Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЙЫТĂ ВАЛЛИ – ШАНЧĂКЛĂ МĂЙ ÇЫХХИ

Йытă усракансем пĕлеççĕ: пурнăçĕнче пĕрре çеç, ăнсăртран, йытă мăй çыххине пуçĕ урлă туртса кăларсан ăна урăх сăнчăрта тăратаймастăн – тепрехинче те хывса пăрахать вăл ăна.
Манăн килти йытăпа та çапла пулса тухрĕ – сăнчăра туртăнтарса каялла чакса пырса вăл мăй çыххине хывса пăрахатчĕ, савăннипе вĕре-вĕре тахăш вăхăтра пӳрт йĕри-тавра чупса çаврăнатчĕ, картишĕнчи кайăк-кĕшĕке хăрататчĕ. Унăн пуçне мăй çыххине каялла чиксе хума темиçе хутчен те хăтланса пăхрăм – пултараймарăм. Çавăн хыççăн йытă валли шанчăклă мăй çыххи ăсталама шухăш тытрăм. Ăна пуç урлă хывма пуçласан мăй çыххи йытă мăйне пăвса хурать – ăна вăл ниепле те хывса пăрахаймасть.
Çак тĕллевпе синтетикăлла шпагатпа («тюк пралукĕпе») усă куртăм. Малтан йытă пуçне виçсе илтĕм, пулнă виçене 1 сантиметр чакартăм, мăй çыххи тăршшĕ 40 см – 1 см = 39 см пулса тăчĕ.

Текста малалла вулăр...

ПУР ĔÇРЕ ТЕ ПУЛТАРАТЬ

– Çамрăкранах сăвăсем çырма пуçланăччĕ эпĕ. 10-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра районти «Ял пурнăçĕ» хаçатра пĕрремĕш сăвă пичетленсе тухрĕ. Каярах кунта татах та сăвăсем, калавсем пичетленсе пычĕç. Унтан, 1986 çулта – 42 тултарсан, хам сисмесĕрех çырма пăрахрăм, – тесе каласа пачĕ пире Нурлат районĕнчи Мамăк ялĕнче пурăнакан Иван Павлов. Унтан çавăнтах аллине купăс тытрĕ те тĕлĕнмелле хитре кĕвĕсем кăларма тытăнчĕ:
– Ачаран эпĕ чаплă купăсçă пулма ĕмĕтленеттĕм. Купăса алла илтĕм ĕнтĕ, анчах пурнăçра вунă ытла профессипе ĕçлеме тиврĕ, – калаçăва малалла тăсрĕ вăл.
Вăрçă вăхăтĕнче çуралнă ытти ачасенни пекех ачалăхĕ çăмăл пулман Иванăн. Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчел ялĕнче вăрçăран хăрах алăсăр таврăннă Павел Ефимович килĕнче вăрçă чарăниччен çичĕ уйăх маларах çуралнă вăл. Çамрăклах колхоз ĕçне кӳлĕннĕ, май пур таран аслисене пулăшнă.

Текста малалла вулăр...

ТУХТĂР КĂНА МАР...

 
 
Çак сăмахсене Теччĕри Чернышевский урамĕнче пурăнакан, 41 çул педагогра ĕçленĕ Галина Павловна Картюковăран илтнĕччĕ эпĕ. Кĕрӳшĕ Борис Михайлович Иванов çинчен аса илчĕ вăл ун чухне. Хавхаланса, савăнса аса илчĕ. Ывăлĕ хĕсметре сарăмсăр вилнĕ хыççăн пĕчченех пурăнатчĕ вăл килĕнче. Анчах та пĕчченех те мар иккен. Хĕрĕпе кĕрӳшĕ тăтăшах килсе çӳреççĕ, мăну- кĕсем каникулсенче ун патĕнче пурăнаççĕ. Пур енĕпе те пулăшаççĕ.
Галина Павловна мана савăнăçлăн çурчĕпе паллаштарчĕ, пахчана ертсе тухрĕ.
– Хăнана килсен, çавăн пекех отпусксем вăхăтĕнче пахчаран тухма пĕлмест кĕрӳ, ӳсен-тăрансене пăхать, çимĕçсем пухать, йывăçсем лартать. Вăл лартнă виноград та çимĕçсем пама пуçларĕ ĕнтĕ. Акă, тавраналла пăхăр-ха. Гараж, кочегарка, мунча, тимĕр хапха, нӳхреп – пĕтĕмпех унăн ĕçĕ.

Текста малалла вулăр...

ӲРКЕНМЕН ĂСТА ПУЛНĂ

Çак сăмахсене аттен аслă аппăшĕнчен – хăрах куçлă ватă Марье аппаран илтнĕччĕ эпĕ. Çулланнă çын пире, ачасене, ĕçрен хăрамасан хуть мĕнле профессие те питĕ лайăх алла илме, ĕçе лайăхран та лайăх пурнăçлама вĕренме пулнине кăтартас тенĕ ĕнтĕ. Вăл каланисĕр пуçне те ун чухне, 50-мĕш çулсенче, ялта ăстаçăсем нумайччĕ. Ял çыннисем хальхи пек кашни япалана лавккара туянман, ăстасем патне кайнă. Çемьере ачасем йышлă пулнă пирĕн, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче кашнине çĕнĕ тумтирпе тивĕçтерме йывăр. Асатте çĕвĕçе кивĕ пальтосем кайса парса вĕсенчен пире валли пальтосем çĕлеттерсе килнине лайăх астăватăп. Кашни ачан пирĕн килте кĕнекесемпе тетрадьсем, ытти шкул хатĕрĕсем упрама пĕчĕк арчасем пурччĕ, питĕ тăпăл-тăпăлскерсем, меллĕскерсемччĕ. Вĕсене кӳршĕ ялти ăста столяр Тимахви патĕнче тутарса килнĕччĕ.

Текста малалла вулăр...

УСĂЛЛĂ КАНАШСЕМ

Теплицăна шăвармалли
Теплицăсене витнĕ полиэтилен пленка унта ӳсекен ӳсен-тăрана сивĕрен аванах сыхлать, анчах та çакна пулах вĕсем патне нӳрĕк сахалрах пырать. Ку чухне пленка айне, йăран варринелле таянтарса шифер татăкĕсем сарса хурăр, çакна пула çумăр çунă хыççăн вăл ӳсен-тăрана аванах шăварĕ. Унсăр пуçне шифер йăрансем хушшинче ӳсекен çум курăкĕсене те пĕтерме пулăшать.
Йăлтăртатакан тимĕр
Тимĕр панель тăхлан е клей тумламĕсене пула йăлтăртатма пăрахрĕ пулсан ăна тасатса якатма пулать. Ун валли вараланнă вырăнсене чернила тасатмалли резина татăкĕпе сăтăрса илмелле те пир татăкĕпе сăтăрса якатмалла.
Вăрттăн çăра
Тухакан ригельлĕ çăрана чӳрече шпингалечĕпе ӳкерчĕкре кăтартнă пек çыхăнтарсан, эсир килте чухне никам та ăна уçаймĕ.

Текста малалла вулăр...

КОМПАКТ-ДИСК ЕНЧĔКĔ

Килте халĕ пирĕн кашнинех CD e DVD дисксем пур. Вĕсем çухалса ан кайччăр тесен сире, хисеплĕ вулакансем, асăннă дисксене упрамалли йытă формиллĕ ятарлă хатĕр ăсталама сĕнетпĕр. Ун валли пире çапларах хулăнăш материалсем кирлĕ пулаççĕ:
• 20 миллиметр хулăнăш материал – унтан дисксем валли тĕрев деталĕсем тата «йыттăн» пуçне, хӳрине тата урисене касса хатĕрлетпĕр.
• 10 миллиметр хулăнăш материалтан «йытă» хăлхисене ăсталатпăр.
Материал тĕрлĕрен пулма пултарать. Йывăç, MDF, пластик тата ытти те.
Ӳкерчĕкре кăтартнă схемăпа 20 миллиметр хулăнăш материалтан икĕ пай касса кăларатпăр.
Ытти детальсене çак ӳкерчĕк тăрăх касса хатĕрлемелле:
Тăваткалсен енĕсем 25 миллиметрпа танлашаççĕ.
Çапларах касса кăларнă тата хĕррисене наждачкăпа сăтăрса якатнă хыççăн «йытă» деталĕсене çыпăçтармалла.

Текста малалла вулăр...

ХĔЛЛЕХИ ШИНĂСЕМ

Пирĕн çĕршывра хĕллехи вăхăтра пур автомобиль те тенĕ пекех хĕллехи шинăсем çине куçать. Унсăрăн пăрланнă çулсем çине тухма та шикленмелле. Анчах та халĕ суту-илӳре тĕрлĕ йышши шинăсем пур. Мĕнлерех суйласа илмелле-ха вĕсене. Аяларах асăннă канашсем ку тĕлĕшпе сире пулăшĕç.
1. Тăватă покрышкине те (е кустăрмине) улăштармалла. Хăшĕ-пĕри иккĕшне улăштарсан та çителĕклĕ тесе шутлать. Анчах та ку тĕрĕсех мар. Мĕншĕн тесен тормоз педалĕ çине пуссан тĕрлĕ кустăрмасем тĕрлĕрен чарăнаççĕ, тормоз çулĕ вăрăмланать. Енчен те тăватă кустăрмине те улăштарма укçа çителĕклех мар пулсан хĕллехи шинăсене хыçала лартсан тĕрĕсрех пулать.
2. Йĕпленĕ е йĕплемен хĕллехи резина лартмалла? Сирĕн ытларах пăрлак çулсемпе çӳреме тивет пулсан, йĕплĕ резина лайăхрах пулать. Енчен те вара хулара, час-часах тасатса тăракан асфальт çулпа çӳретĕр пулсан – йĕплемен хĕллехи резина вырăнлăрах пулĕ.

Текста малалла вулăр...

Тутăхассинчен упрас тесен

Автомобиле тутăхассинчен сыхламашкăн активлă тата пассивлă меслетсемпе усă курма пултаратăр. Пассивлă меслет – тимĕре атмосфера витĕмĕнчен сыхласси. Активлă меслет – ятарлă хатĕрсемпе усă курса тимĕр çийĕнче тутăхнипе кĕрешес сий тăвасси.
Пассивлă хатĕрсен шутне кузов тĕпне хӳтĕлемелли тĕрлĕ йышши мастикăсем кĕреççĕ, вĕсене битумран, каучукран е сухăртан тăваççĕ. Вĕсен çумне графит, çу хушаççĕ. Мастикăна автомобиль тĕпне хулăн сийпе сăрлаççĕ. Çакă кустăрмасем айĕнчен вĕçсе тухакан чул катăкĕсенчен сыхлать. Анчах та мастика пĕчĕк хушăксем ăшне кĕреймест, çавăнпа та унпа сăрличчен машинăна тутăхпа кĕрешмелли хутăшсемпе («Мовиль», НГМ-МЛ) сăрласан лайăх пулĕ.
Суту-илӳре пуринчен ытларах «Автоантикор эпоксидный для днища», «Автоантикор для днища резинобитумный», «Антикор битумный для днища», «Мастика битумная антикоррозионная», «Мастика сланцевая автомобильная МСА-2» мастикăсем сарăлнă.

Текста малалла вулăр...