Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АНДРЕЙ МЯГКОВ АРТИСТ ТĂХĂРЬЯЛТАН!

«С легким паромри!» Женя Лукашина, «Служебный романри» Анатолий Новосельцева вылякан Раççей халăх артисчӗ Андрей Мягков актер та хамăрăн, унăн тымарӗсем Тутарстанри Тăхăрьял тăрăхӗнчен!

ăва районӗнчи Раккассин­че пурăнакан Е.Долгова аса илнӗ тăрăх, Пӳркелӗнчи Хăята çамрăксем тавра ялтан пуç­та­рăннă. Çав вăйăсене халӗ пурте пӗлекен, хӗрӗх ытла илемлӗ фильмра ӳкерӗннӗ Андрей Мягков артист та хутшăннă. Вăл Хусанта тата Ешӗлварта ӳс­нӗскер, хăйӗн Раккассинчи иккӗ­мӗш-виççӗмӗш сы­пăкри тă­ванӗсем патне кайкаланă, кунти чăваш вăййипе йăли-йӗрки ун кă­мăлне кайнă.

■ Анатолий ТИМОФЕЕВ.
Чăваш Ен.
Елчӗк.

КОМИ МИНИСТРӖ – ТĂХĂРЬЯЛ МĂНУКӖ

Пирӗн вулакансенчен чылайăшӗ А.П.Князева питӗ лайăх пӗлет. Амăшӗ Антонина Ивановна Никитина Тăхăрьял тăрăхӗнчи Раккассинчен пулнăран Пăва районне вăл хăйӗн иккӗмӗш пӗчӗк çӗршывӗ вырăннех хурать. Унти чăваш акатуйӗсемпе ытти мероприятисенче хутшăнса чылай ӗç коллективӗпе уйрăм талантсене сумлă парнесемпе наградăсем парать. Вăл 21 çул ытла Чăваш Енри Шупашкар районӗнчи яваплă ӗçсенче, вӗсенчен 12-шне район администрацийӗнче (ытларахăшне – ертӳçӗре) тăрăшрӗ. 2011-2015 çулсенче ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, çав шутра Канаш Председателӗн çумӗ пулчӗ. Нумаях пулмасть ăна Коми Республикин ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ пулма çирӗплетнӗ. Анатолий Пантелеймонович «Сувар» хаçатăн та тусӗ.


ОФИЦЕР ЭНЦИКЛОПЕДИ КĂЛАРАСШĂН

Ульяновск облаçĕнчи ЧНКАн иртнĕ конференцийĕнче хастар таврапĕлӳçĕ Владимир Ярухин Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр аллинчен «В память о праздничном параде в Ульяновской области в день 70-летия Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945» асăнмалăх палла илме тивĕçлĕ пулчĕ. Ентешĕсем ăна тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

Иртнĕ февраль уйăхĕ Владимир Егоровичшăн уйрăмах хĕрӳ пулнине пăхмасăр хисепе тивĕçнĕ йăхташ чăваш хаçат редакцине кĕрсе тухма килĕшрĕ. Ыйтусене те хаваспах хуравларĕ.


ТЕЛЕЙ ÇĂЛТĂРĔ ХЫÇÇĂН

Елена Геннадьевна Алексеева 1973 çулта Аксу районĕнчи Беловкăра çуралнă. Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. «Телей çăлтăрĕ хыççăн» тата «Каснă чĕлĕ» кĕнекесен авторĕ. Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçатĕнче ĕçлет.

■ Александр БОГАТОВ.
Чăваш халăх академикĕ.
Ульяновск.
Архиври сăнӳкерчĕк.

Инженер-конструктор

Алексеевски районĕнчи чăвашмайнисем эпир хамăр ентешпе, çак ялта çуралса ӳснĕ пултаруллă инженер-конструктор па Валерий Семенович Барышниковпа тивĕçлипех мăнаçланатпăр. Нумай пулмасть В.П.Макеев академик ячĕллĕ патшалăх ракетнăй центрĕнчен Чăваш Майни шкулне килнĕ çыруран тата нумай çĕннине пĕлтĕмĕр.

■ Лидия УГАХИНА.
Чăваш Майни.
Барышниковсен çемье
архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

Ăçта пулман чăваш?!

«Шухăшламан чухне шухăшăм çук, шухăшласан пуçăм çаврăнать», – тесе юрлаççĕ пирĕн тăрăхри чăвашсем. Кăçал Раççей Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулне чаплăн паллă турĕ. Вăрçă хирĕнчен таврăнайман аттесем, пиччесем çеç çак чыса кураймарĕç.

■ Леонид ЮМАРТОВ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.