Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХĂÇАНЧЧЕН ЛĂПКĂ ПĂХМАЛЛА?

Ырă кун пултăр сире, хисеплĕ редакци ĕçченĕсем! Мана Ольга Исаева тесе чĕнеççĕ, Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă эпĕ, анчах та, шел пулин те, специальноçпа халĕ ĕçлеместĕп, патшалăх службинче вăй хуратăп. Анчах халĕ эпĕ сирĕн пата икĕ ача амăшĕ тата ахаль вулакан, çавăн пекех телекуравçă пек çыратăп. Телевиденинчи хальхи лару-тăру лăпкă пурăнма памасть мана. Экран çинче юн-мăшкăл, çын вĕлернине, вилесене кăтартнине хăçанччен лăпкă пăхса ларăпăр-ши? НТВ телеканала хупма е «Особо опасен», «ЧП», «Чистосердечное признание» тата ытти çавăн пек передачăсене çĕрлехи вăхăта куçарма вăхăт мар-ши? Нумаях пулмасть эфирта аслашшĕ çулталăкри мăнукĕн пуçне дрельпа шăтарнине, маларах унăн амăшне пуртăпа касса вĕлернине кăтартрĕç! Эпĕ, сывă çын, çавăн хыççăн пĕтĕмпех аптраса ӳкрĕм, хама хам питĕ япăх туйрăм.

Текста малалла вулăр...
■ Ольга Исаева.
Çырчалли.
РЕДАКЦИРЕН: Хисеплĕ вулакансем, хăвăра хумхантаракан япаласем çинчен эсир те çак рубрикăра çырса пĕлтерме пултаратăр. Çынсен чу

МĔНРЕН КАЯ-ШИ?

Хаçата вулама пуçлани те ултă çул çитрĕ. Юлашки çулсенче «Сувар» самай тĕрекленчĕ. Çĕнĕ форматпа – тĕслĕ страницăсемпе тухма пуçларĕ. Хăйĕн полосине те 8-тан 12-е çитерчĕ. Çакă çĕнĕ рубрикăсем уçма май пачĕ. Тен, малашне 16 страница çине куçĕ. Хаçатра пурте хăйĕн ĕçĕн ăстисем ĕçлеççĕ. Республикăра, унăн тулашĕнче пурăнакан тăван халăха чăвашлăха аталантарма, культурине упрама вĕрентеççĕ. «Суварăн» ĕмĕрĕ вăрăм пултăр!
Анчах республикăри чăваш пуçлăхĕсем мĕнлерех ĕçлени пирки ыйту та пур. Кашни ЧНКАн отчетпа суйлав конференцийĕ хыççăн ТНВ каналпа чăвашла кăларăм тухмалли пирки резолюци йышăннине хаçатра курма пулать. Анчах темшĕн хут çинче кăна юлни пăшăрхантарать. Мĕншĕн-ха эпир чăваш чĕлхипе тухакан кăларăма пуçарса яраймастпăр? Мĕн чăрмантарать-ха çавна тума?
Чăваш Республикинче Тăван чĕлхе кунне талăкне 16 сехет ĕçлекен «Наци радио» калаçма пуçларĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çĕпрел районĕ.

ЭПИР ÇУКПА ПĔРЕХ...

Пирĕн республикăра Константин Геннадиевич Яковлев ĕçлеме тытăннăранпа чăваш обществисем чăваш чĕлхипе культурине аталантарас енĕпе нумай çитĕнӳсем турĕç, тăваççĕ. Пирĕн телей вăл – çакăн пек пултаруллă, маттур çын тупăнни. Чăнах та чăваш ансамблĕсем ĕçлеççĕ, уявсем иртеççĕ, шкулсенче ачасене чăвашла вĕрентесси ӳссе, сарăлса пырать. Республикăри чăваш çамрăкĕсене те çĕклеме пуçларĕ Яковлев (ăмăртусем, конкурссем, олимпиадăсем, «Чăваш пики»… вĕçĕ те çук).
Анчах та Анат Камăри пĕртен-пĕр «Тамаша» халăх театрĕ 18 çул хушши ырми-канми ĕçлесе, хула тулашĕнчи ялсене тухса çӳрени çинчен тата кашни виçĕ çул хушшинче республикăра халăх театрĕсен фестивальне (унта пирĕнсĕр пуçне пĕр чăваш театрĕ те хутшăнман, тутарсемпе вырăссем çеç) хутшăнни çинчен пухусенче, конференцисенче нихăçан та çур сăмах та каламан, манса каяççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Наталья ЗОТЕЕВА.
Анат Кама.