Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кая юЛсан тухăç пулмасть

Лайăх тухăç илесси çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхĕпе техника юсавлăхĕнчен ытларах çанталăкран килет. Юлашки çулсенче республикăн çĕр ĕçченĕсене вăл чăнах та питех савăнтармарĕ: çу уйăхĕсем типĕ тăчĕç, кĕркунне йĕпе-сапана кайрĕ… Павлă районĕнчи «Березовские зори» тулли мар яваплăхлă обществăн ертӳçин В.Шевелевăн пуç ыратăвĕ кунпа кăна та вĕçленмест иккен-ха, мĕншĕн тесен территорин ландшафчĕ тыр-пул ӳстерме меллех мар, урăхла каласан, унăн хуçалăхĕнче çатма пек тикĕс пĕр хир те çук...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
В.Шевелев (сылтăмра) Н.Герасимов шоферпа.
В.Шевелев (сылтăмра) Н.Герасимов шоферпа.
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

халăх кĕтнĕ уяв

Павлă районĕнче Культура çулталăкне халалласа йĕркеленĕ чăваш культурин кунĕсем вырăнти халăхшăн чăн-чăн уяв пек иртрĕç. Васькино-Туйраллăри Культура çуртĕнче апрелĕн 29-мĕшĕнче – «Сар пике» конкурс, апрелĕн 30-мĕшĕнче мероприятисен официаллă пайĕ тата ЧР халăх артисткин А.Уляндинан «Ярды» ушкăнĕн концерчĕ пулчĕ. Уява район ертӳçи, Павлă хулин мэрĕ А.Хабибуллин, ТР ЧНКА председателĕ К.Яковлев, Пĕкĕлме районĕн ЧНКЦ ертӳçи С.Малышев, Элмет районĕн ЧНКЦ ертӳçин çумĕ В.Белов, «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ К.Малышев тата ыттисем хутшăнчĕç...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■  Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕсем.

Çĕр хуçи

– Укçа тăвакан предприниматель те, хитре калаçакан сăмах ăсти те мар, хресчен вăл, çĕр хуçи, – кĕскен паллаштарчĕ Павлă районĕн ЧНКЦ ертӳçи В.Козлов «Сувар» хаçат редакци ĕçченĕсене хăйпе пĕрле килнĕ
кĕрнеклĕ Владимир Петрович Шевелевпа.
Павлă районĕнчи Потапово-Тăмпăрлă тата Удмурт-Ташлы ялĕсене пĕрлештерекен «Березовские зори» тулли мар яваплăхлă обществăн директорĕнче 10 çул ĕçлекен çак чăваш чăнах та çĕр хуçи иккенни хуçалăхăн икĕ учредителĕнчен пĕри пулнинчен кăна курăнмасть, пĕтĕм пурнăçĕ, шăпи ял хуçалăхĕпе çыхăннă унăн.
Оренбург облаçĕнчи ял хуçалăх техникумĕнче техник-механик, зоотехник специальноçĕсене алла илнĕ Владимир Петрович çак хуçалăхра (малтан вăл «Березовский» ятлă пулнă) тĕп инженерта тăрăшнă. Халĕ «Березовские зори» хуçалăх Шевелевсен çемье ĕçĕ тесен те юрать.

Текста малалла вулăр...
■  Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ruК.
Малышев сăнӳкерчĕкĕнче В.Шевелев.