Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

МУЗЫКА ЧĔЛХИ ПУРИНШĔН ТЕ ПĔР

Хусанта пурăнакан чăваш каччи Дмитрий Сгонник кларнетист çинчен эпир тăхăр çул каяллах çырнăччĕ. Унтанпа Дмитрий пурнăçĕпе, унăн çĕнĕ çитĕнĕвĕсемпе вулакансем манран пĕрре мар интересленчĕç. Ун чухнех Н.Жиганов ячĕллĕ Хусанти патшалăх консерваторийĕ çумĕнчи музыка шкулĕнче вĕренекен вун улттăри çамрăк пурнăçра та, сцена çинче те пысăк çитĕнӳсем тăвасси куçкĕретчĕ. Çапла пулчĕ те. Паян Дмитрий Сгонника классика музыкипе интересленекенсем Раççейре кăна мар, ют çĕршывсенче те пĕлеççĕ. Мариинский театр тата Раççей патшалăх академи Пысăк театрĕн сценисем çине вăл пĕрре мар тухса кларнет каланă. Раççей Президенчĕн тата Никита Михалков фончĕн стипендийĕсене тивĕçнĕ. Паян хăй вĕреннĕ консерватори çумĕнчи музыка шкулĕнче ачасене вĕрентнисĕр пуçне вăл Тутарстан Республикин патшалăх симфони оркестрĕнче кларнет калать.


Текста малалла вулăр...
■ Майя ИГНАТЬЕВА.
Д.Сгонник архивĕнчи
сăнӳкерчĕк.

ХАМĂН ПУРНĂÇĂН РЕЖИССЕРĔ ХАМ

Кĕмĕл медалист, чăваш чĕлхи олимпиадисен çĕнтерӳçи, сопромат предмета кăмăллакан инженер-теплоэнерге тик, пародипе ташă номерĕсене лартма, юрă юрлама юратакан, пулас режиссер… Нивушлĕ çак сăмахсем пĕр çын çинченех тейĕр эсир? Çапла, вĕсем веçех Çарăмсан районĕнчи Лагерка пики Екатерина Ларионова çинчен. Паян вăл пирĕн редакци хăни.

■ Майя ИГНАТЬЕВА.
Е.Ларионова архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

Плансем тата пысăк

Тулли лав мĕнле пырасси лашаран кăна мар, тилхепене тытаканран та килет. Лайăх лавçăпа лаша пĕр тикĕс малалла юртать. Элмет районĕнчи Сиреньел ял хутлăхне те акă, ертӳçĕпе ăннă. Кунти ял хутлăхне Галина Николаевна Кузьмина ертсе пыма тытăннăранпа кăçал октябрĕн 21-мĕшĕнче 10 çул çитрĕ. Пуçаруллă, яваплă пулнине курах ĕнтĕ район канашĕ ăна каллех депутата суйларĕ. Сăмах май, Галина Николаевнăшăн ку виççĕмĕш созыв.Ял вăл хула мар, кунта йăлтах куç умĕнче, çав шутра пуçлăх мĕнле ĕçлени те. Халăх вăл шуррине – шурă, хурине – хура теме хăнăхнă.

Сиреньел ял хутлăхĕн юлашки 10 çулне пĕтĕмлетес пулсан вара шурри ытларах пулни курăнать. Çакă ял инфраструктури лайăхланнинчен, ял хутлăхĕн территорийĕнчи мĕнпур учреждени пĕрле килĕштерсе ĕçленинчен курăнать. Паллах, пуçлăх лидер, чăн-чăн хуçалăх çынни пулнинчен килет ку.


Текста малалла вулăр...
■  Ирина КУЗЬМИНА.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

Ывăнма пĕлмен анне

Пĕррехинче ачисем амăшĕ патне пуçтарăнса пыраççĕ те: «Хăш ачуна вăйлăрах юрататăн?» – тесе ыйтаççĕ. Амăшĕ сăмах чĕнмесĕр çурта илсе çутать. Унтан: «Çак çурта – эпĕ, унăн вут-çулăмĕ – манăн юрату!» – тет. Çак сăмахсем хыççăн пĕрремĕш çуртинчен вут-çулăмне илсе теприне çутать те ачисенчен: «Манăн çурта сӳнчĕ-и е çаплах çунать-и?» – тесе ыйтать. «Çаплах çунать», – хуравлаççĕ лешсем. Унтан вара амăшĕ миçе ачи пур, çавăн чухлĕ çурта çутать те: «Манăн юрату кашни ачам патне пĕр пек, нихăшне те вăйлăрах е сахалрах юратма пултараймастăп, мĕншĕн тесен эсир пурте – манăн», – тет.

■ Илья ТУМАНОВ.
А.Наумов санӳкерчĕкĕ.