Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РЕСПУБЛИКĂРА

ТУТАРСТАНРА апрелĕн 1-мĕшĕнчен республикăри хуласемпе район территорийĕсене çӳп-çапран тасатмалли икĕ уйăхлăх пуçланчĕ. Çак вăхăтра ятарлă комисси хула, пурăнмалли пунктсен территорийĕсенче, вăрман, юхан шыв, автомобиль, чукун çулсен çывăхĕсенче, халăх канакан вырăнсенче санкцилемен çӳп-çап куписене космосран ӳкернĕ сăнӳкерчĕксем тăрăх тупса айăплисене явап тыттарĕç.
САБА. ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин çак кунсенче Саба районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Экономикăпа социаллă программăсемпе, вĕсен шутĕнче республикăшăн кăна мар, çĕршывшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ Вăрман селекципе вăрлăх центрĕн строительстви мĕнле пынипе паллашнă вăл. Малтан Шемордан ялĕнчи çĕнĕ ача садĕнче пулса районта «Бэлэкэч» республика программи мĕнле пурнăçланнине пăхнă. Кайран çӳлерех асăннă центра çитсе килнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Раççей Пенси фончĕн Тутарстанри уйрăмĕ пенси çулне çитнĕ граждансем валли «Пенсионер пулма эсир хатĕр-и?» тест хатĕрленĕ. Кун пек çĕнĕлĕх хальлĕхе Раççейĕн пĕр регионĕнче те çук. Тест 10 ыйтуран тăрать, ăна ĕç пенсине палăртмалли методика сĕнĕвĕсем тăрăх йĕркеленĕ. Ыйтусене хуравласа гражданин хăйĕн прависене мĕнле пĕлнине тĕрĕслеме, хальччен пĕлмен ыйтусене уçăмлатма пултарать. Çакă пенсие тухнă чух вĕсене Пенси фончĕн ĕçченĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пулăшĕ. 300 пин экземплярпа пичетленĕ теста çитес вăхăтра республикăри мĕнпур района салатĕç.
***
Тухтăрсем Тутарстан шкулĕсенче вĕренекенсем наркотикла япаласемпе усă курнипе курманнине тĕрĕслеме тытăнаççĕ. Кăçалхи ытти çулсенчен уйрăлса тăрĕ, унччен кун пек тĕрĕслев пуласси пирки шкулсене маларах пĕлтернĕ пулсан, халĕ тухтăрсем кĕтмен çĕртен килĕç те вырăнтах анализ илĕç.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТУТАРСТАН гражданĕсем универсаллă электронлă карттăпа Раççейри ытти регионсенчен маларах усă курма тытăнĕç. Мĕншĕн тесен пирĕн пирвайхи пилотлă 100 картта хатĕр те. Кĕркунне ăна анлăн кăларма тытăнĕç. Ку проекта пурнăçа кĕртессишĕн явапли ТР Информаци технологийĕсен центрĕ пулĕ. Аса илтеретпĕр, РФ Президенчĕ Д.Медведев нумаях пулмасть гражданинăн универсаллă электронлă карттине реализацилемелли проектăн пĕтĕмĕшле хакне май уйăхĕн 1-мĕшĕччен палăртма хушнă. Карттăна Раççейри кашни çынна парĕç, вăл граждансен харпăр докуменчĕ пулĕ, унпа патшалăх, медицина, ÇКХ, интернет услугисемшĕн тӳлеме те пулĕ.
ÇЫРЧАЛЛИ хулинче садиксен ыйтăвне татса пама курăмлă ĕçсем тăваççĕ. Кăçал вĕсен планĕнче: 36-мĕш, 58-мĕш комплекссенче çĕнĕ ача сачĕсем уçасси, кунсăр пуçне тĕллевлĕн усă курман унчченхи садик çурчĕсене каялла тавăрасси.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇЫРЧАЛЛИ. Çак кунсенче Мускавра «Çулталăк инженерĕ» Пĕтĕм Раççей конкурсне пĕтĕмлетсе çĕнтерӳçĕсене чысланă. Пĕрремĕш вырăна пирĕн ентеш, «КАМАЗ» УАОри наукăпа техника центрĕн инженер-конструктор ĕ Ленар Фардеев тивĕçнĕ. Çамрăк инженер 28 çулта кăна пулин те питĕ пултаруллă. Ку çĕнтерӳ те акă унăн пĕрремĕш мар, 2007 çулта пултарулăх идейисен конкурсĕнче палăрнă.
ЕЛАБУГĂРА пĕлтĕр пин ытла çемье чăмăртаннă, ку 2009 çултинчен 8 процент ытларах. Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнченпе çамрăксем ЗАГСа заявление интернет урлă та тăратма пултараççĕ. Çакăн пек услугăпа 50 мăшăр усă курнă. ЗАГС ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, мăшăрланакансем «аслăланни» палăрать, ытти çулсенче çынсем ытларах çамрăкла пĕрлешнĕ пулсан, халĕ çырăнакансен ӳсĕм çулĕ 25-34 çул. Юлашки çулсенче Елабуга тăрăхне аист ытларах арçын ачасем илсе килет-мĕн.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ПĔКĔЛМЕРИ аграри колледжĕн пĕрремĕш тата иккĕмĕш курс вĕренекенĕсем çак кунсенче «Рыцарьсен турнирне» ирттернĕ. Вĕсем кире пуканĕ йăтса, турник çинче туртăнса, канат тăрăх хăпарса, канат туртса тата ытти спорт енĕпе вăй виçнĕ. Рыцарьсен турнирĕн историйĕ Францире XI ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчех пуçланнă пулин те çамрăксене паян та илĕртет. Пĕкĕлмесем рыцарьсем пек вăрçă хатĕрĕсем тăхăнса, сăнăсем йăтса çапăçман пулин те хăюлăха, ăсталăха кăтартнах. Чи пултаруллисене Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе чысланă.
* * *
Пĕкĕлмери 2-мĕш номерлĕ шкул ачисем те ахаль лармаççĕ иккен. Вĕсем хамăр патра хĕл каçакан вĕçен кайăксене пулăшма акци пуçланă. Класс ертӳçи пулăшнипе ĕç урокĕсенче кайăк-кĕшĕк валли 30 сырăш ăсталанă. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем çак темăпа ӳкерчĕксем ӳкернĕ, Тутарстанра пурăнакан вĕçен кайăксем мĕнле апат çисе пурăннипе паллашнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ХУСАН. ТР патшалăх советникĕ М.Шаймиев Пăлхар хулинче тата Свияжск утрав-хулара кивĕ, юхăннă çуртсене юсассипе, сӳтессипе çыхăннă программăна пурнăçа кĕртес ыйтупа нумай пулмасть лару ирттернĕ. Минтимер Шарипович музей зонинчи тата çак вырăнсенчи кивĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтересси çине уйрăмах пусăм тунă. Спас тата Ешĕлвар районĕсен пуçлăхĕсем кивĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ çуртпа тивĕçтерес ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. Паянхи кун тĕлне хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене Пăлхар хулинчи 17, Свияжск утрав-хулинчи 13 çемье лайăхлатнă. Сăмах май, ку вырăнсенче сӳтмелли кашни çурта уйрăммăн пăхса тухаççĕ. Калăпăр, истори пĕлтерĕшлĕ мар, анчах çав вăхăта çывăх çуртсене, тĕслĕхрен, 3D-сканер витĕр кăларсан, сӳтсе кивĕ сăнӳкерчĕксем, архиври ӳкерчĕксем тăрăх çĕнĕрен купалаççĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ХУСАН урамĕсене кăçал çуллах экзотикăллă йывăç-тĕмсем – барбарис, миндаль, декоративлă улмуççисем лартаççĕ. Хунавсене Тутарстанри ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕ Раççейри заповедниксенчен туянать. Ученăйсем наука пулăшнипе йывăçсене вырăнти климата хăнăхтараççĕ. Çитес çулла республикăри хуласенчи урамсемпе парксене çавăн пекех тата айва, катальп (юрату йывăççи), жасминпа лаванда, миндаль тата ытти декоративлă йывăç-тĕмсемпе илемлетĕç.
АНАТ КАМА районĕнче çуллен иртекен «Чи хăтлă ял» конкурса пĕтĕмлетнĕ. 2010 çулхи пĕтĕмлетӳсем тăрăх çак сумлă ята Шереметьево ял хутлăхĕ тивĕçнĕ.
ÇЫРЧАЛЛИНЧИ шăтăклă бетон кăларакан завод панкрута тухнипе çулталăк пуçламăшĕнче ĕçсĕр юлнă 500 çынна ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва автоградăн Ĕçтăвкомĕ хăй çине илнĕ. Вĕсене тĕрлĕ предприятисене ĕçе вырнаçтарма тăрăшаççĕ, нумай пулмасть «КАМАЗ» Культура çуртĕнче ваканси ярмăркки те иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТУТАРСТАНРА хальхи вăхăтра ача садне вырнаçма 25 пин ача (вĕсенчен 17 пинĕ Хусанта) черетре тăрать. Республикăн тĕп хулинче лару-тăру кăçалах лайăх енне улшăнасси çинчен каланă хула мэрĕ И.Метшин. ТР Президенчĕ Р.Минниханов ача сачĕсене юсама, çĕннисене лартма укçа-тенкĕ уйăрма йышăннă. Ача сачĕсен ыйтăвне Хусанта виçĕ мелпе татса пама планлаççĕ: унччен лартма пуçланă садик строительствине вĕçлемелле (вĕсем пурĕ 3), çĕннисене лартмалла (5), урăх организацисене панă унчченхи ача сачĕн 7 çуртне каялла тавăрмалла. Кунсăр пуçне Хусанти Советски, Атăлçи, Ново-Савиновски районĕсенчи ипотекăпа лартакан çĕнĕ çуртсем патĕнче садик валли уйăрнă 22 вырăн пур.
АКТАНЫШ муниципаллă районта пулăçăсем Хĕл Мучи призĕшĕн ăмăртма питĕ кăмăллаççĕ. Унта пăр касса пулă тытассине хăш-пĕри çын сăмахĕ тăрăх кăна пĕлет пулин те ăмăртăва хутшăнмасăр юлмасть.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТУТАРСТАН Раççейре хĕле чи лайăх хатĕрленнĕ 10 регион йышне кĕнĕ. Хутмалли сезон пуçланнăранпа ÇКХ системинче авари, чрезвычайлă лару-тăру пулнипе пулманнине, пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн, котельнăйсен хатĕрлĕхĕн паспорчĕ, топливо (тĕп тата резерври), авари е чрезвычайлă лару-тăру инкекне пĕтерме пурлăхпа техника базин запасĕсем пуррине кура хакланă. Çапла вара 83 регионтан Тутарстан 10-мĕш вырăн йышăннă. Малти вырăнсене Мускав, Омск облаçĕсем, Мускав хулипе Пушкăртстан Республики тухнă.
ХУСАНТИ харпăрлăхри «Егоза» ача садне Раççейре харпăр ача сачĕсен хушшинче чи лайăххи тесе йышăннă. Шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕ çакăн пек хисепе «Ача сачĕсем – ачасене» пĕтĕм Раççей конкурсне хутшăнса çĕнсе илнĕ. Конкурсра «Егоза» шкулчченхи вĕрентӳре инновацилле опыта сарнипе, педагогсемпе управлени коллективĕсем ăнăçлă ĕçленипе пĕрремĕш вырăна тухнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТУКАЙ районĕнче çĕнĕ поселок йĕркелес ыйтăва çак кунсенче ТР Патшалăх Канашĕн патшалăх строительствипе хăй тытăмлăх ыйтăвĕсем енĕпе иртнĕ ларăвĕнче пăхса тухнă. Çĕнĕ поселок Кĕçĕн Шильна ял хутлăхĕн центрĕнчен 6 километрта вырнаçнă. Район ертӳçи В.Хазеев каланă тăрăх, поселокра халăх шучĕ ӳсет, эппин, унăн малашлăхĕ пур, çитменнине çуртсем патне çул хывнă, çутă, шыв, газ кĕртнĕ. Поселока «Опушка» ят парассине ял çыннисен пухăвĕнче пăхса тухнă, халăх ырланă. Анчах декабрĕн 1-мĕшĕнче парламент сессийĕнче ял ятне тутарла куçарас ыйтура депутатсен шухăшĕ тĕрлĕрен пулнипе ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин ку ыйту патне декабрь уйăхĕн вĕçĕнче тепĕр хут таврăнма сĕннĕ.
***
Инвалид-ачасене медицина тата социаллă пулăшу парассине лайăхлатас ыйтупа ТР Патшалăх Канашĕн социаллă политика комитетĕнче инвалид-ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕлпулу иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ХУСАН Хула Думин йышăнăвĕпе малашне республикăн тĕп хулинче унчченхи 7 район администрацийĕнчен тăваттă кăна юлать. И.Метшин мэр каланă тăрăх, çĕнĕлĕх хула çыннисен пурнăçĕ çине витĕм памасть, управлени аппарачĕн штатне кĕскетни кăна пулать. Çапла вара Вахитовпа Атăлçи (хальхи Атăлçи районĕн ертӳçи Равиль Каримов ертсе пырĕ), Авиастроительнăйпа Ново-Савиновски (хальхи Ново-Савиновски районĕн ертӳçи Тимур Алибаев ертсе пырĕ), Кировпа Мускав районĕсен администрацийĕсене пĕрлештереççĕ (ертӳçи Киров районне ертсе пынă Дамир Фаттахов пулать), Советски районĕ улшăнмасть.
АПАС районĕнчи çемьепе ачасене социаллă пулăшу паракан «Рассвет» центрăн специалисчĕсем инвалид-ачасем ӳстерекен çемьесенче пулса курнă. Килĕрен çӳрени çемьен йывăрлăхĕсене лайăхрах курма май парать. Социаллă хӳтлĕх уйрăмĕн специалисчĕсем ашшĕ-амăшĕсен медицина пулăшăвĕпе, медицинăпа санитари экспертизине иртессипе, шкулта вĕренессипе, социаллă çăмăллăхсемпе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравланă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АНАТ КАМА. Халăхсем хушшинчи çул çинчи транспорт инкекĕнче вилнисен кунне халалласа акци ирттернĕ. Унта хутшăннисем вилнисене пĕр минут шăп тăрса асăннă, шурă тата хура шарсем тӳпенелле вĕçтернĕ, ун хыççăн пĕр эрне каялла аварире 17 çулти хĕр вилнĕ вырăна кайса чечексем хунă, 22 çурта (çул-йĕр инкекĕнче анаткамăсем кăçал шăпах çакăн чухлĕн вилнĕ) çутнă.
ТУРИ УСЛОНРА та Халăхсен хушшинчи çул çинчи транспорт инкекĕнче вилнисене асăнмалли куна халалласа «Молодая Гвардия Единой России» вырăнти уйрăмĕ районта «Тараватлă водитель» акци ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ – опытлă водительсене опытсăррисем патне тимлĕрех пултарасси. Акци вăхăтĕнче шăпах пуçласа руль умне ларакансемпе тата çуран çӳрекенсен прависене пăхăнасси пирки водительсемпе килĕшӳ тунă.
ÇЫРЧАЛЛИСЕНЕ кăçал Çĕнĕ çул ячĕпе ентеш-Юр пике саламлать.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

«Татфондбанк» хăй çуллен ирттерекен «Ялти пултаруллă 100 ача» социаллă акцие пĕтĕмлетнĕ. Çапла вара республикăри ялсенчи 100 ача акцин лауреачĕсем пулма тивĕçнĕ. Çĕнтерӳçĕсен шутне тĕрлĕ предметпа иртнĕ регионти, регионсем хушшинчи, Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче, конкурссенче, конференцисенче палăрнă шкул ачисем кĕнĕ. Вĕсене пурне те «Татфондбанк» пластик карттăпа наградăлать. Банк ку карттăсем çине пĕр çулталăк кашни уйăхра 1000-шер тенкĕ укçа куçарать. Кунсăр пуçне ачасене олимпиадăсене хатĕрленĕ учительсене те хаклă парнепе чыслаççĕ. Аса илтеретпĕр, ку акци ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви пулăшнипе иртет. 7-11 классенче вĕренекен 450 ача апрелĕн 30-мĕшĕнчен тытăнса сентябрĕн 30-мĕшĕччен йĕркелӳ комитетне хăйсен çитĕнĕвĕсене палăртса заявкăсем тăратнă. Вĕсен пултарулăхне акцин обществăлла канашĕ хакланă, кăçал ăна ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇЫРЧАЛЛИ. Çар ретне тăма вăхăт çитнĕ каччăсем валли ноябрĕн 1-5-мĕшĕсенче Çырчаллинчи «Росинка» центрта спортпа çар лагерĕ ĕçлет. Унăн тĕллевĕ – çамрăк ăрăва çар ретне хатĕрлесси. Унта салтака кайма вăхăт çитнĕ каччăсемсĕр пуçне аслă классенче вĕренекенсем те хутшăнаççĕ. Программăра: физкультура тата стройпа утмалли хăнăхтарусем, çар службин никĕсне тата уставсене ăнлантарасси, культурăпа кану мероприятийĕсем.
ПАВЛĂ. Республикăра иртекен «Таса вăрман» акцие районти предприятисемпе организаци ĕçченĕсем, ял çыннисем хастар хутшăннă. Павлă вăрман хуçалăхĕн инженерĕ В.Джусоев пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем предприятисемпе ял çывăхĕсенчи чи таса мар 6 гектар лаптăка суйласа илнĕ. Пĕтĕмпе вара хăйсен çывăхĕнчи вăрмана 18 предприяти тасатма ĕлкĕрнĕ. Павлăсем ку акцире пурĕ 81 кубла метр çӳп-çап кăларнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТЕЧЧĔ. Хула Думин депутачĕсем Мухаррям Ибятова район пуçлăхĕнче иккĕмĕш срока хăварма пĕр саслăн суйланă. ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин Теччĕ районĕ аталаннине, района лайăх ертсе пынине палăртса: «ТР Президенчĕ те, «Единая Россия» парти те М.Ибятова района ертсе пыма тепĕр хут шанчĕ»,– тенĕ.
Район ертӳçи хăйĕн тĕп тĕллевĕ Теччĕ хулине купса хули пек чĕртесси пулнине каланă.
ÇЫРЧАЛЛИ хулинчи обществăлла транспортпа çӳремелли хутран тунă социаллă билетсене çитес вăхăтра ята çырнă электронлă транспорт карттипе улăштарасшăн. Çапла майпа çăмăллăхсемпе усă куракан миçе пассажир транспортпа çӳренине шута илме май парать. Малашне электронлă карттăсем хулари ытти çын валли пулĕç. Хальхи вăхăтра ĕç тăвакан комитет «АК БАРС» банкпа пĕрле хулара автоматизациленĕ системăна хута ярассипе ĕçлеççĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Тутарстансем малашне Евросоюз çĕршывĕсене каймашкăн виза уçма Мускава çити каймĕç, мĕншĕн тесен пĕрлештернĕ виза сервис-центрĕ Хусанта (Тази Гиззат урамĕ, 4-мĕш çурт) çак кунсенче уçăлчĕ. Центра уçма Нидерланды Королевствин Раççейри Полномочиллĕ посолĕ Рон Келлер, «VFS Global» Инди компанийĕн представителĕсем хутшăннă. «VFS» центр Тутарстан çыннисене Испание, Нидерландыне, Данипе Мальтăна виза илме регионтан тухмасăрах заявлени пама майсем туса парать. Кунсăр пуçне ăна вăтамран 5 кунра хатĕрлесе çитереççĕ. Кăçалах центр çĕршывсен шутне ӳстерме шутлать, çулталăк вĕçĕнче Греципе Францие, çитес çултан Болгарипе Бельгие виза илме пулать. Испание кайма 6 уйăхлăха мультивиза параççĕ. Испанире пулнă çынсен шенген пĕрлĕхне кĕрекен çĕршывсенчен пĕрне çак çур çулта хушма хутсем пуçтармасăрах кайма юрать. Сăмах май, «VFS» виза центрĕ Раççейре хальччен Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Дон-çи-Ростов тата Новосибирск хулисенче кăна пулнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЭЛМЕТРЕ вокзал комплексĕпе «Альметьевская» чукун çул станцийĕн платформине тĕпрен юсанă хыççăн уçнă. Хаваслă мероприятире вокзала ТР Президенчĕ Рустам Минниханов кассăран Хусана çити билет туянса чукун çул платформине тухсах тĕрĕсленĕ. Куйбышев чукун çулĕн 1959 çулта лартнă «Альметьев- ская» станцине хальччен çакăн пек тĕпрен юсани пулман. ТР Правительствипе «Раççей чукун çулĕсем» УАОн филиалĕ 2008-2010 çулсенче пĕрле ĕçлеме килĕшӳ туни пассажирсен транспорт инфраструктурине лайăхлатма май панă. Çак килĕшӳпе маларах Ютазапа Лениногорск районĕсенчи «Уруссу», «Письмянка», халĕ Элметри «Альметьевская» станцисене юсанă, черетре Заинск вокзалĕ. Элмет станцине юсама 23,6 миллион тенкĕ тăкакланă, килĕшӳ тăрăх, унăн 50 процентне «Раççей чукун çулĕсем» УАО, тепĕр 50 процентне Элмет районĕ уйăрнă.
СПАС.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЕЛАБУГĂРА августăн 17-19-мĕшĕсенче Вĕрентекен çулне тата вĕрентӳпе наука ĕçченĕсен августри канашлăвне халалласа Тутарстанри шкул учителĕсен пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ. Мероприятие ТР Министрсен Кабинечĕ тата ТР Вĕрентӳпе наука министерстви пулăшнипе Елабугăри педагогика университечĕ хатĕрленĕ. Фестивалĕн тĕп теми – «Пирĕн çĕнĕ шкул» наци вĕрентĕвĕн пуçарăвĕ. Унта шкул учителĕсем «Çулталăк учителĕ» конкурсăн, «Вĕрентӳ» нацин приоритетлă проекчĕн çĕнтерӳçисем, РФ тата ТР тава тивĕçлĕ учителĕсем, шкулсемпе çыхăну тытакан ученăйсем, ют çĕршыв специалисчĕсем хутшăннă. Темиçе куна тăсăлнă фестивальте учительсем пленарлă лару, çавра сĕтелсем, ĕçлĕ вăйăсем, мастер-классем ирттерчĕç. Çаплах Раççейре шкулти вĕрентӳ системине çĕнетнĕ вăхăтри ыйтусене, шкулти вĕрентӳ системин аталанăвĕн çул-йĕрне сӳтсе яврĕç.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

АЛЕКСЕЕВСКИ районĕ çурт-йĕре юсамалли çулталăк программине пурнăçланă. Тĕпрен юсанă 9 çурта (6-шĕ район центрĕнче, 3-шĕ Большая Поляна ялĕнче) пахалăх сертификатне те панă. Сертификатра юсав ирттернĕ организацин, унăн директорĕпе тĕп инженерĕн хушамачĕпе ятне те палăртнă. Çакă пурăнакансене юсавăн кăлтăкĕсене курсан çийĕнчех строительство организацине пĕлтерме кирлĕ.
Строительсен кунĕ умĕн Алексеевски районĕн хăтлă, çĕнĕ çурта куçнă ветеранĕсем çĕнĕ пӳрт уявне паллă тунă.
ПАВЛĂ районĕнче ача-пăча пултарулăхĕн «Юбилейпе сана, тăван Павлă ен» конкурсĕ уçăлнă. Ӳкерчĕксенче ачасем тăван енне халалласа хула урамĕсене, çут çанталăка, çăл куçсене, нефть кăларакансен ĕçне сăнланă, çемье, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, районта пурăнакан нацисен культури темипе тăмран тĕрлĕ япала ăсталанă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТУТАРСТАНĂН 18 районĕ вырмана вĕçленĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене вĕсем пурĕ 33,5 пин тонна пухса илнĕ, пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 17,7 центнер. Хальхи вăхăтра республикăра пĕтĕмĕшле лаптăкăн 92 процентĕнчи тыр-пула пухса кĕртнĕ. Шел те, кăçалхи тухăç малтан палăртнă 1 миллион тоннăна çитеймест.
* * *
Шăрăха пула республикăри юхан шывсемпе пĕвесенчи шыв температури 28 градуса çитнипе ăшша чăтаймасăр пулăсем вилме тытăннă. Нумай пулмасть Казанка çырминче, Атăл хĕрринчи «Светлая поляна» кану бази тăрăхĕнче пулă виллисене асăрханă.
* * *
Августăн пĕрремĕшĕнче Киров хули çывăхĕнчи Вятка юхан шывĕнче 8 километра сарăлнă нефть тумхи (пятно) хальлĕхе Тутарстаншăн хăрушă мар тесе пĕлтерет ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерстви. Специалистсем Вятка Камăна юхса кĕрекен вырăнти (Мамадышран 17 километрта) шыва тĕрĕслесех тăраççĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8.