Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПӖЧӖК ЛИЗА ТАТА ПУТИН

(Чăваш мăнукне Президент çыру янă)

 

Ульяновск облаçӗнчи Чартаклă тăрăхӗнче кун пеккине аслисем те астумаççӗ-тӗр. Чăваш хӗрне Лиза Антоновăна РФ Президентӗнчен çыру килнӗ. Кремль пичечӗллӗ çырăва хальччен алла тытса курманран-и, халăх тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Ара, 2-мӗш номерлӗ шкулта виççӗмӗш класра кăна вӗренекен хӗрпӗрчине Владимир Владимирович ăçтан пӗлет-ха? Çапла Лиза май уйăхӗн вӗçӗнче темиçе эрне Чартаклăн тӗп геройӗ пулса тăнă.


кӳршĕсенче

ЧĂВАШ ЕНРЕ декабрĕн 17-мĕшĕнче «Тăван радио» калаçма пуçланă. Радио 100,3 FM хум çинче талăкĕпех калаçать. Малтанлăха вăл тестлă режимпа ĕçлĕ, 2014 çулхи январьтен пуçласа вара ĕçлĕ режим çине куçма тивĕç. Радио çĕнĕ хыпарсене кунсерен чăвашла тата вырăсла пĕлтерĕ, çавăн пекех обществăпа политика, çут ĕç, кану программисем, актуаллă интервьюсем те эфира тухĕç. Кунсăр пуçне Чăваш наци радиовĕн чи лайăх программисене, радиоспектакльсем, классикăлла тата хальхи кĕвĕсен концерчĕсене те итлеме май пулĕ. Сăмах май, республикăра Чăваш наци радиовĕ ĕçлет ĕнтĕ, вăл «Тăван радио» пекех Наци телерадиокомпанийĕн йышне кĕрет. Анчах та ăна яллă районсенче кăна итлеме пултараççĕ-мĕн. «Тăван радиона» вара Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем те итлеме пултарĕç тесе пĕлтерет REGNUM ИА.
 
Çулланнă граждансене компьютерпа усă курма вĕрентес çĕнĕ проект хута кайнă Чăваш Республикинче.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ЧĂВАШ ЕН 2013 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх физкультурăпа спорт енĕпе федераллă конкурсăн çĕнтерӳçисен шутне кĕнĕ. Чăваш Республики пуçласа çулсерен РФ Спорт министерстви паракан «Раççей мăнаçлăхĕ» наци премийĕн «Раççей регионĕ» номинацийĕнче çĕнтернĕ. Кӳршĕсем ăна «спорта аталантарассине пысăк тӳпе хывнăшăн» тивĕçнĕ. ЧР Физкультура, спорт тата туризм министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăхра республикăра спортпа çыхăннă 280 официаллă мероприяти ирттернĕ, унта 185 пин ытла çын хутшăннă. 2013 çулта Раççейĕн сборнăй командисен списокне спортăн 25 тĕсĕпе 148 чăваш спортсменне кĕртнĕ.
Пирĕн штатра тăман корреспондент Тимĕр Акташ пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ конференцире И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче наука тĕпчевçисем, педагогсемпе студентсем çĕнĕ ректор суйланă.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧИ библиотекăсене регионта пурăннă тата пурăнакан паллă çынсен ячĕсене пама йышăннă. Çакăн пирки калакан Хушу çине çак кунсенче Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов алă пуснă. Кун çинчен регион пуçлăхĕ кĕнеке кăларассипе библиотека ĕçне аталантарассине халалланă канашлура çыравçăсене, издательсене, çамрăк поэтсене, библиотекарьсене, облаçри поэтсен Н.Н.Благов ячĕллĕ премийĕн жюри членĕсене, литература пĕрлешĕвĕсен, кĕнеке кăларас ĕçĕн облаçри канашĕн тата Чĕмпĕрти кĕнеке юратакансен клубĕн представителĕсене пĕлтернĕ. «Умра пирĕн виçĕ яваплă та пĕлтерĕшлĕ çул. 2014 – Культура çулĕ, 2015 – Литература çулĕ, 2016 – Н.М.Карамзин çуралнăранпа 250 çул çитет. Халь шăпах пысăк проекта пурнăçа кĕртме ăнăçлă вăхăт. Облаçри кашни муниципаллă йĕркеленӳ тенĕ пекех пĕрер паллă çын ячĕпе тачă çыхăннă.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ЧĂВАШ ЕНĔН тĕп хули Шупашкар 2016 тата 2018 çулсенче спорт уттипе утас енĕпе Тĕнче Кубокне ирттерме ирĕк çĕнсе илнĕ. Çакăн пирки ноябрĕн 15-мĕшĕнче Монакора иртнĕ Халăхсен хушшинчи çăмăл атлетика федерацийĕсен ассоциацийĕн Канашĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ. «Чăваш Енре пурăнакансемшĕн çак пулăм чăн-чăн уяв пуласси пирки пĕрре те иккĕленместĕп, мĕншĕн тесен спорт уттипе утасси республикăра тахçанах çирĕп йăлана кĕнĕ, ун енĕпе медальсем те самай илнĕ пирĕн спортсменсем», – тенĕ ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕ С.Мельников. Асăннă министерствăран пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енĕн спорт уттипе утассипе çыхăннă ăмăртусем ирттерес енĕпе опычĕ пысăк: 2003 тата 2008 çулсенче кунта Европа тата Тĕнче Кубокĕ иртнĕ, Раççей Кубокĕ тата чемпионат вара çулсерен тенĕ пекех иртет.
Чăваш Республикинче пуçламăш тата вăтам профессиллĕ пĕлӳ паракан учрежденисене оптимизацилес ĕç пырать.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ПУШКĂРТСТАНРА нумай ачаллă çемьесем çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуратнăшăн, тĕслĕхрен, çемьене кашни уйăхра 3-шер пин тенкĕ пособи тӳлесе тăраççĕ. Çавăн пекех нумай ачаллисене çурт-йĕр сертификачĕсем парасси ырă йăлана кĕнĕ. Паянхи кун тĕлне республикăра 400 миллион тенкĕлĕх 170 документ алла панă. Нумай ачаллă амăшĕсен тата виçĕ çулта пĕрре шăл лартма 10 пин тенкĕлĕх сертификат илме ирĕк пур. Кунсăр пуçне вĕсене çулсерен «Амăш мухтавĕ» медаль тата преми парассине йăлана кĕртнĕ. Ак октябрĕн 23-мĕшĕнче Ĕпхӳри Республика çуртĕнче нумай ачаллă хĕрарăмсене наградăлас церемони 106-мĕш хут иртнĕ. Медальпе пĕрле кашни амăшнех 10-шар пин тенкĕ преми панă кăçал.
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ çывăх вăхăтра регионти нацисен хушшинчи хутшăнусем çинчен калакан закон проекчĕ ăсласа кăларма шутлаççĕ.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ПУШКĂРТСТАН. Пауэрлифтинг тата армрестлинг енĕпе спорт мастерĕ, «Раççейĕн чи вăйлă çынни» турнирта тăватă хутчен çĕнтернĕ Эльбрус Нигматуллин тунтикун Ĕпхӳри чукун çул вокзалĕн пĕр çулĕ çинче тăракан 370 тонна туртакан электропоезда «парăнтарма» хăтланнă. Шел пулин те хальхинче ĕç ăнман улăпăн. Спортсмен ултă хутчен поезда вырăнтан хускатма хăтланнă, анчах кăлăхах. «Тренировкăра состава вырăнтан хускатма май килнĕччĕ, – хăй куляннине пытармасть Эльбрус, – хальхинче темшĕн ĕç тухмарĕ. Апла-тăк тренировкăсем, вăхăт кирлĕ. Поезда вырăнтан тапрататăпах». Халиччен вара Раççейĕн вăйлă çыннисенчен пĕри пĕрле 32 тонна таякан икĕ автобуса, 195 тонна таякан Ан-24 «Руслан» самолета тата пĕрле 128 тонна туртакан 7 трамвая вырăнтан куçарнă.
УЛЬЯНОВСКРА ĕнер декретлă отпускра ларакан хĕрарăмсен пĕрремĕш форумĕ иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ПУШКĂРТСТАН. Çак кунсенче Ĕпхӳри П.Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕнче пысăк мероприяти иртнĕ – чăваш халăхĕн вилĕмсĕр поэчĕ К.В.Иванов çырнă, кăçал Шупашкарта çĕнĕрен пичетленсе тухнă «Нарспи» поэмăн хăтлавĕ. Мероприяти халăхсен туслăхĕн чăн-чăн уявĕ пулса тăнă, унта Пушкăртстан, Тутарстан тата Чăваш Ен поэчĕсем хутшăннă. Палăртмалла: хальхинче «Нарспи» çичĕ чĕлхепе пичетленсе тухнă. Çакă литературăна, искусствăна тата К.Иванов творчествине кăмăллакансемшĕн чăн-чăн парне. Çеçпĕл Мишши фончĕ кăларнă кĕнекене кун çути кăтартас тесе Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай нумай тăрăшнă, вăлах пухса хатĕрленĕ. Чăвашлисĕр пуçне кĕнекере тата ултă куçару: вырăсла (Б.Иринин куçарнă), тутарла (Ш.Муддарис), пушкăртла (Р.Кали М.Карим пулăшнипе), украинла (Я.Шпорт), пăлхарла (Н.Мирангозов), венгерла (А.Беде А.Рон-Таш пулăшнипе).

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ПУШКĂРТСТАНРА фермер хуçалăхĕ йĕркелекенсен шучĕ çулран çул ӳссе пыни куçкĕрет. «Ĕç пуçлакан фермер» программăпа 2012 çулта 225 заявка панă пулсан, кăçал – 270. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисен программипе те çакнах палăртмалла: пĕлтĕр унта хутшăнакансем 64-ăн пулнă, кăçал вара – 103. Çак кунсенче ак Пушкăртстанăн 41 районĕнчи 104 фермер выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантарма тата хресченпе фермер хуçалăхĕсем йĕркелесе ямашкăн грант илме ирĕк паракан сертификатсен хуçисем пулса тăнă. Кăçал ĕç пуçласа яракан фермерсене пулăшма федераллă тата регион бюджетĕнчен 189 миллион тенке яхăн уйăрнă.
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇНЕ инвестицисем илĕртме пултаракан ăнăçлă регион тесе палăртнă РФ Президенчĕ В.Путин октябрĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ «Россия зовет!» инвестици форумĕнче. Çĕршыв пуçлăхĕ каланă тăрăх, регионăн пĕтĕмĕшле инвестици портфелĕ 194,6 миллиард тенкĕпе танлашать.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

МАРИЙ ЭЛ. Йошкар-Олара пурăнакансем иртнĕ шăматкун «Пĕтĕмĕшле диктанта» хутшăнма пултарнă. Ăна сентябрĕн 8-мĕшĕнче паллă тăвакан Халăхсен хушшинчи хут пĕлеслĕх кунне халалланă. Акцие йĕркелекенсенчен пĕри – Мари патшалăх университечĕн доценчĕ С.Журавлев каланă тăрăх, диктант çырас идейăна вĕсем Воронежри ĕçтешĕсенчен илнĕ. Акци «Хамăр тĕнчене тĕрĕсрех тăвар» девизпа иртнĕ.
ЧУЛХУЛАСЕМ хăйсен «Ăнланмалла Интернет» проекчĕпе Ульяновскра иртнĕ регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕнче паллаштарнă. Çулланнă çынсене компьютерпа, Интернетпа усă курма вĕрентмелли проект регионра ăнăçлă ĕçлет. Хальхи вăхăтра 741 вырăнлăх 113 класс ĕçлет унта. Проекта 11615 çын хутшăнма кăмăл тунă, çак шутран 7227-шĕ кирлĕ пĕлӳ илнĕ те ĕнтĕ. Чулхуласен проекчĕпе ытти регионсем те интересленнĕрен унпа ятарласа паллаштарма шут тытнă.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ЧĂВАШ ЕН çĕнĕ спорт объекчĕсем тумашкăн патшалăх бюджетĕнчен укçа уйăрасса шанать. Федераллă центр хутшăннипе Шупашкарта олимп вăййисене биатлон енĕпе хатĕрлекен центр, виçĕ спорт объекчĕ тата муниципалитетсенче тăватă футбол уйĕн строительствине пуçăнма планлаççĕ. Чăваш Енĕн проекчĕсене Раççей спорт министерстви лайăх хак панă. Сăмах май, биатлон центрне тума тахçанах палăртнă пулнă, Шупашкар хатĕрлекен биатлонистсем Раççей шайĕнче палăрни кунти хатĕрлев лайăххине çирĕплетет. Чăваш Енре олимп вăййисене спортăн виçĕ тĕсĕпе (маунтинбайк, биатлон тата ухă пересси) хатĕрлекен центр лартĕç. Чи малтан велоспорт-маунтибай к центрĕн строительстви пуçланĕ.
АЛТАЙ крайĕнчи Тальменка ялăн тавра пĕлӳ музейĕнче çак кунсенче Чăваш культурин центрĕ уçăлнă. Юлашки çырав кăтартăвĕсем тăрăх, крайра 2322 чăваш пурăнать.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

УЛЬЯНОВСК хулинчи «УльяновскКинофонд» культура учрежденийĕн никĕсĕнче инвалидсем валли нумай функциллĕ кинозал уçăлнă тесе пĕлтерет REGNUM ИА. Нумай функциллĕ кинозал облаçшăн кăна мар, Раççейшĕн те çĕнĕлĕх, мĕншĕн тесен вăл хальлĕхе çĕршывра та пĕртен пĕрре кăна. Çурта юсама федераллă тата регион бюджетĕнчен 10 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. «Луи» кинозалăн çак пӳлĕмĕ малашне инвалидсем хутшăнмалли центр та пулĕ, çавăнпа кунта çемье уявĕсем, ытти кану тата ĕçлĕ мероприятисем иртĕç.
САМАР облаçĕнче опекунсем ӳстерекен, усрава илнĕ тата 4 е ытларах ача ӳстерекен пĕччен хĕрарăмсен ачисене çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланас умĕн пĕр хутчен парăнакан пособи – 1000-шер тенкĕ – панă тесе пĕлтерет «ВолгаИнформ» ИА. Çакăн пек социаллă пулăшăва Самар облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Николай Меркушкин хушăвĕпе Социаллă демографи тата çемье политикин министерстви хатĕрленĕ, губерни Думи 2013 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче йышăннă законпа килĕшӳллĕн параççĕ.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ШУПАШКАРТИ «Хавал» обществăлла организаци хулари обществăлла транспортсенче чарăнусен ячĕсене кăна мар, чи кирлĕ сĕнӳсене те чăвашла пĕлтерме, çитменнине республика Конституцийĕнчи Чăваш Енĕн чĕлхесем çинчен калакан статйипе килĕшӳллĕн малтан чăвашла, кайран вырăсла хыпарлама ыйтса хулари троллейбус управленине çырупа тухнăччĕ. Шел те, çак кунсенче Шупашкарти троллейбус управленийĕ «Хавал» ыйтăвне тивĕçтерме çукпа пĕрех тесе хуравланă тесе пĕлтерет «Ирĕклĕ сăмах» Интернет-хаçат. Троллейбус управленийĕн ертӳçи А.Каныгин çакна чарăнусен хушши пĕчĕк пулнăран хыпара пĕтĕмпех каласа пĕтерме вăхăт çитменнипе çыхăнтарать иккен. Чарăнусен ячĕсене хăш чĕлхепе маларах хыпарласси вара РФ чĕлхесем çинчен калакан законĕпе пурнăçланнине пĕлтернĕ. Ертӳçĕ Шупашкарти обществăлла транспортсенче салонри информацие икĕ чĕлхепе хальлĕхе троллейбус управленийĕ кăна пĕлтернине те асăнмасăр хăварман.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ОРЕНБУРГ ОБЛАÇĔНЧИ Соль-Илецк курорт-хула Раççейĕн арбузлă тĕп хулин статусне илнĕ. «Соль-Илецк – Раççейĕн арбузлă тĕп хули» тавар паллине июлĕн 11-мĕшĕнче реестра кĕртнĕ. Аçтăрхан тата Волгоград облаçĕсем арбуз ӳстерессипе пирĕн çĕршывра лидер пулнине пурте пĕлетпĕр. Халь вĕсен йышне Оренбург облаçĕ те кĕнĕ. Соль-Илецк районĕн пуçлăхĕ Ю.Вдовкин REGNUM информаци агентствине пĕлтернĕ тăрăх, кунти арбуз та тутлăхĕпе Аçтăрхан тата Волгоград арбузĕсенчен нимпе те кая мар. Сăмах май, кашни çулах август уйăхĕнче çӳлерех асăннă курорт-хулара регионсен хушшинчи «Соль-Илецк арбузĕ» фестиваль иртет.
 
ЧĂВАШ ЕНРЕ çак кунсенче хĕрарăм-ӳнерçĕсен вунă кунлăх пленэрĕ пуçланнă. Тăваттăмĕш хут «Хĕрарăм куçĕн тĕсĕллĕ тĕнче» ятпа иртекен пленэра хальхинче Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче вилнĕ салтаксен амăшĕсене, арăмĕсене тата вăрçăра вилнĕ хĕрарăмсене халалланă.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔ. Ĕнер паллă телеертӳçĕ Валентина Леонтьева çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Советсен саманинче ачасен миçе ăрăвĕ Валя аппапа Фильăн, Степашкăн юмахĕсене итлесе ыйха путман-ши? Валентина Михайловна совет телевиденийĕнче «Спокойной ночи, малыши» передачăна çеç ертсе пыман, вăл пĕрремĕш дикторсенчен пĕри пулнă, нумай информациллĕ программăсене ертсе пынă, СССРта ток-шоу жанрне уçаканĕ те шăпах вăл пулнă. Хăйĕн пурнăçĕн юлашки çулĕсене СССР халăх артистки В.Леонтьева Ульяновск облаçĕнчи Мелекес районĕнчи Новоселки ялĕнче ирттернĕ, вилсен унтах пытарнă ăна. Кăçал кӳршĕ регионта В.Леонтьева ячĕллĕ Халăхсен хушшинчи çемьепе пăхмалли кино- тата телепрограммăсен фестивалĕ пиллĕкмĕш хут иртнĕ. Ульяновскра паллă телеертӳçĕн палăкне лартнă, область центрĕнчи Пукане театрĕ те ун ячĕпе хисепленет.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ЧĂВАШ ЕНРЕ çанталăк тахçантанпа типĕ тăнине кура регионти чрезвычайлă лару-тăру режимĕ пуçланнă. Çавнашкал режим республикăн 21 районне те пырса тивет. Вăрмансене кĕме юрамассине те августăн 9-мĕшĕччен тăснă. Вăрах вăхăт çумăр çуманни Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенчи тыр-пула сиен кӳнĕ. Çапла майпа асăннă районсем пĕтĕмĕшле илсен 700 миллион тенкĕлĕх тăкак тӳснĕ. Çанталăк типĕ тăнине кура акнă лаптăксенчи 70-80 пин тонна тыр-пул тата пăрçа йышши культурăсем, 100-130 пин тонна çĕр улми пĕтнĕ.
Чăваш Енри тăватă спортсмен çак кунсенче Болгарире пуçланнă XXII çуллахи Сурдлимп вăййисене хутшăнма тивĕçнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ – çăмăл атлетика енĕпе, пĕри – бадминтонпа. Болгарири ăмăртусене Иван Пакин (вăрăмăшне сикесси, виççĕлле сикесси тата 4х100 метрлă эстафета), Андрей Андреев (800 метра чупасси), Анастасия Мамлина (копье ывăтасси тата ядро тĕкесси) тата Анастасия Седова (бадминтон) хутшăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ЧĂВАШ ЕНРЕ июнĕн 23-24-мĕшĕсенче Халăхсен хушшинчи VI фейерверксен фестивалĕ пулать. Республика кунне халалланă шоуна Шупашкартан, Мускавран, Санкт-Петербургран, çавăн пекех Белоруссипе Литваран командăсем хутшăнаççĕ. Фестиваль яланхи вырăнта – Атăл хĕрринче иртет.
Чăваш Республикинче чăвашла тухса тăракан хаçат-журнала пĕр медиа-холдинга пĕрлештереççĕ. Çапла тума ЧР Правительствин июнĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче йышăннă. Çапла вара «Хыпар», «Атăл-Волга» Издательство çурчĕсене тата «Тантăш» хаçата улшăнусем кĕтеççĕ. Вĕсем пурте республикăра тăван чĕлхепе тухакан тĕп кăларăмсене кун çути кăтартаççĕ. ЧР информаци политикин тата массăлла коммуникацисен министрĕ В.Андреева каланă тăрăх, чăвашла кăларăмсене пĕр холдинга пĕрлештерни пурлăхпа эффективлă усă курма, бюджетлă укçа-тенке перекетлеме, паха хаçат-журнал кăларма май парать.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ЧĂВАШ ЕНРЕ çуралса ӳснĕ 21 çулти ӳнерçĕ Асамат Балтаев Чехире нумай пулмасть кун çути курнă 40 кронлă кĕмĕл тата ылтăн укçан авторĕ пулса тăрать. Вак укçа тата медальсем касса ăсталакан чăваш каччи пĕрре мар тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтернĕ. Кăçал Асамат 5 пин кронлă укçа çапмалли эскизсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. А.Балтаев халĕ Яблонец-над-Нисоу хулинчи ӳнерпе промышленность колледжĕнче вĕренет. Чехире пысăк çитĕнӳсем тăвать пулин те, Асамат колледж хыççăн хамăр çĕршывах таврăнасшăн, Санкт-Петербургри патшалăх ӳнерпе промышленность академине вĕренме кĕресшĕн. Сăмах май, хăй вăхăтĕнче унăн ашшĕ те çак вĕренӳ заведенине пĕтернĕ.
Пĕлтĕр Чăваш Республикин кунĕсем Пушкăртстанра иртнĕччĕ-тĕк, кăçал Пушкăртстан Республикин культура кунĕсем çак кунсенче Чăваш Енре иртеççĕ. Мероприятисене Пушкăртстан Пуçлăхĕ Рустэм Хамитов та хутшăнать.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ЧĂВАШ ЕНРИ Вăрмар тата Тăвай районĕсен çыннисем майăн 14-мĕшĕнче Пенза çывăхĕнче автоаварие лексе вилнĕ. Сочине ĕçлеме кайнăскерсем çав кун килĕсене таврăннă. РФ ШĔМĕн Пенза облаçĕнчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, авари микроавтобус водителĕ руль умĕнче çывăрса кайнăран пулма пултарнă. Хăш-пĕр массăллă хыпар хатĕрĕсем çырнă тăрăх, вăл Сочире ĕçлекен ентешĕсене илме çав кун кăна килнĕ пулнă. Вăрăм çул хыççăн вырăна çитсен вăл пĕр сехетрен ытла канман-мĕн, хăвăртрах каялла çула тухма васканă. 13 вырăнлă микроавтобусра водительпе пĕрле 19 çын пулнă. Вуннăшĕ вырăнтах вилнĕ, тăххăрăшне çывăхри больницăсене ăсатнă. Инкек пулни çинчен пĕлсенех ЧР Правительстви аварире вилнисемпе аманнисен тăванĕсене пур енлĕн пулăшасси пирки йышăну тунă, вилнисене пытарма республика бюджетĕнчен укçа та уйăрнă. Хисеплĕ вулаканăмăрсем, уйрăмах водительсем, çул çине тухсан асăрхануллăрах пулма ыйтатпăр.

Текста малалла вулăр...

кӳршĕсенче

ЧĂВАШ ЕН. И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ тĕле Чăваш кĕнеке издательстви унăн «Чăваш халăхне панă халалне» пилĕк чĕлхепе – чăвашла, вырăсла, акăлчанла, нимĕçле тата французла пичетлесе кăларнă. 1918 çултах шухăшласа хунăскере, ăна И.Яковлев 1921 çулхи çулла Чĕмпĕрте Алексей тата Николай ывăлĕсем пулăшнипе çырнă. 1955 çулччен халал И.Я.Яковлевăн харпăр хăйĕн архивĕнче упраннă. Çав архив 1922 çултанах СССР Наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕ н, истори наукисен докторĕн, профессорăн А.И.Яковлевăн хваттерĕнче вырнаçнă пулнă. Иван Яковлевичăн мăнукĕ, истори наукисен кандидачĕ Ольга Алексеевна Яковлева 1955 çулта архивăн пысăк пайне СССР В.И.Ленин ячĕллĕ Патшалăх библиотекин (халĕ Раççей патшалăх библиотеки) Ал çырусен уйрăмне панă. Халалра Патриархăмăр хускатнă темăсем паян кун та актуаллă. Иван Яковлевичăн сăмахĕсем хăш чĕлхепе янрасан та пуриншĕн те ăнланмалла, кашни çыннах ăс-хакăлĕпе, шухăшсен тарăнăшĕпе тĕлĕнтереççĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 8.