Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.10.2019 21:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юрă-кĕвĕ – пурнăç илемĕ

Элмет районĕнчи Патраклă ялĕнче пурăнакан Зинаида Владимировна Алексеевăна тĕл пулсан пĕр иккĕленмесĕрех: «Телейлĕ», – тетĕн. Утса тухнă пурнăç çулĕ çине çаврăнса пăхсан, унăн чăнах та мăнаçланмалăх пур-çке: ĕмĕр тăршшĕпех юратнă профессипе ĕçлесе «ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ, çумра шанчăклă мăшăр, куç тулли пăхса савăнмалăх ачасем, мăнуксем…
1974 çулта 20 кăна тултарнă специалиста, Лениногорск районне кĕрекен Чишме ялĕн хĕрне, районăн культура управленийĕ тӳрех Патраклăри çĕнĕ Культура çурчĕн директорне лартнă. Çапла ялти культура пурнăçне пуçĕпех чăмнă çамрăк хĕр. Клубра пуçласа ансамбль йĕркелесе культура вучахĕ тавра çамрăксене кăна мар, аслăраххисене те явăçтарнă вăл. Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ нумай кĕттермен, 1976 çулта Хусанта иртнĕ халăх пултарулăхĕн пĕтĕм союзри фестивалĕнчен патраклăсем пĕрремĕш хут лауреат пулса таврăннă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Алексеевсен çемье архивĕнчи сăнӳкерчĕкре З.Алексеева çывăх çыннисемпе.

Юн шыв мар

Ульяновскра пурăнакан Наталья Новоселец – вырăсланнă чăваш. Аслашшĕ-асламăшĕсем кунти Сингелей районĕнчи Ялавăр ялĕнче пурăннă. Украинеца качча тухнăскерĕн çемйинче чăваш чĕлхи янăрамасть ĕнтĕ текех. Тăван чĕлхепе калаçмасть пулин те Наталья хăйне вырăс мар, чăвашах тет. Профессилле çĕвĕç
пи-и-итĕ хитре наци тумĕсем çĕлет, тĕрĕсем тĕрлет. Ку енĕпе ăна хальлĕхе Ульяновскра çитекенни çук-ха. Тăван Ялавăр ялĕнчи пĕчĕк ентешĕсене, ачасен «Флеш» ташă ушкăнне чăваш кĕписем, ытти сцена костюмĕсем çĕлесе парса пулăшать. Облаçри пултаруллă çамрăксем «Кĕмĕл сасă», «Чăваш пики» Пĕтĕм Раççей конкурсĕсене те вăл çĕленĕ чăваш кĕписемпех хутшăнаççĕ. Мĕнех калăн, юн шыв мар, туртать-тĕр çав...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Ирина КУЗЬМИНА.
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕ.

АЛ ĔÇĔНЧЕН ПУÇЛАННĂ ĂСТАЛĂХ

Апрелĕн 25-мĕшĕнче Хусанти Халăхсен туслăх çуртĕнче иртнĕ Ульяновск чăвашĕсен культура кунĕ Чĕмпĕр ен чăвашĕсен юрри-ташшипе кăна мар, фойере йĕркеленĕ ал ăстисен куравĕпе те асра юлчĕ. Тухьяллă чăваш пикисене, тунката çинче ларакан Шуралене, лаша урапи çине ларса Мăнкуна васкакансене тата ытти нумай-нумай тăм теттене мĕнле тĕлĕнсе пăхмăн-ха?! Çак ĕçсен авторĕпе, Пăва районĕнчи Чăваш Киштек ялĕнче çуралса ӳснĕ, Ульяновск хулин хушма пĕлӳ паракан педагогĕпе, «Халăх промыслисем» пĕрлешĕвĕн ертӳçипе Галя Елисеевăпа вулакансене те паллаштарас терĕмĕр.
Галя Георгиевнăн пултарулăхĕ чăнах та нумай енлĕ, Ульяновск облаçĕпе хулинче шăпах ăсталăхпа паллă та ентешĕмĕр. Вăл педагог, ӳнерçĕ-оформитель кăна мар, паянхи кун питĕ сайра тĕл пулакан професси çынни – тăм тетте ăсти те. Дымковски, филимоновски, каргопольски теттисен мелĕсемпе хăй ăсталанă композицисен куравĕпе килнĕччĕ те Хусана.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Г.Елисеева архивĕнчи сăнӳкерчĕксем.

Фарида Файзуллина: «Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ»

Чăваш эстрадине мĕн чухлĕ вăрçсан та, вăл пĕр вырăнта тăманнине асăрхамасăр пултараймастпăр. Шайне те вунă çул каяллахипе танлаштарма çук, А.Думилин, К.Рязанов пек пултаруллă çамрăк юрăçсем палăрни çакнах ĕнентерет. Телее, эстрада тĕрлĕрен пулса пыни те куçкĕрет. Ют халăх çыннисем, Непал каччипе Дипендра Манипе тутар хĕрĕ Фарида Файзуллина, тĕслĕхрен, чăвашла юрласа хăйне евĕрлĕх кĕртрĕç.
Чăвашла таса шăрантаракан тутар хĕрĕн Фарида Файзуллинан тарăн шухăшлă юррисене халăх юратма та ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ, ăна халĕ Чăваш Енпе Тутарстанра кăна мар, Мускав, Чулхула, Пушкăртстан, Ульяновск чăвашĕсем те лайăх пĕлеççĕ. Чăваш эстрадин çĕнĕ çăлтăрĕпе Фарида Файзуллинăпа эпир ятарласах тĕл пулса çывăхрах паллашма шутларăмăр...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Ф.Файзуллина архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

Ĕç кил пек

Теччĕ районĕнчи Çармăс ялĕн библиотекинчен ватти-вĕтти кунĕпех татăлманнинчен тĕлĕнмелли çук. Мĕншĕн тесен ял çыннин те пушă вăхăта усăллă ирттерес килет-çке. «Пирĕн ял хĕрарăмĕсем ĕç çук тесе килте лармаççĕ», – кĕскен паллаштарчĕ ял пурнăçĕпе Лидия Николаевна Караева библиотекарь. Шыраканни тупать тенешкел, ял çыннисем Пăва хулинчи предприятисене ĕçе куллен çӳреме ӳркенмеççĕ. Çамрăк аннесене йывăртарах ĕнтĕ, ялта садик пулманнипе ачисене никампа хăварма çук. Шкул çулне çитмен 22 ача пулнине пăхмасăр садик ыйтăвĕ кунта çивĕч. Пĕчĕкскерсен те хăйсем пеккисемпе выляс, хутшăнас килет вĕт.
Йĕпе-сапана, çил-тăмана пăхмасăр ашшĕ-амăшĕсем кашни эрнекун 12 сехет тĕлне ачисене ял библиотекине илсе килеççĕ. Шăпăрлансем валли кунта выляма, вĕренме мĕнпур услови пур: пысăк та çутă зал, ятарлă сĕтел-пукансене çак ялăн пултаруллă çамрăкĕ Николай Урмаев ăсталанă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

мĕн çимелле?

Çамрăклăх апачĕсем
Çулсем иртнине пăхмасăр çамрăк юласси мĕнле апат çиничен те килет-мĕн. Çавăнпа тасатман (нерафинированный) ӳсен-тăран çăвĕ, риспа сĕлĕ хăрпăкĕ тата мăйăра кулленхи менюна кĕртмелле. Мĕншĕн тесен çак продуктсенче ватăлас процеса майпенлетекен Е витамин пур. Крем суйланă чухне те унăн тытăмне тимлĕн вуламалла. Тытăмĕнче Е витамин пуррине кăна илме тăрăшмалла.
Вăрăм ĕмĕр апачĕсем
Ватăличченех пурăнас тесен вара çуллă пулă, олива тата тасатман (нерафинированный) хĕвел çаврăнăш çăвĕ, аçтăрхан мăйăрĕ çиме тăрăшмалла. Вĕсенче юнри холестерина чакаракан, тромбсем йĕркеленессинчен сыхлакан омега-çусем пур. Сушири пулăра усăллă кислотасем пурте сыхланса юлаççĕ, краб палочкисенче вара çукпа пĕрех. Организмшăн чи усăллă пулă семга, форель, сельдь, скумбри шутланать.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

Пултаруллă, чипер, маттур!

Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел пики Кристина Смолькова чăнах та пултаруллă, чипер те маттур! Çакна эпир «Выля, хуткупăс» фестивальте хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Кристина тăван ялĕнче иртекен купăсçăсен фестивальне уçă сассипе питĕ ăста ертсе пырса илем кӳчĕ. Саманта та пушă вăхăчĕ çукчĕ пулсан та эпир ăна чăрмантарса хăйпе паллаштарма ыйтрăмăрах.
Çĕншешкел пики йăл кулса калаçăва пуçларĕ. Мĕн-мĕн те, çынпа калаçма пĕлетех çав вăл. Ара, ахальтен мар-çке пулас учитель. Кристина Смолькова Елабугăри педагогика институчĕн пиллĕкмĕш курс студентки иккен. Кĕç-вĕç алла диплом илме хатĕрленекенскер, пĕр хут кăна практикăра пулман вĕт. Вырăс чĕлхипе акăлчан чĕлхин пулас учителĕ кăçал, тĕслĕхрен, Елабугăри 2№ шкулта практикăра 5-мĕш класс ачисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Купăсçăсен фестивалĕ Çĕнĕ Шешкелĕнче иртессине пĕлсен унăн ертӳçи пулма вырăнти культура ĕçченĕсем никама та мар, Кристинăнах шаннă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

Ал ĕçне вĕренеççĕ, тĕпчеççĕ

Хальхи вăхăтра лавккасенче мĕн кирли йăлтах пурри çынна наяна ярать тесен йăнăшмăпăр. Калăпăр, темиçе çул каялла кăна-ха чăвашсен хушшинче ал ĕç тума, тĕртме, çăм арлама пĕлмен хĕрсем пулман. Халĕ çамрăксенчен нумайăшĕ алла йĕпсе тытса та курмасть. Мĕншĕн тесен кирлĕлĕхне туймасть. Çапах та пултаруллă ал ăстисем çук тенине пĕлтермест çакă. Пур-ха вĕсем пирĕн. Вĕсенчен пĕри – Çĕпрел районĕнчи Упи вăтам шкулĕнче истори, обществознани предмечĕсене вĕрентекен Наталия Куракина.
Наталия Николаевнăна кăçал Хусанта Сабантуй уявĕнче курсан пултарулăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Вăл авалхи чăваш тумне тăхăннăскер, пир станĕпе питĕ ăста тĕртсе ларатчĕ. Аллинчи ăси выляса çеç тăнă май ачалăх, килте асанне кавир тĕртни аса килчĕ. Халĕ пир станне музейре çеç курма пулать-çке. Пир тĕртекенсем çук тесен те юрать.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Н.Куракина хĕрĕпе Аньăпа.

Универсиада – ман пурнăçра!

Хусан – студентсен хули, кунта вун-вун аслă шкулта пин-пин çамрăк пĕлӳ пухать. Хальлĕхе çĕршыври пĕр регион та пирĕнни пек студентсен çĕнĕ йышши кампусĕпе мухтанаймасть-ха, мĕншĕн тесен вăл Раççейре пĕрре. XXVII Пĕтĕм тĕнчери çуллахи универсиада Хусанта иртессине пĕлсенех пирĕн студентсенчен кашни унта хутшăнма ăнтăлчĕ: кам волонтер, кам обществăлла апатлану сферинче официант, кам костюмер тата ытти нумай çĕрте тăрăшма кăмăл турĕ. Чи телейлисем вара Универсиадăна уçнă тата хупнă церемонисене хутшăнмах пултарчĕç.
Паллах, çакăн чухлĕ студентсен «çарĕнче» чăвашсем те нумайăн. Вĕсенчен пĕринпе, Универсиадăн тĕп церемонийĕсене хутшăнакан ташăçăпа, Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм академийĕн иккĕмĕш курс студенткипе, Чистай чăваш пикипе Наталья Кузьминапа эпир Универсиадăна уçнă церемони хыççăнах тĕл пултăмăр.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ÇУХАЛМАСТЬ ĂСТАЛĂХ

Тĕрĕ-çĕвĕ ăсталăхĕ авалтан килекен пултарулăх. Ĕлĕк чăваш тĕрĕçи 200 ытла тĕрĕ пĕлнĕ теççĕ. Акă мĕнле пуян вăл чăваш тĕрри. Унăн ĕмĕрхи илемне туйма вĕрентекен ăстасем паян та пур-ха. Вĕсенчен пĕри – Нурлат районĕнче пурăнакан Светлана Аркадьевна Сандрюхина.
Якаел ал ĕç ăстине районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Вăл – Чăваш этнокультурин деятелĕ, тĕрлĕ конкурсăн («Çулталăк учителĕ», «Ватан» республика фестивалĕн тата ыттин) çĕнтерӳçи, лауреачĕ. Унăн ĕçĕсене Мускаври, Хусанти тата ытти хуласенчи куравсенче, Нурлатра çуллен иртекен Пĕтĕм Раççейри «Уяв» праçникĕнче пĕтĕм Раççей курса тĕлĕнет.
Чăнах та асамçă тейĕн çав çак чăваш хĕрне. Аллинче çӳпĕ те сая каймасть-çке, самантрах куçа илмелле мар илеме çаврăнать. Чи пĕлтерĕшли вара хăй мĕн пĕлнине йăлтах ачасене вĕрентни.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
С.Сандрюхинăн архивĕнчи сăнӳкерчĕксем.

Джулия: «Ман тавра пессимистсем çук»

Чипер, уçă кăмăллă çак хĕре Хусан чăвашĕсем лайăх пĕлеççĕ. Çамрăксемпе çыхăннă мĕнпур мероприятие (çав шутра чăваш дискотекисене те) ертсе пырать кăна мар, сценарине те хăех çырать вăл. Пултаруллă Нурлат пикипе вулакансене те паллаштарас терĕмĕр. Çапла вара пирĕн хăна – Тутарстан Халăхсен ассамблейин çамрăксен канашĕн членĕ, чăваш çамрăкĕсен лидерĕ, Хусанти культурăпа искусствăсен университечĕн III курс студентки Джулия Максюткина.
– Джулия, сана çамрăксем, тĕпрен илсен, хушаматпа мар, ятпа пĕлеççĕ. Джулия санăн яту е псевдоним?
– Джулия – хамăн ятăм. Атте хунă ăна. 1990-мĕш çулсенче телевизорпа Юрмала кăтартнă чух пĕр конкурсанткăн ячĕ Джулия пулнине илтнĕ те хут çине çырсах хунă. Çапла майпа эпĕ Джулия. Тăван Якаел ялĕнче те, районта та кун пек ятлă хĕр ачасем урăх çукчĕ, çавăнпа мана хушаматпа ачаранах чĕнмен.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

Кĕле çуркаланать

Ура кĕлли çуркаланни чи малтан организма кирлĕ витаминсем çитменнине хыпарлать. Çавăнпа кулленхи рациона С тата А витаминсемпе пуян симĕс сухан, кишĕр, çăмарта, пылак хĕрлĕ пăрăç, лимон, апельсин, пĕвер, ӳсен-тăран çăвĕ тата купăста кĕртмелле.
Енчен те ура кĕллин ӳчĕ хытă кушăхрĕ-тĕк, ăна малтан пар çинче тытса çемçетмелле те килте хатĕрленĕ кремпа сĕрмелле.
Крема çапла хатĕрлемелле: пĕр стакан ӳсен-тăран çăвне шыв мунчинче ăшăтмалла та ун çине пыл карасĕ, тата вĕттĕн туранă пĕр пуç сухан (пысăкки) ярса лайăх пăтратмалла. Пар çинче çемçетнĕ кĕлене сĕрсе малтан полиэтилен хутаçпа, унтан алшăллипе çыхса çĕрлене хăвармалла.
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

Руç сыхлавçи

Тăван çĕршыва сыхласси арçын ĕçĕ кăна мар, хĕрарăмăн та. Арçын тăшманран хĕç-пăшалпа сыхлать пулсан, хĕрарăм çав хӳтĕлевçĕсене çуратать. Акă мĕншĕн хĕрарăма килти вучахăн кăна мар, тăван çĕршывăн хӳтĕлевçи те теме пулать. Çакăн пек хĕрарăмсенчен пĕри – Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Вăтам Тимĕрçен ялĕнче пурăнакан Ольга Николаевна Шорникова. Вăл хăйĕн мăшăрне ултă ывăлпа икĕ хĕр çуратса парнеленĕ. Пĕрре пăхсан, «литература персонажĕ» мар пек те туйăнать, анчах çывăхрах паллашсан шăпах çакăн пек çынсем çинче Руç тытăнса тăнине туятăн. Енчен те несĕлĕсене тĕпчес пулсан тата… çемйи ултă чĕлхепе калаçать.
ЙĂХ-НЕСĔЛ ТЫМАРĔ
Ольга Николаевнăн аслашшĕ Илларион Егорович Шорников Пухтел ялĕн чи пуян çыннисенчен пĕри пулнă. Амăшĕ енчи аслашшĕ Григорий Михайлович Цыганцов вара хăй укçипе ялта чиркӳ лартнипе паллă.

Текста малалла вулăр...
■ Николай КОНДРАШКИН.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Кану йĕркелекенсем

Телевидени-Интернет пысăк хăвăртлăхпа аталаннă май çынсем пушă вăхăта мĕнле ирттересси пирки ыйту тăмасть. Çапах та çын çине те тухас, пĕлĕш-юлташсемпе, ентешсемпе тĕл пулас килет вĕт, уйрăмах ялсенче. Культура ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ – вĕсем валли лайăх кану йĕркелесси.
Анчах вăхăчĕ халĕ ĕлĕкхи мар-çке, халăх кун пек ĕçе питех хутшăнма çунмасть. Çитменнине мĕнпур культура çуртĕнче костюмсем те, тивĕçлĕ аппаратура, музыка инструменчĕсемпе калама пĕлекен те çук. Çапах та çакăн пек йывăрлăхран тухма та мелсем тупаççĕ ялти культура ĕçченĕсем. Пăва районĕнчи Хирти Кушкăри Культура çурчĕ те ку енĕпе питех уйрăлмасть пулин те, массăллă мероприятисем ирттермесĕр тăмасть.
– Уйăхра 2-3 мероприяти иртет пирĕн. Библиотекăпа, шкулпа, вырăнти ял хутлăхĕпе пĕрле ĕçлетпĕр. Акă кĕркунне, тĕслĕхрен, ял кунне пĕрле илемлĕн ирттертĕмĕр.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
И.Кузьмина сăнӳкерчĕкĕсем.

Эпир пĕрле

Теччĕ районĕнчи Йӳккелĕнчи Валентина Петровăпа эпир вулакансене 2006 çултах паллаштарнăччĕ. Виçĕ ачине пĕччен ӳстерекен чăваш хĕрарăмĕ тата тăватă ачана усрава илме хăюлăх çитернине вăл вăхăтри Президентăмăр М.Шаймиев та питĕ пысăка хурса хакланăччĕ ун чух. Эпир вара Валентина Владимировна патне килнех кайса килнĕччĕ.
Паллах, унтанпа вăхăчĕ сахал мар иртрĕ. Унăн хăйĕн ачисем кăна мар, усрава илнисем те ӳссе çитнĕ ĕнтĕ, чи кĕçĕнни Матвей те акă 3-мĕш класа çӳрет. Ыттисем тата пысăкрах. Усрава илнĕ пĕрремĕш ачи Алена (халĕ вăл 18 çул тултарать) кăна хăйпе пурăнмасть: «Амăшĕ патне Течче таврăнчĕ, çын тăваймарăм пулмалла», – хаш сывларĕ Валентина Владимировна ун çинчен сăмах пуçарсан. Усрав ачасене воспитани парасси йывăрлăхсемсĕр мар-тăр çав.
Çапах та Петровăн килĕнче ача-пăча хаваслăн чĕвĕлтетнĕ сасă халĕ те пĕр минута та чарăнмасть.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

Кĕнеке мар-тăк хаçат вулаччăр

Ялсенчи бюджет организацийĕсенче тăрăшакансен: клуб ĕçченĕсен, библиотекарьсен, социаллă ĕçченсен тата ыттисен хăйсен тĕп ĕçĕсĕр пуçне мĕнпур обществăлла ĕçсене хутшăнма тивет. Паллах, хăйсен ирĕкĕпе хутшăнаççĕ тени тĕрĕс пулмĕччĕ. Хушаççĕ – пурнăçламаллах, унсăрăн ĕçсĕр юлма та пулать. Халĕ вĕт ял халăхне обществăлла ĕçе явăçтарма çук, укçашăн ĕçлесшĕн мар çынсем. Ĕçне вара пурнăçламаллах, район ыйтать. Ирĕксĕрех ял хутлăхĕн пуçлăхĕ хăйĕн ĕçченĕсене обществăлла ĕçе вăйпах тенĕ пек явăçтарма тивет. Ку кашни районтах çапла.
Алексеевски районĕнчи Çăлкуç ял хутлăхĕ те хĕрринче юлмасть. Кунти бюджет ĕçченĕсем ялти мĕнпур обществăлла ĕçе пурнăçлаççĕ. Мероприятисене хатĕрленнисĕр пуçне ял хутлăхне тирпей-илем кĕртсе чечексемпе йывăç лартаççĕ, кирлĕ-тĕк стройкăра та ĕçлеççĕ. «Часавай тунă чух та пулăшрăмăр-ха», – тет кун пирки ялти библиотекарь Ирина Анатольевна Казаева шӳтленĕ май.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Çӳçе те пулăшу кирлĕ

Кĕркунне пуçламăшĕ. Шăп çак вăхăтра çӳç çуллахи шăрăх çанталăкран, тусанран канса çĕнĕрен вăй илме тытăнать. Çӳçе малтанхи пекех хитре тăвас тесен, паллах, ăна пулăшмалла, урăхла каласан ятарлă маскăсем тумалла.
1. Ыраш çăкăрĕн хыттисене касăр та çемçине вакласа пĕр чĕрĕ çăмартапа тата 2 апат кашăкĕ майонезпа хутăштарса лайăх пăтратăр. Çак хутăша нӳрлĕ çӳçе сĕрĕр. Пуçа полиэтилен хутаç тăхăнăр, унтан ăшăтнă ал шăллипе çыхса 30-40 минут тытăр. Кайран шампуньпе çуса ярăр.
2. Пĕр персика ирĕр те нимĕр чухлех турăхпа тата 1 апат кашăкĕ олива çăвĕпе хутăштарăр. Çӳçе сĕрсе 30 минут тытăр.
3. Ку маска хĕвеле пула ытлашши типсе икĕ вĕçленме пуçланă çӳçе пулăшать. Çавăнпа ăна кашни кун тусан та юрать. Кун валли 1-ер чей кашăкĕ касторка тата хупах çăвне 2 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕпе хутăштарăр та тирпейлĕн кăна çӳç тымарне, çӳçе сĕрĕр.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

«Юрламасăр ПУРĂНАЙМАСТĂП»

Ман умра тӳрĕ чунлă, пурнăçа юри илемлетме-хитрелетм е пĕлмен, ятшăн-чапшăн çунман чăваш хĕрарăмĕ ларать. Вăл – шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентекен, «Чăваш шăпчăкĕ» республикăри юрă фестивалĕн пĕрремĕш лауреачĕ Людмила Петровна Сердцева.
Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар хĕрне Турри çут тĕнчене янă чухнех «искусство кипкипе» чĕркесе: «Телейлĕ пул, савăнăçлă пул, юрăран нихăçан ан уйрăл», – тенĕ пулĕ. Тăван ялĕнче кун пирки çакăн пек сас-хура та çӳрет: Людмилăн ашшĕ, Петĕр пичче, арăмĕ пиллĕкмĕш ачине хĕр çуратнине илтет те аллине гитара ярса тытать. Çав вăхăтра халăхра анлăн сарăлнă «Линькка-линькка…» юрă кĕввипе сăвăласа: «Хурăнварăн ялĕ валли маттур пике кирлĕ. Халь те маттур тата маттур, тата маттур кирлĕ». Юрă çеммине тепĕр çаврăм каласа вара çапла хушса хунă пулать: «Хурăнварăн ялĕ валли ăста юрăç кирлĕ…»
Тен, ку юмах, такам шутласа кăларнă япала кăна?

Текста малалла вулăр...
■ Любовь ТРОФИМОВА.
Çĕпрел районĕ.
Л.Сердцевăн архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

ПАХЧАРА, ЯЛТА!

Çум çумланă чух алăсем варланаççĕ кăна мар, çуркаланаççĕ те, чĕрне ăшне тăпра кĕрсе тулать… Мĕн тумалла? Пирĕн сĕнӳ пахчара ĕçлекенсемшĕн çав тери вăхăтлă та вырăнлă пулĕччĕ.
1. Пахчана тухас умĕн алла глицеринлă крем сĕрме, супăне чĕрнепе чĕрме ан манăр. Çапла тусан алă вараланмасть, чĕрне ăшне тăпра та кĕреймест.
2. Ĕçлесе тĕксĕмленнĕ алла та йĕркене кĕртме йывăр мар. Алла хуть мĕнле тĕслĕ хурлăхан çырлипе, панулми уксусĕпе, апельсин е лимон хуппипе сăтăрмалла çеç. Вĕсем ӳте нӳретеççĕ кăна мар, шуратаççĕ те.
3. Кушăхнă ӳте вара çемçе супăньпе çуса 1 апат кашăкĕ сахăр песокĕ ирĕлтернĕ шывра çумалла. Нашатырь спирчĕпе глицерин хутăшĕ те лайăх пулăшать. Ĕç хыççăн крем сĕрме нихçан та ан манăр.
4. Енчен те алă хытă вараланнă пулсан малтан тип çура йĕпетнĕ вата татăкĕпе сăтăрăр, унтан нашатырь спирчĕ хушнă вĕрирех шывпа çуса ярăр.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ХĔРАРĂМ КУРĂКĔ

Çăка чечекĕнче хĕрарăм гормонĕсене çывăх фитогормон пуррипе ăна нумай чухне хĕрарăм курăкĕ те теççĕ. Тĕпрен илсен, çынсем çăка чечекне шăнса пăсăлсан вĕретсе ĕçеççĕ. Анчах та вăл хĕрарăм организмĕшĕн çулталăкĕпех усăллă. Юн тымарĕсем тăрăх юна та хăвăртрах çӳретет. Çавăнпа урасем шыçăнсан çăка чечекне вĕретсе ĕçни çав тери лайăх. Кунсăр пуçне вăл нерв системине лăплантарать, ыйхă килменнипе аптрасан пулăшать. 100 грамм çăка чечекне 2 литр сивĕ шывра 5 -10 минут тытнă хыççăн çулăм çине лартмалла, 5 минут вĕретмелле, сĕрсе шыв тултарнă ваннăна ямалла. Çак ваннăйра (эрнере икĕ хут) 20 минут выртмалла.
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5.