Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Валерий ЯКОВЛЕВ: «Куракан хĕлхемĕ ăшăтни вăй парать»

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертӳçи, СССР халăх артисчĕ, Раççей тата Чăваш Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев 75 çул тултарчĕ. Кашни тĕл пулмассерен чĕлхе пуянлăхĕпе, анлă тавра курăмĕпе, чун илемĕпе тыткăнлать вăл. Унпа калаçса тăранма çук. Хальхинче те, ĕçтешĕсем чăтăмсăр кĕтсе тăнине пăхмасăрах, ун çинчен тата ытларах пĕлес килчĕ.
– Валерий Николаевич, çак кунсенче сире тăван тăрăхра ентешсем уйрăммăн саламларĕç. Çуралнă района тăтăш кайса çӳреме май килет-и?
– Шел те, халĕ сайра-хутра кăна. Анне пурăннă чухне час-часах çӳреттĕмĕр. Çуралса ӳснĕ кил-çурт пушă ларать. Çапах та ăна Луиза аппа сăнаса-пăхса тăрать. Асăнмалăх пултăр тесе атте – 100, хам 70 çул тултарнă тĕле анкартинче парк йĕркелеме палăртрăмăр. Шăмăршă районĕн ертӳçи Валерий Фадеев тăрăшнипе ял-йышпа, шкул ачисемпе пĕрле 300 ытла йывăç лартрăмăр.

Текста малалла вулăр...

Марина КАРЯГИНА: «МАНРА АЧАЛĂХ ПУРĂНАТЬ»

Чăваш патшалăх телевиденийĕн кăларăмĕсене пăхакан ентешсем ăна лайăх пĕлеççĕ, чăвашла вулама юратакансемшĕн те унăн ячĕ асрах. Тата хушса хурас килет, театр искусствине юратакансем унăн пьесипе лартнă «Кĕмĕл тумлă çар» спектакле пăхса киленнĕ. Сăмахăм Марина Карягина пирки. Нумай пулмасть пултаруллă чăваш çыравçипе, журналисчĕпе тĕл пулса калаçма тӳр килчĕ.
 
– Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ лартнă «Кĕмĕл тумлă çар» спектакльтен пуçлар-и калаçăва? Ăна 2010 çулта Станислав Васильев режиссер сирĕн пьеса тăрăх лартнă. Ку ĕçшĕн С.Васильева та, сире те ЧР патшалăх премине панă. Спектакле пăхакан çын авторне пĕлмесен ниепле те ăна хĕрарăм çырнă темĕччĕ. Çавăн пек пысăк калăплă эпикăллă драма… Нумай вăхăт ĕçлерĕр-и вăл пьесăпа?
– Халь шутласан хăрушă та.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru


ÇЫРАВÇĂН ÇЫРМАЛЛА

Республика, Хусан кунĕ умĕн Халăхсен хушшинчи, тĕнче шайĕнчи мероприятисем чылай иртрĕç. «Татмедиа» агентство шăп çак уявсем тĕлне тĕрĕк чĕлхисемпе тухакан журналсен ĕçченĕсене пухса пысăк форум ирттерчĕ. Унта Чăваш Енрен паллă çыравçăсем, телеертӳçĕсем Арсений Тарасовпа Марина Карягина хутшăнчĕç. Эпир вĕсемпе тĕл пулса калаçма май тупрăмăр. Çавна май паян «Сувар» вулакансене Арсений Тарасовпа çывăхрах паллашма сĕнетпĕр.
– Арсений Алексеевич, мĕнле хакланă пулăттăр çакăн пек форумсене?
– Çакнашкал хутшăнусем çав тери кирлĕ. Мĕншĕн тесен кунта темĕнле çĕршывсенчен килнĕ ĕçтешсем пур. Вĕсен кашнин хăйĕн ĕç, пурнăç опычĕ, тĕн çине пăхасси. Хамăр патра пĕр куç, кунта – тĕнчене куратăн.
Инкек – вĕсен чĕлхисене ăнланмастăп. Апла пулин те ĕçтешĕмĕрсен хушшинче хама ют пек туймарăм.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Ева ЛИСИНА: «Тăван чĕлхе тухья мар, арчара упраймăн»

(Вĕçĕ. Пуçл. 45, 46№№.)
Ман тете алăка кăшт уçса тăпăртатса-сăнаса тăрать тата, «хăвăртрах» тесе пăшăлтатать. Ун çине куç хӳрипе пăхса илетĕп те декан сăмахĕсене итлемесĕр малалла хамăннех перетĕп...
...Ял хуçалăх академийĕнче биологипе çеç экзамен юлнăччĕ. Ним те пĕлместĕп пек туйăнать хама. Пурпĕр çитрĕм аудиторине. Билетсем пачĕç, лартăм хатĕрленме. Куç-пуç алчăраса кайрĕ. Умра ларакан сап-сарă çивĕтлĕ хĕр ача та ним тума аптраса ларнине асăрхарăм. Билетсене унпа улăштартăмăр. Пăхрăм та – тата хăрушăрах ыйтусем пек туйăнчĕç. «Пар каялла билета», – тетĕп. «Шиш!» – тенине çеç илтрĕм.
Пĕрремĕш ыйту – «Хĕвел çаврăнăш тытăмĕ...». Эпĕ, ялта ӳснĕскер, хĕвел çаврăнăш курман-и? Каласа паратăп акă мĕн пĕлнине! Тухрăм преподаватель патне. Эх, пуçларăм хвелчанăш илемне сăнлама, вăл хĕвеле мĕн тери юратни çинчен каласа пама.

Текста малалла вулăр...
■ Пичете Надежда ОСИПОВА хатĕрленĕ.
Сăнӳкерчĕк www.sovch.chuvashia .com сайтран.

Ева ЛИСИНА: «Тăван чĕлхе тухья мар, арчара упраймăн»

Ева Лисинапа тĕл пулса чуна уçса калаçасси çинчен халиччен ĕмĕтленме те хăйманччĕ – çак пултаруллă, чунĕпе пуян çынпа пĕр сĕтел хушшинче чей ĕçсе шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр. «Библипе ĕçлени манăн пĕтĕм пурнăçа улăштарчĕ, тĕнче, çынсем çине урăх куçпа пăхма вĕрентрĕ». Çак сăмахсенчен пуçларĕ вăл пирĕн калаçăва.
«Турă сан аллусемпе çырнă кăна...»
19 çул ĕçлерĕм Библипе. Халь мана ăна куçарма сĕнес пулсан-и? Те килĕшеттĕм, те çук. 77 кĕнеке Библире! Турă сăмахĕ мĕн иккенне пĕлменни чăрсăрлăх кӳнĕ пуль ун чух. Çав ĕçрен тухса ӳкме питĕ çăмăллине те, пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пуласса та чухламан – вилес пек хытă куçарас килни йăлтах хупласа хунă. Тете те, Геннадий Айхи, мана малтан ку ĕçе кӳлĕнтересшĕн марччĕ. Прозăпах ĕçлемелле сан тетчĕ.
Библире мĕнле каланă? «Икĕ хуçашăн ĕçлейместĕн», – тенĕ.

Текста малалла вулăр...

ЮРĂСЕМ ЮРЛАТЬ, ÇЫРАТЬ

Кăçал февраль уйăхĕнче ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Никифоров 70 çул тултарчĕ. Геннадий Леонтьевич 2013 çулта тата тепĕр юбилей те паллă тăвать – вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн хорĕнче юрлама пуçланăранпа 45 çул çитрĕ. Çакă 1967 çулта пулнă, чăннипе профессиллĕ юрăçсемпе тан пĕрремĕш хут сцена çине 1957 çулта тухнине аса илет юбиляр.
Ку ĕç Мускавра иртекен Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивалĕ умĕн пулнă. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чи лайăх юрăçсене пуçтарнă. Тутарстанра та Мускава каяс текенсем хушшинче пысăк конкурс ирттернĕ: республикăн 79 районĕнчен пуçтарăннă юрăçсем Хусанта пĕр-пĕринпе тупăшнă. Пăва районĕнчи Хирти Кушкăран килнĕ 14 çулхи Геннадий Никифоров та «Плещут холодные волны» юрăпа ăмăртăва хутшăннă, 12 çулти В.Афанасьев баян каланă. Шел, ун чух вĕсен юррине кинопленка çине ӳкерсе илме мар, магнитофон пленки çине те çырса илмен.

Текста малалла вулăр...
■ Юрий КУДАКОВ.
композитор,
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен премийĕн лауреачĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн музыка инструменчĕсен кафедрин

КАШНИ КУНШĂН САВĂНАТЬ

Теччĕре пурăнакан Виталий Никонович Нестеров апрелĕн 6-мĕшĕнче 75 çул тултарать. Сăнран пăхма çулĕсемпе самай çамрăк курăнать кĕрнеклĕ чăваш. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырать-çке вăл: ирсерен чупать, кире пуканĕсем çĕклет, шыва кĕрет. Çулталăкĕпех шыва кĕрет. Çук хĕлле бассейна çӳрет тесе ан шутлăр, «бассейнĕ» Виталий Никоновичăн юнашарах, кил çывăхĕнчи кӳлĕ. Çулла та унта чăмпăлтатать, хĕлле те вакăра шыва кĕрет, Кăшарнире кăна мар, хĕлĕпе...
Тĕплĕнрех "Суварăн" 14-мĕш номерĕнче вулама пулать.
 
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ÇУНАТЛĂ ÇУРАЛНĂСКЕР

Пĕр ялта, пĕр çулта, пĕр уйăхра çуралнă, пĕр класра, пĕр парта хушшинче вĕреннĕ манăн çывăх тусăм Дмитрий Никонорович Михлеев кинорежиссер, поэт, драматург, сценарист, художник, дельтапланерист çинчен пĕлмен çын паянхи кун Чăвашра çук та пулĕ. Унăн мухтавлă ĕçĕсем пирки «Писатели Чувашии» кĕнекере те (2006), Чăвашсен кĕске энциклопедийĕнче те (2001), тăватă томлă «Чăваш энциклопедийĕнче» те (2009) тĕплĕн çырса кăтартнă. Чăваш Республикипе Тутарстанра тухса тăракан хаçат-журналта В.Жебит, С.Павлов, В.Алексеев, А.Иванов тата ыттисем Дмитрий Михлеев çинчен статьясем, интервьюсем пичетленĕ. Д.Михлеевăн калав-повеçĕсем, чылай сăвви иртнĕ ĕмĕрĕн 70-90-мĕш çулĕсенче «Хатĕр пул», «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче, «Коммунизм ялавĕ», «Советская Чувашия», «Молодой коммунист» хаçатсенче кун çути курнă, 1985 çулта унăн повеçĕсемпе калавĕсен пуххи – «Поле перейденное» – Чăваш кĕнеке издательствинче уйрăм кĕнекен пичетленсе тухрĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Порфирий АФАНАСЬЕВ.
Чăваш халăх поэчĕ.
Автор архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

ÇĂЛТĂР ХУЛИН ХАСТАР ЧĂВАШĔ

(Малалли. Пуçл. 28№.)
 
Кунта кĕрсен тӳрех Юрий Гагаринăн ĕç сĕтелне асăрхатăн. Календаре юлашки хут пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче уçса хунă. Юнашарах çырусем, ĕç хучĕсем выртаççĕ. Тумбочка çинче – уйăх глобусĕ. Кантăк айĕнче Ю.Гагаринпа В.Серегин летчикăн докуменчĕсем. Алăк çинче сехет çакăнса тăрать, ун йĕпписем 10 сехет те 31 минут кăтартаççĕ. Шăпах çак вăхăтра 1968 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ю.Гагаринăн чĕри тапма чарăннă.
Гагаринăн асăну пӳлĕмĕнче тĕрлĕ сăнӳкерчĕк, ĕç хучĕсем. Кунтах Гагарин полковник мундирĕ, ун çинче Тăван çĕршывăн тата ытти çĕршывăн нумай-нумай награди. Кунтах – пĕрремĕш космонавт çуралса ӳснĕ çуртăн макечĕ. Ăна армян ачи, йывăр чирпе выртакан Мельсик Несерсян шăрпăк пĕрчисене çыпăçтарса тунă.
Пысăк залра космос техникине кăтартакан пысăк экспозици.

Текста малалла вулăр...
■ Порфирий АФАНАСЬЕВ.
Чăваш халăх поэчĕ.

ÇĂЛТĂР ХУЛИН ХАСТАР ЧĂВАШĔ

1980 çул. Тӳрех калам, кĕтмен-туман çĕртен лекрĕмĕр Çăлтăр хулана. Шупашкарти тусăмсемпе Мускава Раççей писателĕсен пиллĕкмĕш съездне делегат пулса кайнăччĕ. Çакăнта, Кремль çывăхĕнче вырнаçнă «Россия» хăна çуртĕнче (шел, халĕ вăл çук ĕнтĕ), мана пĕр тĕреклĕ те маттур чăваш шыраса тупрĕ. «Тявин Илья Петрович пулатăп», – терĕ вăл хăйпе паллаштарса. Эпĕ те хамăн ятпа хушамата каларăм. «Тахçанах пĕлетĕп Ульккапа Надюш шăллĕне», – терĕ хăна. «Ак тамаша, – шухăшларăм эпĕ, – ку çынна хальччен нихăçан та курман-çке, епле пĕлме пултарать-ха вăл мана?»
Сăмах çине сăмах вакларăм. Калаçуран çакă паллă пулчĕ: Илья Петрович, Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Сальел ялĕнче, Тутарстанри эп çуралнă Çĕнĕ Йĕлмелĕрен вун çичĕ çухрăмра 1928 çулта çуралнăскер, вăрçă вăхăтĕнче хăй вун улттăра чухнех пирĕн яла ачасене вĕрентме пынă.

Текста малалла вулăр...
■ Порфирий АФАНАСЬЕВ.
Чăваш халăх поэчĕ.

ЙĂЛА-ЙĔРКЕНЕ ТĔПЧЕКЕН

Зинаида Козловăна Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕн пур регионĕнче те пĕлеççĕ-тĕр. Уйрăмах чăваш фольклорне тĕпчекенсем, сцена çине кăларакансем лайăх пĕлеççĕ. Паян Зинаида Алексеевна тĕнчипе пĕлекен «Уяв» фольклор ушкăнĕн ертӳçи те, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ те, фольклор уйрăмĕнче вĕренекен студенчĕсенчен «Юрай» ушкăна йĕркелекен те, паллах, чăваш халăхĕн йăли-йĕркисен, юрри-ташшисемпе тумĕ-юмĕн тĕпсĕр çӳпçине тĕпчекен те. Зинаида Козловăна пурте сума сăваççĕ, унăн сăмахне итлеççĕ, пысăк конкурс-фестивальсе нче жюри председателĕ пулма ыйтаççĕ. Шупашкарти Халăх пултарулăхĕн çурчĕ илемлĕ пултарулăх ансамблĕсен ертӳçисем валли йĕркелекен семинарсенче мастер-класс кăтартма та йыхравлаççĕ ăна, кăçал та мартăн 12-17-мĕшсенче иртекен семинарта хăй пĕлнине Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнакан ĕçтешĕсене каласа, кăтартса парать.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Сăнӳкерчĕкре «Тюрки России» кинофильмри пĕр кадрта Зинаида Козлова (варринче).

ПУРĂНАССИ – УЙ УРЛĂ КАÇАССИ МАР

Алексеевски районĕнчи Анат Кăтрата урамĕ тăрăх вĕт-шакăрсем урлă-пирлĕ чупаççĕ, пĕрмай пĕр сăмах кăшкăраççĕ:
– Аксу районĕнчи Савкаç ялĕнчен концерт килет! Клуб умĕнче пĕлтерӳ пур! Концерт килет! Концерт килет! – янăрать урамра.
Кун пек хыпар ял халăхне те савăнтарать. Концертсемпе спектакльсем ялта та тăтăшах иртеççĕ пулин те ют районтан артистсем килни хутран-ситрен çеç пулать çав.
Çак хыпара илтсен Микулай Сторожев ачи Микулай та (ăна ашшĕне хисеплесе ун ятнех панă) клуба кайма хатĕрленме пуçлать – чи тирпейлĕ тумтирĕсене утюгпа якатса тумбочка çине майлаштарса хурать. Каç пулсан вара, юлташĕсем вĕсен умĕнче пухăнсан, тумланса урама тухать.
– Ха, Савкаç хĕрĕсене илĕртмелĕх чипер тумланнă эсĕ, – йĕкĕлтетеççĕ юлташĕсем. – Элле пĕр-пĕр хĕрне ху майлă çавăрма кăмăлу пур-и?

Текста малалла вулăр...
■ Григорий ТЯМАНОВ-АКТАШ.
Аксу районĕ,
Кивĕ Киремет.

ĔÇ ÇЫННА ИЛЕМ КӲРЕТ

Ял варринче пĕр ăмсанмаллах мар çурт таврашне нумай халăх пуçтарăннă, çамрăккисем те, ватă енне сулăннисем те пур унта. Пĕрин аллинче кĕрепле, теприн – сенĕк. Хăшĕсем пăяв-вĕрен, теприсем кивĕ сăхман-аçам йăтнă. Вĕсем мĕншĕн пуçтарăнни каламасăрах паллă: çамрăкраххисем пӳрт тăррине хăпарнă, çурт çине витнĕ улăма пусарса тăракан вĕрлĕксене антараççĕ те путса-шăтса пĕтнĕ кивĕ улăма якатса тирпейлеççĕ, урăх улăмпа витес тесе хăтланаççĕ. Улăмĕ ăçта-ши вара? Ниçта та çĕнĕ улăм курăнмасть.
– Ку тăрăшуллă ача колхоз фермисенчен кăларса тăкнă навус çинчен улăм пуçтарса турттарчĕ, çавна витес тет пулĕ, – тет урамăн тепĕр енче калаçса тăракан Ваççук мучи хăйĕнпе чикарккă туртма чарăннă Йăкăнат пиччене.
– Çапла-тăр ĕнтĕ, – хуравлать ăна тепри. – Колхоз улăм та памасть вĕт хуть, мĕнпе витĕн пӳрт-çуртна.

Текста малалла вулăр...
■ Григорий ТЯМАНОВ–АКТАШ.
Аксу районĕ,
Кивĕ Киремет.

ЖУРНАЛИСТИКĂНА ЧУНТАН ПАРĂННĂ

Чĕмпĕр – чăвашсемшĕн сăваплă çĕр. И.Я.Яковлев уçнă тата ĕçленĕ «университетра» чăвашсен профессиллĕ музыкипе сăнарлă ӳнерĕ пуçланнă, чăваш гуманитари пĕлĕвĕсен никĕсĕ хывăннă, тăван литературăмăр амаланнă, куçару ăсталăхĕ аталаннă. Чăваш хорĕ те, опери те çакăнтах тĕвĕленнĕ. Мĕн чухлĕ паллă çын тухман-ши кунтан? Пĕрремĕш чăваш журналисчĕсем те çак йышранах тухнă. Вĕсем Н.Никольский Хусанта 1906 çулта уçнă «Хыпар» хаçатра ĕçлеме пуçланă.
Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăвашла хаçат кăларас шухăш та XIX ĕмĕр вĕçĕнчех пулнă. Паллă чăваш этнографĕ, çыравçи И.Юркин 1899 çулта пичет енĕпе ĕçлекен тĕп управленирен «Пулхар» ятлă хаçат кăларма ирĕк ыйтнă, анчах ăна хирĕçленĕ.
И.Юркин чăваш усламçисенчен те пулăшу ыйтса пăхнă – усси пулман. Хăш енчен те пулин пулăшу пулнă-тăк, пĕрремĕш чăваш хаçачĕ Чĕмпĕрте тухмаллаччĕ.

Текста малалла вулăр...

ХАЛĂХ ВĂЙĔПЕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă салтаксене лартнă палăксене Грузире сирпĕтсе аркатнă вăхăтра Тутарстанри Тăхăрьялта паттăр ентешĕсене халалласа Асăну хăми уçрĕç. Çĕр ĕçченĕ пуçарнă ырă ĕçе нимĕн те кансĕрлеймест, хаяр сивĕ те палăк уçмалли кун çывхарнă май чакса пычĕ. Декабрĕн 25-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Раккассинче Валентин Андреевич Урташа халалланă стелăна чаплă лару-тăрура уçрĕç.
Мероприятие Пăва муниципаллă районĕн пуçлăхĕ Рафаэль Абузяров, унăн çумĕ, районти Чăваш наципе культура центрĕн ертӳçи Владимир Бабайкин, Хусантан, Шупашкартан, Ульяновскран килнĕ хăнасем, районти чăвашсем пурăнакан ял хутлăхĕн ертӳçисем, культура ĕçченĕсем, таврапĕлӳçĕсем, вĕрентекенсем, Тăхăрьял поэчĕсемпе халăхĕ хутшăнчĕç.
Пысăках мар Раккасси ялĕ варринче тимĕртен эрешлесе тĕрленĕ карта варринче çӳллех те мар, çирĕп, тĕреклĕ палăк ларать.

Текста малалла вулăр...

ПĔР ШИТЕ ТЕ ЧАКМАН АТАМАН

Тутарстанри Наказной Атаман, Лейб-гвардин тата казачество çарĕсен генерал-майорĕ пĕр интервьюра: «Доброволецсен Пĕрремĕш Мобильлĕ Корпусĕн тата Раççей Федерацийĕнчи мĕнпур казачество йĕркеленĕвĕсен Тутарстанри уйрăмĕн тĕллевĕ – Тăван çĕршывшăн тăрăшасси, экономикăпа социаллă лару-тăрăва лайăхлатасси, ял хуçалăхне, ытти мĕнпур отрасле аталанма пулăшасси, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парасси»,– тенĕччĕ. Уншăн кусем хитре сăмахсем мар – пурнăç принципĕ. Вĕсенчен вара атаман пĕр шит те чакмасть.
«Урăх пăхма пултараймарăм...»
Ăнăçлă бизнесмен, Элкел районĕнчи Тури Çĕньял чăвашĕ Г.Волостнов çуралнă ене нихăçан та биографири пĕр йĕрке пек кăна хакламасть. Вăл уншăн чĕрепе çунать. Çавăнпах пуль ăна, Тольяттири «Лада Восход Плюс» ХАО генеральнăй директорне, Элкел муниципаллă район ертӳçисем 2003 çулта инвестор пулма сĕнсен пĕр иккĕленмесĕр килĕшет.

Текста малалла вулăр...

НИКОЛАЕВĂН ĔÇĔ МАЛАЛЛА ТĂСĂЛАТЬ

Хуть камăн шăпи те шутсăр кăсăк. Мĕншĕн тесен этем пурнăçĕ нумай енлĕ. Вăл – ача, çамрăк çын, арçын е хĕрарăм, атте е анне, асатте е асанне, хресчен, изобретатель, ăсчах, ертӳçĕ, сăвăç, юрăç, ӳнерçĕ... Çапла вĕçĕмсĕр шутлама пулать. Çак чăнлăха эпир паллă çынсем çинчен çырнă кĕнекесенче вулатпăр. Акă, сĕтелĕм çинче тĕслĕхрен те тĕслĕх – В.В.Николаев академикăн çемйипе çывăх ĕçтешĕсем Е.Николаева, В.Иванов, Д. тата Х.Гайнутдиновсем пĕрле тăрăшса «Василий Николаев – слагаемые портрета» çĕнĕ кĕнеке çутта кăларнă. Кĕнекине илем саккунне тата чăваш менталитетне тĕпе хурса йĕркеленĕ, вăл – ытарайми паха. Унта 450 сăнӳкерчĕк кĕнĕ. Çакна курсан, мана Николаевăн шӳтлĕ сăмахĕ аса килчĕ: «Этем кĕнеке вулама тытăниччен ӳкерчĕксем шырать, ӳкерчĕкĕсем тивĕçтерсен малалла кăсăкланать. Анчах хăшĕ-пĕри ӳкерчĕксем пăхнипех çырлахать».

Текста малалла вулăр...
■ Иван ТАРАСОВ.
В.В.Николаев ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Ĕпхӳ хули.

ЫРĂ ĔÇĔН ЧИККИ ÇУК

Тĕлĕнмелле çын вăл – Наратлăра (Пĕкĕлме районĕ) çуралса ӳснĕ Сергей Михайлович Малышев. Чăваш ачи пурнăç çулне хăй тĕллĕн уçса пынă, атте-анне пулăшасса кĕтсе тăман. Шкул пĕтерсен Сергей Пĕкĕлмери индустрипе педагогика техникумне пĕтернĕ, унтан салтакра пулнă, ĕçе вырнаçнă. Кайран Ĕпхӳри патшалăх нефть университетĕнчен вĕренсе тухнă.
Пĕкĕлмери Чăваш наципе культура центрне ертсе пыракан ентешĕмĕр Сергей Михайлович наратлăсене яланах пулăшма хатĕр. Нумаях пулмасть шкула спорт инвентарĕ парнелерĕ, футбол командине нумай пулăшрĕ, шкул музейне евроюсав туса пачĕ, çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтерчĕ.
Виçĕм çул поселок урамне вĕтĕ чул турттарса çул туса пани кăна мĕне тăрать. Пĕр сăмахпа, унăн ырă ĕçĕсене çырса та пĕтерме çук. «Унăн чĕри тăваттă пуль»,– тесе шутлатăп хăш чух ун çинчен, пур çĕре те ĕлкĕрет вĕт.

Текста малалла вулăр...
■ Клавдия МОРОЗОВА.
Пĕкĕлме районĕ,
Наратлă ялĕ.

ЫРĂ ĔÇĔСЕМ АСРА

Иртнĕ эрнере ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмĕн ертӳçи Фарид Мухаметшин Теччĕ районĕнче пулса курчĕ.
Кунта вăл Тарханпуç ялĕнче клуб çуртне тата Теччĕри Ленин урамĕнче чылай çул пурăннă Федор Хохлова халалланă мемориал хăмине уçнă çĕре хутшăнчĕ. Федор Андреевич Хохлов ку районти Çĕньялта çуралнă.1967-1977 çулсенче КПСС Теччĕ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ, кунта пурăнакан халăхшăн сахал мар ырă ĕç туса хăварнă. 1977 çулта ăна кӳршĕри Мари АССР обкомĕн иккĕмĕш секретарьне лартнă.
Юлашкинчен ТР парламенчĕн ертӳçи вырăнти Культура çуртĕнче Теччĕ, Пăва, Çĕпрел тата Камско-Устьински районĕсенчи суйлавçăсемпе тĕлпулу ирттерчĕ.

П.АФАНАСЬЕВ: «ЧУНПА ЭПĔ ÇАМРĂК»

Тутарстанри Çарăмсан тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ чи сумлă ентешĕмĕр Порфирий Васильевич Афанасьев кам пулнине ыйтма кирлех те мар пуль паян, ăна пĕлмен чăваш çук тĕнчере. Ун пирки чăваш литературинче П.Хусанкай пекех йĕр хăварнă сӳнми çăлтăр тесен пĕрре те йăнăш мар: тĕрлĕ жанрпа çыракан поэт, прозаик, куçаруçă. Пурнăçăн анлă сукмакĕпе сулмаклăн утакан Порфирий Васильевичăн литературăри çитĕнĕвĕ капашсăр пысăк, вăл – чăвашла, вырăсла, тутарла тухнă 20 кĕнекен авторĕ (чи паллисем: «Чун çути», «Пурăн, юрату», «Сан ятупа», «Хĕвел хапхи», «Юрату çĕршывĕ»), тĕнче, вырăс классикине (В.Шекспира, Г.Лоркăна, Ф.Достоевские, М.Шолохова, Л.Андреева, Л.Леонова, В.Распутинпа В.Ежова), Библири Ветхий Заветăн 15 кĕнекине, ют çĕршыври халăхсен сăввисене чăвашла куçараканĕ. Хисеплĕ ятсем те сахал мар унăн: «Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ», «Чăваш Республикин халăх поэчĕ», Çеçпĕл Мишши, Трубина Мархви, Иван Яковлев, Фатых Карим ячĕллĕ литература премийĕсен тата Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2.