Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

республикăра

ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ май уйăхĕн 28-мĕшĕнче хулан çамрăк паттăрне Данил Садыкова халалласа асăну палли уçнă. Аса илтеретпĕр, 12-ри Данил фонтана ӳкнĕ пĕчĕк юлташне Андрей Чурбанова çăлнă чухне ток çапнипе вилнĕччĕ. Асăну паллине уçнă мероприятие ĕçтăвком ертӳçин çумĕ Р.Халимов, Данилпа пĕр класра вĕреннĕ ачасем, учительсем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем хутшăннă. Пухăннисем хăй пурнăçне шеллемесĕр юлташне çăлнă паттăра пĕр минут шăп тăрса асăннă, асăну палли умне чечексем хунă. Данил амăшĕ вилнĕ ывăлне çапла хисеп тунăшăн хула ертӳçисене тав тунă.
АНАТ КАМĂРА Çухалнă ачасен халăхсен хушшинчи кунне халалласа май уйăхĕн 25-мĕшĕнче мероприяти иртнĕ. Ăна хулари «След» шырав отрячĕ йĕркеленĕ. Халăх пултарулăхĕн çурчĕ умĕнче иртнĕ мероприятире вĕсем волонтерсемпе пĕрле пухăннисене çухалнă ачасен символне – кăвак лента – валеçнĕ.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АКСУ район территорийĕнче 2,5 пине яхăн тĕп йывăç лартнă. Çапла вара райцентрти тĕп тӳреме, çăла, тĕп тата çавра çулсен хĕррисене малашне кăвак чăрăшсем, пилешпе çăкасем, хурăнсем илем кӳрĕç. Ял хутлăхĕсенче те ĕç вĕренĕ, вĕсем те парксене çĕнетнисĕр пуçне çĕннисене йĕркеленĕ. Емелькино ял хутлăхĕнче, тĕслĕхрен, нумай функциллĕ центр йĕри-таврашне йывăç лартнă.
ПАВЛĂРИ библиотекăсен парăмçисем çак кунсенче кĕнекесене тавăрса шӳтлĕ дипломсемпе тата пылак парнесем илме тивĕçнĕ. Акци вăхăтĕнче парăмçăсене штраф тӳлеттермен, кĕнекесене «Тинех кĕтсе илтĕмĕр» курава çеç тăратнă. Библиотека ĕçченĕсем ку енĕпе чăнах та питĕ нумай ĕç пурнăçланă, вĕсем акцие хутшăнмалли йыхравсене кашни шкулах салатнă-мĕн. Вулакансем те вĕсене ăнланнă, çапла вара акци вăхăтĕнче 50 ытла кĕнекене тавăрса панă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ЭЛМЕТ районĕнчи Кузайкино ялĕ çывăхĕнче çӳп-çап пуçтаракан станцин строительствине пуçланă. Ун валли уйăрнă вырăна карта тытса пӳлнĕ. Района çакăн пек станци кирлех, мĕншĕн тесен Элмет тăрăхĕн тăршшĕ 75 километр ытла. Çавăнпа та ялсенче пухăннă çӳп-çапа тĕп свалкăсене леçме тăкаклă. Çитменнине куллен пуçтарăнакан çӳп-çап ялсенче хуларисенчен нумайрах. Пысăк контейнерпа стационарлă пресран тăракан станци вара пĕр хутĕнчех 10-12 машина çӳп-çапа пресласа калăпăшне 5-7 хут пĕчĕклетме май парать. Пысăк контейнерпа мультифильтрлă машинăсем пресланă çӳп-çапа тĕп свалкăсене леçĕç. Оборудование Элмет валли ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерстви туяннă. Элмет ĕçтăвкомĕ çӳп-çап турттаракан тепĕр икĕ машина (пĕри мультифильтрли) туянма укçа-тенке район бюджетĕнчен уйăрнă.
ПАВЛĂ хулинче çак кунсенче хулари мĕнпур предприяти-организа ци ĕçченĕсем пархатарлă ĕç пурнăçланă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ХУСАНТА кăçал виçĕ пляж – «Локомотив», «Нижнее Заречье» тата «Комсомольское» кӳлĕ – уçма хатĕрленнине сӳтсе явнă çак кунсенче хула мэрийĕнче иртнĕ черетлĕ ларура. 2013 çулти шыва кĕмелли сезонăн (уйрăмах Универсиада иртнĕ вăхăтра) тĕп тĕллевĕ шыври инкексен шутне чакарасси. Сăмах май, пĕлтĕр çулла Хусанта пурĕ 28 çын путса вилнĕ. Вĕсенчен 20 инкекĕ санкцилемен пляжсенче пулнă.
Хула мэрĕ И.Метшин шыва кĕмелли сезона ячĕшĕн кăна хатĕрленмелле маррине каланă. Çавăнпа та кăçал профилактика мероприятийĕсем çине (шывра тĕрĕс канас, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парас енĕпе инструктажсем ирттересси) уйрăмах тимлĕх уйăрĕç. Хусан мэрĕ Ильсур Метшин хулари Вĕрентӳ управленине çуллахи сезон умĕн шкулсенче ку енĕпе ятарлă вĕрентӳ урокĕсем йĕркелеме хушнă.
ЕЛАБУГА урамĕсене кăçал 120 пин ытла чечек илемлетĕ тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ÇЫРЧАЛЛИ. Сталинград патĕнче нимĕç фашисчĕсене аркатса тăкнăранпа – 70 тата Совет Союзĕн виçĕ хутчен Геройĕ, авиаци маршалĕ Иван Покрышкин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Раççейри хула-паттăрсене тăватă маршрутпа çитекен «Раççей шăпинче – манăн шăпа» халăхсен хушшинчи авточупу Çырчалли урлă та иртет. Кунти РОСТО (ДОСААФ) автомобиль шкулĕн автомобилисчĕсем чупăва хутшăнаççĕ. Вĕсен колонни Çарăмсан енчен тухса авточупăвăн 3-мĕш маршручĕпе пĕрлешсе Çĕнĕ Шуçăм, Анат Кама урлă иртет, Çырчаллине апрелĕн 29-мĕшĕнче каçхине 17 сехетре çитсе «Родина-мать» палăк патне чечек çыххисем хурать. Тепĕр кун 12 сехетре чупу Ижевск еннелле çул тытать.
АКСУ райцентрĕнче кăçал «Чечекленекен чи лайăх картиш» конкурс йĕркелеççĕ. Унта хутшăнакансем хăйсен картишĕсене йывăç-курăк, чечексем лартмалла, тирпей-илем кĕртмелле.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ТУТАРСТАН. Россельхознадзорăн Тутарстанри Управленийĕ республикăра урнă чир палăрнă çĕнĕ территорисене асăрханине пĕлтернĕ. Çак хăрушă чирпе чирленĕ тĕслĕхсем Азнакай районĕнчи – Мальбагуш, Балтаси районĕнчи Кургем, Спас районĕнчи Кузнечиха, Чистай районĕнчи Изгары ялĕсенче, Аксури Кивĕ Тутар Этемшӳ ял хутлăхĕн, Лениногорск районĕнчи «Агрокомплекс «Восходящая Заря» тулли мар яваплăхлă обществăн машинăпа транспорт паркĕн территорийĕсенче, Анат Кама районĕнчи 62-мĕш кварталти сунар хуçалăхĕнче палăрнă.
ЭЛКЕЛ районĕнчи çемье фермисем сĕте малашне «Яшь куч» тулли мар яваплăхлă обществăн сĕт тирпейлекен пĕчĕк предприятине сутма тытăнаççĕ тесе пĕлтерет район сайчĕ. Нумай пулмасть кунта иртнĕ ларура çемье фермисен, ял хутлăхĕсен ертӳçисем, ветеринари специалисчĕсем çапла йышăннă-мĕн.

Текста малалла вулăр...

республикăра

«Пысăк çемье» ыр кăмăллăх акцийĕ республикăра малалла тăсăлать. Унпа килĕшӳллĕн, 7 тата ытларах ачаллă, çемьере усрав, инвалид-ачасем пур çемьесене транспорт парса пулăшрĕç. Акцин пĕрремĕш тапхăрĕ февралĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса февралĕн 25-мĕшĕччен пычĕ. Унта республикăри 269 предприятипе учреждени тата 685 çын хутшăнчĕ. Пухăннă укçапа 10 çемьене микроавтобуссем туянса пачĕç. Акцин иккĕмĕш тапхăрне июнĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетсе çакăн пек тата тепĕр икĕ çемьене транспортпа тивĕçтерĕç.
***
2012 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă Хусан тата Универсиада çинчен хывнă чи лайăх юрăсен «Россия, Казань, Универсиада» конкурсне çак кунсенче «Лучшая песня о Казани», «Лучшая песня об Универсиаде» тата «Спорт, ты – мир!» номинацисемпе пĕтĕмлетнĕ. Гран-прие тивĕçекен авторăн юррине халăх суйласан видоклип ӳкерсе Универсиада вăхăтĕнче кăтартĕç.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ТУТАРСТАНРИ Кул Шариф мечĕте, Хусан Кремльне, Сююмбике башньăна, Свияжскри Успени соборне, Елабуга музей-заповедникне, Раифа мăнастирне, Пăлхар хулине, Тутарстанăн Наци музейне çак кунсенче Мускавра пуçланнă «Россия-10» конкурса тăратнă. Граждансем суйласа илнĕ культура, архитектура е ландшафт объекчĕсен миниатюрисемпе каярах Мускав çывăхĕнчи Домодедовăра парк (300 гектар) йĕркелĕç. Вăл туристсенчен ытла Раççей çыннисене хăйсене кирлĕ, çапла майпа çĕршывăн паллă, архитектурăллă вырăнĕсемпе паллашĕç. Сăмах май, конкурс сентябрĕн 29-мĕшĕчченех пырать. Ăна виçĕ тапхăрпа пĕтĕмлетĕç. Пĕрремĕшĕнче сакăр федераллă округран 10-шар паллă вырăна суйласа илĕç, август вĕçĕнче пурĕ 30-шне кăна хăварĕç, финалта вара çĕнтерӳçĕсене палăртĕç. Пĕрремĕш тапхăрта граждансем Интернетра «Россия 10» проектăн сайтĕнче (10russua тата 10россия.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ТЕЧЧĔ районĕнче темиçе ял хутлăхне пĕрлештерме планлаççĕ. Закон проекчĕпе ТР Патшалăх Канашĕн патшалăх строительствипе вырăнти хăйтытăмлăх енĕпе комитечĕн ларăвĕнче Теччĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Дубровский паллаштарнă. Çапла вара: Шанчă ял хутлăхне Аслă Ăнă ял хутлăхĕпе, Чинчурино ял хутлăхне Нармонка ял хутлăхĕпе, Çармăс ял хутлăхне Кляшево ял хутлăхĕпе, Пухтел тата Ивански ял хутлăхĕсене Урюм ял хутлăхĕпе, Лаптевка ял хутлăхне Монастырски ял хутлăхĕпе пĕрлештерĕç. А.Дубровский çакăн пек улшăнăва çӳлерех асăннă ял хутлăхĕсен укçи-тенкине халăха пулăшма ярассипе сăлтавланă.
АЗНАКАЙ. Сĕт сăвакан хуçалăхсене пулăшмалли программа районта 2012 çулта ĕçлеме тытăннă. Унпа килĕшӳллĕн, пиллĕк е ытларах ĕне пур харпăр хуçалăхсене сĕт сумалли аппаратсем параççĕ. Çаплах аппаратсем сĕт сăвассипе малта пыракан харпăр хуçалăхсене те Акатуй уявĕнче парне пулĕç.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ТУТАРСТАНРА çиччĕ е ытларах ача, çав шутра усрава илнисем тата инвалид-ачасем пур çемьесене пулăшас тĕллевпе февралĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса март уйăхĕн 25-мĕшĕччен «Пысăк çемье» ыр кăмăллăх акци иртет. Республикăра хальлĕхе кун пек çемьесем пурĕ 14, вĕсенчен 11-шĕнче усрав ачасемпе инвалид-ачасем пурăнаççĕ. Пĕтĕмпе çак çемьесенче 75 ача. Вĕсем Актаныш, Пĕкĕлме, Мамадыш, Мĕслĕм, Çĕнĕ Шуçăм, Нурлат, Спас районĕсенче пурăнаççĕ. Акцие Республикăн ыр кăмăллăх ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен канашĕ, ТР Вĕрентӳпе наука министерстви, Республикăн пичетпе массăллă коммуникацисен агентстви, «Новый век» Телерадиокомпани» УАО тата «Ак Барс Созидание» ыр кăмăллăх фончĕ йĕркелет. Çак çемьесем валли «Ак Барс Созидание» ыр кăмăллăх фончĕн счечĕ çине укçа куçарса кирек кам та пулăшма пултарать:
420124, г.Казань, ул.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АНАТ КАМĂРА инвалидсем валли социаллă такси ĕçлеме тытăннă. Инвалидсемпе вĕсене илсе çӳрекенсене турттарассине «XXI век» такси служби хăй çине илнĕ. Паллах, хакĕ йӳнĕрех, ахаль такси хакĕн çурри кăна, урăхла каласан 35 тенкĕ. Çак категорири граждансем социаллă таксипе çӳремешкĕн ятарлă талон илмелле. Пĕр уйăха 200 талонран ытла парăнмасть. Талона илмешкĕн ятарлă документсемпе (инвалидноçа ĕнентерекен справка, пенси удостоверенийĕ) халăха социаллă пулăшу паракан «Милосердие» центра, инвалид-ача пур çемьесен «Надежда» шкул-интерната тата хулари инвалидсен организацине килмелле. Коляскăпа çӳрекенсене такси водителĕсем машинăна ларма, коляскăна хуçлатса багажника хума пулăшаççĕ. Талонсене урăх çынсене пама юрамасть, усă курмасăр юлнă талонсене каялла тавăрса памалла. Тата ăçта-ăçта кайма палăртнине маларах пĕлтермелле.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ÇЫРЧАЛЛИНЧИ искусствăсен шкулĕсенче вĕренекенсем валли çак кунсенче Раççей халăх артисчĕ Д.Маликов мастер-класс кăтартнă. Тĕлпулу «Кĕвĕ урокĕсем» проектпа килĕшӳллĕн иртнĕ (каярах «Кĕвĕ урокĕсем» Хусанта та пулнă). «Ку проект манăн, унăн тĕллевĕ общественноçа, ачасене хăйсене кĕвĕ калама вĕреннин кирлĕлĕхĕ çине тимлĕх уйăрттарасси», – тенĕ паллă юрăç вырăнти журналистсемпе тĕл пулсан. Çырчалли хулине суйласа илнине Д.Маликов кунта питĕ нумай пултаруллă ачасем пурăннипе сăлтавланă. Сăмах май, 2013 çулти «Кĕвĕ урокĕсене» пианист шăпах çак хуларан пуçланă. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тата 45-50 хулана çитме планлать. Чи пултаруллисене ятлă стипенди пама та, Мускава чĕнсе запись йĕркелеме те пулăшма хатĕр вăл. Планĕсем те пысăк: Раççейри пултаруллă ачасен фестивальне Мускавра ирттересси.
ЕЛАБУГĂРИ ача-пăча çуртĕнче пурăнакансене «Хĕвел ачисем» модель тата фотомодельсен Раççей конкурсĕнче чи лайăххисем тесе йышăннă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АГРЫЗ. ТР Патшалăх Канашĕ ырласан районта тата тепĕр ял – Алмалы – йĕркеленет. Çак ыйтăва нумай пулмасть депутатсем пăхса тухнă. Агрыз районĕн пуçлăхĕ Р.Нурисламов пĕлтернĕ тăрăх, ку ял çĕнĕ мар, чĕрĕлекенскер. Кунта пĕрремĕш çуртсене XX ĕмĕр пуçламăшĕнчех лартнă. Анчах Куйбышев водохранилищине тума тытăнсан, яла шыв айне хăвараççĕ тесе çынсен урăх çĕре куçса кайма тивнĕ. Шыв çитменнине кура халăх каялла таврăнма тытăннă. Салауш ял хутлăхне кĕрекен çак ялта халĕ 15 çуртран 4-шĕнче 9 пенсионер пурăнать, ытти çуртсен хуçисем çулла пурăнма килеççĕ. Депутатсем Алмалы ялне официаллă йĕркелес ыйтăва ТР Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвĕн кун йĕркине кĕртме йышăннă.
АНАТ КАМĂРИ Хĕрарăмсен канашĕпе Салтак амăшĕсен комитечĕ Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кунĕ умĕн, февралĕн 22-мĕшĕнче, «Салтака – анне кукăлĕ» акци йĕркелеççĕ.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ХУСАН. Универсиада вăхăтĕнче Хусанта пĕтĕм тĕнчипе паллă Cirgue du Soleil циркăн урамри шоуне курма пулать тесе пĕлтернĕ тунтикун хула мэрĕ И.Метшин. Хальхи вăхăтра циркпа пирвайхи килĕшĕве алă пуснă-мĕн. Универсиадăн ĕç тăвакан дирекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Универсиадăн культура паркĕ Казанка шывĕ хĕрринче, Çĕр ĕçченĕсен керменĕ умĕнче пулать. Унтах апатланмалли зонăсем, наци кил-çурчĕн элеменчĕсем, Универсиада партнерĕсен экспозицийĕсем тата сцена плошадкисем вырнаçĕç. Кунсăр пуçне хулара çак вăхăтра ирттерме анлă культура программине палăртнă, çав шутра опера фестивалĕ те.
ЭЛКЕЛ районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнчи вăтам шкулта январĕн 29-мĕшĕнче хăйне евĕрлĕ конкурс иртнĕ. Чăваш Пăрнай, Тутар Пăрнай, Тури Çĕньял шкулĕсенчи педагог-пенсионерсе м компьютерпа ĕçлес енĕпе ăмăртнă. Паллах, çĕнтерӳçĕсене сумлă жюри суйласа илнĕ.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ЭЛМЕТ хули – 60, Тутарстанра нефть уçлама тытăнни 70 çул çитнине халалласа канмалли кунсенче 300 ытла хула çынни йĕлтĕрпе чупнă. «Снежинка» йĕлтĕр базинче иртнĕ ăмăртăва нефть предприятийĕн ĕçченĕсем кăна мар, ытти предприятисемпе учрежденисенче тăрăшакансем, студентсемпе шкул ачисем, тивĕçлĕ канури çынсем те хутшăннă.
ПĔКĔЛМЕ. Экологипе тавралăха сыхламалли çулталăк пулнине кура Пĕкĕлмери «Ялкын» социаллă приютăн тата 5-мĕш вăтам шкулăн ачисем «Вĕçен кайăксене апатлантар» экологи акцине йĕркеленĕ. Вĕсем çак мероприятие питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ-мĕн: вĕçен кайăк сырăшĕсене тĕрĕс мĕнле ăсталамаллине, мĕнле апат памаллине ятарлă литература вуласа вĕреннĕ. «Вĕçен кайăксем» темăпа КВН та ирттернĕ.
ЕШĔЛВАР. ТР Информатизаципе çыхăну министерстви хатĕрленĕ шкул ачин картин пилотлă проекчĕ Ешĕлвар районĕнче хута кайнă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ÇАРĂМСАНТА январĕн 9-мĕшĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсен слетне анлăн паллă тунă. Паллах, кун пек чух уява чи пултаруллисене чĕнсе чыслаççĕ. Иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пахча çимĕç ӳстерессинче «АГРО-фирма «Кутеминская», «Черемшан-АГРО» хуçалăхсем пысăк çитĕнӳ тунă, çавăнпа ертӳçисене, агрономĕсене, инженерĕсене 2012 çулта чи лайăххисем тесе палăртнă. Пахча çимĕç ӳстерессинче, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче малта пыракан «Кади» хуçалăхăн специалисчĕсене те парнесĕр хăварман. Çаплах çав кун районăн чи лайăх тракторисчĕсене, водителĕсене, скотникĕсене, искусствăлла майпа йăхлантараканĕсене, сурăх, лаша ĕрчетекенĕсене, сысна, ĕне, сурăх фермисен ертӳçисене, пахча çимĕç ӳстерекен уйрăм хуçалăха, чи лайăх харпăр хуçалăх хуçисене асăнмалăх парнесемпе чысланă.
ÇĔНĔ ШУÇĂМ районĕнче çак кунсенче «Единая Россиян Çамрăк Гвардийĕ» штаб çавра сĕтел ирттерсе çамрăксен проблемисене сӳтсе явнă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ТУТАРСТАНРА та декабрь уйăхĕнче юр питех çуманнине, вырăн-вырăнпа 30 градус сивĕ тăнине пула уй-хирсенчи кĕрхи калчасем лайăх хĕл каçасси иккĕленӳллĕ пулнипе ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕн çумĕ М.Нуртдинов ТР Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура хуçалăхсене запасри вăрлăха йăлтах сутма васкамалла маррине, страхлакан фонда май уйăхĕн вĕçĕчченех тытмаллине каланă. Кунсăр пуçне вăл çур акине лайăх хатĕрленмелли çинчен те аса илтернĕ. Мĕншĕн тесен июнь уйăхĕн пĕрремĕш çурринче типĕ çанталăк тăрас хăрушлăх пур.
 
АЛЕКСЕЕВСКИ районĕнче (Аслă Тиган ялĕ) сĕт пуçтаракан тепĕр пункт уçнă. Вăл халĕ районти халăхпа хуçалăхсенчен кăна мар, кӳршĕллĕ районсенчен те сĕт йышăнма пултарать. Пунктра тĕрĕсленĕ, фильтр витĕр кăларса сивĕтнĕ хыççăн сĕте ятарлă машинăсене ярса «Вимм-Биль-Данн» компанин Ĕпхӳри, Мускаври тата Чулхулари филиалĕсене тирпейлеме ăсатаççĕ.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ТУТАРСТАН «Сельская молодежь РТ на 2011-2015 года» тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсемпе программăсен «Социальное проектирование на селе» конкурс ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ – ял çамрăкĕсем валли социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсемпе прогаммăсене тупса палăртасси тесе пĕлтерет ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин пресс-служби. ТР аграри çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн 17 районти уйрăмĕ çак конкурсра çĕнтернĕ. Проектсем пурте ялти актуаллă проблемăсемпе çыхăннă. Çавăнпа гранта тивĕçнĕ проектсене районсенче çулталăкра пурнăçа кĕртĕç.
* * *
Атăл урлă пăр çийĕн каçмалли Ешĕлвар-Нижние Вязовые çул декабрĕн 24-мĕшĕнче уçăлнă. Тутарстанра МЧС ĕçченĕсем ирĕк панă пăр çийĕнчи пĕртен-пĕр çул вăл хальлĕхе. Хĕллехи вăхăтра республикăра кун пек виçĕ çул (Ешĕлвар – Нижние Вязовые, Аракчино – Тури Услон, Соколка – Мамадыш районĕнчи Новозакамский) уçма планлаççĕ.

Текста малалла вулăр...

РЕСПУБЛИКăра

ТУТАРСТАН делегацийĕ Германире январĕн 18-27-мĕшĕсенче иртекен «Симĕс эрне – 2013» агропромышленность куравне хутшăнать тесе пĕлтерет ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин пресс-служби. Куравра апат-çимĕç индустрийĕн мĕнпур таварне (аш-какайран тытăнса чей таранах) курма пулать. Çаплах унта вăрлăх, ял хуçалăх оборудованине, теплицăсене тата ытти нумай-нумай япалана та кăтартĕç. Тутарстанран «Вамин-Татарстан», «Ак Барс», «Пестречинка», «Татспиртпром», «Майский Тепличный комбинат», «Казанский маслоэкстракционный завод», «Татпчелопром» тата Ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕ хăйсен продукцине тăратĕç.
ÇĔПРЕЛ районĕнчи Илмет-Чаткаспа Шăланка ялĕсенче Культура çурчĕсем уçăлнă. Илмет-Чаткасри Культура çуртне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, халĕ унта пуçламăш шкул, библиотека, фельдшерпа акушер пункчĕ те вырнаçать.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АНАТ КАМĂРИ тăлăхсен çуртĕнчи 12-ри Настя Зотовăпа унăн 5-ри йăмăкне Лерăна декабрĕн 20-мĕшĕсенче Видеоспорт.ru сайтра кăтартĕç. Чиперуксем çĕнĕ çемье çинчен ĕмĕтленеççĕ. Çуратсанах ашшĕ-амăшĕ пăрахнă икĕ уйăхри пепке те çитес вăхăтра «Пĕрремĕш каналăн» «Пока все дома» кăларăмри «У вас будет ребенок» рубрикăн геройĕ пулĕ. Тĕп каналăн операторĕсемпе çак кăларăмăн ертӳçисем Тутарстанри мĕнпур хулари тăлăхсен çуртĕнче пулса 30 тăлăхпа тĕл пулнă. Вĕсенчен тăваттăшне «У вас будет ребенок» рубрика валли суйласа илнĕ, ыттисене Интернет-проекта хутшăнтарĕç. Вера Новоструева телеертӳçĕ каланă тăрăх, çулталăк çурă каялла Тутарстанра ӳкернĕ 30 ачаран 28-шне усрава илнĕ.
ÇĔПРЕЛ районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çак кунсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçнă. Хĕрлĕ хăйăва ТР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Р.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8.