Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Халăхсен культурин фестивалĕ

Ĕнер Хусанти «Ак Барс» Çамрăксен центрĕнче «Культурăсен пин çуллăхĕ» I халăхсен хушшинчи наци йăли-йĕркисен фестивалĕ пысăк гала-концертпа вĕçленчĕ. Ăна ТР Халăхсен ассамблейи, Хусанти Туслăх çурчĕ тата Хусан хулин ĕçтăвкомĕ йĕркелерĕç. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕркисене упраса хăварасси, тăван чĕлхепе культурăна аталантарасси, республикăра пурăнакан халăхсен туслăхне çирĕплетесси пулчĕ.

■ Майя ИГНАТЬЕВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

АЧА-ПĂЧА ТĔНЧИ

Декабрĕн 4-6-мĕшĕсенче Хусанта VIII «Варени» Ача-пăча пултарулăхĕн пĕтĕм Раççейри фестивалĕ иртрĕ. Çуллен иртекен фестиваль кăçал та Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ачасемпе волонтерсене пĕрлештерчĕ. Мероприяти Раççейĕн 24 регионĕнчи 86 учрежденирен килнĕ ачасен чи лайăх ĕçĕсене пуçтарнă. Ку фестивале «САМИ» ыркăмăллăх клубĕпе партнерĕсем 2008 çултанпа йĕркелесе пыраççĕ.

■ САНТĂР Элтиярĕ.
А.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

КУЛЬТУРĂСЕН ХУТШĂНĂВĔ

Августăн 29-мĕшĕнче Хусанти Кремль патĕнчи Набережная урамĕнче ТР Халăхсен ассамблейи тата Халăхсен туслăх çурчĕ пĕрремĕш хут «Культурăсен мозаики» фестиваль ирттерчĕç. Ăна ТР Президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Рустам Минниханов килсе курчĕ. Унпа пĕрле Хусан тата Тутарстан митрополичĕ Феофан, ТР муфтийĕ Камиль хазрат пулчĕç.

Фестивальти тăватă павильонра çирĕм наципе культура пĕрлешĕвĕ вырнаçнă. Унта курма килекенсен наци апат-çимĕçĕпе, ал ĕç хатĕрĕсемпе паллашма май пулчĕ. Чăваш наципе культура автономийĕн сĕтелне кăçал Аксу районĕ кăтартрĕ. Ӳсел, Çĕнĕ Аксу, Сĕнчел ялĕн юрăçисем хăнасене юрăсемпе кĕтсе илчĕç, хуплупа сăйларĕç.

Сцена çинче пултарулăхне кăтартакан профессионаллă юрă-ташă коллективĕсемпе пĕр шайра Çарăмсан районĕнчи Акрель ялĕнчи «Çăлкуç» фольклор ансамблĕ юрласа ташларĕ.


Текста малалла вулăр...
■ Константин МАЛЫШЕВ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

«Культурăсен мозаики»

Тутарстан Республикинче тĕрлĕ тĕне тытакан нумай халăх пурăнать. Çавăнпа та вĕсен хушшинчи тăнăçлăхпа килĕшӳлĕхе упрасси республикăра тĕп вырăнта тăрать. Çак ĕç ăнăçлă пурнăçлантăр тесе пуçлăхсем тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Акă, сăмахран, Кремль патĕнчи Набережная урамĕнче августăн 29-мĕшĕнче Республикăри халăхпа тĕнсен пĕрремĕш «Культурăсен мозаики» фестивалĕ иртет. Мероприятие Тутарстан Республикин кунне халалланă. Ун çинчен августăн 25-мĕшĕнче «Татар-информ» ИА-ра иртнĕ пресс-конференцире калаçрĕç.

Пресс-конференцие хутшăнакансен хушшинче ТР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ И.Аюпова, ТР халăхсен Туслăх çурчĕн директорĕ И.Шарипов тата республикăри тĕнсен представителĕсем пулчĕç (православи, ислам, католичество).

Вĕсем каланă тăрăх, фестивале хутшăнакансене Тутарстанăн нумай нациллĕ халăхĕн культурисемпе, тĕнĕсемпе паллаштарасси мероприятин тĕп тĕллевĕ.


Текста малалла вулăр...
■ САНТĂР Элтиярĕ.
Сăнӳкерчĕк www.tatar-inform.ru сайтран.

Европа мăсăльман кинофестивалĕнчен аякра

Сентябрĕн 5-11-мĕшĕсенче Хусанта 2005 çултанпа ирттерекен XI Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалĕ (ХХМКФ) пулать. Кăçал вăл Г.Камал ячĕллĕ театрта уçăлать, хупассин церемонийĕ те çакăнтах иртет. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетĕнче августăн 25-мĕшĕнче иртнĕ брифингра ТР культура министрĕ Айрат Сибагатуллин пĕлтерчĕ. Пресс-конференцие «Татаркино» ТР ГБУК директорĕ Владимир Батраков, Хусанти Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалĕн ĕç тăвакан директорĕ Марат Давлетов, ХХМКФ арт-директорĕ Альбина Нафигова хутшăнчĕç. Министр палăртнă тăрăх, кинофестивалĕн сумĕ çулсерен ӳссе пырать. Кăçал хутшăнас тĕллевпе 53 çĕршывран пурĕ 700 ытла заявка килнĕ. Суйлав комиссийĕ 25 çĕршывран пурĕ те 51 кинокартина суйласа илнĕ. Çавсен хушшинче 10 илемлĕ кинофильм, 10-шĕ кĕске метражлă, 10-шар кĕске тата тулли метражлă документлă киносем тата тепĕр 10-шĕ анимацилле картинăсем.


Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчĕк www.bing.ru сайтран.

ЧĂН РОК ÇУМĂРА ТА ХĂВАЛАТЬ

Иртнĕ эрнекун августăн 14-мĕшĕнче Хусансемпе хула хăнисем FINA паркĕнчи тĕп сцена патне йышлăн пуçтарăнчĕç. Ытахальтен мар, шăп çавăнта Пĕтĕм Раççейри студентсен VIII «Рок хăвачĕ – 2015» чĕрĕ сасă фестивалĕн финалĕ иртрĕ. Парк хăнисене 10 рок-ушкăн кĕтсе илчĕ. Вĕсемшĕн FINA сцени çинче юрлани, «Рок хăвачĕн» финалне лекни пысăк çитĕнӳ, мĕншĕн тесен малалла пысăкрах утăмсем тума май парать. Ушкăнсем хушшинче тин пуçлаканнисем те, палăрма ĕлкĕрнисем те пурччĕ.

Çак кун çумăр пулнăран курма килнĕ çамрăксенчен нумайăшĕ малтан килмелле-ши, килмелле мар-ши тесе иккĕленеттĕмĕрччĕ терĕç. Анчах пурпĕр чунĕсем чăтайман, çумăртан хăрамасăрах кунта килнĕ. Сцена çинчен каланă сăмахсем те пурнăçа кĕчĕç темелле: «Чăн-чăн рок темĕнле çумăр пĕлĕчĕсене те хăваласа ярĕ». Çапла пулчĕ те! Фестиваль рок юрри-кĕввине чунтан юратакансен хĕрӳ атмосферинче иртрĕ.


Текста малалла вулăр...
■ САНТĂР Элтиярĕ.
Сăнӳкерчĕк
студпроф.рф сайтран.

КĂÇАЛ ТА ВĂЙЛĂ, ÇИТЕССИ ТЕ СУЛМАКЛĂРАХ ПУЛĔ

Халăх юрри-кĕввипе интересленекенсем çулран çул йышланса пыраççĕ. Тĕрлĕ фольклор, этно фестивальсем çине-çинех йĕркелени те çакна çирĕплетет. Музыкантсем те, куракансем те, суту-илӳпе аппаланакансем те хаваспах çӳреççĕ вĕсене. Хусан çывăхĕнчи Халăхсен хушшинчи «Крутушка» этника фестивалĕ пирки те çакнах каламалла. Августăн 23-25-мĕшсенче пиллĕкмĕш хут иртрĕ вăл. Яланхи пекех ăна «Центр информационных технологий в образовании» тулли мар яваплăхлă общество, «Байтик» компьютер лагерĕ тата «Крутушка» санатори йĕркеленĕ. Паллах, ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви, Çӳлту муниципаллă район администрацийĕ пулăшмасан йĕркелӳçĕсене çак пысăк мероприятие ирттерме çăмăлах килмĕччĕ. Виçĕ кунра тăватă пине яхăн çын пулнă фестивальте.
Чи малтанах «Крутушкăна» çемье фестивалĕ пек ирттерме йышăннă, çакна кашнинчех çирĕп пăхăннă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ПУР ХАЛĂХ, ЯШ-КĔРĔМ – ТУСЛĂХШĂН

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне уявласси тӳрех пулмасан та пирĕн пурнăçа çирĕп кĕрсе ларчĕ. Çак паллă куна халалланă мероприятисен шучĕ çулран çул ӳссе пырать. Хусанта та ноябрĕн пĕрремĕш кунĕнченех концертсем, каçсем, савăнăçлă тĕлпулусем пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри – Халăхсен туслăхĕн XXII Атăлçи фестивалĕ – ытларикун К.Тинчурин ячĕллĕ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрĕнче иртрĕ.
Фестивале никĕслекенĕ РФ Вĕрентӳ тата наука министерстви, çавăнпа уява хатĕрлекенсем те, унăн тĕп аудиторийĕ те çамрăксем, тĕрĕсрех каласан, студентсем пулнинчен тĕлĕнмелле мар. Черетлĕ XXII фестивале хатĕрлекенĕ (яланхи пекех) Хусан наци тĕпчев технологи университечĕ (ХНТТУ) пулчĕ. Паллах, çакăн пек пысăк ĕçе пурнăçлама темĕнле вăйпитти те пултаруллă йыша та йывăра килĕ, ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви, Тутарстан Халăхсен ассамблейи пулăшни çав тери вырăнлă пулнă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.