Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

Çивĕч ыйту

МУР ИЛЕСШӖ

Нурлат районӗнчи Ялавăр ял хутлăхне кӗрекен Сосновкăра иртнӗ эрнекун ветеринарсем Африка мурне асăрханине пула районти хăш-пӗр ялсене карантина илнӗ. Сосновкăпа кӳршӗллӗ Ялавăр, Чăваш Тӗкӗрмел, Рождественский, Стекольный, Кирпичное ялсене, Петровский поселока пӗрремӗш хăрушлăх зонине кӗртнӗ.


ПРИВИВКА: ТУМАЛЛА Е ÇУК?

Тутарстанра грипран прививка кампанийӗ пуçланчӗ. Ăна тутармалла е çук? Çак ыйту кашни çыннах хумхантарать. Пӗри усси пур тет-тӗк, тепри уссине курмасть. Тӗрӗссипе, грипп пӗрре те шӳт мар, вăл – массăллă тата хăрушă инфекциллӗ чир. Унпа çулсерен кашни вуннăмӗш аслă çын, кашни виççӗмӗш ача чирлет, кашни çиччӗмӗшӗн чирӗ тепӗр чире каять. Кашни çул тӗнчере 500 пин çын вилет.


СЫСНА АШӖ СУТМА ЮРАМАСТЬ

Африка мурӗ Тутарстан чиккине çывхарни пирки иртнӗ номерте çырса пӗлтернӗччӗ. Çак кунсенче ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствинче Африка мурӗн профилактики ыйтăвӗпе лару иртрӗ. Ларăва ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ М.Ахметов, унăн çумӗсем, ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Тӗп ветеринари управленийӗн ертӳçи А.Хисамутдинов, районсенчи ял хуçалăх управленийӗсен, ветеринари пӗрлешӗвӗсен, сысна ӗрчетекен комплекссен ертӳçисем хутшăнчӗç.


Ишме пĕлетĕн-и?

ТР пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тата чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас, пĕтерес комиссийĕн июнĕн 26-мĕшĕнче черетсĕр ларăва пуçтарăнма сăлтавĕ пулнах çав. Республикăра май уйăхĕн виççĕмĕш декадинчен пуçласа июнĕн 25-мĕшĕччен кăна шывра 55 çын, вĕсенчен 4-шĕ ача, путса вилнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ку икĕ хут(!) ытларах (пĕлтĕр – 25, вĕсенчен иккĕшĕ ача). Статистика чăнах та хурлăхлă. Республикăри юхан шывсенче куллен 3-4 çын вилет. Çавна кура ТР премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕн Алексей Песошинăн вырăнти муниципалитетсем енĕпе критики вырăнлă та: «Районсем шыва кĕмелли сезона хатĕр тесе майăн 22-мĕшĕнче пĕлтернине мĕнле хакламалла капла?» – тесе ыйтнă вăл тӳрремĕн вĕсенчен ларура.

Республикăра хальхи вăхăтра шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ 37 пляж кăна. Атăлпа Кама пек пысăк тата ытти пĕчĕкрех юхан шывсемпе нумай кӳлĕллĕ Тутарстаншăн ку, паллах, сахал.


Текста малалла вулăр...

Шкулсăр ял шăпланать

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче 11 сехет тĕлĕнче Элмет районĕнчи Клемтел Культура çурчĕн куракансен залĕнче ура пусма та вырăн çукчĕ. Анне кунĕнче клемтелсем хальхинче аннесене саламлама мар, ялăн паянхи чи çивĕч – шкул – ыйтăвне район, ТР ЧНКА ертӳçисемпе пĕрле сӳтсе явма пухăва пуçтарăннăччĕ.
Ял пурнăçĕнче шкул мĕнле вырăн йышăнни пирки калама та кирлех мар-тăр, пĕлӳ çурчĕ çук-тăк ялĕ те пĕтес хăрушлăхра. Клемтелре лару-тăру аплах мар-ха хальлĕхе, анчах… Ял варринче хитрен курăнса ларакан икĕ хутлă, хăтлă шкул акă ĕнтĕ иккĕмĕш çул тулли хăватпа кĕрлемест. Сăлтавĕ – вăтам шкултан пуçламăш шкул туса хуни. Çавна кура кунти 35 ача Чăваш Сиреньел вăтам шкулне çӳрет.
Шкулĕ çурма пушă-тăк (хăтлă пулсан та), вăл майпен саланать. Паллах, ял халăхне çакă хумхантармасть мар, анчах пуринчен ытла ачасен хăрушсăрлăхĕ чĕрене ыраттарать.

Текста малалла вулăр...
■  Ирина КУЗЬМИНА.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕсем.

ХАЛĂХ ЙЫШĔ СĂЛТАВСĂР ЧАКМАСТЬ

Раççейре юлашки 8 çулта 2,3 миллион çын, чăвашсем 200 пин çын чакнă. 10 хĕр пуçне 8 каччă тăрса юлнă. Чăваш Енре ача пĕлтĕр 2007 çулхинчен 5 процент сахалрах çуралнă, çапла вара çур Шупашкар халăхĕ юлман та!
Çĕршыв халăх йышĕпе тĕнчере 8-мĕш вырăнта пулнă пулсан, иртнĕ çыравра 9-мĕш вырăна анса ларнă. Çав вăхăтрах якутсемпе бурятсен, чеченсемпе ингушсен, лезгинсемпе аварсен, осетинсемпе даргинсен, кабардинсемпе кумыксен йышĕ ӳснĕ. Мĕншĕн чăваш халăхĕн йышĕ чакса та чакса пырать? Нумай çынна пăшăрхантарать çак ыйту.
Кăрлач пуçламăшĕнче пĕр хаçат хыпарçи манран хамăн шухăшсене çырса пама ыйтрĕ. Эпĕ ыттисен шухăшне те пĕлес терĕм, вара ыйтăва И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педуниверситетĕнче куçăн мар (заочно) вĕренекенсен пĕр ушкăнне пĕлтертĕм те хăйсен шухăшĕсене кĕскен çырса палăртма ыйтрăм.

Текста малалла вулăр...
■ Виталий СТАНЬЯЛ.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситечĕн вĕрентӳçи.

КАШКĂРПА КАШКĂР ПУЛМАЛЛА

Федерацин Çурçĕр Кавказ округĕнче иртнĕ канашлура Раççей Пенси фончĕн пуçлăхĕ Антон Дроздов çивĕч проблемăна çĕклерĕ. Вăл каланă тăрăх, хальхи вăхăтра Раççей гражданĕсен 17 проценчĕ ĕç укçи 1 пин тенкĕ е сахалрах та илет. Сăмах кунта ĕç укçин ытларах пайне ĕçлекенсем конвертпа илни пирки пырать. Кăна организаци пуçлăхĕсем налог тӳлессинчен хăтăлас шутпа тăваççĕ. Çакăншăн уголовнăй яваплăх тытасси те хăратмасть вĕсене, мĕншĕн тесен ку енĕпе явап тытнисем питĕ сахал. Законсен айккипе çул хывма май пурри те пуçлăхсене хăйсен ĕçлекенĕсене хирĕç хура ĕçĕсем тума ирĕк парать. Ĕçлекенсем хирĕç тăманни те вĕсен аллисене салтать. Пенси çулне çитиччен нумайăшĕ кун пирки пит шутласах та каймасть пулмалла, вăл ĕçлет, пуçлăх тӳлет – тата мĕн кирлĕ? Анчах та пенси çулне çывхарса пынă май хăйĕн пенсийĕ чи пĕчĕк тарифпа шутланнине чухласа илсен тин çамрăклăхри çăмăлттайлăх чĕрене ыраттарма пуçлать.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
E-mail: irina77roman11@mail.ru

«ХĂЙНЕ ЕВĔРЛĔ» ХĔЛЛЕ МĔН ХАТĔРЛЕТ?

«Пурăнмалли 3,5 пин вырăна кăçал çуркунне шыв илме пултарать», – тесе пĕлтернĕ нумай пулмасть ейĕве халалланă селекторлă ларура РФ чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ С.Шойгу. Кунсăр пуçне 15 регионти, çав шутра Тутарстанра та, 500 яхăн автомобильпе чукун çул кĕперне ейӳ сиенлетес хăрушлăх пур.
Кăçалхи хĕл ытти çултисенчен самай уйрăлса тăчĕ. Хăйĕн кăралăхне вăл декабрь уйăхĕнчех кăтартма тытăнчĕ: малтанхи эрнесенче юр çумарĕ, унтан шартлама сивĕсем пуçланчĕç. Çĕр юрсăр ун чухнех нормăран 2-3 хут тарăнрах шăнчĕ. Кĕркуннехи çанталăк ăшă тăнипе республикăри юхан шывсем яланхи вăхăтран 20-30 кун каярах пăрпа витĕнчĕç (хальхи вăхăтра Атăлпа Казанка юхан шывĕсем çинчи юр тарăнăшĕ 20-52 сантиметр, пулă тытакан вырăнсенчи пăр хулăнăшĕ 35-50 сантиметр, пĕчĕк çырмари шывсем тĕпне çитичченех шăннă).

Текста малалла вулăр...

ĔЛĔКХИЛЛЕ ШУХĂШЛАНИ ЧĂРМАНТАРАТЬ

Паянхи кун нумайăшне хумхантаракан ыйту – ял шăпи. Мĕнлерех килсе тухать вăл малашне, шкулсене хупни ялсене пĕтерме пуçлани мар-ши, ял çыннине ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва малашне еплерех татса парĕç? Ыйтусем нумай. Иртнĕ эрнере Хусанта республикăри вырăнти муниципалитетсен Канашĕн II съездĕнче Тутарстанăн патшалăх власть органĕсен ертӳçисемпе пĕрле делегатсем вырăнсенче ĕçлессипе çыхăннă çак тата ытти ыйтусене сӳтсе яврĕç. Çĕнĕ реформа пурнăçа кĕни пирки хăйĕн шухăшĕсене пирĕн журналистсене Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Петр Захаров пĕлтерчĕ.
 
– Çерçи ялта выçă вилмест, теççĕ чăвашсем. Çын хăçан та хăйĕн вăйне шанса пурăнать: пахчине акать, выльăхне тытать. Çапах этем вĕçен кайăк мар, унăн пурнăçне хальхи лару-тăрура еплерех йĕркелемелле, мĕнлерех йывăрлăхсемпе тĕл пулать ял-йыш куçăм тапхăрĕнче?

Текста малалла вулăр...

ХАЛĂХА ЧИРКӲ КИРЛĔ

Çĕпрел районĕнчи Алешкин-Саплăк ялĕнче 250 ытла çурт, кунта 1200-е яхăн çын пурăнать. Хальхи саманана пăхсан ку пысăк ял шутланать. Хутăш ялта ытларах чăвашсем пурăнаççĕ, çавăнпа та тутарĕсем пурте чăвашла пĕлеççĕ. Ял çулсерен ӳссе, аталанса пырать темелле. Акă ял вĕçĕнче çĕнĕ, хитре, пысăк çуртсем ӳссе ларнă. Ялти пӳртсем тесе те калаймăн, чăн-чăн керменсем. Ăçтан çакăн пек хитре çуртсем лартма вĕреннĕ тесе кăсăклансан çынсем çапла ăнлантарчĕç: «Çĕр ытла çамрăк Мускава ĕçлеме çӳрет. Унтан вĕсем çĕнĕ модăна вĕренсе килеççĕ». Çуртсем çинче параболически антеннăсем тăни тĕлĕнтерчĕ.
Ял пурнăçĕ пĕр вырăнта тăмасть, хресчен тĕнче аталанăвĕнчен кая юлнă теме çук: хăтлă çуртсем, телевизорпа тĕрлĕ çĕршывсен каналĕсене пăхма пулать, килĕрен тенĕ пек компьютер.
Цивилизаци çĕнĕлĕхĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ пулин те чуна çунтармалли те пур халăхăн.

Текста малалла вулăр...

ХУСАНКАЙ ÇĔРШЫВĔ ЧĂВАШЛА МАНЧĔ-ШИ?

Элкел – пĕтĕм чăваш тĕнчинче палăрнă район. Вăл – чăвашсен сӳнми çăлтăрĕн Петĕр Хусанкайăн çĕршывĕ. Аслă классикăмăр кунта тăван чĕлхе илемне туйса ӳснĕ, литература анинчи чи пирвайхи утăмĕсене тунă. Унăн вилĕмсĕр произведенийĕсене чăваш кăна мар, вырăс, тутар, ют çĕршыв çынни те вуласа киленет.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: Хăратари почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕпе Н.Шатуновăпа (сылтăмра) М.Крылова почтальонка.
Пĕр шутласан, халăх историне кĕрсе юлнă çакăн пек районсенче чăвашлăх çăлкуç пек тапса тăмалла пек, анчах апла мар çав. Элкел районĕнче ав, çамрăк ăру тăван чĕлхене вĕренесшĕн мар. Ялсенчи чăн чăваш çемйисенче те халĕ ашшĕ-амăшĕсем ачисемпе чăвашла мар, вырăсла калаçма пăхаççĕ.
Тăван чĕлхепе кĕнеке, хаçат-журнал вуласси пирки вара каламалли те çук.

Текста малалла вулăр...

АЧАСЕНЕ – ПУЛĂШУ АЛЛИ

Тутарстанра кăçал Ыр кăмăллăх çулталăкĕ пулнине пурте пĕлетпĕр. Çулталăк ахаль иртменни уççăнах курăнать – пĕр ырă ĕç хыççăн тепри пурнăçланать республикăра. Раççей тава тивĕçлĕ артисткин, Карачаево-Черкесси тата Çурçĕр Осети-Алани халăх артисткин, прима-балеринăн Анастасия Волочковăн майăн 16-мĕшĕнче Хусанти «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче иртнĕ пĕртен-пĕр концерчĕ те «Культура ĕçченĕсем – Хусан ачисене» ыр кăмăллăх акцийĕ шайĕнче иртрĕ. Ăна Хусан хулин мэрийĕ, «Спасские ворота» ХАО тата ТР Социаллă хӳтлĕх министерстви пулăшнипе Тереза Камаловăн «От сердца к сердцу» ыр кăмăллăх фончĕ йĕркеленĕ. Акцие пуçаракансен тĕллевĕ – концерт йĕркелесе хулари çынсене те ашшĕ-амăшĕсĕр е чирлĕ ачасене пулăшма явăçтарасси. Билетсем сутса пухăннă укçан пысăк пайне шăпах ырă тĕллеве пурнăçлама ячĕç те, сцена çинчех Хусанти пулăшу кĕтекен социаллă учрежденисене – илтмен тата япăх илтекен ачасен 6№ шкул-интернатне, тăлăх ачасен 11№ шкул-интернатне, «Апрель» реабилитаци центрне, «Гаврош» социаллă приюта, Муковисцитозпа чирлĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсен ассоциацине, тăлăх тата йывăр чирсемпе асапланакан ачасене валеçсе пачĕç.

Текста малалла вулăр...