Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 2 - 4 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Штатра тăман арăм

Колхоз председателĕн пӳлĕмĕнчен тухакан Сидор Сидоровича ял администраци пуçлăхĕ Иван Васильевич хăй патне кĕме чĕнчĕ.

– Калаçмалли пур, – терĕ ял пуçĕ.

– Çыннăн вăхăтне ним вырăнне те хумаççĕ, – мăкăртатса кĕчĕ леш чĕннĕ çĕре. – Пĕрин патĕнче сехет ытла ирттертĕм, тепри кĕтсе тăрать тата. Уйăх вĕçĕ. Ман отчетпа лармалла.

– Ларăн. Каçчен вăхăт пур-ха.


ЮРАТУ ХĔЛХЕМĔПЕ ТУПТАННĂ ТЕЛЕЙ

(Малалли. Пуçл. 32-35 №№.)

Икĕ çул юппине пырса тăрăнчĕ Володя. Пĕр çулĕ – çемйи, вун çичĕ çула яхăн упраса хăварассишĕн тăрăшсан та мăшăрĕпе килĕштереймерĕ, телейлĕ пулаймарĕ унпа. Пĕр шутласан, чăнах та юратман пулĕ пĕр-пĕрне? Тен, пурăнас тесех тăрăшман та пулĕ?.. Çак ыйтăва Володя хурав тупаймарĕ.

Тепĕр çулĕ – тахçан çухатнă тусĕ. Тĕлпулу сӳнме пуçланă юратăва çĕнĕрен чĕртсе яма пулăшрĕ. Шухăшсемпе пăтрашса выртакан Володя каллех килне таврăнчĕ. Эх, Полина! Кристина сан хĕрӳ мар теме мĕнле чĕлхӳ çаврăнчĕ? Ан тив, çапла пултăр, Полинăнни пек. Анчах эпĕ ăна пĕчĕкрен юратса, утьăкка сиктерсе ӳстернĕ-çке. Чунтан-вартан юратнă. Çук, манăн пĕртте шанас килмест çак сăмахсене. Кристина та мана хытă юратать. Вăхăтне ытларах манпа ирттерет. Урокĕсене те пĕрле тунă, пĕлменнине ăнлантарса панă.


Текста малалла вулăр...
■ Иван АКТАЙ.
Сăнӳкерчĕк www.ampravda.ru сайтран.

ЮРАТУ ХĔЛХЕМĔПЕ ТУПТАННĂ ТЕЛЕЙ

(Малалли. Пуçл. 32- 34№№)

– Эпĕ те çапла каларăм, тенкел те тĕртсе патăм – лармарĕ, – терĕ хĕрĕ.

Амăшĕ çийĕнчи кофтине хывса пăтана çакса хучĕ.

– Эсир анне патне килнĕ пулĕ-ха, çывăрать вăл, ĕшеннĕччĕ паян.

– Индири, мана палламарăн-и? Кравцов Владимир Константинович. Çак ят сана нимĕн те каламасть-и?

Ахаль те пысăк куçлă Индирин куçĕсем тĕлĕннипе чарăлсах кайрĕç.

– Володя?.. Ара, чим-ха, эсĕ-и?.. – çухалсах кайрĕ Индири. – Эсĕ ялта-и? Мĕн çăмăлпа? – тинех хăйне алла илчĕ хĕрарăм. – Пĕр-пĕрне курманни сахалтан та вун çичĕ çул вĕт. Вун çичĕ çул!

– Аттене асăнма килнĕччĕ те, кайиччен килсе курас терĕм. Ача чух çарран чупса ӳснĕ вĕт.

– Улшăннă эсĕ, Володя, урăх çĕрте тĕл пулсан паллаяс çук. Çӳллĕшĕпе те, сарлакăшĕпе те чăн-чăн паттăр пулса кайнă.


Текста малалла вулăр...

ЮРАТУ ХĔЛХЕМĔПЕ ТУПТАННĂ ТЕЛЕЙ

(Малалли. Пуçл. 32, 33№№)

– Турă сывлăх патăр сире, атьсем, ват çынсене пире чыс туса хисепленĕшĕн. Турă сывлăх патăр, – шывланнă куçĕсене саппун хĕррипе шăлса илчĕ сакăр вунналла çывхарса пыракан карчăк.

Хĕрĕсене ăсатнă хыççăн килĕнче аслă ывăлĕпе çеç тăрса юлчĕ Пăлюк.

– Володюк, – терĕ амăшĕ. – Эпĕ сана тахçанах чĕрере усраса пурăннă сăмахсене каласшăн та, калаймастăп.

Калас-и, калас мар-и тесе тимлĕн пăхса илчĕ. Вара чунĕнче темиçе çул усраса пурăннине калама пуçларĕ. Амăшĕн сăмахĕсене ывăлĕ шăппăн, пӳлмесĕр итлесе ларчĕ. Амăшĕ шăплансан:

– Анне, санăн сăмахусем, тен, тĕрĕс те пулĕ. Эпир Полинăпа хăçан килĕштерсе пурăннине манса кайрăм ĕнтĕ. Темĕн çитмест ăна, ялан хивре калаçать. Кристина кăна тытса тăрать. Атту пулсан… йăлăхтарса çитерчĕ çакăн пек йытă пурнăçĕ, анне.


Текста малалла вулăр...

ЮРАТУ ХĔЛХЕМĔПЕ ТУПТАННĂ ТЕЛЕЙ

(Малалли. Пуçл. 32№)

Вĕсем тухса кайсан ывăлĕ те çемйипе пуçтарăнма пуçларĕ. Пурте пĕрле тухса кайсан амăшне йывăр пулĕ тесе шухăшларĕ Володя. Çавăнпа кăшт тытăнса тăчĕ.

– Анне, пирĕн те пуçтарăнма вăхăт. Ыран ĕçе ĕлкĕрмелле. Мĕнле ĕнтĕ, йывăр пулмĕ-ши сана?

– Йывăр пулсан та чăтмалла ĕнтĕ, ачам. Мĕн тăвăн шăпи çапла пырса тухсан? Эпĕ ватă çын, хăвăр кăна чипер пурăнăр.

Кристина та пырса ыталарĕ асламăшне. Кинĕ начаррине те, лайăххине те каламарĕ. Эх, анне чĕри, пурне те сапăр тăвасшăн тăрăшать. Пуриншĕн те чĕри вутла çунать вĕт. Çук, кинĕ кăшт та çывăх тăмасть. Эй, Турă, ывăлăма кăна чăтăмлăх пар ĕнтĕ. Ачисем тухса кайса пĕтсен чунĕ кӳтсе çитнипе Пăлюк вырăн çине выртсах макăрчĕ. Ӳстеретĕн-ӳстеретĕн ачасене, ашшĕ каларăш, акă, тăр пĕччен тăрса юлтăм вĕт, тăр пĕччен.


Текста малалла вулăр...

ЮРАТУ ХĔЛХЕМĔПЕ ТУПТАННĂ ТЕЛЕЙ

Мăшăрĕн чирпе типсе пĕркеленнĕ сăнĕ паян кун та Пăлюкăн куçĕ умĕнчен каймасть. Ун чух Кĕçтук ахлата-ахлата вырăн çине тăрса ларчĕ те шала кайнă вăйсăр сассипе чи çывăх, хаклă çыннисене аса илчĕ:

– Пăлюк, манăн пурăнасси нумай юлмарĕ курăнать. Аллă икĕ çул куçран куçа пăхса, пĕр-пĕрне чунтан юратса пурăнтăмăр. Ачасем çитĕнсе тĕрлĕ енне саланса пĕтрĕç. «Турăм, турăм тиха – хăмăт мăйран каймарĕ», – тесе ӳпкелешет тет лаши. Эпир те санпа: çуратрăмăр-çуратрăм ăр ачасене, ватлăхра иксĕмĕр çеç тăрса юлтăмăр. Аслă ывăл Волотюк вĕренсе тухса пысăк начальника ларчĕ. Арăмĕ, Полина кин, чăвашсене юратсах каймасть те – пултăрах. Хăйсен хушшинче килĕштерсе пурăнаççĕ, çакă паха. Кристина мăнукăмăр вара пире юратать. Сана «бабуля-бабуля» тесе кăна тăрать хăнана килсен. Хĕрсем Таньăпа Дина çемьеллĕ, пурăнма килĕ-çурчĕсем пур, тавах Турра.


Текста малалла вулăр...

ТĔТРЕЛЛĔ КУН

(Вĕçĕ. Пуçл. 30№.)

Унăн тантăшĕ Верук та пуçламăш классенче аванах вĕренетчĕ. Киле панă ĕçсене Лисукпа пĕрле хатĕрленсе каятчĕç. Пĕри пĕлменнине тепри аса илетчĕ. Анчах саккăрмĕш-тăххăрмĕш классенче вĕренме тытăнсан, Верук хăйне çăмăлттайрах тытма пуçларĕ. Ялан тенĕ пекех хыçалти ретре лараканскер, учительсем урок ăнлантарнă вăхăтрах арçын ачасемпе çыру çӳретме юрататчĕ. Пĕррехинче унăн Кирук патне янă хучĕ класс ертӳçин аллине лекнĕ. Темшĕн мĕнпур вĕренекен умĕнче вуласа пачĕç ăна. «Эпĕ сана кукаçусен пахчи хыçĕнче, çĕмĕрт айĕнче кĕтетĕп. Ан ман, шăп та лăп тăхăр сехетре тĕл пулатпăр. Пымасан – асту!..» Ахăлтатсах кулчĕç ун чухне ачасем.

Апла пулин те пĕр-пĕринчен ютшăнма шутламарĕ те икĕ çамрăк. Вĕсен хушшинчи туслăх çирĕпленсех пычĕ. Верукпа Кирук каçхи вăйăран мăшăррăн таврăннине, тепĕр чухне çын умĕнчех тата тăр кăнтăрлах алла-аллăн тытăнса утнине Лисук хăй те сахал мар курнă.


Текста малалла вулăр...

ТĔТРЕЛЛĔ КУН

Лисук электрошăнкăрав сассипе шартах вăранчĕ. Пуçĕ тӳсмелле мар ыратнине пăхмасăрах, вырăн çинчен тăрса халатне уртса ячĕ те алăк патне вирхĕнчĕ.

– Кирук-и?

Хирĕç хĕрарăм сасси илтĕнчĕ.

– Кĕрĕр, – кам иккенне палласа иличченех алăк уçрĕ Лисук.

Пӳлĕме Кирук ашшĕ-амăшĕн ялти кӳрши Матĕрне инке кĕрсе тăчĕ. Вăл резина атăпа, плащпа, хăрах аллинче хура сунчăк.

– Каçар, Лисук кин, ирех чăрмантаратăп, – хыпаланчĕ кил хуçи хĕрарăмĕн юлташĕ. – Хулана, лавккасене тесе килсеттĕм те апат-çимĕç сутаканнисем кăна уçнă-ха. Сирĕн пата кĕрсе тухас терĕм. Курманни, калаçманни нумай пулать.

– Тавтапуç, Матĕрне инке, аса илнĕшĕн. Салтăнăр, иртсе ларăр. Часах чей вĕрететпĕр, – терĕ те Лисук çывăрмалли пӳлĕме тумланма кĕчĕ.

Матĕрне именекен çын мар.


Текста малалла вулăр...

Кин

(Вĕçĕ. Пуçл. 25, 27, 28№№.)

– Вăтанать ĕнтĕ вăл...

Шатрун йывăç çурт хăна-вĕрлепе тулчĕ. Вун пĕрĕн «пушмак пăру туянма» килнĕ. Пĕрер витре шурă эрех, хĕрлĕ эрех, сăра, чей, çичĕ тĕрлĕ апат, пилĕк çĕр тенкĕ хулăм укçи парса мана чăваш йăлипе килĕшсе кайрĕç. Уйăхран хĕртен арăм пулса тăтăм. Хĕр ĕмĕрĕ хăналăх кăна çав.

Упăшкапа начар пурăнман эпир. Ун чунĕнче мĕн хуçаланнине нихăçан та пĕлеймесен те мана унпа яланах канлĕ пулнă: чăн-чăн интеллигент, юратакан ашшĕ, ыттисен хушшинче нумай енлĕ пĕлӳлĕхĕпе уйрăлса тăракан çын. Манпа та сапăр вăл. Юратни çинчен каламасан та Петьăн вашаватлăхĕпе çепĕçлĕхне туятăп эп. Ывăнсан – хĕрхенекен, вăйсăрлансан – вăй кĕртекен арçын çумĕнче канлĕ, ăшă! Чап-чап уйăхĕ пирĕн те пулнă ĕнтĕ вăл. Ачасем унсăрах çуралман пуль. Тăнлав тĕлĕнчи çӳç шуралма пуçласан хĕрӳлĕхрен ытларах ăнланулăх кирлĕ.


Текста малалла вулăр...

Кин

(Малалли. Пуçл. 25№.)

– Çапла пуль çав. Çапла пуль?! Тем ĕненессĕм килмест, – шăлĕ витĕр сăрхăнтарса кăларчĕ хуняма. – Камсем леçсе янă вара сана район пульницине – кунĕпе арçынсен уявĕнче пулса намăс-симĕсне çухатнă чыссăр хĕрарăма? Илемлĕ пирĕштие куçран вĕçертес мар тенĕ пулать çăмăлттай пуçлăхсем. Ахальтен каламаççĕ хĕрарăмăн çӳçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске тесе. Пĕр-ик ăшă сăмах каланă та – ирĕлсех кайнă эс. Симпылне тăраничченех тутаннă вара уяв патшисем. Тутанса курнă та – чунсăр-юнсăр кайăк пек урама кăларса пăрахма хушнă. Лешсем эсĕ сивĕре вилесрен шикленсе васкавлă пулăшу чĕннĕ. Куракансем пулнă сана, аскăна. «Уй – куçлă, вăрман – хăлхаллă», – теççĕ. Хăвна йĕркеллĕ тытса пурăннă пулсан пирĕн пите те хĕретмĕттĕн.

– Суя сăмах ку! Элек! Мана чăнах та васкавлă пулăшу машинипе илсе кайнă.


Текста малалла вулăр...

Çиле хирĕç

(Вĕçĕ. Пуçл. 21-26№№.)

ВĔÇĔ

Этем ĕмĕрĕн тата чĕрĕк пайĕ иртсе кайрĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнă Елена Сидоровнăпа Василий Михайлович Ионовсен халиччен пулман савăнăç – пĕртен-пĕр ывăлĕ, çемье тĕпчĕкĕ çуралнăранпа вăтăр çул çитнине паллă тума тата килне çĕнĕ çын кĕртме хатĕрленеççĕ.

Павлик вăтам шкула ылтăн медальпе, ял хуçалăх академине хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Аспирантурăра пĕлӳ илсе диссертаци хӳтĕлерĕ. Виççĕмĕш çул кафедра доценчĕ пулса вăй хурать. Ăслăлăхра тата пысăкрах çитĕнӳсем тума ĕмĕтленет.

Тен, çавăнпа та пулĕ, çемье çавăрма васкамарĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕренӳре тата ĕçĕнче хавхалантарса пыраççĕ.

Пулас мăшăрĕ – Валентина – Чăваш Енре çуралса ӳснĕ. Ача-пăча тухтăрне вĕренсе тухнă, область пульницинче шăпăрлансене сиплет. Ионовсем пулас кинĕ чăваш хĕрĕ пулнишĕн, ăсĕпе тата ыр кăмăллăхĕпе, сăпайлăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнăшăн савăнаççĕ.


Текста малалла вулăр...

Çиле хирĕç

(Малалли. Пуçл. 21-25№№.)

Василий Михайлович пульницара кулленех пулчĕ. Килти ĕçсемпе аппаланма хуларан тетĕшĕсемпе инкĕшсем киле-киле кайрĕç. Самăрланса çитнĕ кайăк-кĕшĕке ĕçе кĕртсе хулана илсе кайса вырнаçтарчĕç. Хĕле хатĕрленме пулăшрĕç.

Пульницаран кăларас умĕн мăшăр хушшинче калаçу пулса иртрĕ.

– Вася, пульницаран тухсан эпĕ ялта пурăнаймăп. Ĕçе çӳреме те вăй-халăм çитмĕ. Тен, сана вăтантарса пурăниччен манăн хулана кайса вырнаçас? Пурнăç çулĕ çинче нихăш енчен те вараланман хĕрарăм тĕл пулĕ. Шанатăп. Çапла пулатех. Мĕншĕн тесен сан пек арçын çул çинче йăваланса выртмасть.

– Мана сансăр пуçне никам та кирлĕ мар. Астăватăн-и, пĕрлешнĕ чухне: «Пĕрлехи пурнăçра тĕл пулакан хуйхăсене, савăнăçсене ĕмĕр тăршшĕпех çурмалла пайлăпăр...» – тесе пĕр-пĕрне сăмах панине?


Текста малалла вулăр...

Çиле хирĕç

(Малалли. Пуçл. 21-24№№.)

– Хăратăп, Вася, тем курса тăрăпăр, – терĕ пăшăлтатса.

– Ку – ултав, вăлтса калани, мăшăрăм. Унăн нимĕн тăвайманнине кура мĕн те пулин хăратса каламаллах. Герой!

Ивановсем ывăлĕн судне пыраймарĕç. Ытла пысăк хуйхăпа сĕре хытă ĕçнĕ терĕç. Çав каç вĕсен çуртне вут-çулăм ярса илчĕ. Вăранса, мĕн пулнине ăнланса ĕлкĕреймесĕрех мĕскĕнсем çут тĕнчерен уйрăлнă пулмалла.

Ялта икĕ-виçĕ уйăх нимĕнле тискер ĕç те пулса иртмерĕ. Мĕн пулса иртни манăçа тухса пычĕ. Çынсем хăрамасăрах яланхилле пурăнчĕç.

Кĕрхи кунсем пуçланчĕç. Василий Михайлович ĕçченĕсем хĕвеллĕ кунсене сая ямасăр тыр-пула, пахча çимĕçе пухса илчĕç. Инди кăвакалĕсемпе кăрккасем те самăр ӳссе çитĕннĕ. Вĕсене пусса сутас тĕллевпе фермер хулана кайма пуçтарăнчĕ. Унăн унта юлташĕ пурăнать.


Текста малалла вулăр...

Кин

Каç кӳлĕм. Тĕпелте хыпаланса апат пĕçеретĕп. Хунямапа упăшка пахчаран кĕрессе кĕтетĕп. Вĕсен хырăмĕсем тахçанах хыр тăрне кайрĕç пулсан та йăран вĕçне тухасшăн ăшталанаççĕ пуль. Хам та выçă. Чее пулчĕç вĕсем. Хăйсем кĕриччен çур сехет маларах мана, чи çамрăккине, çырткаламалли хатĕрлеме кĕртсе ячĕç. «Эс те ывăннă пуль те-ха», – темерĕç вĕсем ячĕшĕн те пулин.

Вăр-варскер, чей, кастрюльпе шӳрпе лартса ятăм. Яшки тутлă пултăр тесе чуна парса ĕçлетĕп. Çĕкленӳллĕ кăмăлпа унталла-кунталла чупатăп. Кăмăлпа ĕçленĕрен ывăнни те иртсе кайрĕ. Пӳлĕме тутлăран та тутлă шăршă сарăлчĕ. Чей вĕрерĕ. Тăм чейнике вĕрилентерсе унта матрӳшкепе сар хăват ярса пăшăхлантартăм. Петяпа хулари лавккаранах туянса килнĕ ыраш çăкăрĕпе кулача савăта касса хутăм. Килнĕ-килмен анкартине çĕр чавма тухнăран кучченеçсем те çыхăрах тăраççĕ.


Текста малалла вулăр...

Çиле хирĕç

(Малалли. Пуçл. 21-22№№.)

Вася пĕчĕк черккесене коньяк ячĕ.

– Лена, хамăр мĕн килĕшсе татăлнине хаяртарах шĕвекпе çирĕплетер.

– Ытлашши пулмĕ-ши? Эпĕ юлашкинчен хăçан эрех тутанса пăхнине те маннă.

– Урăх ĕçмĕпĕр. Эпĕ те сăра-эрех тенине кăмăлласа каймастăп. Хамăн шухăшсене сана пĕлтермелли çул уçăлнăшăн савăнатăп. Эсĕ мана питĕ килĕшетĕн. Юрататăп эпĕ сана...

Лена, куçĕ куççульпе йĕпеннине туйса, пуçне пăрса шăлса илчĕ.

– Хăратăп. Çак кунччен никам та çак сăмахсене каламан. Каласса кĕтмен те, ĕненмен те. Эпĕ кам? Хĕр мар. Тăлăха юлнă мĕскĕн хĕрарăм.

– Хăвна хăв ан тирке, Лена. Эсĕ упăшкуна улталаса тĕнче касса çӳрекен юхха хĕрарăм мар. Сан çулу çинче тĕл пулнă инкек ĕмĕрлĕхех манăçтăр. Çук, эпĕ Женьăна манса кай, ун çинчен урăх ан шухăшла тесе çирĕплетесшĕн калаçмастăп.


Текста малалла вулăр...

Ан мухта, ан хурла

(Малалли. Пуçл. 19№)

 

– Так,– терĕ вăл алăкран кĕрсенех. – Эпĕ сире паян пурсăра та пĕрер сехет юлса ĕçлеме ыйтатăп. Кирлĕ хутсем хатĕрлемелле пулать, – хучĕ вăл самаях хулăн хура папкăна Юрий Петрович умне. Мĕскер тусан мĕн пулассине ăнлантарса пачĕ те алăк патнелле утрĕ. Никам та пĕр сăмах та чĕнмерĕ.

– Арçын аппана хирĕç пыраймăн,– сассине мĕскĕнлетсе каларĕ Эвелина. – Вăт сире çуралнă кун. Ахальтен курмарăм иккен ăна тĕлĕкре.

– Мĕнле, мĕнле куртăн? Кала атя!– хистерĕç ĕçтешĕсем.

– Мĕнле пултăр? Машинипе ман çумран тăрăлтаттарса иртсе кайрĕ.

– Лартмарĕ-и?

– Лартать тет сана. Ун вĕт кашни минучĕ шутра. Кафене шăнкăравласа пĕлтерес пуль. Пиллĕкрен çичче куçарччăр…

Хутсене хатĕрлесе пĕтернĕ тĕле çичĕ сехет иртнĕччĕ ĕнтĕ.


Текста малалла вулăр...

ĂÇТИÇУК

(Малалли. Пуçл. 11, 12№.)

– Сан арăму ăçта? Тем халь те курăнмасть, – тет хулăн сасăлли.

– Ăçта, ăçта? Ман ăçтиçук заводран килмен-ха вăл. Ĕçлет, понимаешь, – лĕпĕртетет «хӳтĕлевçĕ».

Сасси тăрăх упăшка самаях хĕрĕнкине сисетĕп.

– Ав мĕн? Ăнăçусăр упăшкине тăрантармалла-çке унăн, мăнтарăнскерĕн. Хе-хе-хе. Кунта эс хăвăн сцена çинчи тĕп рольне кунран-кун лăркаса кĕтсе пурăнатăн – вăл иртен пуçласа каçчен «сухалать» апла, пашет, – парăнмасть мăн сасăлли.

– Хĕрарăм вăл мĕн валли кирлĕ тетĕн? Апат пĕçертĕр, чăлха-нуски çыхтăр, упăшкине юраттăр... юрайтăр.

– Санăн вара мĕн тумалла? Тĕп тивĕçӳ мĕнле?

– Эп – артист. Мана рольсемшĕн юратаççĕ, сума сăваççĕ, пуç çапаççĕ. Çапла çеç-и? Хĕрарăмсем хыçран чупаççĕ. Хăйсемех мăйран çакăнаççĕ вĕсем.


Текста малалла вулăр...

Сан патнах таврăнатăп

(Вĕçĕ. Пуçл. 6-8№№.)

– Рая, атьăр урама. Уçă сывлăшра пăртак уçăлса çӳрĕпĕр. Эсир мана, ют çынна, тухтăра тейĕпĕр, чунăра уçса парăр. Паçăр сĕтел хушшинче ыттисем пек хăвăр çинчен каласа чăрманмарăр эсир, – терĕ вăл куçран пăхса.

Хам каяссине Таньăна систертĕм те пӳлĕме хăпарса ăшăрах тум тăхăнтăм. Урамра тĕлĕнмелле ăшă çанталăк пулсан та кĕрхи уçă çил пур. Хыр шăрши сăмсана кăтăклать. Çăлтăрсем ылтăн кĕркунне килнишĕн савăнса куç хĕсмелле выляççĕ.

Ют çын маншăн чун тухтăрĕ евĕрех пулчĕ. Хам хуйхă çинчен пĕр пытармасăр каласа патăм ăна. Паянхи каç упăшка та залтах пулнине пĕлсен вăл хăй кăмăлсăрланнине пытармарĕ, паллах, Германа вăрçрĕ.

Вăхăт нумай тесе урамран шала, хамăр пурăнакан корпуса кĕтĕмĕр. Ташă каçĕнчен пурте кайманччĕ-ха. Тĕттĕм зал варринче юратуллă мăшăр ташлатчĕ.


Текста малалла вулăр...

«Сериал» тăсăлать

Ӳссе-ӳссе пырать икĕ кӳршĕ хушшинчи харкашу, тытăçу, курайманлăх, кĕвĕçӳ. Икĕ кӳршĕ хушшинчи темелле мар пуль çакна, пĕр енлĕ теме пулать пуль. Вăтăр çул ытла пырать çак «сериал». Тĕп геройĕсем – кил хуçисем: Петренко Гавриилпа Исаев Михаил. Исаев Михаил лайăх, тивĕçтерекен çын пулсан, Петренко – пачах урăхла. Вăл çак пурнăç «сериалĕнче» чăн-чăн узурпатор. Çак çуртра ытти пурăнакансен (кăмăла каять-и, каймасть-и) эпизодсенче выляма тиветех. Кӳршĕ çуртрисене куракан пулни те тивĕçтерет.

Исаевсемпе пĕр подъездра, пĕр площадкăра пурăнакан Зоя патне киле пырса кĕчĕ Петренко Гавриил вăтăр çул каялла. Çак арçыннăн çемйи пулнă-и, пулман-и унччен – никам та пĕлмест. Зоя пĕлсен кăна. Анчах та вăл кӳршĕсемпе павраса çӳрекен хĕрарăм мар. Зоя, ытти нумай хĕрарăм пек, пӳрт умĕнчи сак çинче хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе таврари пулăмсене сӳтсе явмасть.


Текста малалла вулăр...

Сан патнах таврăнатăп

(Малалли. Пуçл. 6, 7№№.)

– Çитет, Герман. Тăрантăм. Ăнлантăм, ăнлантăм эп. Ыранах яла тухса каятăп. Телей сунатăп сире. Тавах пытарманшăн, куçа-куçăн тăрса пĕлтернĕшĕн, – сулăнса каяс мар тесе хăрах алăпа стенаранах тытса тăратăп хам.

«Вăт сана пилĕк мыскари», – тесшĕнччĕ те шăла çыртрăм. Кăвар çине çу сапнă евĕрех вĕри пулĕ терĕм.

– Каçар мана, Рая. Ачасене калама тăхта. Хамах пĕлтерĕп. Вĕсем пысăк ĕнтĕ. Ашшĕне йывăрпа та пулин ăнланма пултарĕç-и, тен.

Ир енне минтер йĕп-йĕпе пулнă ман. Хама епле алăра тытас тесен те куççуль юхма чарăнмарĕ. Мĕнле кӳренместĕп тесе шантарсан та кăмăла хытараймарăм.

– Упăшкана юраймарăм, вăл ыйтнине пурнăçлаймарăм. Мĕнле йĕркеллĕ пулма тăрăшсан та юратăва упраймарăм. Çавăнпа та манран уйрăлать юратнă арçын. Аванраххине, хитререххине, çепĕçреххине тупнă, – тенине хирĕç Татьяна нимĕн те чĕнмерĕ.


Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 28.