Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

элмет районӗнче

Нумай пулмасть Элмет районӗнчи Клемтел ял хутлăхӗ хăйӗн официаллă символӗсене – гербпа ялава – РФ Патшалăх геральдика регистрӗнче регистрациленӗ. Мăнаçланмалăх пур хыпара вырăнти халăх пысăк савăнăçпа йышăннă, паян символсене хутлăх учрежденийӗсем çинче кăна мар, харпăр çуртсем çинче те курма пулать.


ПАТРАКЛĂПА ПӲСРЕКСЕМ САВĂНЧӖÇ

Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче ӗлӗкрен ирттерекен уява ҫӗнӗрен чӗртсе июнӗн 4-мӗшӗнче Акатуй кӗрлерӗ. Халӑх уява кӑмӑллӑн йышӑнчӗ, мӗншӗн тесен 9 ҫул пулманччӗ вӑл.

Уява пӗчӗккисем «Хӗвел тӗр тӗрлетӗр» ташӑпа пуҫларӗҫ. Ун хыҫҫӑн «Аки-сухи» гимн кӗввипе аслисем ака пуҫлас йӑлана кӑтартса пачӗҫ.

■ Людмила САВАСТЬЯНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

ШАНĂÇА ВĔÇЕРТМЕÇÇĔ

Элмет районĕнчи Ерĕспел ялĕнче пулнисем ял илемĕ, тирпейлĕхĕ çинчен çырмасăр иртеймеççĕ. Эпĕ те ыттисенчен уйрăм çын мар. Ялĕ чăнах та хитре çĕрте вырнаçнă. Урамĕсем таса та тирпейлĕ. Ку та тĕрĕсех. Апла кунта ял хутлăхĕ çанă тавăрса ĕçлет ĕнтĕ, пĕтĕмлетӳ тăватăп эпĕ. Ерĕспел ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе Николай Кожуковпа калаçнă май хам тĕрĕс шутланине ăнланса илетĕп.
Николай Владимировича ял хутлăхĕн пуçлăхне 2010 çулта суйласа лартнă. Ерĕспел ял хутлăхне икĕ ял кĕрет: Ерĕспел тата Çĕнĕ Елань. Çĕнĕ Елань ĕлĕк пит пысăк ял пулнă теççĕ, 700 çурта та çитнĕ калăпăшĕ. Халĕ вара, Николай Владимирович сăмахĕсемпе, 40 кил çеç тăрса юлнă. Тĕпрен илсен дача лаптăкĕ пек тытса тăраççĕ çуртсене. Ерĕспелĕнче вара пачах урăхла лару-тăру. Николай Кожукова пуçлăха лартнăранпа ялĕн сăн-сăпачĕ улшăнма пуçланă, çынсен ăславĕ те палăрмаллах çĕнелнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Н.Кожуков архивĕнчи сăнӳкерчĕк

«Яла пĕтерме памастпăр!»

Питĕ çирĕппĕн каларĕ çак сăмахсене Элмет районĕнчи Клемтел халăхĕ хăйĕн тăван ялне хӳтĕлесе. Клемтел ялĕ юлашки икĕ-виçĕ çулта тăнăçа çухатнă темелле. 2011 çулта унти вăтам шкула хупса ачасене ют яла ăсатмалла тунă. 5-11 класс вĕренекенĕсем халĕ Чăваш Сиреньел ялне çитиччен пĕлӳ пухма çӳреççĕ.
Клемтел ялне пĕчĕк теме çук, унта ял хутлăхĕн кантурĕ те, клуб та пур. Чăваш шкулне вара кӳршĕ ялсенчен те сахал мар ача вĕренме çӳренĕ. Халĕ вĕсен пурин те темиçе çухрăмра вырнаçнă ялти шкула çитсе килме тивет. Сăмахран, Клемтелĕнчен Чăваш Сиреньелне çитме 13 çухрăм. Паллах ĕнтĕ, вĕсене шкул автобусĕ панă. Апла пулсан та, тĕслĕхрен, Пакраш ялĕн ачисем малтан пĕр автобуспа Клемтелне килеççĕ, унтан тепĕр автобус çине ларса Чăваш Сиреньелне каяççĕ.
– Манăн ачасен шкула вăхăтлă çитес тесе çул çине икĕ сехет каять.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

ПАТРАКЛĂ ХĂНАСЕНЕ ЙЫШĂНЧĔ

Иртнĕ эрнекун Элмет районĕнчи Патраклă хăнасене йышăнчĕ. Йăлана кĕнĕ, çулсерен кунта чаплăн иртекен Учӳка килнĕ чухлех марччĕ те, анчах сахалăнах та марччĕ. Асăннă яла çак кун журналистсем йышлăн çитрĕç. Патраклă ял хутлăхĕпе Тутарстан Республикин Журналистсен союзĕн Элметри уйрăмĕ йĕркеленĕ семинарăн тулли ячĕ çапларах илтĕнет: «Толерантлă Тутарстан: нацисен хушшинчи мирпе килĕшĕвĕн çăлкуçĕсемпе аталану условийĕсем Элмет муниципаллă районĕнчи Патраклă ял хутлăхĕн тĕслĕхĕ çинче»...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
Э.Харрасова сăнӳкерчĕкĕсем.

ЭПИР ПУРТЕ ШĂРÇАСЕМ

Хаçатăмăрăн 20 çулхи юбилейĕ чăннипе 2013 çултах пулчĕ. Ахрăмĕ вара паян кун та вăйлă. Элмет районĕнчи Клемтел ялĕнче вулакансемпе ирттернĕ тĕлпулу хыççăн хăюллăнах çирĕплетме пулать çакна. Сцена çине тухса калаçакансем час-час «Суварăн» юбилейне аса илчĕç.
Тĕлпулу каçне Клемтелĕнчи Культура çурчĕн «Асамат» фольклор ушкăнĕ «Чăваш сăри» юрăпа залри çынсене хапăл туса уçрĕ. Пухăннисен умне хаçатăн тĕп редакторĕ К.А.Малышев тухсан чи малтанах Элмет тăрăхĕнче «суйласа илнисем» чăвашсем пурăннине палăртрĕ. Çакă унти çынсен сăмахĕсенчен те, ĕçĕсенчен те, кăмăл çирĕплĕхĕнчен те курăнса тăнине асăрхаса хăварчĕ. Малалла вăл чăвашсемшĕн «Сувар» пĕлтерĕшлĕ пулнине, тăтăш вулакансем унсăр пурăнайманни çинче чарăнса тăчĕ. Çаплах Константин Анатольевич ыйтса çыракансене редакци пулăшма тăрăшнине те астутарчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
С.Садыкова сăнӳкерчĕкĕсем.