Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.10.2019 21:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

республикăра

ТУТАРСТАНРА хир сыснисем çине сунар сезонне уçнă. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра çак тискер чĕр чунсен шучĕ сисĕнмеллех ӳснĕ-мĕн, кунсăр пуçне африка чуми сарăлас хăрушлăх та пысăк. Сăмах май, республикăра хальхи вăхăтра хир сыснисем 5 пин пуçа яхăн. Икĕ пине яхăнне тытма ирĕк панă та ĕнтĕ. Анчах хальхинче тытнă кашни хир сыснине африка чумин вирусĕ пуррипе çуккине тĕрĕслеме лабораторие ямалла.
НУРЛАТ районĕнчи Пӳлеркӳл шкулĕ «Уроксем хыççăнхи шкул» конкурсра çĕнтерсе 1 миллион тенкĕ грант çĕнсе илнĕччĕ. Çак укçапа шкул нумай пулмасть «Беларусь- 320.4» пĕчĕк трактор туяннă. Шкул директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, техникăпа шкулти ĕçсене пурнăçлĕç, кунсăр пуçне «Ăман» проекта пурнăçа кĕртĕç.
Хулари 4№ шкулта вара музей уçăлнă, унта СССР тапхăрĕнчи мĕнпур япалана курма пулать. Музей шкулта пулнине пăхмасăр Нурлат хулин çыннисемпе хăнисем валли те уçă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АЛЕКСЕЕВСКИ районĕнчи Пӳлер ялĕ çывăхĕнчи Валем хуçа çăлкуçĕн ĕçченĕ ноябрĕн 13-мĕшĕнче заповедникăн территорине тирпейленĕ чух 10 килограмм тротил эквиваленчĕллĕ сирпĕнекен хатĕре асăрханă. Ăна халăх нумай пуçтарăнакан вырăна, ту çинчи пысăк чул çывăхĕнчи хыр йывăççи айне, хунă пулнă. Телее, пысăк инкекрен заповедникăн ĕçченĕсен тимлĕхĕ хăтарса ĕлкĕрнĕ.
ÇĔПРЕЛ районĕнчи Упири «Ăшă çурт» приюта çак кунсенче Пĕрремĕш каналăн «Пока все дома» телекăларăмăн ушкăнĕ килсе Ешĕлвар районĕнчи «Гнездышко» приютран куçарнă пĕртăван ачасем çинчен икĕ видеоролик ӳкернĕ.
ÇЫРЧАЛЛИ çыннисем Çĕнĕ çула хур тушкисĕр юлмĕç. Çак тĕллевпе йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçал та декабрĕн 14, 15, 21-мĕшĕсенче «Азатлык» тӳремре, 22, 28, 29-мĕшĕсенче «Южный» агропромпаркра, декабрĕн 28-мĕшĕнче Сармановски трактĕнче «Çĕнĕ çул хурĕ» ярмăркка иртет.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АНАТ КАМА тăрăхĕнчи «ТАНЕКО» УАОна çак кунсенче Мускавра иртнĕ «РосПромЭко – 2013» Раççейри промышленноçпа экологи форумĕнче «Регион экологийĕшĕн яваплă чи лайăх предприяти» хисеплĕ ят парса чысланă. Региона экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе нумай пай кĕртнĕ çак предприятие Пĕтĕм Раççейри конкурса ТР Министрсен Кабинечĕ тăратнă. Мĕншĕн тесен «Татнефть» компани «ТАНЕКО» проекта пурнăçланă май çут çанталăка сыхламалли çĕнĕ йышши технологисемпе усă курнă.
***
Камские Поляны поселокĕнче çак кунсенче универсаллă спортпа вăйă площадкине уçнă. Ку парнене поселок Хусанти Универсиадăра тӳрĕ кăмăлпа ĕçленипе тивĕçнĕ. Объект «Батыр» спорт комплексĕ çумĕнче вырнаçнă, унăн тăршшĕ – 29, сарлакăшĕ 18 метр. Çĕнĕ площадка районта шучĕпе виççĕмĕш. Поселок ертӳçисен планĕнче тата çак объектра урамри тренажерсем вырнаçтарасси, территори йĕри-таврашне йывăçсем лартасси.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ХУСАН хулин ĕçтăвкомĕн çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен комитечĕ октябрĕн 30-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 15-мĕшĕччен «Халăх инвентаризацийĕ» акци ирттерет. Тĕллевĕ – халăх пулăшнипе хулари пушă çуртсене, усă курман çĕрсене, юхăннă çуртсене кадастр учетне тăратса, муниципалитет харпăрлăхне куçарса регистрацилесси. Çак енĕпе ятарлă комисси те йĕркеленĕ тесе пĕлтерет хула порталĕ. 4 эрнере кăна, тĕслĕхрен, хуçасăр 71 çĕр лаптăкне (пурĕ 335 гектар) шута илнĕ. 7 лаптăка халĕ муниципаллă харпăрлăха куçарасси пирки килĕшӳ тăваççĕ, пĕрне Росреестра янă та ĕнтĕ. Хуçасăр çуртсем хула илемне пăснисĕр (нумай чухне çӳп-çап пăрахмалли вырăна çаврăнать) пуçне унта урамри çапкаланчăксем, законлă йĕркепе ĕçлеме килмен мигрантсем иленеççĕ тата çынсем хăйсен ирĕкĕпе туртса илеççĕ. Çавăнпа çакăн пек вырăнсене асăрхасан 200-04-04 телефонпа шăнкăравласа е хула мэрийĕн сайчĕ çине çырса пĕлтермелле.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АКСУ районĕн çар комиссариачĕ янă черетлĕ взвод (26 каччă) октябрĕн 1-мĕшĕнче партта хушшине ларса «ВУС-837» программăпа çар специальноçне – «С» категориллĕ çар водительне – вĕренме тытăннă. Тăван çĕршывăн пулас хӳтĕлевçисем тӳлевсĕрех вĕренсе специальность илсен хĕсмете çар водителĕсем пулса тĕллевлĕн каяççĕ. Кунсăр пуçне каччăсем çак вăхăтра çар наукине те вĕренеççĕ. Халăх калашле, вĕренни нихăçан та ытлашши мар, алла илнĕ çак специальноçпа каччăсем çартан таврăнсан та çăмăллăнах ĕçе вырнаçма пултараççĕ.
НУРЛАТ районĕнчи Якаел ял хутлăхĕ ялăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнакансене май пур таран хавхалантарма тăрăшать. Иртнĕ канмалли кунсенче, тĕслĕхрен, ял çыннисем «Казань» юрăпа-ташă ансамблĕн пултарулăхĕпе паллашнă. Ĕçтăвкомăн коллективĕ çынсене билет панипе кăна çырлахман, халăха Нурлатри концерта илсе кайса килме транспорт та тупнă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АНАТ КАМА районĕпе хули те Амур тăрăхĕнче шыв илнипе шар курнисене пулăшас ĕçрен айккинче юлман. Иртнĕ эрнере ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркелесе 4 миллион тенкĕ ытла укçа пухнă. Пуçтарăннă кашни пусĕ адресата çитессе шантарнă район пуçлăхĕсем. Мĕншĕн тесен Анат Кама делегацийĕ çак кунсенче Амур-çи-Комсомольск а кайнă. Делегаци йышне Анат Кама Ĕçтăвкомĕн ĕçĕсене пурнăçлакан управляющийĕ А.Тихоновпа Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру управленийĕн ертӳçи К.Слободюк кĕнĕ. Анат Кама представителĕсем çурт-йĕре типĕтекен, шыва уçласа тăкакан ятарлă оборудование туянма хăйсем те хутшăнĕç.
ЭЛКЕЛ район халăхĕ ытти çулсенче кашни пухурах урамри юпасем çинче çутă çукки пирки ыйту тăратнă. Паллă ĕнтĕ, районти кашни ял валли çак тĕллевпе район бюджетĕнче укçа çук. Çавăнпа ял хутлăхĕсенче референдумсем ирттерсе урамри юпасем çине çутă лартмашкăн халăхран укçа ыйтма шутланă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ТУТАРСТАНĂН Обществăлла палати çак кунсенче хăйĕн черетлĕ ларăвĕнче нумай ачаллă çемьесене тӳлевсĕр çĕр пайĕсем уйăрассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Йывăрлăх тĕпрен илсен, хула, район центрĕсен çумĕнче çĕр илессипе кăна мар, коммуналлă тата социаллă инфраструктура сечĕсемпе тивĕçтерменнипе те çыхăннă. Çавра сĕтеле хутшăннисем ыйтусене кирлĕ инстанцисене çитерме йышăннă.
Республикăн çул-йĕр отраслĕн çитес çулсенчи приоритетлă проекчĕ Хусантан пуçласа Çырчаллине çиттичченхи М7 «Волга» федераллă трассăн участокне реконструкцилесе вĕçлесси пулĕ. ТР транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Л.Сафин каланă тăрăх, çак трасса тахçанах ĕнтĕ паянхи кунăн ыйтăвĕсене тивĕçтереймест. Хăш-пĕр участок тăрăх талăкне 40 пин автомобиль иртет, çак категорири автоçулăн норминчен ку 6 хут нумайрах.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ТУТАРСТАНРА октябрĕн 5-мĕшĕнче «Вăрман лартмалли кун» акци иртет. Ăна кăçалхи Экологи культурипе тавралăха упрамалли çулталăка халаллаççĕ. Ку акци шучĕпе улттăмĕш, çуркуннехи 43 муниципаллă районта иртнĕ, ун чух 15,6 пин ытла çын хутшăнса 268 гектар лаптăка 1 миллион та 248 тĕп йывăç лартнă. Çав шутра вăрман сачĕсем, парксем, асăну аллейисем йĕркеленĕ.
Кĕркуннехи акцие 20 пине яхăн çын хутшăнмалла, 300 ытла гектар лаптăка 1,5 миллион тĕп вăрăран ӳснĕ йывăç хунавĕсем лартмалла. Тĕп уйрăмлăх хальхинче акцие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем хутшăнни пулĕ.
***
Октябрĕн 5-6-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери чĕр чунсене хӳтĕлемелли куна халалласа Тутарстанăн çут çанталăк историйĕн музейĕнче «Путешествие орнитолога. Птицы Татарстана» программа-квест тата вĕçен кайăксене сăнамалли акци иртет.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ХУСАН. Çулла хăна çурчĕсенче мĕн чухлĕ вырăн йышăнса хунă тăрăх пăхса Хусан Раççейре çул çӳрев валли чи лайăх 5 хула шутне кĕни палăрнă. Ку енĕпе вăл Санкт-Петербург, Мускав, Сочи хыççăн тăрать. 2012 çултипе танлаштарсан, хăйсем тĕллĕн çул çӳрекенсем Хусана кăçал канмалли кунсенче виçĕ хут нумайрах килнĕ. Паллă ĕнтĕ, Хусанта иртнĕ Универсиада илĕртнĕ-ха, анчах сентябрь уйăхĕнче те хулана сахал мар хăна килмелле, мĕншĕн тесен кунта пысăк шайри мероприятисем иртеççĕ.
АКСУ районĕнчи темиçе ял хутлăхĕн территорийĕнче хĕвел çаврăнăш ӳсекен лаптăксем вырăнти халăха, иртен-çӳрене хăй илемĕпе илĕртеççĕ. Унта сăн ӳкерĕнес текенсем сахал пулманнине те ăнланмалла. Анчах районти ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем халăха çак хирсене кайма, хĕвел çаврăнăшне вăхăтлăха тутанса пăхма та хушмаççĕ.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ХУСАН. «Россия 10» мультимедиа проект-конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Кул Шариф мечĕт 9-мĕш вырăн йышăннă. Вăл 1 миллион та 600 пине яхăн сасă пухнă. Анчах проект-конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пăтăрмахсăр иртмен, Чечня Республикин ертӳçи Р.Кадыров августăн 30-мĕшĕнче «Чечня чĕри» мечĕт виççĕмĕш тапхăра хутшăнмасть тесе пĕлтернĕ, çакна ертӳçĕ сасăлавсен пĕтĕмлетĕвĕсем тĕрĕс мар, чăн килмеççĕ тесе сăлтавланă. Кун хыççăнах «Россия 10» проект сайтĕнче сасăсен даннăйĕсене тĕрĕслесси çинчен пĕлтернĕ.
***
Хусанта йывăç лартас ĕç малалла тăсăлать. «Симĕс рекорд» акци вăхăтĕнче кунта 40 пин тĕпрен кая мар йывăç лартма хатĕрленеççĕ. Асăнса хăварар, акци вăхăтĕнче çуркунне 10 пин тĕп йывăç лартнăччĕ. Хула мэрĕ И.Метшин ĕçе лайăх шухăшласа пурнăçламаллине палăртнă, калăпăр, хунавсене ăшă пăрăхĕсем иртекен е малашне строительство пуçăнмалли вырăна лартмалла мар.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АКСУ район центрĕнче хальхи вăхăтра хĕрӳ ĕç, тĕп тӳремри çула улăштараççĕ. Çак тĕллевпе кунта хăйăр кӳрсе тăкнă, çула кивĕ асфальт сийĕнчен тасатнă. Унта малашне брусчатка пулмалла-мĕн, ăна сарма тытăннă та ĕнтĕ. Ленин урамĕн пĕр пайĕ кăçал çулла палламалла мар улшăннă иккен. Çитес вăхăтра тĕп пайĕ те çĕнелĕ. Çавăнпа çул-йĕр ĕçченĕсем район çыннисемпе хăнасене чăтăмлăрах пулма, пĕр хушă çавра çулпа çӳреме ыйтаççĕ.
ЭЛКЕЛ районĕнчи Чăваш Пăрнай шкулне сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Сăмах май каласан, шкула июль уйăхĕн вĕçĕнчех ĕлкĕртнĕ. Район администрацийĕ ку ĕçре пулăшу панă-ха, çапах та тĕп ĕçе шкул коллективĕ хăй пурнăçланă. Паллах, юсанă çĕрте кăна мар, пахчари теплицăра та ĕçленĕ. Пахчара ӳстернĕ çимĕçе сутса шкул 70 пин тенкĕ тупăш илнĕ.
ÇĔПРЕЛ. «2012-2014 çулсенче Тутарстанри ялсенче Культура çурчĕсен строительстви» республика программипе килĕшӳллĕн, 2013 çулта район планне Хурăнвар-Шăхалĕнче çĕнĕ Культура çурчĕ лартассине кĕртнĕччĕ.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ЕЛАБУГА. Августăн 15-19-мĕшĕсенче шкул учителĕсен халăхсен хушшинчи IV фестивалĕ иртнĕ. Ытти çултисемпе танлаштарсан кăçал унта 6 çĕршыв представителĕ хутшăннă. Раççейрен, Сингапуртан, Украинăран, Турцирен, Китайран, Германирен, Испанирен пурĕ 200 учитель ятарласах хăйĕн опычĕпе паллаштарма килнĕ. Фестивале ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Э.Фаттахов, Хусанти (Атăлçи) федераллă университетăн ректорĕ И.Гафуров тата ытти хаклă хăнасем уçнă. Мероприятийĕн программи яланхи пекех тулли те пуян пулнă: тĕлпулусем, лекцисем, мастер-классем...
АКСУ районĕнче çитес вăхăтра типлă пилĕк спорт площадки уçăлмалла. Вĕсенчен кашни 800 пин тенкĕрен тытăнса 1,5 миллион тенкĕ тăрĕ. Спорт площадкисенчен иккĕшĕ район центрĕнче, ыттисем Кивĕ Ипрелĕнче, МЮДра тата Кивĕ Тимушкелĕнче пулĕç. Çакăн пек парнене аксусем Хусанти Универсиадăн тĕп стадионĕн строительствине хастар хутшăннăшăн тивĕçнĕ тесе пĕлтерет район сайчĕ.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ЕЛАБУГА. «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци вăхăтĕнче хулапа район çыннисем икĕ çулта 400 ытла ачана пулăшнă. Вĕсене 700 пин тенкĕлĕх ранецсемпе спорт тата шкул тумĕсем илсе панă. Елабугăсем акцие кăçал та малалла тăсаççĕ тесе пĕлтерет район сайчĕ. Акци вăхăтĕнче тепĕр 100 ытла ачана (пĕрремĕш класа каякансене кăна мар, сахал тупăшлă, усрав çемьесенчи тата инвалид-ачасене те) шкула пуçтарăнма пулăшма палăртнă. Ранецсене тата шкула каймалли ытти хатĕрсене картиш уявĕсенче тата учительсен августри семинарĕнче ачасене парĕç. Ялти ача-пăча вара парнене сентябрĕн 1-мĕшĕнче илĕ.
АНАТ КАМĂРИ электросеть предприятийĕн пуçаруллă çыннисем Шашкино ялĕнчи храма çĕнетсе юсама тытăннă. Икĕ ĕмĕр каялла лартнă чиркĕвĕн малтанхи сăн-сăпатне тавăрасси пĕрре те çăмăл ĕç мар, темиçе кунра çӳп-çапа кăна 5 «КамАЗ» тиесе ăсатнă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АКСУ районĕнчи Ерепьел ялĕнчи ФАП çуртне Кзыл Тау ялĕнчи пекех виçĕ эрнере пуçтарса лартнă. Иртнĕ эрнере уçнă медицина çурчĕсем Аксу районĕнче икĕ çулта пиллĕкмĕш пулнă. «Паянхи кун ялсенче сахал мар программăсем ĕçлеççĕ – вĕрентӳ учрежденийĕсем, клубсем, сывлăх сыхлав объекчĕсем уçăлаççĕ, – тенĕ Аксу районĕн пуçлăхĕ Камиль Гилманов Ерепьелти ФАПа уçнă çĕрте. – Ялсенче пурнăç тĕреклĕ пултăр тесе районта çĕнĕрен те çĕнĕ программăсем пурнăçа кĕртетпĕр. Малашне çаплах çемье фермисен строительстви те хута кайсан, питĕ лайăх пулмалла».
Ерепьелте проблема сахал мар темелле. Кунта çул çук, медпункт питĕ кивĕ пулнă, шкул пирки калас пулсан, пĕрре – хупăнать, тепре – уçăлать. Малашне асăннă ыйтусене тата çитменлĕхсене татса пама шантарнă район пуçлăхĕ. Ял халăхĕ вара паянхи çĕнĕлĕхпе питĕ кăмăллă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

АКСУ районĕн комбайнерĕсем кунне 600 центнер тыр-пул çапса илеççĕ. «ВАМИН-Аксу» агрофирмăра çак кунсенче хĕрӳ ĕç пырать. Паян механизаторсем кĕркунне акса хăварнă ырашăн тухăçне пуçтарнă çĕрте вăй хураççĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсен хушшинче чи лайăх механизатор Николай Крайнов шутланать. Унăн комбайнĕ кунне 600 центнертан кая мар тыр-пул çапса илет. Николайăн пулăшуçи пулса нумай пулмасть хĕсметрен таврăннă ывăлĕ Александр ĕçлет. Крайновсем «ВАМИН-Аксу» агрофирмăра, вырма пуçланнăранпа чи малта пыраканнисенчен пĕрисем шутланаççĕ.
ÇĔПРЕЛ районĕнче цеолит кăларма пуçланă. Çак çĕртен кăларакан паха япалапа выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, ӳсен-тăран ӳстернĕ çĕрте, стройкăра усă курма палăртаççĕ. Проекта «Цеолиты Поволжья» УАО пурнăçласа пырать. Асăннă проектăн пĕтĕмĕшле тăкакĕ вара 1,6 миллиард тенке ларнă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ХУСАНТИ çăкăр пĕçерекен предприятисем Универсиада вăхăтĕнче 17 тонна чак-чак пĕçерсе сутнă. Пĕрисен ĕç калăпăшĕ 20-30 процента, теприсен икĕ-виçĕ хутах ӳснĕ. Çавăнпа та Универсиадăн чи тутлă пылак апачĕ чак-чак пулни иккĕленӳллĕ мар. Мĕншĕн тесен вăл спортсменсен сĕтелĕ çинчен пĕрре те татăлман. 3№ çăкăр завочĕ Универсиада вăхăтĕнче 10 тонна чак-чака парне пек хатĕрлесе кăларнă. Вăл чăнах та спортсменсемпе хăнасен, туристсен тутлă сувенирĕ пулса тăнă, мĕншĕн тесен вĕсем кашни çак çимĕçе киле илсе кайма туяннă. Çак предприяти ытти çимĕçсене те Универсиада вăхăтĕнче 20 процент нумайрах пĕçернĕ. Булкăпа кондитер комбиначĕ те чак-чака 7 тонна сутнă.
Спортсменсене вара чак-чакпа БКК тивĕçтернĕ. Мĕншĕн тесен вăл çак продукцие сутмалли лицензи илнĕ пĕртен-пĕр предприяти пулнă. Çăкăрпа кĕлентĕр комбиначĕ Универсиадăн персоналĕ валли çăкăр-булка пĕçернĕ.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ТУТАРСТАН çитес вăхăтра тепĕр Асăну кĕнекине кăларма хатĕрленет, хальхинче ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра ырми-канми тăрăшнă çынсене халаллаççĕ. Кĕнекене 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕччен ултă уйăхран кая мар ĕçленĕ, СССР орденĕсемпе медалĕсене, хисеплĕ ятсене (Социализмла Ĕç Геройĕ, Ленин, «Хисеп Палли» орденсем, «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕçре палăрнăшăн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсем), ведомство наградисене тивĕçнисене кĕртеççĕ.
АКСУ тăрăхĕнче мухтава тивĕçлĕ чăн-чăн аннесем нумай. Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче те акă ТР Президенчĕн Указĕпе Кивĕ Тимушкелĕнчи пилĕк ача амăшне А.Ястребовăна тата Беловкăри 7 ача çуратса тивĕçлĕ воспитани панă В.Волковăна «Амăш мухтавĕ – Материнская слава» медальпе наградăланă.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ХУСАН. Казанка юхан шывĕ хĕрринчи ЗАГСăн хуран евĕрлĕ çĕнĕ çурчĕн официаллă ятне тинех çирĕплетрĕç – «Казан» Çемье центрĕ. Кун пек ят пани ахальтен мар, малашне унта çемьепе çыхăннă мĕнпур мероприятие (çырăнма заявлени панинчен тытăнса юбилейлă туйсем, Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ тата ытти те) ирттерĕç. Тахçантанпа кĕтнĕ «Казан» Çемье центрне паян хаваслă лару-тăрура уçса темиçе мăшăра çырăнтарчĕç.
 
ЭЛМЕТ хулинчи палăксене июль уйăхĕнче çĕнĕ сăн кĕртсе уçма йышăннă хула ертӳçисем. Строительсем июль уйăхĕнче Муса Джалиль, Халăхсен туслăхне халалланă палăксене юсаса пĕтерме планлаççĕ. Тепĕр эрне вĕçĕнче вара политика репрессийĕсенче шар курнисене халалланă çĕнĕ палăк уçăлать. Çаплах Тăван çĕршывăн вăрçинче пуç хунисене халалланă мемориал комплексне те çĕнетсе юсамалла.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ХУСАН та «Вăхăт пĕлтерĕшĕ» обществăлла юхăм ирттерекен «Фронтран çырусем» Пĕтĕм Раççей акцине хутшăннă. Мероприяти июнĕн 22-мĕшĕнче Çĕнтерӳ паркĕнче Ĕмĕрлĕх çулăм умне чечек хунипе пуçланнă. Вăрçă вăхăтĕнчи юрăсем янранă май, хастарсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксемпе командирсен çырăвĕсен копийĕсене паркри çынсене валеçсе панă. Пухăннисем виç кĕтеслĕ çырусене интересленсех, куçран куççуль кăларса вуланă. Çĕнтерӳ паркĕнче пуçланнă мероприяти кăнтăрла 13 сехетрен 15 сехетчен пынă, кайран каçхине 17 сехетрен тытăнса 19 сехетчен Бауман урамĕнчи сехет патĕнче малалла тăсăлнă. Çырусене «Çĕнтерӳ мемориалĕ» музейран тата «1941-1945. Пуç хунă паттăрсем калаçаççĕ» кĕнекерен илнĕ-мĕн. Кун пек акцисем çав кун Мускав, Красноярск, Саратов, Волгоград, Курган тата ытти хуласенче те иртнĕ.
НУРЛАТ районĕнчи Ерепьел ялĕ çак кунсенче – 220, шкулĕ – 100 çулхи юбилейне паллă тунă май пысăк праçник иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

республикăра

ТУТАРСТАНРИ Раифа мăнастирĕ, Хусан Кремлĕ, «Елабуга» музей-заповедник, Сююмбике башня, Пăлхар хулашĕ, Свияжскри Успени мăнастирĕ, Благовещени соборĕ, «1000 çулхи Хусан лапам» «Россия 10» проекта хутшăнать. Раççей çыннисем çĕршыври чи илемлĕ архитектура палăкĕсене суйласа илмелле. Интернетри сасăлав тăрăх, хальлĕхе Кул Шариф мечĕт Атăлçи тăрăхĕнче 5-мĕш вырăнта. Уншăн 10russia.ru е 10россия.рф сайтсем урлă сасăлама май пур. Сăмах май, проекта мĕнпурĕ Раççейри чи хитре 700 ытла культура, архитектура тата ландшафт объекчĕ хутшăнать.
***
Пĕтĕм Раççейри Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче çакăн чухлĕ çĕнĕ çемье чăмăртанни пулман-ха хальччен, июлĕн 5-6-мĕшĕсенче çырăнас шутлисем ЗАГСа пурĕ 688 заявлени панă-мĕн. Вĕсенчен 209-шĕ Хусанта. Ахаль кунсенче туйсен шучĕ самай сахалрах иккен. ТР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи ЗАГС Управленийĕн пуçлăхĕ Э.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 8.