Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (04.06.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 20 - 22 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇĂЛĂНĂÇ СИВĔ ШЫВРА?

Тип пыр астми – питĕ анлă сарăлнă чир. Юлашки çулсенче ирттернĕ тĕпчевсенчен тĕнчери çынсен 4-10 проценчĕ тип пыр астмипе аптрани паллă. Ачасен хушшинче çак цифрăсем 10-15 процента çити ӳсеççĕ. Пĕрре пăхсан çак чире «палласа» илме çăмăл пек, урăх чирпе арпаштарма çук пек туйăнать. Апла пулин те астма пуçлансанах ăна бронхитăн тĕрлĕ формисемпе арпаштараççĕ: антибиотиксемпе, ӳслĕк ирттермелли препаратсемпе сиплеме хăтланаççĕ. Статистика тăрăх, астма тупса палăртнă 5 çынран виççĕшне чир вăраха кайсан тин диагноз лартса сиплеме пуçланă.
Калас пулать, тип пыр астми – аллерги чирĕ. Чирлĕ çын тапхăр-тапхăр сывлăш пӳлĕннипе аптрать. Тип пырта йăлмака пухăннипе сывлăш пӳлĕнет çыннăн. Час-часах астмăран сипленме ĕçекен эмелсем хăйсем чир çивĕчленнин сăлтавĕ пулса тăраççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсене аллерген пек «тыткалама» пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...

АН ШĂНĂР, АН ЧИРЛĔР

Ӳслĕк, сунас, ӳт температури ӳсни – шăнса чирленин паллисем. Пур чухне те халăх меслечĕсемпе сипленейместĕн унран. Çакăн пек чух медицина промышленноçĕ кăларакан препаратсемпе усă курма тивет. Камăн, хăçан, мĕнле эмелсемпе сипленмелле – тухтăр кăна тĕрĕс канаш пама пултарать. Апла пулин те çак енĕпе хамăрăн та пĕлĕве ӳстермелле.
Типĕ ӳслĕкрен
Çынна канăçсăрлантаракан, çывăрма памасăр татти-сыпписĕр ӳсĕрттерекен типĕ ӳслĕкрен ятарлă препаратсем ĕçмелле. Вĕсем икĕ тĕслĕ пулаççĕ, пĕрисем рецепторсен шайĕнче сиплеççĕ. Теприсем – «ӳслĕк центрне» лăплантараççĕ, Туссамаг тата Кодипронт препаратсем шăпах çак ĕçе тăваççĕ. Вĕсенче кодеин текен вещество пур, анчах унпа асăрхануллă пулмалла. Мĕншĕн тесен вăл морфин манерлĕскер, хăйне наркотикла тыткалать. «Ӳслĕк центре» лăплантаракан тепĕр вăйлă эмел – декстрометорфан.

Текста малалла вулăр...

АСĂРХАНĂР, ЭХИНОКОККОЗ

Эпир кушак-йытăпа вылясан, выльăх-чĕрлĕх патĕнче çӳренĕ хыççăн пур чухне те çийĕнчех алă çумастпăр, хăш чухне манатпăр, тепĕр чух юлхавланатпăр пулĕ. Мĕн каламалли, садри ĕçсем хыççăн та çаплах. Тухтăрсем çакна çăмăлттайла хăтланнипе танлаштараççĕ. Мĕншĕн тесен вăхăтра çуман алă чылай чухне эхинококкоз текен чирĕн сăлтавĕ пулса тăрать.
Эхинококкоз – ерекен чир. Инфекци организма лексен пĕверте, ӳпкесенче тата ытти органсемпе тĕртĕмсенче киста ӳсме тытăнать. Çакна «пуçарса» яраканни вара эхинококкăн личинки пулса тăрать. Вăл этем организмĕнче вуншар çул ӳсме пултарать.
2009 çулта Раççей Федерацийĕнче эхинококкозпа чирлĕ 540 çынна регистрациленĕ, вĕсенчен саккăрăшĕ вилнĕ. 14 çула çитменнисенчен 61 ачана тупса палăртнă.
Этеме эхинококкоз чирлĕ выльăхран ерме пултарать (вĕсен çăмĕ çинче эхинококкăн çăмартисем пулма пултараççĕ, çавăн пекех çумасăр çиекен пахча çимĕçрен, улма-çырларан лекме пултарать.

Текста малалла вулăр...
■ Л.НУРГАЛИЕВА.
ТР ССМ РМПЦ врачĕ.

САХĂР ШАЙНЕ СĂНĂР

Иртнĕ шăматкун Пĕтĕм тĕнчери диабет кунĕ пулчĕ. Çак куна кашни çулах инсулин тупса палăртнă ăсчахăн, Канада врачĕн Фредерик Грант Бантингăн çуралнă кунĕнче, ноябрĕн 14-мĕшĕнче, палăртма йышăннă.
Сахăр диабечĕ – час-часах тĕл пулакан эндокрин чирĕ. Апат хуранĕн айĕнчи парсен гормонĕ инсулин çителĕксĕр пулнипе аталанать вăл. Çавна пула организм углевода кирлĕ пек йышăнаймасть.
Бантинг тупса палăртнăранпа чылай вăхăт иртнĕ, çак проблемăпа нумай ăсчах ĕçленĕ, сахăр диабечĕпе аптракансене пулăшма препаратсем те шыраса тупнă, анчах çав-çавах паянхи куна çак чиртен сывалса çитме çук теççĕ. Куçăн, чĕрен, уран юн тымарĕсем аманни тата нерв системи хавшани çак чире тата та аталанма пулăшать. Этеме инвалида кăларать.
Сахăр диабетне аталанма май паракан факторсем темиçе: сахал хусканусем туни, ытлашши нумай çинипе мăнтăрланни, психика аманни, нерв системи чылай вăхăт канманни, уйрăмах çакă ăруран ăрăва куçать пулсан, апатпа наркăмăшланни, чĕрепе юн тымар чирĕсем (юн пусăмĕ ӳсни, стенокарди).

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Материала хатĕрлеме ТР Медицина профилактикин центрĕ пулăшнă.

ГРИПП КИЛЕТ, КĔТСЕ ИЛМЕ ХАТĔР-И?

Октябрĕн 7-13-мĕшсенче Хусанта сывлăш çулĕсен вируслă инфекцийĕпе (ОРВИ) аптранă 5783 çынна шута илнĕ, лару-тăру эпидеми шайне çитиччен 16,2 процент юлнă. Яланхи пекех, гриппа, ОРВИпе массăллă чирлесси декабрь вĕçĕнче, январь пуçламăшĕнче пулать тесе пĕлтереççĕ медицина ĕçченĕсем. Çав вăхăтра та сывлăхлă юлас тесен грипп çинчен лайăхрах пĕлмелле: мĕнлерех профилактика тумалла, чир организма мĕнле витĕм кӳрет, вĕрĕлни мĕнле органсене амантса хăварма пултарать.
Грипп – çивĕч иртекен инфекци чирĕ. Сывлăш çулĕсене аптратать, организма наркăмăшлантарать. Чире пула çын вилнĕ тĕслĕхсем сахал мар. Грипп çынран çынна куçать (чирлекеннин çăмăл форма пулсан та).
Вирус калаçу вăхăтĕнче, чирлĕ çын ӳсĕрнĕ, сунасланă чух сурчăкпа, манкапа чирлĕ çынран куçать. Ал шăлли, сăмса тутăрĕ, чашăк-тирĕк, вырăн хатĕрĕ урлă та чир сывă çынна ерме пултарать.

Текста малалла вулăр...

«КРЕАТИВЛĂ» МЕСЛЕТПЕ КĔРЕШМЕЛЛЕ

Иртнĕ эрнекун Хусанта ВИЧ-инфекцие, В тата С гепатитсене, ытти вируслă инфекцисене хирĕç кĕрешекенсем тĕл пулчĕç. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие ТР СПИД центрĕпе Мускаври вируслă инфекцисенчен сиплесси тата профилактика тăвасси енĕпе Наукăпа информаци центрĕ (НИЦ) пĕрле йĕркеленĕ. Семинар пуçланас умĕн пресс-конференци пулчĕ.
Тутарстанри СПИД центрĕн ĕçĕ çинчен эпир куллен массăллă хыпар хатĕрĕсенчен пĕлетпĕр пулсан, НИЦ ячĕ халăхра çавăн пекех анлă сарăлман-ха. 2007 çулта Терапевтсен наци конгресĕ йышăннипе Обществăлла сывлăх сыхлав аталанăвĕн институчĕ уçăлнă. Институт тĕпчев ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнă: сывлăх сыхлавне епле йĕркелеççĕ, унăн экономики мĕнлерех, фармаци ĕçĕ, медицинăри информаци технологийĕсем. Çавăн пекех çут ĕç, вĕрентӳ ĕçĕсене те илсе пынă. Анчах çаксем кăна çителĕксĕр пулнă курăнать, пĕлтĕр институт вируслă инфекцисенчен сиплесси тата профилактика тăвасси енĕпе Наукăпа информаци центрĕ уçнă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Ю.Лазунин сăнӳкерчĕкĕ.

ХЫПАРСЕМ

Нумай пулмасть Ешĕлварта юн тымарĕсен центрне уçнă. Çулталăк вĕçлениччен Çырчаллинче те çакăн пек центр ĕçлеме пуçлĕ. Вăл шучĕпе республикăра вун пĕрмĕш пулĕ. Çакăн çинчен ТР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Фаррахов Ешĕлварта пĕлтерчĕ. Юн тымар программине пурнăçа кĕртесси çине республика ертӳçисем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хăш-пĕр регионсенче 4-5 юн тымар центрĕ кăна ĕçлет пулсан, Тутарстанра вара –10 центр. Паллах, çак центрсене çын умĕнче мухтанма мар, чăннипех те кирлишĕн уçаççĕ. Мĕншĕн тесен нумайăшĕ юн пусăмĕ улшăннипе аптрать, юн тымарĕн ытти чирĕсемпе аптракансем те чылай. Пурне те хальхи вăхăтри медицина пулăшăвĕ кирлĕ.
Юн тымар центрĕсене республикăра 2008 çулта уçма пуçланă. Икĕ çулта центрсенче 11 пин çынна сипленĕ, реабилитаци иртме 1244 çынна янă. 2007 çултанах шутласан виçĕ çулта инсультран вилекенсен шучĕ 13,1 процент чакнă, госпитальсенче миокард инфарктĕнчен вилекенсем сахалланнă: 2000 çулта 19 процент пулнă-тăк, 2009 çулта 12,7 процентпа танлашнă.

Текста малалла вулăр...

ИНВАЛИДСЕН ЙЫШĔ ӲСЕТ

Çакă РФ Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерствине вĕчĕрхентерет. Паянхи куна Раççейре кашни 10-мĕш çын инвалид пулнипе пенси илет. 2015 çул тĕлне инвалидсен шучĕ 15 миллионран та иртет. Ведомство лару-тăрăва çакăн патне çитересшĕн мар, мĕншĕн тесен ку наци хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă. Инвалидсен шучĕ ӳсессине хирĕç административлă мелсемпе кĕрешесшĕн: медицина экспертизин пахалăхне ӳстерсе тата вĕсене учета илессипе саккунсене лайăхлатса. Çав вăхăтрах официаллă инвалидсен шучĕ Раççейре Финляндиринчен 3 хут сахалрах, Европăри ытти çĕршывсемпе танлаштарсан та Раççей самай кайра. Экспертсем шутланă тăрăх, ку ыйту çав çĕршывсенче сусăррисем нумаййипе мар, вĕсене регистрацилеме шикленменнипе çыхăннă.
Совет саманинче пенси çулне çитменнисене кăна инвалидлăх панă (саккунĕ пачах ĕçлеме пултарайман е кăшт кăна ĕçлеекен сусăрсене пырса тивнĕ-çке), тивĕçлĕ канурисем вара.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
хатĕрленĕ.

ЫРĂ СĂМАХ ЭМЕЛТЕН ТЕ СИПЛĔРЕХ

Пĕр вăхăт ялти медпунктсенче эмел сутма чарнăччĕ. Ку питĕ тĕрĕс мар, ман шутпа. Нивушлĕ аспирин илме те 20-30 çухрăмра вырнаçнă район аптекине çити каймалла? Енчен те варвиттипе аптăрасан?
Темиçе çул нушалантарчĕ ял халăхне сывлăх сыхлав системи. Халĕ каллех ĕлĕкхи пек çынна чи кирлĕ препаратсене медпунктрах туянма пулать.
Элкел районĕнчи чăваш Пăрнай ялĕнче ĕçлекен фельдшер Зоя Еликова каланă тăрăх, ытти çулсенче укол тутарма та хăйсен шприцĕсемпе килнĕ.
– Район больницинчен çырса панă рецептсенче хăш чухне кунта çук эмелсем леккелеççĕ. Вара çав эмелсене пациентсен хăйсен туянма тивет. Паллах, района кайса çӳремеççĕ, эпĕ хамах вĕсене илсе килсе пама тăрăшатăп. Уйрăмах ват çынсене питĕ шел. Вĕсене нушалантарма, аптăратма юрамасть, – тет Зоя Николаевна.
Зоя Еликова Чăваш Пăрнай ялĕн çыннисене 32 çул хушши сыватса тăрать.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

СĔТ ÇИЕКЕНĔН ШĂММИ ÇИРĔП

Кальци пирĕн организмшăн питĕ кирлĕ япала пулнине эпир çитĕнсе çитсен кăна ăнланса илетпĕр, ача чух мĕншĕн калаçтара-калаçтара тăпăрч çитернине тĕшмĕртмен, каласан та ĕненмен. Каярахпа, шăлсем аптратма пуçласан тин пуçа илетпĕр: кальци çителĕксĕр организмра шăмăсем начар аталанаççĕ. Хĕрарăмсем çакна йывăр çын чух, ача çуратсан никам каламасăр лайăх ăнланса илеççĕ. Ватăсем уйрăмах шăмăсен проблемисемпе аптраççĕ, чылайăшĕн кальци çителĕксĕррипе остеопороз аталанма пуçлать – шăмăсем черченленсе каяççĕ кун пек чух, кăшт перĕнсенех ӳксе алă-ура хуçма пулать. Мĕн тумалла çакăн пек лару-тăрăва лекес мар тесен? Кунĕн-çĕрĕн тăпăрч çимелле-и? Çапла туни япăх мар ĕнтĕ, унра кальцисĕр пуçне тата та усăллă веществосем пур. Çын çак апата чăннипех юратмасть пулсан? Кун пек чух ӳкĕте кĕртме йывăр. Телевизорпа рекламăлакан хаклă препарата туянмалла-и?

Текста малалла вулăр...

ИВАН–ЧАЙ

Çут çанталăкпа киленме пĕлекенсенчен çак курăка курманни çук та пулĕ. Сиплĕ курăксемпе аппаланакансем иван-чая лайăх пĕлеççĕ, тивĕçлипе хаклаççĕ. Нумай пулмасть ăсчахсем çак курăкра халиччен пĕлмен усăллă япаласем тупса палăртнă. Çавăнпа эпир халь çырса кăтартакан материала вулама пурне те интереслĕ пулĕ. Ансăр çулçăллă иван-чая халăхра тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ ят панă: хлебница, мельничник, пуховик, скрипун, ленок тата ытти те. Çак ятсенчен этем иван-чайпа ăçта, мĕнле усă курнине ăнкарса илме пулать. Çак курăкпа яшка та пĕçернĕ, чей те тунă, чустана хушса икерчĕ те пĕçернĕ. Вĕрен явнă çĕрте те усă курнă, çемçе минтер те унранах тунă, пусма та тĕртнĕ. Паян эпир иван-чайпа хуçалăхра мĕнле майпа усă курни çинче чарăнса тăмăпăр, пирĕн кăларăм «Сывлăх» ятлă вĕт. Иван-чайăн халăх медицининчи вырăнĕ çинче чарăнăпăр.

Текста малалла вулăр...

ЯСМĂК

Мĕн авалтан пирĕн асаттесем, мăн асаттесем ясмăк (чечевица) пăтти çинĕ. Историрен вара Египетри фараонсем те, Вавилонри çĕрме пуянсем те ясмăкран апат пĕçерни паллă. Раççейре ясмăкпа уйрăмах анлăн усă курнă: çăкăр та пĕçернĕ, яшкана та янă. Çак культурăна туса илсе сутассипе XIX ĕмĕр варриччен Раççей тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăннă. Анчах наукăпа техника аталаннă май пирĕн сĕтел çинче урăх апатсем курăнма пуçланă, кĕçех вĕсем ясмăка менюран «тĕксех» кăларма пăхнă.
Ясмăк, пăрçа йышши ытти культурăсем пекех, пирĕн апат ирĕлтерекен органсене лайăх ĕçлеттерме пулăшать.
Ясмăкра организм çăмăллăн ирĕлтерме пултаракан ӳсен-тăран белокĕ, углеводсем нумай. Пăрçапа танлаштарсан ясмăкра çу сахалрах, тимĕр нумай. Ясмăкран пĕçернĕ апатăн 1 порцийĕнче фоли кислотин талăкри нормин 90 проценчĕ пур.

Текста малалла вулăр...

ХĂВАТЛĂ ÇИМĔÇ

Çак тымар çимĕçе чăннипех «асамлă», «супер», «пуринчен те аванни» тата ытти сăмахсемпе мухтама пулать. Çук, эпир таçта тинĕс леш енче сайра тĕл пулакан хаклăран та хаклă çимĕç пирки калаçмастпăр, кунти, хамăр пахчара хамăр алăпа пăхса ӳстерекен чĕкĕнтĕр çинчен сăмахăмăр.
Нумай пулмасть Британи ăсчахĕсем хĕрлĕ чĕкĕнтĕре тĕпченĕ. Çакăн пек пĕтĕмлетӳ патне пырса тухнă вĕсем: чĕкĕнтĕр сĕткенĕ сывлăхшăн чăн-чăн асамлă элексирпа танлашма пултарать.
Эксетер университечĕн ăсчахĕсем пĕлтернĕ тăрăх, чĕкĕнтĕр сĕткенне энергетика ĕçми пек усă курма юрать – ăна ĕçсен хул-çурăм вăйĕн чăтăмлăхĕ 16 процент ӳсет. Мĕншĕн тесен чĕкĕнтĕрти организмăн кислород запасĕсене тăкаклассине чакаракан тăварсем вăй-хăвата перекетлеме май параççĕ.
Ученăйсем хăйсем урăх нимĕнле майпа та çакăн пек çитĕнӳсем тума çук теççĕ.

Текста малалла вулăр...

ВЕТЕРАНСЕН ГОСПИТАЛĔ

Хусанта вăрçăсен ветеранĕсен госпиталĕн сывлăха сиплекен уйрăмра тĕп юсав вĕçленчĕ, тунтикун вăл пациентсене йышăнма пуçларĕ те ĕнтĕ. ТР сывлăх сыхлав министрĕ А.Фаррахов сăмахĕсемпе, уйрăмра йывăр чирлĕ ветерансене ура çине тăратма пур условисем те туса панă. Пациентсем физиотерапи, гидротерапи, механотерапи, сиплев физкультури, кинезотерапи, мануаллă терапи, рефлексотерапи иртеççĕ. Çаксемсĕр пуçне кунта ĕç терапи пӳлĕмĕ те пур – йывăр чиртен сывалакансене медицина персоналĕ кашăк тытма, апат хатĕрлеме тата ыттине те çĕнĕрен хăнăхтарать.

ИРХИ АПАТ – ÇĂМАРТА

«Куна çăмарта çининчен пуçлакан çын – çав тери ăслă çын», – теççĕ ăсчахсем. Мĕншĕн тесен çăмарта организма энергипе пуянлатать тата ун хыççăн этем талăкĕпе те сахалрах çиет. Çак сăмахсене тĕрĕслес тĕллевпе ăсчахсем эксперимент ирттернĕ. Ирхине çăмарта çиекен арçынсем кĕлентĕр-кукăль çиекеннисен кунĕпе çинĕ апачĕсене танлаштарсан çăмарта çинисене сахалрах калори кирлĕ пулни палăрнă.
Диетăра ларакансене вара çăмарта 65 процент ытларах ӳт чакарма пулăшать.
Эксперимента 21 арçын хутшăннă. Пĕрремĕш ир вĕсене виçĕ çăмарта ăшаласа панă тата çур татăк тост çитернĕ. Иккĕмĕш кун меню пылак чустаран пĕçернĕ рогаликран, çур апат кашăкĕ çусăр сырпа йогуртран тăнă. Икĕ кунĕнче те менюсен калорийĕсем пĕр пекех пулнă, апла пулин те эксперимент результачĕсем пач улшăнса тăнă:
– ирхине çăмарта çинĕ кун арçынсем тепĕр виçĕ сехетрен буфетра сахал калориллĕ апат (112 калори сахалрах) илнĕ;
– рогалик çинĕ хыççăнхипе танлаштарсан çăмарта çинĕ хыççăнхи талăкри рацион 400 калори сахалрах пулни курăннă;
– юн анализĕ тутлă рогалик аппетита «асăрхаса тăракан» грелин гормонĕн шайне ӳстернине кăтартнă.

Текста малалла вулăр...

ЮН ТЫМАРНЕ ÇАМРĂКЛАТАТПĂР

Урамра çуркунне. Апла организма каяшсенчен тасатма вăхăт çитнĕ. Çак ĕçе мартăн 16-мĕшчен (çĕнĕ уйăх тухиччен) пуçласан тата аванрах пулĕ. Юн пусăмĕ пысăккипе, склерозпа, тромбофлебитпа аптракансем çак процедурăсене ирттерсен çулталăкĕпе хăйсене аван туйĕç.
Çак процедурăна ирттерме 100-шер грамм салтак тӳми, сар çип ути тата бессмертникпа хурăн кăчкине илмелле. Курăксене лайăх хутăштарса пĕр банкăна ярса лартмалла. Çывăрма выртас умĕн 1 апат кашăкĕ хутăша 0,5 литр вĕрекен шыва ярса 15 минута лартмалла. Настоя марля витĕр кăларса 2 порцие пайламалла. Пĕр пайĕ çине 1 чей кашăкĕ пыл ярса ĕçмелле. Ирччен урăх нимĕн те ĕçмелле те, çимелле те мар.
Юлнă настоя ирхине шыв мунчинче лĕпĕ пуличчен ăшăтмалла та 1 чей кашăкĕ пыл ярса пăтратмалла. Апат умĕн 30 минут маларах ĕçмелле.
Çак процедурăна çулталăкра пĕр хут ирттерсен сывлăхшăн çителĕклĕ пулĕ.

Текста малалла вулăр...

ĔÇМЕННИНЧЕН ĔÇНИ ЛАЙĂХРАХ

Этемлĕх кофе ĕçме пуçласанах унăн сиенĕпе усси çинчен хĕрӳ тавлашусем пуçланнă. Паянхи кун та шăпланмаççĕ вĕсем. Юнра кофеин ытлашши нумай-тăк, çын аритмипе аптрать теççĕ. Нумай пулмасть Америка ăсчахĕсем чĕре ритмĕ пăсăлнипе (аритмия) аптраса больницăна лекнисенчен чылайăшĕ кофе пачах ĕçменни çинчен пĕлнĕ.
АПШри ĕçтешĕсемпе пĕр вăхăтрах Дани тĕпчевçисем кофе нумай ĕçни аритми çине витĕм кӳменнине палăртнă.
АПШри пĕр пысăк медицина компанийĕ кофепе аритми хушшинчи çыхăнăва тарăннăн тĕпченĕ. 18-90 çулсенчи (чылайăшĕ 50 çулран кĕçĕн) 130054 хĕрарăмпа арçын эксперимента хутшăннă. Вĕсенчен 27 проценчĕ пачах кофе ĕçмен, 14 проценчĕ кунне пĕр куркаран та сахалрах ĕçнĕ, 42 проценчĕ – 1-3 курка, 17 проценчĕ – кунне 4 куркаран кая мар. Ăсчахсем сăнанă вăхăтра 3317 çын (2,5 прцентран кăшт ытларах) аритмипе аптраса больницăна выртнă.

Текста малалла вулăр...

СИПЛĔ УКÇА

Укçа пек асамлă вăй тата мĕнле япалан пур-ши çĕр çинче? Вăл пулсан çын кăмăлĕ ыйтнине пурнăçласа кирлĕ япала та туянать, çитес çĕре те туххăмрах çитет, нушаллă çынсене те пулăшать тата ытти те. Мĕн каламалла, пирĕн вăхăтра сывлăхпа укçа тачă çыхăннă, ытарлăн калани мар ку, тӳррипех çапла.
Кĕтмен çĕртен пысăк мул илнĕ çынсем радикулитран, мигреньрен, грипран, депрессирен туххăмрах сывалнă тĕслĕхсем халап кăна мар, чăнах та пурнăçра пулнă. Паллах, çакна психотерапи сиплевĕпе ăнлантармалла. Анчах укçа кунсăр пуçне те чăннипех сиплет. Паян эпир сирĕнпе çакăн çинчен калаçăпăр.
Анчах сиплевре вак укçа кăна пулăшать. Тĕслĕхрен, пăхăр укçа. Укçа «ывăнма» пĕлмест, çавăнпа унпа эрни-эрнипе усă курма пулать. Чăн та, уйăх çурăран вĕсене 10 кун «кантарса» илмеллех. Çакна асра тытмалла: сиплевре усă куракан укçасен таса пулмалла.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
хатĕрленĕ.

СЕЛЬДЕРЕЙ

Икĕ çул ӳсекен ӳсен-тăран виçĕ тĕрлĕ пулать: тымар çимĕç, çулçăллă тата туна. Пĕрремĕш çул сельдерей тымарĕн диаметрĕ 8-10 сантиметра çитет, иккĕмĕш çулĕнче вăрлăх парать. Çимĕç хăйĕн сиплĕхĕпе халăхра анлă сарăлнă. Унăн сĕткенĕ, настойĕ пӳрере чул пухăнакансемшĕн те, шăк хăмпи шыççипе аптракансемшĕн те çăлăнăç.
Сельдерей сĕткенне тĕрлĕ аллергинчен – хĕрлĕхен, дерматит, диатез, маляри, сахăр диабечĕ – сипленме ĕçеççĕ. Кунне виçĕ хутчен апат умĕн 1 чей кашăкĕ ĕçмелле.
Шăрăх çанталăкра ирхине, кăнтăрла 1 черкке сельдерей сокне ĕçсен çыннăн ӳт температури йĕркеленет, пăчăхтармасть.
Авитаминоз чухне сельдерей сĕткенĕпе пĕрле ытти соксене хутăштарса ĕçни питĕ пулăшать. Нерв пăсăлнă чух сельдерей сĕткенĕпе кишĕр сĕткенне хутăштарса ĕçни сывалма май парать. Енчен те этем çиекен апатра кӳкĕрт, тимĕр, кальци çителĕксĕр, астма, ревматизм, геморрой тата ыттисем аптратма пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...

ТУРТНИ СИРĔН СЫВЛĂХШĂН СИЕНЛĔ

Паян эпир сирĕнпе çула çитмен ачасем пирус туртма пуçлани пирки калаçăпăр. Çакă çамрăксемшĕн те усăллă пуласса шанатпăр. Тен, пирĕн калаçу хыççăн шухăшласа илĕç…
Пирус туртакан ачасен шучĕпе Раççей тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăнать. Çĕршыври ачасемпе çул çитменнисенчен 33 проценчĕ пĕрмаях пирус туртать.
Табак туртни çулсерен пилĕкшер миллион çынна вĕлерет.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ Раççейре ирттернĕ «Шкул ачисен сывлăхĕ тата вĕсем сывлăх сферинче хăйсене тыткалани» тĕпчев хыççăн çакăн пек ӳкерчĕк тухса тăнă: 15 çулхи арçын ачасенчен 20 проценчĕ пĕрмай пирус туртать, хĕр ачасем – 14 процент. Сăнанă тăрăх, Раççейре арçын ачасенчен ытларахăшĕ 14 çулта туртма пуçлать, хĕр ачасем – 13-16 çулта.
Пирус туртакансен пысăк ушкăнĕпе ирттернĕ ыйтăм çакна кăтартса панă: вĕсенчен 55 проценчĕ пирус туртни пурнăçа кĕскетнине пĕлет, 22 проценчĕ кун пирки нихăçан та шутламан, юлнă 23 проценчĕ вара табак сиенлине ĕненмест.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5.