Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

САЛТАКА АХАЛЬ КĂНА КАЯЙМĂН

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен Раççейре çурхи призыв иртет. Çĕршывра 155 пин çын салтак атти тăхăнма хатĕрленет. Çак тапхăрта Тутарстанран çар хĕсметне 4 пин çын кайĕ. Салтаксен ĕçĕ-хĕлĕ пирки журналистсене ТР çар комиссарĕ Сергей Погодин каласа пачĕ.

Тутарстан çар комиссарĕ С.Погодин сăмахĕсем тăрăх, çара ытларах 20-27 çулти çамрăксене ярĕç, аслă тата ятарлă вăтам пĕлӳ илнисене. Тутарстансенчен çуррине яхăн пехотăра хĕсмет иртĕ. Çĕр çынран 11-шĕ флота, 10-шĕ ракета çарĕсене, шалти ĕçсен министерствин çарĕсене 9-шĕ, тĕп разведуправленин спецназне 6-шĕ, 2-шĕ десант çарĕсене каять. Элитлă çара лекес тесен, сывлăш хатĕрленĕвĕ (парашютпа сиксе курни) кирлĕ, никрут спорт тĕсĕсемпе çитĕнӳсем туни çине те пăхаççĕ.


Йыттуна та илсе кай

Кĕрхи призыв яланхи пек октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен пырать. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшӳллĕн, кăçал кĕрхи призыв вăхăтĕнче 150 пин ытла каччă хĕсмете тăмалла. Çаплах пулас салтакăн ашшĕпе амăшĕ призыв комиссийĕн ларăвĕнче пулма та, ачисене служба иртекен вырăна çитиччен ăсатса яма та пултараççĕ.
Çак призыври уйрăмлăх – çамрăк çынсене наукăпа тата спортпа çыхăннă ротăсене пуянлатасси, Инçет Хĕвел тухăçри шыв илнĕ районсенче пурăнакан çемьесен ачисене салтака ямалла марри.
Стройра – наукăпа спорт
Генштабăн мобилизаци управленийĕн начальникĕн çумĕ Евгений Бурдинский генерал-майор сăмахĕпе, кĕрхи кампани вăхăтĕнче наука ротине 60 яхăн çын илме палăртса хунă. Унта лекес тесен, призывник наукăпа çыхăннă олимпиадăсенче, наука ĕçĕсем хӳтĕленĕ çĕре хутшăнмалла.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

АСПИРАНТСЕМ ÇУРКУННЕЧЧЕН ИРĔК

– Кăçалхи кĕрхи призыв вăхăтĕнче аспирантсене хĕсмете илсе каймаççĕ, – терĕ ТР çар комиссарĕ Сергей Погодин октябрĕн 18-мĕшĕнче Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра. – Çак категориллĕ призывниксене 2012 çулхи çурхи призыв вăхăтне хăварнă.
Ача пуррисене тата ашшĕ-амăшĕ ватă пулнисене килĕсенчен инçе ямалла мар тесе йышăннă. Çаплах вĕсем кӳршĕ республикăран аякра мар хĕсметре тăма пултараççĕ.
Çĕнĕлĕх
Кĕрхи призывпа салтака каякансем «ВТБ-24» банкĕн пластик карточкипе çула тухĕç. Çар комиссарĕ Сергей Погодин каланă тăрăх, малашне салтаксене памалли укçана çав карточка çине хурса пырĕç.
Уйăхне рядовой – 400 тенкĕ, сержант – 500 тенкĕ илме тивĕç. Рекрутсене паянах шутлама тытăннă ĕнтĕ, мĕншĕн тесен пластик карточкине тумашкăн 5-10 кун кирлĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru