме икĕ эрне вăхăт панă.
ÇЫРЧАЛЛИНЧИ çамрăксемпе студентсен ĕç отрячĕсем питĕ лайăх ĕçлеççĕ. Вĕсем шкул ачисемпе студентсем валли сезонлă, вăхăтлă, яланлăх ĕç вырăнĕсем шыраççĕ. Вĕренекен çамрăксене ĕçпе тивĕçтерекен центрăн сотрудникĕсем ĕç сĕнекен предприятисене малтан кайса унти условисемпе хăйсем паллашаççĕ-мĕн.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТУТАРСТАН. Харăсах Кремль полкне 20 каччă хĕсмете кайни пирĕн республикăн историйĕнче хальччен пулман. Вĕсене хаваслă лару-тăрура ăсатнă. Сăмах май, Кремль полкĕнче çар тивĕçне пирĕн республикăран пурĕ 10 çын пурнăçланă, чи интересли – вĕсем пурте çырчаллисем. Президент (Кремль) полкĕ питĕ хăйне евĕрлĕ часть, вăл патшалăх пуçлăхĕсен хăрушсăрлăхне сыхлать.
АНАТ КАМА. Камские Полянинчи АЭС тума хăварнă тӳрем çитес вăхăтрах туристсен центрне çаврăнас шанăç пур. ТР Президенчĕн Р.Миннихановăн хушăвĕпе çак тӳреме тĕрлĕ фестивальсем, дайвингпа шыв айĕнчи сунар ăмăртăвĕсем ирттермелли центр тумалла. Мĕншĕн тесен кунта яхтклуб, пĕчĕк авиацин площадки валли те, экстремаллă спорта аталантарма та вырăн çителĕклĕ.
* * *
Ачасене хӳтĕлемелли кун тĕлне хулари 17 картишре ача-пăча площадкисем йĕркелеççĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЕЛАБУГĂРИ почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсене вăрçă вăхăтĕнчи пек хатĕрленĕ виç кĕтеслĕ салтак конверчĕсене кӳнĕ. Пĕтĕмпе çакăн пек конверта 3140 штук çеç кăларнă. Кашни ветерана фронтри тусĕсене саламлама виçшер конверт валеçеççĕ. «Почта тарифне тӳленĕ» штамплă корреспонденцие вăрçă вăхăтĕнчи пекех Раççейĕн хуть хăш кĕтесне те тӳлевсĕрех яма юрать. Елабуга почта ĕçченĕсем каланă тăрăх, виç кĕтеслĕ конвертсем ветерансемшĕн парнерен те хаклăрах, мĕншĕн тесен вăрçă вăхăтĕнче тăвансем çинчен хыпар кĕтнĕ кунсене аса илтереççĕ. Конвертсене май уйăхĕнче валеçме тытăнаççĕ.
ÇЫРЧАЛЛИ мэрĕ пулнă Ильдар Халиков «Çырчаллине кам юратмасть» ятпа хура список хатĕрлеме хушнă. Мэр çапла майпа хула субботникне тухманнисене намăслантарас тенĕ-тĕр. Çакăн пек утăм тума ăна хăш-пĕр предприяти мероприяти çине алă сулни хистенĕ, вĕсем çынсене те субботника кăларман, техника уйăрма ыйтсан та илтмĕш пулнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЕШĔЛВАР районĕн Обществăлла канашĕн черетлĕ ларăвĕнче студентсемпе ĕçлекен çамрăксем, Канашăн ветеранĕсемпе членĕсем çамрăксен политикин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Хальлĕхе тĕп йывăрлăх – çамрăксен канăвне йĕркелесси, вĕсене ĕçпе, хваттерпе тивĕçтересси. Районта паянхи кун çамрăксен темиçе ушкăнĕ ĕçлет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Мухин каланă тăрăх, пултаруллă, хастар çамрăксене кăна мар, хальлĕхе нимĕнпе те питех интересленменнисене те тимлĕх уйăрмалла, вĕсене спорт залĕсене, çул çитменнисен клубĕсене çӳреме хистемелле. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта хальхи вăхăтра аслă шкул пĕтернĕ 144 çамрăк учетра тăрать. Ешĕлварта çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва студентсен отрячĕсен хулари центрне йĕркелесе татса пама шутлаççĕ.
ÇЫРЧАЛЛИ. Аслă Çĕнтерӳ юбилейне халалласа хулари 7148 ветерана апрель уйăхĕнче парнесем – республикăри ял хуçалăхĕсем туса илекен апат-çимĕç пуххи – парĕç.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АКСУ районĕнчи ваттисемпе инвалидсен çурчĕн ертӳçисем «Татмелиораци» УАОран пулăшу ыйтсан мелиораторсем çийĕнчех укçа уйăрнă. Сăмах май, «Татмелиораци» УАОн генеральнăй директорне А.Залакова нумай çул тăрăшуллă ĕçлесе тунă пысăк çитĕнӳсемшĕн, инвалидсемпе ваттисене, тăлăхсене тăтăшах ыр кăмăллăх пулăшăвĕ панăшăн РФ Президенчĕ Д.Медведев Тав çырăвĕ янă.
АНАТ КАМА. Камские Поляны поселокĕнчи больницăна тĕпрен юсасан пушă юлакан пӳлĕмсене социаллă ипотекăпа çынсене пурăнма парасшăн. Çапла пĕлтернĕ Анат Кама районĕнче иртнĕ ларура. Унта ТР Президенчĕ Р. Минниханов хăй хутшăннă. Ку больницăра ĕçлекен 40 тухтăр (пурте тенĕ пекех çамрăк) поселокра пурăнакан 15 пин, таврари ялсенчи 18 пин çынна пулăшу парать. Больница вара виçĕ корпусра вырнаçнипе ăна тытса тăрасси самай тăкаклăрах.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЕЛАБУГА. Вĕрентекенсен çулталăкне халалласа районта апрель уйăхĕн вĕçĕччен ятарлă акци ирттерсе çемьере ашшĕ-амăшĕ иккĕшĕ те учитель пулса ĕçлекенсене, пĕччен пурăнакан педагогсене, нумай ачаллă, çул çитмен ачасене пĕччен ӳстерекен учительсене, инвалид-ачасем ӳстерекен педагогсене сивĕ, вĕри шыв счетчикĕсене тӳлевсĕр вырнаçтараççĕ, ытти педагогсене вара – çур хакпа. Акци пуçланнăранпа 144 çемьене счетчик лартнă та. Апрель уйăхĕ вĕçленсен çакăн пек счетчиксемпе вĕрентӳ ветеранĕсене тивĕçтереççĕ. Районти вĕрентӳ управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ку программăпа 97 ветерана пулăшĕç.
ЭЛМЕТ хулинче мартăн 17-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа «Поклонимся тем годам» ыр кăмăллăх телемарафонĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ – вăрçă ветеранĕсене пулăшасси, вĕсем валли укçа пуçтарасси. Ветерансемпе тăлăх арăмсен, тыл ĕçченĕсенчен нумайăшĕн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалла, хаклă медицина пулăшăвĕ памалла.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЭЛКЕЛ районĕнче мартăн 5-мĕшĕнче Хĕле ăсатнин уявĕпе пĕрлех пĕрремĕш çурхи ярмăркка та иртнĕ. Çапла элкелсен праçникре савăннă хушăрах хăйсене кирлĕ ял хуçалăх таварĕсемпе продукчĕсем туянма май пулнă. Хăйсен продукцине çав кун районти ял хуçалăх йĕркеленĕвĕсем, вăтам шкулсемпе предпринимательсем сутнă. Тĕслĕхрен, «Красный Восток-Агро» халăха фураж, комбикорм, аш-какай, утă-улăм, сиктĕрмесем тĕрлĕ кĕрпе, çăнăх, ӳсен-тăран çăвĕ сĕннĕ. Шкулсен те ассортименчĕ çителĕклех пулнă: тĕрлĕ сĕт юр-варĕ, варени, маринадланă, йӳçĕтнĕ пахча çимĕç.
Çав кун ярмăрккăра пурĕ 30 тонна фураж, 15 тонна комбикорм, 400 килограмм ĕне ашĕ, 10-15 тонна утă-улăм, вутă, хăма тата ыттине сутнă.
АПАС. Кивĕ Бурнашево ялĕнчи пушă ларнă фермăна Бигиевсен çемйи нумаях пулмасть 18 пин «кросс-радинит» ăратлă чĕпĕсем кӳнĕ, тепĕр уйăх çурăран, фермăн иккĕмĕш пайне юсаса пĕтерсен, тата «благовор-белогрудка » ăратлă 1500 кăвакал, инкубаторта кăларма 20000 кăвакал çăмарти кӳме планлаççĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇЫРЧАЛЛИ. Студентсен хулари канашĕ Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен кунне халалласа февралĕн 16-мĕшĕнчен тытăнса 20-мĕшĕччен «Мегафон» сотовый компанипе пĕрле «Привет с гражданки» акци ирттерет. Унăн тĕллевĕ – хальхи вăхăтра хĕсметре тăракан Çырчалли йĕкĕчĕсене телефонпа тӳлевсĕр саламласси. Студентсенчен чылай пайĕ призыв çулĕнче пулнăран акцие шăпах аслă шкулсенче тата техникум-колледжсем пе училище территорийĕсенче ирттереççĕ. Студентсен хулари канашĕн хастарĕсемпе ертӳçисем çав кунсенче çар чаçĕсемпе тӳлевсĕр çыхăну йĕркелеççĕ.
ЕЛАБУГА патшалăх музей-заповедникĕпе Смоленскри çемçе тетте çĕлекен фабрика Елабуга сувенирне (улатаккана) кăларма килĕшӳ тунă. Çемçе теттен пĕрремĕш экземплярне хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Улатакка – Елабугăн символики, ăна хулан гербĕ çине те ӳкернĕ, вăхăтĕнче ку тăрăхра çак вĕçен кайăк чăнах та нумай пулнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЧИСТАЙ. Культурăна аталантарас енĕпе 2009 çулта иртнĕ республика конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна Чистай районĕ çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш – Анат Кама, виççĕмĕш вырăна Саба районĕсем тухнă. Куçакан вымпела тата 150 пин тенкĕлĕх сертификата чистайсене ТР Премьер-министрĕн çумĕ З.Валеева ТР Культура министерствин коллегийĕнче панă.
ÇЫРЧАЛЛИ. Ветерансен госпитальне Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне тĕпрен юсаса пĕтерме 100 миллион тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 70 миллионĕпе çурта реконструкцилĕç, ытти 30-шĕпе медоборудованипе сĕтел-пукан туянĕç.Укçа çывăх вăхăтра çитмелле. Юсав хыççăн госпитальте икĕ вырăнлă, хăтлă, çав шутра коляскăпа çӳрекен инвалидсемшĕн те меллĕ палатăсем пулĕç. Госпитале Çĕнтерӳ кунне ĕлкĕртес тĕллевпе строительсем виçĕ сменăпа ĕçлеме тытăнаççĕ.
АНАТ КАМА. Аслă Афанасово ялĕнчи Культура çуртĕнче районти ял çамрăкĕсен I форумĕ иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АНАТ КАМА. Ĕçсĕррисен ыйтăвне кăçал та тĕп тимлĕхре тытма шантарать хула влаçĕ. Вăл ку ыйтура çамрăксене, уйрăмах тин кăна салтакран таврăнакан каччăсене пулăшма шутлать. Вĕсене хулара вăхăтлăха та пулин ĕçпе тивĕçтерме планлать.
ЕЛАБУГА. Вĕрентекен çулне район «Ку манăн шкул» телепроектпа пуçланă. Проектăн тĕп шухăшĕ – районăн паллă çыннисене тăван шкула вăхăтлăха тавăрасси. Вĕсем хăйсем вĕреннĕ шкула килсе учительсемпе тĕл пулаççĕ, вĕреннĕ чух йышăннă парта хушшине ларса шкулта пулнă чи кăсăклă самантсене аса илсе каласа параççĕ. Кашни кăларăм «Ку манăн шкул» сăмах çаврăнăшĕпе вĕçленет. Паллах, вĕсем шкула хăнана пушă алăпа килмĕç. Миçе выпускника проекта явăçтарнине кура директорсен рейтингне палăртĕç. Проектăн пĕрремĕш геройĕ (район администрацийĕн пуçлăхĕ Ильшат Гафуров) хăйĕн тăван шкулĕнче пулнине ӳкерме те ĕлкĕрнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ХУСАН. «Казанская ярмарка» курав центрĕнче уçăлнă Пĕтĕм Раççейри пыл куравне хутшăннă утарçăсем Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне халалласа ыр кăмăллăх акцине ирттерсе ваттисен çурчĕсене 2 тонна пыл панă. Ыр кăмăллăх акцине ирттерме ТР Президенчĕ çумĕнчи социаллă ыйтусем енĕпе Патшалăх советникĕ Т.Ларионова, Раççей утарçисен ассоциацийĕн ертӳçи С.Шевченко, республикăри ваттисемпе инвалидсен çурчĕсен ертӳçисем хутшăннă. Раççейĕн тĕп утарçи пĕлтернĕ тăрăх, курава хутшăнакан утарçăсем малтанах ваттисене çакăн пек пулăшма шухăш тытнă, мĕн чухлĕ пыл парассине палăртнă. С.Шевченко каланă тăрăх, Тутарстанăн тĕп хулинче иртекен пыл куравĕсене малашне те çакăн пек ыр кăмăллăх акцийĕпе вĕçлĕç.
ТУРИ УСЛОН районĕнче 2009 çулта 15 çын харпăр хуçалăха аталантармалли программăпа банкран кредит илнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇЫРЧАЛЛИ мэрийĕнче çак кунсенче иртнĕ ларура 2010 çулта ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхлатас ыйтăва сӳтсе явнă. Автоград пĕлтĕр ĕçсĕр юлнă 81 пин çынна обществăлла ĕçсене явăçтарнă, 5900 çын çакăн пек ĕçе хутшăнса ÇКХ парăмĕсене татма пултарнă тата ытти те.
2010 çулта та ĕçсĕррисене ĕçпе тивĕçтерес мелсем ĕçлĕç. Кунсăр пуçне «Самозанятость» федераллă программăра та улшăнусем пур. Пĕлтĕр хăй ĕçне пуçаракансене Федераллă бюджетран 58800 пин тенкĕ укçа панă пулсан, кăçал вĕсем тата 10 таран çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелесен кашни вырăншăн 58800-шер тенкĕ, инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелекен предприятисене кашни вырăншăн патшалăх 30 пиншер тенкĕ укçа уйăрать.
Паянхи кун тĕлне Çырчаллинче обществăлла ĕçсене хутшăнтарма килĕшӳсем пурĕ 674 пин тенкĕлĕх тунă, пĕтĕмпе ку тĕлĕшпе хула кăçал 2,8 миллиард тенкĕ явăçтарма планлать.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇЫРЧАЛЛИ. «Прорыв» Пĕтĕм Раççей форумĕн сайтĕнче çĕршывăн чи çамрăк лидерĕшĕн сасăлав пырать. Форума Раççей, республика конкурсĕсен çĕнтерӳçисем хутшăнаççĕ. Вĕсен йышĕнче Автоградри ултă çамрăк. Форумăн тĕп тĕллевĕ – çĕршыв валли пултаруллă, çамрăк кадрсем шырасси. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, чи нумай сасă пуçтаракан РФ Президенчĕпе Д.Медведевпа декабрĕн 17-мĕшĕнче Мускаври «Олимпийский» спорткомплексра иртекен тĕлпулăва каять.
ПĔКĔЛМЕ район Канашĕн ноябрĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн теми ял халăхне ĕçпе тивĕçтересси, харпăр хуçалăха аталантарасси пулнă. Лару ĕçне хутшăннă ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин вырăнти пуçлăхсене федераллă программăна ял халăхне ытларах хутшăнтарма каланă. Сăмах май, ку енĕпе Пĕкĕлме районĕн мухтанмалли те, çав вăхăтра пите хĕретмелли те пур-мĕн.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЕЛАБУГА. Пĕтĕм Раççей конкурсне хутшăнса малти вырăнсене йышăннă учительсене хатĕрленĕшĕн шкулсен директорĕсене ТР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе преми парса чыслама йышăннă. 15 пин тенкĕ премие Елабугăри 4-мĕш номерлĕ гимназин, 1 тата 10-мĕш шкулсен, Бехтеревăпа Поспелово ялĕсен шкулĕсен директорĕсем тивĕçĕç.
АНАТ КАМА. Хальхи вăхăтра дефицита çаврăннă медицина маскисене «Здравмедтех-Поволжь е» компанипе пĕрле Анат Камăра «Эластик» завод кăларма тытăннă.
Компани ертӳçисем Тутарстанра чрезвычайлă лару-тăру пулнипе тата аптекăсенче маскăсем çуккипе кивĕ çĕвĕ оборудованийĕсене çĕнĕрен хута ярса республикăна пулăшма шутланă. Маскăсене нумай сийлĕ, Европа шайĕнчи материалтан (ăна нимĕç компанийĕн оборудованийĕпе «Эластик» хăй кăларать) алăпа çĕлеççĕ.
Ĕçе автоматизацилеменни не кура производство процесĕ вăрăма тăсăлать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8.