Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РЕСПУБЛИКĂРА

ЕЛАБУГА. 2011 çулăн юлашки кунĕсенче РФ Федераци Канашĕнче «Город равных возможностей для детей» конкурс çĕнтерӳçисене чысларĕç. Раççейри хуласен хушшинче иртнĕ конкурса РФ Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерстви çумĕнчи пурнăçра йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ ачасене пулăшакан фондпа Раççейĕн пĕчĕк тата вăтам хулисен ассоциацийĕ йĕркеленĕччĕ. Унăн тĕллевĕ – вырăнти влаçа, учрежденисемпе организацисене инвалид-ачасен тата вĕсене ӳстерекен çемьесен пурнăç условийĕсене лайăхлатас ĕçне вăйлатасси. Тутарстан конкурса питĕ хастар хутшăннă регионсенчен пĕри, унта республикăри 10 хула хăй ĕçне тăратнă. Елабуга 100 пине яхăн çын пурăнакан хуласен хушшинче «Город равных возможностей» номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе кубокпа диплома тата 150 пин тенкĕ укçан премие тивĕçнĕ.
ХУСАНТА Тутарстанри халăхсен Туслăх çурчĕ кăçал май уйăхĕнче çĕнĕ вырăна куçать тесе пĕлтернĕ ТР Халăхсен ассамблейин ертӳçи Ф.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇЫРЧАЛЛИ чăвашĕсене çак кунсенче хула администрацийĕн концерт залĕнче Шупашкар артисчĕсем Валентина Кузнецова, Андрей Кузнецов, Полина Борисова тата «Хурăнташ» ушкăн концертпа савăнтарчĕç. Сăмах май, «Хурăнташ» Çырчаллинче пĕрремĕш хут пулчĕ, вăл пирĕн пата тата килессе шанас килет. Çав кунах хамăрăн ентеше, Çырчалли хулинчи 43№ шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Настя Даниловăна чăваш чĕлхипе литература предмечĕсемпе иртнĕ республика олимпиадинче призер пулнăскере, Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрĕ диплом парса чысларĕ тесе пĕлтерет «Сувар» хаçатăн штатра тăман авторĕ Е.Илюхин.
ПАВЛĂ районĕнчи усăллăсем ял уявне – «Микула» праçникне – халăхпа уявлас йăлана çĕнĕрен чĕртнĕ. Кăçал та декабрĕн 19-мĕшĕнче ялти Культура çуртĕнче ăстасен ĕçĕсен куравне, чăваш апат-çимĕçĕн конкурсне йĕркеленĕ вĕсем.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ХУСАНТА «Бэлэкэч» республика программипе лартнă юлашки икĕ ача садне çак кунсенче хута янă. Вĕсем Ново-Савиновски районĕнчи 220-шер вырăнлă «Соенеч» тата «Росинка» ача сачĕсем. Вĕсене уçмашкăн хула мэрĕ Ильсур Метшин килнĕ. Вăл çак учрежденисене пăхса çаврăннă май спорт, музыка залĕсене, кĕçĕн ушкăнри ачасен пӳлĕмĕсене кĕрсе курнă, ачасемпе калаçнă. Мэр çак программăшăн ТР Президентне Р.Минниханова тав тумаллине каланă. Хаваслă мероприятие пушă алăпа килмен хула ертӳçи, ача сачĕсен ертӳçисене спорт инвентарĕ валли сертификатсем, ачасене çемçе теттесемпе пысăк торт парнеленĕ. «Соенеч» ача садĕнчи ашшĕ-амăшĕсем те парăмра юлман, хула мэрне ТР Президентне тав сăмахĕсем калама тата ачасемпе пĕрле хăйсем ăсталанă картинăпа календаре парнене пама ыйтнă.
* * *
Республикăн тĕп хулинче кăçал пурĕ 48 Çĕнĕ çул чăрăшĕпе хулисем вырнаçтарĕç.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇЫРЧАЛЛИ мэрĕ В.Шайхразиев хулари Комсомольски районĕнче пурăнакансемпе çак кунсенче тĕл пулнă. Унпа куçа куçăн калаçма нумай ачаллă, ачисене пĕччен ӳстерекен аннесем, вăрçă ветеранĕсем тата тăлăх арăмсем килнĕ. Вĕсене пурне те пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ыйту хумхантарнă-мĕн. Хулара тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтермелли май тупнă пулсан, муниципаллă çурт-йĕр лартмалли программа 2012 çулта ĕçлеме тытăнмасть-ха. 6№ больницăн пушаннă çуртне бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем валли общежити тума шутлаççĕ, анчах вăл та 2013 çулсăр пурнăçа кĕмест. Анчах мэр сăмахĕсемпе, нумай ачаллă, ăнăçлă çемьесен реестрне хатĕрлесе вĕсене хваттерпе тивĕçтерес тĕлĕшпе хула программине йышăнма май пуррине пĕлтернĕ.
ТЕЧЧĔ. Çул-йĕр ыйтăвне Урюм ял халăхĕ хăй тĕллĕн татса пама тăрăшнă. Çак ĕçе вĕсем мĕнпур ялĕпе хутшăннă, ял хутлăхĕ укçа пуçтарма сĕнсен кам 300, кам 500 тенкĕ панă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТР Патшалăх ĕç инспекцийĕ тĕрĕсленĕ те республикăра юлашки пилĕк çулта ĕç вырăнĕсенче аманнă 377, вилнĕ 55 тĕслĕхе пытарнине асăрханă. Паллă ĕнтĕ, çак фактсене тĕпчеменнипе граждансем законпа парăнакан укçа-тенке илеймен.
ХУСАНТА питех тăкакланмасăрах 1890 машина вырнаçмалăх 4 парковка йĕркелеме пулать тесе пĕлтернĕ мэрин çул-йĕр çинчи пробкăсемпе кĕрешекен штабĕ. Шăпах унта паркингсем тата хĕллехи вăхăта машина лартмалли вырăнсем йĕркелес ыйтăва сӳтсе явнă. Хулан Вахитов тата Атăлçи районĕсен администрацийĕн пуçлăхĕ А.Лобов каланă тăрăх, хула варринче кăна пушă 30 лаптăк (179 пин тăваткал метр) усăсăр тăрать. Чăн та, çуррин хуçи пур, çапах та лаптăксене çак тĕллевпе усă курма пама вĕсем те хирĕç мар.
* * *
Шкул ачисен кĕркуннехи каникулĕ Хусанта инкекпе асра юлĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

РАÇÇЕЙ Правительствин пуçлăхĕ В.Путин çак кунсенче Чулхулара иртнĕ ларура « Раççейĕн чи хăтлă хули» конкурсăн çĕнтерӳçисене чысланă. Пĕрремĕш степеньлĕ диплома Анат Кама хулин мэрне Айдар Метшина панă. Сăмах май, юлашки вунă çулта Анат Кама хули çак хисепе 3-мĕш хут тивĕçрĕ.
В.Путин каланă тăрăх, РФ Правительстви малашне те муниципаллă йĕркеленӳсене пулăшса пырĕ, конкурсăн фондне те 3 хут ӳстерĕ.
Анат Кама чăнах та «Раççейĕн чи хăтлă хули» ята тивĕçлĕ. Кунта хулана хăтлăх кĕртмелли программăсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсем çĕнĕ çуртсем лартнисĕр пуçне киввисене те тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Çак енĕпе ĕçлекен федераллă программа Раççейре 2012 çулхи декабрь уйăхĕнче вĕçленет пулсан, Тутарстанпа Анат Камăра малалла ĕçлет.
ТУТАРСТАН тата Хусан архиепископĕ пилленипе ноябрĕн 1-мĕшĕнче Хусан епархийĕн алкоголизма тата наркомание хирĕç кĕрешекен уйрăмĕ çумĕнче «Трезвение» уррисен обществи йĕркеленнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТУРИ УСЛОН районĕ хăйĕн 80 çулхи юбилейне халалласа çак кунсенче район спартакиадине ирттерчĕ. 19 ял хутлăхĕн команди (16 çултан аслăраххисем) пĕр-пĕринпе мини-футбол, шахмат, волейбол выляса ăмăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа кун пек ăмăртусем районта темиçе те иртнĕ ĕнтĕ. Район спортсменĕсем шывра ишсе, сĕтел çи теннисĕ выляса, дартс, çăмăл атлетикăра тата баскетбол выляса пĕр-пĕринпе ăмăртнă. Çакăн пек мероприятисем ирттернин тĕп тĕллевĕ – халăха анлăн спорт ăмăртăвĕсене хутшăнтарса сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, спорта аслисемпе çамрăксем хушшинче анлă сарасси.
АПАС районĕ çулланнисене пурне те тимлĕх уйăрма тăрăшать, çав шутра хальхи вăхăтра Пăва, Теччĕ, Кайпăç, Тури Услон районĕсенчи ваттисен çурчĕсенче пурăнакан 14 карчăкпа старике те. Район предствителĕсем ваттисен çурчĕсенчи ентешĕсем патне кучченеçсемпе, парнесемпе кайса Ваттисен кунĕпе ăшшăн саламланă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

УНИВЕРСИАДА паркĕн проекчĕcен Пĕтĕм Раççейри уçă конкурсĕн куçăн мар тапхăрĕ вĕçленнĕ. Финала тăватă ĕç тухнă. Универсиада пуçланас умĕн уçма палăртнă паркăн проекчĕ хулан илемĕпе килĕшсе тăмалла, çут çанталăк комплексне аталантармалла, ачасем валли канмалли вырăн туса памалла. Çĕнтерӳçĕсем пурте тутарстансем – Çырчаллинчи Ф.Ильясовăн «Минутка», Е.Кокаревăн «Чат» тата Хусанти Н.Мингазовпа Ирина Березинăн проекчĕсем чи лайăххисем тесе йышăннă. Конкурса çитес вăхăтра пĕтĕмлетеççĕ.
ВĂРМАН хуçалăхĕн министерствин пуçарăвĕпе октябрĕн 8-мĕшĕнче республикăра Вăрман лартмалли кун иртрĕ. Унăн тĕллевĕ – парксене тирпейлесси, республикăн хулапа ялĕсенче йывăç-тĕм лартасси, тутарстансене вăрман ĕçне явăçтарассиччĕ. Хусанта ку мероприятие тĕрлĕ çĕрте тăрăшакан 2 пин ытла çын хутшăнчĕ, 50 гектар лаптăка 50 пин йывăç тĕмĕ лартнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ХУСАН куç умĕнче улшăнса пырать. 2013 çулхи Универсиадăччен тата нумай объект ӳссе ларĕ. Сăмах та çук, лайăх. Анчах темшĕн хула ертӳçисем Хусанăн экологийĕ çинчен манаççĕ, пĕр шелсĕр парк хыççăн парка пĕтерсе çĕре строительство объекчĕсем валли параççĕ. Хулари йывăç-тĕмсене касса пĕтерни халăха питĕ хумхантарать. Вĕсем çак кунсенче хулара митинг та ирттернĕ. Раççейĕн Социаллă экологи союзĕн Хусанти представителĕ Н.Биктимирова пĕлтернĕ тăрăх, 2006 çулта кăна-ха хулан пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 23 процентне йывăç-курăк йышăннă пулнă (нормăпа вара 55 процентран кая мар), халĕ ку кăтарту тата сахалрах. Мĕншĕн тесен пĕлтĕр чиновниксем симĕс зонăсене спорт тата культура объекчĕсем лартма йышăннă. Çавăнпа хальхи вăхăтра парксемпе скверсене касса пĕтересрен хула çыннисен хӳтĕлеме тивет, анчах кашнинчех халăх сассине чиновниксем илтмеççĕ-мĕн.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

«Сетевая компания» УАОн производствăпа техника уйрăмĕн пуçлăхĕ М.Аскаров пĕлтернĕ тăрăх, çитес кĕрхи-хĕллехи сезонра пралуксем çинчи пăрсемпе çĕнĕ меслетпе – ирĕлтерсе – кĕрешĕç. Çакăн пек тумашкăн вĕсене пĕлтĕрхи опыт хистет. Аса илтеретпĕр, ун чух пăрлă çумăрсем хыççăн электричество пралукĕсем татăлнăччĕ. Кăçал та пĕлтĕрхи пек ан пултăр тесе «Сетевая компания» УАО халех хĕле хатĕрленет. Тĕслĕхрен, электричество линийĕсен çумĕнчи йывăçсене каснă. Сăмах май, çӳлерех асăннă мелпе пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче эксперимент ирттерсе темиçе лини çинче усă курса пăхнă.
ХУСАН мэрĕ Ильсур Метшин ытти хуласенче пурăнакансем 2013 çулхи Хусанти тĕп мероприятипе мĕнле кăсăкланнине курнă хыççăн Универсиада сувенирĕсене халех сутма тытăнмалли çинчен каланă. Ун сăмахĕсемпе, Раççей хулисенче Универсиада ялавне кĕтме халăх йышлăн тухать, мероприятин ăмăртăвĕсене билет мĕнле туянмалли, хăна çурчĕсенче вырăн мĕнле йышăнса хумалли çинчен халех ыйтаççĕ иккен.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Çуралсан ачисене пăрахса хăварас шухăшлă йывăр çын хĕрарăмсене пулăшма республикăра 2012 çулччен 5 центр (Хусан, Çырчалли, Анат Кама, Элмет хулисенче) уçма планлаççĕ. Вĕсенче хĕрарăма ачине пăрахма мĕн хистенин сăлтавĕсене тĕпчĕç, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ çемьесене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшĕç.
* * *
Тутарстанра сысна тата хир сыснин ашĕ çыннăн сывлăхĕшĕн хăрушă пулма пултарать тесе пĕлтерет Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийĕ. Çак чĕр чунсен ашĕ трихинеллезлă пулас хăрушлăх пысăк-мĕн. Ку чирпе сыснасем, хир сыснисем, йытă-кушак, Çурçĕрти чĕрчунсем тата çынсем чирлеççĕ. Этеме вăл ашран ерет. Трихинеллез личинкисем тата хурчĕсем çынна аллергипе чирлетеççĕ. Çавăнпа выльăх-чĕрлĕх продукцине тĕрĕслев витĕр иртнĕ ятарлă пасарсемпе лавккасенче кăна туянма сĕнеççĕ.
САБА районĕнчи хуçалăхсенче тин çеç лартакан çĕнĕ фермăсенче малашне ĕнесене роботсем сăвĕç.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ХУСАНТА çак кунсенче Атăлçи федераллă округĕнчи студентсен отрячĕсен слечĕ иртнĕ. Регионсенчи штабсен ертӳçисем студентсен отрячĕсен ĕçне Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенче мĕнле йĕркеленин ĕçне пĕтĕмлетнĕ, Тутарстанра студентсен отрячĕсем 2013 çулхи Универсиадăна хатĕрленнĕ çĕре мĕнле хутшăннине (стадион строительствинче 7 регионти студотрядсем ĕçлеççĕ), Чăваш Енри студентсен педагогика отрячĕсен экспериментлă площадки пирки калаçнă. Атăлçи федераллă округĕнче студентсен отрячĕсен штабĕсен 2012-2014 çулсенчи аталанăвĕн программине сӳтсе явнă хыççăн Универсиадăн тĕп объектĕнче – 45 пин çын вырнаçмалли стадионра – пулса курнă. Сăмах май, унăн строительствине хутшăнакан студ- отрядсенчен чи лайăххи тесе Чăваш Енри «Проспект 15» строительство отрядне палăртнă.
* * *
«Булгария» теплоход путнăранпа ĕнер 40 кун çитрĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Муниципаллă йĕркеленӳсенчи хула тата ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсен çумĕсене малашне преми тӳлемеççĕ. Мĕншĕн тесен ТР Министрсен Кабинетне ТР Правительствин резерв фондĕнчен 58,3 миллион тенкĕ укçана çак тĕллевпе усă курма Раççей Аслă сучĕ чарнă. Федераллă законодательствăпа килĕшӳллĕн, суйласа лартнă çак должноçри çынсене вырăнти бюджетран тӳлемелле-мĕн.
АНАТ КАМА хули йĕркеленнĕренпе кăçал 45 çул çитет. Юбилее августăн 30-мĕшĕнче анлăн паллă тума планлаççĕ. Уяв ирхине хулари предприятисемпе учрежденисен ĕçченĕсем Строительсен проспекчĕ тăрăх утнипе пуçланать. Унтан Кама çĕрĕ çине килнĕ пĕрремĕш комсомолецсем лартнă çурта тĕпрен юсанă хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçĕç. Лемаев скверĕнче спорт мероприятийĕсем, вăйăсем, концертсем иртĕç. Ун хыççăн тĕп концерт Майдана куçать, кунта Раççей çăлтăрĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартĕç.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

«Татфондбанк» АИКБ йăлана кĕнĕ «Ялти чи пултаруллă 100 ача» социаллă акцие тăваттăмĕш хут ирттерет. Пултаруллă ачасенчен çак кунсенче заявкăсем йышăнма пуçларĕç. Акци ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç, ТР Вĕрентӳпе наука министерствисем, халăхсем хушшинчи MasterGard тӳлев системи пулăшнипе иртет. Унăн тĕллевĕ – ялта пурăнакан пултаруллă ачасемпе вĕсен вĕрентекенĕсене хавхалантарасси. Акци пĕрремĕш хут 2009 çулта иртнĕччĕ, ăна «Татфондбанкăн» 15 çулхи юбилейне халалланăччĕ. Унта 7-11 классенче вĕренекен ачасем хутшăнма пултараççĕ. Суйласа илнĕ пултаруллă 100 ачана «Татфондбанк» пĕр çулталăк уйăхне 1000-шер тенкĕ стипенди тӳлесе тăрать. Заявкăсене 2011 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
ЗАИНСК районĕнче тăваттăмĕш çул ĕнтĕ хуçалăхсене вырмара шкул ачисем пулăшаççĕ. Чи пысăк бригада Шипки ялĕнче йĕркеленнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе паянхи кун тĕлне республика реестрне 15896 ветерана кĕртнĕ, вĕсенчен 13644-шне федераллă субсиди килни çинчен пĕлтернĕ, 13462 ветеранпа килĕшӳ туса вĕсем валли укçа куçарнă, 13014-шне хваттерпе тивĕçтернĕ. 851 ветеранăн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма июнь уйăхĕнче федераци бюджетĕнчен тата 803 миллион тенкĕ куçнă. Хальхи вăхăтра ветерансем валли пурĕ 115 çурт лартаççĕ. Вĕсене пурне те çулталăк вĕçлениччен туса пĕтерсе ветерансене хваттер уççисене памалла.
* * *
«Тутарстанăн арçыннисемпе хĕрарăмĕсем 2010 çулта» официаллă статистика сборникне хатĕрленĕ. Унта республикăри арçынсемпе хĕрарăмсен шучĕ, миграцийĕ, вĕсен сывлăхĕн медицинăпа демографи аспекчĕсене, вĕсен пĕлӳ шайне, çемье çавăрнипе çавăрманнине, уйрăлнине, ăçта, мĕнле условисенче ĕçленине, ĕçсĕр ларнине тата правăна пăснин статистикине кĕртнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Кăçал çу уйăхĕсенче Тутарстан çул çитмен 40 пин ачана вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме планлать. Çак тĕллевпе федерацин тата регион бюджечĕсенчен 25 миллион тенкĕ укçа куçарнă. Июнь уйăхĕнче çул çитмен 15 пин ачана ĕçе вырнаçтарнă. Уйрăмах социаллă пулăшу кирлĕ çул çитмен ачасене (тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕ пур çинчех тăлăх ӳсекенсене, инвалид ачасене, ĕçсĕр граждансен ачисене, нумай ачаллă, ăнăçсăр çемьесенчи ачасене, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисенче учетра тăракансене) ĕçпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
ЭЛМЕТ сăваплă ĕç пурнăçланă. Кунта июлĕн 11-17-мĕшĕсенче «Астăвăм эрни» иртнĕ. Шучĕпе мероприяти кăçал пиллĕкмĕш. 9 масар çинчи çӳп-çапа пуçтарнă, ытлашши йывăç-тĕмсене касса тирпейленĕ. Çак ĕçе 35 предприятин 804 ĕçченĕ хутшăнса пурĕ 52 машина çӳп-çап кăларнă.
Элмет хулин Ĕçтăвкомĕн ертӳçи Н.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

Шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕсен строительстви, тĕпрен юсамалли программи республикăра хальлĕхе пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пырать. Аса илтеретпĕр, ку программăпа килĕшӳллĕн, 2011 çулта Тутарстанăн чи пĕчĕк гражданĕсем валли 11 пин те 295 вырăн хатĕрлемелле. Çак вăхăтра 29 çĕнĕ ача сачĕ тумалла,108 объекта тĕпрен юсамалла, уйрăм 6 çурта кăшт улăштарса шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕ уçмалла. Ку программăна Çырчалли, Мамадыш, Элкел, Тури Услонпа Нурлат районĕсем пурнăçлама ĕлкĕрнĕ те.
ХУСАН. Йӳн япала йӳнеçтерет, çук çын укçине пĕтерет текен каларăша темшĕн тепĕр чух манатпăр. Хусан хулин варринче вырнаçнă пĕр лавкка шăпах çакăн пек мелпе пуйнă та. Халăх уйрăмах «Ферреро роше» шоколада туяннă иккен. Сăлтавне те ăнланмалла: Хусанти пысăк лавккасенче унăн хакĕ 500 тенкĕ тăрать пулсан, ăна кунта 150 тенкĕпех туянма май пулнă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ХУСАН хулинчи Вăтам Кабан кӳллине кĕçех темиçе ĕмĕр пуçтарăннă туйăнран тасатма тытăнĕç. Çапла йышăннă çак кунсенче ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерствинче иртнĕ ведомствăсен хушшинчи ларура. Хулара промышленность объекчĕсем нумай пулнипе кунти шывăн пахалăхĕ питĕ япăх-мĕн. 2013 çулта Универсиада иртнипе вара унăн пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра пулмалла-мĕн, урăхла каласан, Шыв çинчи спорт енĕпе халăхсен хушшинчи федерацийĕн требованине тивĕçтермелле. Хулари кӳлĕсене «сыватас» опыт Хусанăн çук мар, 80-мĕш çулсенче Анат Кабана тасатнă.
* * *
Хусанти зоопаркра май уйăхĕн 11-мĕшĕнче йыш хушăннă. 10 çулти тигр ами Ромашка 5 çура çăвăрланă. Çапла вăл хăй ĕмĕрĕнче 7-мĕш çул анне пулнă. Çак вăхăтра читлĕхре тигр амин пурĕ 29 çура çут тĕнчене килнĕ. Кун пекки СНГ çĕршывĕсенче хальлĕхе çук-ха.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇĔПРЕЛ. Социаллă ĕçченсен кунĕ умĕн районти ачасемпе çул çитменнисен «Ăшă çурт» приютĕнче воспитательсен хушшинче «Супервоспитатель» ăсталăх конкурсĕ иртнĕ. «Чи лайăххи» ята çĕнсе илмешкĕн ултă воспитатель кĕрешнĕ. Малти вырăнсене Е.Макарова, М.Ижегерова тухнă. «Супервоспитатель» ята А.Семеновăна панă. Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.
ТЕЧЧĔ. Пенсионерсен республикăри «Третий возраст» I спартакиадине хутшăннисене Теччĕ районĕн Ĕçтăвкомĕн Пысăк залĕнче чысланă. Ĕçтăвком ертӳçи А.Семенычев спортсменсене çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунса Хисеп хучĕсемпе асăнмалăх парнесем панă.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ меллĕ транспорт – велосипед – кунран кун модăна кĕрсе пырать. «Велосипед хули» программа пуçлансанах хула мэрĕ Василь Шайхразиев хăй те ĕçе велосипедпа килнĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЭЛКЕЛ. Чăвашсен çурхи уявĕсенчен чи хитре праçнике – Уява – район чăвашĕсем кăçал май уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тури Çĕньялта пуçлаççĕ.
***
ТР Суту-илӳпе промышленность министерстви апат-çимĕç предприятийĕсен хушшинче май уйăхĕн 16-27-мĕшĕсенче республикăри халăхсен апат-çимĕç кунĕсене ирттерет. Унăн тĕллевĕ – Тутарстанри халăхсен культурин хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварасси тата туслăха çирĕплетесси.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ Халăхсен хушшинчи çемье кунне халалласа «Картиш вăййисем» акци ирттернĕ. Çапла майпа мероприятие йĕркелекенсем (социаллă хӳтлĕх управленийĕн, çемьепе ачасене пулăшу паракан социаллă центрăн, хулари Комсомольски районĕн администрацийĕн представителĕсем, студентсем тата ыттисем те) ачасемпе çамрăксен хушшинче картиш вăййисене çĕнĕрен чĕртме шутлаççĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8.