Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПЛАНСЕМ ПЫСĂК, ĔÇ НУМАЙ

2012 çулта Тутарстанра 2 миллион та 480 пин тăваткал метр çĕнĕ çурт-йĕр тума палăртнă. Çак шутран 473 пинĕ – социаллă ипотека программипе, 976 пинĕ – нумай хваттерлĕ çуртсем, 1030 пинĕ – сахал хутлă çуртсем. Çакăн пирки январĕн 5-мĕшĕнче ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕ И.Файзуллин пĕлтерчĕ.
Министр сăмахĕсемпе, кăçал республикăра пурăнакан пĕр çын пуçне 0,656 тăваткал метр çĕнĕ çурт-йĕр тивет (пĕлтĕр 0,632 пулнă). Хăш кварталта мĕн чухлĕ çурт тăвассине малтанах палăртса хунă: 1-мĕш кварталта 458 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла, 2-мĕшĕнче – 650 пин, 3-мĕшĕнче – 851 пин, юлнине вара çулталăк вĕçлениччен ĕçе кĕртмелле.
Брифинг видеоконференци майĕпе иртнипе унта кашни районах хутшăнма пултарчĕ, çавăнпа И.Файзуллин апрель уйăхĕччен «Жилище» федерацин тĕллевлĕ программине хутшăнса мĕн чухлĕ çурт тăвассин калăпăшне палăртма хушрĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru

КĔРКУННЕ ЯЛАН ТУХĂÇЛĂ

Республикăмăрта тĕрлĕ çурт-йĕр туянмалли программăсем ĕçлеме пуçланăранпа пит пысăк укçа ĕçлесе илейменнисем хаш сывларĕç темелле. Кам çамрăк çемьесен программипе, кам социаллă ипотекăпа, кам ялсенче АПК программипе çурт-йĕрлĕ пулать. Кирлĕ документсене пухса черете тăнă хыççăн виçĕ çул хушшинче кĕтнĕ хваттер уççи алла лекмеллех тени тата та хавхалантарать çынсене. Тĕпрен илсен, республика пуçлăхĕсем çапла хушни пурнăçланса пырать темелле. Виçĕ çул иртиччен черете тăнисем конкурсра хăйсем суйланă хваттерсенчен пĕрне выляса илеççех. Çурта туса пĕтерсе хута янă-и, çук-и – ку вара урăх ыйту. Камăн телейĕ еплерех пуль… Тĕслĕхрен, хăш-пĕр çемьесене конкурсра «хваттерлĕ пулнă» хыççăн хваттере чăннипех пурăнма куçиччен çулталăк ытла кĕтме тивнĕ. Çапах та «кĕтме пĕлекенсем телейлĕ» тенешкел, ĕç-пуç кашнинчех ырăпа вĕçленни кĕтекенсене лăплантарать.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru

ЧИ ПĔЛТЕРĔШЛИ – КИЛ

Ытларикун ТР Президенчĕ Рустам Минниханов Елабуга районĕнче пулнă чух социаллă ипотека программипе тунă çуртра хваттер илнисене уçăсем панă çĕре хутшăнчĕ. Рустам Нургалиевич Елабугăри Нечаев урамĕнчи çуртра хваттер илнисене саламларĕ, çурт тата кил этем пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине, Елабугăра пурăнмалли условисем çулсерен лайăхланса пынине палăртрĕ.
Президент çурт-йĕр тăвасси Тутар- стан ертӳçисемшĕн малашне те тĕп приоритетсенчен пĕри пуласса шантарчĕ, тĕрлĕ программăсемпе çитес çулсенче те республикăра 10-11 пин хваттертен кая мар хута яма шутлани çинчен пĕлтерчĕ.
Рустам Нургалиевич çĕнĕ çуртри пĕр хваттере кĕрсе те курчĕ, унăн пахалăхне ырларĕ.
■ Хамăр корр.
Р.Кадыров сăнӳкерчĕкĕ.

ĔÇСЕМ КАЛ-КАЛ ПЫРАÇÇĔ

Пĕлтĕр республикăн тĕп хулинче социаллă ипотека программипе çуртсем хута ярас плана вăхăтра пурнăçлайманшăн Президентран хытă лекнипе-ши, кăçал çак ĕçсем Хусанта хальлĕхе кал-кал пыраççĕ. Планпа килĕшӳллĕн. Строительство вырăнĕсенче кунĕн-çĕрĕн ĕç чарăнмасть темелле.
Юнкун Хусан мэрĕ Ильсур Метшин тата хула Ĕçтăвкомĕн строительство аталанăвĕпе координаци уйрăмĕн начальникĕ Камиль Хусаинов зооботсада хирĕç территорире социаллă ипотека программипе тăвакан çуртсем патне çитсе курчĕç. Кунта, проектпа килĕшӳллĕн, пурĕ пилĕк çурт çĕкленмелле. Вĕсенчен иккĕшне 2011 çул вĕçленнĕ çĕре туса пĕтерме палăртнă. Ыттисене çитес çул хута ярĕç.
Кăçал Хусанта социаллă ипотека программипе пурĕ 8 çурт (861 хваттер) хута ямалла. Асăннă çуртсен стройки Адель Кутуй, Кызыл-Армейская, Актайская, Бакалейная, Хади Такташ тата Чистопольская урамĕсенче пырать.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
www.molodsemya.ru сайтран.
Сăнӳкерчĕкре Х.Такташ урамĕнчи социаллă
ипотека программипе хăпартакан çурт.

ÇУРТСЕМ ПУР – САДИКСЕМ ПУЛАÇÇĔ

Кăçал Хусанта 18 çĕнĕ ача сачĕ хута ямалла. Вĕсенчен ытларахăшне, паллах, социаллă ипотека программипе çĕкленĕ çуртсен çĕнĕ микрорайонĕсенче тăвĕç.
Иртнĕ шăматкун Хусан мэрĕ Ильсур Метшин тĕп хулари социаллă ипотека çурчĕсене, ача сачĕсене çĕклес ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕ. Чи малтан вăл Габишев урамĕнчи кĕç-вĕç туса пĕтерекен виçĕ 17 хутлă çурта çитсе курчĕ. Вĕсенче кашнинчех 85-шер хваттер. Çуртсене хăпартасси вĕçленнĕ, халĕ шалтан хăтлăх кӳрес, çуртсен çывăхĕнчи территорие урамра тирпей кӳрес ĕçсем пыраççĕ.
– Социаллă ипотека программипе çуртсем тăвас план пирĕн халĕ те яланхи пекех пысăк, ĕç нумай. Республика Президенчĕ майăн 9-мĕшĕччен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете тăнă пур ветерана та хваттерпе тивĕçтерме хушрĕ. Çак хушăва эпир, паллах, пурнăçлатпăр, – терĕ Ильсур Раисович.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru

ÇУРТ ИЛЕМĔ

«Çурт илемĕ – кил илемĕ, кил илемĕ – ял илемĕ», – теççĕ. Çĕнĕ, капăр çуртсем хăпартни, паллах, хăш яла та илем кӳрсе тăрать. Пăва районĕнче федераллă программăна пăхăнса çамрăк специалистсене, нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕç аван аталанса пырать. Нумай пулмасть Альших, Атав, Пӳркел ялĕсенче çакăн пек çуртсем хăпартрĕç. Хваттерсене ĕлĕкхи пушă ларакан объектсене çĕнетсе ĕлкĕртеççĕ. Çапла раштавăн 8-мĕшĕнче Пӳркел ялĕнче муниципаллă район пуçлăхĕ Р.Х.Абузяров нумай ачаллă çемьесене савăнăçлă лару-тăрура хваттер уççисем пачĕ. Çак ĕçе çамрăксем ялта юлччăр тесе пурнăçа кĕртни çинчен каларĕ. Строительство ĕçĕсене Пăвари «Энергия» тулли мар яваплăхлă общество илсе пынă.
Хваттерсенче хулари çуртсенчи пекех пĕтĕм хăтлăх пур, обойĕсене те çыпăçтарнă, шывпа газ та кĕртнĕ, ванна пӳлĕмĕ, тĕпелте газ плити ларать.

Текста малалла вулăр...
■ Елена ХЛЫНОВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

ШУТЛĂ КУНСЕМ ЮЛЧĔÇ

Çулталăк вĕçленсе пынă май яланхи пекех ĕç нумай. Маларах ĕçе вăхăтлă туманнипе халь хуть çурăл – анчах Çĕнĕ çулччен шутлă кунсем юлчĕç. Социаллă ипотека программипе çурт-йĕр туса хута ярассин ытларах пайĕ кăçал та, ытти çулсенчи пекех, çулталăк вĕçленнĕ çĕре юлчĕ. «2010 çулта халăха шантарнă тăваткал метрсене хута ямаллах. Хут çинче кăна мар, чăннипех», – терĕ ТР Президенчĕ Рустам Минниханов шăматкун ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ видеоконференцире.
ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕн И.Файзуллинăн докладĕнчен çакă паллă: декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурĕ 1 миллион та 706 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хута янă, çав шутран 188 пинĕ – ноябрь уйăхĕнче. Çулталăк программипе палăртнинчен тата 313 пин тăваткал метрне хута яман-ха. ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн программисемпе кăçалхи 11 уйăхра 421 пин тăваткал метр (6341 хваттер) хута янă, çакă планăн 51,3 проценчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru

ТУТАРСТАНРА ЧИ НУМАЙЙИ

2010 çул вĕçлениччен Тутарстанра тата 637 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Çав шута ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн программисемпе тăвакан çуртсем те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем валли хăпартаканнисем те кĕреççĕ. Çакăн пирки ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ видеоконференцире ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков пĕлтерчĕ.
ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕ Марат Хуснуллин каланă тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăхра республикăра 1 миллион та 383 пин тăваткал метр çурт-йĕр тунă, çакă çулталăк планĕн 68,5 проценчĕ. Аса илтеретпĕр: социаллă ипотека программипе 2010 çулта пурĕ 820 пин тăваткал метр çурт (13,4 пин хваттер) хута ямалла, çакăнтан 391 пинĕ – Хусанта.
Видеоконференцире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерпе тивĕçтерес ыйту тавра та тĕплĕн калаçрĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru

ХЫТĂ ТĔРĔСЛЕМЕ ПУÇЛАÇÇĔ

Ытларикун ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра республикăра социаллă ипотека программипе тăвакан çурт-йĕрĕн калăпăшне малашне ытларах та ытларах ӳстерсе пыма пăрахни çинчен пĕлтерчĕç. ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕн çумĕ Андрей Ясько каланă тăрăх, ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн Попечительсен Канашĕ 2011 çул валли социаллă ипотека программине çирĕплетнĕ. Унпа килĕшӳллĕн çитес çул 422 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Кăçал вара асăннă фонд тăвакан çурт-йĕр калăпăшĕ 800 пин тăваткал метрпа танлашать. Ку шута социаллă ипотекăсăр пуçне çамрăк çемьесем, ялта пурăнакансем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем валли тăвакан çурт-йĕр те кĕрет.
Министр çумĕн шучĕпе социаллă ипотека программипе тăвакан çуртсен шутне ялан нумайлатса пыни тĕрĕс мар.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru

ПРЕЗИДЕНТ ТА КИЛСЕ КУРЧĔ

Тутарстан Республикин Президенчĕн социаллă ипотека программипе кăçал Хусанта кăна 426 890 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт хута яма палăртнă. Ку 6000 ытла çемьене хваттерпе тивĕçтерме çитет. 18 çурчĕ (150 пин тăваткал метр) 2009 çулта тума пуçланисемех, кăçал çак объектсене хатĕрлесе çитерме палăртнă. 2010 çулта 26 нумай хваттерлĕ çурт тума тытăннă (230 пин тăваткал метр), ыттине – 45 пин тăваткал метра яхăн – ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ коммерцилле строительство организацийĕсенчен туянма палăртнă. Паянхи кун социаллă ипотекăпа çуртсем тăвасси Киров, Атăлçи, Авиастроительнăй, Советски районĕсенче пысăк хăвăртлăхпа пырать.
Ку эрнере çӳлерех асăннă программăпа Дербышки поселокĕнчи Стадионная урамĕнче кирпĕчрен купаланă пилĕк-çичĕ хутлă хăтлă çурт хута кайрĕ. Çĕнĕ çĕре пурăнма куçнисене саламлама ТР Президенчĕ Рустам Минниханов, Хусан мэрĕ Ильсур Метшин, Президент çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн директорĕ Талгат Абдуллин, Президентăн социаллă ыйтусем енĕпе пулăшуçи Татьяна Ларионова, çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕн çумĕ Андрей Кондратьев килчĕç.

Текста малалла вулăр...

ÇУРТ ХЫÇÇĂН ÇУРТ

Тутарстан Республикин çĕнĕ Президенчĕ Рустам Минниханов вырсарникун та канмасть. Апрелĕн 4-мĕшĕнче вăл Хусанти социаллă ипотекăпа хăпартакан объектсене пăхса çӳрерĕ. Чи малтан Рустам Нургалиевич Габишев урамĕнчи стройкăна çитрĕ. Ăна кунта Хусан мэрĕ Ильсур Метшин, Патшалăх çурт-йĕр фончĕн ĕç тăвакан директорĕ Талгат Абдуллин, ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – «Татинвестгражданпро ект» ПУПăн генеральнăй директорĕ Ирек Файзуллин, ТР финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – ТР Казначейство департаменчĕн директорĕ Марат Файзрахманов тата ыттисем кĕтсе илчĕç.
Президента ĕç-пуç мĕнле пыни, мĕнле çивĕч ыйтусем пурри, объектсене еплерех финанслани пирки каласа пачĕç. Габишев урамĕнче кăçал социаллă ипотека программипе тăватă нумай хваттерлĕ çурт тума палăртнă, халĕ никĕс хурас ĕçсем пыраççĕ.

Текста малалла вулăр...