Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнĕлĕх

Январĕн 1-мĕшĕнчен çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсен – хирĕçле çул çине тухсан – 5 пин тенкĕ штраф тӳлемелле пулать. Çавăн пекех ОСАГО полисне кĕртмен водитель кăçал, енчен те вăл транспортпа çӳрет пулсан, машинăсăр тăрса юлĕ. Çĕнĕ законпа килĕшӳллĕн, водитель инспектора хирĕçле йĕр çине ăнсăртран тухнине ĕнентерекен малтанлăха правăна пăснă гражданина каçарма та пултараççĕ.
Хирĕçле çулпа пынине ятарлă аппаратура кăтартсан автомашина хуçи патне извещени килет. Çул-йĕр правилине пăхăнманнине инспектор асăрхасан вара водительсен хирĕçле çул çине ăнсăртран тухнине ĕнентермелле. Пĕрремĕш хутĕнче, тен, асăрхаттарĕç кăна.
Паянхи кун инспектора шантару хутне те (доверенность) кăтартма кирлĕ мар. Анчах руль умне ларма пултаракан водительсен хушамачĕсене ОСАГО полисне кĕртни пулмалла.

Текста малалла вулăр...

ШТРАФСЕНЕ ӲСТЕРЕСШĔН

Çул-йĕр правилисене пăснăшăн тӳлекен штраф суммине çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх автоинспекцийĕ «Единая Россия» партипе пĕрле ӳстересшĕн. Çапла майпа çул çинчи пробкăсемпе кĕрешме шутлаççĕ вĕсем. Административлă йĕркене пăснипе çыхăннă Кодекса кĕртмелли тӳрлетӳсен проектне РФ Президенчĕн Д.Медведевăн хушăвĕпе хатĕрленĕ.
Тӳрлетӳсен чылай пайĕ çул-йĕр правилисене пăснипе çул çинче пробкăсем йĕркелекенсене пырса тивет. Тĕслĕхрен, хăш-пĕр водитель светофорăн симĕс çутин юлашки çеккунтĕнче те хĕреслĕ урам урлă каçма васкать. Хальхи вăхăтра куншăн ăна 700 тенкĕ штраф тӳлеттереççĕ пулсан, малашне 1000 тенкĕ пулĕ. Машинăсем капланнă самантсенче ыттисене чăрмантарса çул çине тухакансен енĕпе те наказани çирĕпленет, вĕсене малашне хальхинчен (100 тенкĕ) 10 хут ытларах – 1000 тенкĕ штраф тӳлеттереççĕ.

Текста малалла вулăр...

МАРТĂН 1-МĔШĔНЧЕН — ÇĔНĔ ПРАВАСЕМ

Раççей водителĕсене март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ йышши правасем пама пуçлаççĕ тесе пĕлтерет Раççейĕн тĕп паишникĕ Виктор Кирьянов. Çакăн пек удостоверенисем пĕтĕм халăхсен хушшинчи стандартпа килĕшсе тăрĕç. Тĕпрен илсен, вĕсем киввисенчен питех улшăнмаççĕ. Унчченхи пекех пластикран пулаççĕ, çĕнĕлĕх – ятарлă штрих-код. Шăпах çак код водитель çинчен, удостоверение хăçан пани тата ытти информацие хӳтĕлет. «Ятарлă штрих-кода пула суя удостоверени тума çук, çул-йĕр юхăмне тĕрĕслекенсене вара тĕрĕслев процесне хăвăртлатма май парать», – тенĕ генерал.
Кивĕ удостоверенисене март уйăхĕн 1-мĕшĕнченех улăштармалла тенине пĕлтермест ку çĕнĕлĕх. Кивĕ правасемпе водительсем удостоверенин срокĕ тухичченех çӳреме пултараççĕ. Çĕнĕ удостоверенисен хакĕ те паллă – 800 тенкĕ.

ЗАКОНА ЙЫШĂННĂ-ТĂК – ПĂХĂНМАЛЛА

Хусан урамĕсенчи çулсем çинче маршрутлă транспорт валли йăрăмсем уйăрнипе малтанах автомобилистсем кăмăллă пулмарĕç. Сăлтавне ăнланмалла, Хусанăн тăвăр урамĕсенче ахаль те машинăсем валли хĕсĕк те, маршрутлă транспорт валли ятарлă йăрăмсем палăртни çул-йĕр юхăмне пушшех те кансĕрлетрĕ, ку йăрăмсене кĕнĕшĕн вара РФ Административлă право нормисене пăснин кодексĕн 12.15 статйин 1-мĕш пайĕпе 500 тенкĕ таран штраф тӳлеттереççĕ. Автомобилистсен шучĕпе, закона «çӳлтисем» ĕçлесе çитермен, кун пек правило йышăниччен машинăсем çӳреме условисем туса памалла, урăхла каласан, çулсене тивĕçлĕ шая çитермелле. Маршрутлă транспорт валли уйăрнă йăрăма кĕнĕ водительсене тӳлеттермелли 500 тенкĕ штраф тата РФ Административлă право нормисене пăснин кодексĕн 12.16 статйипе 100 тенкĕ штраф тӳлеттермелли санкцисене пăрахăçлама ыйтса сентябрĕн 25-мĕшĕнче автомобилистсем Хусанти Майăн 1-мĕшĕн тӳремне акцие тухнă.

Текста малалла вулăр...

ӲСĔР ШОФЕРПА АВТОБУС ХУСКАЛМĔ

Сентябрь – вĕренӳ çӳлĕн пуçламăшĕ. Çак уйăхра шăпăрлансен кануран ĕçе куçмалли адаптаци вăхăчĕ пырать. Нумайăшĕ вĕренӳ учрежденийĕсенче те хăйсене ирĕкрех тытма хăтланаççĕ.
Вĕренекенсем хушшинче хăратса укçа ыйтасран, хулиганла ĕçсем тăвасран, çул-йĕр инкекне лекесрен асăрхаттарас тесе, Тутарстан Республикин шалти ĕçсен органĕсем кашни çулах профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ.
Кашни кун ирхине 7 сехетрен пуçласа пĕтĕм уроксем пĕтиччен республикăри вĕренӳ заведенийĕсенче милиционерсем тăраççĕ. Йĕрке пăхса тăмашкăн 3 пин ытла çын уйăрнă. Милицисем шкул умне килсе чарăннă мĕнпур машинăна сăнаса тăраççĕ.
Енчен те вĕренӳ вăхăтĕнче шкул ачи сăлтавсăр шкула каймасăр урам тăрăх çапкаланса çӳренине курсан, милици сотрудникĕсем шкул администрацийĕпе тата ачан ашшĕ-амăшне чĕнтерсе калаçу ирттереççĕ.

Текста малалла вулăр...

ЗАКОН ВĂЯ КĔРЕТ

Нумаях пулмасть РФ Патшалăх Думи çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă икĕ закон йышăнчĕ. Вĕсенчен пĕри – çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн штрафсене ӳстересси.
Вуланман е вулама йывăр номерлĕ автомобильпе çӳренĕшĕн штраф сумми 100 тенкĕрен 500 тенке çитни пирки вулакана пĕлтернĕччĕ пулин те тепĕр хут аса илтерес терĕмĕр, мĕншĕн тесен закон августăн 6-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Номерсем тенĕрен, енчен те ăна ятарлă вырăна тивĕçлĕ пек çирĕплетмесен, калăпăр, кĕленче айне пăрахнă е сеткăпа, полиэтиленпа хупланă пулсан автоинспектор çакна водитель машина номерне пытарма хăтланнă пек йышăнма пултарать. Куншăн машина хуçине 5000 тенкĕ штраф тӳлеттереççĕ е транспортпа çӳреме ирĕк паракан правана 1-3 уйăха туртса илеççĕ. Августăн 6-мĕшĕнчен тепĕр норма та вăя кĕчĕ, унпа килĕшӳллĕн, малашне водитель çул-йĕр инкекне лексен е хăрушсăрлăх правилине пăссан, ĕçе çул-йĕр правилине пăснă вырăнта пăхса тухтарас мар тет-тĕк, материала хăй пурăнакан вырăна ярса пама ыйтма пултарать.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ÇУЛ–ЙĔР ХĂРУШСĂРЛĂХĔ

«ТЕЛЕЙ ÇЫРĂВĔСЕМ» ЙЫШЛАНАÇÇĔ
Йĕркесĕр водителе çул-йĕр правилисене пăснăшăн тыттаракан яваплăха çирĕплетни те, çул çинчи транспорт юхăмне сăнакан видеокамерăсен шутне ӳстерни те ăс кĕртеймест-тĕр, çавах та... Республикăн тĕп автоинспекторĕ Рифкат Минниханов пĕлтернĕ тăрăх, водитель хăвăртлăха ӳстернине, хĕрлĕ çутă çуннă чух каçса кайнине ӳкерекен видеокамерăсем çумне çитес вăхăтра тата ытти правилăсене пăснине ӳкерекен видеокамерăсем хушăнаççĕ. Хальхинче вăл юраман çĕрте лартнă, автобус йăрăмĕпе иртекен, çуран çӳрекенсем каçмалли вырăнта чарăнман автомобильсене, водитель е машинăра ларса пыракансем хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăннипе çыхăнманнине сăнать.
Транспортсене çӳреме чарса ларакан автомобиле умĕнчен, хыçĕнчен тата руль умĕнче водитель çуккине çирĕплетекен тата çак курăнăва тепĕр 5 минутран ӳкернĕ сăнӳкерчĕксене «телей çырăвĕпе» машина хуçине ярса параççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

ПĔР ТУМЛАМ ТА ЮРАМАСТЬ

Патшалăх Думин Хăрушсăрлăх комитечĕ РФ Президенчĕ Д.Медведев сĕннĕ закон проектне депутатсене пăхса тухма каланăччĕ. Унпа килĕшӳллĕн, юнра чи пĕчĕк доза алкоголь пулсан та водитель ӳсĕр шутланать. Закон проектне депутатсем май уйăхĕ вĕçленичченех йышăнас шанăç пур.
Аса илтеретпĕр, 2008 çулта йышăннă законпа водителĕн юнра 0,3 промилле е сывласа кăларакан 1 литр сывлăшра 0,15 промилле спирт пулни норма шутланать. Медиксем каланă тăрăх, çакă водителĕн руль умне лариччен 1-1,5 сехет маларах пĕр пĕчĕк бутылка çутă сăра ĕçме юрать тенине пĕлтерет.
Анчах та Д.Медведев ку норма Раççей законодательствинче пулмалла мар тесе пĕлтерчĕ. Çул-йĕр юхăмĕ çинчен Вена конвенцийĕ тăрăх вара, водителĕн юнра алкогольлĕ шĕвек нормине кăтартмаллах. Кунсăр пуçне сывласа кăларакан сывлăшра алкоголь уйран е квас, эмел ĕçсен палăрни те паллă.

Текста малалла вулăр...

ПĔРРЕ, ИККĔ, ВИÇÇĔ ... КАЙРĂМĂР

Водителĕн юнĕнче чи пĕчĕк доза алкоголь пурри закона пăсни шутланмастчĕ пулсан, малашне руль умне ларас тесен алкогольлĕ шĕвеке пĕр грамм та ĕçме юрамасть. РФ Президенчĕ Д.Медведев кун çинчен закон проектне Патшалăх Думине пăхса тухма панă.
Аса илтеретпĕр, нумай пулмасть кăна Раççейре пĕр литр юнра 0,3 промилле, 0,15 сывласа кăларакан пĕр литр сывлăшра 0,15 промилле алкоголь пулсан кăна вăл ӳсĕр водитель шутланатчĕ. Специалистсем каланă тăрăх, ку автомобиль юратакансене руль умне ларас умĕн пĕр сехет маларах пĕр бутылка (!) çутă сăра ĕçме ирĕк паратчĕ. Çак нормăна 2008 çулта йышăннă.
Анчах Дмитрий Анатольевич çул-йĕр юхăмĕ çинчен Вена конвенцийĕн килĕшĕвне (1968 çултанпа Раççей законодательствинче юнри алкоголĕн чи пĕчĕк нормине палăртмалли) пăхмасăр ку нормăна Раççей законодательствинче н вуçех кăларма сĕнет.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.