Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТĂВАН ЧӖЛХЕ УЙĂХЛĂХӖ

Чăваш халăхӗ ачи-пăчине мӗн пӗчӗкрен халăх педагогикин тӗслӗхӗсемпе çитӗнтернӗ. Халăх педагогикинче ӗçпе воспитани парасси тӗрлӗ енлӗ тата йывăр меслет шутланать. Вăл ачасен психологине аталантарма кăна мар, ӗçе, тирпее юратма, çутçанталăка упрама, аслисемпе кӗçӗннисен çыхăнăвне йӗркелеме хăнăхтарать.

Йăлана кӗнӗ тăрăх, ака уйăхӗнче Анат Кама хулинчи 34-мӗш номерлӗ гимназире те чăваш чӗлхипе литература тата культура уйăхлăхӗ иртрӗ. Çак уйăхра мӗн тăвассине эпир маларах планласа хутăмăр: уçă уроксем, вăйăсем, викторина, калаçу, тест тӗрӗслевӗ, тӗлпулусем тата ытти те.

Юлашки вăхăтра пирӗн пурнăçа, çав шутра гимнази пурнăçне те, нумай улшăну кӗчӗ. Çӗнӗлӗхсем чӗлхене вӗрентес ӗçе илӗртӳлӗх кӳреççӗ. Çавăнпа та эпир çӗнӗ технологисемпе уроксенче кăна мар, гимнази тата класс тулашӗнче ирттерекен мероприятисенче те анлă усă куртăмăр.


Текста малалла вулăр...

ВӖÇЕН КАЙĂКСЕН «ÇĂЛТĂР СЕХЕЧӖ»

Пирӗн шкулта ака уйăхӗн 8-мӗшӗнче вӗçен кайăксен кунне халалланă уяв ирт­рӗ. Залра фонограммăпа тӗрлӗ кайăкăн илемлӗ юрри янраса кăмăла çӗклерӗ. Уява пуçламăш класс учителӗ Елена Петровна Боль­шакова ертсе пычӗ. 1-4-мӗш класра вӗренекенсем кайăксен кунне питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ иккен. Пурте «вӗçен кайăк» пулса тумланса килнӗ: тăрна, акăш, курак, çерçи, куккук, тăмана, тăри, путене, чӗкеç, шăнкăрч, текӗрлек... Мӗнле кăна вӗçен кайăк çук?! Вӗçен кайăксем çинчен пăхмасăр сăвăсем, юрăсем вӗреннӗ. Кашни «вӗçен кайăк» хăй çинчен каласа парса тумне хӳ­тӗлерӗ. Уяв малалла КВН евӗр тăсăлчӗ. Ачасем жетонпа тăватă командăна уйрăлчӗç.

■ Сергей ТИХОНОВ.
Çӗпрел районӗ,
Хулаçырми вăтам шкулӗ.
Шкул архивӗнчи сăнӳкерчӗк.