Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.10.2019 21:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ШУХĂ ШУХĂШ ТЕМИÇЕ ÇУНАТЛĂ

(Борис Борленăн çĕнĕ кĕнекине вуланă май çуралнă шухăшсем)
Борис Борлен çырнă çĕнĕ сăвăсене вуласа хак панă май тӳрех çакна каламалла: поэт хăйĕн пултарулăх пусминче тепĕр пысăк шая çĕкленчĕ, унăн сасси тата та çирĕпленчĕ, сăнарсен уçăмлăхĕ çивĕчленчĕ, меслетсен майĕсен çĕнĕлĕхĕ яр уççăн курăнма пуçларĕ. Борлен поэзийĕ, тĕпрен илсен – питлевлĕ, сивлевлĕ (анчах та сивлеклĕ мар), тиркевлĕ поэзи. Илемлĕ сăнарлăх мелĕсемпе ирĕккĕн усă курса, вăл этемре пытанса тăракан е пачах та пытарăнмасăр курăнакан юрăхсăрлăха питлет, тиркет, сивлет, этем çав юрăхсăрлăхсенчен (ĕмĕтсĕрлĕх, кĕвĕçӳлĕх, харам пырлăх, сĕмсĕрлĕх, ясарлăх) хăтăлсан çеç çын пулма пултарать тенине кăтартса парать. Б.Борлен сăввисене гражданла лирикăн ырă тĕслĕхĕ тесе хак пама пулать. Поэт, хăй тытнă çул-йĕртен пăрăнмасăр, самана синкерлĕхĕпе çынри киревсĕрлĕхе питлессине сăвăран сăвва, кĕнекерен кĕнекене çĕнĕ сăрăсем хушса, çав сăрăсен килĕшӳлĕхне тупса, туса пырать.

Текста малалла вулăр...
■ Геннадий УТКИН.
РФ Писательсен союзĕн членĕ

Аскольд де Герсо: «МАЛТАН ВЫРĂСЛА ÇЫРАТĂП»

Эпир хăнăхнă ял çынни пылчăкра калуш тăхăнса çӳренине, кĕркунне çитсен ыттисем пек пĕкĕрĕлсе çĕр улми кăларнине е витене тислĕкрен тасатнине. Ял çыннисен пĕрешкел шухăшлав, менталитет тесе шутлама хăнăхнă та эпир, пурне те пĕр кĕрепенккепе виçме пăхатпăр. Анчах ялта та вăрманти пекех – тĕрлĕ йывăç пур. Сăмахран – çыравçăсем. Вĕсем кулленхи ĕçсене пирĕн пекех пурнăçлаççĕ пулин те, хăйсене уйрăм тĕнчере пурăннă пек туйăнать, поэзи е проза тĕнчинче. Çакнашкал çынсенчен пĕри Павлă районĕнчи Потап-Тăмпăрлă ялĕнче пурăнакан Анатолий Герасимов. «Сувар» вулаканĕсем ăна Аскольд де Герсо ятпа пĕлеççĕ.
Поэтсемпе писательсен чи çутă ĕмĕчĕ мĕнле тетĕр-и? Пурăннă чухне хăйсен кĕнекисене кун çути кăтартасси.

Текста малалла вулăр...

КОМБАЙН

Асаилӳ
Вăрçă умĕн пирĕн яла тырă пуçтармалли комбайн илсе килчĕç. Хальхи комбайнсенчен вăл вăрăмрах та çӳллĕрехчĕ пулас. Бункерĕ çине пысăк сас паллисемпе «Коммунар» тесе çырнăччĕ. Хăйне тракторпа кăкарса турттаратчĕç. Ун пек машина пирĕн ялта халиччен пулман. Ку выракан тыррине çапса тасатсах пырать иккен. Улăмĕпе арпине те пуçтарса хăех купана хывса пырать. Питĕ ăслă машина пек туйăнатчĕ вăл пире, çавăнпа яланах ун хыççăн чупаттăмăр. Анчах ун çине пире, ачасене, лартмастчĕç.
Вăрçă пуçлансан пĕр çулĕнче комбайнерта ман хреснатте Георги тете (Георгий Скирдов) ĕçлерĕ. Тепĕр чухне вăл мана хăйпе пĕрле комбайн çине илсе каятчĕ. Çавна пула эпĕ унăн тытăмне те кăштах ăнкаракан пултăм. Унăн лаптак сăнчăрпа çавăрттаракан пайсем нумайччĕ. Сăнчăрĕсем ĕçленĕ май тăсăлатчĕç, тепĕр чух татăлатчĕç те.

Текста малалла вулăр...

ÇĔНĔ РАÇÇЕЙĔН КУПЦИСЕМ

Çакăн пек ятлă кĕнеке пичетленсе тухнă нумай пулмасть Шупашкарти «Новое время» издательствăра. Кĕнеке авторĕ çыравçă тата журналист, «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçленĕскер, халĕ ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ Николай Сорокин. Документлă повесть «КамАЗ» тата автохула паттăрлăхĕпе синкерлĕхне, Европăра чи пысăк автоулăп хута кайнине, çĕнйĕркелӳ (перестройка) вăхăтĕнчи йывăрлăхсене тата паянхи куна уçса парать.
Тăван çĕршыв индустрийĕн машина тăвакан ĕçченĕсемпе пĕрле çĕнĕ формăллă классем – менеджерсемпе суту-илӳ специалисчĕсем – аталанса пыраççĕ.
Кĕнекере çаплах çĕнĕ Раççейĕн купцисем – «КамАЗăн» генеральнăй директорĕн çумĕсем Анатолий Самаренкинпа Глюза Иманова, суту-илӳ департаменчĕн ертӳçисем Евгений Пронинпа Ильдар Беляев, Фархат Гараевпа Рашид Нафиков, «Ремдизель» завочĕн директорĕ Фаяз Хафизовпа Çырчаллинчи автоцентр пуçлăхĕ Александр Бабаев тата ыттисем çинчен те анлăн çырса кăтартнă.

Текста малалла вулăр...

АКСУ ЛЕТОПИСЕЦĔ

«Пысăк мар эс анлăшпа
районăм,
Вĕç-хĕрне çуран утса тухан.
Эс çапах Тăван çĕршывăм
манăн,
Эс Раççейĕн тантăшĕ пулан.
Ырă кун сана, тĕп ялăм,
Ырă кун сана, Аксу.
Ман вылятăр-и вăй-халăм,
Кĕрлесех тăрсан сассу».
Çак йĕркесене «Сувар» вулаканĕсем аван пĕлекен Григорий Акташ сăвăçăн кăçал Аксура пичетленсе тухнă «Ĕç тата чыс» кĕнекинчен илнĕ. «Кĕнекене Аксу районĕнчи ĕçченсене халалланă сăвăсене кĕртнĕ» тесе палăртнă автор титул хучĕ çине. Мĕнпурĕ 50 ытла сăвă çĕнĕ изданире. Тĕпрен илсен вĕсем пурте тенĕ пекех поэтăн ĕçтешĕсене, ентешĕсене, тăван района, таврари ялсене халалланăскерсем. Аксу тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ çыравçăсене Петр Гаврилов-Меречене, Кайнуш Мишшине, Иван Егорова, Виталий Елтова, Владимир Левукова, Михаил Краснов-Таркăна, Валерий Мартынов-Туктара, Евгений Мадурова, Аркадий Харитонова, çавăн пекех В.

Текста малалла вулăр...
■ Евгений ТУРХАН .
Тутарстан Çыравçисен пĕрлĕхĕн членĕ,
«Сувар» хаçат çумĕнчи «Сунтал» литпĕрлешӳ ертӳçи.

ВĔСЕМ ЧĂВАШ ШКУЛĔНЧЕ ВĔРЕННĔ

Тăхăрьял тăрăхĕнчи Кивĕ Мертлĕре 1887 çулта Молодца Микулайĕн иккĕмĕш ывăлĕ çуралсан ăна Тихăн ят панă. Молодца Микулайне ялта тата Тĕми Микулайĕ тесе те чĕннĕ. Самаях пуян хресчен шутланнă вăл ялта революциччен. Икĕ пӳрт, çӳллĕ хуралтăсем, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, ани-çаранĕ те сахал мар. Ывăлĕсем ӳссе çитĕннĕ вăхăтсенче Киштек ялĕнчен çĕре тара илсе ĕçленĕ. Паллă ĕнтĕ, ĕçлемелли нумай, вĕсене йĕркеллĕ пурнăçласа пырас тесе пĕр вăхăт Микулай тарçă та тытнă. Кивĕ Мертлĕри Кĕçкĕне Ахваниçĕ ĕçленĕ ун патĕнче. Килте ĕçлекен ытларах пултăр тесе Тихăн 17 çула çитсен ашшĕ ăна авлантарма шутлать. 1905 çулта хăтана хальхи Теччĕ районне кĕрекен Тарханпуçĕнчи Сăрлă Иванĕ патне яраççĕ. Пулас кин Анна Тихăнран темиçе çул аслăрах пулнă, шăпах «пиçсе çитнĕ» хĕр. Пулас упăшка унпа юнашар ачапча пек çеç туйăннă.

Текста малалла вулăр...
■ Людмила КИРИЛЛОВА.
таврапĕлӳçĕ,
Пăва районĕ,
Кивĕ Мертлĕ.

ПӲРНИ ПӲРĔНЕТЕХ-ШИ?

САТУР ЙĂХĔ
Тутарстанри Çарăмсан районне кĕрекен Йăвашкел чăваш ялĕ хальхи Чăваш Республикинчен 300 çул каялла куçса килнĕ чăвашсенчен йĕркеленнĕ. Пирĕн Сатурсен йăхĕ те çавăнти Чăваш Енри Патăрьел тăрăхĕнчен килнĕ пулĕ тетĕп, мĕншĕн тесен унта та Задоров хушаматлă çынсем тĕл пулаççĕ.
Сатурсен йăхĕнчен Йăвашкелне Сатур, Матур тата Сейĕп пĕртăвансем килнĕ. Вĕсенчен виçĕ юп юпленнĕ. Эпĕ Сатур юппине кĕретĕп. Сатуртан Петрухха, Петруххаран Тимахви, Тимахвирен Элекçей, Элекçейрен эпĕ, Якку, çуралнă. Çапла вара эпĕ хамăр ăрăвăн пиллĕкмĕш сыпăкĕ пулса тăратăп.
Эпир пĕр аттепе аннерен вун пĕрĕн çуралнă – çиччĕшĕ ватăличченех пурăннă, виççĕшĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ, пĕри вунă çула çитсен тифпа чирлесе вилнĕ. Сывă юлнисенчен виçĕ хĕр те тăватă ывăл çитĕннĕ, эпĕ улттăмĕш ывăлĕ, ман хыçран тата шăллăм пур.

Текста малалла вулăр...
■ САТУР Яккăвĕ.
1990 – 1993 çулсем

ÇĔНĔ КĔНЕКЕ

Хальхи пурнăç улшăнса пынă вăхăтра Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсем хушшинче хăйсен аваллăх историйĕпе йăла-йĕркине тĕплĕнрех пĕлесшĕн çунакансем çук мар. Тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăхсем çинчен чылай кĕнекесем, брошюрăсем, статьясем пичетленнĕ. Анчах Хĕвел анăç Сакам (Закамье) çинчен тĕпчев ĕçĕсем çыракан сахал. 2007 çулта Радик Насыровăн «Сельское расселение в Западном Закамье» 240 страницăллă кĕнеки кун курчĕ. ТР Наукăсен академийĕнче Ш.Марджани ячĕллĕ истори институчĕн канашĕ кĕнекене пичете тăратма сĕннĕ. Кĕнеке Хусанта вырăс чĕлхипе пичетленнĕ. 2006 çулта Р.Насыров çак темăпа Хусанти патшалăх университетĕнче аспирантурăн истори уйрăмĕнче вĕренсе диссертаци ăнăçлă хӳтĕленĕ. Çак кĕнеке диссертаци пĕтĕмлетĕвĕсенчен тăрать. Закамье хутлăхĕ çинчен пуçласа наука енчен тĕпчевлĕ çырнă историшĕн питĕ кирлĕ кĕнеке.

Текста малалла вулăр...
■ Лидия УГАХИНА.
Алексеевски районĕ,
Чăваш Майни ялĕ

ВĂТАНАР МАР

Чăваш чĕлхи – нумай-нумай ĕмĕрсем хушши пурнăçри тĕрлĕ пăтăрмахсене çĕнтерсе сыхланса юлнă чĕлхе.
Ялсенче ачасен ашшĕ-амăшĕсем: «Шкулта ачасене вĕренме питĕ йывăр, вĕсем тăватă чĕлхе вĕренеççĕ, чăваш чĕлхи мĕне кирлĕ, вăл ялтан тухсанах кирлĕ пулмасть», – теççĕ.
Ун пек шухăшласан, хăшĕ кирлĕ вара вырăс чĕлхисĕр пуçне?
Чăваш чĕлхи часах пĕтмелли чĕлхе мар. Хăçан та хăçан юлашки чăваш вилĕ, çавăн чухне чăваш чĕлхи те пĕтĕ.
Шухăшласа пăхар-ха: мĕнле çепĕç, илемлĕ, илĕртӳллĕ пирĕн чĕлхе. Кашни йăла-йĕркен хăйĕн юрри, хăйĕн кĕвви, туй, хăна, уяв, Çăварни, салтак, юпа юрри... Эпĕ пĕлекен халăхсенчен урăх никамăн та ун пекки çук.
Ĕлĕк чăвашсенчен вĕреннĕ çынсем пачах пулман. Çакă ыраттарнă та пирĕн патриархăн И.Я.Яковлевăн чĕрине. Тăван чĕлхене пĕлмесĕр ытти чĕлхене вĕренме йывăр.

Текста малалла вулăр...
■ Евстолия НИКИТИНА.
Чистай хули

ТАЙГАРИ ЧĂВАШ ЧĔЛХИ УРОКĔСЕМ

Чӳк хуранĕ йыш пухать,
Тăван сăмах тус пухать.
(Кукамай çапла калатчĕ)
 
Ют чĕлхесен хутлăхĕнче
Пайтах çулсем хушши пулсассăн,
Ютла йĕрсен, ютлах кулсассăн –
Амаçури пекех тĕнче.
 
Ăс-тăнăмра тăван чĕлхе
Усрав ачи пек пурăнатчĕ,
Пĕр çук, пĕр пур пек туйăнатчĕ
Тăрсан-тăрсан чĕрре кĕрсе.
 
Анне чĕлхи – кăвар чĕлхе!
Юркка Иван юмах юптарнă,
Мĕтри Юман чунтан юратнă,
Кĕçтенттинре хăват çуратнă,
Çеçпĕлсене çутта кăларнă,
Хусанкая хавхалантарнă,
Ухсайсене саркалантарнă,
Митта, Урташ чĕлхи, килсем!?
 
Чунра çуралчĕ çуркунне.

Текста малалла вулăр...

ПАСАРТА

Юлташсем, халĕ пирĕн «рыночная экономика». Чăвашла каласан: экономика пирĕн – пасарлă. Пурте пасарта, пурте сутаççĕ. Пурте аслă пĕлӳллĕ: сутаканнисем те, вăрлаканнисем те. Пĕрисем вăрласа килеççĕ те сутаççĕ, теприсем, ӳркенмеççĕ, сутаканнисенчен вăрлаççĕ те... татах сутаççĕ. Тата мĕн кăна туянма пулмасть-ши пасарта! Кĕрĕк, тутăр, хăлха çакки... хăлха чикки, тапкă, çупкă туянтараканнисем те пур! Пĕтĕмĕшле илсен – пурте ĕçлеççĕ, пурте укçашăн, пурте тăрмашаççĕ.
Нумаях пулмасть манăн та пасара кайма тӳр килчĕ: çĕнĕ çĕлĕк туянмаллаччĕ. Çитрĕм хайхи. Унталла-кунталла пăхкаласа çӳретĕп. Унччен те пулмарĕ, ман пата пĕр чиперкке чупса пычĕ те мĕнле ыталаса илсе чуп турĕ! Ай-яй...
– Салам! Мĕнле пурăнатăн? Шăхăрать-и?– тет.
– Шăхăркалать,– тетĕп ытамĕнчен вĕçерĕнсе. Хам ăшра шутлатăп: кам пулчĕ-ха ку?

Текста малалла вулăр...
■ Виталий СЕРГЕЕВ.
Шупашкар хули

Ӳкĕнӳ пурнăÇНЕ УЛĂШТАРНĂ

Элекçей çак ĕç-пуç çинчен каласа парсан малтанласа эпĕ ăна ĕненмерĕм. Ара, ĕненме май çук-çке. Пулма пултараймасть ун пекки пурнăçра. Чылайран çеç, Адемасова лайăх пĕлсе çитсен, вăл тĕрĕс каланине шанма пуçларăм. Çавăн евĕрлĕрех пулăм пирки пĕр ăсчах каласа пани те пулăшрĕ ахăр. Çук, суякан çын мар Элекçей Адемасов. Паллакан çынсем, тăван-пĕлĕшĕсем пурте вăл питĕ йĕркеллĕ, тӳрĕ чунлă, пĕчĕк суяна та чăтма пултарайман çын пулнине çирĕплетеççĕ.
Ĕçĕ вара ак çапларах пулса тухнă. Адемасов, хулари пĕр фирмăри пай пуçлăхĕ, темиçе çул каялла, çуркунне юлташĕсемпе пĕрле Атăл хĕррине пулă тытма кайнă. Çыран хĕррине лартса хăварнă микроавтобус патне таврăннă чухне вăл сасартăк çиелтен юрпа витĕннĕ кивĕ вакка чăмнă. Телее, юнашар пыракан юлташĕсем çийĕнчех туртса кăларнă ăна, икĕ енчен тытса машина патне чуптарса çитернĕ.

Текста малалла вулăр...

ВĂРЛАНĂ ЮРАТУ

Ял çумĕнчи пысăк кӳлĕ хĕррипе уçăлса çӳреме ырă. Унăн леш енчи çыранĕ вашмăк. Унта йăмрасем, хăвасем çуркуннерен мĕн кĕрчченех ешĕл тумлă. Ку ен – чăнкăрах. Йывăçсем те сайрарах. Çапах та кӳлĕ ик енчен те хӳтлĕхре – çил çĕкленсен те шыв çийĕ лăпкă та тикĕс. Ман чунра çеç тăвăл лăпланма пĕлмест. Асаилӳ хумĕсем ăш-чике вĕçĕмсĕр пăтратаççĕ, чун хавалне хавшатаççĕ. Хаш та хаш сывлатăп. Ирĕксĕрех такамăн ăста алли çыран хĕрне туса лартнă вăрăм та сарлака сакă çине пырса лартăм. «Çавă кирлĕ-ха мана, çавă», – мăкăртататăп сасăпах.
– Мĕн эс, Илюç, ват çын пек хăвпа ху калаçатăн? – кĕрлерĕ çурăм хыçĕнче мăн сас. – Атя, иккĕн калаçар, – вырнаçрĕ юнашар кĕреçе сухаллă Ванчча пичче. Ăна ялта «Мăн сухал» тесе те чĕнеççĕ. Сарлака хул-çурăмлă, пĕвĕпе çӳллĕскер, халапри улăп евĕр вăл, çĕр çинче вăл юратман чун та çук-тăр.

Текста малалла вулăр...

МУХМĂРЛĂ КАЧАКА ТАКИ

Ватăлса çитнĕ качакине сутса ярсан пирĕн ялти сатур Варук аппан качака путекки тăлăха юлчĕ. Аван ӳсрĕ çамрăк така, çитĕнсе çитрĕ, яланах кил хуçи хыççăн явăнса çӳрерĕ.
«Кĕрхи праçниксем çитнĕ çĕре пусмалла пулать çак такана»,– тесе ĕмĕтленетчĕ кил хуçи. Вара пусса паракана хăналама тесе эрех хатĕрлеме шутларĕ. Ара, пĕр «сăпаççипă» сăмахшăн кам чăрманса çӳретĕр хальхи саманара? Вĕсен умне эрех кăлармалла, çыртмаллине лартмалла, ыр кăмăллă пулмалла... Çапла шутларĕ те Варук аппа вĕтĕ тураса кăмакара пĕçернĕ сахăр чĕкĕнтĕрне йӳçме çенĕке кăларса лартрĕ. Качака таки çакна яр уçă алăкран тимлĕ сăнаса тăчĕ. Мĕн пăтти, кам валли хатĕрлет кил хуçи – йăлтах пĕлес килчĕ унăн.
Пĕррехинче, хĕвел анăçалла сулăнсан, Варук аппа калаçса ларма кӳршĕсем патне кайрĕ. Çак самантпа усă курса качака таки çенĕкре йӳçсе ларакан пăтта тĕрĕслесе пăхма шутларĕ те ĕçе пуçăнчĕ: мăйракисемпе хирсе çенĕк алăкне уçса ячĕ, йӳçекен савăтăн виткĕçне тĕксе ӳкерчĕ, унти пăтранчăка шăшласа пăхрĕ, пĕр çăвар сыпса илчĕ, хаяр пулнипе çӳçенсе кайрĕ, куçне мăч-мач хупкаларĕ – ним те ăнланмарĕ.

Текста малалла вулăр...

ПУРАХ-ШИ ВĂЛ?

Вăрмантан пуçтарăнкаласа тухнă çĕре кун каç енне сулăнма та ĕлкĕрчĕ. Кунĕпе хĕртнĕ хĕвел ывăнчĕ пулас, вăрман хыçне кайса пытанчĕ. Акă вăрман хĕрринче ӳхĕ ӳхлетсе илчĕ. Таврана каçхи сĕм çапрĕ. Кутамккари кăмпа сисĕнмеллех аялалла туртать. Пырсан-пырсан кутамккана çурăм çине меллĕрех вырнаçтарса хуратăп. Анне çырса пĕлтернĕччĕ çав кăçал кăмпа нумай пулма кирлĕ тесе. Çапла кăмпа вара вырăнĕ-вырăнĕпе çавапа çулса илмелĕх те пур.
Ытти çулсенче кану вăхăтĕнче юлташсемпе тинĕс хĕрринче хĕвелпе хĕртĕнсе ирттерекенччĕ. Кăçал вара анне сывлăхĕ начарланнипе яла таврăнтăм. Эх, анне, анне! Шухăшламан та çапла ватăлса халсăр пулан тесе. Çапла ĕнтĕ, çитмĕлтен иртсен лайăххине кĕтмелли çук. Йывăр пулсан та пире çын пулма, ура çине тăма пулăшнă. Атте вăрçă хыççăн киле таврăнсан нумаях пурăнаймарĕ. Суранĕсем хытă аптăратнă.

Текста малалла вулăр...
■  Иван Павлов.
Нурлат районĕ, Мамăк ялĕ.

АРПАКАССИНЧЕ

Ялсем хушшинчи урапа çулĕ путăк та шăтăк, тĕлĕ-тĕлĕпе сулăнкă. Манăн 30-40 çул ĕлĕкрехех туяннă «Ковровец» текен мотоцикл тумхахсем çинче йăкăлт-йăкăлт сиккелет. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе кайри кустăрми енчен-енне вăрт та варт çапкаланса илет, паллах, чăхăмçă лаша пек, мана пĕр-пĕр шăтăка сирпĕтсе хăварасшăн.
Арпакассине çитсе кĕтĕм те тарасаллă пусăран сивĕ шыв ĕçсе уçăлтăм. Çывăхрах клуб, ун умĕнче виçĕ палăк.
– Кусем камсем? – ыйтрăм шыв ăсма пынă хĕрарăмран, палăксем енне пуçа сĕлтсе.
– Сăвăçсем, – хуравларĕ вăл витрисене тултарнă май. – Хамăр ял поэчĕсем. Чапа тухнисем.
Тĕлĕнмелле, пĕр ялтан виçĕ чаплă сăвăç. Ĕлĕкрех кун пекки пысăк хуласенче те сайра пулнă. Мăртăка çавăтса клуб енне утрăм. Палăксен хушшисем 4-5 метр, пурте хĕвел тухăç еннелле пăхаççĕ. Постаменчĕсем çине вĕсен ячĕсене çырнă: сулахайра Якур, варринче Макçа, сылтăмра Кури тăрать.

Текста малалла вулăр...

ĂМĂРТКАЙĂК ВĔÇЕВĔ

Тӳпере çӳлте-çӳлте ăмăрткайăк вĕçет. Ытла инçерен вăл чĕкеç пек çеç курăнать. Сасартăк вăл çуначĕсене пĕрсе çĕрелле чул евĕр ӳкме тытăнсан, çак вĕçен кайăк еплерех улăплине курса тĕлĕнетĕн. Çын кайăк евĕр вĕçеймест. Анчах вăл та хăйĕн кулленхи хастар ĕçĕсемпе çӳллĕ шая çĕкленет. Василий Прохорович Орлов пек.
…Унпа эпĕ 1962 çулта Нурлат районĕн «Туслăх» хаçачĕ урлă куçăн мар паллашнă. Ун чухнех писатель ятне тивĕçнĕ автор хаçат страницисенче ĕçкĕçсене вирлĕ сăмахсемпе питленĕччĕ, çавăнтанпа ун хайлавĕсене вуламасăр хăварман. Пыра киле ун кун-çулĕпе тĕплĕнех паллашрăм.
Василий Орлов 1918 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Нурлат районĕнчи Аслă Уксăмлă ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти вăтам шкула пĕтерсен Якаел шкулне çӳренĕ. Вĕрентекенсем уншăн Турă вырăнĕнче тăнă: вĕсен кашни сăмахне хăй ăсне тарăна илнĕ, пĕлӳлĕх çын пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшлине чуна илсе хăй те вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ.

Текста малалла вулăр...

ĂНА НУША КУЛАЧĂ ÇИМЕ ВĔРЕНТНĔ

РФ Писательсен союзĕн членĕ Василий Орлов чăваш литературине тĕрлĕ жанрпа çырнă хайлавсемпе хăюллăн кĕрсе юлчĕ. Унăн ячĕ çыравçăсен хушшинче уйрăмах палăрса тăрать. Юлашки çулĕсенче питĕ нумай ĕçлерĕ çыравçă, сакăр кĕнеке пуçтарса кăларчĕ. Кĕнекисенчи калавĕсемпе сăввисем тĕрлĕ вăхăтра çырнă пулин те, хальхи саманапа килĕшсе тăраççĕ.
В.П.Орловăн поэзийĕ кăткăс метафорăсемпе пуян, халăх сăмахлăхĕнчи илемлĕх мелĕсемпе перекетлĕ усă курнă, лирика геройĕсен интонацийĕсем питĕ ĕнентерӳллĕ. Хăш-пĕр сăввисем афоризм евĕрлĕ сăмах çаврăнăшĕсемпе вĕçленнĕ. Ку вăл автор пурнăçа тарăн ăнланнипе, çавна май фольклор элеменчĕсемпе ĕçлеме пултарнине пĕлтерет. Унăн сăввисем чăн чăвашла.
XX ĕмĕр вĕçĕнчи чăваш халăхĕн аталанăвне, наци пĕрлĕхне çирĕплетнине хавасланса ырларĕ Василий Орлов.

Текста малалла вулăр...
■ Виталий КОЗЛОВ.
Раççей Писательсен союзĕн членĕ, чăваш халăх ăсчахĕ,
Павлă хули.

СĂВАПЛĂ КĔТЕС

Хула хĕрри улах. Сĕве йăвашшăн
Пахча çуммисемпе иртсе каять...
Çак лăпкă кĕтесре тăван чăвашшăн
Çуралнă ĕлĕк чух пĕр çамрăк ят.
 
Ак ун кĕперĕ, вăл юратнă вырăн,
Ак вăл час-час таяннă ват йăмра.
Паян та вăл кунта çӳрет пек ыррăн,
Тăрать пек сыввăн умăмра.
 
Ун лăпкă куçĕсем йăл-йăл тăваççĕ,
Ун сăнĕнче – те хурлăх, те телей...
«Мĕнле пурнан? Мĕнле çĕршыв хăвачĕ?
Ман шăллăмсем нумай-и, Ваçилей?» –
 
Тесе ыйтассăн тăрать пек поэтăн
Шухăшăмра çĕкленнĕ ĕмĕлки...
– Аван, манми тете. Аван, – теетĕп. –
Сывлать чăвашăмăр, сывлать чĕлхи.
 
Çак пирĕн ӳсĕмри чăваш этемĕ
Иртме шанать чăн пурнăç тĕпелне.

Текста малалла вулăр...

«Сăвăсен шалти тасалăхĕ кăмăла çавăрать»

1976 çулхи юпа уйăхĕнче эпĕ Патăрьел районĕнчи «Авангард» хаçатра ĕçлеме пуçларăм. Чаплă, опытлă коллектив вăй хуратчĕ вăл вăхăтра хаçатра. Пысăк пулăшу пачĕç вĕсем мана малтанхи вăхăтра. Чăвашсемпе пĕрлех тутарсем те пурччĕ хаçатра. «Авангард» икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла тухса тăратчĕ-çке. Кунти тутарсем чăвашла аван пĕлетчĕç. Уйрăмах «Авангардра» малтан куçаруçă, каярах информаци пайĕн корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ Кави Кадырович Юлдашевпа çывăх туслашнăччĕ эпир. Унăн ашшĕ вăрçăчченех хаçатçă пулнă, вăрçă вăхăтĕнче дивизи хаçатне редакциленĕ. Кави шăллĕпе – Камильпе эпĕ пĕр класра вĕреннĕччĕ, вĕсен килĕнче пĕрре çеç мар пулнă. Çавăнпа чăнах савăнтăм Кавипе пĕрле ĕçлеме тытăнсан. Шăпах вăл паллаштарнăччĕ мана чăвашсен паллă поэчĕн Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕпе. Чăваш классикĕ хăй вăхăтĕнче Кавине парнеленĕ кĕнекине кăтартнăччĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4.