Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КОНФЕРЕНЦИЕ КУÇАРАÇÇӖ

ТР ЧНКА отчетпа суйлав конференцийӗ тата «Выля, хуткупăс!» республика фестиваль-конкурс план тă­рăх октябрӗн 30-мӗшӗнче иртмеллеччӗ. Тутарстан ха­лă­х­сен Ассамблейин йышăнăвӗпе çак мероприятисене ноябрь уйăхне куçарма палăртнă. Сăлтавӗ – республика ертӳçисем конференципе фестиваль-конкурса хăйсем те хутшăнма шутланă, анчах çитес вырсарникун мероприятисене килме вӗсен май пулмасть.

Муниципаллă районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсене отчетпа суйлав конференцийӗн делегачӗсене, «Выля, хуткупăс!» фестиваль-конкурса хутшăнакансене çак хыпара çитерме ыйтатпăр. Çитес эрнере мероприятисем хăçан иртессине çырса пӗлтерӗпӗр.

ТР ЧНКА ӗçтăвкомӗ.


КĂÇАЛХИ ПĔРРЕМĔШ КОНФЕРЕНЦИ

Чăваш Шупашкар ялĕ Çĕнĕ Шуçăм районĕнче пĕртен-пĕр чăваш ялĕ пулнăран наци культурине кăтартассинче тĕп йывăрлăх унта пурăнакансем çине тиенет. Ку чухне ĕнтĕ паллă – клуб, шкул, ял хутлăхĕ яваплă. Вĕсем чăвашлăх кустăрмине еплерех çавăрттарса янинчен килет пĕрлехи кăтарту. 2016 çул пуçланнăранпа районсенчи Чăваш наципе культура центрĕсен отчетпа суйлав конференцийĕсем иртменччĕ, Çĕнĕ Шуçăм районĕ пĕрремĕш пулчĕ. Кунта В.Охотникова ЧНКЦ председательне суйласа лартнăранпах конференци ирттермен теççĕ. Срокĕ тухнă председательсем ЧНКА канашĕнче районĕ-районĕпе. Темшĕн юлашки вăхăтра çакăн çине тимлĕх уйăрсах кайман пирĕн ертӳçĕсем. Кунта вара мĕн пулнă-ши? Çак ыйту çине хурав тупас тесе эпир мартăн 26-мĕшĕнче Чăваш Шупашкарне çул тытрăмăр.

■ Константин МАЛЫШЕВ.
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕ.

КОНФЕРЕНЦИ ÇУРКУННЕ ПУЛАТЬ

Мартăн 5-мĕшĕнче Хусанти халăхсен Туслăх çуртĕнче республикăри Чăваш наципе культура автономийĕн канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Районсенчи ЧНКЦ председателĕсем тата канашăн Хусанти пайташĕсем тĕрлĕ ыйту сӳтсе яврĕç. Президиумра ТР ЧНКА председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Морозов тата ЧНКА канашĕн председателĕн çумĕ Виктор Белов пулчĕç, секретарь – Светлана Садыкова. Вĕсем канаш компетенцийĕнчи йышăнусем тума шут çителĕклĕ пулнине пĕлтерчĕç.


Лайăххи ан пĕттĕр

Президиумра – ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Тутарстанри халăхсен Туслăх çурчĕн директорĕ И.Шарипов, ТР Халăхсен ассамблейин председателĕн çумĕ Н.Владимиров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н.Угаслов, ТР Президент Аппарачĕн наци политикине пурнăçлас енĕпе ĕçлекен управленийĕн ертӳçи Д.Мустафин, Чăваш халăх поэчĕ, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ В.Туркай, Аксу муниципаллă район пуçлăхĕ К.Гилманов, ТР ЧНКА председателĕ К.Яковлев. Залра – Тутарстанри районсенчи ЧНКЦ ертӳçисем, хастарĕсем, Аксу районĕнчи чăваш ялĕсенчи шкулсен, Культура çурчĕсен директорĕсем, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем. Çапларах йышпа январĕн 8-мĕшĕнче Аксури Çамрăксен центрĕнче ТР ЧНКА канашĕн ларăвĕ иртрĕ.

Кун йĕркинче – автономи ертӳçин отчечĕ, 2015 çулхи плансем. Президиумри хăнасем саламлă сăмахсем каланă хыççăн ЧНКА председателĕ отчет турĕ.


Текста малалла вулăр...
■ Хамăр корр.
О.Макарова сăнӳкерчĕкĕ.

Тепĕр центр хутшăнчĕ

Ноябрĕн 30-мĕшĕнче Заинск районĕнчи Гулькино ялĕ Анне кунне питĕ хăйне евĕрлĕ ирттерчĕ. Ял халăхĕ çав кун Хусантан килекенсене курма пуçтарăнчĕ. Халиччен çав ялта концертсемпе ютран килни пулман-ха. Аннесене саламламашкăн Гулькинăна Хусанти «Салам» фольклор ушкăнĕ кăмăл туса кайрĕ. Кайрĕ, мĕншĕн тесен вĕсене унта чĕнсе илнĕ.
Зал тулли халăх, пурте хĕрарăмсем, уйрăмах çулланнă çынсем пулчĕç. «Салам» ушкăн пĕр юрă хыççăн теприне пуçласа шăрантарчĕ. Кашни юрри чуна пырса тивет. Уйрăмах анне çинчен юрланисем хыççăн нумайăшĕ куçĕсене шăлса илнине сăнама пулчĕ. Пĕр сехет ытла пычĕ аннесене халалланă концерт. Хусантан килнĕ юрăçсене йывăр ан пултăр тесе вырăнти ансамбль хĕрĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. «Палан» ушкăнри кинемийĕсен юррисене те итлесе тăранма çук, уйрăмах ĕлĕкхисем кăмăла кайрĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

Атăл леш енчисем те пĕр-пĕринпе паллашрĕç

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа ТР ЧНКА ертӳçи Константин Яковлев Тутарстанра пурăнакан, общество ĕçĕнче хастар вăй хуракан хĕрарăмсене республикăра икĕ çĕрте пухса уяв ирттерме палăртнă.
Кама леш енчи темиçе район хĕрарăмĕсем мартăн 5-мĕшĕнче Аксура пуçтарăннă пулсан, мартăн 6-мĕшĕнче Атăл леш енчисем Пăва хулинчи питĕ чаплă кафере уявларăмăр...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор тата А.Наумов сăнӳкерчĕкĕсем.

Çиччĕ виçмесĕр касни

Январĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти Наци библиотекинче ЧНК çумĕнчи Ваттисен тĕп канашĕн пухăвĕ иртрĕ. Унта журналистсене, ăсчахсене, учительсемпе вулакансене чĕннĕччĕ.
Пуху кун йĕркинчи икĕ ыйтăва пăхса тухрĕ. 1. Халăх хуралĕн тата Ваттисен канашĕн йышне улшăнусем кĕртесси. Вырăнти Ваттисен канашĕн сĕнĕвĕсене ЧНКра сӳтсе явма хатĕрлесси. 2.Чăваш чĕлхин орфографи правилисене тӳрлетӳсем кĕртесси...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

Нурлатри чăвашсен – çĕнĕ ертӳçĕ

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Нурлат районĕнчи Чăваш наципе культура центрĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.
Кун йĕркинче палăртнă ыйтусене тĕпе хурса районти ЧНКЦ ертӳçи Аркадий Клементьев калаçу пуçларĕ. Вăл отчетлă тапхăрта пурнăçланă тата пурнăçа кĕртеймен ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Йăлтах пултарайманшăн каçару ыйтрĕ, чăваш центрĕн çĕнĕ йышне хастар ĕçлеме сунчĕ. Унтан конференци ĕçне хутшăннă нурлатсем сăмах илчĕç. Вĕсем хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç, сĕнӳсем пачĕç. Сăмахран, пирĕн паллă ентеш Валентин Бурайкин литература каçĕсем, тĕлпулусем, чăваш литературипе культурин кунĕсене ытларах ирттерме чĕнсе каларĕ. Республикăри чăваш хаçачĕ пирки те сăмах хускатрĕ...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Маргарита ЛИТТА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Пĕчĕк ыйтупа пысăк шухăш

Декабрĕн 7-мĕшĕнче Хусанти Туслăх çурчĕн конференци залĕнче чăвашсем пурăнакан регионсен ларăвĕ пулчĕ. Ларăва Тутарстан республикинчи ЧНКЦсен пуçлăхĕсем тата регионсенчен килнĕ ЧНКА ертӳçисем пуçтарăнчĕç. Шел пулин те, кӳршĕ регионсенчен нумайăшĕ килме май тупайман. Çанталăкĕ чăнах та хĕллехиччĕ çав кун, апла пулсан та Мускавран Игорь Павлов, Чулхуларан Анатолий Ефимов, Екатеринбургран Дмитрий Николаев, Оренбургран Петр Семенов хăйсен ыйтăвĕсемпе, сĕнĕвĕсемпе паллаштарма, малашне вĕсене пурнăçламашкăн хаваспах килсе çитнĕ. Çакăн йышши лару иккĕмĕш хут иртрĕ. Пуçласа пĕлтĕр февраль уйăхĕнче пуçтарăннăччĕ.
Кăçалхи лару пĕлтĕрхипе танлаштарсан, пачах та урăхла иртрĕ темелле. Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕнче ТР ЧНКА ертӳçине Константин Яковлева регионсемпе ĕçлес енĕпе конгресăн вице-президентне суйланă.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

Кăнна Кушкинче канатпăр-и?

Чăваш просветителĕн И.Я.Яковлевăн çуралнă ялне ачасем çитес çултан экскурсие кăна мар, канма та килĕç. Çак ялта чăваш ачисен çуллахи лагерьне йĕркелес ыйтăва ноябрĕн 1-мĕшĕнче Хусанта иртнĕ ТР ЧНКА отчетпа суйлав конференцийĕн резолюцине кĕртнĕччĕ.
ТР ЧНКА Председателĕ К.Яковлев çак кунсенче ырă хыпарпа савăнтарчĕ. ТР Вĕрентӳпе наука министерстви ТР ЧНКАн ача-пăча лагерĕ йĕркелесси пирки заявкине пăхса тухса ирĕк панă-мĕн, чăн та, официаллă йышăну Çĕнĕ çул хыççăн кăна пулать-ха. Çапах та К.Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, çитес çул çулла Кăнна Кушкинче лагерь уçăлатех, унта Тутарстанри шкулсенче 8, 9,10-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă чăваш ачисем икĕ сменăпа канĕç.
Лагерĕн малашлăхĕ пирки хальлĕхе татăклăн калама иртерех те пулĕ-ха, çапах та ТР ЧНКА ертӳçи К.Яковлев ăна регионсен хушшинчи лагерь туса хурас шухăш пуррине те пĕлтерчĕ.

Текста малалла вулăр...
■  Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

ТИЛХЕПЕНЕ – ÇАМРĂКСЕНЕ

Анат Камăри Чăваш наципе культура центрĕ март уйăхĕн 14-мĕшĕнче хăйĕн черетлĕ пухăвĕнче ĕçе пĕтĕмлетсе малашнехи плансене палăртнисĕр пуçне çĕнĕ председатель тата правлени йышне суйларĕ. Конференцие ТР ЧНКА председателĕ К.Яковлев, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Анат Камăри филиалĕн ертӳçи Т.Наговицина, Анат Кама муниципаллă районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин çумĕ М.Самигуллин тата ыттисем хутшăнчĕç.
Анат Кама Тутарстан чăвашĕсемшĕн тĕслĕхлĕ район. Чăваш гимназийĕ, çичĕ пултарулăх ушкăнĕ, вăл шутра «Тамаша» халăх театрĕ халĕ те пĕтĕм республикăна кĕрлеççĕ. Наципе культура аталанăвне пĕчĕккисенчен пуçласа çулланнисем таранах хутшăнтарни ЧНКЦăн тĕп тĕллевĕ пурнăçласа пынине çирĕплетет. Чăн та, ку йĕрке ĕнер-паян, икĕ-виçĕ çул каялла кăна пуçланман, центр йĕркеленнĕ пĕрремĕш кунранах пырать.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕсем.

ЧĂВАШЛĂХ УМĔНЧИ ЯВАПЛĂХ

Пăлхар тăрăхĕнче тахçанах тĕпленнĕ чăвашсенчен тăван чĕлхепе пуплекенсем çукпа пĕрех. Чăвашла калаçма пултаракансем ытларах Элкел, Аксу, Нурлат районĕсенчен пурăнма куçса килнисем е Атăл леш енчи Теччĕ районĕнчен каçнисем. Апла пулсан та ку 2002 çул вĕçĕнче пирĕн халăх çыннисене Пăлхарта чăваш культура центрĕ йĕркелеме кансĕрлемерĕ.
Пĕрремĕш отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ чухне унта ытларах Пăлхарти аслă çулти çынсем пухăннăччĕ. Пуçлама çăмăл мар, çапах хастар ертӳçĕ Валентина Якличева хăй тавра пултаруллă çынсене пуçтарса чăмăртанă. Тăрăшакана пулăшас килет. Çапла Спас район администрацийĕн пуçлăхĕ Камиль Нугаев та вырăнти культурăпа вĕрентӳ уйрăмĕсем те чăваш центрне тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Пĕлтĕр çулла Пăлхарта чăвашсен историри кун-çулне халалланă регионсем хушшинчи канашлу иртрĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Константин МАЛЫШЕВ.
Татьяна Аптрейкина архивĕнчи сăнӳкерчĕксем.

КОНЦЕРТ УМĔНХИ ПУХУ

Чистайри чăвашсем те çак эрнере ЧНКЦ председательне суйланă. Икĕ çул тăршшĕ районти чăваш центрĕ мĕн ĕçлени çинчен пухăннисем умĕнче Петр Плотников председатель доклад тунă. Вăл çак ĕçре 4 çул тăрăшать. Петр Валентинович центр умĕнче ЧНКА лартнă тĕллевсене пурнăçласа пыма тăрăшни çинчен каланă. Ытларах çамрăксемпе, çитĕнекен ăрупа ĕçлесси çине пусăм тунине палăртнă. Алкоголизмпа наркомани хăрушлăхĕнчен асăрхаттарнипе кăна мар, ачасене спорта та хастаррăн явăçтармалла. Çапла Чистай чăвашĕсен командисем иртнĕ çулсенче футбол, кĕрешӳ ăмăртăвĕсене хутшăннă.
Çавăн пекех вĕрентӳри наци компонентне сыхласа хăварассишĕн те кĕрешеççĕ ентешсем. Петр Плотников сăмахĕсемпе, Нурлат районĕнче 10 чăваш шкулĕ хупăнни чистайсене питĕ хумхантарать. Чăвашсем пурăнакан ялсенче наци этнокультура программине пăрахăçлама памалла мар, вăл шкула упраса хăварма пулăшакан меслетсенчен пĕри.

Текста малалла вулăр...

ЛАЙĂХ ХАК ПАЧĔÇ

Иртнĕ эрнекун, декабрĕн 16-мĕшĕнче, Алексеевскинчи чăвашсен наципе культура центрĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.
Районта чăваш ялĕсем нумай мар. Тĕрĕссипе чăн-чăн чăваш ялĕ те Чăваш Майни кăна темелле. Виç-тăват чăваш пурăнакан ялсем тата саккăр шутланаççĕ. Апла пулсан та Алексеевскин аграри колледжĕн залне алла яхăн çын пухăннă.
Конференцие питĕ лайăх йĕркеленĕ. Пĕр икĕ чăваш пурăнакан ялсенчен те делегатсем килнĕ. Вĕсем пурте трибуна умне тухса хăйсен ялĕнчи лару-тăрăвĕпе, пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Çитменлĕхсем çинчен те каламасăр хăвармарĕç, паллах. Сăмахран, Ивановский поселокĕнчен килнĕ Татьяна Карпова ял клубĕ пирки питĕ пăшăрханать.
– Пирĕн клубăн ячĕ кăна. Вăл пуш-пушă темелле. Чӳрече карри те çук. Юрать-ха клуб директорĕ хăйĕн шучĕпе кăштах хитрелетет.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсенче: К.Яковлев Чăваш Майни клубĕн директорне Г.Егорова Хисеп хучĕ парать; Н.Сторожев отчет тăвать.

ÇĔНĔ ЕРТӲÇĔ СУЙЛАНĂ

Çулталăк вĕçлениччен республикăри чăвашсен наципе культура центрĕсем отчетпа суйлав конференцийĕсене ирттерме тăрăшаççĕ.
Декабрĕн 13-мĕшĕнче Аксури ЧНКЦ хастар чăвашĕсем те конференцие пухăннă.
Йăлана кĕнĕ тăрăх ЧНКЦ председателĕ Михаил Васильевич Пикмуллин районта мĕнлерех ĕçсем, мероприятисем ирттерни çинчен отчет туса панă.
Чăвашсен пухăвне район администраци пуçлăхĕ Камиль Камалович Гилманов та хаваспах хутшăннă. Аксу чăвашĕсене вăл ырă сăмахсем каласа, тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕшĕн мухтаса малашне те обществăлла ĕçе аталантарса пыма суннă.
Камиль Камалович районти Культура çуртне чăваш ансамблĕсем валли вунă тухья тата пĕр умçакки парнеленĕ.
Аксу чиркĕвĕн пачăшки Александр атте те ырă сăмахсем каласа çынсене ырлăх-сывлăх суннă.

Текста малалла вулăр...

ĔÇЛЕНИНЕ ЫРЛАМАЛЛА, МАЛАШНЕ ТАТА ТĂРĂШМАЛЛА

Эрне каялла, декабрĕн 2-мĕшĕнче, Нурлат районĕн Чăваш наципе культура центрĕ отчетпа суйлав пухăвĕ ирттерчĕ. «Кĕçех суйлав» тенипе те пулĕ, чылайăшĕ декабрĕн 4-мĕшĕнче иртекен суйлава хатĕрлессипе чупкаланипе пухăва пырайман курăнать, палăртнинчен самай сахалрах пухăннă Нурлат чăвашĕсем Искусствăсен шкулĕн акт залне. Пухăва Аркадий Леонтьевич Клементьев, Нурлат районĕн ЧНКЦ председателĕ, уçрĕ. Эпир хăнăхнă ĕнтĕ, çакăн пек пухусем уçăлсанах председатель залра ларакансен умĕнче иртнĕ тапхăрта мĕн туса ирттернине каласа парать. Нурлатсем хăнăхнă йăларан пăрăнчĕç. Нурлат муниципаллă район пуçлăхĕ Наиль Шакирович Шарапов сăмах тухса каларĕ чи малтан. Вăл залра ларакан чăвашсене саламланипе пĕрлех йышĕ сахал пулнине те асăрхамасăр хăвармарĕ.
Ун сăмахĕсемпе, Нурлат районĕнче хут çине пăхсан пур халăхран 20 проценчĕ чăвашсем, чăннипе вара 40 процент та пур-тăр, кун пирки Наиль Шакирович иккĕленмест.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Л.Ефимова сăнӳкерчĕкĕсем.

ФОРУМ МАР, ХАЛĂХ СЪЕЗЧĔ ПУЛМАЛЛА

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа республикăри чăвашсен пурнăçĕ тĕрлĕ мероприятисемпе пуян. Кашни районта тенĕ пекех вырăнти наци уявĕсене чĕртесси, спорт ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Çавах та чи пĕлтерĕшли Нурлатра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри чăваш Уявне ТР тата ЧР Президенчĕсем хутшăнни пулчĕ-тĕр, вĕсем икĕ республикăн туслăх кĕперне çирĕплетнисĕр пуçне праçнике тата çӳллĕрех шая çĕклерĕç. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, 2011 çул хăй те ТР ЧНКАшăн пĕлтерĕшлĕ çул. Мĕншĕн тесен Уставпа килĕшӳллĕн, кашни икĕ çулта автономийĕн ĕçне пĕтĕмлетсе ертӳçĕ суйламалла. Шăпах çак ыйтупа Тутарстан чăвашĕсен ертӳçисем сентябрĕн 28-мĕшĕнче черетлĕ ларăва пуçтарăнчĕç.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту ТР ЧНКАн отчетпа суйлав конференцине ирттересси пулчĕ. Ăна мĕнле йĕркелесси пирки чи малтан ТР ЧНКА ертӳçи К.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина НИКОЛАЕВА.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕсем.

ХУСАН ЧĂВАШĔСЕН ÇĔНĔ ЕРТӲÇĔ

Март уйăхĕн 15-мĕшĕ Хусан чăвашĕсемшĕн паллă пулăмсемпе пуян пулчĕ. Çак кун Тутарстана ЧР Президенчĕ М.Игнатьев ĕçлĕ визитпа килсен Хусанти федераллă университетра ЧНКА хастарĕсемпе те тĕл пулма май тупрĕ. Çак историлле пулăм Хусанти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ ЧОКЦăн отчетпа суйлав конференцийĕпе те тӳр килчĕ.
Конференцие 36 делегатпа 9 хăна хутшăнчĕç. Хусан чăвашĕсене юлашки виçĕ çулхи ĕçне ЧОКЦăн председателĕ С.Чаркина пĕтĕмлетсе анлă доклад турĕ. Çак вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрнĕ чи курăмлă ĕçсене аса илчĕ вăл. Хусан – республикăн тĕп хули пулнă май, тĕрлĕ регионти йăхташсем нумайăн килеççĕ, вĕсене пурне те чăваш центрĕ тивĕçлипе кĕтсе илнĕ-мĕн. Пултаруллă чăваш ачисен çуллахи канăвне йĕркелессипе те хастар ĕçленĕ вĕсем, тĕслĕхрен, республикăри 20 ача (10-шĕ шăпах Хусантан) виçĕ çул «Заречье» (Хусан) лагерьте республикăри ытти наци ачисемпе пĕрле каннă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

ТĂРĂШУЛЛĂ, ĔÇЛЕКЕН, ÇИРĔП ÇЫНСЕМ КИРЛĔ

Çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ ЧНКА пухнă активистсен ларăвне ТР ЧНКА пуçлăхĕ Константин Геннадиевич Яковлев.
– Республикăри чăваш обществисем алă усса лармаççĕ, тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ енлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Анчах та Хусан пирки кун пек калама çук. Тутарстанăн тĕп хулинче чăвашсем питĕ нумай пурăнаççĕ. Тăрăшуллисемпе пултаруллисем тата мĕн чухлĕ?! Ĕçлемелле çеç. Кунта çын тĕлĕнмелли ĕçсем тума пулать, – тăсрĕ калаçăва автономи пуçлăхĕ.
Çак ыйтăва тĕплĕнрех сӳтсе явмашкăн февралĕн 24-мĕшĕнче отчетпа суйлав конференцийĕ иртмелле. Вăл Хусанти Париж Коммуни урамĕнчи 14-мĕш çуртра 18 сехетре пуçланмалла. «Сувар» хаçат редакторĕ сăмах илсе ыйтăва Хусанти чăваш обществин председателĕпе, общество канашĕпе пĕрле сӳтсе явма сĕнчĕ.
Пухура сăмах çаплах вырсарни шкулĕ пирки те пычĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Хамăр корр.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕнче лару саманчĕ.

ЧĂВАШСЕМ ÇУЛТАЛĂКА ПĔТĔМЛЕТРĔÇ

Раштав каçĕ Тутарстанăн Чăваш наципе культура автономи канашĕн членĕсемшĕн тĕлĕнмелли лару-тăрура иртрĕ.
ЧНКАн хастар ĕçченĕсем, Кама леш енчи районсен ЧНКЦ ертӳçисем, Аксу районĕн ертӳçисем çав каç Аксу районĕнчи «Сувар» кафере пуçтарăнчĕç.
ЧНКА канашĕн председателĕ К.Г.Яковлев тĕлпулăва республикăри Чăваш наципе культура автономийĕ çулталăкра тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, чăвашсен пурнăçне интереслĕрех тăвас тесе тăрăшса ĕçлекенсене тав турĕ. «ЧНКА канашĕнче ĕçлекенсем, районсенчи Чăваш наципе культура центрĕсен ертӳçисем, чăвашсемпе ĕçлесси вĕсен тĕп ĕçĕ мар пулин те, вăхăчĕ хĕсĕкрех пулнине пăхмасăр, тăван чĕлхене, тăван халăх культурине аталантарас ĕçре чунĕсене парса тăрăшаççĕ», – тесе палăртрĕ Константин Геннадиевич.
Аксу район пуçлăхĕ К.Гилманов чăвашсем çав тери ĕçчен пулни, вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнма тăрăшни пирки каларĕ.

Текста малалла вулăр...