Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПАТРАКЛĂРА

Мартăн 2-мĕшĕнче Элмет районĕнчи Патраклă ялĕнче Çăварние ĕлĕкхи йăлапа лаша çуни çине ларса, ял тăрăх катаччи чупса Çăварни юррисене юрласа ирттерчĕç. Çанталăкĕ те хирĕç пымарĕ. Ватти-вĕтти, çамрăккисем те кăмăллăн савăнчĕç, вылярĕç, икерчĕпе хăналанчĕç. Уняслу Сатыбалова ĕлĕкхи Çăварни юррине вĕрентрĕ:
1. И ут кирлĕ пире те, эй, ут кирлĕ,
Утсен çине сенкер те чук кирлĕ.
Утсен çине ларса та Çăварни чупма,
Сенкер куçлă сарă та хĕр кирлĕ.
 
2. Серке шывне пăр ларсан, пăр ларсан,
Пире кĕпер кирлĕ мар, кирлĕ мар.
Çак Çăварни иртсессĕн, иртсессĕн
Пире каччисем кирлĕ мар, кирлĕ мар.
 
■ Людмила САВАСТЬЯНОВА.
Культура центрĕн директорĕ.
Элмет районĕ, Патраклă.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ВАСИЛЬЕВКĂРА

И, Çăварни, Çăварни!
Çăвар тулли икерчи,
Кĕсье тулли кулаччи,
Эрне хушши катаччи!!!
Çак сăвă йĕркисенчи пекех Çăварни эрнинче эрне тăршшĕпех икерчĕ пĕçереççĕ, хăнана çӳреççĕ, катаччи чупаççĕ…
Эпир те, Аксу районĕнчи Васильевка ялĕнчи пуçламăш шкулта ĕçлекенсем, шкул ачисемпе пĕрле Çăварни уявне паллă тума шутларăмăр. Уяв кунне, вăхăтне палăртса ялти ватăсене йыхравларăмăр. Авалхи йăла-йĕркене пăхса ачасем хăйсем валли «тумтирсем» хатĕрлерĕç. Асламăш-кукамăшсен арчисенчен тĕрленĕ кĕпесем, чĕрçиттисем кăларчĕç. Çӳçеллĕ тутăрсем те айккинче юлмарĕç. Улăмран «Катемпи» те ăсталарĕç...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

АСЛĂ ĂНĂРА

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕнче халăх нумай пуçтарăнчĕ. Кунта таврари Шанчă, Çĕньял ялĕсенчен те килнĕ. Сăлтавĕ мĕнре-ши? Çăварни уявĕ ирттереççĕ иккен. Çакна йĕркелекенĕ вара районти ЧНКЦ тата вырăнти ял хутлăхĕ. Уяв йĕрки клуб тата библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ сценарипе пулса пычĕ...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Ирина ТИМЕСКОВА, Александра ЭСМЕТЬЕВА.
В.Тимесков сăнӳкерчĕкĕсем.

УПИРИ ПРИЮТРА

Çĕпрел районне кĕрекен Упи ялĕнчи «Ăшă çурт» приютра наци уявĕсене ирттересси йăлара. Çăварни уявне те эрне малтан хатĕрленме пуçларĕç ачасем. Эрнекун, нарăсăн 28-мĕшĕнче иртнĕ мероприятире хĕле ăсатса çуркуннене кĕтсе илчĕç. Воспитани илекен ачасем приютра ĕçлекенсемпе пĕрле юрăсем юрларĕç, такмаксем каласа савăнтарчĕç. Çаплах Хĕл-аннене тата Çуркуннене, Вупăр карчăкне, савăнăçлăн уява ертсе пыракансене саламласа кĕтсе илчĕç...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çĕпрел районĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

РОЗЕТКĂНА ТА УЛĂШТАРАТЬ

Ял халăхĕн пурнăçĕ мĕн чухлĕ кăсăкрах пулни, паллах, ялти пуçлăхсенчен те нумай килет. Халăхĕ хăй хастар пулни те пĕлтерĕшлĕ-ха, сăмах та çук. Кăмака çинче… тĕрĕсрех каласан диван çинче выртса пульт пускаласа телевизор кăна пăхма кăмăллакансене, хăйсен кăмăлĕсем пулмасан, никам та килĕнчен сĕтĕрсе тухаймасть-ха ĕнтĕ. Пурнăçăн кашни минутне интереслĕрех ирттерме, куллен çынсемпе хутшăнма тăрăшакансене вара вĕсене интереслентерме пĕлекен ертӳçĕ кирлĕ. Клуб е Культура çурчĕн ертӳçи. Ялти йăла-йĕркене, культурăна тытса пырасси, ăна аталантарасси, ăруран-ăрăва парса пырасси шăпах ытларах клуб ĕçченĕсенчен килет-çке. Командировкăсенче тĕрлĕ районта, тĕрлĕ ялта пулса курма тӳр килет пире, журналистсене. Хăш-пĕр çĕрте клуб ĕçченĕсем ĕçе çиелтен кăна туни сисĕнет, тепĕр ялта вара культура пурнăçĕ чăннипех вĕресе тăрать.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Наталия Васильева.

ÇĔРĔ ЯНИ

2008 çулта Раççей гуманитари фончĕпе Чăваш Республикин Правительстви ырланă «Тутарстан Республикин Нурлат районĕнчи чăвашсен фольклорĕ» 08-04-22760 е/В номерлĕ тĕпчев проекчĕпе йĕркеленĕ экспедиципе Лачака ялне çитрĕмĕр. Унта кашни çул çĕрĕ яма пуçтарăнаççĕ, ятарлă юрăсем юрлаççĕ иккен. Çавăн çинчен манăн паянхи сăмахăм...
(Малаллине электронлă подпискăра вуласа пĕлме пулать.)
■ Елена ФЕДОТОВА.
Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ăслăлăх сотрудникĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ÇУЛСЕРЕН «ХУНАВ» ЙЫШЛАНТĂР

Самар чăвашĕсен культура аталанăвне Тутарстанăн çак облаçпа чикĕре тăракан чăваш ялĕсем лайăх пĕлеççĕ. Мĕншĕн тесен клубсенче иртекен мероприятисене, конкурссемпе концертсене хутшăнсах тăраççĕ самарсем. Кăçал августра Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел ялĕнче иртнĕ «Выля, хут купăс» конкурса та Самар облаçĕнчен хутшăнакансем йышлă пулчĕç. Паян эпир сире вĕсенчен пĕринпе паллаштарасшăн: Шунтал районĕнчи Чăтăрлă ялĕнчи «Хунав» фольклор ушкăнĕ çинчен каласа парăпăр хамăрăн вулаканăмăрсене.
«Хунав» çĕн йĕркелӳ (перестройка) витĕмĕпе хавхаланса пуçланса кайнă коллектив мар. Унăн историйĕ пит авалах пуçланмасан та, 50 çул пурах. Халĕ ăна Анатолий Мрясов ертсе пырать. Вăлах пире ансамбль çинчен каласа пачĕ.
Çулĕсемпе «Хунав» пит çамрăк мар пулин те пысăк коллектив темех çук.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчĕк А.Мрясов архивĕнчен.

ГАРМОНИСЧĔ ТЕ, ЮРĂÇИ ТЕ ХАМĂРĂН

Вăтамран илсен ялсенчи Культура çурчĕсем пĕр-пĕринчен çав териех уйрăлса тăмаççĕ пулĕ: çурчĕсем çĕнех мар, калăпăшĕпе пит пысăк пулмасан та массăллă мероприятисем ирттермелĕх вырăн пур. Хăтлăх енчен илсен пит пуян пулмасан та культура ĕçченĕсем лайăх шайра тытса тăма тăрăшни куçкĕрет. Паллах, пачах юхăнса лараканнисем те çук мар, телее, вĕсем сахалрах. Çав Культура çурчĕсене пурне те пĕр япала çыхăнтарать – ял-йышăн канăвне йĕркелесси. Çавăнпах клуб алăкĕнчен иртекен хăйне потребитель пек тыткалани хăш чух культура ĕçченĕсене кӳрентерсен те, унран тĕлĕнмелли те çук-тăр. Ку кăна-и, вырăнĕ-вырăнĕпе клубăн инвентарьне ватнă-çаратнă тĕслĕхсем те çук мар.
Пăва районĕнчи Чăваш Киштек ялĕн клубĕ çинчен сăмах тухсан çӳлерех çырнисем тĕрĕс мара çаврăнаççĕ. Кунта та клуб çуртне çĕнĕ тееймĕн.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Петровсен çемье архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

ХУРĂНВАРСЕН ÇĔНĔ КЛУБ

Çуллахи кунсем куç хупса иличчен иртсе кайрĕç, килес çул çăва тухиччен аса илсе пурăнăпăр вĕсене. Çынсен канăвне йĕркелекенсем çак асамлă тапхăрта хăтлă Культура çурчĕсенчен уçă сывлăша тухаççĕ. Урамсенче, уçланкăсенче, парксенче мероприятисем ирттереççĕ. Чистай районĕнчи Юлдуз ялĕнчи культура ĕçченĕсем те авă, юмахри кермен пек чипер Культура çуртĕнчен урама тухнă. Çакăн çинчен пире Юлдуз Культура çурчĕн методисчĕ Зинаида ШАРИФУЛЛИНА çырса пĕлтерчĕ.
Пирĕн ялти Çамрăксен урамĕ кăçал 25 çул тултарчĕ. Эпир ăна июлĕн 6-мĕшĕнче паллă турăмăр. Çакăн пек урам уявне пĕрремĕш хут ирттертĕмĕр. Тĕрлĕ ырă символсемпе пуян пулчĕ вăл. Шăп çак кун Хусанта Пĕтĕм тĕнчери XXVII Универсиада уçăлчĕ-çке тата юнашарах, июлĕн 8-мĕшĕнче, Муромри Петрпа Февронин кунĕ.
Çамрăксен урамĕ пуçланса кайнă чух 100 çын кăначчĕ пурăнакансем, халĕ чĕрĕк ĕмĕр иртнĕ хыççăн çак цифра икĕ хут пысăкрах.

Текста малалла вулăр...
■ Зинаида ШАРИФУЛЛИНА.
методист.
Чистай районĕ,
Юлдуз.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ТАРАВАТЛИСЕН УЯВĔ АНЛĂ

Çурхи Микуларан Кама леш енче пурăнакан чăвашсем уява тухма пуçланă, каç пуçласа ирччен уяв юррисем шăрантарнă. Чылай вăхăт уяв картине тăма чарнă хыççăн халăхăмăрăн ырă йăли çĕнĕрен вăй илме пуçларĕ. Малтан йăвашшăн, хăюсăррăн пĕр ялта кăна пулсан, çулран çул уяв ирттерекен ял хутлăхĕсем хушăнса пычĕç. Паянхи куна кашни чăваш ялĕнче уяв иртет тесе рапортлаймасан та, ĕç-пуç çавăн пек çаврăнса пыни куçкĕрет. Июлĕн 4-мĕшĕнче Камские Поляны поселокĕ те уяв картине тăчĕ. Каçхине 6 сехет тĕлне Уяв пулас çĕре пухăнчĕç кунти чăвашсем. Çĕр ĕçченĕсен авалтан пыракан юррипе, гимнĕпе тесен тĕрĕсрех пулĕ, чечек клумбисем тавра карталанса юрлама пуçларĕç. Çапла пуçланчĕ Уяв. Юрă вĕçленсен авалхи йăлана тытса юпа çапрĕç.
Поселока никĕслеме тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ пухăннă: чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ, ирçи.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
А.Осипов сăнӳкерчĕкĕсенче Уяври самантсем.
Материала хатĕрлеме пулăшнăшăн Александр Осипова тав тăватпăр.

НЕПТУН КУНĔ

Сценари
 
Тĕпрен илсен çак уява яланах ача-пăчан çуллахи лагерĕсенче, пăрахутпа çул çӳреве тухсан «Симĕс чарăнура», тинĕс хĕрринче канакансемпе ирттернĕ. Çуллахи шăрăх кунсенче ку уяв уйрăмах актуаллă пулса тухать. Çавăнпа ялсенчи çырмасен хĕррисенче ăна савăнăçлăн ирттерме пулать тесе шутлатпăр. Çитменнине тата кĕçех, июлĕн 14-мĕшĕнче, Пулăç кунĕ. Нептун кунĕнче пулăç уявне палăртма тата хаваслăрах.
Реквизит
1. Пулăç-ăмăртуçăсем валли вăлтасем.
2. Сĕреке.
3. Пульверизаторлă шыв тултарнă савăт.
4. Типĕтнĕ пулă.
5. Çăмăл материалтан тунă пысăк хулкка (поплавок).
6. Пулă виçме тараса, сантиметрлă линейка.
7. Икĕ витре шыв.
8. Икĕ кашăк.
9. Витĕр курăнакан икĕ савăт (кĕленче банкăсем те юраççĕ).

Текста малалла вулăр...

ВĂХĂТĂН ИНТЕРЕСЛĔ, УСĂЛЛĂ ИРТМЕЛЛЕ

Наталья Карабанова Теччĕ районĕнчи Шанчă ялĕн клубĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитрĕ. Хăй те çак ялтах çуралса ӳснĕскер, ача чух та, шкулта вĕреннĕ вăхăтра та клубри мероприятисене сахал мар хутшăннă. Елабугăри культура училищинче «театр коллективĕсен режиссерĕ» специальноçа алла илнĕ чух та тăван ял клубне манман. Диплом хӳтĕленĕ хыççăн вара ниçта та мар, Шанчă ялне таврăннă. Кунта шăпа пӳрнĕ çынпа Валерипе пĕрлешсе çемье çавăрнă, Саша ятлă ывăл çуратса ӳстернĕ. Çак вăхăтрах Наталья клубри ĕçе те кал-кал илсе пыма ĕлкĕрнĕ. Урăхла мĕнле пултăр-ха? Вăл илемлĕх ертӳçи-çке. Тĕрĕсрех каласан, илемлĕх ертӳçи пулнă, халĕ вара директор пулса ялти пĕтĕм культура хуçалăхне тытса пырать, пултарулăх ĕçĕн аталанăвĕ çине те çителĕклĕ тимлĕх уйăрма ĕлкĕрет. Шанчă ялĕнче чăвашсемпе вырăссем пурăннине шута илсе йĕркелеççĕ кунта ĕçе.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕнче Н.Карабанова Саша ывăлĕпе.

РЕКЛАМА ПУЛМАСАН КУРАКАН ĂÇТАН ПĔЛТĔР?

Шупашкарти Я.Ухсай ячĕллĕ Культура çуртĕнче апрелĕн 20-мĕшĕнче Пĕтĕм чăвашсен «Кĕмĕл сасă» эстрада юррисен фестиваль-конкурсĕн гала-концерчĕ иртрĕ. Çак фестиваль наци культуришĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулса тăрать. Хальхи вăхăтри музыка аталанăвĕ мĕнле шайра пулни çакăнта тĕкĕр çинчи пек курăнать. Шел те, кăçал концертра куракансем ытти çулсенчи пек йышлă марччĕ. Фестиваль йĕркелӳçисен укçа-тенкĕ енчен лару-тăру кăткăс пулнипе-ши е тата мĕнле-тĕр сăлтавпа – реклама çителĕксĕрччĕ.
Çулленхи пекех, «попса» стильне пăхăнса «фанерпа» юрлакан ăшăх шухăшлă, «сăнсăр» юрăсем пулчĕç фестивальте. Анчах кăçал ун пеккисем пит нумай марччĕ. Чăннипех итлеме кăмăллă, пултаруллă, интереслĕ юрăçсем ытларах пулни савăнтарать.
Фестиваль концертне курма пыракансем Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан чăвашсен пултарулăхĕпе уйрăмах интересленеççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Тимĕр АКТАШ.
Шупашкар.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

КИЛĔШТЕРСЕ ĔÇЛЕНИНЕ МĔН ÇИТТĔР?

Культура çурчĕсенче ĕçлекенсем кашни уяв тĕлне пĕр-пĕр мероприяти, концерт хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Элмет районĕнчи Клемтелĕнчи Культура çуртĕнче тăрăшакансем шăпах çапла ырми-канми ĕçлеççĕ те. Пĕр праçнике ирттерсе кăна яраççĕ, теприне хатĕрленме пуçламалла та. Кашнинчех ял-йыша тĕлĕнтерме тăрăшаççĕ вĕсем, пĕр мероприятийĕ тепринчен яланах тĕпрен уйрăлса тăрать. Екатерина Николаевна Туктамышева Культура çурчĕн директорĕнче ĕçлеме пуçлани ытла нумаях мар пулин те, вăл ку ĕçре çĕнĕ çын мар, чылай çул аккомпаниаторта тăрăшнă унччен. Хăйĕн ĕçне чунтан юратать вăл. Унпа пĕрле ĕçлекен илемлĕх ертӳçи Валентина Валерьевна Исакова та клуб ĕçĕнче 1992 çултанпа вăй хурать. Наталья Александровна Васильева аккомпаниатор та ĕçтешĕсем пекех нумай çул тăрăшать кунта.
Клемтелĕнчи Культура çурчĕ нихăçан та пушă тăмасть темелле.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: Клемтелĕнчи Культура çурчĕн
ĕçченĕсем.

ÇАК ĔÇЕ АЧАРАН ЮРАТАТĂП

Чистай районне кĕрекен Юлдуз поселокĕнчи клубра Зинаида Петровна Шарафутдинова ĕçлеме пуçланăранпа 33 çул çитнĕ. 1979 çулта Елабугăри Культурăпа çут ĕç училищинчен хореографа вĕренсе тухнăранпах тăрăшать вăл çакăнта. Çак пысăк тапхăрта вăл директор та, илемлĕх ертӳçи те пулнă. Халĕ, культура учрежденийĕсен тытăмне улăштарнă хыççăн, Чистай Централизациленĕ культурăпа кану учрежденийĕн 25№ филиалĕн методисчĕ пулса тăрăшать. «Эпĕ çак ĕçе ачаран юрататăп. Çынсем валли уявсем йĕркелеме интереслĕ мана, анчах юлашки çулсенче документсемпе нумай ĕçлеме тивет», – ӳпкелешет З.Шарафутдинова.
Тĕпрен илсен культура, творчество ĕçне Зинаида Петровна Лилия Рифовна Камалтдинова режиссерпа килĕштерсе илсе пырать нумай наци çынни пурăнакан Юлдузра. Пĕр вăхăт кунта наци ыйтăвĕ çивĕч лару-тăрăва çаврăнма та тытăннă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

ЫРĂ ÇĔЛЕНПЕ ХĔЛ МУЧИ

УЯВА ЛАРТАКАНСЕМ:
Хĕл Мучи;
Юр Пике;
Ырă Çĕлен.
 
Хĕл Мучи: Ырă кун сире, атьсем!
Кӳршĕсем, хамăр ялсем!
Куками те асанне,
Каччăсем, хĕрсем, кинсем!
Йыснасем, мăнаккасем!
Ак каллех çулталăк вĕçĕ,
Çĕнĕ çул кĕç-вĕç килет.
Юрласа та ташласа,
Шӳтлесе-кулса паян
Ăсатар-ха ку çула.
Симĕс чăрăш айĕнче
Çĕннине кĕтсе илер.
Юр Пике: Çĕнĕ çула чаплăн кĕтсе илме пурте хатĕр-и? Пурте çитрĕç-и уява? Пăхар халĕ… (Залалла пӳрнипе тĕлле-тĕлле шутлать). Ачасем, вĕрентекенсем, çитĕннисем, ваттисем. Эпир те Хĕл Мучипе сирĕн пата васкаса çитрĕмĕр. Елка та уява хатĕр, нихăçанхинчен ытла паян вăл капăр.

Текста малалла вулăр...

«Шанчăксен» Пысăк шанчăк

Пăва районĕнчи Чăваш Шуршу ялĕнче 2010 çулччен клубра юрă-ташă ушкăнĕсем йĕркелени пулманни пирки пĕлтерчĕç çав ялсем.
Асăннă çул клуб заведующине Надежда Жирновăна лартаççĕ. Вăт вара пĕчĕккĕн пуçланать кунта ĕç «вĕреме».
Надежда Жирнова малтан та клубра ĕçленĕ пулнă. Вара унăн пултарулăхне сăнаса клуб пуçлăхĕ пулмашкăн сĕнеççĕ. Çапла вăл ĕçлеме пуçланăранпа ял тата та хитреленсе пырать.
– Пирĕн ял клубне паллă артистсем килни, хамăр хушăра пурăнакан çынсем юрлама çӳрени, вĕсем концертсем лартни тата тĕрлĕ мероприятисем ирттерни пире питĕ савăнтарать. Эпир те культура çыннисем пек тухса çӳреме пуçларăмăр, – теççĕ чăвашшуршусем.
Çак ял клубĕнче халĕ ялан çын хĕвĕшет. Аслисенчен пуçласа пĕчĕккисем таранччен Культура çурчĕн алăкне уçса хупаççĕ. Уçса-хупнипе кăна мар, вĕсем ĕçлеме те канма килеççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

ТУМСЕМ КИРЛĔ

Ялти культура ĕçченĕсен лару-тăрăвĕ шел те, пурин те лайăх тееймĕн. Культура çурчĕсенче пит çăмăлах пулмасан та, ĕç илсе пыма пулать пек-ха. Анчах ял клубĕнче вара тепĕр чух нимĕн тума пĕлместĕн. Нумай пулмасть Алексеевски районĕнчи Пăлак ял клубĕнче пулма тӳр килчĕ. Клуб заведующийĕ пулса Вера Петровна Ульдюкова 9 çул ĕçлет. Чистайри педагогика училищинче пĕлӳ илсенех кӳлĕннĕ вăл çак ĕçе, Хусанти культура тата искусство университетĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. Сивĕ, тĕксĕм клуба пăхса çаврăннă хыççăн халсемпе интереслентĕмĕр. Вера Петровна ĕçлеме йывăррине пытармарĕ. Паллах, чи çивĕч ыйту клуба çителĕксĕр финанслани. Ăна пулах вăхăтра юсав ирттерме те çук, ял-йыш канăвне йĕркелеме инвентарьсем те туянаймăн. Эпир Пăлакра пулнă чух ăшă парас тапхăр пуçланнăччĕ ĕнтĕ, анчах клубра нӳхрепри пек сивĕччĕ. Ялпа паллаштарса пыракан ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмич Плотников кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ: «Хăйсем ăшăтма пуçламан та, манран вара тӳлев кĕтеççĕ те», – терĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчĕк В.Ульдюкова
архивĕнчен.

ПАТРАКЛĂ ЦЕНТРĔ ЧЕЧЕКЛЕНЕТ

Элмет районĕнчи Патраклăри Культура çуртĕнче Людмила Савастьянова ĕçлеме пуçланăранпа пит нумай вăхăт иртмен, çулталăк каялла кăна директор должноçĕнче ĕçлеме тытăнни. Унччен вăл Анат Камăри чăваш гимназийĕнче вăй хунă. Çак Культура çурчĕ эпир хăнăхнă ăнлавран пачах уйрăлса тăрать. Мĕншĕн тесен унăн официаллă ячĕ Патраклă ял хутлăхĕн культурăн аталану центрĕ. Çапла тунипе ĕçе ирĕклĕрех йĕркелеме май парать. Ĕç планне те ял хутлăхĕпе калаçса килĕшсе палăртаççĕ. Мероприятисем ирттерме укçа-тенкĕпе те ял хутлăхех тивĕçтерет.
Людмила Ухтияровна хăйĕн ĕçĕнче вырăнти йăла-йĕрке çине ытларах пусăм тума тăрăшать. Çапла майпа мăн аслашшĕ-асламăшĕсен уявĕсене сыхласа хăварасшăн тата çамрăк ăрăва та тăванĕсене çывăх пулма, вĕсен пурнăç йĕркипе паллаштарма тăрăшать Л.Савастьянова. Çулталăк Патраклăра Раштав уявĕпе пуçланнă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчĕк Л.Савастьянова архивĕнчен.

КЛУБ ĔÇЧЕННЕ

АННЕ ЮРРИСЕМ
Атте арча турĕ-турĕ,
Туса пĕтереймерĕ.
Пуçне çирĕ выçлăх мурĕ –
Арча парнелеймерĕ.
 
Чăтлăхра хĕвел ӳкмест,
Хурлăхан унта пиçмест.
Пасарта тем те сутаççĕ,
Анчах телей сутăнмасть.
 
Эх, чул урам, чул урам!
Чулпа такăнтăм куран.
Эпĕ ырлăх курасси,
Чул айнех пулнă куран.
 
Автобус иртсе кайрĕ,
Лараймасăр юлтăмăр.
Çамрăк ĕмĕр иртсе кайрĕ,
Ыр курмасăр юлтăмăр.
 
Автобусĕ пĕр хускалсан,
Каять те каять иккен.
Ватă пуçăм пĕр хускалсан,
Çунать те çунать иккен.
 
Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать,
Шуç виттернĕ пӳрт çине.

Текста малалла вулăр...
■ Владимир ЛЕВУКОВ.
РФ Писательсен союзĕн членĕ.
Тольятти хули.


■ Страницăсем: [1], 2.