Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (06.08.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, 17 - 19 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЭРНЕЛӖХ ГОРОСКОП 07.11 – 13.11

АКА 21.III – 20.IV

Çак тапхăрта сывлăха тимлемелле: инфекцилле вируссенчен асăрханмалла, нерв тата чӗрепе юн тымарӗсен системи айванрах. Ӗçре кӗтмен ăнăçу пулать. Хăш-пӗр ӗмӗтсем юлташсем пулăшнипе пурнăçланаççӗ. Эрне вӗçӗнче ăнланмалла мар лару-тăру, интригăсем пулма пултараççӗ.

 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Кăткăс тапхăр: вăй-хал та çук пек, кăмăл-туйăм та сӳрӗкрех, пӗчченлӗх пусса илет, ыйхă вӗçни аптратать. Эндокринпа лимфа системи хавшак­рах. Ку эрнере кăшт лăпкăрах пурăнма тăрăшмалла, канма вăхăт тупмалла.


ЭРНЕЛӖХ ГОРОСКОП 17.10 – 23.10

ТАКА 21.III – 20.IV

Çак тапхăрта тӗллевсене пурнăçлама, ӗçре çитӗнӳсем тума майсем пулаççӗ, авторитетлă çынсен тӗревне туятăр. Хăвăр çынсемпе ырă пулсан ӗç-пуçсем сире кирлӗ пек пулса пырӗç. Аслăрах çынсемпе, ӗçтешсемпе, пуçлăхсемпе хирӗçесрен асăрханăр. Суя информаципе улталанма пултаратăр.

 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Ку эрнере харпăр пурнăçа анлăлатас килӗ, хăшӗсем çулçӳреве тухма, теприсем çӗнӗ ӗç пуçарма шутлӗç. Авантюрăлла проектсенчен сыхланăр, уйрăмах вӗсем укçа-тенкӗпе çыхăннă пулсан. Закона хирӗçле ӗçсем тăвас хăрушлăх пур. Тимлӗхе спорт çине куçарсан лайăхрах пулӗ.


ЭРНЕЛӖХ ГОРОСКОП 26.09 – 02.10

ТАКА 21.III – 20.IV

Çак тапхăрта мӗн-тӗр çӗннине пуçламашкăн лайăх. Паллах, унччен маларах хăвăрпа пӗр шухăшлисем, пулăшма пултаракансем пур­рине пӗлме тăрăшăр. Октябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче ӗлӗкхи юлташсене тӗл пулма пултаратăр, ку пурнăçăра тӗпрен улăштарӗ.

 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Кашни хăй шухăшӗ çине тăнипе, парăнма шутламаннипе çемьере хирӗçтăрусем пулма пултараççӗ. Сирӗн миротворец пулмах тивет, унсăрăн лăпланаймӗç. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ те савăнтармасть. Пысăк укçа кирлӗ пулӗ – ниçтан тупма çук, кредит илмелли çеç юлать.


Эрнелӗх 12.09 – 18.09

ТАКА 21.III – 19.IV

Тахçанхи пӗлӗшӗрсем çак кунсенче сирӗн çине пысăк витӗм кӳреççӗ. Нумайранпа шутласа çӳрекен ӗмӗтӗре пурнăçлама вăхăт çитнӗ. Юратура тӗрӗслев тапхăрӗ пырать, ытлашши пăлханма кирлӗ мар, кӗçех лару-тăру лайăхланать. Такан сывлăхӗ хăрушлăхра мар, йăлт аван. Ку эрнере туянакан япаласем чылай вăхăт усă кӳрӗç.

 

ВĂКĂР 20.IV – 20.V

Тăрăшăр, ӗçлӗр, плансем туса пурнăçа кӗртӗр, пӗр сăмахпа – самант та алă усcа лармалла мар. Харкам хутшăнусенче Вăкăрсене ăнăçу кӗтет. Сывлăх пирки ӳпкелешме сăлтав çук пулин те уçă сывлăшра час-час утса çӳреме сӗнеççӗ çăлтăрсем. Пурлăхпа, укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусене хăвăршăн лайăхпа татса паратăр.


Эрнелӗх 05.09 – 11.09

ТАКА 21.III – 20.IV

Ку эрне укçа-тенкӗ енчен ăнăçлă пулать, ӗçлени тупăша ӳстерме пулăшӗ. Харпăр бизнес пуррисен кашни утăма шутласа тумалла, йăнăшсан çухатусем те пулӗç. Укçăра куçман пурлăха хывас тесен лайăхрах вăхăта кӗтӗр. Творчествăпа ӗçлекенсен çак тапхăрпа пӗлӳпе пултарулăх шайне ӳстерессишӗн усă курмалла.

 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Çак тапхăрта питӗ активлă пулатăр – вăй-халăрпа кирлӗ çӗрте усă курма пӗлӗр. Вăхăтăра кирлӗ мар ӗçсемпе пуш калаçусем çине ямалла мар. Калаçма пӗлнине кура ку эрнере усăллă паллашусем пулӗç. Тӗп ӗçсене тимлӗх уйăрни стрессемпе хӗвӗшӳрен сыхласа хăварӗ.


2014 – КĂВАК ЛАША ÇУЛĔ

2014 – хĕвел тухăç гороскопĕпе Кăвак Йывăç Лаша çулĕ. Чăннипе вăл 2014 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче кăна пуçланать-ха, анчах та йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çула декабрĕн 31-мĕшĕнче кĕтсе илессине никам та пăрахăçламан. Çулталăк ăнăçлă ирттĕр тесен ăна мĕнлерех кĕтсе илмелле-ха?
Чи малтанах Çĕнĕ çула пысăк çуртра кĕтсе илме тăрăшмалла – Лаша ирĕклĕхе юратать вĕт. Сехет йĕпписем çур çĕр çитнине пĕлтернĕ самантра урамра пулсан тата та аванрах – унта шăпах вырăн та нумай, сывлăш та уçă. «Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илетĕн, ăна çавăн пек ирттеретĕн», – тенине асра тытса уява савăнăçлă ирттерме тăрăшмалла.
Çĕнĕ çул каç кăçал ташламалла теççĕ, мĕн чухлĕ ытларах – çавăн чухлĕ аванрах. Лаша куçăма тата хăвăртлăха юратать. Ыттисем савăннине айккинчен кăна пăхса ларакансене Лаша «асăрхамасăр хăварма» пултарать.

Текста малалла вулăр...

2013 – ÇĔЛЕН ÇУЛĔ

2013 çул Хĕвел тухăç гороскопĕпе – хура Çĕлен çулĕ. Вĕçленсе пыракан çулăн хуçи – Аçтаха – власть тилхепине ăна февралĕн 10-мĕшĕнче кăна парать пулин те, эпир Çĕнĕ çула декабрĕн 31-мĕшĕнче çĕрле кĕтсе илетпĕр, апла-тăк – Çĕлен çулне те.
Çĕлен çулĕнче пысăк улшăнусем пулаççĕ тесе систереççĕ астрологсем. Çапах та иртсе пыракан Аçтаха çулĕпе танлаштарсан, Çĕлен çулĕ лăпкăрах тата аркатусăртарах пулма тивĕç. Культура, эстетика, илем патне туртăнасси ӳсет. Тибет астрологийĕпе килĕшӳллĕн, 2013-мĕш – шыв Çĕленĕн çулĕ, апла-тăк унăн тĕсĕ – кăвак. Шыв Çĕленĕ пуян фантазипе, артистлăхпа, искусствăпа музыкăна юратнипе уйрăлса тăрать.
Ăс-тăнпа çыхăннă ĕçре тăрăшакансен ĕçĕ ăнать ку çул. Китай гороскопĕнче ахальтен-им Çĕлен ăс-тăн, шухăшлав, ирĕклĕх палли? Çавăнпа тĕплĕн шутлакансене Çĕлен пулăшусăр хăвармастех эппин.

Текста малалла вулăр...

ГОРОСКОП

ТАКА 21.III – 19.IV
Пăшăрханмалли-тарăх малли тупăнсах тăрать. Халиччен сăмах парса пурнăçламан ĕçсем йышланса кайнă, çак эрнере тытăнмаллах вĕсене – «ырана хăварас» лимит пĕтнĕ. Кăшт курнăçланни самай хавхалантарать, уйрăмах хĕрарăма. Ал вăйĕпе тумалли йывăр ĕçсене ку тапхăрта «кӳлĕнни» сывлăхшăн сиенлĕ. Укçа-тенкĕ енчен йăлт йĕркеллĕ, Така ахалех шикленет.
 
ВĂКĂР 20.IV – 20.V
Таврари çынсем патне тимлĕрех пулмалла, пуçа килнĕ кашни шухăша каласа пама васкамалла мар. Ăмсанса, кĕвĕçсе ура хурас текенсем сиен ан кӳччĕр. Вăкăрăн савнийĕпе хирĕçсех каймасан та, тавлашма тиветех пулĕ – шухăшсем пур чух та пĕр килмеççĕ. Юнкун сывлăхăра уйрăмах лайăх тимлĕр. Çăлтăрсем ку эрнере сирĕн финанс ăнăçăвĕ пуласса систереççĕ.
 
ЙĔКĔРЕШСЕМ 21.

Текста малалла вулăр...

ГОРОСКОП 2012 ÇУЛА

ТАКА 21.III – 19.IV
Вут-хĕм сапса тăракан Аçтаха тĕллевне пурнăçлама çине тăракан Такасене сахал мар ырă улшăнусем парнелет. Вĕсен кăçал çанă тавăрсах ĕçе кӳлĕнмелле. Астăвăр – выртан чул айне шыв юхса кĕмест. 2012 çулта Такасен илĕртӳлĕхĕ ӳсет, çынсемпе çăмăллăнах хутшăнаççĕ, çапла майпа авторитечĕ те ӳссе пырать. Кăçал сирĕн интуици питĕ çивĕч, çавăнпа шалти сассăра лайăх тимлĕр, вăл улталамĕ. Турă панă пултарулăхпа усă курма пĕлни Такасене çитĕнӳ тума май парать, анчах çав вăхăтрах ытлашши теветкелленесрен, астаракан ĕмĕт-шухăш тыткăнне лекесрен асăрханмалла, мĕншĕн тесен вĕсем сире тĕллевĕртен пăрма пултараççĕ. Сирĕншĕн чи пĕлтерĕшли – кирлĕ-кирлĕ мар япаласем çине тимлĕх уйăрса вакланса каясран сыхланасси. Лайăххи, пысăк ĕçсем çинчен кăна шутламалла. Çапла тусан çитĕнӳсем савăнтарма чарăнмĕç.

Текста малалла вулăр...

2012 – АÇТАХА ÇУЛĔ

2012 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Китай гороскопĕпе Аçтаха çулĕ пуçланать. Пĕрисем ăна Хура теççĕ, теприсем – Кăвак. Мĕн кĕтет-ха пире çывхарса килекен çĕнĕ çулта тата çулталăк хуçи еплескер?
Аçтаха – чаплă тата хăватлă чĕр чун, тухăçра ун çулĕнче çуралнине чăн-чăн ăнăçу тесе шутлаççĕ. Ара, императорсене шăпах Аçтаха пулăшса пырать вĕт. Аçтахана юрама пĕлетĕн-тĕк – сана ăнăçу, обществăра хисеп кĕтет. Ăна çиллентерсен вара… Çак чĕр чун пархатарлă та хăюллă, анчах питĕ хăрушă та. Тавăраканскер мар, анчах самантрах тулхăрса кайса «хăлха чикки» параканскер. Апла-тăк çывхарса килекен çулта пĕр-пĕр ĕç тăвиччен «çиччĕ виçсе пĕрре касмалла».
Аçтаха ăнăçуллă, тĕллевлĕ çынсене юратать. Вăл ăмăртусемпе хитре çĕнтерӳсен сывлăшĕпе сывлать. 2012 çулта хăйсене алăра тытма, хăйсен пултарулăхне усăллă ĕçе яма пĕлекенсен ĕçсем ăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ГОРОСКОП ÇУЛТАЛĂКА

ТАКА 21.III – 19.IV
Кушак çулĕ ăс-хакăл пуянлăхне хушса тĕнче курăмне лайăхлатмалли вăхăт. Наукăра çитĕнӳсем тума та, çул çӳреве тухма, тăванăрсемпе хутшăнусене çирĕплетме меллĕ. Кăçал çынсемпе хутшăннинчен хăвăра усă тăвассишĕн тăрăшмалла мар, 2011 çулта юлташăрсем мĕн-тĕр ыйтсанах памалла. Çапла тумасан шăпа тавăрĕ – çывăх çынсем шанма пăрахĕç, ютшăнĕç. Мĕн чухлĕ ырă ĕç тăватăр кăçал, шăпа сирĕнпе çавăн чухлĕ ырăрах пулĕ. Юратура Такасем чăн-чăн çĕнтерӳçĕ пулĕç. Пурте сире «çавăрттарса» яма хăтланĕç, çакна пула арлă-арăмлисен мăшăрĕсем кӳлешме хăтланĕç. 2011 çулта çавăрнă çемье çирĕп пулать, Така килĕнче мирпе юрату хуçаланĕç.
Кушак çулĕнче Такасенчен чылайăшĕ ĕç вырăнне е профессие улăштарасси пирки шухăша кайĕç. Така-журналистсем тата çар çыннисем карьера пусмипе «маччанах» çитеççĕ.

Текста малалла вулăр...

ШУРĂ КУШАК ÇУЛĔ

Çывхарса килекен 2011 çул Хĕвел тухăç гороскопĕпе Шурă Кушак е Кролик çулĕ. Мĕншĕн тӳрех икĕ чĕр чуна асăнаççĕ-ха? Китайпа Японин астрологи системисем кăштах уйрăлса тăнипе иккен. Пирĕншĕн, анăç культурине çывăх çынсемшĕн, кушакпа кролик хушшинче пысăк уйрăмлăх пек туйăнать. Анчах та тухăçра пурăнакансем урăхларах шутлаççĕ курăнать. Вĕсемшĕн чи кирли – çак икĕ чĕр чун та тăватшар ураллă, иккĕшĕ те «шывран тип-типĕ тухма» пултараççĕ. Çывхарса килекен çул чи кирли шăпах çакă пулса тăрать те. Каларăмăр ĕнтĕ, çитес çула Кушак çулĕ тесен те, Кролик çулĕ тесен те йăнăш мар. Эпир Кушак çинче чарăнар-ха.
Шурă Кушак пĕр вăхăтрах харсăр тата асăрхануллă, чыса юратать тата сăпайлă, хутшăнма кăмăллать тата виçеллĕ, нумай пĕлме юратать тата хăйне тытма пĕлет, сӳрĕк тата çине тăракан, вичкĕн тата ансат… Çапах та Шурă Кушак ытларах дипломат, кĕрешӳçĕ мар.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

ГОРОСКОП

ТАКА 21.III – 19.IV
Эрне пуçламăшĕнче сире тăванăрăн проблемисене татса пама тивет. Эрне вĕçĕнче çывăх çыннăрсемпе хирĕçсе кайма пултаратăр. Юрату фронтĕнче те ăнланманлăхсем çивĕч тавлашăва çаврăнас шанăç пур. Çитменнине тата çак эрнере Такан шăнса пăсăлас хăрушлăх пур, урама тухнă чух халичченхинчен ăшăрах тумланăр. Укçа-тенкĕ лару-тăрăвĕ тăнăç мар.
ВĂКĂР 20.IV – 20.V
«Мĕн пулса иртет, йăлт лайăха», – текен принципа пăхăнса пурăнăр. Ĕçре эсир тинех тахçанхи планăрсене пурнăçлатăр. Юрату пирки каламалли темĕнех çук, юратнă çын патне тимлĕрех пулăр. Сыпăсене тата юн тымарĕсене çирĕплетĕр. Çак эрнере Вăкăр ирĕклĕнех лавккасене çӳреме пултарать.
ЙĔКĔРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрне сирĕншĕн ăнăçлă пуçланать. Ку тапхăр сирĕншĕн интереслĕ тата усăллă паллашусемпе асра юлĕ.

Текста малалла вулăр...

ГОРОСКОП

ТАКА 21.III – 19.IV
Эрнен иккĕмĕш çурри сирĕншĕн уйрăмах ăнăçлă иртĕ. Такан пурнăçра мĕн-тĕр улăштарма меллĕ вăхăт килсе çитнĕ. Хăвăрăн интуицие тăтăшрах тимлесен çитĕнӳ пулатех. Юрату пирки мĕн каламалла?.. Çĕнĕ роман пуçласси пирки шутласа пăхман-и? Ал вăйĕпе тумалли ĕçсемпе ытлашши ан аппаланăр. Тупăшсемпе тăкаксене лайăх шутласа пырăр.
ВĂКĂР 20.IV – 20.V
Çак эрнере Вăкăр тимлĕхĕ пĕтĕмпех ĕç çинче пулать. Ӳркенмесен мĕн кăна тума ĕлкĕрместĕр эсир – хăвăртан хăвăр тĕлĕнĕр. Юратнă çынпа çирĕппĕн калаçма тивет. Косметика процедурисем ирттерме Вăкăршăн питĕ меллĕ вăхăт, усă курса юлăр. Çак кунсенче кĕтмен çĕртен юлташăрсем кивçен укçа ыйтĕç.
ЙĔКĔРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрне варринче Йĕкĕрешсен чăнах та пур çĕрте те ăнăçу пулать, усă курса юлăр.

Текста малалла вулăр...

ГОРОСКОП

ТАКА 21.III – 19.IV
Кăçал сире ĕçре пысăка хурса хаклĕç, мăшăр сирĕн туйăмсем сивĕнесрен хăраса хăйĕн юратăвне ĕнентерме тăрăшĕ. 2010 çулта эсир канăва халичченхинчен интереслĕрех, хаваслăрах ирттеретĕр. Апла пулин те инçете, чикĕ леш енне кайма ан васкăр – ĕçлĕ çул çӳрев-тĕк, усси пулмĕ, канма каяс-тăк, кăткăс самантсем сиксе тухĕç. Лотерея билечĕсем туянса укçа тăккалани вара хăйне тӳрре кăларма пултарать е эсир еткерçĕ пулса тăратăр. Кăçал эсир пурăнакан вырăна улăштаратăр, анчах хальхинчен инçетех куçмăр.
Ачасемпе асăрхануллăрах пулăр. Çула çитмен ачисемпе Така-амăшне çăмăлах килмест. Чăтăмлăрах пулăр, упăшкăр та сире ăнланса пулăшма тăрăшать.
Така-предпринимател ьсен теветкелленмелле мар, опытлă юлташăрсемпе канашласа илме ан вăтанăр. Енчен те эсир çĕнĕ çум (заместитель) лартасшăн, вăл Арăслан е Скорпион ан пултăр, ун пеккисенчен хăвăртрах хăтăлмалла.

Текста малалла вулăр...

ЭРНЕЛĔХ 25.05 – 31.05

ТАКА 21.III – 19.IV
Çемье ыйтăвĕсем сирĕн пĕтĕм тимлĕхе тытса илĕç. Тăвансен пурнăçне лайăхлатассишĕн çине тăратăр. Сăмах панине тытма вара хăвăр шутланă пек çăмăл пулмĕ. Юратăва пысăк улшăнусем кĕртес килет. Эрне варринче Такан апат хуранĕ аптратма пултарать. Стоматолог патне пуçтарăннă пулсан çак эрнере çитĕр, ăнăçлă пулать. Финанссемпе улшăну çук.
ВĂКĂР 20.IV – 20.V
Ĕçре кĕтмен хыпар пĕлме тӳр килет. Эрнен иккĕмĕш çурринче Вăкăр тахçанах маннă проблемăсем патне таврăнма тивет. Юратнă çын тахçан кӳрентернисене манма йывăр пулĕ. Сыпăсемпе чĕрене асăрхасах тăрăр. Финанс лару-тăрăвĕ тăнăç, анчах пысăкрах тупăш илесси пирки ĕмĕтленме кирлĕ мар.
ЙĔКĔРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрне пуçламăшĕнче таврари çынсем сирĕн çине кăна пăхĕç. Эсир вĕсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтеретĕр.

Текста малалла вулăр...

ЭРНЕЛĔХ 11.05 - 17.05

ТАКА 21.III – 19.IV
Пысăк ĕмĕтсене пурнăçлама хăтланни усăсăр. Ĕçре кăткăс лару-тăру – вутпа çулăм витĕр те, шыв витĕр те, пăхăр пăрăхсенчен те тухма тивет. Пуçлăх чăтма çук хытă тарăхĕ, çавăнпа пур пек ĕçсене ырана хăвармасăр вĕçлĕр. Савнă çынна тахçан урăххипе улталани халĕ çиеле тухать. Эрне варринче çурăм шăммине ытла йывăр ĕçпе амантма пултаратăр. Хăвăр палăртнинчен нумайрах тăккаланма тӳр килет, перекетлĕх пирки ан манăр.
ВĂКĂР 20.IV – 20.V
Хĕвел айĕнчи вырăн кĕрешӳре çĕнтерсен тин лекĕ сире. Вăкăра тĕрĕс мар айăпласси те пулĕ-ха. Апла пулин те ăнăçу сире пĕрех шыраса тупать, анчах кăшт каярах. Юратури хутшăнусенче лару-тăру хĕрсех пырать: шăрпăк чĕртсен сирпĕнсе кайĕ. Пĕвер самаях хавшанă, эрех-сăрапа, ăшаланă çуллă апатпа ан аптратăр ăна. Укçа-тенкĕ енчен савăнмалла кăна – пĕтĕм тӳлевсене илетĕр тата кивçенсене те тавăрса парĕç.

Текста малалла вулăр...

ЭРНЕЛĔХ 04.05 – 10.05

ТАКА 21.III – 19. IV
Çак эрнере Такасен хирĕçӳсем нумай пулĕç. Апла пулин те, чăрмавсене пăхмасăр шутласа хунисене пурнăçлаятăр, тавлашусенчен те çĕнтерӳçĕ пулса тухăр. Харкам пурнăç сирĕн вăйлă юхăмлă çырмана аса илтерет, ишсе тухаятăр-и унтан – хăвăртан килет. Эрне варринче хăвăра упрăр, уйрăмах сирĕн пӳре чирĕсем пулсан. Укçа-тенкĕ лару-тăрăвĕ кулянмалла мар, пĕр пек тăрать.
ВĂКĂР 20.IV – 20.V
Çитес эрне сирĕншĕн ăнăçлă пулать. Хăвăршăн питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçсене çуралнă кун хыççăн пуçăнăр, вăй та хушăнать тата тĕллевĕсем те уççăнрах курăнĕç. Юратнă çынпа хутшăнусене уçăмлатма хăтланни япăх вĕçленме пултарать, тăхтăр кăшт. Йывăр чирсене сиплени ку тапхăрта усă памĕ. Венерăпа Меркурий финанссем енчен лăпкăлăх витĕмĕ, ăнăçу кӳреççĕ.
ЙĔКĔРЕШСЕМ 21.V – 21.

Текста малалла вулăр...

ЭРНЕЛĔХ 27.04 – 03.05

ТАКА 21.III – 19.IV
Сирĕн пурнăçа улшăнусен çилĕ вирхĕнсе кĕрет. Эрне Такашăн питĕ хаваслă иртет, нумай ыйтăва, уйрăмах карьерăпа çыхăннисене çăмăллăнах татса пама ĕлкĕретĕр, тусăрсен çитĕнĕвĕсем сире те савăнтараççĕ. Харкам пурнăçра сирĕн çĕнĕ тапхăр пуçланать.
Спортра ытла пысăк çитĕнӳсем тăвассишĕн сывлăхăра ан пĕтерĕр. Пурлăх, укçа-тенкĕ енчен çăлтăрсем сире ăнăçу кĕтни çинчен систереççĕ.
ВĂКĂР 20.IV – 20.V
Ума чăрмав кăларса тăратассăн туйăнакан лару-тăру, калаçусем сире пулăшу та парĕç-ха. Шăпа кӳрекен сюрпризсем сирĕн оптимизма ӳстерĕç. Вăкăрăн романтикăлла ĕмĕчĕсем çак тапхăрта пĕтĕмпех пурнăçланаççĕ: туйăмсен хĕрӳлĕхĕ те çителĕклех пулать. Апата суйласа çийĕр, ал вăйĕпе тумалли ĕçсемпе халран кайиччен ан аппаланăр. Финанс ăнăçăвĕ сирĕн алăра.

Текста малалла вулăр...

ЭРНЕЛĔХ 20.04 – 26.04

ТАКА 21.III – 19.IV
Эрнен иккĕмĕш çурри Такасемшĕн ăнăçлă, унччен «хуллен пыран – инçе каян» тенине асра тытмалла. Эрне вĕçĕнче пĕтĕм тĕнчене телейлĕ тума май шутласа тупатăр. Юратури хутшăнусенче кĕтмен улшăнусем пулĕç. Укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ.
ВĂКĂР 20.IV – 20.V
Хăвăрпа хăвăр кăмăлсăрланни пурнăçа улшăнусем кĕртме хистĕ. Хăвăрах асăрхăр, çакă пысăк çитĕнӳсем тума май парĕ. Эрне çĕнĕ ĕçе пуçăнма меллĕ. Юрату: куç хĕсмелле выляни тахçана тăсăлакан романа çаврăнма пултарать. Ӳте çамрăклатма процедурăсем ирттерни усă кӳрĕ. Финанспа çыхăннă килĕшӳсене алă пусма та, япала туянма та эрне вĕçĕнче ăнăçлă.
ЙĔКĔРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Сире ĕç пуçĕпех «çăтать». Эрне варринче юлташсемпе тĕл пулни, çĕнĕ хыпарсем сирĕн кăмăла çĕклĕç.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3.