Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.10.2019 21:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

МЕРЧЕН ХУЛИ

Юхма Мишшин «Авалхи чăваш хулисем» ĕçĕ пичетленни чăваш халăхĕн авалхи историне тĕпчеме çĕнĕ майсем уçса парать. Паллах, ку вăл пĕтĕмпех легендăсемпе çыхăннă. Ман шутпа, кашни легендăна хăйне май ăнланмалла. Легенда вăл – чăнлăхпа тачă çыхăнса ун чухнехи пурнăçăн хăйне майлă тĕкĕрĕ пулса тăрать.
Малалла эпĕ Мерчен (Меречен) хули çинчен сăмах каласшăн. Эпĕ Аксу районĕнчи Меречен ялĕнче çуралса ӳснĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче пире хирĕç пурăнакан ватăсем, Иван Маловпа (Иванюк пичче теттĕмĕр) унăн мăшăрĕ Натали мăнакка, кашни пысăк тĕн праçникĕнче Евангели кĕнекине чăвашла вулаттаратчĕç. Хăйсем вара итлесе ларатчĕç, ĕлĕк-авал пирĕнпе юнашарах пулнă Мерчен хули çинчен каласа паратчĕç. Шел, ун чухне вĕсем каласа панине çырса илме пĕлмен. 1944 çулта вĕсем иккĕшĕ те выçăпа вилчĕç.

Текста малалла вулăр...

ÇАРĂМ ТĂРĂХĔ, ШЕШКЕЛ ИСТОРИЙĔ

Кивĕ Шешкел ялĕнчен инçех мар вырнаçнă Шунтал районне (Самар облаçĕ) кĕрекен Тимеш ялĕнче 2007-2008 çулсенче археологсем хĕрӳ ĕç илсе пынă. Вĕсем Тимеш ялĕ çумĕнче авалхи çынсем пурăннă вырăна тупнă. Унта археологсем тĕрлĕ япаласем: тумтир, чулран тунă çĕçĕпе пуртăсем, кил хуçалăхĕнче усă курмалли япаласем чавса кăларнă. Çак вырăна 3,5 пин çул ытла иккен. Çавăнпа та Çарăм юханшывĕ тăрăхĕнче çынсем мĕн авалтанах пурăннă тесе çирĕплетме пулать.
Шешкелĕнче каччăпа хĕр пурăннă. Вĕсем пĕр-пĕрне питĕ юратнă. Каччи православи тĕнне йышăнман пулнă. «Тĕне кĕмен ачана никрута илсе каяççĕ, çĕрĕ те çук унăн», – тесе сивлеççĕ качча хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ. Çамрăксем вĕсене итлемесĕр хăйсемпе пĕр пуртă çеç илсе тухса тараççĕ, вăрманта кӳлĕ хĕрринче тĕпленсе пурăнма пуçлаççĕ. Вĕсем тарса пытаннă вырăна темиçе çултан çеç тупаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Евгений ИЛЮХИН.
Çарăмсан районĕ,Кивĕ Шешкел ялĕ.


КИВĔ ШЕШКЕЛ ХĂÇАН ЙĔРКЕЛЕННĔ?

Ĕлĕк Хусан ханствинче вăрмансем нумай ӳснĕ. Аçтăрхан (Астрахань) енче вара пачах пулман. Çавăнпа çурт валли пĕренесене Атăл тăрăх сулăсем туса çеç антарма пултарнă. Çак ĕçсене тархансене хушнă. Тархансем – патшалăх çыннисем, патшалăх хушнă ĕçе пурнăçлаççĕ. Вĕсене налук тӳлессинчен хăтарнă.
Кивĕ Шешкел ялĕнчен инçех мар ӳсекен вăрмана чăвашсем – Таркăн, вырăссем Тархан вăрманĕ теççĕ. Ун чух кунта таркăнсем те нумай пулнă, вăрман çывăхĕнче пытанса пурăннă. Çав вăхăтрах тархансем те килнĕ. Таркăнсем тархансем валли вăрман касса, Çарăмсан шывĕ тăрăх Атăл еннелле юхтарнă.
Кивĕ Шешкел таврари чăваш ялĕсенчен чи малтан никĕсленнĕ ял шутланать. Ăна чума вăхăтĕнче йĕркеленĕ. Чума 1601-1603, 1748, 1770 çулта та пулнă. Хăш вăхăтра пуçланса кайнă-ши Шешкел ялĕ? Хусан уесĕн çыру кĕнекинче 1602-1603 çулсенче Кивĕ Шешкел тата Кивĕ Саврăш ялĕсене асăнни пур.

Текста малалла вулăр...

ХĔВЕЛЛĔ ÇĂТМАХ

Савнă тăван ен… Мĕнле асамлăн, пылаккăн илтĕнеççĕ-çке çак сăмахсем. Уйрăмах ялта çуралса ӳснисемшĕн çапла вăл. Эпир халĕ утмăл урлă та каçнă ĕнтĕ, тăван кĕтесрен аякра пурăнатпăр. Апла пулин те ачалăх иртнĕ вырăнсенчен хакли çук пирĕншĕн, çулсем иртнĕ май çак туйăм тата та вăйланать. Эпир çавăнта пурăннă çынсенчен вĕренсе çын пулнă-çке.
– Пирĕн ял – Вăрманкасси, – аса илет çак ялта çуралса ӳснĕ Татьяна АЛЕКСЕЕВА, качча тухсан вăл хушаматне улăштарса Пермяшкина пулса тăнă. – Питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă вăл: тавралла улăх-çаран, тăрна куçĕ пек таса çырмасемпе шурлăхлă вăрмансем. Ял варринче Пĕчĕк кӳлĕ текен çырмаччĕ. Çуртсем çак çырма тавра ларса тухнăччĕ. Çуллахи шăрăх вăхăтсенче ялти шăпăрлансем кунĕпе çырма хĕрринчеччĕ, пĕрисем шыва кĕреççĕ, теприсем вăхăтлăха тухаççĕ те татах шывра шăмпăлтатаççĕ.

Текста малалла вулăр...