Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ЫР- I – ывăнма. Тĕсл.: Инçе çултан ырса килнĕ хыççăн выртса канчĕ.
ЫР- II / ЫРА – шăтăк, шăтăк тума. Тĕсл.: Ывăса пĕр тĕлтен ыраларĕ те çекĕл çине çакса хучĕ.
ЫР III – ытларах ĕне сăмахпа пĕрле калаççĕ, ĕне пăруласан палăртакан йăла. Тĕсл.: Кукамай ĕне ырри пĕçерсе çывăх çынсене хăнана пухатчĕ.
ЫТАР- – питĕ килĕшекен япалана йышăнмасăр тăма вăй çитерни. Тĕсл.: Микуç инкеке лекнĕ тусне пулăшма каяссишĕн çамрăк арăмĕпе пĕчĕк ывăлне ытарса хăварчĕ. Пĕр кашăк шывпа çăтса ямалла чипер пикене ытараймасăр ютран килне таврăнма васкамарĕ.
ЫТĂ / УТĂ / ОТĂ – мăшăрсăр, мĕн те пулин шутланă чух усă кураççĕ, мăшăрлă – тĕкел. Тĕсл.: Мăнкун мăйăрпа хăналакан пĕр ывăç мăйăр тăсса парса «ытă е тĕкел» тесе ыйтнă.
ЭЛЕМ / ЭЛЕМШĔ – ялав, ялав çирĕплетнĕ патак. Тĕсл.: Тем уявĕ паян, пĕтĕм урамсене элемсем çака-çака хураççĕ.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ШОНТĂ I – лаша чирĕ. Тĕсл.: Шонтă пулсан ут шăкĕ хĕрлĕ пулать.
ШОНТĂ II – хытă туналлă, пилеш евĕрлĕ ӳсен-тăран. Тĕсл.: Хĕле хатĕрленсе шонтă вутти хатĕрленĕ.
ШУЛТĂРКА- / ШОЛТĂРКА- – типнĕ. Тĕсл.: Иртенпе хĕвел çинче выртакан кавăн вăррисем каçчен шултăркаса кайрĕç.
ШУНТĂ – туалет. Тĕсл.: Шунтăна патша та çуранах çӳренĕ тет.
ШУПАШКА / ШОПАШКА / ШАПАШКА – йывăç хăвăлĕнчен тунă катка, вырăн-вырăнĕпе çӳпçе теççĕ. Тĕсл.: Çтаппан сăра ярса лартма шупашка турĕ.
ШУПĂР / ШОПĂР – çулла тăхăнмалли шурă пиртен çĕленĕ сăхман евĕрлĕ тум. Тĕсл.: Пуян арăмĕ шыв ăсма та шупăр тăхăнса каять.
ШУПКА / ШОПКА – çутăрах тĕс е çуса тĕсĕ кайни. Тĕсл.: Тĕм хĕрлĕ кĕпине уявсенче кăна тăхăнатчĕ, пĕрмай тăхăнса çуса шупкаланасран хăратчĕ.
ШӲЕШ – шурă.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ШĔКĔ I / ÇĔКĔ – пулă ячĕ, стерлядь. Тĕсл.: Кама кĕперĕ патĕнче тĕтĕмленĕ çĕкĕ сутакансем ретĕн-ретĕн тăраççĕ.
ШĔКĔ II – йывăçа кăшласа шăтăк тăвакан хурт-кăпшанкă. Тĕсл.: Ĕлĕк тальксем пулман, шăрăхра пĕчĕк ачасем пиçсе каясран шĕкĕ çăнăхĕпе сапнă.
ШĔКĔЛ / ШĔКĔЛĔ – шĕпĕн. Тĕсл.: Вун ик çухрăмри ялта пурăнакан карчăк патне шĕкĕл сутарма кайнă.
ШĔКĔР I – хула сăмахпа пĕрле калаççĕ, тĕп хула. Тĕсл.: Хусан – Тутарстанăн шĕкĕр хули.
ШĔКĔР II / ШĔККĔР – мухтав; тав. Тĕсл.: Турра шĕкĕр, ватăлсан та сывлăхĕ аптратмарĕ. Тĕсл.: Юмахра кăна паттăр пурнăçĕ шĕкĕр, чăн пурнăçра тĕрлĕ пулать.
ШĔЛ – йăлт; пĕтĕм; япалана вăйлатакан паллă. Тĕсл.: Йогсем шĕл кăвар çинчех ташлаççĕ.
ШĔПĔЛ / ШĔПĔН – 1 метр тăршшĕне яхăн шĕвĕртнĕ патак, ватă çăка хуппине сӳнĕ чух усă кураççĕ.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ШЕРПЕТ / ШЕРЕПЕТ – пыл сиропĕ; нектар. Тĕсл.: Грексен мифологийĕпе турăсем Олимп çинче шерпет çисе пурăннă.
ШЕТ – пулма пултарать; çапла-тăр; тен. Тĕсл.: Канашран тухнах ĕнтĕ ку таранччен, шет çул çинче машини ваннă.
ШЕХЕЛ – сарайĕнче утă айне хунă сарăм. Тĕсл.: Ванюксен хĕле кĕрсенех шехел курăна пуçларĕ, икĕ ĕнепе апат нумай пĕтет çав.
ШЕХЕР – хула. Тĕсл.: Шехер лайăх та, хресчене ял хăй патнех туртать.
ШЕХВЕТ – ар вăрлăхĕ, сперма. Тĕсл.: Вăт, самана: ĕлĕк банка укçа хуратчĕç, халĕ шехвет упраççĕ.

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ШĂРТ – присяга. Тĕсл.: Ывăлĕ хĕсметрен таврăнни те тахçанах, амăшĕ вара шав вăл шăрт тытнине аса илет.
ШЕЙĔК – чалăш. Тĕсл.: Куяна юмахсенче шейĕк куç тесе калаççĕ.
ШЕКЛЕКЕ – чашăк. Тĕсл.: Ăсчахсем çамрăк фараон вилĕмĕн сăлтавне тупнă – чĕркуççи шеклеки хăйпăннипе асапланса вилнĕ иккен.
ШЕКТЕРМЕ – тĕрĕри хĕрес манерлĕ фигура. Тĕсл.: Ал тутри çинчи шектерме усала систернĕн туйăнчĕ.
ШЕЛ – I шаль. Тĕсл.: Сивве пăхмасăр тухса чупрĕ, шел тутăрне те пуçĕ çине уртса кăна ячĕ. II салă. Тĕсл.: Арăмĕ куриччен тĕтĕмленĕ шелне касса чикрĕ те кăмăллăн хурал пӳртне утрĕ.
ШЕРЕМЕТ – язычниксен çын ячĕ тата тепĕр ăнлав – шеллеве тивĕç, мĕскĕн çын. Тĕсл.: Ачине ырă сунакан Шеремет ят хумасть. Тĕсл.: Ох, шеремет, 17 çулхи яш ĕмĕр иртсе кайрĕ пулмалла.
ШЕРĔ / ШИРĔ – тăвар каламан апат.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ШАРШАН / ШАШАН – вут пуленккисен купи. Тĕсл.: Шаршана пĕлсе купаламасан ишĕлет.
ШАТАХ / ШАТАК – шав; пĕрмай; йăлтах. Тĕсл.: Вокзалта кунĕпе çын хĕвĕшет, шатах таçта васкаççĕ.
ШАТУН / ШАТОН – лаша чирĕн ячĕ; лашана вăрçнă чух калакан сăмах; ăнса пыман, алă ларман ĕç. Тĕсл.: Чикан шатунлă лашана та ним мар сутса ярать. «И-и, шатун, тапасшăн тата, хуçу вĕт эп сан, хуçу». Кăранташран йывăртарах япала тытса курманнишĕн лумпа пăр катасси чăн-чăн шатун çав.
ШАШКĂ – мамăк тирлĕ тискер кайăк, норка; çтерлĕт, хĕрлĕ пулă тытмалли хатĕр. Тĕсл.: Ухмах Ухванеç шапа кӳллинче те шашкăпа пулă тытать.
ШĂВĂÇ / ШУÇ / ШОÇ ÇĔЛЕН – консерва банкисем тăвакан çемçе металл. Пăхăр тĕслĕ хурт. Тĕсл.: Шăвăçран касса кăларнă çăлтăрне Витюк çуни çине çирĕплетсе лартрĕ. Юр пике шуç чуманĕ çине ларсах тарчĕ тет çуркуннерен.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ЧЕПЧЕМ – пĕчĕк кайăк. / ЧЕПЧЕН – шăпчăк.
ЧЕЧЧЕ – тетте. Тĕсл.: Крахьян ачине чечче те илсе парса курман, кӳршĕсеннисемпех выляса ӳсрĕ.
ЧĔМ – сывлани; пурнăç. Тĕсл.: Тухтăр килнĕ çĕре чунĕ-чĕмĕ çукчĕ ĕнтĕ Ултуттин, ӳчĕ те сивĕнме пуçланăччĕ.
ЧĔМЕРЕ – хырăм ыратни; пилĕкрен сиксе ыратса кайни; тытса пăрахни. Тĕсл.: Урăм-сурăм кĕвĕпе урай варринче чĕмере тытнă пек хуçкаланаççĕ.
ЧĔРКĔМĔЛ / ЧĔРĔКĔМĔЛ – ртуть. Тĕсл.: Чĕркĕмĕлтен тунă градусниксем температурăна тĕрĕсрех кăтартаççĕ пек.
ЧĔРЕС – вĕрене е çăка йывăçăн варрине кăларса илсе тунă пичке евĕрлĕ пысăк савăт. Тĕсл.: Хаклă хăнасене пуш алăпа кăларса ярас мар терĕ утарçă, пĕр чĕрес пыл парса ячĕ.
ЧИКЕ – чавса; тăршшĕ виçине те çаплах каланă (чавсаран вăта пӳрне патне çити – 1 чике; 2 чике – 1хур).

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ЧĂКĂР – пăяв явма тунă хатĕр. Тĕсл.: Сӳсĕ пур та, чăкăр çĕтнĕ, чăкăр тупăннă та сӳсĕ пĕтнĕ, наянăн ялан сăлтав пур.
ЧĂКĂТ – сыр. Тĕсл.: Хам та асанне пултăм, кукамай пĕçернĕ чăкăт тутине манаймастăп.
ЧĂМ – виткĕçлĕ кăкшăм. Тĕсл.: Нӳхрепрен ăсса тухнă пĕр чăм сăрана илчĕ те тăхлачĕпе мирлешме уттарчĕ.
ЧĂМШĂК / ШĂМШĂК – нумай калаçма юратман çын. Тĕсл.: Ача çуртне лексен Улюшка чăмшăк пулса тăчĕ, ачасем кӳрентерсен те хирĕç шăл шурри те кăтартмарĕ.
ЧĂПĂК – хулă. Тĕсл.: Патша çарĕнче аслашшĕне пăшал чăпăкĕпе хĕнесе вĕлернĕ тет.
ЧĂПĂРККА – пушă. Тĕсл.: Куштан каччă лашине çичĕ вĕçлĕ чăпăрккапа пĕррех туртса çапрĕ, лешĕ тӳрех тапса сикрĕ.
ЧЕНÇКЕ / ЧЕНЧЕКЕ – пулă тытмалли хатĕр. Тĕсл.: Лохнесс кӳллинчи çама тытма каятăп тесе мучи çулталăк ченчеке ăсталарĕ.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ЧАЛ – йывăç çулçисем саралма пуçлани. Тĕсл.: Ращари çăка çулçисене чал кĕнĕ, кĕрхисене акма тухмалла.
ЧАЛАК – правур; тытса чарма çук (выльăх пирки). Тĕсл.: Чалак кинне хунямăшĕ юратрĕ, тăван хĕрĕнчен те çывăха хучĕ.
ЧАМА – виçе; чикĕ. Тĕсл.: Нарспи Сетнере чамасăр юратнă, çавăнпа ашшĕ-амăшне итлемен.
ЧАМАЛА – танлаштарма; тĕрĕслеме. Тĕсл.: Тӳресене амаласах тăмалла, ахальлĕн иртĕхсех каяççĕ.
ЧАРА I – пысăк йывăç тирĕк, тутлă чуста çăраççĕ. Тĕсл.: Пĕр чара чуста хуплу тусах пĕтрĕ, кĕлентĕр валли юлмарĕ те.
ЧАРА II – хыса, вырăсла пах. Тĕсл.: Мĕкĕте Микихвере нимĕнле парăнтарайманнипе чараран тапрĕ, лешĕ каснă йывăç пек йăванса кайрĕ.

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ХАВХА – сас-хура; савăнăç. Тĕсл.: Петĕр салтака каясси пирки хавха тухрĕ. Хушса укçа тӳлессине пĕлсен рабочисем хавхаланса ĕçлеме пуçларĕç.
ХАЙ I – пурнăç. Тĕсл.: Аçу-аннӳ хай панă, сума су вĕсене.
ХАЙ II – лашасене хăваланă чух çапла кăшкăраççĕ. Тĕсл.: «Хай шыв патне!» – кĕтӳç тăлланă утсене çырманалла васкатрĕ.
ХАЙ III – капăрлатма; юсама. Тĕсл.: Куштанччĕ çав, аçам çухисене те сăранпа хайса çĕлетчĕ.
ХАЙĂР – çĕклеме; çавăрса хума. Тĕсл.:Тачка çĕре кĕреçепе хайăрса сухаларĕ.
ХАЙЛА – чеелĕх; меслет; сăлтав; ăсталама. Тĕсл.: Ĕçрен пăрăнма ялан хайла хатĕр унăн. Пĕрре ларса поэма хайларĕ.
ХАК – тумтир çĕленĕ чух кĕртсе лартакан виç кĕтеслĕ хăйă. Тĕсл.: Сăхман вĕçне хак лартнă.

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ХĂРПУ – куç хăрпăкĕ; карттус кăсăрукĕ. Тĕсл.: Ашшĕ Алюша хăрпуллă карттус парнелерĕ.
ХĂЯМАТ – тĕнче вĕçĕ; тамăк (вăрçнă чух усă куракан сăмах). Тĕсл.: Ăçта хăямата кайса кĕчĕ ку енчĕк, çакăнтах хунăччĕ-çке.
ХĂЯХ / ХĂЯК – юханшыв хĕрринче ӳсекен курăк (осока). Тĕсл.: Хутма вутă çуккипе юр хӳсе каяйман хăяхсене пуçтараттăмăр, аса илет Укапи кинеми.
ХЕРĔП – йывăр; кăткăс; çителĕксĕр. Тĕсл.: Самани херĕп пулчĕ çав, çавăнпа мĕскĕн ӳсрĕмĕр.
ХУТАВ – мĕн те пулин çакса яма çапса лартнă йывăç пăта. Тĕсл.: Ĕшеннĕ пулин те лаша хатĕрĕсене ампарти хутав çинех çакса хучĕ, ахаль кăна пăрахса хăвармарĕ.
ХУТАХАЙ / ХОТАХАЙ – хитре тăхăнакан; вĕçкĕнлешсе çӳрекен. Тĕсл.: Хутахай ачапа тус пуличчен пуç тавра тăххăр шутла.

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

СĂХ / СĂХĂ – çăткăн. Тĕсл.: Эпĕ апата сăх мар.
СĂХĂМ – ватă лаша; пусма палăртнă выльăх. Тĕсл.: Çемйи пысăк пулнăран виçĕ сысна сăхăмлăх ӳстерчĕç.
СЕЛĔМ – хитре; аван; сывă. Тĕсл.: Урине хĕрĕ питĕ селĕм çитĕнчĕ.
СЕНТЕЛ – хĕрлĕ тĕслĕ пусма; çитсă. Тĕсл.: Сентел кĕпе тăхăннă Анюка аякранах палласа илчĕ.
СЕХМЕТ – инкек, чăвашсен Сехмет ятлă турă та пулнă. Тĕсл.: Хĕсмет сехмет мар, çулталăка чăтса ирттерĕпĕр.
СĔВЕМ – вăрăмăшĕпе пĕр метра яхăн çип. Тĕсл.: Виле пытарма тухнă ял-йыша тăванĕсем сĕвемĕн-сĕвемĕн çип валеçетчĕç.

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

СĂПĂРЧĂК – шуçлак, йăмпăлтăк. Тĕсл.:Тĕттĕмре хыпашласа шыранă чух сăпăрчăк япала ал айне лекнипе çухăрса ячĕ. II Пушă, тĕвĕсĕр çăмарта. Тĕсл.: Вунă çăмартаран саккăрăшĕ сăпăрчăк пулчĕç, кăлăк чăххи халь икĕ чĕппипех çӳрет, пасартан туяннисене йышăнмарĕ. III Пакăлти. Тĕсл.: Пăлаки сăпăрчăк пулнине ялта пĕлмен çын çук, шăмăсăр чĕлхи темĕн те персе ярать.
СĂРĂЛТАТ – чĕтреме. Тĕсл.: Хăнăхман ĕç йывăра килчĕ курăнать, тепĕр кун та çан-çурăмĕ сăрăлтатма чарăнмарĕ.
СĂРКА – хĕрарăмăн тенкĕсенчен тунă кăкăр çине çакмалли эрешĕ. Тĕсл.: Пуян килтен тухнă амăшĕ хĕрне хăйĕн сăркине пачĕ.
СĂСЛА – туртса ыратни. Тĕсл.: Чирлĕ урисем сăсла пуçласан çанталăк япăхнине тахçанах асăрханă.
СĂСТĂК – селĕп калаçни. Тĕсл.: Вăрманта çĕр каçнă хыççăн ача сăстăк пулнă.

ЧЄЛХЕ ПУЯНЛҐХЄ

САХА / САХАВ / САКАВ – лаша чирє, пырє патєнчи шыѕґ. Тєсл.: Эпє ветеринар патне кайса тихан сахине мєнле сиплемеллине ыйтам-ха.
СҐКА – аскґн, ясар хєрарґм.
СҐКҐЛТҐК – I ѕитменлєх. Тєсл.: Ку єнен сґкґлтґк пур, туянмастпґр ґна. II сґлтав. Тєсл.: Сґкґлтґк шыраса ан лар.
СҐЛ – меслет, май. Тєсл.: Вґл тєрлє сґлпа кєрешме пєлет.
СҐЛҐК – ерипен, васкамасґр, шґппґн, япґх. Тєсл.: Организма витамин ѕитмесен ача сґлґк їсет.
СҐЛПҐРАМ / СҐЛПҐРАН – юрлґ-ѕумґрлґ, йєпе. Тєсл.: Сґлпґранлґ ѕулпа ѕїреме ай-яй йывґр.
СҐПҐ – I сґпай. Тєсл.: Сґпґ ѕын калаѕнинченех курґнать. II хуѕкаланни, курнґѕланни. Тєсл.: Пуян ывґлєсем куштан, хєрєсем сґпґ.
СҐПҐН – тґларан ѕєленє хєрарґм сґхманє. Тєсл.: Курисем питє начар пурґннґ, аппґшєсем пєр сґпґна иккєн тґхґнса ѕїретчєѕ.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

САКĂЛ – ула. Тĕсл.: Вун-вун икĕ çул каялла кĕтӳре Крахьянсен кăна сакăл ĕнеччĕ, халĕ кĕтĕвĕпех сакăл ĕнесем.
САКĂЛТА – çул çинчи, çырма тĕпĕнчи путăк. Тĕсл.: XXI ĕмĕрте те ялсене кĕрекен çулсене асфальтламан, сакăлталлă çулпа сиккелесе пымалла.
САЛАТНИК – ылтăн катăкĕ, золотник. Тĕсл.: Пĕчĕк салатникĕн те хакĕ пысăк.
САРАН – хыткукар. Тĕсл.: Саран укçине шелле-шеллех икĕ хут ытларах тӳлет.
САРАНА – лили чечек; тымарĕсемпе сарамакран сипленме усă куракан курăк. Тĕсл.: Сарана пухса тасатса хĕвел ӳкмен çĕре типме çакрĕ.
САРĂП – сиен. Тĕсл.: Çĕршыва сарăпласа пурăнать тесе мĕн чухлĕ айăпсăр çын шăпине татман-ши?
САРПАЛА – ыйтма; ӳкĕте кĕртме. Тĕсл.: Сарпалама пĕлекен çын темĕнле ĕçе те ăнăçтарать.

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

РАВАСĂР – питĕ, капашсăр, ытлашшипех. Тĕсл.: Çав çул равасăр нумай мăйăр пулчĕ.
РАКАТКА – патаксене вертикальлĕ тытса тунă карта. Тĕсл.: Пахчасене ĕлĕкрех ракатка тытса пӳлетчĕç, халĕ кирпĕчрен тем çӳллĕш хӳмесем купалаççĕ.
РАМАН – свай çапса кĕртмелли хатĕр; пысăк юман каска, пĕр вĕçне тимĕр кăшăл тăхăнтартаççĕ, теприн айккисене авăрсем лартаççĕ. Тĕсл.: Вут-шанкă çуккипе аслашшĕнчен юлнă рамана вакласа çунтарчĕ.
РЕНКЕ / РЕНКĔ / ĔРЕНКĔ – форма; сăн-пит. Тĕсл.: Вун сакăр çултисем юратнă çыннăн ренкĕ пултăр, вăтăртисем – укçи пултăр теççĕ.
РИСА – килĕшӳ; кăмăллă. Тĕсл.: Ĕнер тусăннă хыççăн паян кӳршĕ арăмĕпе рисалашнă курăнать.
РИСĂК – шăпа; пӳрни. Тĕсл.: Çиме рисăк пулсан çийĕн, рисăк пулмасан çиеймĕн.
РИТĂВАН – кĕлтесем турттармалли сарлака урапа.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ПОЛИТСЕ – пӳртри сентре. Тĕсл.: Кĕнекисене ашшĕ туса панă политсе çине ретĕн-ретĕн хурса тухрĕ.
ПОТИККЕ – кулăшла. Тĕсл.: Кӳршĕсен йытти ытла потикке, пĕрмай хăйĕнпе вылякан пĕчĕк Петĕр валли шăмăсем пытарса хурать.
ПОТРАНКĂ / ПУЛТРАНКĂ – хăмла аври. Тĕсл.: Пултранкисем ӳссе кайнă, шалча лартма вăхăт.
ПОТЬКАМ / ПОТЬКАН- / ПОТЬКАТ- – тумла; тумлама. Тĕсл.: Кунта шыв потьканать вĕт.
ПУРĂ – мел. Тĕсл.: Мишша пурă тытса доска патне кăна пычĕ – шăнкăрав янраса кайрĕ.
ПУСТАВ / ПОСТАВ / ПУСТА – I тăла; плис. Тĕсл.: Бильярд сĕтелне симĕс пустав сараççĕ.
ПУСТАВ – II савăт-сапа хумалли алăксăр шкап. Тĕсл.: Пуставĕнчен пĕр савăт эрех туртса кăларчĕ.

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ПĔРЕШКЕ / ПРЕШКЕ – тăха; ут хатĕрне çаклатмалли; лашана çитерсе кантармасăрах 30-40 километр кайни. Тĕсл.: Çула тухсан пĕрешке ванни чăн нуша.
ПĔРЛĔХЕН / ПĔРЛХЕН – ӳсен-тăран ячĕ. Тĕсл.: Вĕрилентерекен хĕрлĕ шатрасене ĕмĕртен пĕрлĕхенпе танлаштарнă.
ПĔРМЕ – хулăсене хуçса тунă карçинкка. Тĕсл.: Тепле ăста пулсан та пĕрме сутсах пуяймăн.
ПĔРНЕ – хăнана кайнă чух кучченеç хумалли сăран сумка. Тĕсл.: Пĕрне пĕчĕк пулсан та, самай кĕрет кучченеç.
ПĔÇМЕХ / ПĔÇЕК / ПĔЧЕХ – кĕтес. Тĕсл.: Ваттисем сĕтел пĕçмехĕ тĕлне ларма хушман.
ПĔТТЕРЛИ – пĕрремĕш хут; чи малтан. Тĕсл.: Эпĕ пĕттерли килнĕ чух кунта йăлтах урăхлаччĕ.
ПĔТӲ – амулет. Тĕсл.: Эпи карчăк панă пĕтӳ те упраймарĕ ун пурнăçне.

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ПЕКЕТ – хурал; пушар хуралне те çаплах каланă. Тĕсл.: Пекетре тăракансем яланах сыхă.
ПЕЛЕТ / ПЕЛЕТĔШ – чечек. Тĕсл.: Улăхра пелет пухса кăшăл çыхрĕ.
ПЕЛТЕК – тытăнчăклă калаçакан çын. Тĕсл.: Ачана хăратма юрамасть, пелтек пулать.
ПЕЛЧЕ – ача кипки; ача пиелĕхĕ. Тĕсл.: Вăл вăхăтра лавккасенче пелче тупса илме те çукчĕ.
ПЕХЕТ / ПЕХĔТ – телей; тăнăçлăх. Тĕсл.: Алăри пехĕте çынна памаççĕ.
ПЕРЧЕ – папка. Тĕсл.: Хĕл сивĕ пулнипе йывăçсем перчеленеймерĕç.
ПЕЧĔ – карталаса тытнă вырăн. Тĕсл.: Пуян çыннăн выльăх печĕ те аслă пулнă.
ПЕШТĔР / ПЕШШĔР – I кутамкка, пысăк сумка. Тĕсл.: Салтак пештĕрне çурăмĕ çине çакрĕ те пĕтĕм вăйран малалла талпăнчĕ. II хĕрарăм кĕпин кăкăр тĕлĕнче тĕрĕс нумай кĕтеслĕх пек е çаврашка пек тĕрленĕ эрешсем.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ПĂРАК / ПĂРАХ – тусан. Тĕсл.: Cӳс чавнă чух пăрак пулатех.
ПĂРАМ / ПУРАН / ПĂРАН – путек; çак сăмаха хăй тĕллĕн кăна каламаççĕ. Тĕсл.: Çав çул сурăхсем ир пăранланă.
ПĂРĂС – сарай, кĕпер, арман юпи çине хуракан тăваткалланă пĕрене. Тĕсл.: Вун ик арман хушшине вун ик пăрăс хутăмăр.
ПĂРТУÇÇИ / ПĂРТОÇÇИ / ПОРТОÇÇИ / ПУРТ ЙЫВĂÇÇИ / ПĂРТ ЙЫВĂÇÇИ / ПĂРТ ЙУÇÇИ – ленкер. Тĕсл.: Пир тĕртмелли станокăн пăртуççи хуçăлнă.
ПĂТИ – сăвăс. Тĕсл.: Вăрмана кайнă чух пăтисенчен сыхланма ятарлă маçсем сĕрмелле.
ПĂХАВ – тимĕр тăлă. Тĕсл.: Лашине пăхавпа тăлласа курăк çиме яратчĕ.
ПĂЧКАТА – шăрăхпа сывлама кансĕрри. Тĕсл.: Туй халăхĕ шавлакан пăчката пӳртрен тухса питне юрпа çурĕ.


■ Страницăсем: [1], 2, 3.