Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇИТĔНӲСЕМ ÇИНЧЕН ТĔНЧЕ ПĔЛТĔР

Иртнĕ шăматкун Хусанта ТР Культура министерстви 2010 çула пĕтĕмлетсе тата 2011 çула тĕллевсем лартса коллеги ирттерчĕ. Унăн ĕçне ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков, РФ культура министрĕн çумĕ Андрей Бусыгин, ТР Премьер-министрĕн çумĕ – ТР культура министрĕ Зиля Валеева, ТР Президенчĕн социаллă ыйтусем енĕпе пулăшуçи Татьяна Ларионова, ТР Патшалăх Канашĕн Культура, наука вĕрентӳ тата национальноçсен ыйтăвĕсем енĕпе комитечĕн председателĕ Разиль Валеев, ТР Муниципаллă йĕркеленӳсен канашĕн председателĕ Минсагит Шакиров тата ыттисем.
Коллегие культура министрĕ Зиля Валеева уçрĕ. Вăл 2010 çулта республикăра иртнĕ пысăк пулăмсене асăнчĕ. Пĕлтĕрхи çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул, ТАССР туса хунăранпа 90 çул çитнине халалланипе çыхăннă. Çавăнпа республикăри мĕнпур культура учрежденийĕ мероприятисенчен нумайăшне çак икĕ датăна халалласа ирттернĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
хатĕрленĕ.

БОЛЬНИЦĂРАХ ШУТА ИЛЕÇÇĔ

Республикăри демографи лару-тăрăвĕ хальхи вăхăтра япăх мар. 2010 çулта, тĕслĕхрен, Тутарстанра 49095 пепке (куллен вăтамран 134 ача) çут тĕнчене килнĕ. Çакăн çинчен ТР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Фаррахов ТР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи ЗАГС управленийĕн коллегийĕнче пĕлтернĕ.
Кăçала палăртнă çĕнĕлĕх çине те пусăм тунă вăл. Ун сăмахĕсемпе, çĕнĕлĕх ашшĕ-амăшĕн вăхăтне самай упрама май парать. Малашне тин çеç çуралнă пепкене ача çураттаракан больницăсемпе перинаталь центрĕсенчех регистрацилеме тытăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе кăçал 7 хулара (РКБ, 3-мĕш номерлĕ РКБ, Хусанти 1-мĕш номерлĕ ача çураттармалли больница, Çырчаллинчи перинаталь центрĕ, Анат Камăри ача-пăча больниципе перинаталь центрĕ, Элмет, Елабуга, Чистайпа Ешĕлвар хулисенчи ача çураттармалли больницăсем) ачасене ача çураттармалли учрежденисенчен тухичченех вырăнтах регистрацилемелли пилотлă проект хута каять.

Текста малалла вулăр...

ĔÇЕ ЙĔРКЕНЕ КĔРТМЕЛЛЕ

Январĕн 15-мĕшĕнче ТР Правительствинче Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин иртнĕ çула пĕтĕмлетмелли коллегийĕ иртрĕ. Унта ТР Президенчĕ Рустам Минниханов та хутшăнчĕ. Вăл пухăннисен умĕнче сăмах каланă чух чи малтан строительство отраслĕнчи çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Президент каланă тăрăх, 2010 çулта хăш-пĕр службăсем, муниципалитетсем, подрядчик-компанисе м тата ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеменни палăрнă. «Пирĕн строительство комплексĕ хăватлă пулин те, ĕçе йĕркене кĕртес енĕпе нумай тăрăшмалла-ха. Пĕлтĕр Патшалăх çурт-йĕр фончĕн программисемпе хамăр ума лартнă тивĕçе пурнăçлаймарăмăр. Çакăн пек лару-тăру урăх ан пултăр тесен çуртсем тăвакансен яваплăхне ӳстермелле. Хăйсене халиччен япăх енчен кăтартнă подрядчиксем строительство рынокĕнче текех ан пулччăр.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru

ЭКСТРЕМИСТСЕМПЕ СĂМАХ КĔСКЕ

Январĕн 19-мĕшĕнче Тутарстан ШĔМĕ 2010 çулăн оперативлă службин ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Милици структурин юлашки коллегийĕ пулчĕ вăл. 2011 çул ведомствăшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: Раççей Шалти ĕçсен министерствине реформа кĕтет.
Коллегие ТР Президенчĕ Р.Минниханов, ТР Премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Муратов, РФ ШĔМĕн пĕрремĕш çумĕ Е.Вдовин, ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров, ТР прокурорĕ К.Амиров тата ыттисем хутшăнчĕç.
Яланхи пекех чи малтан ведомствăн çулталăкри ĕçне республикăн шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров пĕтĕмлетрĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, Тутарстанри криминаллă лару-тăру хăрушах мар, преступленисен шучĕ çулран-çул чакать. Апла пулин те ведомство ку енĕпе тимлĕхе çухатма шутламасть. Йĕрке хуралĕ урăхла пулма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен ĕçĕ вĕсем валли нихăçан та сахал мар.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru