Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Асăрханăр – улталаççĕ!

Çынсене улталаса çаратасси пирĕн республикăра та çĕнĕлĕх мар. Вĕсен аллинчен шар курнисен шучĕ юлашки вăхăтра тăруках ӳссе кайнине кура (кăçал 9 уйăхра кăна 2641 тĕслĕхе шута илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ку 14,1 процент нумайрах) ТР ШĔМĕ «Асăрханăр – шулĕксем» PR-акци пуçларĕ.
Ултавçăсен схеми, тĕпрен илсен, улшăнман. Укçа параççĕ-тĕк, мĕншĕн улталас мар теççĕ ахăр. Пĕр-пĕр тăван инкеке лекни пирки телефонпа пĕлтерсе укçа ыйтасси те çĕнĕлĕх мар та çав, пурпĕр шанатпăр. Кăçал та акă çӳлерех асăннă преступленисенчен 432-шĕ телефонпа шăнкăравласах тунăскерсем. Кун пек преступленисем яланхи пекех хуласенче, банкоматсем йышлă вырăнсенче, нумай. Хусанта – 285, Çырчаллинче – 46, Элметре 39 тĕслĕхе шута илнĕ...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.

Текста малалла вулăр...

СУЯКАН ПУЙМА ПĔЛЕТ

Çын шучĕпе пуяс текенсемпе мĕнле кĕрешсен те вĕсем Раççейре чакмаççĕ. Пачах урăхла, шулĕксем çынран укçа хăпăтас тесе мĕн кăна шутласа тупмаççĕ-тĕр? Паллах, вĕсен енĕпе закон çирĕп мар-тăк (пысăк взятка илсен те условно срок кăна параççĕ), йĕрке пулассине кĕтмелли çук. Çавăнпа ТР ШĔМĕн экономикăри преступленисемпе кĕрешекен подразделенийĕн яланах ĕç çителĕклĕ, шулĕксем те çĕнĕ технологи аталанăвĕнчен юлманнине шута илсен, пушшех те. 2010 çул пуçланнăранпа кăна Тутарстанра экономикăра 3968 преступлени палăрнă, 1,5 пин уголовнăй ĕçе суда янă, 700 ытла çынна явап тыттарнă.
Информаци технологийĕсемпе халăх анлăн усă курма тытăнчĕ кăна-ха, SMS-шулĕксем, Интернет, терминал урлă укçа хăпăтакансем тупăнчĕç те. Улталаттаракан пур чухне, паллă ĕнтĕ, улталаканни пулатех. Çакăн пек çынсене пурлăха хамăрах кăларса тыттаратпăр-тăк кама айăпламалла?

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

ХĔРАРĂМ ÇУРАТМАН–ТĂР

23-43 çулсенчи 10 çынран тăракан преступниксен ушкăнĕ пирки ыррине калама чĕлхе çаврăнмасть. «Анне», «аппа», «йăмăк» сăмахсен пĕлтерĕшне ăнланманскерсене хăрарăм çуратман-тăр çав. Унсăрăн хĕрсен чысĕпе суту-илӳ туман пулĕччĕç. Вăтăр тăххăрти Д.Г. 2001 çултанпа Хусанта прос-титутка услугисем паракан 8 агентство уçнă, вĕсенчен 7-шĕнче çул çитмен хĕрсем «ĕçлени» те шухăша яман, паллах, ăна. Урăхла каласан, 32 хĕртен 13-шĕ çул çитмен хĕр ачасем пулнă. Ирсĕрсем хĕрсене «ĕçре» мĕнпе тытса тăни пирки каламасăрах паллă – вăйпа. Ĕçлеме килĕшменнисене хуçа вăхăтрах вырăна лартнă: пĕрне хĕненĕ, теприне пысăк штраф тӳлеттернĕ, виççĕмĕшне ирсĕрле пусмăрланă. Енчен те хĕрсенчен хăшĕ-пĕри укçа тӳлемесĕрех тарайнă пулсан та вĕсене каялла тавăрма май тупнах – конкурентлă агентствăсенчен вăрласа килнĕ.
Д.Г.

Текста малалла вулăр...

КАНĂВА МИЛИЦИОНЕРПА ПĔРЛЕ

Паллă ĕнтĕ, ачасемпе çул çитменнисем çуллахи вăхăтра та аслисен, уйрăмах правăна сыхлакансен тимлĕхĕсĕр юлмаççĕ. ТР ШĔМĕ ачасене кану лагерĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе республикăра «Курорт» планпа ĕçлет тата тĕрлĕ ведомствăпа пĕрле «Подросток» профилактика мероприятине ирттерет.
ТР ШĔМĕ çак темăпа хатĕрленĕ черетлĕ брифинга хальхинче, тĕслĕхпе çирĕплетес тесе ахăр, ачасен «Дзержинец» çуллахи кану лагерĕнче ирттерчĕ. Çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенипе участковăйсен ĕçне йĕркелекен управленин ертӳçи Лев Гершанов «Подросток» операцин «Подросток-Игла» пĕрремĕш пайне пĕтĕмлетрĕ. Çул çитменнисен хушшинче килсĕр-çуртсăр çапкаланса çӳресрен, алкоголизм, наркомани сарăласран, правăна пăсни, вĕсен правипе интересĕсене хӳтĕлессипе профилактика мероприятийĕ пулчĕ вăл.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

УРЛĂ ВЫРТАКАНА ТĂРĂХ ТА ÇАВĂРМАН

Пĕтреç районĕнче пурăнакан салтак арăмне нуша прокуратурăнах çитернĕ. Вырăнти «Пĕтреç районĕн управляющи компанийĕ» тулли мар яваплăхлă общество унăн пурăнмалли правине пăсать-мĕн. Урăхла каласан, икĕ çул хăй тивĕçне пурнăçламасть. Шăпах 2008 çулта пенсионерка хăйĕн хваттерĕнчи санитарипе техника сетьне юсасси пирки çак компанипе килĕшӳ тунă. Анчах паянхи кунччен те компани хваттерте урлă выртакана тăрăх та çавăрман, калăн, килĕшӳ çине алă та пусман вăл, юсавшăн укçине вара ветеран арăмне уйăхсерен тӳлеттернĕ.
Чăтайманнипе тĕрĕслĕх шыраса прокуратурăнах çитме тивнĕ те хĕрарăмăн. Тĕрĕссипе, РФ Çурт-йĕр кодексĕ тăрăх, нумай хваттерлĕ çуртăн управленийĕ çуртри мĕнпур хваттере пурăнма лайăх условипе тивĕçтермелле. Кунсăр пуçне РФ Правительствин «Граждансене коммуналлă услугăсемпе тивĕçтермелли йĕрке çинчен» постановленийĕн 60, 62-мĕш пункчĕпе килĕшӳллĕн, пурăнмалли лайăх условисемпе тивĕçлĕ мар-тăк, управлени кашни коммуналлă услугăн хакне чакармалла.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ТĔРĔСЛĔХШĔН КĔРЕШМЕЛЛЕ

Çынна таптаса пăрахма питĕ те çăмăл иккен паянхи кун. Парти те хута кĕмест, профсоюз организацийĕ те вăйсăр. Веçех çӳлте тăракан пуçлăхран килет. Вăл каларĕ-тĕк «çĕмĕрĕр» тесе – çĕрпе танлаштараççĕ, «ан тивĕр, ку хамăр çын» тесен, йĕркене пăсаканшăн та – симĕс коридор уçăлать.>
Пĕр районти шкул директорĕн те пурнăçĕнче тĕрĕсмарлăхпа тĕл пулма тивнĕ. Ун çинчен «Суварта» 2009 çулта статья та тухнăччĕ-ха, «Вăрлакана – кăлармалла» ятлă вăл. Ĕç хăш ялта пулса иртнине, çынсен ячĕсене çырман, çапах та пурте ăнланнă ĕнтĕ кам çинчен сăмах пынине…
Çак директора хирĕç хăй вĕрентсе кăларнă çынах, ăмсанăвне чараймасăр-ши, уголовнăй ĕç пуçарма материал пуçтарма тытăннă. Çапла пĕтĕм пурнăçне тĕрĕслĕхшĕн кĕрешессине панă этеме хăйне РФ Уголовнăй кодексĕн 160-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе (пурлăх вăрлани) айăпласа икĕ çул условно срок параççĕ.

Текста малалла вулăр...

КАМА ТУПĂШ, КАМА КУÇÇУЛЬ

Вăйă бизнесĕ ĕнер-паян кăна çуралман, историйĕ темиçе ĕмĕре тăсăлать. Пĕрне вăл калама çук пысăк тупăш кӳрет пулсан, теприн юлашки çăкăрне туртса илет. Ку халĕ те çаплах. 2005 çул вĕçĕнче Тутарстанра 482 вăйă заведенийĕнче 10,5 пин вăйă объекчĕ шутланнă. Вăл миçе çемьене куççуль тăктарни пирки калама кирлех-ши? Юрать-ха «хăрах алăллă бандитсен» (вăйă автомачĕсене шăпах çапла калатчĕç) ыйтăвне патшалăх шайĕнче татса пачĕç. 2006 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче йышăннă 25-мĕш номерлĕ законпа килĕшӳллĕн 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен Тутарстанра вăйă заведенийĕсене ятарлă икĕ вырăнта – Хусанти ипподромра тата Камские Поляны поселокра – кăна вырнаçтарма ирĕк пачĕç.
Сăмах та çук, йĕрке хуралçисем ку тĕлĕшпе капашсăр ĕç пурнăçларĕç. Ятарласа «хĕрӳ лини» те йĕркеленĕ. Анчах нумай тупăш кӳрекен бизнеса, тарăн тымарлă çум курăк пекех, тĕпрен кăклама çук-мĕн.

Текста малалла вулăр...

«КАЙРĔ ТЕ... ТАВРĂНМАРĔ»

«Тухса кайрĕ те таврăнмарĕ...» Çынсем çухални çинчен çырнă заявленисем шăпах çак сăмахсенчен пуçланаççĕ те нумай чухне. Çухалнă çынна тупас тесе ирттернĕ мероприятисем пур чухне те кĕтнĕ пек вĕçленмеççĕ. Çын çухални чылай ыйту кăларса тăратать: çав çын ăçта çухалнă, халĕ сывă-ши вăл, вилнĕ пулсан унăн пурлăхне кама памалла, çул çитмен ачисем пулсан вĕсене кама пăхтармалла тата ытти те. Гражданин вилнине вара суд кăна çирĕплетме пултарать.
Енчен те çын хăй куллен пурăннă вырăнта пĕр çул курăнмасть, ун çинчен нимле хыпар та çук-тăк, суд ăна хыпарсăр çухалнă теме пултарать. Çын хыпарсăр çухалнине çирĕплетсен саккунпа тĕрлĕ ĕçсем туса ирттермелле. Чи малтанах çухалнă çыннăн пурлăхне опекăна илмелле. Çав пурлăха çухалнă çын пăхса-тăрантарса тăма тивĕç граждансене параççĕ, çавăнтанах пур парăмсене парса татаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Валентина ПЕТРОВА.
судья пулăшуçи.

ТИМЛĔХСĔР ЮЛНИСЕН ШУЧĔ ӲСЕТ

Ачасен патшалăх пурнăçĕн пĕтĕм сферинчи интересĕсемпе ырлăхĕн приоритетне Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи 1989 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче йышăннă Ача прависем çинчен калакан конвенцире çирĕплетнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕ те пăхăнса, пурнăçласа пырать. Раççей Федерацийĕнче ачасене воспитани парас ыйтусене РФ Çемье кодексне пăхăнса йĕркелесе пыраççĕ. Унпа килĕшӳллĕн ачана ашшĕпе амăшĕн воспитани памалла, вĕсемех унăн интересĕсене тивĕçтермелле, пур енлĕн аталантармалла, ăна хисеплемелле. Ашшĕ-амăшĕн прави ачан интересĕсене хирĕç кайса пурнăçланма пултараймасть. Вĕсен хăйсен ачисене сывлăхлă, психикăпа ăс-тăн, ăс-хакăл енчен сывă, обществăшăн кирлĕ çын туса ӳстермелле. Ачасен прависемпе интересĕсене вырăна хуман ашшĕ-амăшĕсем вара закон тăрăх явап тытаççĕ.
Ашшĕ е амăшĕ çемьери йĕркене пăссан е хăйĕн ачисене хирĕç юри преступлени тусан вĕсене суд ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарать.

Текста малалла вулăр...

УКÇАЛЛА ТУЯНАКАН ВИЛĔМ

Çĕршывра çулсерен 18-30-ти 30 пин çыннăн пурнăçĕ татăлать. Ку çухату вăрçăпа та, çул-йĕр çинчи инкекпе те çыхăнман. Пачах урăхла – укçалла туяннă. Миллионшар тенкĕ тупăш паракан наркобизнес юлашки вăхăтра Раççей территорийĕнче те «чечекленни» самай шухăша ярать. Раççей наркомансен шучĕпе Евросоюзри мĕнпур çĕршывран ирттерет-мĕн. Шел те, ООН эксперчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, тĕнчери мĕнпур наркотиксен законсăр çаврăнăшĕн 15-20 процентне кăна чарма пулать.
Тĕнчери йĕрке хуралçисен наркопреступниксене тытмалли мелĕсем кашнин тĕрлĕрен пулсан, туртса илнĕ наркотиксене тĕп тумалли мел пĕр – çунтарасси. Наркотиксен законсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен Тутарстанри служба та акă 860 килограмм марихуанăна, 100 килограма яхăн гашиша декабрĕн 3-мĕшĕнче Хусанти «Теплоконтроль» предприятин кăмакине пăрахрĕ.

Текста малалла вулăр...

© 2006–2014 Сувар. Сайтри материалсене усă курас тетĕр пулсан — сайт çине ссылка лартмалла. Унсăр материалсене урăх çĕрте пичетлеме юрамасть.