Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«ПĔР ПЕКЕХ ЮРАТАТĂП»

Час-часах аслисем ачасенчен вĕсем кама ытларах юратни пирки ыйтаççĕ: ашшĕне е амăшне, кукашшĕне е кукамăшне тата ытти те. Ку аслисем паракан чи киревсĕр ыйту. Вăл ачана кăнттам лару-тăрăва лартать, çемçерех кăмăллисенне чĕрисене ыраттарать. Хăш-пĕр ача чăнах та ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне ытларах юратма пултарать. Кун пирки ыйтсан вăл çухалса каять вара, ашшĕне е амăшне юратнине уççăн пĕлтерсе теприне кӳрентересрен хăрать. Аслисем хăш чухне питĕ тĕлĕнтереççĕ, пурнăç опычĕ те сахал мар ĕнтĕ, анчах ачасемпе шутламасăр калаçнине час-час курма пулать. Çак самантра ача хăйне мĕнлерех туйнине кăтартас тесе пĕр палланă çыннăн асаилĕвĕпе паллаштарас килет.
«Хĕр ача, эсĕ кама ытларах юрататăн – аçуна е аннӳне?» Кăсăкланупа çунакан сарлака пит ман пата пĕшкĕнчĕ. Сасси ултавлă, йĕрĕнмелле пылак; çакăн пек ытларах чухне ăсран катăкраххисемпе е пĕчĕк ачасемпе калаçаççĕ – лайăхрах ăнланччăр тесе.

Текста малалла вулăр...

ТУСЛĂХРИ УЛШĂНУСЕМ

Класа çĕнĕ ача вĕренме килсен йĕркеленнĕ ушкăнсем саланма е вĕсен йышĕ улшăнма пултарать. Ку малтан пĕр чĕлхе тупайманнисене туслашма та пулăшать. Ачасем ытларах чухне пĕр юлташпа кăна туслă пулни паллă. Çавăнпа вĕсем хăйсен туслăхне кĕвĕçсе хӳтĕлеççĕ. «Çĕннисем» класа килни вара юлташсене уйăрма пултарать, пĕччен юлнисен шучĕ ӳсет. Вĕсем вара пикенсех «çухалнă» юлташĕ вырăнне урăххине шырама пуçлаççĕ.
Пĕрле вĕренекенсемпе хутшăнусем йĕркелеме ачана çакăн пек канашсем парса пулăшма пулать:
1. Класа килнĕ çĕнĕ ача хăйне тимлĕх уйăрнине манмасть. Ачăра пуçаруллăрах пулма вĕрентĕр. Пĕрле вĕренекенсемпе танлаштарсан «çĕннисем» хăйсене самай уçăрах тыткалаççĕ. Çавăнпа туслашма сĕннине хирĕç пулмаççĕ. Паллах, «çĕннипе» туслă пулни интереслĕ пулмасса та пултарать, анчах çапла майпа ача класĕнче хăй шайне çĕклеме пултарать.

Текста малалла вулăр...

ĂС ЯПĂХЛАНЧĔ?

 
Йывăр çын пулнă хĕрарăмсенчен чылайăшĕ нумай япалана манса кайма пуçлани, асра тытасси япăхланни пирки калаççĕ. Чăнах, мĕн пулса иртет-ха хĕрарăмпа ача кĕтнĕ тапхăрта? Маннине, организм реакцийĕсен хăвăртлăхĕ чакнине, ăс-тăн тĕпчевлĕхĕ айванланнине ученăйсем йывăр çын хĕрарăмсен энцефалопатийĕ тесе палăртаççĕ. Ку пуç мимин ĕçĕ майĕпенленнине пĕлтерет. Энцефалопати ахаль çынсен те пулма пултарать, ку чухне чиртен çине тăрсах сипленме тивет. Анчах йывăрланнă хĕрарăмсемшĕн вăл чир шутланмасть – вăхăтлăх хăйне евĕрлĕх кăна. Ача кĕтнĕ тапхăрта организмра питĕ пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ, пĕтĕм вăй, ресурссем сывă ача çитĕнтерме каяççĕ. Ача вырăнне тĕрĕс-тĕкел аталанма нумай юнпа тивĕçтермелле, çавна кура юн çаврăнăшĕн системи пĕтĕмпех улшăнать. Гормонсенчен прогестеронпа эстроген малта пыраççĕ, вĕсен шайĕ палăрмаллах ӳсет.

Текста малалла вулăр...
■ Кăларăма Ирина ТРИФОНОВА.
хатĕрленĕ.
E-mail: irina77roman11@mail.ru

ПĔЧЧЕН Е УЙРĂМ?

Çак ыйту паянхи кун нумайăшне хумхантарать. Пĕрисем тин çуралнăскере çывăрма çума хумалла теççĕ, теприсем хирĕç. Мĕнле тусан лайăхрах-ха?
9 уйăх хырăмра ларнă пепкешĕн амăшĕ пĕр пысăк тĕнче, ăна амăшĕ кун тăршшĕнче кăна мар, çĕрле те кирлĕ. Чи çывăх çынни çумра пулни пĕчĕкскере лăплантарать, вăл хăйне хальлĕхе амăшĕн пайĕ пек туять. Вăл юнашар пулни ăна çирĕппĕн аталанма май парать, хӳтлĕх кӳрет, нерв системине тĕрĕс йĕркеленме пулăшать. Çакăнпа килĕшекенсем çуралнă хыççăнхи малтанхи уйăхсенче амăш çумĕнче çывăракан ача телейлĕрех, сывлăхĕпе çирĕп ӳсет, пурнăçра та çухалса каймасть теççĕ. Амăшĕшĕн те лайăх енсем пур, вăл çĕрле çывăрса тăранма пултарать, мĕншĕн тесен çумри ача амăшне туйса вăранса тарăхтармасть, вăрансан та çиет те каллех тĕлĕрсе каять. Ача кравачĕ патне чупасси çук. Тепĕр енчен, çĕрле ĕмĕртни сĕт виçине ӳстерет.

Текста малалла вулăр...
■ Кăларăма Ирина ТРИФОНОВА.
хатĕрленĕ.
E-mail: irina77roman11@mail.ru

ЙĂЛТ ХĂЙ ВĂХĂТĔНЧЕ

Час-часах çапла пулса тухать: хĕрарăм пĕтĕм вăхăтне тин çеç çуралнă пепкипе ирттерет, хăш чухне кăна хăй тата сывлăхĕ çинчен аса илет те тĕлĕнсех каять – вăл каллех йывăр çын иккен.
Кашни çак хыпара хăйле йышăнать, нумайăшĕ çуратма шутлать. Пĕр енчен умлă-хыçлă çуралнă ачасемпе çăмăлрах та. Асли кĕçĕннине кĕвĕçмесĕр йышăнать – ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр ача кăна пулни уншăн халь пĕлтерĕшлех мар. Çулĕсемпе пĕр тан ачасене пĕр-пĕринпе выляма интереслĕрех. Вĕсене малтан садике, унтан шкула та пĕрлех яма пулать. Амăшĕсене пĕр харăс икĕ ачапа декретра ларни илĕртет, вĕсене садика янă хыççăн лăпкăн ĕçлеме пулать. Тепĕр лайăх ен – хĕрарăм кăкăр ачине пăхма манман-ха, ачасем хушшинче çулсем нумай пулсан пĕчĕккине пăхма çĕнĕрен хăнăхмалла. Тумтир енчен çăмăл, асли хыççăн кĕçĕнни тăхăнса пыма пултарать, япаласем кивелсе ĕлкĕреймеççĕ.

Текста малалла вулăр...

КАÇХИ «ПАРНЕ»

Ача вырăн çине шăрса янă проблемăпа кашни ашшĕ-амăшĕ тĕл пулать. Пиллĕк-улттăри ачи вырăн йĕпетсен аслисем пăлханма пуçлаççĕ. «Ах, пирĕн ачан энурез пуль», – теççĕ хыпăнса ӳксе. Анчах диагноз лартма васкамалла мар, икĕ-виçĕ хутчен çапла пулни ниме те пĕлтермест. Нумай чухне вăл шăннинчен, ача пăлханнинчен килет. Шăрса яни диагноза куçиччен самай вăхăт иртет. Чылай чухне ашшĕ-амăшĕсем хăйсем энурез диагнозĕн сăлтавĕ пулса тăраççĕ.
Мĕн тăваççĕ-ха аслисем ача вырăна йĕпетсен? Ытларах чухне тăрăхласа кулаççĕ, вăтантараççĕ е тата та япăхрах – вăрçаççĕ. Ача ахаль те хăранă, çĕрле пулса иртнипе вăл питĕ вăтанать, аслисем вара хӳтĕлес, ăнланас вырăнне вăрçаççĕ. Амăшĕ хыпăнса кукамăшĕ е асламăшĕ патне шăнкăравлать – энуреза халăх меслечĕпе сиплеме канаш ыйтать, тухтăр патне илсе кайма пуçтарăнать.

Текста малалла вулăр...

УКÇА ШУТА ЮРАТАТЬ

Интернетри пĕр сайтра çичĕ çулти арçын ача амăшĕн çырăвне вуласа тухсан шухăша кайрăм. Ара, хамăн ача та шкул çулне çывхарса пырать-çке. Полина çырса кăтартнă проблема пире те пырса тивĕ. Кунта пĕр уйрăмлăх пур – Полина çакна проблема теме пăрахнă. Сайтра вăл ашшĕ-амăшĕсене хăйĕн опычĕпе паллаштарать. Полина сăмахĕсемпе, ачана мĕн пĕчĕкрен укçа хакне вĕрентмелле, ĕçлесен кăна укçаллă пулнине ăнлантармалла. Кунпа килĕшетĕп, анчах та ача аван вĕрентĕр тесен, лайăх паллăсемшĕн тӳленипе килĕшместĕп.
Вулакансене те Полинăн çырăвĕпе паллаштарас тетĕп.
«Манăн çиччĕри ывăлăм шкула çӳреме юратмасть, килти ĕçсене тăвасшăн мар. Пĕрремĕш класа эпир аран-аран виççĕпе пĕтеркелерĕмĕр. Уроксенче ларасшăн марччĕ, учителе итлесе пĕтерме тимлĕхĕ çитместчĕ. Пурнăçра вĕренни кирли пирки хускатнă калаçусенчен усси çукчĕ.

Текста малалла вулăр...

АСЛИСЕНЕ ПĂХСА ӲСЕÇÇĔ

Пирĕн ачасем эпир мĕн тунине питĕ те тимлĕн сăнаççĕ, вĕсем вак-тĕвек таранчченех аслисен хăтланăвĕсене аса илсе юлаççĕ: ашшĕ пирус туртнине те, амăшĕ тутине сăрланине те, ура тапса вăрçнине те – йăлт кăтартса пама пултараççĕ. Психологсен шучĕпе, ку ача вăййи кăна мар – вăл уншăн питĕ усăллă ĕç.
Мĕн çуралнăранпах пепке аслисемпе хутшăнма тăрăшать: пĕрремĕш уйăхсенче пит-куçне пĕркелесе, пăртакран сас кăларса «калаçма» пикенет. Çапла майпа вăл туйăмсемпе эмоцисене пĕлме пуçлать. Икĕ-виçĕ çулта чухне вăл ашшĕ-амăшĕн пĕчĕк копине аса илтерет. Телефонпа калаçнă чух хăвăр мĕнлерех курăннине пĕлес килет-и? Ăна ачăра парăр – унра хăвăра е мăшăрăра курассинче пĕрре те иккĕленместĕп. Ӳссе пынăçемĕн ачан ăна ыттисенчен уйăрса тăракан кăмăл аталанать. Анчах пурпĕрех унра ашшĕ-амăшĕн паллисем юлаççĕ.

Текста малалла вулăр...

МУНЧА УССИ

Ачана пĕчĕклех мунчана хăнăхтарни питĕ усăллă. Мунчари вĕри те нӳрĕ сывлăш ача ӳтне тасатса уçăлтарать, кĕлеткене çирĕплетет, тин çуралнăскерĕн шăрчĕ те пур пулсан ăна кăларма пулăшать. Пĕчĕк пепкене çав тери вĕри мунча кирлĕ мар, уншăн лĕп мунча лайăх. Милĕкпе çапассинчен те малтанхи уйăхсенче тăхтаса тăмалла, унăн техĕмлĕ шăршипе сывлани те çителĕклĕ. Мунча çул çитмен ачасемшĕн уйрăмах усăллă. Çак вăхăтра вĕсен пичĕ пăсăлма пуçлать. Нӳрĕ те вĕри пăс вара ӳте тасатать, бактерисене вĕлерет, çу парĕсен ĕçне чакарать, ӳте типĕтет, юн çаврăнăшĕ лайăхланнипе пит çине шатра тухмасть. Мунча сиплĕ пулсан, сауна ӳте пач урăхла витĕм кӳрет. Вĕри те типĕ сывлăш çу парĕсен ĕçне вăйлатать. Ку вара шатрасене ĕрчеме пулăшать.
Мунчана ачана пĕрремĕш хут илсе кайсан ăна унта 10-15 минутран ытла тытма юрамасть.

Текста малалла вулăр...

МĔНШĔН АЧА ÇУРАЛМАСТЬ?

Статистика кăтартнă тăрăх, амалăх йĕкĕрĕсем (придатки), ама хутаççисем чире кайнипе ытларах çуратман çамрăк хĕрарăмсем аптраççĕ. Чылай чухне организмра аталанакан чире сисмеççĕ, ăна вырăна хумасăр сипленме те васкамаççĕ. Ку вара çав тери япăх. Сывлăх çине ал сулни кайран ача тăвайманни патне илсе çитерет.
Амалăх шыççин сăлтавĕ – инфекцисенче (гонококксем, стафилококксем, туберкулезăн микробактерийĕсем, пыршăлăхри тăрăхла бактерисем (кишечные палочки). Ытларах чухне вĕсем иммунитет айванланнă вăхăтра ереççĕ. Чире вăхăтра сиплемесен вăл вăраха каять.
Ун пирки хырăм айĕ туртса ыратни, уйăх хушши тапхăрĕ улшăнни систереççĕ. Пĕрремĕш хут чирленĕ чух ӳт температури ӳссе кайма, кăмăл пăтранма, хăстарма пултарать.
Шыçă процесĕ ама хутаççин ĕçне пăсать, çие юлассине мешетлет.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
хатĕрленĕ.

ХĂРАМА КИРЛĔ МАР

Шел пулин те, каникулсем хыççăн ачасем пĕр-пĕрне мĕнлерех канни пирки каласа панисĕр пуçне чире яракан микробсемпе те ылмашăнаççĕ. Енчен те ачана вăхăтра хул кастарнă пулсан (прививка) хăрамалли çук.
Мĕн-ха вăл прививка? Çын организмне вăйсăрлатнă вирус штамне е микроорганизмсене хирĕç кĕрешекен хатĕр антителасене кĕртнĕ процедурăна çапла калаççĕ. Ку тĕрлĕ чир-чĕрпе кĕрешме ятарлă иммунитета аталантарать. Инфекцие кура хăш-пĕр прививкăсем темиçе уйăхран пуçласа темиçе çулчченех организмра юлаççĕ, хăшĕсем вара ĕмĕр тăршшĕнех çитеççĕ.
Вăхăтлă вакцинаци туни çак хăрушă чирсенчен упрама пултарать: грипп, А тата В гепатитсем, менингит, хĕрлĕхен (корь), хĕрлĕ шатра, полиомиелит, коклюш, дифтери, столбняк, сăвăс энцефаличĕ.
Чир-чĕрсенчен вакцинаци тăвасси Эдвард Дженнер акăлчан тухтăрĕнчен пуçланнă.

Текста малалла вулăр...

МĔНЛЕ ПĂТĂ ЛАЙĂХРАХ

Çулталăк тултарайман ачасен апат-çимĕçĕнче чи пысăк вырăн пăтă йышăнать. Вĕсем пĕчĕк организмшăн усăллă япаласемпе пуян. Анчах хăшĕ лайăхрах-ха, килте пĕçерни е лавккара туянни? Специалистсен шучĕпе, иккĕмĕшĕсем хăйсен усăлăхĕпе, витаминсен шучĕпе тата тутăлăхĕпе пĕрремĕшĕсенчен ирттереççĕ. Промышленность производствин продукчĕсем пахалăхпа, тытăмпа килте пĕçернĕ пăтăсенчен самай пуянрах. Хатĕр пăтăсем çирĕп контроль иртеççĕ. Промышленность условийĕсенче хатĕрленĕскерсенче мĕнпур витаминсемпе микроэлементсем сыхланса юлаççĕ. Килте пĕçернĕ пăтăсенче витаминсем вĕрипе пиçсе каяççĕ, тутăлăхсăр пуçне вĕсем нимпе те мухтанма пултараймаççĕ. Хатĕр пăтăсем меллĕ пулнипе те илĕртеççĕ, вĕсене вĕри сĕтпе е шывпа пăтратмалла çеç – пăтă хатĕр.
Пăтă туяннă чухне этикетка çине мĕн çырнине лайăх вуламалла, тĕпчемелле.

Текста малалла вулăр...

ÇАМРĂКЛА Е ÇУЛЛАНСАН?

Ача миçере çуратасси пирки питĕ нумай калаçу пырать халĕ. Пĕрисем çамрăкла, теприсем вара ку ыйтура васкама кирлĕ мар тесе шутлаççĕ. Пĕрремĕшĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, сывлăх çирĕп чухне çуратса ĕлкĕрмелле, 18-25 çулсем шăпах лайăх вăхăт, иккĕмĕшĕсен шучĕпе 25-30 çулсенче тин хĕрарăм анне пулма ĕлкĕрсе çитет. Пурнăç опычĕ пур, çамрăклăх çăмăлттайлăхĕ сĕвĕрĕлсе пĕтнĕ, кун пек хĕрарăм ача пăхма хатĕр имĕш. Раççей Медицина наукисен академийĕн наукăпа тĕпчев институчĕн аслă наука сотрудникĕн О.В.Комарован шучĕпе, ку ыйту кашни хĕрарăмран хăйĕнчен килет. Сывлăх енчен пĕри вун саккăрта та аллăри хĕрарăмран чирлĕрех пулма пултарать, тепри хĕрĕхре те çамрăккинчен пур енĕпе те ирттерет. Анчах тем тесен те пĕрремĕш ачана çирĕм пиллĕкчен çуратсан лайăхрах. Комарова шучĕпе, хĕрарăм йывăр çын, анне пулма, хăй пурнăçне улăштарма хатĕр пулни пуринчен те кирлĕрех.

Текста малалла вулăр...

«ПĔЧĔКСКЕРĔМ – ХĔВЕЛĔМ»

Хисеплĕ вулакансем, сире конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленни çинчен пĕлтерсе çĕнтерӳçĕсемпе паллаштарасшăн. «Пĕчĕкскерĕм – хĕвелĕм» конкурс 2008 çултанпа пырать. Редакцие ярса панă кашни сăнӳкерчĕкех пичетлесе пытăмăр эпир. Шел пулин те, кĕтнĕ пек йышлах пулмарĕç вĕсем. Конкурса хутшăнакансене вара пурне те тав тăвас килет, вĕсенчен пĕри те парнесĕр юлмĕ. Пĕчĕк туссене эпир Раман Иринккин «Асра юлнă кунсем» кĕнекине парнелĕпĕр. Виçĕ çĕнтерӳçе, маларах шантарнă пек, хитре теттесем кĕтеççĕ. Анчах çакăнпа конкурс вĕçленмест, «Пĕчĕкскерĕм – хĕвелĕм» малалла тăсăлать. Вулакансем конкурса активлăрах хутшăнасса шанас килет. Тем тесен те ача – çемье илемĕ, ăнлавĕ.
Пĕрремĕш тапхăр çĕнтерӳçисем:
1-мĕш вырăн – Ксения Тумакова, Нурлат районĕ, Ялавăр ялĕ.
2-мĕш вырăн – Алеша Романов, Аксу районĕ, Саврăш ялĕ.

Текста малалла вулăр...

ВУЛАКАНСЕМ СĔНЕÇÇĔ

n Манăн икĕ ача. Кĕркунне эпир шăнса пăсăлнипе аптратпăр. Темĕнччен сипленетпĕр вара. Анчах эпĕ купи-купипе эмел ĕçнине хирĕç. Нумай пулмасть ароматерапипе усă курма пуçларăм. Сире те çак меслетпе паллаштарас тетĕп.
Шăнса пăсăлсан эвкалипт, хыр, пихта эфир çăвĕсемпе ингаляци тумалла: 200-300 миллилитр вĕри шыва икĕ тумлам эфир çăвĕ хушмалла.
Пыр ыратсан ĕнсене сандалпа тип çу хутăшĕпе сăтăрмалла (50 миллилитр тип çу çине 10 тумлам сандал çăвĕ).
Иммунитета çирĕплетес тесен бергамот, хыр, тимьян, пихта, эвкалипт эфир çăвĕсемпе усă курмалла. Ачана шыва кĕртнĕ чух ваннăна 5 тумлам эфир çуне хушмалла, çывăрмалли пӳлĕмсене çак çусемпе техĕмлесе уçăлтармалла.
Е. Исханова, Хусан хули.
n Пулас аннесене пурне те аннесен шкулне çӳреме йыхравлатăп. Унта тин çуралнă ачана мĕнле пăхмаллине йăлт вĕрентеççĕ.

Текста малалла вулăр...

АННЕ МАНА ĂНЛАНАТЬ!

Каллех йĕрет вăл. Мĕншĕн-ши? Çиесси е ĕçесси килет-ши? Тен, хырăмĕ ыратать? Çакăн пек чухне çулталăк тултарман пепкерен ăна мĕн кирлине питĕ ыйтса пĕлес килет. Шел, вăл ăнлантарса параймасть. Анчах пуçа усма кирлĕ мар, калаçма пĕлмест пуль те ача, кăтартса пама вара пултарать. Çапла çирĕплетет Наталия Богданова психолог.
Ача çуралсанах амăшĕн пит хусканăвĕсене питĕ тимлĕн сăнать. Ултă-çичĕ уйăхра чухне вăл «çук», «çапла» сăмахсене пуçпа сулса палăртать, савăннă чухне алă çупать, çиес килсен пӳрнине çăварне чикет. Наталия Богданова çирĕплетнĕ тăрăх, çак паллăсемпе усă курса ачапа калаçма пулать.
Ученăйсем сăнанă тăрăх, тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ çĕршыв ачисем пĕр-пĕрне çăмăллăнах ăнланаççĕ. Паллăсем пурин те пĕр пек. «Çук» сăмаха пурте пуç сулса, ăçта та пулин каймаллине пӳрнепе тăсса кăтартаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
хатĕрленĕ.

ЯВАПЛĂ САМАНТ

Йывăр çын хĕрарăмсенчен нумайăшне çурату вăхăтне тухтăрсем палăртасси хăратать. Чăнах та кун пек пулăмсем тăтăшах пулаççĕ. Уйрăмах килĕшӳпе çуратас пулсан. Ун чухне тухтăрсем хăйсен ĕç графикне пăсас мар тесе хĕрарăма маларах та çураттарма пултараççĕ. Паллах, ку йышăннă йĕркене пăсать. Анчах, шел пулин те, кун пек тĕслĕхсем пулаççĕ. Амăшĕшĕн те, ачишĕн те инкекпе вĕçленнĕ пулăмсене нумай пĕлетпĕр. Нумай чухне тухтăрсем айăпланмасăрах юлаççĕ. Анчах хăш-пĕр чухне чăнах та çурату процесне хускатма тӳр килет. Ытларах чухне ку ача вăхăтран иртсе кайса варта ларнипе çыхăннă. Ку чухне симĕсленнĕ шыва ача çăтас хăрушлăх сиксе тухать, вăл сывлăш çитменнипе аптрама та пултарать. Шыв юхса тухнă хыççăн пилĕк касма пуçламасан та çурату вăхăтне васкатма йышăнаççĕ. Анчах хăш-пĕр чухне çуратма васкатни инкек патне илсе çитерме пултарать.

Текста малалла вулăр...

ТУТĂ ХЫРĂМ ТА ЫРАТАТЬ

Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем хăйсен пĕчĕк ачисене аслисем çиекен апата сĕннине курсан чун сӳлетет. Пĕчĕкскерĕн вар-хырăмĕ йывăр, çуллă, тăварлă е ытлашши пылак апата ирĕлтереймест, çамрăк организм кирлĕ-кирлĕ марпа вараланать, шалти органсен ĕçĕ пăсăлма пултарать. Виççĕ тултариччен ачасен ятарлă апат çимелле. Çак çулсенчи ачасен 20-30 проценчĕ тимĕрпе кальци, 50 проценчĕ омега-3 çуллă кислота тата витаминсем çитменнипе аптраççĕ. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, сăлтавĕ тĕрĕс мар апатлантарнипе тата кăкăр пăрахтарнă хыççăн тӳрех аслисен апачĕ çине куçарнипе çыхăннă. Çулталăк тултарнă ачасен ятарлă апат-çимĕçĕ организма кирлĕ веществосемпе тивĕçтерет. Тĕрлĕ нимĕрсемпе пăтăсене кирлĕ минералсемпе тата витаминсемпе пуянлатнă. Ачана тутлă çимĕçпе сăйлас тесен пĕчĕккисен печенине, сĕт юр-варне илме пулать. Вĕсем халĕ темли те пур.

Текста малалла вулăр...

КАВĂН ПĂТТИ

Çак пахча çимĕçĕн апат сӳсĕсем (пищевые волокна) вар-хырăм ĕçне лайăхлатаççĕ, организма b-каротинпа тата А витаминпа тивĕçтереççĕ. Вĕсем ача ӳсĕмĕшĕн, куçшăн питĕ кирлĕ. Унсăр пуçне иммунитета та лайăхлатаççĕ. Кавăн нимĕрĕ пылак та çемçе, çиме çăмăл. Пăтă пĕçерме пысăках мар (3-5 килограмм) çутă сарă тĕслĕ кавăн суйласа илĕр. Тĕттĕм сарри аллерги пама пултарать. Кавăна хуппинчен тасатмалла та пĕчĕк турамсем туса вакламалла, вара вĕрекен сĕтпе шыв хутăшĕ çине ямалла (100 грамм шĕвек пуçне 70 грамм кавăн). Хутăш çĕнĕрен вĕреме кĕрсен рис (40 грамм) хушмалла. Тăварпа сахăра тутине кура ямалла.

СЫВЛĂХ ИНДИКАТОРĔ

Ача питĕрĕнмен лĕпкепе çуралать, унăн пурнăçĕн пĕрремĕш уйăхĕсенче вăл пысăк вырăн йышăнать. Лĕпке тăрăх ача хăйне епле туйнине пĕлме пулать. Йăлтах йĕркеллĕ-тĕк, лĕпке хăпарса та тухмасть, путса та анмасть, пӳрнепе тытса пăхсан юн таппине туйма пулать. Енчен те лĕпке хытă пулсан, юн таппи сисĕнмесен, ача канăçсăрлансан тăхтаса тăмасăрах тухтăр патне чупмалла. Йĕнĕ чухне лĕпке хăпарса тухать-ха, анчах лăплансан хăй форминех йышăнать. Лĕпке шалалла путса кĕрсен ача организмĕ шывсăр аптранине систерет. Ку чухне ачана пылак шыв ĕçтермелле, паллах, тухтăра чĕнтермелле.
Вăхăт çитмесĕр çуралнăскерсен питĕрĕнмен лĕпкесем улттă таранах пулаççĕ, тăхăр уйăхран çуралнисен хупланман лĕпке пĕрре çеç пулать. Лĕпке тин çуралнă пепкен температурине, пуç купташкинчи юн пусăмне йĕркелесе тăрать, ачана çĕнĕ пурнăç условийĕсене хăнăхма пулăшать.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.