Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТĂВАН ЯЛШĂН ТУНСĂХЛАСА

«Ял хушшине кĕтĕм те
ачалăха шырарăм,
Сас паракан пулмарĕ,
çав тери эп хурлантăм…»
Виталий Адюков репертуарĕнчи юрăри пекех, Нурлат районĕнчи Пухтел çумĕнче ĕлĕкрех пулнă Чистовка ялĕнче çуралнисем июлĕн 26-мĕшĕнче тăван çĕрне пухăнчĕç. Пушанса юлнă ял вырăнĕнче пĕр çурт та, кĕлет те çук, сайра-сайра ларакан çĕмĕртсем, хурăнсем, топольсем çеç кунта малтан пурнăç кĕрленине аса илтереççĕ. Пӳртсем тĕлне суккăр вĕлтĕрен пуснă.
Çапах та, кунта килсе çитсен, яла никĕслекенсем илемлĕ вырăн суйласа илнĕ иккен тесе шухăшлатăн. Чăнах та куçа илĕртекен вырăнта ларнă çак икĕ урамлă ял. Пĕр ял пĕр колхоз пулнă. Халĕ «Коминтерн» ят районта кĕрленĕ вăхăтсем те иртсе кайнă ĕнтĕ. Çĕршыври реформăсем ялсен шăписене нумай улăштарса пĕтернĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Константин МАЛЫШЕВ.
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕсем.

ГУЛЬКИНĂРА ЧĂВАШЛА ВУЛАМА ЮРАТАÇÇĔ

Эпир, «Сувар» журналисчĕсем, чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче кулленех пулатпăр, вулакансемпе тĕл пулатпăр. Йăхташăмăрсем сахалрах пурăнакан районсене те çитетпĕр-ха, анчах та сайрарах. Ак, тĕслĕхрен, Заинск районĕнче чылайранпа пулманччĕ ĕнтĕ. Апла пулин те пирĕн шанчăклă вулакансем çук мар унта. «Тутарстан почти» паракан çырăнтару даннăйĕсем тăрăх, кашни çырăнтару кампанийĕнчех Заинск районĕнче те çуллен «Сувара» çырăнакансем пур. Чăвашсем кунта ытларах Гулькино ялĕнче пурăннине шута илсе иртнĕ эрнере Элмет районĕнче командировкăра çӳренĕ май асăннă яла та çула май çитсе курас терĕмĕр. «Çула май» тени çемçен калани пулать-ха ĕнтĕ, ку яла çитме самай çухрăм хыçа хăварма тиврĕ.
Гулькино ял хутлăхне Кивĕ Елань те кĕнине пĕлетпĕр-ха. Асăннă ял патне çитсен Гулькино та аякрах мар пуль ĕнтĕ терĕмĕр.

Текста малалла вулăр...

ÇИЛÇУНАТУ ЧĔНТĔР МАЛАЛЛА

Валентин Бурайкин – Нурлатшăн паллă ят. Нурлатшăн кăна мар-тăр. Таврари районсенче, республикăра та пĕлеççĕ ку ята, çав шутра пирĕн хаçат вулаканĕсем те. Апрелĕн 24-мĕшĕнче Нурлатри музейĕн коференц-залĕнче унăн «Чун уççи» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ.
Поэзие
кăмăллакансем тулли зал пухăннине
нумайранпа
курманччĕ. Кам кăна килмен: тава тивĕçлĕ юристсем, çар çыннисем, нефтяниксем,
музыкантсем, педагогсемпе вĕренекенсем, журналистсем… Тĕлĕнтĕмĕр...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
В.Бурайкин
В.Бурайкин
■ Константин МАЛЫШЕВ.
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕсем.

ТУСЛĂХ КĔПЕРĔ ХЫВРĔÇ

Чăваш чĕлхи кунне кăçал Хусанта нихăçанхинчен ытла хăйне евĕрлĕ ирттерчĕç. «Сувар» хаçат редакцийĕпе Ульяновскри «Еткер» фонд пĕрле йĕркелерĕç çак уява. Çинех тата 2014 çул Культура çулĕ пулнине те асрах тытрĕç.
Апрелĕн 25-мĕшĕнче Хусанти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Ульяновск облаçĕнче пурăнакан чăвашсен культура кунĕ пулчĕ. РФ тата ЧР Писательсен союзĕн, ЧР Композиторсен ассоциацийĕн пайташĕ Валентина Николаевна Игнатьева-Тарават ертсе пыракан «Шанăç» фольклор ансамблĕпе «Хĕвел» ачасен ушкăнĕн пултарулăхне курса хакларĕç çак каç Хусан чăвашĕсем. «Тăван Тутарстанăм» юрă премьерипе пуçланчĕ концерт. Валентина Николаевна хăй те Тутарстанра çуралса ӳснĕ, уява килнисен хушшинче те пирĕн республикăран тухнисем чылай пулчĕç. Çавăнпа ку юрра чăн-чăн гимн пек хăватлăн, мăнаçлăн юрлани залра ларакансенче хастарлăх çуратрĕ тесе хăюллăнах калама пултаратпăр.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕ.

«Сувар» – Чăваш Майнинче

Вулакансемпе черетлĕ тĕлпулăва эпир, «Сувар» хаçат ĕçченĕсем, апрелĕн 14-мĕшĕнче Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни ялĕнче йĕркелерĕмĕр. Хальхинче хамăрăн çамрăк вулакансемпе тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яврăмăр. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем уроксем хыççăн шкулти акт залне пуçтарăнчĕç. Унтах ялăн сумлă çыннине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне, ултă кĕнеке авторне М.П.Константинова та чĕннĕччĕ.
Палăртса хăварар, районти пĕртен-пĕр чăваш этнокомпоненчĕллĕ çак шкулта вĕренекенсем чăваш чĕлхипе, литературипе иртекен республика, регионсен хушшинчи олимпиадăсенче те çуллен малти вырăнсене йышăнаççĕ. Вĕрентекенĕ С.Н.Федорова март уйăхĕнче иртнĕ тăван чĕлхе учителĕсен Пĕтĕм Раççей конкурсĕн регионти тапхăрĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ...
 
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина НИКОЛАЕВА.
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕ.

Эх, лашисем!

Лаша… Мĕнле хитре чĕр чун вĕт-ха вăл?! Хитре те ăслă. Ăслă та вăйлă. Ялта ӳсекен каччăсенчен лаша çине утланса ярăнманни çук та пуль? Каччăсем кăна та мар. Сăмахран, эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне кашни çĕр улми лартмассерен тата кăлармассерен лаша çине утланса ана сӳреленĕ. Лашасем колхозăн пулнипе, кăмăлĕсем кашнин хăйне евĕрлĕччĕ. Апла пулсан та хăраса тăман, утланнă та уттарнă. Фермăна леçме кайнă чухне чуптарни те пулкаланă...
 
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Александрпа Олег Гайнуллинсем.

Урăхла юрамасть

Çурхи кун çулталăк тăрантарать текен каларăш Алексеевски районĕнчи «Ясная поляна» агрофирмăн «Рассвет» уйрăмĕн выльăх апачĕ хатĕрлекен отрядне тӳрремĕнех пырса тивет. Мĕншĕн тесен хуçалăх мĕн чухлĕ сĕт сăвасси, аш-какай туса илесси унран нумай килет. Выльăхсене хĕл каçармалăх утă-улăм, сенаж-силос хатĕрленисĕр пуçне тыр-пул та акать вăл.
Ĕçĕ вара ытти çĕрти пекех çителĕклĕ. Агрофирмăн Чăваш Майни ялĕнчи «Рассвет» уйрăмĕн пурĕ 3039 гектар çĕр. Вĕсенчен 900 гектарĕ кукурузăпа хутăш курăк, 700 гектара яхăнĕ кĕрхи, 600-шĕ çурхи тырăсем...
 
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
Э.Смирновпа П.Карпов трактористсем.
Э.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕсем.

СЫВĂ ӲТРЕ – ЫРĂ ЧУН

Кашнин хăйĕн Олимпĕ. Кашни хăй пултарнă çӳллĕше тĕллесе çĕкленсе пырать. Камшăн-тăр чаплă професси пĕлтерĕшлĕрех, камшăн-тăр укçа, мул, камшăн-тăр ыр кăмăллăхпа альтруизм тĕп вырăн йышăнаççĕ. Ялавăрсен ентешĕ Александр Огонев республикăра пысăк çын пулса тăрсан та тăван ялне манман. Унăн ырă пуçарăвĕсен шутне ял шкулне, ял хутлăхне пулăшни, хаçатсем çырăнса пани, культурăпа спорта аталантарни, храм туни кĕреççĕ...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Хамăр корр.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕсем.

ЯЛ ПУЛСАН ПАТШАЛĂХ ПУЛАТЬ

Çӳллĕ технологисен саманинче пурăнакана, пĕр шутласан, аваллăх интереслентермелле те мар пек. Пĕтĕм шухăшĕ, ĕçĕ пуласлăхпа çыхăннăн туйăнать. Çав хушăрах халăх историйĕпе интересленекенсем, хăйсен йăх тымарне тĕпчекенсем, тăван ял хăçан тата мĕнле пуçланса кайнипе кăсăкланакансем йышлансах пыраççĕ. Çакăнпа ăнлантармалла та пулĕ çулсерен Хула кунне, Ял кунне уявласси йăлана кĕнине. Çăва тухсанах тытăнаççĕ çак пархатарлă мероприятисене. Анчах пурте мар. Пĕкĕлме районĕнчи Наратлă ялĕ, тĕслĕхрен, хĕлле, Çĕнĕ çул умĕн ирттерчĕ Ял кунне. Çапла-çапла, декабрĕн 22-мĕшĕнче ял 225 çул тултарчĕ. Халĕ кунта 767 çын пурăнать. Вĕсенчен 713-шĕ – чăваш, 33-шĕ – вырăс, 12-шĕ – тутар, 1 белорус, 3 мăкшă, 5 удмурт. Пĕрремĕш хут иртрĕ Ял кунĕ, ял-йыш савăннă, кунта çуралса ӳссе тĕрлĕ енне саланнă ентешĕсем те уява таврăннă.
Пĕкĕлме районĕнчи çак чăваш ялĕ Наратлă ятлă пулнинчен тĕлĕнекенсем çук мар чăвашсенчен: ялĕнче тĕпрен илсен чăвашсем пурăнаççĕ-çке, ячĕ тутар сăмахĕнчен тухнă (тутарсен «нарат» сăмах хыр тенине пĕлтерет-çке).

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕсем.

АЧА НУМАЙ – ВЫРĂН ÇИТМЕСТ

Çĕпрел районĕн хуть хăш ял хутлăхне çитсен те унта пурнăç вĕресе тăнине куратăн: ăçта çул сараççĕ, ăçта акăш-макăш стройка пырать, тепĕр çĕрте тата пуррине тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ… Алешкин Саплăк ялĕнче те ĕç питĕ хĕрӳ. Эпир пынă чух ялти Культура çуртĕнче юсав пыратчĕ, шкулта юбилей ирттерме хатĕрленетчĕç.
Алешкин Саплăкри пысăк стройка вара – кунта çĕнĕ ача сачĕ тăваççĕ. Ăна туса пĕтерсе хута ярасса ял хутлăхĕнче пурăнакансем тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ара, мĕнле кĕтмĕн-ха? Ача-пăча нумай вĕт ку тăрăхра. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ П.Н.Артемьев каланă тăрăх, шкул çулне çитмен ачасен шучĕ паянхи куна 117-пе танлашать. Çакă, паллах, çамрăксем çемье çавăрсан яла юлни çинчен калать. Ытти хăш-пĕр ялти пек ача сахал мар кунта, апла-тăк ялăн пуласлăхĕ те аван. Садик çук мар-ха ялта, ун пӳлĕмĕсем те çутă, ăшă, таса, мĕн кирли те пĕтĕмпех пур – хамăр кĕрсе куртăмăр.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсенче: Алешкин Саплăкри ача сачĕн заведующийĕ Е.Ф.Маркова; çак вырăнта кĕçех çĕнĕ садик ӳссе ларĕ.

Пăрăнтăк

Пăрăнтăк ятлă ялсем Пăва районĕн çĕрĕ çинче иккĕ. Пĕрне Кивĕ Пăрăнтăк теççĕ, тепри вара – Пăрăнтăк станцийĕ. Паян эпир шăп та çав станци пирки сăмах хускататпăр.
Пăрăнтăк станцийĕ, урăхла тата ăна поселокĕ те теççĕ, Пăва çĕрĕ çинче вырнаçнă пулсан та, вăл Çĕпрел районне кĕрет.
1942 çулта оборона предприятийĕсем валли, çав шутра Сталинградри трактор завочĕ валли Хусан, Ульяновск тата Куйбышев хулисенчен детальсемпе оборудованисем турттармашкăн чукун çул тума шутланă. Çапла вара Сталинградран 80 çухрăмра вырнаçнă Иловля станцийĕнчен пуçласа Хусан çумĕнчи Свияжск станцине çитиччен пин километра яхăн çула темиçе уйăх хушшинче туса хута янă. Питĕ нумай çын ĕçленĕ чукун çул тунă çĕрте. Унта таврари ял çыннисемпе пĕрле тыткăнри нимĕçсем те ĕçленĕ. Çапла вара 1942 çулта Пăва районне кĕрекен Ворошилов ячĕллĕ колхоз территорийĕнче çул хурса пынă вăхăтра çĕрпӳртсем туса Пăрăнтăк ятлă станци пулса кайнă.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

Хуларинчен кая мар

Халăхĕ нумай-и, сахал-и – яллă вырăнта медицина пункчĕ кирлех. Телее, Çĕпрел тăрăхĕнче ку енчен йывăрлăх питех çук, кăçал кăна районти икĕ ялта çĕнĕ ФАП уçрĕç (çитес çул тепĕр икĕ ФАП лартмалла), темиçе ялти медицина пункчĕсене юсаса çĕнетрĕç. Хурăнвар Шăхалĕнче те акă вырăнти шкула тĕпрен юсанă чух пĕр кĕтесне уйрăм алăк касса медицина пункчĕ тунă.
– Çĕнĕ çĕре эпир кăçал темиçе уйăх каялла кăна куçрăмăр-ха, – пĕлтерчĕ медицина пункчĕн заведующийĕ Татьяна Николаевна Муллина пире кĕтсе илнĕ май. Процедура, фельдшер тата акушер пӳлĕмĕсенчен тăракан çутă та таса медицина пунктне халĕ чăнах та ăмсанмалла, вăл хуларинчен кая мар, кунта мĕн кирли йăлтах пур, çав шутра ăшă туалет та.
«Эмел енчен йывăрлăх çук пирĕн, халăха мĕн кирлине районтан кӳретпĕр, заказпа та илсе килетпĕр», – калаçăва малалла тăсать медицина ĕçченĕ пӳлĕмсемпе паллаштарнă май.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Т.Муллина.

Пултарулăх та, опыт та çитет

Районта «Ял клубĕсем» программа ĕçлеме тытăннăранпа вăхăт нумаях иртмерĕ пулин те пĕрремĕш çимĕç куç умĕнче. Ку енĕпе чи телейлисем хурăнварсем пулчĕç. «Звездински» ял хутлăхĕн центрĕнче – Хурăнвар Шăхалĕнче – кăçал кĕске вăхăтра (строителĕсем çак ялсем пулнипе те пуль) ял варринче вĕр-çĕнĕ, нумай функциллĕ центр ӳссе ларчĕ. Ăна хаваслă лару-тăрура сентябрĕн 6-мĕшĕнче уçрĕç. Ял халăхĕ тахçан кĕтнĕ мероприятие вырăнти власть представителĕсемсĕр пуçне ТР культура министрĕ А.Сибагатуллин хăй хутшăнчĕ.
Асăнса хăварар, ку ялта хальччен ятарласа лартнă клуб пулман, вăл 1901 çулта тунă чиркӳ çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Апла пулин те культура ĕçченĕсем хăйсен ĕçне яланах çын ăмсанмалла пурнăçласа пыратчĕç. Халăх инструменчĕсен ансамблĕ хăй кăна мĕне тăрать те. Сăмах май, кун пек ансамбль (вăл арçынсенчен кăна тăрать) республикипе те урăх çук.

Текста малалла вулăр...
■  Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

Пĕрле-тĕк – йывăр мар

«Ульяновск-Çĕрпӳ» федераллă трассăран пăрăнса «Звездински» ял хутлăхне кĕнĕ чухне кунта ĕç вĕресе тăнине çатма пек яп-яка çул çине пăхсах ăнланатăн. Шăхаль тăрăхĕнче эпир çулталăк каялла кăна пулнăччĕ-ха, пĕр шутласан çак вăхăтра темех туса ĕлкĕрме те çук пек, анчах шăхальсем пирки мар ку сăмах. Вĕсен яланах каласа памалли кăна мар, кăтартмалли те тем чулех.
Республика, федераллă программăсемпе ăнăçлă усă курса юлма тăрăшни хăех кун çинчен калать. Çакă, паллах, чи малтан халăх пултарулăхĕнчен тата ертӳçĕн ăсталăхĕнчен килет. С.Тарасов «Звездински» ял хутлăхне ертсе пыма тытăнни 7 çул кăна-ха, çитĕнӳсем вара куç умĕнчех. Апла пулин те Сергей Анатольевич çакна пĕр хăйĕн кăна çитĕнĕвĕ тесе шутламасть. «Халăхĕ пирĕн канăçсăр чĕреллĕ, ыйтăва пухусенче тĕрĕс çĕклеме пĕлет, пулăшу кирлĕ-тĕк – ӳркенмест, кашни ялта йĕркеленĕ виçшер çынран тăракан пуçару ушкăнĕсем лайăх ĕçлеççĕ», – тет çеç.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ЧĂВАШ ХАÇАТНЕ ЧĂВАШСЕНЕХ ÇЫРĂНМАЛЛА

Упири çыхăну уйрăмне Татьяна Юрьевна Королева ертсе пырать. Кунта ĕçлекенсен нуши-савăнăçĕ Тутарстанăн, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăй хуракан нумай-нумай ĕçтешĕсенни пекех: çырăнтару вăхăтĕнче хаçат-журнал çырăнтармалла, ума лартнă задачăсене пурнăçламалла. Почтальонăн сумки нихăçан та çăмăл пулман, халь вăл тата йывăрланнă. Çук, вулакансем ытларах периодика çырăнма тытăннипе мар, тип çу-кĕрпе тавраш сутма тивнипе.
Упири çыхăну уйрăмĕнче эпир пынă чух почтальонсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама тухса кайма ĕлкĕрейменччĕ. Çавăнпа эпир «Суварăн» ку тăрăхри лару-тăрăвне те пĕлтĕмĕр, малашнехи пирки те каласа пама ыйтрăмăр.
Светлана Кирилловна Саймуллова Турхан Упире хаçат-журнал, çыру-телеграмма салатать. Паянхи куна вăл 25 киле «Сувар» валеçет.
Марина Анатольевна Самандеева Çĕнĕ Упире вăй хурать, хутлăхри чи пысăк ялта.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: малти ретре – Т.Королева; хыçалти ретре – С.Саймуллова, М.Самандеева, Л.Романова, И.Аюгина.

ИР ПУЛСАН КАЛЛЕХ ĔÇЕ КАЯС КИЛЕТ

Районсем тăрăх командировкăна кайсан эпир, хаçат ĕçченĕсем, паллах чи малтанах ялсенчи çыхăну уйрăмĕсене çитме васкатпăр. Ара, хаçатăмăра халăх патне çитерекенсемпе куçа-куçăн калаçас килет-çке-ха. Пĕр ĕç çыхăнтарать вĕт пире: эпир, журналистсем, хаçат кăларатпăр, почта ĕçченĕсем ăна вулакансем патне çитереççĕ.
Хальхинче те акă Çĕпрел районне çитрĕмĕр, тĕрлĕ ялсенчи почтăсене кĕрсе куртăмăр. Эрнекун пулнă май, эпир çитнĕ çыхăну уйрăмĕсенче пур çĕрте те ĕç хĕрӳччĕ. Хаçатсенчен ытларахăшĕ эрнекун тухать, çав шутра «Сувар» та, çавăнпа та шăпах çак кун почтальонсен сумкисем ытти кунхинчен йывăртарах пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.
Алешкин Саплăкри çыхăну уйрăмĕнче пире Тăваньел почтальонки Ф.С.Айзатуллина кĕтсе илчĕ.
– «Сувар» хаçата хам та çав тери кăмăллатăп, тăваньелсем эрнекун çитессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Ф.С.Айзатуллина.

Республикăри çăкăр чĕри

Çак сăмахсене Çĕпрел районне кĕрекен Пăрăнтăк поселокĕнче вырнаçнă элеватор пирки калаççĕ.
«Сувар» хаçатра асăннă элеватор çинчен çырман темелле мар, унта пулса иртекен çĕнĕлĕхсене çутатсах тăнă. Çитменнине тата ĕç ветеранĕсем те мухтаса çырса яраççĕ. Апла пулсан та элеватор тивĕçĕсем пирки çырса пĕтерме çук. Пăрăнтăк элеваторĕ республикăра питĕ пысăк шайра тăрать.
Аса илтеретпĕр, Пăрăнтăк поселокĕ Çĕпрел районне кĕрет пулсан та, вăл Пăва çĕрĕ çинче вырнаçнă. Урăхла каласан, Тăхăрьял таврашĕнче. Çавăнпа та элеватор ĕçченĕсем кунта пурте тăхăрьялсем темелле.
Элеватор мĕн иккенне пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, тырă пуçтаракан тата типĕтсе сыхлакан вырăн тейĕпĕр. Кунта вара – производство.
Пăрăнтăк элеваторĕнче республика валли çăнăх авăртаççĕ. «Золотой колос» арманта çăнăх, кĕрпе, крахмал тата крахмалтан тунă продукци хатĕрлеççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

ÇУЛ ПĔРРЕ – МАЛАЛЛА

Паян эпир хаçатăн номерне Тутарстанăн тĕп хулинчен чи аякра вырнаçнă районсенчен пĕрне – Çĕпреле – халаллама шутлани ахальтен мар. Пĕрремĕшĕнчен, вăл чăвашсем йышлă пурăнакан районсенчен пĕри (41,3 проценчĕ чăваш), иккĕмĕшĕнчен, ăна çак тăрăхрах çуралса ӳснĕ чăваш (республикипе те пĕрре) ертсе пырать, виççĕмĕшĕнчен, республикăра «Сувара» чи нумай çырăнса илет. Шăпах виççĕмĕш сăлтавĕ пире хамăр вулакансемпе тĕл пулма, çак район çинчен тĕплĕнрех паллаштарма хистерĕ те.
Тĕп тупăш – ял хуçалăхĕнчен
Пулăхлă çĕрлĕ Çĕпрел, тĕпрен илсен, ял хуçалăхĕпе, выльăх-чĕрлĕхпе пурăнать. Çавна кура тĕп тупăша çак отрасльтен илет. Телее, ял хуçалăхне вăхăтлă инвестор килнипе кунти акăнакан çĕр лаптăкĕнчен (пĕтĕмпе 68871 гектар) пĕр гектарĕ те акăнмасăр юлмасть.
«Ак Барс Дрожжаное», «Корм Дрожжановский» агрофирмăсем, «Цильна», «Шайморза», «Агротранспорт» тулли мар яваплăхлă обществăсем, «Низамов» хресченпе фермер хуçалăхĕ чи пысăккисем шутланаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА хатĕрленĕ.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
К.Малышевпа В.Александрова сăнӳкерчĕкĕсем.

КĔРХИ ЙĔКĔР УЯВ

Пăва районĕнчи Элшел ялĕ пире кĕрхи вĕтĕ çумăрпа кĕтсе илчĕ. Çавна пăхмасăр ялти Культура çурчĕ умне пуçтарăннă çăмăл машинăсене курсан, чуна уяв туйăмĕ ăшăтса ячĕ. Хăнасем тĕрлĕ регионсенчен килнĕ: Тутарстан, Чăваш Ен, Чĕмпĕр тăрăхĕ. Кунăн сăлтавне те каласа хăварам. Паян Элшелĕнче йĕкĕр уяв кунĕ. Пĕри – иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче ялти вăтам шкулăн кирпĕч çуртне хăпартнă Аркадий Владимирович Николаев обществăлла ĕçчене асăнса шкул çине хисеп хăми уçасси. Вăл, аллă çул каялла шкул директорĕ пулса ĕçленĕскер, вăхăтне, сывлăхне уямасăр ачасене вĕренме тивĕçлĕ условисем туса парассине пурнăçĕнче тĕп вырăна хунă. Тӳрĕ кăмăллă, сăпайлă çын, ĕçе юратакан Ескуль чăвашĕн пархатарлă пурнăçĕ паянхи çамрăксемшĕн тĕслĕх пулмалли çинчен шкул директорĕ В.И.Афанасьев, шкултан вĕренсе тухнисем: Петров полковник, Чĕмпĕр чăвашĕсен ертӳçи А.

Текста малалла вулăр...
■ Анатолий ПӲРКЕЛ.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕсем.

Çут çанталăк çинчен вулаççĕ-и?

Çĕпрел районĕн ача-пăча библиотеки çĕнĕ çурта куçнăранпа нумаях мар-ха, апла пулин те унти пурнăç кивĕ çуртринчен кая мар вĕрет. Сентябрĕн 3-мĕшĕнче те акă Экологи çулталăкне халалласа «Çут çанталăка упрани – тăван çĕршыва упрани» темăпа районти библиотекăсен семинарĕ иртрĕ.
Сӳтсе явмалли ыйтусем вулавăш ĕçченĕсен нумай пулчĕç. Районти тĕп библиотека директорĕн ачасемпе ĕçлекен çумĕ И.Мадурова «Çут çанталăка упрани – тăван çĕршыва упрани», Шатăршан библиотекин ертӳçи А.Садыкова «Ăслă кĕнекесем вулатпăр, çут çанталăка та хисеплетпĕр» темăсемпе тухса калаçрĕç. Чăваш Паснапуç библиотекин ертӳçи Н.Пустынина вара çитĕнекен ăрăва экологи енчен воспитани парассинче вăйăсем мĕнле вырăн йышăннине тĕплĕн ăнлантарчĕ, Шланкари библиотека ертӳçин Ф.Сагдеевăн теми те интереслĕ пулчĕ, вăл «Çут çанталăк çинчен ачасем кĕнекесем вулаççĕ-и?

Текста малалла вулăр...
■ Ирина МАДУРОВА.
Çĕпрел районĕнчи тĕп библиотекăн директорĕн ачасемпе ĕçлекен çумĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕсенче конкурсри ĕçсем.


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 10.