Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇĔРПӲСЕМ

Бахши Иманăн «Джагфар тарихы» ятлă авалхи пăлхар летопиçĕсенче серби, сюрби (сербисем) ятлă халăхсем тĕл пулаççĕ. Тĕплĕнрех ун çинчен «Гази-Барадж летопиçĕ» кĕнекере курма пулать. «Сын Бел-Кермека... Джураш по прозвищу Масгут (Атилла мăнукĕ – А.Н.), получил земли между Сулой и Джалдой (Дунайпа Крым хушшинче), – тенĕ унта. – Будучи по природе добрым, он выкупил у сабаров сто хонеких (гуннских) биев и большое количество их людей и присоединил их к булгарам под именем сюрбийцев (сербийцев)...»
Курбат вилсен унăн Атилькэс (Аспарух) ятлă ывăлĕ 660-мĕш çулта Шамбат тетĕшĕ (ашшĕн кĕçĕн шăллĕ) пулăшнипе трона ярса илес шутпа çĕнĕ хакана (Бат-баяна) хирĕç тăнă. Шăп çав вăхăтра патшалăх çине хазарсем тапăннă. Шамбатпа Атилькэсе çапăçура çухатусем тӳссе Башту (Киев) хулине тарма тивнĕ. Çапăçу вăхăтĕнче вĕсен союзникĕсем (джураш тĕрĕкĕсем, мурдассемпе утигсем) хазарсен енне куçнă, çĕрпӳсем (сербисем) çурçĕрелле Сăр вăрманĕсене тарнă.

Текста малалла вулăр...

ЭСТОНИРЕН ТЮМЕНЬ ТАРАН

Кăçал ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Хусанта Тутарстан халăхĕсен II съездне ирттерме палăртнă. Республикăри йĕркелӳ ушкăнне ТР Патшалăх Канашĕн председателĕ Ф.Х.Мухаметшин ертсе пырать. Çак кун çывхарса пынă май, Тутарстанра пурăнакан халăхсен пурнăçĕ хĕрсе пырать. Июлĕн 7-мĕшĕнче Çырчаллинче украинсен «Иван Купала» уявĕ, июлĕн 12-мĕшĕнче Хусанта крешĕнсен «Пирау» уявĕ иртрĕç. Иртнĕ эрне вĕçĕнче Нурлатра чăвашсем Раççей шайĕнчи Уява савăнăçлă лару-тăрура уявларĕç.
Уяври самант
Уяври самант
Уяв – уяни, пурнăçри йăласене тытса пыни. Çурхи уявра паллашнă çамрăксем кĕркунне туй туса пĕрлешнĕ. Кашни юррăн хăйĕн ӳкерчĕкĕпе утти – çамрăксен вăййисем илĕртсе тăнă.

Текста малалла вулăр...

ХĂЯТ ТĂХĂРЬЯЛА ПĔРЛЕШТЕРЕТ

Микула çитет вăййа май,
Хăят çитет ĕçе май.
(Халăх юрринчен).
Хăят чечекĕ çеçке çурнă вăхăтра инçетрен пăхсан хирсемпе улăхсене кĕрен тĕслĕ пурçăн çивитти витнĕн туйăнать. Ку пулăм Пăва районĕнчи Пӳркелĕнчи ял уявĕ – Хăят – çитнине пĕлтерет. Çак кун пӳркелсем тус-тăванĕсемпе, хăти-тăхлачăшсемпе пĕрле савăнас йăла ĕлĕкрен пырать. Таврапĕлӳçĕ М.П. Верияловпа ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе çак уяв иккĕмĕш хут анлăн иртрĕ.
Ĕлĕк çут çанталăкпа этем тачă çыхăнура тăнă. Пушă вăхăтра та, уявсенче те халăх урама тухнă. Ваттисем пĕрле пуçтарăнса калаçса ларнă, çамрăксем вăйă каланă, вылянă, кулнă. Хальхи пурнăç йĕрки çак çыхăнăва çĕнтерчĕ. Аслă çултисене те, кĕçĕннисене те телевизорпа компьютер умĕнчен хăпăтса илме çук, çавăнпа йĕркелекенсене çакăн пек уявсене тума йывăр.

Текста малалла вулăр...

Таврапĕлӳçĕсен кĕтесĕ

ХĔВЕТĔР ЙĔРКЕЛЕНĔ ЯЛ
 
1. ÇĔНĔ ÇĔРЕ ИРĔКПЕ Е...
...Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Атăл тăрăхĕнче хăрушă выçлăх хуçаланнă. Граждан вăрçине пула ахаль те юхăннă хресченсен хирĕсем, типĕ те шăрăх çанталăка пулах акнă тырă ӳссе çынсене савăнтарайман. Çав сăлтавпах нумай хуçалăхсем 1921 çулхи çуркунне хăйсен çĕр пайĕсенче акма тырă вăрлăхĕ çуккипе нушаланнă, хăшĕсен пурри те çуррине акма та çитмен. Вăл вăхăтра выçă çынсем, ушкăнĕ-ушкăнĕпе, хутаçсем йăтса ялтан-яла ыйткаласа çӳренĕ, нумайăшĕ çул çинчех выçăпа вилсе выртнă. Мĕн чухлĕ çын пурнăçне çулман-ши вилĕм çави çав вăхăтра, мĕн чухлĕ çемьене тăлăха хăварман-ши?..
Çĕнĕ Аксури чухăн хресченсен çĕр пайĕсем тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă пулнă, пĕрисен ялтан инçех мар, теприсен чылай аякра, çавăнпа та унта çитес тесен хĕвел тухичченех тухса утмалла пулнă, юрать-ха лаши пулсан çитме çăмăлрах пулĕччĕ.

Текста малалла вулăр...

НЕСĔЛСЕН ШĂНĂРĔ ТАТĂЛМĔ

Вун виçĕ çул ĕнтĕ Пăва районĕнчи Пӳркел вăтам шкулĕнче «Тăхăрьял тăхăмĕ» кружок ĕçлет. Пуçламăш класра вĕренекенсенчен тытăнса аслă классем таранах çӳреççĕ кружока. М.П.Вериялов кружок ертӳçи ачасене Тăхăрьялăн историне, культурине, йăли-йĕркисене вĕрентет. Ĕлĕк чăвашсем пурăннă вырăнсене тухса çӳресе, тĕрлĕ экспонатсем тупса çав материалсене шкулти таврапĕлӳ музейĕнче упраççĕ. Ялта çак ачасене пурте юратаççĕ, вĕсем йĕркеллĕ, ĕçчен, çынна хисеплеме пĕлеççĕ. Вĕсен ырă ĕçĕсене шутласа та пĕтерме çук: пĕччен ватăсене, вăрçă ветеранĕсене пулăшаççĕ, ялти И.Н.Юркин музейне те тирпейлеме манмаççĕ.
Иртнĕ уйăхра çак ачасем музейсемпе авалхи палăксене тата йăла-йĕркесене упракансен кунне уявлама пуçтарăнчĕç. Ытти чухнехи пек ĕç тумĕсемпе мар, илемлĕ чăваш кĕписем тăхăнса, тенкĕсем çакса, масмаксем çыхса килнĕ.

Текста малалла вулăр...

ЧĂВАШ ТУМĔ – ХАЛĂХ МУЛĔ, СУМĔ

Нумаях пулмасть Чăваш Ен тĕп хулинче – Шупашкарта – чăваш тумĕн уявĕ иртрĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕ 15 çул тултарнине халалланăччĕ. ЧР Культура, ЧР Вĕрентӳ тата çамрăксен политикин, ЧР Экономикăпа суту-илӳ министерствисем тăрăшнипе çуралчĕ асăннă уяв.
– Чăваш тумне, культурине, чăвашлăха упраса хăварас, аталантарас тесе ирттеретпĕр çак уява,– терĕ Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Архипов уява уçнă май. – Çак ĕçсене пурнăçлакан алă ăстисен умĕнче пуç таятпăр эпир. Вĕсем йĕркелерĕç асăннă уява. Хăйсен чун тасалăхĕпе, ăсталăхĕпе З.Вороновăна, Е.Жачевăна, Е.Ефремовăна, М.Симаковăна, Т.Петровăна, Т.Шарковăна халĕ пĕтĕм чăваш тĕнчи пĕлет. Хамăр историе, пуянлăха тĕрĕ, тум урлă упраса хăварас тесе тăрăшатпăр. Çакнашкал уява Шупашкарта кăна мар, районсенче, ытти регионсенче пурăнакан чăвашсем патĕнче кашни çул ирттермелле.

Текста малалла вулăр...
■ Валентина ПЕТРОВА.
Шупашкар хули.