Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

кĕскен

Чăрăш уявĕ
Юнкун, декабрĕн 25-мĕшĕнче, Хусанти «Татнефть-Арена» Спорт керменĕнче иртнĕ Республикăри елкăна 7-11 классенче вĕренекенсем – шкул пурнăçĕн хастарĕсем, вĕренӳ отличникĕсем, фестивальсемпе спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерӳçисем, тăлăхсемпе ача çурчĕсенче пурăнакансем – пуçтарăннă. Пурĕ 7 пин ача. Вĕсене Çĕнĕ çул ячĕпе ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков саламланă. Уява пынă кашни ачанах пылак парне панă мероприятие йĕркелекенсем.
Ӳсме пултарать
Çак кунсенче Республикăри ĕç тата социаллă хутшăнусене йĕркелекен виçĕ енлĕ комиссин ларăвĕ пулнă. Унта Тутарстанри чи пĕчĕк ĕç укçин калăпăшĕпе çыхăннă ыйтăва та пăхса тухнă. РФ Ĕç кодексĕпе килĕшӳллĕн, чи пĕчĕк ĕç укçи калăпăшне кашни субъектăн хăйĕн палăртма ирĕк пур, вăл Раççейре палăртнинчен пысăкрах та пулма пултарать.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Сахалрах пулмĕ
Çĕнĕ çултан ТР Ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерстви чи пĕчĕк ĕç укçин калăпăшне 5554 тенке çити ӳстерет. Халь чи пĕчĕк ĕç укçи 5205 тенкĕпе танлашать. Ведомствăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, енчен те тулли кун ĕçлекен çынна уйăхне палăртнă укçаран сахалтарах тивет пулсан, вăл çӳлерех асăннă министерствăна çăхав пама пултарать.
Яшсене хавхалантараççĕ
Тутарстанри агропромышленность ĕçченĕсен хушшинче декабрĕн 20-21-мĕшĕсенче Хусанта профессиллĕ ăсталăх конкурсĕ иртет. Отрасльти чи лайăххисене палăртас тесе йĕркелет çак конкурса ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви. Ăмăртăва ял хуçалăх организацийĕсенче çулталăк ытла ĕçлекен 18-35 çулсенчи çынсем хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтернисене «Чи лайăх ветеринари врачĕ», «Чи лайăх агроном», «Чи лайăх зоотехник» тата ытти номинацисем парса чыслĕç.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Çураласлăх ӳснĕ
Владимир Путин Федераллă Пухăва Чĕнсе каланă сăмахĕнче Раççейри регионсенчен çурринче çураласлăх ӳсни çинчен пĕлтернĕ. Кăçал Тутарстанра та демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă. 2013 çулăн 10 уйăхне илсен, çуралакансем вилекенсенчен 8495 çын нумайрах. Нумай ачаллă çемьесем те республикăра ӳссе пыраççĕ, вĕсем ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 27961-е çитнĕ.
Шефла пулăшу
Тутарстан, Пушкăртстан, Удмурти пуçлăхĕсем РФ оборона министрĕпе Сергей Шойгупа Федерацин Атăлçи округĕнчи кадет учрежденийĕсене шефла пулăшу парасси пирки килĕшӳ тунă. Раççей çар ведомстви малашне Анат Камăри, Ишимбайри, Воткинскри кадет корпусĕсене вĕрентӳ программисене хатĕрлес, çар техникин пурлăхĕпе тивĕçтерес тата ытти енĕпе пулăшса пырĕ.
Ятарлă режим
2013 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2014 çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен Тутарстанра пушара хирĕç кĕрешмелли ятарлă режима хута яраççĕ.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Паспорт кăтартсан – куратăн
Турци Республикин Хусанти Тĕп элчелĕхĕнче ӳнерçĕсен «Культура кĕперĕсем» пĕрлешӳллĕ куравĕ уçăлнă. Турцирен Махмет Башбуг, Тутарстанран Хамза Шарипов, Чăваш Республикинчен Праски Витти хăйсен ӳкерчĕкĕсене тăратнă курава. Горький урамĕнчи 23/27 çуртра вырнаçнă Консульствăри курава (вăл декабрĕн 27-мĕшĕччен ĕçлет) тӳлевсĕр кĕме пулать, çапах та малтан хуралсене паспорт кăтартма тивет.
Çӳреме пĕлмесен – тӳлеме вĕренен
Тутарстан водителĕсем икĕ çулта çул-йĕр правилисене пăснăшăн пĕтĕмпе 1 миллиард тенкĕлĕх штраф тӳлемен. Çакăн çинчен Тутарстанри Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн Управленийĕн пуçлăхĕ Рифкат Минниханов пресс-конференцире пĕлтернĕ. 2013 çулхи 11 уйăхра республикăри çулсем çинче çӳрес йĕркене пăснă 5,5 миллион тĕслĕх палăрнă.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Ирĕксĕрлемелли ирĕк
Владимир Путин наркомансене ирĕксĕрлесе сыватма ирĕк паракан саккун çине алă пуснă. Уголовнăй кодекса хушăнакан статья тăрăх, суд наркоманипе чирлисене медицина тата социаллă реабилитаци иртме яваплама пултарать. Саккун алă пуснă хыççăн 180 кунран вăя кĕрет.
Лайăххи Тутарстанра
Хусанта 2013 çулта «Тутарстан Республикинчи чи лайăх таварсемпе çăмăллăхсем» тата «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» конкурсра çĕнтерекенсене чысланă. ТР Промышленноçпа суту-илӳ министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, чи лайăххин ятне илес тесе республикăра тĕрлĕ сферăра ĕçлекен 234 предприяти тупăшнă. Тутарстанра çĕнтерекенсен таварĕсене федераци шайĕнчи конкурса тăратнă. Çапла майпа республикăри 54 тĕрлĕ тавар Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» конкурсăн лауреачĕсен ячĕсене йышăннă, 144-шĕ дипмломант пулса тăнă.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Сингапур çывăхланать
Ноябрĕн 18-мĕшĕнче Çарăмсан районĕнчи Ульяновка вăтам шкулĕнче Сингапур методикипе 4 учитель урок кăтартнă. 4, 6, 7, 8-мĕш классемпе Л.Дютина, А.Иванова, Т.Герасимова, Т.Логинова ĕçленĕ. Çак вăйăлла Сингапур методики чылай ачана лайăх вĕренсе кайма шанăç панăн туйăнать. Ачасем те çĕнĕ уроксене питĕ килĕштереççĕ.
Президент чысланă
Тутарстан Республикишĕн нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн ТР Президенчĕ Рустам Нургалиевич Минниханов «АСТЕЙС» хупă акционер обществин директорсен канашĕн председательне Анатолий Константинович Самаренкина Тав çырăвĕ парса чысланă.
Çулталăк вĕçлениччен
Бюджет тăкакĕсене оптимизацилес тĕллевпе РФ Промышленноçпа суту-илӳ министерстви 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çăмăллăхсемлĕ автокредит парас программăна вĕçлесшĕн.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Космоса та çитет
Олимп факелне космоса илсе тухма хатĕрленеççĕ. Çакă ноябрĕн 9-мĕшĕнче пулса иртмелле. «Союз-ФГ» ракета Байконуртан уçлăха çĕкленнĕ ĕнтĕ. Халăхсен хушшинчи космос станцине вĕçекен экипажа виçĕ çын кĕнĕ – Михаил Тюрин, Ричард Мастраккио, Коичи Ваката. Олимпиада факелне космоса МКСри космонавтсем Олег Котов тата Сергей Рязанский кăлармалла.
Трофей пирте
Тутарстан Президенчĕ «Динамо-Казань» хоккей клубне мечĕк хоккейĕпе Раççей Кубокне çĕнсе илнĕ ятпа саламланă. Хоккей клубĕн ертӳçисем (Хисеплĕ президенчĕ Дмитрий Самаренкин, президенчĕ Михаил Сыровацкий, тĕп тренерĕ Владимир Янко) ячĕпе янă саламлă телеграммăра Рустам Минниханов çĕршыв трофейне иккĕмĕш хут çĕнсе илекенсене чунтан тав тунă. «Сирĕн çĕнтерĕвĕр мечĕк хоккейĕн çĕршыври авторитетне çĕклет тата пирĕн республикăпа Раççейре спорта аталантарса сарма пулăшать», – тенĕ телеграммăра.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Страсбургри çивĕч ыйтусем
Ытларикун ТР парламенчĕн пуçлăхĕ Ф.Мухаметшин Страсбургра хăй ертсе пыракан Европа Канашĕн Вырăнти тата регионсенчи влаçсен конгресĕн çивĕч ыйтăвĕсен енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Чи малтанах Фарид Хайруллович Турци делегацине Турци Республики йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнипе саламланă.
Ларура чикансен диаспорисем çине тимлĕх уйăрнă, вырăнти тата регионсенчи влаçсен сусăр çынсене çăмăллăнах куçса çӳреме условисем туса парассине аталантармалли çинчен калаçнă.
Раççейĕн хаклă бренчĕ
Раççейĕн чи хаклă таварĕсене тĕпчесе Interbrand Халăхсен хушшинчи консалтинг агентстви 40 ят (бренд) палăртнă. Çав списока кĕнĕ компанисем финанс, маркетинг кăтартăвĕсемпе ыттисенчен малта. Рейтинга «Газпром» уçать. Рейтингăн малтанхи вунă ятĕнчен пĕри «Татнефть» пулни тутарстансене, уйрăмах нефть уçлакансене, мăнаçлантарать.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Ертӳçĕ улшăннă
Юнкун Республикăри пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин ертӳçи Ирек Миннахметов «Татмедиа» УАО коллективне çĕнĕ генеральнăй директорпа паллаштарчĕ. Халĕ уçă акционерлă обществăна Фарит Шагиахметов ертсе пырать. Фарит Ильдусович пичет ĕçĕнче çĕнĕ çын мар, вăл 1986 çултан пуçласах хаçат-журнал издательствисенче, Пичет тата Çыхăну министерствисенче тăрăшнă. 2003 çултанпа Республикăри пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин ертӳçин пĕрремĕш çумĕнче вăй хунă.
Пуçлăхсем те вĕренеççĕ
Ку эрнере Тури Услон районĕнче вырнаçнă «Казань» ту йĕлтĕрĕн комплексĕнче районсен пуçлăхĕсем пуçтарăннă. Пĕр ахаль мар, паллах. Вĕсем валли кунта вĕренӳ йĕркеленĕ. «Тутарстан Республикинчи муниципаллă районсен пуçлăхĕсен ертсе пырас компетенцийĕсемпе профессире кирлĕ хăнăхăвĕсене аталантарасси» программа тăрăх пуçлăхсен умĕнче пĕрремĕш лекцие ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков вуланă.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Пăсрăн-тăк – тӳле
Федераци Канашĕ табак туртассипе кĕрешекен закона пăснăшăн яваплăха ӳстернине ырланă. Халĕ çул çитменнисене пирус сутнăшăн 3 пин тенкĕрен пуçласа 5 пин тенкĕ таранччен штраф парĕç. Должноçри çынсем çак йăнăшшăн 30-50 пин тенкĕ тӳлĕç. Ачасем вылякан площадкăсенче пирус туртнăшăн 2-3 пин тенкĕ штраф парĕç. Çул çитмен ачана пирус туртма вĕрентекенсен те 1-2 пин тенкĕ кăларса хума тивĕ.
Çĕнĕ машина тухать
Елабугăри «Форд Соллерс» заводра «Форд Куга» çăмăл машинăсене кăларма пуçлĕç. Производствăна хута ярас чаплă церемоние ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков хутшăннă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл çак производство ĕçлеме тытăнни республикăра нумай çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелени çинчен каланă. Çулталăк вĕçлениччен «Форд» компанин Тутарстанри завочĕсене тата 500 яхăн çынна ĕçе йышăнĕç тесе пĕлтерет ТР Президенчĕн пресс-служби.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Амăшĕсен амнистийĕ
Президент çумĕнчи Этем прависемпе ĕçлекен канаша Владимир Путин РФ Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнĕ тĕлĕшпе амнисти проектне хатĕрлеме хушу панă. Çак амнистие Патшалăх Думи çирĕплетес пулсан, тĕрмере ларакан йывăр çын хĕрарăмсем, пĕчĕк ачаллă аннесем, самай ватă çынсем, инвалидсем ирĕке тухма пултараççĕ. Çакă амнисти указне мĕнле статьясене кĕртнинчен те килет.
Пуянсен аллинче
Ют çĕршыври тĕпчев институчĕсем палăртнă тăрăх, çынсем илекен тупăшăн танмарлăхĕпе Раççей тĕнчипе мала тухса пырать. Çакнашкал танмарлăх Кариб тинĕсĕнчи хăш-пĕр çĕршывсенче кăна пур-мĕн. Раççейри 110 миллиардер пурлăхĕ çĕршыври мĕнпур кил-çурт хуçалăхĕн пурлăхĕпе танлаштарсан 35 процент таранччен йышăнать. Тĕнчери миллиардерсем хăйсен çĕршывĕсенче пурлăхпа вăтамран 1 е 2 процент йышăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Урăх çĕрте шырăр
«Сувар» хаçат 20 çул тултарнă тĕле пирĕн учредитель «Татмедиа» УАО редакцие пысăк парне туса савăнтарчĕ. Чистопольски урамĕнчи 5-мĕш çуртри хĕлле аран ăшăнакан пӳлĕмсенчен хаçат редакцийĕ Академически урамĕнчи 2-мĕш çуртри 3-мĕш хутри хăтлă пӳлĕмсене куçрĕ. Халĕ пирĕн пата 222-09-84 номерпе (хушма номерсем 16-04, 16-05) шăнкăравлама пулать.
Марс – шывлă планета
Çак планета çинче «панулмисем чечеке ларма» чăннипе те пултараççĕ ахăр. Американецсен «Кьюриосити» марсохочĕ унти хĕрлĕрех тĕслĕ тусанлă тăпрана тĕпченĕ хушăра унта нӳрĕк асăрханă. Хĕрлĕ планета çинче шыв пурри – унта çынсем вĕçсе килессине ансатлатать. Çакă хăçан пулса иртесси хальлĕхе паллă мар-ха.
Хусан симĕсленет
Хусана Шупашкар пекех ем-ешĕл курăк-йывăç айне путарасшăн унăн пуçлăхĕсем.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Кăнна Кушкинче кĕтеççĕ
Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче И.С.Максимов-Кошкин ский çуралнăранпа 120 çул çитнине палăртса уяв мероприятийĕсем иртеççĕ. Çак кун ялтан тухнă паллă çынсене халалласа тунă мемориал стенине те уçĕç. Вăл шăпах Кăнна Кушкинчи çĕнĕ часавай патĕнче вырнаçнă. Вырăнти чăваш центрĕ кăмăл тăвакансене пурне те уява хутшăнма йыхравлать.
ЧНКА ларăвĕ
Сентябрĕн 19-мĕшĕнче 12 сехетре Хусанти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче (Павлюхин урамĕ, 57) ТР Чăваш наципе культура автономийĕн канашĕн ларăвĕ иртет. Унта октябрь уйăхĕнче Шупашкарта иртекен Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвне хутшăнма делегатсем çирĕплетĕç тата Тутарстанри чăвашсен обществăлла организацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ хăçан пулассине палăртĕç.
Тӳлевсĕр пулăшу
Сентябрĕн 20-мĕшĕ – Пĕтĕм Раççейри тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ памалли кун.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Миллиардсене кăнтăра
Сочири Олимп вăййисене хатĕрленнĕ çĕре пурĕ 214 миллиард тенкĕ укçа ямалла, вĕсенчен 100 миллиард – патшалăх укçи, 114 миллиард – инвестицисем. Çĕршыв Президенчĕн шухăшĕпе, спортпа сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси – «эпир çакнашкал тăкаксем тунин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри». Сочире çĕршер километр çул, вуншар кĕперпе тоннель тунă. Унта пиншер ĕç вырăнĕ йĕркеленнĕ.
Чĕлхе тăванлăхĕ
Рустам Минниханов Турцин экономика министрĕпе Зафер Чаглаянпа тĕл пулнă. Тутарстанра турккăсен капиталĕ хутшăннипе 278 пĕрлехи предприяти ĕçлет, «Алабуга» экономика зонинче 4 пысăк проекта хута янă. Турци инвестицийĕсем Тутарстанра пурĕ 2 миллиард тенке çитеççĕ. Тĕрĕк чĕлхиллĕ ытти регионсемшĕн ку курăмлă тĕслĕх.
Çумăр налогĕ
Çĕршывăн Инçет Хĕвелтухăç енĕ кăна шыв айне путмасть.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Çĕнĕ шăпăр
Ку эрнере ТР Президенчĕ яланхи канашлура кадрсен ылмашăвĕсем çинчен пĕлтернĕ. Асгат Сафаров Президент Аппарачĕн ертӳçинче ĕçлеме пуçлать. Çак вырăнта маларах ĕçленĕ Юрий Камалтынов ТР Премьер-министрĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнать. Унăн кандидатурине Патшалăх Канашĕ те çирĕплетмелле. Унсăр пуçне Президент республикăра капиталлă юсав ĕçĕсем графикран кая юлса пынишĕн айăплисене ура çине тăратнă.
Ӳсĕм чакать
РФ Экономика аталанăвĕн министерстви çĕршывăн экономика аталанăвĕн прогнозĕсене татах чакарнă. Апрель уйăхĕнче вăл 2,4 процент пулать тенĕ пулсан, халĕ ведомство ӳсĕм 1,8 процент кăна пулать тет. Çулталăк пуçламăшĕнче ӳсĕм 3,6 процент пулмалла тенине те астăватпăр. Тĕнчери экономикăра ӳсĕм пур пулсан, пирĕн мĕншĕн çук, нефть хакĕ баррельшĕн 100 доллартан чакман-çке?

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Ытлашшишĕн ытларах
2014 çултан Раççейре электричествăпа усă курас лимитсене ĕçе кĕртме палăртаççĕ, ун хыççăн шыв лимитне те пăхса тухмалла. Хальхи вăхăтра кранран шыв юхтарнăшăн е счетчикпа, е нормативпа тӳлеççĕ. Малашне шыв илни нормативран иртсен – уншăн пысăкрах тарифсемпе тӳлеме тивĕ. Кашни регионта пĕр çын пуçне шывпа усă курас социаллă норма хăйĕн пулать. Чăнах та, пусă алтса шыв ăснинчен йӳнĕреххи хальлĕхе çук-тăр çав.
500 тенкĕ тавра
Федерацин Атăлçи округĕнче çынсем лавккана пĕрре кĕрсе вăтамран 481 тенкĕлĕх тавар туянаççĕ. Атăл тăрăхĕнчи вăтам чек ыттисемпе танлаштарсан – пысăках мар. Çапла Федерацин Центральнăй округĕнче çынсем лавккара вăтамран 513, Çĕпĕр округĕнче – 513, Инçет Хĕвелтухăç округĕнче – 360 тенкĕ хăвараççĕ. Пĕтĕмлетӳ: пилĕкçĕр тенкĕсĕр лавккана ан та кай.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Пуянсем Раççейрен ак ĕнтĕ миçе çул хăйсен капиталне илсе тухаççĕ. РФ Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, июль уйăхĕнче кăна чикĕ леш енне 6-7 миллиард доллар кайнă. Паллах, экономикăшăн ку çухату. Çапла пĕлтĕр çĕршывран 54 миллиард доллар илсе тухнă инвесторсем. Ют çĕршыв усламçисем ăнлантарнă тăрăх, Раççейри проектсене финансласси хальхи вăхăтра çав тери теветкеллĕ. Укçине çухатасран хăраççĕ пуль.
 
Раççей территорийĕнче халĕ васкавлă службăсене 01, 02, 03, 04 телефонпа çеç мар, 112 номерпе те йыхăрма пулать. Çакна килти телефонпа та, кĕсьерипе (сотовый) те тума пулать. Тутарстанра ку проект икĕ çул каяллах ĕçлеме пуçларĕ. Çул çинче авари-мĕн пулас пулсан ку номер çав тери усăллă.
 
Универсиада объекчĕсенче пулса курнисем унта металл шыракан детекторлă арка витĕр иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Клубсем мĕншĕн ĕçлемеççĕ?
Рустам Минниханов нумай пулмасть уçăлнă ял клубĕсен ĕçĕпе кăмăлсăр. Вĕсем çинчен ăна Интернет урлă пĕлтернĕ имĕш. Президент район пуçлăхĕсене асăрхаттарса каланă: «Хăвăр объектсем ыйтса çӳретĕр, вĕсем пушă тăраççĕ е каçхине кăна ĕçлеççĕ, нимĕнле кружок та çук. Эпир укçа-тенке палăксем лартма тăкакламастпăр!» Республика пуçлăхĕ культура министрне клубсен ĕçĕнче йĕрке тума хушнă.
Тытса чарнă
Нурлатри июль вĕçĕнчи пулăмсем хыççăн унта Кавказран килнĕ икĕ çынна (следстви версийĕпе çĕçĕпе чикнĕшĕн тата пăшалпа пенĕшĕн) арестленĕ. Унччен маларах вокзал патĕнче çапăçса хулиганла ĕçсем тунăшăн 30 ытла çынна тытса чарнă пулнă. Çавăн пекех, ШĔМ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Нурлатра хирĕç тăракан çамрăксене пулăшма Элкел районĕнчен, Йошкар-Оларан, Чĕмпĕртен килекенсене те полици тытса чарнă.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Концепци çирĕплетнĕ
Рустам Минниханов республикăри патшалăх наци политикин концепцине çирĕплетнĕ. Документ тăрăх, наци политики тутар халăхĕн пур енлĕ аталанăвне тата Тутарстан Республикин историпе йĕркеленнĕ патшалăх формин çирĕпленĕвне тивĕçтермелле. Унсăр пуçне регионра пурăнакан пур халăхăн та тан аталанăвне валли мелсем туса парасси кĕрет çĕнĕ концепцие. Республика бюджетĕнче çак тĕллевсене пурнăçлама 36 миллион ытла тенкĕ хатĕрленĕ.
Пĕтĕрсе чикнĕ
Вăрăсемпе кĕрешекен хăй вăрлани çинчен илтме майĕпен хăнăхса çитетпĕр пулсан та, ТР Коррупцие хирĕç кĕрешекен комитетăн пуçлăхне ултавлăхшăн арестлени çинчен пĕлсен – çак пулăм çав шаях çитнинчен тĕлĕнтĕмĕр. Судра пăхса тухакан уголовнăй ĕçсене хупма пулăшатăп тесе пысăк начальник бизнесменсенчен миллионшар тенкĕ илсе кĕсйине пĕтĕрсе чикнĕ.

Текста малалла вулăр...

кĕскен

Принц çуралнă
Великобританире ку эрнере чăн-чăн уяв – пурте тахçантанпах кĕтнĕ принц çуралнă унта. Июлĕн 22-мĕшĕнче II Елизавета королевăн мăнукĕн, Кембридж герцогĕн Уильямăн ывăл çуралнă. Акăлчансем пĕчĕк принца тепĕр кунах, Уильямăн мăшăрĕ Кейт больницăран тухсанах курма пултарнă. Британи тронĕ çине черетпе аслашшĕ Чарльз, ашшĕ Уильям хыççăн виççĕмĕш ларма пултаракан пĕчĕк принца ят та хунă – Георг Александр Луи.
 
Алă пуснă
РФ Президенчĕ В.Путин «Раççей Федерацийĕн Административлă право нормисене пăсни çинчен калакан кодексне тата «Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх çинчен» Федераллă законăн 28-мĕш статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» Федераллă закона алă пуснă. Ăна РФ Патшалăх Думи 2013 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче йышăннă, Федераци Канашĕ июлĕн 10-мĕшĕнче ырланă.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 14.