Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КАНАШСЕМ

•Юн пусăмĕ хăпарнă чух 2 апат кашăкĕ лимон хуппи çине 2 стакан шыв ямалла та вăйсăр çулăм çинче 30 минут вĕретмелле, 10 минут лартмалла та сĕрсе илмелле. Кунне виçĕ хут, апат умĕн 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
•Тахикарди чухне вĕтĕ терка витĕр кăларнă лимон е апельсин хуппине пылпа хутăштарăр (1:1), кунне 3 хут апат умĕн 30 минут маларах пĕрер чей кашăкĕ çимелле.
• Ӳпкене, сывлăш çулĕсене тасатма ирсерен апельсин сокĕ ĕçмелле. Пĕр апельсин сокне таса шывпа хутăштармалла (пĕтĕмĕшле виçи 1 стакан пултăр), 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Сыпкăн-сыпкăн ĕçмелле. Апельсинсене кăнтăр апачĕччен çиме тăрăшмалла, каçхине 5 сехет хыççăн çининчен çименни аванрах.
•Пиçсе кайсан çапла сипленме пулать: кĕрен тĕслĕ фасоле çатма çинче хăмăрланиччен ăшаламалла (шывсăр), сивĕтсе кофемолкăпа авăртмалла.

Текста малалла вулăр...

КУÇШĂН – КИЛЕНӲ, СЫВЛĂХШĂН – СИПЛЕВ

Организмра пухăнакан тăвара ирĕлтермелли меслетсем пайтах. Мана хĕвел çаврăнăш тымарĕнчен тунă чей лайăх пулăшрĕ. Çавăнпах кăçал пахчана хĕвел çаврăнăш нумай акрăм – пăхма та киленӳ, сипленме те шеп кăна.
Тымарсене çапла хатĕрлемелле: чакаласа кăлармалла, хулăн пайне çăмламас тымарĕсенчен тасатмалла, çуса хĕвел ӳкмен çĕрте типĕтмелле. Чей тăвас умĕн тымара вĕтететĕп.
3 литр шыв валли 1 стакан типĕтнĕ тымар илетĕп. Вĕреме кĕрсен 1-2 минут вĕрететĕп те марля витĕр сĕрсе илетĕп. Анчах тымарсене пăрахмастăп. Чее 2-3 кунра ĕçсе яратăп та çак тымарсенех тепĕр хут вĕрететĕп, анчах хальхинче ытларах вăхăт – 5 минут. 3 литр чее татах 2-3 кун ĕçетĕп. Виççĕмĕш хут та чее çав тымарсемпех хатĕрлемелле, анчах 10-15 минутран кая мар вĕретмелле. Тепрехинче чей хатĕрленĕ чух «çĕнĕ» тымарсем илмелле, вĕсемпе те виçĕ хут усă курмалла.

Текста малалла вулăр...
■ М.Збруева.
Елабуга хули.

СЫХЛАНАКАНА ТУРĂ УПРАТЬ

Тутарстанра гепатитăн А,В,С вирусĕсемпе пуçласа чирленисем – 284, чир вăраха кайнисем – 1925, организмра вирус пуррисем пурĕ 11421 çын. Кăçал ултă уйăхра кăна пуçласа чирленĕ – 149, вăраха кайнă 1284 тĕслĕхе шута илнĕ. Çак цифрăсене пăхсан, ман шутпа, гепатитран прививка тăвасси пирки никамăн та иккĕленӳ пулмалла мар. Мĕншĕн тесен унран урăхла майпа сыхланма çук.
«Татмедиа» агентствăра республикăри эпидеми лару-тăрăвĕ, ВИЧ инфекципе, гепатитăн В тата С вирусĕсемпе чирленисене тупасси тата вĕсене сиплесси темăпа иртнĕ пресс-конференцире 2000 çултанпа гепатитпа чирлесси республикăра 24 хут чакнă терĕç пулин те, çав-çавах чир сарăлас хăрушлăх çук мар. Уйрăмах ВИЧ инфекципе, гепатитăн В тата С вирусĕсемпе Хусан, Çырчалли, Пĕкĕлме, Елабуга, Лениногорск, Элмет, Нурлат, Лайăш, Камско-Устьински тăрăхĕсенче ытларах чирленине палăртнă, унти кăтарту республикăн вăтам кăтартăвĕнчен те пысăкрах.

Текста малалла вулăр...

КУРĂКА ТĔРĔ ПУÇТАРМАЛЛА

Çулла выльăха хĕл каçарма утă-улăм хатĕрленисĕр пуçне хамăр валли сиплĕ курăксем пуçтарма та ĕлкĕрмелле. Анчах вĕсене пĕлсе, тĕрĕс пуçтармалла, типĕтме.
Курăксене, чечексене çеçкене ларсанах пуçтарса ĕлкĕрме тăрăшмалла.
Тымарсене, сухансене (çĕр айĕнчи пайĕсене) курăкăн çĕр çинчи пайĕ типсе ларсан хатĕрлемелле (çĕр улмине те аврисем типсен кăларатпăр та).
Вăррисене çимĕçне пиçсе çитсен пуçтармалла.
Йывăç хуппине çуркунне, йывăç сĕткенĕ вулăсем патне куçнă вăхăтра сӳсе хатĕрлеççĕ.
Асра тытăр, çут çанталăк биологи ритмĕсене питĕ сисет. Çавăнпа курăксене Уйăх Така е Йĕкĕрешсен паллисенче чухне пухсан аван. Тымарсене вара çĕнĕ Уйăхăн пĕрремĕш эрнинче е Уйăх тулсан пĕр эрне пухмалла. Курăк çулçисемпе чечекĕсене – Уйăхăн иккĕмĕш, тăваттăмĕш фазисенче.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
хатĕрленĕ.

ШĂМĂ ӲСЕТ

Эпĕ 40 те тултарман-ха, манăн вара уран пуç пӳрни çумĕнчи шăмă ӳсме пуçланă. Çынсем илемлĕ, çӳллĕ кĕлеллĕ туфлисемпе çӳреççĕ, манăн тапăчки пек сарлака пушмак тăхăнма тивет. Мĕнле сипленмелле-ши, мĕнле врач патне каймалла?
М.Иванова,
Камские Поляны поселокĕ.
Сирĕн ыйтăва В.П.Капылов врач-ортопед хуравлать.
Эпир ăнланнă тăрăх сирĕн ура тупанĕн пысăк пӳрнин шăмми шыçнă (артроз). Çакăн сăлтавĕ эндокринлă система пăсăлни те, нумай вăхăт тăвăр пушмакпа çӳрени те, самăр пулни те пулма пултарать. Çавăнпа пысăк пӳрне иккĕмĕш пӳрне çумне çыпăçать, юлнă шăмă пушмакпа сĕртĕне-сĕртĕне хăйĕн формине улăштарма пуçлать.
Çак чир аталансах пырать пулсан шăмăпа кăна мар, пӳрне сыппипе те улшăнусем пулса иртеççĕ – вăл сарлакаланать, хулăнланать. Кунсăр пуçне пĕрмай сĕртĕннипе сыпă çумĕнчи хутаç та шыçать, тухтăрсем ăна бурсит теççĕ.

Текста малалла вулăр...

ÇĔР ТĂВАРĔ

Çăкăр-тăвар таса чунтан
Куллен апатра усă куракан тăвар пирки «шурă вилĕм» тесе çӳрекен сăмаха илтмен çын çук пулĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кардиологĕсем çынна талăкра 3-4 грамм тăвар çини çителĕклĕ теççĕ. Асăннă виçерен иртсе çини сыпăсемшĕн те, пӳресемшĕн те, шалти органсен лăймака сийĕсемшĕн те сиенлĕ. Сахалрах çини те сиен кӳрет: юнăн электролитлă балансне пăсать, иммунитета чакарать тата суранлансан ӳт илесси нумая каять.
Тăвар пачах çиме пăрахнисен хушшинче (çителĕклĕ тăвар çиекеннисемпе танлаштарсан) инсультран вилекеннисен шучĕ 20 процентран та иртет, инфарктран – 15 процент. Апла пулин те Кардиологсен пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн эксперчĕсем апата ытлашши тăварлама хушмаççĕ. Мĕншĕн тесен çӳлерех асăннă нормăн 75 проценчĕ этем организмне тĕрлĕ соуссемпе, консервăсемпе, полуфабрикатсемпе, пылак апатпа та лекет.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
хатĕрленĕ.

СИПЛЕВРЕН СИЕН АН ПУЛТĂР

Ӳсен-тăранпа, халăх медицинин меслечĕсемпе сипленесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ пирĕн. Ку аван, мĕншĕн тесен чылай чухне эмел ĕçмесĕрех чир-чĕртен хăтăлма пулать, эмелсем вара хăш чухне пĕр чиртен сиплеççĕ, тепĕр «чирне илсе килеççĕ». Апла пулин те пурин те юрать-ши фитотерапипе сипленме?
*Пӳрепе чирлекенсен кĕтмел (брусника) çулçисемпе, уртăш (можжевельник) чечекĕсемпе тата чăрăштăррипе (полевой хвощ), çаплах палан çырлипе сипленмелле мар.
*Юн пусăмĕ ӳсет пулсан сар çип утипе, бессмертникпа кĕске вăхăт кăна сипленмелле.
*Пурте пĕлекен кушак курăкĕ (валериана) та пуриншĕн те усăллă мар. Унран тунă препаратсене ĕçсен хăшĕ-пĕрин пуç ыратма, вар-хырăм аптратма пуçлать. Ытла нумай ĕçсен валериана лăплантарас вырăнне пăлхатса ярать, чĕре таппине улăштарать.
*Девясилпа матрӳшкене çие юлнă хĕрарăмсен ĕçмелле мар, хырăм ӳкме пултарать.

Текста малалла вулăр...

ИММУНИТЕТ ÇИРĔП ЧУХ САР ХĔВЕЛ ТЕ САВĂКРАХ

Çуркунне – çулталăкăн чи хирĕçле вăхăчĕ: пĕр енчен куллен кун ăшăрах пăхакан хĕвел çăва çывхартать, тепĕр енчен хĕл хыççăн пирĕн организм вăйсăрланнă, гиповитаминоз вара сар хĕвелпе йышланса кайнă бактерисемпе кĕрешме чăрмантарать.
Паллах, аптекăсене кайса витаминсем туянма пулать (халĕ вĕсен шучĕ те çук пулĕ). Шел пулин те кашниех усă памаççĕ вĕсем, тĕслĕхрен, женьшень тата элеутерокок препарачĕсемпе асăрхануллă пулмалла. Вырăнта ӳсекен шур çырли, сырлан, шăнтнă хура хурлăхан тата ыттисем иммунитета аванах çирĕплетеççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем çут çанталăк панă антисептик пулнипе инфекцисенчен сыхлаççĕ.
Иммунитетшăн март-апрель уйăхĕсенче чи кирлĕ микроэлемент – кальци. Çавăнпа кунне 150 грамм тăпăрч çимеллех е, тăпăрч юратмастăр пулсан, икĕ стакан сĕт ĕçмелле. Организмра кальци çителĕксĕр пулсан çӳç тăкăнма пуçлать, çуркуннехи аллергин сăлтавĕ пулса тăрать.

Текста малалла вулăр...

КАНАШСЕМ

• Варвиттинчен чĕрĕ çăмартан шурри пулăшать. Ăна сарринчен асăрханса уйăрмалла та ĕçмелле. Çапла ĕçме йывăр-тăк, «Биттнер» бальзампа хутăштармалла.
•Тута çине герпес сиксе тухсан ун çине типĕ тăвар (апатра усă кураканни) хумалла. Кунне темиçе хутчен çапла тусан герпес хăвăрт иртет.
•Апат хуранĕн суранне çапла сиплеççĕ: вăтам пысăкăш чĕрĕ çĕр улмие илсе лайăх çуса тасатмалла, хуппине шуратмасăрах теркăпа хырмалла е мясорубка витĕр кăлармалла та çимелле. Нимĕнпе те хутăштармалла мар, нимĕн те ĕçмелле мар. Çакна выçварла тумалла, çур сехетрен кăна апат çиме юрать. Кашни кун çĕр улми çисен икĕ уйăхран сывалатăр.
• Предстательнăй парсен аденомине сиплес тесен малтанхи кун пĕр пуç сухан çимелле (сухана вĕттĕн турамалла та çăкăрсăр-мĕнсĕр çимелле, шыв та ĕçмелле мар).

Текста малалла вулăр...

ИЛЕМЛĔ ТУХТĂР

Герань е, ăсчахсем каларăш, пеларгония. Çулçисене кăшт лексенех хăйне евĕр шăршă саракан йăмăх хĕрлĕ, шурă чечексен карçинккисемпе чӳрече саккисем çинче капăрланса лараканскерсене ĕрчетмен кил те çук пуль ялта. Хулара та чылайăшĕ ӳстерет ăна – пăхма ансат, ытла «кутăнлашмасть», чечекĕсем те хитре. Тата темĕнле çемье хăтлăхĕн витĕмне туятпăр унăн çавра çулçăллă тĕмминчен.
Анчах, çав вăхăтрах герань сиплĕ курăк пулнине пĕлекенсем вара сахал. Ыйхă килменнипе аптракансемшĕн, неврастениксемшĕн, юн пусăмĕ ӳссен, вар-хырăм тата чĕре чирĕсемпе аптракансемшĕн герань чăн-чăн пулăшу пулса тăрать. Çавăн пекех чечек пĕвер тата ват хăмпи чирĕсенчен те пулăшу парать. Варвитти тата дизентери, пӳре чирĕсем, ревматизм тата подагра чухне шупка хĕрлĕ герань курăкĕн настойне ĕçмелле: 2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ курăка 2 стакан вĕретсе сивĕтнĕ шывра 8 сехет тытмалла.

Текста малалла вулăр...

АКЦИ ВĔÇЛЕНСЕН ТЕ ДОНОРСЕМ КИРЛĔ

Декабрĕн 3-мĕшĕнче Республикăн «Юн парса пурнăç çăлатăн» ыр кăмăллăх акцийĕ вĕçленчĕ. Ăна донорство йăлисене çĕнĕрен чĕртме тата Республикăн ача-пăча клиника больницин онкогематологи уйрăмне юнпа унăн компоненчĕсене тасатма 13 миллион тенке яхăн тăракан RADGIL оборудовани туянма укçа-тенкĕ пухма пуçарнă.
2008 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче акци пуçланни çинчен пĕлтернĕренпе юн пухакан учрежденисене 30625 çын пынă, вĕсенчен 26202-шĕн юнне йышăннă. Çак тапхăрта 13108,5 литр донор юнне хатĕрленĕ. Вăтамран илсен, кашни донор 483 миллилитр юн панă. ТР Шалти ĕçсен министерстви, ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви тата ытти ведомствăсем хастар хутшăнчĕç çак акцие. Çавăн пекех çемйи-çемйипе юн паракансем те пулчĕç. Çакăн пек çемьесенчен пĕрне, Лагашинсен çемйине, февраль уйăхĕнче тав туса чыслăн телевизор парнелесе хавхалантарнă.

Текста малалла вулăр...

БОЛЬНИЦА АНЛĂЛАНАТЬ

Кризис, кризис тетпĕр, апла пулин те Хусанта сывлăх сыхлав учрежденийĕсене юсама чарăнмаççĕ-ха. Çапла декабрьте хула мэрĕ Ильсур Метшин 2№ Клиника больницинче юсав ĕçĕсем мĕнле пынине тĕрĕслерĕ. Ватă Хусан территорийĕнче вырнаçнă клиника çурчĕ хулан архитектура палăкĕсен шутне кĕрет. Ăна XIX ĕмĕрте Юнусов усламçă туса лартнă. 1906 çулта çурт хуçи улшăннă: таврари паллă суту-илӳ усламçисен Апанаевсен ăрăвĕнчен тухнă Муххаммадбадретдин Апанаев, Хусанти супăнь завочĕн хуçи, илнĕ ăна. 1993 çулта Министрсен Кабинечĕн Постановленийĕпе çак çурта республика шайĕнчи архитектура палăкĕ тесе йышăнса 2002 çулта Кивĕ тутар слободин префектурине панă, унти Атăлçи районĕн 3№ поликлиникине Мирный поселокне куçарнă. Хусан 1000 çул тултарнă çĕре юсаса пĕтерме палăртнă çурта, анчах укçа-тенкĕ енчен хал çитмен. Çавăнпа юсав ĕçĕсене 2006 çулта кăна пуçлама тӳр килнĕ.

Текста малалла вулăр...

110 ÇУЛТИ ÇУРТ ÇĔНĔРЕН УÇĂЛНĂ

Иртнĕ эрнекун Хусанта Медицина университечĕн клиникин ача çуратмалли çурчĕ уçăлчĕ. Çак йĕркесене вуласан хăшĕсем мана йăнăшать тейĕç. Мĕншĕн тесен Хусанти ача амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсем ĕмĕртен çак çуртра çăмăлланма тăрăшнă, ара, кунта пысăк квалификациллĕ ăстасем ĕçлеççĕ-çке, уйрăмах чĕрепе аптракансемшĕн çакăнта çуратма шанчăклă.
Чăнах та Медицина университечĕ çумĕнчи акушерсен клиники XIX ĕмĕртех, 1833 çулта ĕçлеме пуçланă. Викториан Груздев ĕçне пысăк тӳпе кĕртнĕ. Çавăнпа тухтăр виличченех клиникăна Груздев ятне панă. 1900 çулта акушер клиники çĕнĕ, хальхи Толстой урамĕнчи 4-мĕш çурта куçнă. Çурта хăпартнăранпа 100 çул ытла иртнĕ пулин те унăн никĕсĕ, стенисем çирĕп-ха, тата çакăн чухлĕ тăрĕç. Анчах 20 çул ытла тĕп юсав туманскерĕн çивиттийĕ те, санузелĕсем те çĕрĕшнĕ. Хусан архитектурин палăкне çине тăрсах юсама вăхăт çитнĕ.

Текста малалла вулăр...

«ЮН ПАРСА ПУРНĂÇ ÇĂЛАТĂН»

Республикăн ыр кăмăллăх акцийĕ çинчен «Суварта» сахал мар çырнăччĕ. Унăн I тапхăрĕ 2008 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче пуçланса мартăн 8-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Çак вăхăтра 8925 çын тӳлевсĕрех юн пачĕ. Çапла майпа тухтăрсем 4312,7 литр юн хатĕрлеме пултарчĕç. Çак акци витĕмĕпе Республикăн ача-пăча клиника больницин онкогематологи уйрăмĕ валли донор юнне пайăркалатмалли (облучени) аппарат туянма «Ак Барс СОЗИДАНИЕ» ыр кăмăллăх фончĕ акципе пĕр ятлă счет уçнă. «Юн парса пурнăç çăлатăн» счет çинче паянхи куна 509718,70 тенкĕ пуçтарăннă.
Майăн 15-мĕшĕнче «Юн парса пурнăç çăлатăн» акцин II тапхăрĕ пуçланчĕ. Вăл июнĕн 14-мĕшĕччен пырать. Республикăра пурăнакан кашни çын акцие хутшăнса донор юнне пайăркалатакан аппарат туянма укçа хывма пултарать. Çакна тума 5075 номер çине мобильлĕ телефонран «Дети» тесе çырнă SMS ямалла.

Текста малалла вулăр...

СЫВĂ ЧĔРЕ ТИКĔС ТАПАТЬ

Раççейре чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула çулсерен 1 миллион та 300 пин çын вилет. Вилекенсенчен 30 проценчĕ тивĕçлĕ канăва тухма та ĕлкĕреймен.Танлаштарса пăхма: Хабаровск крайĕнче кăна 1 миллион та 500 пин çын пурăнать. Апла çулсерен Раççей халăхĕ крайĕ-крайĕпе пĕтет?! Тутарстанра та лару-тăру çивĕч. Пĕлтĕр кăна пирĕн республикăра 912 пин çын чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе чирли палăрнă. Хусанта республикăрипе танлаштарсан чирлекенсем тата икĕ хут нумайрах. Чылай чухне чирлисем вăхăтра тухтăртан пулăшу ыйтманнипе те çыхăннă çакă, «Васкавлă пулăшу» чĕнме тӳр килсен кăна чĕрене сыватма хĕнрех çав. Тухтăрсем чĕре чирĕсем пуçланнин сăлтавĕсене тĕпченĕ май акă мĕнле пĕтĕмлетӳ патне çитсе тухнă. Чирлисен пысăк пайĕ сахăр диабечĕпе аптрать, иккĕмĕш вырăнта юн пусăмĕ пысăкки тăрать, унтан – пирус туртни, пĕрмай стреспа пурăнни (уйрăмах пысăк хуласенче), пахча çимĕçпе улма-çырла çителĕклĕ çименни.

Текста малалла вулăр...

БИОРИТМСЕМПЕ ЭМЕЛСЕМ

Талăкра çыннăн биоритмĕсем темиçе хутчен те улшăнаççĕ. Тĕрлĕ биологи процесĕсен активлăхĕ вăхăтпа пĕр килмест. Тĕслĕхрен, 13 сехетре çын пĕр минутра сывлассин кăтартăвĕ чи пысăкки, 18 сехетре – ӳт-пӳ температури (сывă çыннăн), юн пусăмĕ ӳсеççĕ. 23 сехетре юнри лейкоцитсен шайĕ ӳсет. Тапхăр-тапхăр ӳт-пӳ температурипе сывлассин ритмĕ улшăнни веществосен ылмашăвĕ çине витĕм кӳрет. Асăрхани вырăнлă: ӳт-пӳ температури чакни биологи сехечĕсен хăвăртлăхне те чакарать, çав вăхăтрах этемĕн пурăнас срокĕ ӳсет, температура пысăк чух пачах урăхла.
Кунсăр пуçне ăсчахсем акă мĕн асăрханă: талăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче пĕр органсем вăйлăрах ĕçлеççĕ, теприсем – юлхавлăрах. Çавăнпа орган вăйлă ĕçленĕ вăхăтра эмел ĕçсен усăллăрах пулать (тĕслĕхрен, чĕрепе аптракансен эмеле 11-13 сехетсенче ĕçме тăрăшмалла).
Халĕ сире органсем хăш вăхăтра вăйлăрах ĕçленин графикĕпе паллашма сĕнетпĕр:
3-5 сехетсем – ӳпкесем;
5-7 – хулăн пыршă;
7-9 – апат хуранĕ;
9-11 – сула;
13-15 – çӳхе пыршă;
11-13 – чĕре;
15-17 – шăк хăмпи;
17-19 – пӳресем;
19-21 – арлăх системи;
21-23 – ват хăмпи;
23-1 – апат хуранĕн парĕсем;
1-3 – пĕвер.

Текста малалла вулăр...

СЫВЛĂХ

ПЫЛ БАЛЬЗАМĔ
Мĕншĕн-тĕр Турă пурне те кăпăшка, хулăн çӳç паман. Апла пулин те пурин те сывă, хулăн çӳçлĕ пулас килет (уйрăмах хĕрсен, çуркунне калпаксем хывсан). Тепĕр чух сăрласа, «хими парса» эпир хамăр çӳç сывлăхне пĕтеретпĕр. Вăл вара хĕвел çинче те тĕксĕммĕн, хурланнă тейĕн, курăнать. Илемлĕ типтерлени те пулăшмасть кун пек чух. Анчах пит хуйхăрма кирлĕ мар – мăн асаннесен, кукамайсен меслечĕ пирĕн пата та çитнĕ.
3-4 апат кашăкĕ пыла 1 çăмарта саррипе лайăх хутăштармалла. Пуçа çусан пулнă шĕвеке сĕрсе пӳрне вĕçĕсемпе массаж тумалла. Çакăн хыççăн пуçа полиэтилен калпак тăхăнса ăшă питшăллипе чĕркемелле. 1 сехетрен бальзама çуса ямалла, тепĕр хут пуçа шампуньпе çумалла.
 
СĔТЕЛ ÇИНЧИ ТĔРĔСЛЕВ
Юн пусăмĕ ӳснин сăлтавĕсенчен пĕри çын мăнтăрланни пулма пултарать.

Текста малалла вулăр...

ТОПИНАМБУР — ХИТРЕ, ТУТЛĂ, УСĂЛЛĂ

Унра çĕр улмипе хĕвел çаврăнăш пĕрлешнĕ теме пулать. Мĕншĕн тесен унăн чечекĕсем пĕчĕк хĕвел çаврăнăшне аса илтереççĕ, таçтан тăван та лекеççĕ вĕсем, ĕрчеме вара вăл çĕр айĕнче улмапа ĕрчет. Ăна çавăн пекех çĕр айĕнчи груша та (улмисен формине кура çапла каланă-тăр), паранкăллă хĕвел çаврăнăшĕ те теççĕ. Çурçĕр Америкăра топинамбур çумкурăк пекех, никам лартмасăр, пăхмасăр ӳсет. Унăн улмисемпе апат хатĕрлеме те юрать. Астăватăр та пулĕ, Санкт-Петербургра сакăр патшалăх саммичĕ пухăнсан топинамбур пăттипе хăналанăччĕ патшалăхсен пуçлăхĕсене.
Топинамбур улми хими составĕпе пăхсан çĕр улмирен кăшт та кая мар. Унри усăллă япаласем енчен илсен вара нумай пахча çимĕçрен ирттерет çĕр груши.
Ӳсен-тăран историйĕпе кĕскен паллаштарас пулсан çакна каламалла. Асăнтăмăр ĕнтĕ, унăн тăван çĕршывĕ Çурçĕр Америка, 1610 çулта ăна Англине илсе килнĕ.

Текста малалла вулăр...

АСАМЛĂ ЙОД

Аптекăра сутакан спиртпа хутăштарнă йод кашнин килĕнче пур. Ал-урана кăшт суранласанах йод кĕленчи патне кармашатпăр. Хăшĕсем вара шăнса пăсăлсан та йодпа сипленеççĕ. Этем мĕн пĕчĕкрен йод мĕн иккенне пĕлсе ӳсет. Апла пулин те, мĕн вăл йод?
Йод микроэлеменчĕсем этем организмĕнче те пур. Щит манерлĕ парсем гормонсем (тироксин,трийодтиронин, кальцитонин) туса кăларнă çĕрте йод тӳпи питĕ пысăк. Енчен те çынна йод çитмесен унăн сывлăхĕ тăруках хавшама пуçлать: пит çине шатрасем тухаççĕ, этем вăйлă тарлама пуçлать, тепĕр чух анемин сăлтавĕ те йод çителĕксĕрринче пулма пултарать, сывлăш çулĕсен шала кайнă чирĕ, янахай шыççи (зоб), ача çуратайманни, сăлтавсăрах çынсемпе харкашасси, депресси тата темĕн тĕрлĕ чир те «çакланма» пултарать. Мĕн чухлĕ кирлĕ çынна йод? Сирĕн организмра йод çителĕклĕ-и?

Текста малалла вулăр...

КАНАШСЕМ

• Хытă шăнсан ыхрапа сысна салине, ăш-чик çăвĕ пулсан тата аванрах (1/1), лайăх хутăштарса çывăрас умĕн ура тупанне сĕрсе выртăр. Çăм нуски тăхăнма ан манăр. Чире асăрхаса ĕлкĕреймерĕр пулсан, ӳслĕк пуçланчĕ-тĕк, çак хутăша кăкăр çине сĕрĕр (сывлăш çулĕсем иртнĕ тĕле. Çапла икĕ-виçĕ кунран сывалма пулать. Енчен те сирĕн сысна çăвĕ çук-тăк, ыхрана услам çупа та хутăштарма юрать.
 
• Хăлха ыратнине чăтма питĕ йывăр, уйрăмах кĕтмен чухне, алă айĕнче эмел пулмасан пушшех те. Ун пек чух ăшă вырăн çине выртăр, хăлха çине икĕ сехетрен кая мар вĕри грелка хурăр. Çав вăхăтрах тар кăларма пĕчĕк сыпкăмсемпе чей ĕçĕр. Ăна хатĕрлеме 1 апат кашăкĕ çăка чечекĕпе çакăн чухлех типĕтнĕ хăмла çырли кирлĕ. Вĕсене пĕр стакан вĕрекен шыва ярса 5 минут пиçĕхтермелле те пĕр кашăк пыл ярса пăтратмалла.
 
• Мĕн те пулин çисе наркăмăшлансан укроппа пыл хутăштарса ĕçмелле.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5.