Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

республикăра

АГРЫЗ. ТР Премьер-министрĕ И.Халиков çак кунсенче районта пулса ветерансем валли тăвакан çурт строительствипе паллашнă. Асăнса хăварар, вăрçă ветеранĕсене çĕнĕ хваттерсен уççисене 2013 çулхи январь уйăхĕнче пама палăртнă. Премьер çаплах ипотекăпа тата авариллĕ çуртсенче пурăнакансене куçармалли çуртсен строительствинче пулса проблемăсене сӳтсе явнă. Паллах, ертӳçĕ тимлĕхĕсĕр тин çеç йĕркеленекен «Орешник» кану зонин территорийĕ те, «АК Барс- Агрыз» агрофирмăн мегафермин (2,6 пин пуç выльăх валли) строительстви те юлман.
Иккĕмĕшĕн пĕрремĕш корпусĕ хатĕр ĕнтĕ, унта Австралирен кӳнĕ ăратлă 1200 пушмак пăрăва вырнаçтарнă. Мегафермăн иккĕмĕш корпусне кăçалах декабрь уйăхĕн вĕçĕнче уçма палăртнă.
 
АНАТ КАМĂН управляющи компанийĕсем хула çыннисене III кварталти ĕçсемпе паллаштарнă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ХУСАН. Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи театрĕнче Анне кунне халалланă «Букет для мамы» республика акцийĕ иртнĕ. Уява республикăри мĕнпур районпа хуларан нумай ачаллă пурĕ 519 аннене, вĕсенчен 300 яхăнĕ тĕрлĕ сферăра ТР тата РФ тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятсене тивĕçнисене чĕннĕ. ТР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Р.Ратникова Тутарстанра çемье политики вăйланнине, çавна кура 2011 çулта республикăра 51 пин ытла ача çуралнине, кăçал та ача çураласлăх пысăккине палăртнă. Анне кунĕпе саламланă хыççăн Р.Ратникова 10 аннене «Амăш мухтавĕ» – «Материнская слава» медальпе наградăланă. Паянхи кун тĕлне çак наградăна Тутарстанра нумай ачаллă пин ытла çемье тивĕçнĕ.
 
Аксу районĕнчи Саврăшпуç ял хутлăхĕн председателĕн ĕçĕсене 2012 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнчен Светлана Михайловна Семенова туса пырать.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АКСУ. «ВАМИН-Аксу» тулли мар яваплăхлă общество кăçалхи йĕпе çанталăка пула кукурузăран малтан палăртнă чухлех тухăç илеймен пулин те гектартан 50-60 центнер кукуруза вăррине пухса кĕртнĕ. Ку вара выльăх валли хушма çăнăх. Хуçалăхра выльăх шучĕ ӳснине кура апатăн кашни килограмĕ шутра кунта. Çитменнине кукуруза çăнăхĕ сыснасемшĕн çав тери усăллă та.
 
АЛЕКСЕЕВСКИ поселокĕнче (Алексеевски районĕ) Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн Собор тӳремĕнче пысăк ярмăркка иртнĕ. Районти ял хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен продукцийĕпе суту-илӳ тунă унта. Алексеевски халăхĕ ытларах тулă, аш-какай, купăстапа çĕр улми туяннă-мĕн. Аграри колледжĕ, тĕслĕхрен, килограмне 7 тенкĕпе 4 тонна тырă, И.Гумеров предприниматель 4 тонна пахча çимĕç сутма ĕлкĕрнĕ. Кунсăр пуçне ярмăрккăра ытти пахча çимĕçпе аш-какай кăна мар, пăру, сысна çури, хурсем, пыл, милĕксем те туянма май пулнă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ТУРИ УСЛОН. «Çĕнтерӳ паркĕн строительстви» проектпа (грант сумми 4 миллион тенкĕ) тунă, территорине хăтлăх кĕртнĕ Çĕнтерӳ паркне çак кунсенче Тури Услонра уçнă. «Единая Россия» парти пуçарнипе, ТР Экономикăпа промышленность министерстви пулăшнипе йĕркеленĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсне районсенчен пурĕ 134 проект тăратнă пулнă. Çĕнтерӳ паркне универсаллă вырăн пек йĕркеленĕ-мĕн, вăл тĕрлĕ ӳсемри çыншăн интереслĕ. Ваттисем валли çумра ветерансен çурчĕ вырнаçнă, çамрăккисем валли юнашар «Биктау» спорт комплексĕ лартнă, халĕ Пăр керменĕн строительстви пырать. Паркăн тылра ĕçленисене, хĕрӳ точкăсенче хĕсметре тăнисене халалланă пайне кăна уçнă-ха. Çитес вăхăтра паттăрсен бюсчĕсене те вырнаçтарĕç, çаплах ташă площадки, фонтансем, хăна çурчĕсемпе ресторансем чи пĕчĕккисем валли халап хули те лартма шутлаççĕ.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АНАТ КАМĂРА Турă Амăшĕн Пукрав храмĕ тата ята палăртмасăр пулăшакансем тăрăшнипе сахал тупăшлă çемьесене пулăшу паракан «Телейлĕ çурт» фонд йĕркеленнĕ. Вăл Химиксен проспектĕнчи 27-мĕш çуртра вырнаçнă. Кунта сахал тупăшлă кирек мĕнле çын та килме пултарать. Хальлĕхе унта таса тумтир çителĕклех, ăна пĕр пысăк ыр кăмăллăх фондĕнчен илсе килнĕ. Çакăн пек çынсене пулăшас кăмăллисем таса, çĕтĕк мар тумтирсене хăйсем те кӳрсе пама пултараççĕ. Çитес вăхăтра йĕркелӳçĕсем тăрăшнипе кунта апат-çимĕç те пулĕ. Кунсăр пуçне тӳлевсĕр психологи тата юридици пулăшăвĕ те парĕç.
 
* * *
Юлашки çулсенче Анат Кама хăйĕн чиккине самай пысăклатрĕ, çĕнĕ микрорайонсем ӳссе ларчĕç. Çапах та хулан тĕп архитекторĕ Фирдавис Хасанов пĕлтернĕ тăрăх, хулан территорийĕ малашне ӳсме чарăнать.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АНАТ КАМĂРА та çывăх вăхăтра Туслăх çурчĕ пулать тесе пĕлтерет хула Ĕçтăвкомĕн пресс-служби. Хальхи вăхăтра унта укçа-тенкĕ тупас ыйтăва сӳтсе яваççĕ. Пулас çуртăн вырăнĕ ăçта пуласси вара паллă та ĕнтĕ. Сăмах май, Анат Камăра 2012 çула Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Анат Кама чăнах та нумай нациллĕ хула, унта 50 наци çынни пурăнать, 9 нацин обществăлла организацийĕ ăнăçлă ĕçлет. Кунти ачасен тăван чĕлхене, унăн йăли-йĕркипе историне вĕренмелли майсем те пур.
 
ПАВЛĂ хулин делегацийĕ çак кунсенче Турцири Кютахья хулине кайнă. Вĕсем унта декораципе прикладной искусствăн 38-мĕш ярмăрккине хутшăнаççĕ. Турци ярмăрккăна тĕнчери туслашнă хуласене, çав шутра Павлăна та, чĕннĕ иккен. Тутарстансем Кютахья хулин мэрĕпе тĕл пулса пĕр-пĕрне парне панă. Павлăсем «Кояшкай» искусствăсен шкулĕн мастерскойĕнче тăмран ăсталанă сувенирсене илсе кайнисĕр пуçне тăван тăрăхри таварсен презентацине те хатĕрленĕ.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АРСК, Кайпăç, Саба вăрман хуçалăхĕсенче тата «Алабуга» ОЭЗра, вăрман тирпейлекен çĕнĕ заводăн строительстви пынă çĕрте кĕçех «Раççей вăрманĕсем-2030» видеофильм ӳкерме пуçлĕç. Çак проекта Раççей, Итали кинематографĕсен ятарлă ушкăнĕ пурнăçлĕ. Çаплах вĕсем ТР вăрман хуçалăхĕн министрĕнчен Н.Магдеевран, район администраци пуçлăхĕсемпе вăрман хуçалăхĕсен ертӳçисенчен те интервью илĕç. Тутарстансăр пуçне Мускав облаçĕсенчи вăрмансене те ӳкерĕç вĕсем. «Раççей вăрманĕсем – 2030» фильма вара октябрь уйăхĕнче Римра иртекен ООНăн ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç комитечĕн ларăвĕнче кăтартĕç.
 
АНАТ КАМĂРА ÇКХ услугисене тӳлеменнисене кăшт та пулсан намăслантарас шутпа сентябрь уйăхĕнче Мир проспектĕнче «намăс аллейине» уçма палăртнă. Çапла тумашкăн хальхи вăхăтра анаткамăсен 180 миллион тенкĕ парăм пурри хистенĕ-мĕн.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ТУТАРСТАНРА муниципалитетсен пурлăх базине çирĕплетес тĕллевпе республикăра сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Юлашки икĕ çулта кăна, тĕслĕхрен, вĕсене 400 автомобиль панă. Кăçал Республика кунĕнче тата 100 машина парнелĕç. Паллах, претендентсене конкурс ирттерсе суйлама тивĕ. Сăмах май, муниципалитетсен пурлăх базине кăна мар, ĕçченсен ĕç укçисене те ӳстереççĕ. Ертӳçĕсемпе секретарьсен ĕç укçине пĕлтĕр ӳстернĕ пулсан, кăçал черет ял хутлăхĕсен шут-хисеп ĕçченĕсене çитĕ.
 
ÇЫРЧАЛЛИ хулинчи 9№ шкулта вĕреннĕ, 9 çулти ачана хăтарса вилнĕ 12 çулти Данил Садыкова Паттăрлăх орденĕпе чысласси пирки РФ Президенчĕ В.Путин çак кунсенче Указа алă пуснă. Аса илтеретпĕр, инкек кăçал май уйăхĕн 5-мĕшĕнче Çырчалли хулинче пулнă. Энтузиастсен бульварĕнчи шыв тултарнă фонтана 9 çулти Андрей Чурбанов ӳкнине курнă Данил пулăшăва килсен, иккĕшне те ток çапнă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ХУСАНТА çак кунсенче Универсиадăн лицензиллĕ пĕрремĕш лавкки уçăлнă. Островски урамĕнче вырнаçнă вăл. Универсиадăн ĕç тăвакан дирекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çакăн пек лавкка пурри кирлĕ мар тăкаксенчен хăтарать. Урăхла каласан, хăш сувенира, тавара халăх ытларах кăмăлланине пăхса çавна нумайрах кăларĕç. Тата вăл 2013 çулта иртекен Универсиадăн брендне анлăн сарма та пулăшать. Тепĕр çулччен Хусанта çакăн пек 10 ытла лавкка уçăлмалла. Универсиада символикиллĕ таварсене спорт комплексĕсенче тата интернет-лавккасенч е те сутĕç. Сăмах май, интернет-лавккасем ĕçлеме тытăннă та ĕнтĕ. Лицензиллĕ лавкка пĕрремĕш кунхинех 60 пин тенкĕлĕх тавар сутма ĕлкĕрнĕ. Хаксем Универсиада вăхăтĕнче те паянхи пекех пулĕç.
 
СПАС. Турци çĕршывĕн культура министрĕ Эртугрул Гюнай нумай пулмасть Хусанта иртнĕ хуласен Еврази форумĕнче тата туризм енĕпе Раççейпе Турци конференцине килсен ТР Президенчĕпе Р.

Текста малалла вулăр...

республикăра

Çанталăка пула кăçал Тутарстанра та тырçи яланхинчен 7-10 кун маларах пуçланать. Специалистсем ĕнентернĕ тăрăх, кĕрхи тырăсем июлĕн 10-15-мĕшĕсене ĕлкĕреççĕ, çурхисем – июлĕн 25-мĕшĕ хыççăн.
ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин шучĕпе, çĕр ĕçченĕсен йывăрлăх пулмалла мар, хуçалăхсем малтан кĕрхи тырра пухма тухĕç. Çавах та хăш-пĕр хуçалăхсенче техникăна йăлтах хатĕрлесе ĕлкĕреймен-мĕн. Июлĕн 6-9-мĕшĕсенче Актаныш районĕнче иртекен семинар-канашлура шăпах тырçи кампанийĕн хăйне евĕрлĕхне сӳтсе явĕç.
 
ЧИСТАЙ. Шыв айĕнчи археологин вырăнти отрячĕ пĕлтĕр «Святыни Татарстана» проекта пурнăçа кĕртсе тĕпчев ирттернĕ май Куйбышев водохранилищине тунă чух шыв айне юлнă çветтуй вырăнсене палăртнă. Çурма ишĕлчĕк чиркӳсемпе мечĕтсем патне малашне асăну паллисем вырнаçтарма тытăнĕç.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ХУСАНТА май уйăхĕн 2-мĕшĕнче «ТР пултаруллă çамрăкĕсен академийĕ» обществăлла организаципе Тутарстан çамрăкĕсен лиги «Эпир пĕр çĕршыв – эпир пĕр халăх» халăхсен хушшинчи çамрăксем урама тухса пĕрле утассине (шествие) йĕркеленĕ. Мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – нацисен туслăхне тата толерантлăха çамрăксем хушшинче пропагандăласси. Сăмах май, Тутарстанра хальхи вăхăтра 115 тĕрлĕ халăх пурăнать. Аслă шкулсенче, колледж-техникумсен че вĕренекен студентсем, Ют çĕршыв студенчĕсемпе аспиранчĕсен Тутарстанри ассоциацийĕн, республикăри çамрăксен обществăлла организацийĕсен, патшалăх структуринчи представительсем, «Çамрăксен çуркунни – 2012» республика фестивальне хутшăнакансем – пурĕ 1,5 пин çамрăк мероприятире пулнă.
ПĔКĔЛМЕРЕ «Ялкын» социаллă приютра (тĕпрен илсен унта тӳрĕ çултан пăрăннă, пурнăçăн йывăр лару-тăрăвне лекнĕ ачасем пурăнаççĕ) май уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Манăн пурнăç хамăн алăра» акци пуçланнă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ÇЫРЧАЛЛИ. «Челны хлеб» ХАО хулан территорийĕнче «Закамский регион» агропромышленность паркĕн строительствине пуçласси пирки пĕлтернĕ предпринимательствă на пулăшакан тата аталантаракан уйрăмăн ертӳçи Р.Беляев тунтикун. Çавăн пек парк пулни региона инвестици илĕртме, ял хуçалăх продукцин хакне палăртма тата çĕнĕ ял хуçалăх технологийĕсемпе усă курма пулăшать. Кунсăр пуçне çĕнĕ парк хулари 1000 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет.
НУРЛАТ районĕнчи 20 пин гектара кĕрхи культурăсене акса хăварнă. Çак кунсенче хирсене пăхса тухнă хыççăн 14888 гектар çинчи калчасем çеç хĕле лайăх ирттернине, 4480 гектартисем чĕрĕлес шанăç пуррине, 846 гектар лаптăка вара çуркунне çĕнĕрен акмаллине палăртнă.
ЕЛАБУГА çамрăкĕсен «Кĕмĕл кашкăрсем» хоккей команди Бостонра иртнĕ халăхсен хушшинчи турниртан иккĕмĕш вырăн çĕнсе таврăннă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

КАЙПĂÇ районĕн администраци пуçлăхĕнче 1998 çултанпа тăрăшнă Завдат Гаффаров хăй ирĕкĕпе ку ĕçрен кайнипе муниципалитетăн çĕнĕ пуçлăхне çирĕплетнĕ. Малашне Кайпăç районне кунти «Кубня» агрофирма» тулли мар яваплăхлă обществăн ертӳçи пулнă Альберт Рахматуллин ертсе пырĕ.
МАМАДЫШРИ 87№ профессилле колледжăн вĕрентекенĕсем «Образовательный потенциал России» Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче «Методические разработки» тата «Интеллектуально-тво рческий конкурс» номинацисенче лауреат пулнă.
ТУКАЙ районĕнче çак кунсенче çамрăк фермерсем валли вĕрентӳ йĕркеленĕ. Шкул ачисем стажировкăна районти малта пыракан фермер хуçалăхĕнче иртнĕ. М.Минниханов фермер элитлă çĕр улми вăрлăхне ятарлă установкăпа искусствăлла майпа шыв сапса ӳстерет. Вăл хăйĕн вăрттăнлăхĕсемпе, ăсталăхĕпе ачасене паллаштарнă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ТЕЧЧĔПЕ Элмет районĕсем уяв хыççăнхи эрнене пысăк улшăнупа пуçларĕç. ТР Президенчĕн Р.Миннихановăн ятĕнчен тунтикун ТР Премьер-министрĕ И.Халиков Теччĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма Валерий Чершинцевăн, ытларикун ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин Элмет район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма Мазит Салиховăн кандидатурисене тăратнă хыççăн район канашĕсен депутачĕсем пĕр саслăн вĕсене пуçлăха суйларĕç.
ЕЛАБУГĂРИ «Çĕнĕ çурт» социаллă приют «Пукане парнеле» акци пуçланнине пĕлтернĕ. Кунта пысăках мар пукане музейне йĕркеленĕ иккен вĕсем, хальхи вăхăтра унта 100 ытларах экспонат упранать. Елабуга çыннисем парнеленĕ пуканесем валли ачасем «Ал ăсти» мастерскойĕнче хăйсем шутласа тупнă тĕрлĕ тумтир çĕлеççĕ, тумсене вĕт шăрçасемпе илемлетеççĕ. Коллекцири экспонатсем республикăри конкурссенче пĕрре мар çĕнтернĕ.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ХУСАН. Мускаври «Ералаш» ача-пăча юмор кăларăмĕн Хусанти «Поколение.ru» варианчĕн иккĕмĕш сезонĕн премьери иртнĕ. Проектăн ĕç тăвакан директорĕ Е.Вальцефер пĕлтернĕ тăрăх, пурĕ 96 сюжет ӳкернĕ. Вĕсене премьера хыççăн Тутарстанăн икĕ телеканалĕпе кăтартма тытăнаççĕ. Пĕтĕмпе сюжетсенче 91 çын ӳкерĕннĕ. Çак ачасем кастинг иртнĕ çеç мар, актер ăсталăхне, камера умĕнче хăйсене мĕнле тыткаламаллине педагогсемпе вĕреннĕ. Пĕчĕк артистсемсĕр пуçне сюжетсенче Хусан телеканалĕсенчи кăларăмсен ертӳçисем те хутшăннă.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ юр нумай çунипе мартăн 3-мĕшĕнче хулана юртан тасатас тĕллевпе субботник ирттернĕ. Унта 968 организацирен пурĕ 12 пин çын хутшăннă. Хулан тĕп урамĕсемпе проспекчĕсене коммуналлă служба техникисем маларах тасатнă пулнă ĕнтĕ, субботникра вара çынсем тротуарсене, подъезд, лавкка, сывлăх сыхлав учрежденийĕсен умĕсенче, транспорт чарăнăвĕсенче юр хырнă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АНАТ КАМĂРИ «Татнефть» УАОра ĕçлекен 200 çемьене çак кунсенче çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Анат Кама район Канашĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, хваттерсене ытларах çамрăк çемьесене панă. Çапла майпа юлашки çулсенче кăна кунта 800 çемье хваттерлĕ пулнă, пĕр уйăхран тепĕр 150 çемье валли çĕнĕ çурт туса пĕтереççĕ. Предприяти хăйĕн ĕçченĕсене социаллă ипотекăпа хваттер туянмашкăн пуçламăш взнос тӳлеме те пулăшать.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ иккĕмĕш çул «Сухая попка» ыр кăмăллăх акцийĕ иртрĕ. Кăçал вăл январĕн 11-мĕшĕнче пуçланса хулари «Малютка» ача çуртĕнчи тата инфекци больницин ача-пăча уйрăмĕнчи ашшĕ-амăшĕ пăхман ачасем валли пулчĕ. Акцие шкулта вĕренекенсенчен пуçласа пенсионерсем таранах хутшăннă. Январь-февраль уйăхĕнче кăна вĕсем пулăшнипе 3 пин штук ытла подгузник, 544 штук гигиена хатĕрĕсем (шампунь, шăл тасатмалли паста, ача-пăча кремĕ, супăнĕ, присыпка) тата чи пĕчĕккисем валли 152 тум туяннă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АНАТ КАМĂРА пурăнакан тĕрлĕ наципе культура представителĕсен черетлĕ тĕлпулăвĕ иртнĕ. Унта ТР Премьер-министрĕн çумĕ З.Валеева та хутшăннă. Тĕлпулура 2012 çулта нацисен коммерцилле мар организацийĕсене 50 пин тенкĕ грант парасси пирки сӳтсе явнă. Конкурса наци обществисем ятарлă проектпа хутшăнмалла. Анат Кама мэрĕ Айрат Метшин çитес вăхăтра хулара халăхсен Туслăх çуртне лартас ыйтăва пăхса тухма та шантарнă. Наци пĕрлешĕвĕсем валли çакăн пек çуртсем кирлех, çавăнпа наци представителĕсем мэрпа март уйăхĕнче тепĕр хут тĕл пулса туслăх çуртне ăçта лартмалли вырăна палăртĕç.
ЕЛАБУГĂРА хăйне евĕрлĕ акци пуçланасса пĕлтернĕ. Хулара миçе çын пурăнать, çавăн чухлĕ йывăç (70 пин ытла) лартма хатĕрленеççĕ иккен кăçал. Вăрманçăсем кирлĕ чухлĕ хунавсемпе тивĕçтерме шантарнă та ĕнтĕ. Хулара йывăç-тĕмсем сахаллипе кăмăлсăрланса елабугăсем хула пуçлăхĕн интернет-приемнăйне çырса янă-мĕн.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ЕЛАБУГА çыннисем çитес вăхăтра тухтăр патне Интернет урлă кăна çырăнма пултараççĕ тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Компьютерсемпе ытти техника хатĕрĕсене республикăн Сывлăх сыхлав министерстви хула валли уйăрнă та ĕнтĕ. Поликлиникăна, тĕслĕхрен, 80 компьютер параççĕ. Вĕсене кашни тухтăр пӳлĕмне вырнаçтарĕç. Пациентăн даннăйĕсене компьютера кĕртсен малашне тухтăр патне вăл паспорт тата медицина полисĕпе кăна килĕ. Медицина ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, çакă тухтăрсен ĕçне çăмăллатать, урăхла каласан, малашне амбулатори карточкине алă вĕççĕн тултарса вăхăт ирттермĕç.
МАМАДЫШРА «Интернет-долголетие » программăпа килĕшӳллĕн, районти пенсионерсене компьютерпа, Интернетпа усă курма вĕрентĕç. Çак программа Тутарстанра 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçланă. Пĕтĕмпе 3 çула тăсăлĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ТР Вĕрентӳпе наука министерстви кăçал вĕрентӳ учрежденийĕсенче юсав ирттернисĕр пуçне санитарипе гигиена çине те тимлĕх уйăрĕ. А.Гильмутдинов министр каланă тăрăх, федераллă программăпа килĕшӳллĕн, шкулсенчи столовăйсене çĕнетме 25, медицина кабинечĕсене лайăхлатма 20 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра республикăри 1273 шкул ачисен сывлăхне вырăнсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ, 612 шкулăн хăйĕн медицина кабинечĕ пур, вĕсенчен 282-шĕ кăна мĕнпур стандарта тивĕçтереççĕ.
ПĔКĔЛМЕ районĕнчи Наратлă ял хутлăхĕнче çамрăксен хĕллехи спартакиадине ирттересси ырă йăлана кĕрсе пырать тесе пĕлтерет Наратлă ял хутлăхĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçи Сергей Дмитриев. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче ялта спортăн 10 тĕсĕпе ăмăртусем иртнĕ, унта пурĕ 60 çын хутшăннă. Январĕн 6-мĕшĕнче Пĕкĕлмере районти ял командисен хушшинче иртнĕ волейбол ăмăртăвĕнчен те наратлăсем çĕнтерӳпе таврăннă, вĕсем унта I вырăн йышăннă.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКĂРА

ЭЛМЕТ. «Татнефть» УАО 2012 çулта Элмет хулинче кӳлĕсен ярăмне хатĕрлеме планлать. Çак проект çине пурĕ 45,8 миллион тенкĕ тăкаклĕç. Проектпа килĕшӳллĕн, Бигашка çырмине Бигаш урамĕ таран хăтлăх кĕртĕç. Çак тăрăхри шурлăхлă вырăнсене типĕтĕç, çывăхри территорие тирпейлесе велосипедпа çӳремелли – 900 метр, çӳран çӳремелли 560 метр çул сарĕç. Кунсăр пуçне Бигаш урамĕ урлă каçмалли тăвĕç. Бигаш урамĕнчен тытăнса хула тӳремĕ таран çуран çӳремелли зона тумашкăн тата 5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çапла вара хулари кӳлĕрен пуçласа водохранилище таран пурĕ 7 километр кану вырăнĕ пулĕ. Кунсăр пуçне кӳлĕсен кашни ярăмне видеосăнав системи (2,9 миллион тенкĕ) те вырнаçтараççĕ.
АЛЕКСЕЕВСКИ районĕнчи Алексеевски ялĕнче Раштав праçникне Собор тӳремĕнче ирттернĕ. Тӳремре çав кун ачасемпе аслисем валли чан сасси, юрă-ташă янăранă, тĕрлĕ вăйăсем иртнĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8.