Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.10.2019 21:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ăçталла утатпăр?

Вăтăр-хĕрĕх çултисем, тен, халĕ те «Шире круг», «Вокруг смеха» тата «Клуб путешественников» ятлă кăларăмсене астăваççĕ пулĕ. Хальхи ăру мĕнле хакласан та, вĕсем кăсăклăччĕ, кулăшлаччĕ, çав вăхăтра культура та, кăмăл-сипет (нравственность) те пурччĕ.

Халĕ вара, паянхи пĕр канал çинче Петросян явăнса-хуçкаланать, тепринче – Задорнов, йӳçнĕ яшка евĕр. Креативлă «ТНТ» каналра шӳтсем «пилĕкрен çӳлелле» çĕкленни çукпа пĕрех. Виктор Коклюшкин юморист калашле: халăх хăш тĕлте кулмаллине ăнкăртăр тесе юмористсем хăйсен шӳт тунинчен хăйсем кулаççĕ.

Сталин иртнĕ вăрçăра кампа вăрçнине чылай çамрăк пĕлмест. Ку вĕт намăс! Хăвăр, акă, тинкеререх пăхăр: пусмăрлани, вĕлересси, аскăнлăх пĕтĕмпех карса илчĕç кăвак экрана. Ачасем валли ӳкернĕ мультфильмсенчи сăнарĕсене вара... карикатурăра та илемлĕрех, этемлĕрех ӳкереççĕ.


Текста малалла вулăр...
■ Аскольд де Герсо.
Пушкăртстан,
Октябрьск.

ПАРĂНМАÇÇĔ ВЕТЕРАНСЕМ

Виçĕ кил урлă вырнаçнă пусăран хăех шыв ăсать, кăмака хутма вутă çурать пĕччен пурăнакан икĕ вăрçă ветеранĕ. Вутă çурма тивет унăн, мĕншĕн тесен килне газ кĕртмен. Вăл миçемĕш çулхине пĕлсен эсир çак йĕркесен авторне ĕненмессе те пултаратăр, çапах Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Ваçликассинче пурăнакан Иван Никитинăн пурнăçĕ чăнах та çавăн пек. Вăл 1918 çулта çуралнă.
Тĕлĕнмелле пурнăç çулĕпе утакан ватă паянхи кун пĕчченех пурăнать. Кун-çулĕ çинчен каласа пама ыйтсан вăл тем, именнĕ пек пулать. Утмăл тултарнă чух юлашки черкке эрех ĕçнине астăвать тăхăр вун пиллĕкри мучи. Арçыннăн каласа памалли, паллах, салтакри, вăрçăри çинчен. Çулсем иртнĕçемĕн урăх пулăмсем майĕпен асран сĕвĕрĕлсе тухаççĕ, вăрçăри – юлать.
– 1939 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Майнила ятлă ял па- тĕнче фин салтакĕсем совет пограничникĕсене пеме пуçланă, çапла Финляндипе вăрçă пуçланчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Альберт КОЛЬЦОВ.
хатĕрленĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ÇУМĂР ЧӲКĔ

Элмет районĕнчи Клемтелĕнче Учӳк уявне кăçал яшсен хавхаланăвĕпе Милюк Тудияровна Юнусован ывăлĕ Август Алтынбаевич тата кинĕ Вера Михайловна ирттерчĕç. Çăлкуç патĕнчи питĕ илемлĕ вырăнта чи хастар асаннесемпе кукамайсем, çамрăк аннесем пухăнчĕç. Карталанса юрă юрланине хальхи вăхăтра сайра илтетĕн, кунта вара вĕсене пурте юрларĕç, чунтан савăнчĕç.
Чукун хуранра сурăх какайĕпе пĕçернĕ пăтă уйрăмах тутлă пулчĕ. Çак йăлари апат-çимĕç пурин валли те çитрĕ. Чăваш халăх юррисене юрлаççĕ, купăс тăсса ташлаççĕ, манăçа тухма пуçланă вăйăсене выляççĕ. Ватти те, вĕтти те чунтан савăнаççĕ, ял-йыш та, килнĕ хăнасем те.
Çанталăк çав тери илемлĕ тăчĕ. Хĕвел хытă хĕртнĕрен тавралăха, çĕре çумăр кирлĕ. Ку енĕпе, ăс-хакăл енчен пуян, сăнри сăпай илеме упракан асаннесемпе мăн асаннесем юрăпа тата ташăпа çыхăнтарса, çут çанталăк çумăр патăр тесе тĕрлĕрен йăласем ирттерчĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Петр ЯФАРКИН.
Анат Кама – Клемтел.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

«ШӲЛКЕМЕ»

Эпĕ «Сувар» хаçата интересленсе вулатăп, сăнӳкерчĕксем питĕ кăмăла каяççĕ. Тĕрлĕ çĕршывра тĕрлĕ халăх пур, кашни халăхăн хăйне евĕрлĕ тум, вара вĕсем пурте хăйне кура илемлĕ.
Пирĕн ялăн та фольклор коллективĕ пур. Пуçарса яраканĕ хамăр ялсем – Юлия Павловна Киргизова. Вăл каланă тăрăх, ушкăнăн çуралнă кунĕ 1984 çулхи июнĕн 28-мĕшĕ. Унтанпа нумайăшĕ ватăлнă ĕнтĕ, хăшĕсем пиртен яланлăха уйрăлса та кайнă. Халĕ те коллективра ытларах ватă çынсем юрлаççĕ. Вĕсен ушкăнне çамрăккисем хутшăнни те пур: иккĕшĕ 1963 çулхисем, тата тепри эпĕ – 1973-мĕш çулхи. Ертсе пыраканĕ Анатолий Викторович Трофимов купăсçă, 1966 çулхи. Пурне те ятран каласа тухам-ха: Ольга Михайловна Перепелкина 1938 çулхи, Юлия Семеновна Емельянова 1939 çулхи, Мария Алексеевна Перепелкина 1937 çулхи, Андрей Степанович Терентьев 1936 çулхи, Вера Андреевна Терентьева 1940 çулхи, Анна Степановна Портнова 1949 çулхи, Зоя Филипповна Терентьева 1947 çулхи, Нэля Александровна Игнатьева 1973 çулхи, Валентина Владимировна Иванова 1963 çулхи, Светлана Игорьевна Еграшкина 1963 çулхи.

Текста малалла вулăр...
■ Нэля ИГНАТЬЕВА.
Нурлат районĕ,
Якурккел.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Тăхăрьялăн хастар хĔрĔсем

Тăхăрьял çинчен çырнă историсене вуласассăн унти халăх паттăр, вăйлă, хăюллă пулнине ăнланса илетĕн. Çапла тăхăрьялсем пĕрлешсе тĕрлĕ вăрă-хурахсенчен пĕрне-пĕри хӳтĕленĕ, сыхланă, юлташлă-тăванлă пулнă. Çав пурăнас йĕркесемпе хальхи вăхăтра та сахал мар тĕл пулатăн. Эпĕ Таккавар хĕрĕсем çинчен каласа парасшăн.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче пĕтĕм тĕнчипех ĕç халăхне йывăр пулнă, укçа-тенкĕ тӳлемен, хуласене-ялсене патшалăха тĕрлĕ налуксем тӳлемелле тунă. Çамрăксем валли тумтир илме çуклă-пурлă выльăхсене сутса укçа тунă.
1953 çулта октябрь уйăхĕнче Пăва районĕнчи Таккавар хĕрĕсем Киров облаçне вăрман касма каяççĕ. Саккăрăн. Вырăсла, тутарла калаçма ялтах пĕлнĕ, хăюллисем ĕнтĕ вĕсем: Лидия Никитина, Антонина Степанова, Раиса Егорова, Люба Ильина, Анна Иванова, Александра Радионова, Елена Коновалова, Елизавета Кузьмина.

Текста малалла вулăр...
■ Анна НИКАНОРОВА, Нина ЕГОРОВА.
Пăва районĕ,
Таккавар.

ЫРĂ ÇЫНСЕНЕ ШАНСА

Эпĕ 1936 çулта çуралнă. 4 çул та 1 уйăх çурă Тинĕс-çар флотĕнче хĕсметре тăтăм, унтан суранланса таврăнтăм. Эпĕ музыкант, киномеханик, педагог, тавра пĕлӳ кĕнекисен авторĕ, ТР халăх пултарулăхĕн фестивалĕсен лауреачĕ, «Выля, хут купăс» радиоконкурс призерĕ, Халăхсен хушшинчи «Филантроп» премийĕн 2002, 2006, 2008, 2010 çулсенчи лауреачĕ, хисеплĕ тавра пĕлӳçĕ, халăх академикĕ, концертмейстер... Хальхи вăхăтра пособи тата ватлăхпа парăнакан пенсие ачаранах инвалид пулнисенчен те (пĕр класс пĕлӳ илмен, пĕр çул ĕç стажĕ çук çынсенчен) сахалтарах илсе тăратăп.
Раççей Пенси фончĕн уйрăмне манăн пенси шайне ӳстерме ыйтса çыру та çырса ятăм, анчах та хуравĕ ман майлă пулмарĕ. Пĕччен пурăнакан 76 çулхи чирлĕ çыннăн пĕчĕк пособипе мĕнле пурăнмалла? Хĕле ирттермелли вутă-шанкă илме кăна 14 пин тенкĕрен сахал мар кирлĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Алексей АНТОНОВ.
Теччĕ районĕ,
Йӳккел.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

СПОРТ ÇИНЧЕН ТЕ МАНАС ÇУК

«Сувар» хаçата пĕлтĕр çырăнса илме тытăнтăмăр. Малтан эпĕ, кайран арăм вуласа тухать. Ачасем те вулаççĕ. Тутарстанра чăваш хаçачĕ тухнипе питĕ савăнатпăр. Эпĕ Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнче вĕрентĕм. Чăваш чĕлхине Нина Николаевна Смородинова вĕрентетчĕ. Чăвашла вăл питĕ илемлĕ калаçатчĕ. Чĕлхе çепĕç, анчах та ăна вĕренме çăмăлах мар. Шкул пĕтерни нумай çул иртрĕ ĕнтĕ, çавăнпа чăвашла тĕрĕс çырма та пĕлсех каймастăп. Хăш-пĕр сăмахсене вырăсла кăна усă курма тивет: «председатель сельсовета», «секретарь», «бухгалтер», «библиотекарь» тата ытти те. Политикăри сăмахсене ăнланмастпăр.
Шупашкарта пултăм. Илемлĕ хула, урамĕсем сарлака, йывăçсем нумай. Анчах Шупашкарта чăвашла калаçмаççĕ. Эпĕ питĕ кулянтăм. Чăваш хулинче те чăвашла калаçмаççĕ. Капла тепĕр 30-40 çултан чăвашла пĕлекен çын та юлмасть. Чăваш чĕлхи упранса юлтăр тесен нумай вăй хумалла, пысăк çынсен тăрăшмалла.

Текста малалла вулăр...
■ В.ИВАНОВ.
Элкел районĕ.

ЫРАНА ХĂВАРМАСĂР

«Сувар» хаçатăн 50-мĕш номерĕнче тухнă «Интернета пăхăнтарасчĕ» статья кăмăла кайрĕ. Пĕкĕлме районĕнчи Наратлă библиотекинче хаçат ĕçченĕсем ирттернĕ тĕлпулура чăвашлăх çинчен сăмах хускатни савăнтарчĕ.
Чăваш чĕлхи çинчен ыйту хускатса пур çĕрте те чан çапма вăхăт çитнĕ, кая юлас марччĕ. Халь кашнин пуçне шухăш пăралать: чăваш чĕлхине мĕнле пĕтекен чĕлхесен шутĕнчен хăтармалла? Тăван аннене сăнчăрласа хунипе пĕр танах вĕт ку. Ирĕке кăларасчĕ çепĕç те илемлĕ анне чĕлхине, ĕмĕр-ĕмĕр янратăр вăл. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсемччен чăваш ачисене чăвашла вĕрентнĕ. Кĕнекесем, паллах, çукчĕ пулин те урокра учительсем пур предметпа та чăваш чĕлхипе ăнлантаратчĕç.
Астăвап-ха, Аксу районĕнчи Кивĕ Тутар Этемшӳ вăтам шкулĕнче чăваш класĕнче (чăвашсем уйрăм класра, тутарсем уйрăм) 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне историпе Сергей Яковлевич Калуков вĕрентетчĕ пире.

Текста малалла вулăр...
■ Лидия УГАХИНА.
Алексеевски районĕ,
Чăваш Майни.

СУККĂР КЛУБ

Эпир Аслă Ăнă ялне юрататпăр. Тăхăр урамĕ тăхăр майлă ларать. Çуллахи вăхăтра сип-симĕс курăк, ача-пăча сасси, Кучаси шывĕнче хур-кăвакал чӳхенсе ыр курать. Пăхма питĕ аван пек.
1960-70 çулсенче, колхоз вăйланнă вăхăтра, Аслă Ăнă ялне пуç пулма Зайцев юлташа илсе килчĕç. Çак çулсенче Зайцев пуçарнипе Аслă Ăнă халăхĕпе пĕр каварлă пулса ял варринчи чиркӳ вырăнне Культура çуртне тума пуçларĕç. Çанă тавăрсах тытăнчĕ пуçлăх ĕçе, анчах юраймарĕ пулас çӳлти пуçлăхсене, туса пĕтереймерĕ тытăннă ĕçе. Урăх çынна илсе килчĕç. Маларах агроном пулса ĕçленĕ кӳршĕ ял чăвашне Молодцова пуçлăх вырăнне лартрĕç. Колхозпа паллашсан çич-сакăр çултан Зайцев пуçарнă ĕç пирки калаçма пуçларĕç. Ку эрменсене яла чĕнсе илсе Культура çуртне туса пĕтерет. Нумай вăхăт ларчĕ çап-çутă кермен Аслă Ăнă варринче яла илем кӳрсе.

Текста малалла вулăр...
■ В.ЛАШМАНОВ.
Теччĕ районĕ,
Аслă Ăнă.

КАШНИ ÇУЛ ÇĔНĔ СПЕКТАКЛЬ

Укçа çинчен шутлаканнисем театртан пăрахса каяççĕ
 
Апрелĕн 8-мĕшĕнче Анат Кама (Нижнекамск – Ред.) хулинчи «Тамаша» халăх театрĕ чăваш драматургĕ Ефим Никитин çырнă «Ан сивĕн, савни» пьеса тăрăх хатĕрленĕ спектакльпе сцена çине тухрĕ. Залра халăх туллиехчĕ. Спектакле Хусантан килнĕ комисси те пăхрĕ, мĕншĕн тесен спектакль республикăра иртекен халăх театрĕсен фестивалĕ шайĕнче иртрĕ.
Яланхи пекех çак фестивале чăвашсенчен Анат Камăри актерсем кăна хутшăнчĕç, ыттисем – шăп. Çакă питĕ те кулянтарать. Республикăра чăваш ансамблĕсем нумай, мĕншĕн вара театрсем çук? Нивушлĕ ку ыйту ЧНКА членĕсене хумхантармасть? Паллах, спектакль лартасси çăмăл ĕç мар, Чăваш культурине аталантарас тесе пирĕн çăмăл ĕç кăна шырамалла-шим? Кашни отчетра ăна турăмăр, кăна турăмăр тесе калаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Наталья ЗОТЕЕВА.
Анат Кама.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: «Ан сивĕн, савни» спектакльти сцена.

ЯЛ ПУРĂНАТЬ, ÇĔНЕЛЕТ, ЧЕЧЕКЛЕНЕТ

Çырма-çатра çумĕнче пысăках мар Хупкĕпер ятлă ял вырнаçнă. Ялта кашни урамăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Пирĕн кас, ватăсем каланă тăрăх, мăкшă çемйинчен пуçланнă. Çавăнпа Мăкшă кас ят панă.
Мĕнле кăна улшăнусем пулса иртмен-ши ял халăхĕшĕн иртнĕ ĕмĕр хушшинче.
Ĕлĕкхи вăхăтра ял пуçланнă çулсене, хресченĕн ал вăйĕпе тунă йывăр ĕçĕсене аса илсен... Улăм витнĕ пĕчĕк пӳртсенче пурăннă. Пуянсемпе чухăнсен, кулаксен вăхăчĕ те пулнă. Революци вăхăтĕнче йывăр самантсем тата... Ун хыççăн пĕрлешӳллĕ хуçалăх ĕçĕсем пуçланнă. Алă ĕçĕсене нумайăшне машинăсем улăштарнă.
Паллах, халăх пурнăçĕ самаях çăмăлланнă. Ĕç укçи те тӳленĕ. Анчах та ырă пурнăçа тискер вăрçă татнă. Халăхшăн каллех хуйхăллă йывăр пурнăç пуçланнă. Ял халăхĕ, паллах, нимĕнле йывăрлăха та парăнман, арçынсем вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçнă, хĕрарăмсемпе ачасем вара уй-хирти, килти ĕçсене туса пынă.

Текста малалла вулăр...
■ Мария РОМАНОВА.
Теччĕ районĕ,
Хупкĕпер ялĕ.

ЭПИР МĔНПЕ АЙĂПЛĂ?

Хисеплĕ «Сувар» ĕçченĕсем!
Сирĕн пата Теччĕ районĕнчи Хупкĕпер ялĕн тарăхса çитнĕ çыннисем çыраççĕ. Мĕнле айăпа, çылăха кĕнĕ-ши пирĕн ял? Пĕчĕкçĕ чух манăçа юлнă ялсем çинчен вулаттăмăр. Çав пирĕн ума та çитрĕ. Таврари ялсене асфальтлă çулсем туса пачĕç. Пире тата пирĕн ачасене ним вырăнне те хумаççĕ. Хуласене тухса кайнă ачасене яла килме питĕ пысăк нуша. Çурлă-кĕрлĕ, йĕпе-сапара машинăсем яла кĕреймеççĕ, кӳршĕ ялта лартса хăвараççĕ. Шанчă, Аслă Ăнă тата ытти кӳршĕ ялсем пурте ку нушаран тухнă. Анчах та вĕсен хушшинчи Хупкĕпер мĕншĕн айăплă? Мĕншĕн тесен вĕсен ял хутлăхĕн пуçлăхĕсем тăван ял çыннисем. Вĕсем ялшăн, халăхшăн, ачасемшĕн тăрăшаççĕ. Пирĕн ялăн вара хамăр ял çынни мар, ăна пирĕн нуша ним те мар.
Эпир, тарăхнă çынсем, çул тума хамăр пенси укçине пама хатĕр.
Шкул ачисем 5-мĕш класран пуçласа ют яла вĕренме çӳреççĕ.

Текста малалла вулăр...

ТИМУРОВЕЦСЕМ ПЕКЕХ

Эпир Пăва районĕнчи Пăрăнтăк станцинче пурăнатпăр. Январĕн 31-мĕшĕнче килте пушар тухрĕ. Çĕрле иккĕмĕш çурринче пирĕн пата çунатпăр тесе пырса шаккарĕç. Çулăм çĕкленнĕччĕ. Хапхана уçсан пĕр ушкăн хĕрсемпе каччăсем кĕрсе пушара сӳнтернине сиссе те юлмарăмăр. Вут-çулăма сарăлма памарĕç. Хăшĕсем кĕреçепе, теприсем витрепе шыв сапса пушар машинисем килнĕ çĕре çулăма лăплантарчĕç. Пӳрте, хуралтăна сыхласа хăварчĕç. Эпир çав ачасене палламасăрах юлтăмăр. Хăйсенчен шыв юхса тăрать. Çавăн пекех машинăсем çине ларса кайрĕç.
Эпир вĕсене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене «Сувар» хаçат урлă пĕтĕм чун-чĕререн, питĕ пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Çак ачасем пулман пулсан хамăр та çунса вилеттĕмĕр. Пирĕншĕн вĕсем Турă пулчĕç. Тĕнчере çавăн пек лайăх ачасем те пур иккен хальхи вăхăтра.

«СУВАР» ВУЛАКАНА ЧĂВАШ КĔНЕКИ

2010 çулăн I çур çулне «Сувара» çырăннă квитанцисемпе шăпа ярса парне тухнисен ячĕсене хаçатăн 7№ çырнăччĕ эпир. Çапла телейлĕ квитанциллисем куллен редакцие килеççĕ, хăшĕсем аякра пурăннипе тăванĕ-пĕлĕшĕсене кĕрсе илме ыйтаççĕ. Ытларикун пирĕн пата Хусанта пурăнакан Н.М.Верхунов килчĕ. Николай Михайлович 80 çултан та иртнĕ ĕнтĕ, анчах çулĕсемпе çамрăк курăнать. Калаçăвĕ те, хăйне тыткалани те тăн-тăн. Чăваш телепередачисене Хусанта мĕнле пăхма пулать-ши тесе килнĕ ветеран, квитанципе чăвашла кĕнеке выляса илни çинчен пĕлмен те иккен. Эпир ăна кун пирки пĕлтерсен савăнчĕ. Ара, Хусанта пурăнакан ырă ватăшăн чăвашла кĕнеке тупса илесси çăмăлах мар-çке, тăван чĕлхепе вара вулас килет.
Ырă ватă терĕм те, хитре сăмахшăн кăна каламарăм çапла. Николай Михайлович çирĕм çул каялла (çав çул темиçе дата пĕр-пĕринпе тĕл лекнĕ: Раççей Православи тĕнне йышăннăранпа 1000 çул çитни те, хăйĕн юбилейĕ те) чиркӳ тунă.

Текста малалла вулăр...

ЧУНСĂР ЧĂВАШСЕМ САХАЛРАХ ПУЛЧЧĂР

Хисеплĕ суварçăсем!
Сире çывхарса килекен праçниксемпе чун-чĕререн саламлатăп.
Эсир пĕтĕм вăйăр-халăрпа тăрăшса пирĕншĕн чăвашла хаçат кăларни пире питĕ савăнтарать.
Анчах та юлашки çулсенче «Сувар» хаçатăн тиражĕ чакса пыни хурлантарать, шухăша ярать... Мĕнле намăс мар-ши Тутарстан Республикинче пурăнакан ентешсене пирĕншĕн тăван чĕлхепе тухса тăракан хаçата çырăнмасăр юлма?
Çак кунсенче пĕр пĕлĕшпе курса калаçрăмăр. Вăл ялти лавккаран пĕр аллине – «çуттине», теприне сăра тытса тухатчĕ. Пурнăç, сывлăх çинчен калаçнă май:
– «Сувар» хаçат вулатăн-и? – терĕм.
– Ачасем вулакалаççĕ, – тет.
– Хаçата çырăнтăн-и?
– Манăн укçа çук...
– «Сувар» хаклă мар вĕт, ăна çырăнма аллунти таварсен укçи те çитет.

Текста малалла вулăр...

САЛАМЛĂ ÇЫРУСЕМ

Хисеплĕ Сувар» хаçатăн ĕçченĕсем, йышăнса илĕр пиртен хĕрӳллĕрен те хĕрӳллĕ салам.
Тавтапуç сире çак хаçата кăларса тăнăшăн. «Сувар» килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Хаçат килсе çитсен пĕтĕм ĕçсене пăрахса вулама ларатпăр. Вун иккĕмĕш страницăра пичетленекен рецептсемпе час-часах тутлă кукăльсем, салатсем туса çиетпĕр.
Пире «Сувар» питĕ килĕшет.
Салампа Семеновсен çемйи.
Çарăмсан районĕ,
Лагерка ялĕ.
Салам пурне те! Эпĕ Çĕпрел районне кĕрекен Пăрăнтăк станцийĕнче пурăнакан Надежда Пахомова, «Сувар» хаçата мĕн тухма тытăннăранпах çырăнса илетĕп. Хаваслансах вулатăп. Кӳршĕре пурăнакан кинемисен куçĕсем курманнипе вĕсене те вуласа паратăп. Çавăн пек туслăх ан татăлтăр тесен малашне те хаçатра интереслĕ статьясем пичетленмелле пултăр.

Текста малалла вулăр...

«КУЧЧЕНЕÇ» КĔТЕÇÇĔ

Юлашки çулсенче Аксу районне кĕрекен Аслă Сĕнчел ялĕ çинчен питĕ нумай калаçма пуçларĕç-ха. Ара, мĕнле калаçмăн, районта пĕрремĕш çĕнĕ йышши шкул уçăлнă. Чиркӳ туса лартнă. Çулĕ те пур. Çыннисем те сахал мар пурăнаççĕ.
Анчах та... Анчах та почта начальникĕ каланă тăрăх, халăх хаçат вулама юратсах каймасть. Пĕтĕм почта уйрăмĕпе те 35 çын çеç тăван чĕлхепе тухакан республика хаçатне çырăнать.
– 35 экземпляр çынсем хăйсем çырăннă. Тата аллă экземпляр пирĕн ентеш Николай Абруков çырăнтарса пачĕ, – тет почта начальникĕ Любовь Крайнова.
– Çавăн чухлĕ «Сувара» кама парса тухнă вара? – кăсăклантăм эпĕ.
– Халăха ĕнтĕ.
Халăхне те панă пулĕ. Эпир вара шкулта темиçе «Сувар» подшивкине куртăмăр. Апла пулсан шкул ачисем хаçата курман теме çук. Тăхтав вăхăтĕнче кашни вĕренекен тенĕ пек уçса вулама пултарать.

Текста малалла вулăр...

ТĂВАНСЕМПЕ ТĔЛ ПУЛСАН

Паян эпĕ тахçантанпах (пĕлтĕр мăшăрпа çĕр улми кăларма килнĕччĕ) пулман тăван ялăма Чăваш Ялтанне таврăнатăп. Ют çĕршывра туса кăларнă çăмăл машинăран анса аслă çулпа яла утса кĕретĕп. Пĕрремĕш урам – Тутар урамĕ. Кунта ялти Культура çурчĕ тата вăтам шкул мăнаçлăн курăнса лараççĕ, иртен-çӳрене канма, вĕренме йыхăраççĕ. Шкул умĕпе иртсе тутарсем Чул кĕпер, чăвашсем –Якку кĕперĕ текен кĕперпе Кĕçĕн Çарăмсан урлă каçса Чăваш урамне (хут çинче Заречная теççĕ) анатăп. Йĕркипе ларакан ишĕлнĕ, ваннă, вĕлтĕрен-мăян пуснă çуртсен умĕнчен иртнĕ чух чĕре сӳлетсе ыратса каять. Бочкаревсем, Кашинсем, Трофимовсем, Тарасовсем мĕнле чаплă çуртсем туса хăпартнăччĕ?! Акă кĕçех кăвак, сарă тата хĕрлĕ сăрăпа сăрланă, шифер витнĕ тăван килĕм, атте-анне килĕ асамат кĕперĕ пек курăнса каять. Кӳршĕ Толстовсем, Романовсем, Першинсем, Емельяновсем, хирĕç Сидоровсем, Капитоновсем, Егоровсем ашшĕ-амăш килне сӳнме паманни чĕремшĕн, чунăмшăн сиплĕ эмел пулчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Борис ИВАНОВ.
Чистай хули.

ЫРĂ СĔНӲ

Тутарстан Республикинче пурăнакан чăвашсен чапне кăтартас тесе ТР ЧНКА умĕнчи ыйтусене ним мар пурнăçлама пулать. Сăмах уйрăмах имидж тата пурлăх çинчен пырать.
Кунта, паллах, тутар-юлташсенчен вĕренсен те çылăх пулмасть. «Татарстан» журнала кăна тĕслĕхе илер. Вăл паллă тутарсен çуралнă вырăнĕпе, ялĕпе вулакансене паллаштарать.
Мĕншĕн сирĕн те чăваш ялĕсем çинчен çырма пуçламалла мар? Тĕслĕхрен, И.Я.Яковлев, И.С. Максимов-Кошкинский , Н.Я.Яковлева, П.П.Хусанкай, Н.И.Шелеби, П.В.Дементьев, Тăхăрьялăн тава тивĕçлĕ çыннисен тата ытти хисеплĕ граждансен çуралнă ялĕсем çинчен. Çакăн пек рубрика вулакансене питĕ кăсăклантарасса ĕненетĕп.
Редакцирен: Шкулта вĕренекенсене, таврапĕлӳçĕсене çак ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр.
■ Олег МУРЗИН.
П.П.Хусанкай музейĕн директорĕ.Элкел районĕ,
Хусанкай ялĕ.

ÇЫРМАСĂР ЧУН ЧĂТМАРĔ

Юлашки «Çунатлă çамрăклăх» кăларăмра «Юрист е ...» статья мана тарăн шухăша путарчĕ. Унта Илья Маврин Лайăшри суккăр тата начар куракан ачасен шкулĕнче пурăнни çинчен асăннă. Эпĕ унăн ватă куккăшĕ.
– Илья, ку ыйтăва пама аван та мар та, çапах та, эсĕ çуралнăранпах курмастăн-и? – тесе ыйту панă статья авторĕ Светлана Садыкова.
– Çуралма эпĕ тĕрĕс-тĕкелех çуралнă, анчах та пĕчĕк чухне чирленĕ хыççăн инвалида тухнă, – хуравланă Йӳккел каччи.
Эпĕ вара кĕскен те пулин ун çинчен çырса пĕлтерес тетĕп.
Ильян амăшĕ Чăваш Енрен. Пĕчĕк ачана вăл яланах тăван ялне илсе кайкалатчĕ. Пĕррехинче унта чирлесе ӳкнипе больницăра та выртма тӳр килнĕ. Тухтăр ун чухне Ильян пĕр куçĕ аванах курманнине асăрханă та Шупашкара куç врачĕсем патне кайма направлени панă. Лешсем тата Мускавах кайма хут тыттарнă.

Текста малалла вулăр...
■ Алексей АНТОНОВ.
Теччĕ районĕ,Йӳккел ялĕ.



■ Страницăсем: [1], 2, 3.