Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТӖРЕВ ПУЛСАН ӖÇЛЕМЕ КĂМĂЛЛĂ

Кăçал районти 9 шкулта чăваш чӗлхине предмет пек вӗрентӗç. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ çывхарнă май районти Чăваш наципе культура центрӗн хастарӗсем черетлӗ канашлăва чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсемпе пӗрле ирттерме шутларӗç. Тӗлпулу Пӳркелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта иртрӗ, ăна чăвашла вӗрентессине халалларӗç. Тӗп доклада Пăва районӗнчи чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳçи Марина Вериялова турӗ.

■ Константин МАЛЫШЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

ӖÇ ВЫРĂНТА ТĂМАСТЬ

Пăва районӗнчи ЧНКЦ канашӗн черетлӗ ларăвӗ июнӗн 12-мӗшӗнче Чăваш Киштек ялӗнчи Культура çуртӗнче иртрӗ. Ларăва ЧНКЦ председателӗ Владимир Ильин уçрӗ. Пухăннисем 2016 çулхи пӗрремӗш çур çула палăртнă ӗçсене еплерех пурнăçланине пăхса тухрӗç, иккӗмӗш çурçуллăхра мӗнле ӗçсем ирттермеллине палăртрӗç. Владимир Анатольевич 2017 çулта тата пысăкрах тӗллевсем лартмалли çинчен калаçрӗ.

■  Анна НИКОНОРОВА, ЧНКЦ секретарӗ.
К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ.

«ГАРМОНИСТА КАЛĂР-ХА!»

Хăнăхнă йăлапа кашни вырсарникун ирхине телевизора хускатса Заволокинсен кăларăмне пăхатăп, хăш чух пӳртри ӗçпе аппаланнă чухне итлесе ларатăп. Хулара пурăнакан çыннăн чунӗ ял кӗввишӗн тунсăхлать. Кăларăмра сайра-хутра чăваш такмакӗсем те илтӗнкелесе каяççӗ. Вăл е ку хулара пурăнакан пирӗн халăх купăсçине кăтартсан чун хӗпӗртет вара. Епле савăнмăн? Хамăрăннисем çунтараççӗ вӗт! Çавăнпа кашни вырсарни ир алă пульт патне туртăнать. Купăс сасси ялта çуралнă, туйсене, ӗçкӗсене чăн чăвашла ирттернине курнă çынсен чӗринче ӗмӗрлӗхех вырăн тупнă.

■ Константин МАЛЫШЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Тулашри чăвашсем теççĕ те çаврăнса та пăхмаççĕ...

Питĕ нумай калаçатпăр паян чăваш чĕлхи аталанăвĕ, унăн халăхсен хушшинчи сумĕ, ячĕ-шывĕ пирки, анчах сахал ĕçлетпĕр. Пур-и паян унăн чапĕ? Хисеплетпĕр-и ăна? Çак ыйтусене кашни хăй умне лартать. Хурав шыраса эпир чи айванни – çитĕнекен ăру тăван чĕлхене вырăслипе улăштарма кăмăллани – патне çитсе чарăнатпăр. Вара ашшĕ-амăшне пепкине чăвашла вĕрентменшĕн, кĕçĕннисене хăй чĕлхипе калаçма вăтаннăшăн вăрçатпăр, сивлетпĕр.

Паллах, тин çуралнăскер хăй суйлама пултараймасть, унпа мĕнле калаçаççĕ вăл çавна йышăнать. Ашшĕ-амăшĕ те тăван чĕлхе кирлĕлĕхне туймасть. Мĕншĕн? Чăваш Ен политики ку енĕпе вăйсăр пулнипе, чĕлхе проблемипе сахал ĕçленипе, мĕн каламалли пур, енчен те Шупашкар хăй те вырăсланчĕ пулсан. Халăхăмăрта вăйлă лидер, тĕслĕх çукки те чĕлхе сумне чакарать. Енчен те чăвашсен республики кĕрлесе тăнă, халăхсем хушшинчи шайра хăй политикине илсе пынă, экономикипе вăйлă пулсан унăн авторитечĕ паянхи пек кăна пулмастчĕ.


Текста малалла вулăр...
■ Ирина ГОРДЕЕВА.
А.Александров сăнӳкерчĕкĕ

Ялта та пурнăç япăх мар

Çамрăксем ялтан тарнă вăхăтра каялла яла таврăнакансем те çук мар. Чăваш Енри Елчĕк районĕн каччи Денис Портнов та акă малашлăха ялпах çыхăнтарма шутланă. Хусанти ял хуçалăх академине пĕтерсе, диссертаци ăнăçлă хӳтĕленĕскере Тутарстан Ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕ хăй патĕнчен ярасшăнах пулман. Анчах çамрăк специалист теорие практикăра çирĕплетес шутпах тăван хуçалăха таврăннă. Калас пулать, ăнăçсăр мар...

■ Ирина НИКОЛАЕВА.
Г.Камалетдинов сăнӳкерчĕкĕ.

Çамрăк фермер мĕн çинчен ĕмĕтленет?

Рункă ялĕнчи çемье фермин хуçи Алексей Кубайкин пирки ĕçчен, тăрăшуллă каччă тесе Асрар Фахрутдинов фермер çырма сĕнӳ пачĕ. Çапла майпа фермăналла çул тытрăм. Мана кĕтсе илекен хуçана курсан самантлăха аптăраса ӳкрĕм – вăл çав тери çамрăк! Калаçнă май тĕлĕнтĕм те, ăмсантăм та.
Алексей 27 çулта. Выльăх-чĕрлĕхпе кăсăкланма пуçланăранпа тăватă çул çитет. «Рунга» хуçалăхĕн юхăннă сысна витине арендăна илсе юсанă та сыснасем усрама тытăннă. Анчах та кĕçех ку ĕçе пăрахăçлама тӳр килет, мĕншĕн тесен африка чуминчен сыхланас тĕллевпе вĕсене аша ăсатма хушаççĕ. «Çакă сирĕн кăмăлăра пăсмарĕ-и?» – текен ыйту çине вăл:
– Выльăхсене юрататăп эпĕ. Пĕри пулмасан, теприне усрама пулать-çке. Шкулта вĕреннĕ чухнех çуллахи каникул вăхăтĕнче кăна мар, хĕллехи кану вăхăтĕнче те фермăра ĕçлеттĕмччĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Альфия Шарафутдинова.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Пуринчен те ирттерет

Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче мĕн ĕлĕкрен тенĕ пек ĕне ферми пулнă. Паян кун та кунта хуçалăх аталанса пырать. Халĕ, паллах, темле агрофирмăсем туса пĕтерчĕç, темиçе хуçалăха пĕрлештерсе ĕçлеттереççĕ. Хир ĕçĕсене хутшăнса пурнăçлаççĕ пулсан, ферма ĕçне вара кашни хуçалăх хăйĕнне тăвать.
«Ак Барс – Буинск» агрофирмăна кĕрекен «Родина» хуçалăх ферминче паянхи куна 10 доярка ĕçлет: Надежда Иванова, Татьяна Романова, Светлана Кудамасова, Дина Ложникова, Марина Типушова, Наталья Мусина, Ирина Гордеева, Елена Кретова, Наталья Петренко, Елена Егорова. Вĕсем пурте питĕ хастар та пултаруллă. Çуллахи лагерьте ашса тухма çук пылчăк пулсан та, вĕсем кашни ĕнене килти пек пăхма тăрăшаççĕ, кашниншĕн пăшăрханаççĕ...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Д.Ложникова.

ЯЛСЕНЕ УПРАСА ХĂВАРМАЛЛА

Республикăра ялсене аталанма, çынсен пурнăçне лайăхлатма пулăшакан программăсем ăнăçлăн пурнăçланса пыраççĕ. Унта та кунта çĕнĕ клуб, ФАП, ытти социаллă учрежденисем уçăлни çинчен илтсех тăратпăр. Ак иртнĕ эрнере Пăва районĕнчи икĕ чăваш ялĕнче те çĕнĕ объектсем хута кайрĕç: Элшелĕнче полицин оперуполномоченнăйĕ валли администраципе пурăнмалли комплекс, Шемекре Нумай функциллĕ центр уçăлчĕ...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Хамăр корр.
Сăнӳкерчĕк www.gossov.tatarsta n.ru сайтран.

В.Ярхунов: «ПИРĔН КУНТА ÇЫНСЕМ ЛАЙĂХ»

Кипеккасси ялĕ Пăва хули çумĕнчех ларать тесен йăнăшмастпăр пулĕ. Ял хутлăхĕ те унăн пысăк мар – Рункă тата Кипеккасси хăй кĕрет унта, иккĕшĕ те чăваш ялĕ, 1440 яхăн çын пурăнать вĕсенче. Кипеккассинчи пĕр азербайджансăр пуçне ыттисем пурте чăваш. Рункăра та çаплах. Чăн та, 1917 çулхи революциччен кунта пĕр урамра пĕтĕмпех еврейсем пурăннă тет, хăйсем Пăвара суту-илӳ, ытти ĕçсемпе ĕçленĕ пулать те, пурăнма Рункăра пурăннă тет. Анчах пушар тухса урамĕпех çунса кайнă тет. Еврейсем пурте тенĕ пекех куçса кайнă çакăн хыççăн, ялта пĕр-ик çемье кăна юлнă, кайран вĕсем те чăваша тухса пĕтнĕ имĕш.
Ку ял хутлăхĕнче туслă, тăрăшуллă халăх пурăнать.
Валерий Владимирович Ярхунов ял хутлăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа кăткăс ыйтусем пайтах сике-сике тухнă, анчах йывăрлăхран хăраса алă усман, çухалса кайман.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

Йĕрке хуралĕнчи виçĕ сехет

ТР ШĔМĕ республикăри массăллă хыпар хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе пĕрле ирттерекен «Журналист профессие улăштарать» акци кăçал Участковăй кунĕпе тӳр килнине кура çак йĕркесен авторĕ каллех пĕр кун «участковăй» ĕçне хăй çинче тĕрĕслерĕ. Хальхинче хулари мар, ялти участковăй пулчĕ. Республикăри «Чи лайăх ял участковăйĕ», «Профессире чи лайăххи» конкурссен темиçе хут çĕнтерӳçипе, Пăва районĕн шалти ĕçсен уйрăмĕн чи пултаруллă участковăйĕпе Александр Васильевич Кириллов майорпа «опыт» пухрĕ.
Александр Васильевича районти шалти ĕçсен уйрăмĕнче курсанах манăн «смена» ытти çултисенчен те хĕрӳ пулассине тӳрех ăнлантăм. Шалти туйăм чăнах та улталамарĕ. «Айтăр кайрăмăр, Пӳркелĕнче çын çухалнă пирки пĕлтерчĕç», – терĕ майор питĕ васкавлăн. Паллă ĕнтĕ, кун пек чух сăмах çапма никамăн та вăхăт çук, кашни минут шутра.

Текста малалла вулăр...

ĔМĔРТЕН ПĔРЛЕ

Тунтикун Пăвара нацисен хушшинчи тăнăçлăха, конфессисен хушшинчи килĕшĕве çирĕплетесси тата халăхсен, культурăсен хушшинче хирĕçӳ ан тухтăр тесе профилактика ĕçĕсем ирттересси пирки канашланă. Пухура районти Чăваш наципе культура центрĕн председателĕ Владимир Ильин та сăмах каланă. Вăл православи тĕнĕпе пурăнакансем мăсăльмансемпе килĕштерсе пурăннине районти хутăш ялсен тĕслĕхĕ çинче илсе кăтартнă.
«Альших, Пӳркел, Атав, Тинкеш ялĕсенче чăвашсемпе тутарсем ĕмĕртен пĕрле пурăнаççĕ. Тĕрлĕ халăхсем пĕр-пĕрне ăнланманни вăл ытларах чухне çынсен йăлисене, пурнăç йĕркисене пĕлменнипе е пĕлес теменнипе пулса иртет. Вĕсене пĕлсен эпир хамăршăн вăл е ку халăх çынни «мĕншĕн апла хăтланнине» ăнлантарма пултартăр. Вĕсен йăлисене хамăрăннисемпе танлаштараятпăр. Çавăнпа та наципе культура центрĕсен тивĕçĕ – хăйсен халăхĕн культурипе тĕрлĕ формăсенче паллаштарасси.

Текста малалла вулăр...
■ Хамăр корр.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

ХУЛА ӲСЕТ, ИЛЕМЛЕНЕТ

Кăçал çулла Пăвара Ĕçтăвком ертӳçи улшăннă. Çак пысăк тивĕçе июнĕн 5-мĕшĕнчен «Пăвари машина тăвакан завод» тулли мар яваплăхлă обществăн директорĕ пулнă Александр Никифоров пурнăçлать. Çакăн пирки хăй шӳтлесе: «Кăçал июнĕн 5-мĕшĕнчен ĕçлетĕп, хама 5 çул ĕçленĕнех туятăп», – тет. Хулана тирпей-илем кӳртесси çине пусăм тунă малтанах. Çулсем юсасси те черечĕпе пĕрремĕш вырăнтах. Пăва яланах çуртсене тĕпрен юсассипе малтисен ретĕнче пулнă. Кăçал та кунта палăртнă плана пурнăçланă – 2-3 хутлă 8 çурта тĕпрен юсанă, 2014 çула тата пилĕк çурт юсама палăртнă. Шыв пăрăхĕсене 2 километр улăштарнă (50-60 çулсенче вырнаçтарнисемех пулнă). Çак ĕçсене малалла та тăсма палăртнă, канализаци сечĕсене малалла сарасси те планра пур.
Çавăн пекех çулсене йĕркене кĕртесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ кунта. Çичĕ километр çула юсанă та ĕнтĕ, çуркунне тата 11 километра çĕнетĕç.

Текста малалла вулăр...

ЧĔКĔНТĔР ТЕ КĂЛАРАÇÇĔ, ФЕСТИВАЛЬ ТЕ ИРТТЕРЕÇÇĔ

Иртен пуçласа кăнтăрла иртсе 3-ччен пычĕ Чăваш Киштекĕнче «Чăваш шăпчăкĕ». Çур зал куракансем, çурри – хутшăнакансем. Пӳркелсемпе мăкăрсем, элшелсемпе шуршусем, рункăсемпе çĕнмертлĕсем, таккаварсемпе кипеккассисем – пурте пухăннă киштексем патне. Килейменнисем ял хутлăхĕсемпе вырăнти хуçалăхсем транспортпа тивĕçтерейменни çине йăвантараççĕ. Мĕн тăвăн, чĕкĕнтĕре хирсенчен заводсене ăсатса пĕтермен-ха. Апла пулин те конкурса хутшăнакан сахал марччĕ.
Фестивале ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Дубова ертсе пычĕ.
Пăва районĕнче кашни ялта тенĕ пекех фольклор ансамблĕ пур, фольклор фестивалĕнче шăпах вĕсен пултарулăхне кăтартмалла пек, анчах та юрлакансем ытларах эстрада çулне суйласа илчĕç. Конкурс положенийĕ çакна хирĕçлеменнине шута илсен, ытлашши тарăхас килмерĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Константин МАЛЫШЕВ.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.