Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ДРАМКРУЖОКРАН ТЕАТРА ÇИТИ

1987 çулта «Аниса» спектакль кăтартса Чистайри конкурсра çӗнтерсе «халăх» ята илнӗ хыççăн Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи хăй тӗллӗн йӗркеленнӗ театра штат уйăрса параççӗ. Унăн режиссерӗ малтан Михаил Мулеев пулнă, халӗ пултарулăх ушкăнне Зинаида Аниськина ертсе пырать.

■ Константин МАЛЫШЕВ.
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗсем.

ФЕДОРОВКА ЯЛ КУНӖ

Июнӗн 18-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Федоровка ялӗнче те халăх йышлăн пуçтарăнчӗ. Кӗçнерникунра иртнӗ Çимӗк хыççăн икӗ кунран кунта Ял кунӗ пулчӗ. Ялта пурăнакансем кăна мар, Çырчалли, Чистай, Элмет, Нурлат, Çӗнӗ Шупашкар, ытти хуласене саланнă ял çыннисем те тăван яла ятарласах килнӗччӗ. Сăмах май, Федоровка ялӗ кăçал 95çул тултарать, вăл 1921 çулта йӗркеленнӗ.

■ Владимир ДОЛГОВ. Шупашкар.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Ял пуçлăхĕсен сумне çĕклемелле

ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин февралĕн 3-мĕшĕнче Аксура пулса райканаш ирттернĕ пухăва хутшăннă. Унччен маларах парламент спикерĕ 2№ вăтам шкулта, «Дельфин» бассейнра пулса курнă, районти производительсем туса кăларнă продукципе паллашнă.

■ Айгуль ЗАЛЕГДИНОВА.
ТР Патшалăх Канашĕн
МХХ уйрăмĕ.

ПОЭЗИЕ ЮРАТАКАНСЕМ ĂМĂРТРĔÇ

Аксу районĕнчи ача-пăча библиотеки поэзие юратакан яш-кĕрĕме Çĕнĕ çул, Раштав, Кăшарни парни хатĕрленĕ – районти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам тата тĕп шкулсенче 7-9-мĕш классенче вĕренекен ачасен «Пин-пин мерчен парнелекен» сăвăçсен ăмăртăвне йыхăрнă. Хĕрсемпе каччăсем вырăнти авторсен виçĕ чĕлхепе çырнă хайлавĕсене пăхмасăр каласа тупăшрĕç. Вĕсен ĕçне сумлă жюри (Александр Заварихинпа Римма Крайнова сăвăçсем, чăвашла çыракан Геннадий Якимов-Пилякпа Елена Алексеева-Аксупи прозаик-публицист, районти «Ял пурнăçĕ» хаçат корреспонденчĕ Зинаида Леонтьева) хак пачĕ.

■ Алена СЕЛИВАНОВА.
Аксу.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Кашни ачан кăмăлне тупма пĕлеççĕ

Аксу районĕнчи Беловкăри ача сачĕ 1979 çултанпа ĕçлет. Малтанхи çулĕсенче унта 28-30 шăпăрлан çӳренĕ. Каярах 20-25 те пулнă. Пысăках мар ялти кашни çемьерех тенĕ пек 5-7 е ытларах та ача ӳснĕ. Аслăрах çул-ӳсĕмрисемпе пĕрле пурăнакансен килĕнче пепкине кампа хăварас шухăш пулман, паллах, камăн килĕнче асламăшĕ, кукамăшĕ çук – вĕсем ялта шкулчченхи ачасен учрежденийĕ уçăлнăшăн тем пек хĕпĕртенĕ. «Тинех! Кĕтни, шанни пурнăçланчĕ!» – тенĕ. Ара, хăш-пĕр кил-йышран тӳрех виçшер, икшер ачана илсе çӳретме пуçланă. Ача сачĕ уçăлни уйрăмах иртен пуçласа каçчен ĕçре пулакансемшĕн меллĕ – ача тутă, типĕ, унпа выляççĕ, вĕрентеççĕ, пăхаççĕ, кун-каçа асăрхаççĕ.

■ Елена АЛЕКСЕЕВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: ача сачĕн ертӳçи Людмила Ярославлева тата Альбина Ваструкова воспитатель ачасемпе.

Конкуренци пахалăха ӳстерет

Кирек мĕнле ĕçре те конкуренци пулмаллах, унсăрăн аталану çук. Юхăмра тытăнса тăрас тесен май пур таран нумайрах тăрăшма тивет. Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăшпуçĕнче тин çеç уçăлнă пылак шывсен завочĕ çумĕнчи лавкка та акă суту-илӳпе ĕçлекен вырăнти предпринимательсемш ĕн конкурент. Те лавкки çĕнĕ пулнăран, те ассортименчĕ пуянран ял халăхĕ ытларах кунта килет-мĕн. Çĕнĕ лавккана эпир те кĕрсе курас терĕмĕр.

 

Таварăн ассортименчĕ кунта чăнах та пуян, çӳлĕксем апат-çимĕçпе ытти тавара аран йăтса ларнăн туйăнать. Мĕн кăна çук: канфет-пĕремĕк, пахча-çимĕçпе улма-çырла, ăшă çăкăр, куллен кирлĕ япала… Паллах, чи курăнакан вырăна çĕнĕ заводăн продукцийĕ – «Саврушка» шывсем (мĕнпур ассортимент) йышăнаççĕ.

■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Ирина Борцова.

Ăстисем хăйсен

Аксу чăвашне Леонид Николаевич Охотникова Аксу тăрăхĕнче, кӳршĕллĕ районсенче, Хусан таранах лайăх пĕлеççĕ. Аксу райцентрĕн хăнисем вара унăн ĕçне кунти паркри илемлĕ тимĕр сакăсем, картасем, алăксем, музыка шкулĕ умĕнчи чĕнтĕрлĕ беседкăсем çине пăхса хаклаççĕ. Л.Охотников районта паллă предприниматель кăна мар, ăстаçă та. Унăн пĕчĕк предприятийĕ акă çирĕм çула яхăн тимĕр япаласем ăсталассипе тата юсассипе ĕçлет. Районта çак енĕпе ĕçлекен, официаллă майпа йĕркеленнĕ пĕртен-пĕр предприяти вăл.

Район центрĕнчех вырнаçнă пысăках мар мастерскойра хатĕр изделисем нихăçан та купаланса тăмасан та, ĕçченĕсем пĕр кун та (шартлама сивĕсемсĕр пуçне) ахаль тăмаççĕ.

– Карта, хӳме, тăрăсем, пĕр сăмахпа каласан, тимĕрпе çыхăннă япаласене йăлт тăватпăр эпир, çав шутран тимĕрпе эрешлессине те, – кĕскен паллаштарчĕ хăйĕн ĕçĕпе ăстаçă-предпринимат ель.


Текста малалла вулăр...
■ Ирина НИКОЛАЕВА.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

Пĕлнĕ ĕç

Экспертсем каланă тăрăх, Раççей апат-çимĕç промышленноçĕн юлашки çур çулта пысăках мар пулсан та, ӳсĕмĕ пур. Кунта ĕнтĕ апат-çимĕç эмбаргин (ют çĕршывсенчен хăш-пĕр ял хуçалăх продукцине, чĕртаварне кӳме чарни) витĕмĕ те пулчĕ-тĕр-ха. Раççей хăйне хăех тăрантарма тĕллев лартни тинех вырăнти производителе сывласа яма май парĕ. Тутарстан акă ĕнтĕ миçемĕш çул çемье фермисене, фермер хуçалăхĕсене аталантарасси çине тимлĕх уйăрать. Аксу районĕнчи Саврăшпуç ял хутлăхĕн территорийĕнче кăна, тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра 10 яхăн çакăн пек хуçалăхсем йĕркеленнĕ, вĕсенче мăйракаллă шултра выльăх, сурăх тата сысна ĕрчетеççĕ. Савгачево ялĕнчи çамрăк фермерсемпе Ермолаевсемпе эпир те çывăхрах паллашрăмăр.
Олегпа Ирина Ермолаевсем районта çамрăк фермерсем, ĕçе пуçăннăранпа çулталăк та çитмен-ха. Хуçалăхĕнче паянхи кун 15 пуç мăйракаллă шултра выльăхран 10-шĕ сăвăнакан ĕне.

Текста малалла вулăр...
■  Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕнче Олег Ермолаев.

Путин саламĕ

Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Раççейре пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата тыл ĕçченĕсене 90 çул тултарсан, çаплах 95-пе 100-е çитсен Раççей Президенчĕн саламлă çырăвĕпе саламлас ĕç пырать.
Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнче çак тунтикун шăп та паллă юбилей пулчĕ. Аксу муниципаллă район администраци представителĕсем РФ Президенчĕн саламĕпе Мария Петрова патне килчĕç. Мария Семеновна 90 çулхи юбилейне паллă тăвать.
Районти ĕçтăвком ертӳçин çумĕ Сергей Витальевич Александров В.В.Путин саламне вуласа Мария Семеновнăна парнепе кучченеç пачĕ.
Саврăшпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Геннадиевич Тимофеев та хăй ялĕнче сумлă та нумай çул пурăнакан кинемие ырă сăмахсем каламасăр пултараймарĕ. Нумай ачаллă мăнаккана 95 çулхи юбилейне саламлама килмешкĕн сăмах парса ăшă утиял парнелерĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

«СУВАР» КИВĔ САВРĂШРА

Кашни эрне вĕçĕнче суварçăсем аслă Тутарстанăн вăл е ку кĕтесне çитсе тухаççĕ. Хаçатăмăра пĕр номер сиктермесĕр тĕплĕн вулакансем çакна хăйсем те асăрханă ĕнтĕ. Эрне каялла кăна Элмет çĕрĕн сăртлă-хысаклă уй-хирĕнче вĕçтерсе çӳрерĕмĕр, иртнĕ эрнекун вара Аксу районне çитсе тухрăмăр. Кивĕ Саврăшри библиотекăпа Культура çурчĕн ĕçченĕсем хапăлласа кĕтсе илчĕç пире. Ял-йыша маларах систерсе хунипе хаçатçăсемпе тĕл пулас текенсем пуçтарăннă клуба. Ку кăна та мар, Ирина Егорова районти ытти чăваш ялĕсенче тăрăшакан ĕçтешĕсене те журналистсемпе курнăçма чĕннĕ...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
■ Татьяна БАШКИРОВА.
С.Садыкова сăнӳкерчĕкĕ.

МЕСЛЕТСЕМ УЛШĂНСА ПЫРАÇÇĔ

«Аксу-агро» ял хуçалăх предприятийĕн «Нива» уйрăмĕнче акана çулсеренех вăхăтлă тухаççĕ. Кивĕ Илтрекьел, Таркăн, Илешни ялĕсен чăвашĕсем ĕçлеççĕ кунта ытларах. Вăтамран илсен 30-тан 50 çула çитнисем. Хирти ĕçсене чи малтан пуçăннă подразделенисенчен пĕрне Сергей Маклаков ертсе пырать. Эпир çĕр ĕçченĕсемпе Тукмаклă çывăхĕнчи хирте тĕл пултăмăр...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Константин МАЛЫШЕВ.
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕ.

КАШНИ ÇУЛАХ ИРТТЕРЕСЧĔ

Çуркунне çитсен хĕртсе пăхакан хĕвел те, пӳрт тăрринчен ӳкекен тумламсем те, юр айĕнчен тухакан çĕр те, пĕлтĕрхи курăк та – пурте чуна савăнтараççĕ. Таврари çанталăк чĕрĕлет, уçă сывлăшра нумайтарах пулма илĕртет. Хăвăртрах хĕллене ăсатса çуркуннене çитерес килет.
Беловка ял халăхĕ март пуçламăшĕнче туслăн тухса хĕллене, çăварние ăсатрĕç пулсан та юра ирĕлтересшĕнех пулмарĕç. Мартăн 9-мĕшĕнче кунта А.П.Бульбов, В.И.Кожеманов пуçарăвĕпе районсен хушшинчи йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттерме палăртса хунăччĕ. Тахçанах ĕмĕтленнĕ ĕмĕте кăçал, Сочире Олимпиада иртнĕ çул çине тăрсах пурнăçа кĕртес терĕç...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Татьяна БУЛЬБОВА.
Беловка.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

СĔНЧЕЛСЕНЧЕН ВĔРЕНМЕЛЛИ НУМАЙ

Юнкун, январĕн 22-мĕшĕнче, 32 градус таран шартлама сивĕ тăнине пăхмасăрах Аксу, Çарăмсан, Нурлат, Чистай тата Элкел районĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчел вăтам шкулне семинара пухăнчĕç. Семинар «Вĕрентӳ пахалăхне ӳстерессинче чăваш этнокультурин компоненчĕсемпе усă курасси» темăпа иртрĕ. Семинара йĕркелесе ирттерес тесе Аксу районĕнчи Информаципе методика центрĕ тата Аслă Сĕнчел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем хытă тăрăшнă.
 
(Малаллине электронлă подпискăра тата хаçатра вулама пулать.)
■ Хамăр корр.
В.Уканеева архивĕнчи сăнӳкерчĕк.