Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (04.06.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 20 - 22 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПУЛĂШУ ТИНЕХ ВАСКАВЛĂ

«Сывлăх» нацин приоритетлă проекчĕн витĕмĕпе Тутарстанăн тĕп хулинче «2007-2010 çулсенче Хусанăн сывлăх сыхлавне çĕнетсе лайăхлатасси» программа йышăннă. Çак отрасльти çивĕч ыйтусене ку программа комплекслăн, тапхăрĕ-тапхăрĕпе татса памалла.
Хусанта талăкĕпех васкавлă стационарлă медицина пулăшăвĕ парасси паянхи кун уйрăмах питĕ çивĕч тăрать. Васкавлă пулăшу станцийĕн машинисем те ӳссе пыракан хулашăн çителĕксĕр, кирлĕ пек оборудовани те вырнаçтарман. Чылай чухне чирлĕ çынна вăхăтра пулăшу парайманнин сăлтавĕсем пулса тăраççĕ çаксем. Кăçал «Сывлăх» наци проекчĕ пулăшнипе тата «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕ çине тăнипе санитари машинисем туяннă. Хальлĕхе вĕсем 21 кăна-ха (вĕсемшĕн 15,5 миллион тенкĕ тӳленĕ), анчах çулталăк вĕçлениччен тата 20 машина илсе килмелле.

Текста малалла вулăр...

ÇУРАЛАКАНĂН ПУРĂНМАЛЛАХ

Хусан хулин перинаталь службин тĕревĕнчен пĕри – 1№ ача-пăча больници. Вăл 1961 çулта уçăлнă, хулари пĕрремĕш ача-пăча больници пулнă. Халĕ ун çумĕнче ача-пăча поликлиники те, реанимаци уйрăмĕ те ĕçлет. Поликлиникăра 74500 ача сывлăхне тимлесе тăраççĕ. Ăна хăюллăнах анлă профильлĕ учреждени тесе калама пулать. Хулари пур районтан та ачасене кунта ăсатаççĕ. Мĕншĕн тесен çакăнта кардиологи, гастроэнтерологи, нефрологи, пульманологи уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Больница çумĕнчех хулан онкогематологи центрĕ пĕчĕк пациентсене йышăнать. Кун пекки Хусанта урăх çук, республикипе илсен тата Ача-пăча республика клиника больницинче кăна. Юн чирĕпе асапланакан ачасене тĕнче шайĕнчи меслетсемпе пулăшу параççĕ кунта.
Реанимаци уйрăмĕ больницăра 2000 çулта ĕçлеме пуçланă. Унăн заведующийĕ С.А. Любин. Малтанах кунта 60 вырăн пулнă, халĕ 90.

Текста малалла вулăр...

ÇУТ ÇАНТАЛĂК ЭМЕЛĔ

ПӲРЕСЕНЕ ШУР ÇЫРЛИ УПРАТЬ
Çапла-çапла, пӳре чирĕсем шур çырлинчен хăраççĕ. Кĕркунне çырла пиçсе çитсенех çиме пуçламалла ăна. Вар-хырăм йӳçекĕ пысăк мар пулсан, аллергипе аптрамасан ним шикленмесĕрех çийĕр, çитменнине çырлара С витамин та нумай. Историре шур çырлипе сипленсе пиелонефритран сывалнă тĕслĕхсем те пур. Çырлана хăйне кăна çиме йӳçекрех. Пыл хушсан вара шур çырли пылакланать те, пӳресемшĕн те усăллăрах пулать. Сире пĕр рецепт сĕнетпĕр: термоса 1 стакан вĕрекен шыв, ун çине 1 апат кашăкĕ шур çырли ирсе ямалла. 2 сехете пиçĕхме хăвармалла. Настоя кунне 4-5 хут апат хыççăн çуршар стакан ĕçмелле.
АРБУЗ СĔТКЕНĔ ТУТЛĂ КĂНА-И?
Арбуз çисе пӳресене тăвартан, хăшĕсем хăйăртан та тасатнине нумайăшĕ илтнĕ ĕнтĕ. Паллах, фосфат чулĕсем пур пулсан арбузпа сипленме юрамасть.

Текста малалла вулăр...

ТУХТĂРПА КАНАШЛĂР

АНГИНĂРАН, шăнса пăсăлсан валидол пулăшать. 1 таблетка валидола 1 стакан вĕри шывра ирĕлтермелле те ун пăсне сывласа лармалла.
КОЛИТ аптратсан 1 стакан риса 2 стакан лĕп шыва ярса пăтă пĕçермелле. Лимона хуппинчен, вăррисенчен тасатса вĕттĕн-вĕттĕн вакламалла, пăтăпа хутăштарса ирсерен 5 кун харăсах çимелле.
ЫЙХĂ вĕçсен 5-10 минут вăйсăр çулăм çинче 0,5 литр эрехпе укропăн 50 вăррине вĕретмелле. Çывăрас умĕн пĕрер апат кашăкĕ ĕçмелле.
ОСТЕОХОНДРОЗРАН магнит лайăх пулăшать. 2 сехете ĕнсе тĕлĕнчи çурăм шăмми çине магнит хумалла. Икĕ эрнерен хулпуççи, пуç ыратни иртет.
АЛЛЕРГИРЕН кишĕр çеçкипе сипленме пулать. Çамрăк кишĕрĕн 5-10 турат çеçкине çур литр вĕрекен шыва 3 сехете ярса лартмалла. Настойра мамăка йĕпетсе кунне темиçе хут сурансене сĕрмелле. Çакăнпа пĕрлех настоя ĕçмелле – кунне 3-4 хут, апат умĕн 30 минут маларах 2 апат кашăкĕ.

Текста малалла вулăр...

МАНА ПУЛĂШРĔÇ, ЭПĔ ТЕ ПУЛĂШАМĔ

Чĕрнесем кăмпаланнинчен хаклă эмелсем туянса мĕн чухлĕ укçа пĕтермен-ши эпĕ. Анчах усси çукчĕ вĕсенчен: чĕрнесем хуралса кайнипе сандали те тăхăнаймастăмччĕ. Телее, пĕр хаçатра хам валли рецепт тупрăм. Килте алă айĕнчи япаласенченех хатĕрлеме пулать маçе: уксус, çăмарта, маргарин хутăштарса сурана сĕрмелле. Иккĕмĕш хутранах ура тӳрленме пуçларĕ – ура тупанĕ тасалчĕ, чĕрнесем шуралчĕç, якалчĕç, мăкăль (натоптыш) çухалчĕ. Тавах çав рецепта çырнă çынна.
Мана хаçат пулăшрĕ, эпĕ те хаçат урлă усăллă канаш парасшăн. Çак рецепт кӳршĕ ачине те гайморитран сыватрĕ, «Сывлăх» вулаканĕсене те пулăшасса шанатăп.
Цикламен чечек суханĕсене (чӳлмекре ӳсекен чечек, çулталăкĕпех лавккасенче сутаççĕ), сирень тĕслĕ вăрман фиалкин суханĕсене (пасарта кинемейсенчен илме пулать) вакласа сĕткенĕсене сăрăхтармалла.

Текста малалла вулăр...
■ Любовь ИГНАТЕНКО.
Павлă районĕ.

ЦИТРАМОНШĂН ТЕМИÇЕ ÇУХРĂМА

Кăçал май уйăхĕнчен ялти фельдшер пункчĕсенче эмелсем сутма чарнă иккен. Ку питĕ ăнланмалла мар япала. Мĕнле закона пăхăнса тата кам шутласа кăларнă-ши çак çĕнĕлĕхе?
Çарăмсан районне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче илтрĕмĕр çакăн çинчен.
Кантур çуртĕнчи иккĕмĕш хутра пысăках мар пӳлĕмре медпункт вырнаçнă. Унта кĕрсен, ырă кăмăллă фельдшера курсан ыратни таçта кайса кĕрет. Вера Григорьева медицинăра çĕнĕ çын мар, пысăк опытлă тесе калас килет. Вун сакăр çул ĕнтĕ вăл çĕнĕйĕлмелсене сăнаса та сыватса тăрать. Кашни çыннăн чирне пĕлет. Вера Ивановна каланă тăрăх, кунне вăтăра яхăн пациент килет. Камăн юн пусăмĕ ӳсет, камăн – чакать. Укол тутарма та нумайăн çӳреççĕ. Уйрăмах вакцинаци вăхăтĕнче ывăннипе алă-ура чĕтреме пуçлать.
Фельдшер кунта пĕр-пĕчченех пĕтĕм ĕçе пурнăçласа пырать.

Текста малалла вулăр...

ÇУТ ÇАНТАЛĂК ЭМЕЛĔ

КĂШКАР УТИ
Çак курăкăн çулçисенче чĕрене лайăх ĕçлеттерекен кали, шăмăсене çирĕплетекен кальци тата магни нумай. Вăл пулăшнипе тахçанччен тӳрленмен сурансенчен, шатрасенчен, ыратса кĕçĕтнинчен сипленеççĕ. Унăн настойĕпе шăл туни шыçсан çăвара чӳхеççĕ.
Тымарĕсен отварĕ вара юн тымарĕсене çирĕплетет, пĕвере йĕркеллĕн ĕçлеттерет. Кăшкар утин отварне ĕçни юн çителĕксĕррисене уйрăмах пулăшать. Хĕрарăмсемшĕн те усăллă çак курăк. Менструаци умĕн пĕр эрне маларах çулçăсен настойне ĕçсен ыратса асапланмасăрах иртсе кайĕ уйăх хушши.
Анчах пӳре, шăмă сыпписен чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе, пыршăлăх чирĕсемпе тата туберкулезпа чирлисене кăшкар ути усă кӳрес вырăнне хур кӳрĕ. Çавăн пекех вар-хырăм йӳçекĕ çӳллĕ шайра пулнисен кăшкар утин настойне ĕçмелле мар. Сипленме курăкăн çамрăк папкисемпе усă курмалла.

Текста малалла вулăр...

ЫР КĂМĂЛЛĂХА ХАЛАЛЛАСА

Ытларикун Хусанти 7-мĕш номерлĕ хула больницинче ыр кăмăллăх акцийĕ иртрĕ. «Единая Россия» парти пуçарăвĕпе сахăр диабечĕпе чирлисене хăйсем тĕллĕн юнри сахăр шайне виçме тест-хăюсемпе пĕрле глюкометрсем валеçсе пачĕç. Иртнĕ эрнере çакăн пек акци хулари 2-мĕш номерлĕ ачасен поликлиникинче иртрĕ, 199 ачана пачĕç ăна. Тутарстан Республикин Президенчĕн Ыр кăмăллăх балĕнче пуçтарăннă укçа-тенкĕпе туяннă вĕсене. Кашни çын хăй тĕллĕн усă курма пултаракан медицина приборĕсем пирĕн тăрăхшăн çĕнĕлĕх. Çав вăхăтрах тест-хăюсемпе глюкометрсем хальхи саманара питĕ кирлĕ пулса тăраççĕ, кашнин килĕнче пулсан та пăсмасть. Мĕншĕн тесен эпир чирсем çамрăкланса пынă тапхăрта пурăнатпăр. Сахăр диабечĕ те васкасах çамрăкланса пырать. Тухтăрсем пĕлтернĕ тăрăх, Хусанта кăна 23000 çын çак чирпе нушаланать, пĕлтĕр тата 2000 чирлĕ çынна палăртнă.

Текста малалла вулăр...

ПИЕЛОНЕФРИТ

Тӳрех каламалла, çак чир ăруран ăрăва куçмасть. Унăн тĕп сăлтавĕ – пӳрере чирлеттерекен микроорганизмсем пухăнни. Уйрăмах мĕнле-тĕр инфекци чирĕсем хыççăн пиелонефрит пуçланас хăрушлăх пур. Чирлисенчен 40 проценчĕ хăй чирлĕ пулнине сисмест те. Ятарласа тĕрĕсленмесен чирĕн паллисене асăрхама та çук – нимĕн те ыратмасть, çав вăхăтрах кăмăл сӳрĕк, вăй-хал та тапса тăмасть. Пурăна-киле хăшĕсен пилĕк ыратма пултарать, çăмăллипе тула каясси час-часах, шăнтать тата çав вăхăтрах вĕрилентерсе ярать, температура 37,2-37,3 градус тăрать. Енчен те температура 39 градуса çити хăпарчĕ-тĕк, пĕлсе тăрăр, чир çивĕчленет. Тăхтамасăр врач патне каймалла, больницăна выртсан тата лайăхрах. Унта анализсем тăрăх мĕнле микроорганизмсем чире янине тупса пĕлеççĕ, эмелсене палăртаççĕ. Хăвăр тĕллĕн сипленесси çинчен ан та шутлăр, сывлăхшăн хăрушă.

Текста малалла вулăр...

ЫЙТУ-ХУРАВ

ХĂТАРĂР, КĔÇĔ ЕРЧĔ
Пирĕн питĕ йĕркеллĕ çемье, кĕпе-йĕме те таса тытатпăр, кил-çурта та тирпейлесех тăратпăр. Урамран кĕрсен алă çăвасси çинчен те манмастпăр. Кĕçĕ пулма сăлтавĕ те çук пирĕн, халь вара... çемйипе нушаланатпăр, çынна калама намăс. «Сывлăх», пулăш, ырă канаш пар.
Ята çырмастăп.
Кĕçĕ – ерекен чир. Пĕтĕм ӳт-пӳ кĕçĕ суранĕпе витĕнчĕ пулсан сире çакăн пек рецепт пулăшма кирлĕ. Апат кашăкĕ ирĕлтернĕ сысна салине 1 апат кашăкĕ тасатнă кӳкĕртпе (сера, ăна кашни аптекăрах сутма кирлĕ) тата 1 чей кашăкĕ тикĕтпе лайăх хутăштарса маç тумалла. Ăна супăньпе лайăх çуса тасатнă ӳт çине сĕрмелле, талăкран татах çапла тумалла. Виçĕ кунран кĕçĕ иртĕ.
АННЕНЕ МĔНЛЕ ПУЛĂШМАЛЛА-ШИ?
Ман анне 42 çулта. Çăва тухсан унăн ура тупанĕ çуркаланчĕ, маçсемпе сĕрсен те иртмест.

Текста малалла вулăр...

ХАЛĂХ МЕДИЦИНИ

ХАМ ЧĔРЕНЕ ХАМ ХУÇА
Эпĕ тахçантанпах пенсионер, нихăçан та эрех-сăрапа иртĕхмен, табак туртса сывлăха пĕтермен. Анчах вăхăт хăйĕннех илет. Чĕре хăй çинчен аса илтерме пуçларĕ: аритми те тупăнчĕ, сывлăш пӳлĕнни те пулкаларĕ. Тухтăрсем йышăнасса кĕтсе больница алăкĕсене хураллама васкамарăм эпĕ, аçтăрхан мăйăрне çиме пуçларăм. Кашни кун 3-4 мăйăр çиетĕп. Мăйăра уйăра-уйăра пӳлекен пайĕсене те пăрахмастăп, пухса пырса кĕленче савăта ярса шур эрехпе настойка тăватăп. Икĕ эрнерен ĕçме хатĕр шĕвек. Кунне пĕрре çур стакан шыв çине 30-40 тумлам ярса ĕçмелле.
Эпĕ тата тепĕр тĕрлĕ настойка та тăватăп. Савăта пĕр кĕленче корвалол, валерьянка, пустырник тата катăркас ярса хутăштаратăп та çывăрас умĕн 1 апат кашăкĕ ĕçетĕп.
С.Кравченко.
Чистай районĕ.
 
ДЕПРЕССИЕ ÇĔНТЕРТĔМ
Икĕ çул каялла хамăн çывăх çыннăма çухатрăм, питĕ йывăррăн чăтса ирттертĕм çакна.

Текста малалла вулăр...

ÇĂПАН

Çăпан мĕнне пĕлмен этеме чăннипех телейлĕ темелле. Мĕншĕн тесен пурнăçра пĕрре те пулин çăпан нушине чăтса ирттернĕ çын кайран тем вăхăт иртсен те ăна çӳçенмесĕр аса илеймест. Ӳт çинче юлакан çăпан йĕрĕсем тата...
Организмри стафилококсем çăпан тухма лайăх условисем туса параççĕ. Çăпан тухнин сăлтавĕ вара питĕ ансат пулма пултарать: ӳте кăшт шăйăрттарни, шăнни е пĕрер вăрăмтуна çыртни. Çăпанран сипленнĕ чух иммунитет, веществосен ылмашăвĕ, нерв системине, вар-хырăм мĕнлерех ĕçленине пĕлмелле. Каласа хăвармалла, сахăр диабечĕпе чирлисен çăпан тухас хăрушлăх ӳсет.
Çăпансем пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та тухма пултараççĕ. Хăшĕсем пăрçа пысăкăш пулаççĕ, теприсем аçтăрхан мăйăрне те çитеççĕ. Пуç çинче, пит çинче тухаканнисем уйрăмах хăрушă. Вĕсенчен менингит аталанма пултарать. Çавăнпа пĕчĕк çăпана та пусса кăларма юрамасть.

Текста малалла вулăр...

ÇЫРУСЕМ

ПУЛАС АМĂШĔН МИОМА
Çие юлсанах УЗИ иртрĕм. Врачсем мана миома пур терĕç. Хама лайăхах туятăп, анчах миома ачана сиен кӳмĕ-ши тесе пăшăрханатăп. Тен, манăн нимĕнле миома та çук? Эпĕ вăл пуррине пачах сисместĕп-çке.
Çырчалли.
Врачсем йăнăшман пулĕ. Эсир шыççа туйманнине ĕненмелле. Хăшĕсем пурнăç пурăнса ирттерсен те вĕсен миома пулнине пĕлмеççĕ. Миома пĕчĕк-тĕк, хĕрарăмăн çие юлать, ача тĕрĕс-тĕкелех çуратать.
Анчах ача кĕтнĕ вăхăтра шыçă ӳсет пулсан, хырăм ӳкес хăрушлăх пур. Пепкен виçи кирлинчен пĕчĕкреххин сăлтавĕ те миома пулма пултарать.
 
САХĂР ÇИТМЕСТ
Пĕрисем юнра сахăр шайĕ пысăк пулнипе аптăраççĕ, эпĕ вара унăн шайĕ чакнипе хăшкăлсах çитрĕм. Мĕн тумалла? Тăн çухатнисем те пулаççĕ-çке.
Элмет районĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5].