Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

ВАТТИСЕМ ВАЛЛИ ÇЕМЬЕ

2017 çулта республикăра «Ватăсем валли усрав çемье» пилотлă проект хута каять. Унăн тӗллевӗ – пӗччен пу­рăнакан, хăйне пăхайми пулнă çынсене çемьене илсе пăхасси. 60-тан иртнӗ арçынна, 55-рен иртнӗ хӗ­ра­рăма пăхнăшăн патшалăх çакăн чухлӗ укçа тӳлет:


ГОРЧИЦА

Çак техӗмлӗ курăк шăнса пăсăлсан кăна мар, невралгие, мигрене те сипленине пӗлнӗ-и эсир?

 

Бронхитран

Бронхитпа чирлесен е пыр ыратсан 200-400 грамм порошока лӗп шывра ирӗлтермелле (вăл хăйма евӗрлӗ пулмалла). Урана чиксе лартма хатӗрленӗ тазри шыва хушмалла. Çак шывра 7 минут ларсан урана таса, ăшă шывпа чӳхесе лайăх типӗтмелле те нуски тăхăнса утиялпа витӗнсе вырт­малла. Çакăн пек ваннăйсем радикулитран, невритран тата хытă шăнса килсен (температура çук пулсан) те пулăшаççӗ.


Шăнса пăсăлсан

Çуллахи шăрăх кунсем хыççăнах пуçланнă кӗр кунӗсене организм хăвăрт хăнăхаймасть. Кун пек чух кăшт шăнсанах сăмса юхма, пыр ыратма пуçлать. Тӳрех эмел ӗçиччен халăх мелӗпе усă курма тăрăшмалла, вӗсем нумай чух пулăшаççӗ.


ÇУРАЛАСЛĂХПА ПӖРРЕМӖШ ВЫРĂНТА

Тутарстанра юлашки пилӗк çулта çын шучӗ ӳснине палăртаççӗ, 2015 çулти кăтартусемпе 1000 çын пуçне 2,7 ача çуралнă. Çуралнисен шучӗ 57 пине яхăн, 2014 çулхипе танлаштарсан 209 ача ытларах. Вилнисен шучӗ чакни тӳрреммӗнех пурнăç вăрăмланнине кăтартать. Çуралнисен шучӗ ку çур çулта пӗлтӗрхипе танлаштарсан сахалрах (173 ача чухлӗ) пулсан та (32351 ача) халăх шучӗ чакман. Çапла Тутарстан çураласлăх кăтартăвӗсемпе те Атăлçи тăрăхӗнче пӗрремӗш вырăнта. Кун пирки «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин пӗлтерчӗ. Министр сăмахӗсемпе, хӗрарăмсене çуратма пулăшассин службин ӗçне çӗнетесси тата аталантарасси РФ Сывлăх сыхлав министерствин приоритетлă программи пулни питӗ те тӗрӗс. Ку енӗпе Тутарстанра паян нумай ӗçлеççӗ, 2011-2013 çулсенчи модернизаци программине пурнăçлама 3,7 миллиард тенкӗ уйăрнă.


Текста малалла вулăр...

Хăрушă чире çĕнтерме пулать

Февралĕн 4-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипех Онкологи чирĕсене хирĕç кĕрешмелли куна палăртаççĕ. Хăрушă чир çиçĕмле хăвăртлăхпа аталанса пырса пĕтĕм планетăна ярса илнĕ темелле. Ракпа нушаланса вилекенсен шучĕ çулсерен ӳссе пырать. Ăçтан пуçланса каять-ха çак чир, мĕнре унăн сăлтавĕ? Хăш-пĕри япăхланса пыракан экологие, теприсем апат-çимĕçри ГМОна айăплаççĕ. Шел пулин те, унпа кĕрешме медицина татăклă утăм тăвайман-ха. Чире малтанхи тапхăрта кăна çĕнтерме пулать. Тутарстанра 2014 çулта кашни 45-мĕш çын онкологипе чирлĕ пулнă-тăк, хальхи вăхăтра кашни 43-мĕш çын, учетра пурĕ 90615 çын тăрать. Ракпа чирлесе вилессипе пирĕн регион Раççейĕпе те чи малта пырать. Сывлăх сыхлав ĕçченĕсен сăмахĕсемпе, ку чире палăртасси лайăхланнипе те çыхăннă, 2015 çулта вăл 2,2 процента ӳснĕ. Хăш-пĕр регионта диагностика кирлĕ шайра пулманнипе çын мĕнрен вилнине час-часах паталогоанатом патне çитсен кăна палăртаççĕ.


Текста малалла вулăр...

Ю.Пыльчиков: «ЭП – ХУСАНКАЙРАН»

Çапла мăнкăмăллăн пĕлтерчĕ хăй ăçта çуралса ӳсни çинчен ыйтсан Чăваш Енри Елчĕк район больницинче хĕрĕхе яхăн çул шăл тухтăрĕнче тăрăшакан Ю.Е. Пыльчиков.


ШĂНСА ПĂСĂЛАСРАН

Кун пек сивĕсемпе хăвăрт шăнса пăсăлма пулать. Вăхăтлă сипленме пуçласан чире антибиотиксăр та çĕнтерме пулать. Ку чухне сиплĕ ĕçмесемпе усă курни пăсмĕ. Нумайăшĕ вĕсене пĕлеççĕ. Çапах асаннесен рецепчĕсене, специалистсен сĕнĕвĕсене аса илтерни ку сивĕре сиенлĕ пулмĕ.
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

АЧА АПТЕЧКИ

Çемьере ача çуралсан хăнăхусене те, кун йĕркине те пăхса тухма тивет. Атте-анне пулнисем кăна лайăх пĕлеççĕ. Тата аптекăна та вăхăтра улшăнусем кĕртме ĕлкĕрмелле. Çапла тусан хуть мĕнле лару-тăрура та ашшĕ-амăшĕ çухалса каймĕ. Паллах, опытлисем лайăх пĕлеççĕ: мĕнле препаратсем туянса хумалла, хăçан мĕнпе пулăшмалла ачана… Пĕрремĕш хут ача алла тытакансене вара пулăшу кирлех пек. Паллах, вăл е ку препаратпа усă курасси пирки педиатрпа канашлама манмалла мар...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

ЯЛТИ АПТЕКА

Паянхи кун пур ял та аптека пуррипе мухтанаймасть. Кирлĕ эмелсене туянма чылай чух ялтан инçете кайма тӳр килет, аслă çулсенчи кинемейсемпе мучисемшĕн ку пысăк йывăрлăх пулса тăрать. Çĕпрел районĕнчи Упи ял хутлăхĕнче пурăнакансен вара хăйсен аптека пур. Унта Марина Агафоновна Егорова 1990 çултанпах ĕçлет. Тарават фармацевт хăйĕн ĕçне юратать, килен-каяна ăшшăн кĕтсе илет. Врач çырса панă рецептсемпе эмелсем кӳрсе килесси уншăн кăткăс мар, пĕрле килĕштерсе ĕçлекен фирмăсене пĕлтермелле çеç, заказа эрне хушшинче илсе те килеççĕ. Аптекăри эмелсен ячĕсене пăхнă май кунта сезон вăхăтĕнчи чирсене шута илни те курăнать. Тĕслĕхрен, халь Марина Агафоновнăн грипран профилактика тăвассипе, иммунитета çирĕплетесипе çыхăннă препаратсем йышлă. Медикаментсем туянакан çынсен фармацевтпа канашласси те пулать, шанаççĕ унăн сăмахне.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ÇУЛЛА ПИÇĔХЕКЕНСЕМ ХĔЛЛЕ ЧИРЛЕМЕÇÇĔ

Хĕлле шăнса пăсăлнă ача урама ярăнма тухайманнишĕн çеç куляннă пуль, ыттишĕн мĕн хуйхăрмалли: шкула каймастăн, килте ятламаççĕ, тутлă чейсем ĕçтереççĕ… Атте-анне вара ачисем чирлесен канăçне çухатать: сивĕ шыв ĕçнĕшĕн ӳпкелет, çил çинче çӳрени, çĕнелсе таврăннă грипп вирусĕ… Чир мĕншĕн çакланнине ăнлантарса паракан сăлтавсене хăвăрт тупма пулать, анчах тĕрĕсех-ши вĕсем? Пĕлекен çынсем пĕтĕмпех тĕрĕс тесе калама васкамаççĕ.
Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вĕсен шухăшĕпе ача иммунитетне çулла çирĕплетмелле. Çапла тусан çеç вăл хĕлле сахалрах чирлĕ. Чи малтанах çакна каламалла: çулла та кун йĕркине пăхăнмалла, каникулта тесе хĕвел пуç тӳпине çитиччен çывăрмалла мар, шкула çӳренĕ чухнехи пек вырăн çинчен тăмалла. Ирсерен апатланнă чух сĕлĕ пăттипе чĕрĕ çĕр çырли, сырлан çырли е хурлăхан çимелле (вĕсенче С витамин нумай, апельсин, мандаринринчен те ирттерет).

Текста малалла вулăр...

АСЛĂ ТИПĔ

МАРИНАД ĂШĔНЧИ ГОЛУБЦЫ
Кирлĕ: 1 пуç купăста, 5 кишĕр, 3-4 шăл ыхра, 1 кашăк тăвар, вĕтетнĕ хура пăрăç, ешĕл укроп.
Купăстана çулçисем çине уйăрмалла та вĕсене темиçе минута вĕрекен шывра тытмалла. Унтан кăларса илсе дуршлаг çине хурса шывне сăрăхтармалла. Кишĕре шултра шăтăклă теркăпа хырмалла, вĕттĕн туранă укроппа тата ыхрапа хутăштармалла, кăшт пăрăç сапмалла. Хатĕр ăшлăха купăста çулçисем çине хурса рулет пек чĕркемелле, кастрюле хумалла. Çиелтен вĕрекен рассол (1 л шыв пуçне 1 кашăк тăвар) ямалла. Икĕ кунран голубцы хатĕр.
САЛАТ
Кирлĕ: 300 г чечеклĕ купăста, 250 г консервăланă шурă фасоль, 250 г маринадланă кăмпа (шампиньон та юрать), 200 г консервăланă кукуруза, 1 пылак пăрăç, 1 чей кашăкĕ горчица, тип çу.
Чечеклĕ купăстана 5 минут пĕçермелле, унтан чечекĕсем çине пайласа тип çу çинче ăшаламалла.

Текста малалла вулăр...

АСĂРХАНĂР, ТУБЕРКУЛЕЗ

Туберкулез – туберкулезăн микобактерийĕ (Mycobacterium tuberculosis) лекнипе пуçланакан инфекци чирĕ. Çынран çынна сывлăшпа куçать.
Çынсем туберкулезпа авалтанах чирлеççĕ. Европăра вăл промышленность революцийĕ вăхăтĕнче уйрăмах анлă сарăлнă. Ун чух хуласем питĕ хăвăрт ӳснĕ, çакна пула вилекенсенчен 30 проценчĕн вилĕм сăлтавĕ яланах туберкулез пулнă. 1940 çулта трептомицин,1950-мĕ шсенче – изониазид, 1960-мĕшсенче этамбутол, 1970-мĕшсенче рифампицин тупнă хыççăн туберкулеза тухтăрсем парăнтарнă тесе те шутланă. Анчах 1980 çулсенче экономика тĕлĕшĕнчен вăйлă аталаннă çĕршывсенче те туберкулезпа чирлисем йышланма тытăннă. Туберкулез бактерийĕн хăш-пĕр штамĕсем антибиотиксенчен хӳтĕленме вĕренсе çитнĕ. Апла пулин те юлашки вăхăтра тĕнчипе илсен каллех туберкулезпа чирлесси чакни курăнать. Анчах Раççейри лару-тăру шиклентерет: 1991 – 1998 çулсенче чирлекенсен шучĕ икĕ хут ӳснĕ.

Текста малалла вулăр...

БАНАН ÇИМЕ ЮРАТЬ-И? ÇУК

Диетологсем ирхи апат тумаллах теççĕ пире, анчах мĕн кăмăла килет çавна çимелле мар иккен. Çиме юраман продуктсен «хура списокне» те хатĕрленĕ вĕсем. Мĕн кĕрет çав списока? Мĕншĕн çиме юрамасть ăна?
Чи малтанах эпир йогуртпа банана куратпăр. Ку самай тĕлĕнтерет, мĕншĕн тесен чылайăшĕ, кăшт та иккĕленместĕп, куна шăп вĕсенчен пуçлать. Апла пулин те выçварла çимелле мар иккен вĕсене. Медиксен сăмахĕпе, бананра магни нумай. Ирсерен банан çиессине йăлана кĕртсен çыннăн кальципе магни шайĕ пăсăлма пултарать. Ку вара чĕрепе юн тымар системи çине ырă витĕм кӳмест.
Пуш апат хуранне лекнĕ йогуртăн усăллă веществисем çухалаççĕ. Апатланнă хыççăн 2 сехетрен çинĕ йогуртран самай ытларах усă пулать.
Выçварла апельсин çинине те ырламаççĕ диетологсем – гастрит е аллерги пуçланас хăрушлăх ӳсет.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
хатĕрленĕ.

ĂШĂ СĂМАХ ЭМЕЛ ПЕКЕХ

Тухтăр ĕçĕ – питĕ пархатарлă ĕç. Çак ĕçре ĕçлеме, ман шутпа, кашниех пултараймасть. Медицинăра вăй хураканăн этемĕн органĕсене, чирĕсене витĕр пĕлсе сиплеме пултарнисĕр пуçне çынпа калаçма та, кирлĕ канаш пама та пĕлмелле. Япăх тухтăр патне, тем тесен те, çынсем пырасшăнах мар. Лайăххисем патне килекенсем вара пĕрмай нумай.
Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче нихăçан та çын татăлмасть. Çакăнта кунта ĕçлекен Людмила Петровна Захарова фельдшерпа Надежда Васильевна Евграфова акушеркăн та тӳпи пысăк, паллах. Вĕсем кашни килекен çынна ăшшăн кĕтсе илсе пулăшу параççĕ, сиплеççĕ. Тухтăрсен ăшă сăмахĕ чирлисене эмел пекех сыватать, вăй хушать. Эпир пынă чух та шкул çуртĕнче вырнаçнă медпункта темиçе минут хушшинчех 7-8 çын пычĕ: пĕрин юн пусăмĕ ӳссе кайнă, теприн укол тутармалла, виççĕмĕшĕ кăкăр ачине тĕрĕслеве илсе пынă… Вăл кун медпунктра Надежда Васильевна пĕчченех ĕçлетчĕ, пурне те çийĕнчех йышăнчĕ вăл, кирлĕ пулăшу пачĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: Н.В.Евграфова черетлĕ пациента йышăнать.

Тяхинсем тесен…

Çĕпрел районĕнче Тяхин хушамата илтсен тӳрех больница çинчен сăмах пынине пĕлеççĕ.
Светлана Ивановнăпа Владимир Витальевич Çĕпрел районĕн больницинче иртнĕ ĕмĕртенпех ĕçлеççĕ. Вĕсене больницăна çӳрекен çынсем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Нумай çын вĕсен аллисем витĕр тухнă темелле.
Питĕ кăмăллă та сăпай тухтăрпа Светлана Тяхинăпа пире район больницин заведующийĕ паллаштарчĕ. Унăн пултарулăхĕпе мăнаçланчĕ, ăста специалист пулнипе мухтарĕ.
Светлана Ивановна, Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрел ялĕнче çуралса ӳснĕскер, амăшне пăхса мĕн пĕчĕкрен медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. 8 класс хыççăн Светлана Ульяновск облаçĕнчи Карсунри медицина училищинче вĕренсе медсестра дипломне илме тивĕçнĕ. Унпа кăна çырлахман вăл, Шупашкарти Чăваш патшалăх университетне медицина факультетне вĕренме кĕрет.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

ЯЛТА ВРАЧ ТА ПУР

Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкай пур енĕпе те аталаннă ял темелле. Кунта çынна пурăнма пĕтĕм услови пур. XIX ĕмĕртех земски больница уçăлни те çакăн çинченех калать. Ара, хăш ялсенче больница мар, медпункт та çук вĕт. Сиктĕрмери больницăна уçас ĕçе хăй вăхăтĕнче И.Н.Ульяновпа И.Я.Яковлев та хутшăннă. Унта пĕтĕм таврари ялсенчен сипленме çӳренĕ çынсем. Кунта хирурги те, куç, ача çуратмалли уйрăмсем те, морг та пулнă.
Халĕ те Сиктĕрмере ытти ялсенчи пек фельдшерпа медсестрасем кăна мар, врач та ĕçлет. Вырăнти врач амбулаторине пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ Иван Анатольевич Младшев ертсе пырать. Ăна Равиля Мансуровна Казанкова аслă медсестра, Альбина Мударисовна Хаметшина, Валентина Пантелеевна Пастухова медсестрасем, Людмила Федоровна Аверьянова санитарка пулăшса пыраççĕ. Амбулаторин çурчĕсем санитари нормине тивĕçтерменнине пула 2009 çулта кунта çĕнĕ çурт тума пуçланă.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: Сиктĕрме-Хусанкайри амбулаторин заведующийĕ И.А.Младшев.

Ырă чунлине кура…

Медицинăпа çыхăннă çынсен пурнăçĕ пĕрре те канлĕ теме çук. Вĕсем больницăра ĕçленине пĕлсен, сывлăхпа çыхăннă кирек мĕнле ыйтупа та пыраççĕ.
Анат Кама хулинче пурăнакан Юлия Рыбаковăна вара вăл 2№ поликлиникăра ĕçленине пĕлсе, çуртри пĕр ватă та ахаль ирттерсе ямасть.
– Ватă çынсем хăйсен чирĕсем çинчен ыйткалани, вĕсене уколсем туни, юн пусăмне виçни темех мар-ха, ĕçке ерсе чире кайнисем канлĕх памаççĕ, – тет Юлия Геннадьевна. – Çĕрле-тĕк çĕрле килсе шаккаççĕ. Пĕр ик-виç уйăх ĕçмен çынсем пĕрер черкке кăна тутанса пăхаççĕ те – каять вара. Мăшăрĕсем, тарăхнипе, килсе йăлăнаççĕ. Ним тума та çук. Система лартма каймаллах. Юнне тасатса кăларма васкамалла. Вилсе каясран хăрушлăх пур. Итлемесен мăшăрĕсем: «Вилсен санăн совеçĕ çинче пулать», – тесе хăратаççĕ.
Юлия Рыбакова медицинăра 18 çул ытла ĕçлет.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

КĂМПА ÇИЙĔР, АСĂРХАНĂР

Кăçал каллех кăмпа ăнса пулчĕ. Кĕрхи ĕçсенчен кăшт пушансанах халăх пысăк карçинккасем йăтса вăрмана (унта кăна-и? Çул хĕрринче ӳсекен йывăçсем те «мирлĕ сунарçăсен» тимлĕхĕсĕр юлмаççĕ) утать. Шăп çак вăхăтра кăмпапа наркăмăшланакансем йышланнине тухтăрсем тахçанах асăрханă. Çулран çул кăмпаран аптракансен шучĕ ӳссех пырать. Наркăмăшланнин сăлтавĕсем – апатра хăш-пĕр макромицетсемпе (суя кăмпасем) усă курни е хуртлă, ватăлнă кăмпасене хатĕрлесе çини, тĕрĕс мар упрани. Юлашки çулсенче чаплă кăмпасемпе (шурă кăмпа, масла кăмпи…) наркăмăшланакансем нумай, кун пек чух кăмпаçăсем промышленность предприятийĕсен çывăхĕнче, аслă çулсен хĕрринче кăмпа пухни пирки иккĕленмелле те мар. Ахальтен мар хăш-пĕр çĕршывсенче çут çанталăкра ӳсекен кăмпасене татма чараççĕ, ятарлă теплицăсенче ӳстернисене кăна çиме ирĕк параççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Р.ГАШИГУЛЛИН.
ПВМПБ муниципаллă сывлăх сыхлав учрежденийĕн токсикологи уйрăмĕн заведующийĕ.

ÇУ КУНĔСЕМ САВĂНТАРЧЧĂР

Паллă ĕнтĕ, ача çуралсанах вар-хырăм чирĕсем унăн сывлăхĕшĕн чи хăрушши пулса тăраççĕ. Кайран, çитĕнсе çитсен те этем умĕнчен çак хăрушлăх çухалмасть, уйрăмах çуллахи вăхăтра.
Тухтăрсем асăрханă тăрăх, çулла вар-хырăм чирĕсемпе аптракансен шучĕ калама çук хăвăрт ӳсет. Паллах, врачсен сĕнĕвĕсене пурнăçласан лару-тăру çавăн пекех кăткăс пулмĕччĕ.
Çулла пур апат-çимĕç те хăвăрт пăсăлать. Шăрăхра сĕт-турăхри, аш-какайри, канфет-пĕремĕкри бактерисем питĕ хăвăрт аталанаççĕ. Ку пĕрре, иккĕмĕш – пĕрмай шыв ĕçес килет, анчах (уйрăмах пĕр-пĕр çут çанталăк кĕтесĕнче каннă чух) пур чухне те алă айĕнче таса шыв çук.
Хамăра та, çывăх çыннăмăрсене те вар-хырăм чир-чĕрĕнчен хӳтĕлес тесен мĕн тумалла?
– апат умĕн те, туалета кĕрсе тухсан та алла супăньпе çумалла;
– пахча çимĕçе, улма-çырлана, тутă кĕртекен курăксене çумасăр çимелле мар, юхса тăракан таса шыв айĕнче çусан питĕ лайăх пулмалла;
– шыва вĕренине е бутылкăсемпе сутаканнине кăна ĕçмелле;
– кафере апатланасшăн-тăк, тимлĕр: холодильник, клиентсем валли алă çума раковина, туалет пур-и?

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
хатĕрленĕ.

ÇĔНĔ МЕДПУНКТ ПУЛАТЬ

Ялта тухтăр пур-тăк, çав ялта пурăнакансем хăйсене чăннипех те телейлĕ тесе шутлама пултараççĕ. Ара, нумай ялсенче халĕ те медпунктсем те, тухтăрсем те çук-çке. Тепĕр чух çынсен кашни анализшăн район больницине темиçе хутчен çитсе килме тивет. Чирлесен вара камран пулăшу ыйтмалла? Пĕр чирлемесĕр пурăнма май çук-çке. Çакăн пек чух тухтăр юнашар пулни сĕре аван та…
Пăва районĕнчи Мăкăрта, телее, фельдшерпа акушер пункчĕ яланах пулнă. Медпункт нихăçан та çынсăр тăмасть темелле: пĕри прививка тутарма килет, тепри юн пусăмне виçтерет, виççĕмĕшĕ укола çӳрет… Лариса Анатольевна Григорьева фельдшер кунта 27 çул ĕçлет ĕнтĕ. Медпунктра кăна йышăнмасть вăл чирлисене, ĕç вăхăтĕнче-и, çĕрле-и, ирпе ирех-и – хăçан, ăçта пулăшу ыйтса чĕнеççĕ, пур çĕре те часах çитет Лариса Анатольевна. Чăн-чăн тухтăр вăл урăхла пултараймасть те пуль?

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: Л.А.Григорьева медпункта пыракансен юн пусăмне тĕрĕслесех тăрать.


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5.