Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇЫРĂНТАРУ– 2017

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче 2017 çулхи I çур çуллă­хăн çырăнтару кампанийӗ пуçланчӗ. Çавна кура ха­мă­рăн яланхи вулакансене савăнтарма васкатпăр. Ха­çат хакӗ чакрӗ. Почта социаллă пӗлтерӗшлӗ пичет кăларăмӗсене çăмăллăх парать. Çак кăмăллă кӗтменлӗх пире питӗ савăнтарчӗ. Халӗ «Сувар» çур çула малтанхи пек 485 тенкӗ те 28 пус мар, 463 тенкӗ те 14 пус тăрать. Нумай мар пулсан та, çав-çавах йӳнерех.

Çакна шута илсе эпир сире, хисеплӗ вулакансем, почта ӗçченӗсемпе çыхăнма сӗнетпӗр. Çитес çул та эсир юратнă хаçатăрпа пӗрле пуласса шанас килет. Аса илтеретпӗр, пирӗн Тутарстанри çӗнӗ индекс П2340, ытти регионсенче – 79273.

Редакци.


ÇЫРĂНТАРУ – 2016

Тутарстанри ӗçлекенсем «Аçу-аннӳне çырăнтар» акцие эстафета пек пӗр-пӗрне парса пыраççӗ. Ăна «Татмедиа» АО директорӗ Андрей Кузьмин иртнӗ эрнере пуçарса ячӗ. Çапла халӗ министрсемпе район пуçлăхӗсенчен пуçласа ахаль служащисем таранччен хăйсен тăванӗсене хаçат-журнал çырăнтараççӗ.

Хисеплӗ вулакансем, çак акцие сирӗн ачăрсем те хутшăнаяççӗ. Çырăнтару меслечӗсем тӗрлӗрен: поч­та кайса та, электронлă майпа та (https://uslugi.tatarstan.ru /russian_post/subscribe/authenticate) çитес çур çула «Сувар» хаçатлă пулса тăма май пур.

Раççей почтин каталогне кӗнипе хаçатăн çырăнтару индексӗ улшăннă – П2340, çырăнтару вăхăчӗ июнӗн 25-мӗшӗччен тăсăлать. Ăнăçу сунатпăр.


çырăнтару – 2016

Тутарстанри ӗçлекенсем «Аçу-аннӳне çырăнтар» акцие эстафета пек пӗр-пӗрне парса пыраççӗ. Ăна «Татмедиа» АО директорӗ Андрей Кузьмин иртнӗ эрнере пуçарса ячӗ. Çапла халӗ министрсемпе район пуçлăхӗсенчен пуçласа ахаль служащисем таранччен хăйсен тăванӗсене хаçат-журнал çырăнтараççӗ.

Хисеплӗ вулакансем, çак акцие сирӗн ачăрсем те хутшăнаяççӗ. Çырăнтару меслечӗсем тӗрлӗрен: поч­та кайса та, электронлă майпа та (https://uslugi.tatarstan.ru/russian_post/subscribe/authenticate) çитес çур çула «Сувар» хаçатлă пулса тăма май пур.

Раççей почтин каталогне кӗнипе хаçатăн çырăнтару индексӗ улшăннă – П2340, çырăнтару вăхăчӗ те июнӗн 18-мӗшӗччен кăна тăсăлать. Ăнăçу сунатпăр.


ÇЫРĂНТАРУ – 2016

Хисеплӗ вулакансем! Июнӗн 30-мӗшӗччен «Тат­медиа» акционерлă общество кăларакан 3 пичет изданине (тӗслӗхрен, «Сувара», район хаçатне, «Чаян» журнала) çырăнсан эсир пысăк лотерейăра çӗнтерме пултаратăр. Парне вылянтарнă çӗре хутшăнас тесен çырăннă квитанцисен копийӗсем çинче хăвăрпа çыхăнмалли телефон номерне кăтартса, конверт çине «Акция» тесе çырса 420066, Казань, ул. Декабристов, д.2 адреспа ярса памалла. Çакнашкал электронлă çырусене podpiska@tatmedia.ru адрес­па та яма юрать. Парнесем хушшинче телевизор, фотоаппарат тата ытти япаласем пулаççӗ. Акци çинчен тӗп­лӗнрех (843) 222-09-84 телефонпа (хушма номер 1261) шăнкăравласа ыйтса пӗлме пултаратăр.

Майăн 26-мӗшӗ тӗлне «Сувар» хаçата районсенче çырăннă кăтартусене пӗлтеретпӗр: Аксу – 239 экземпляр, Алексеевски – 48, Элмет – 97, Апас – 12, Павлă – 9, Элкел – 35, Пӗкӗлме – 22, Пăва – 164, Çӗпрел – 362, Лениногорск – 17, Çырчалли – 21, Анат Кама – 3, Çӗнӗ Шуçăм – 11, Нурлат – 81, Теччӗ – 72, Çарăмсан – 78, Чистай – 17.


Текста малалла вулăр...

ХАÇАТ ПИРЕ ПӖРЛЕШТЕРЕТ

Хисеплӗ вулакансем, поэтсемпе писательсем, штатра тăман авторсем, Тутарстан тулашӗнче пурăнакан ентешсем! Сире пурсăра та ТР Пичет кунӗпе чунтан саламлатпăр. Çӗнӗ самана илсе килнӗ çак уяв республикăра чăваш хаçачӗ «Сувар» тухма тытăнсан йӗркеленчӗ. Йăлана кӗнӗ уяв журналистикăпа тата пичет ӗçӗпе çыхăннă çынсене кăна мар, мӗнпур вулакана пӗрлештерсе тăрать.

Анчах хальхи вăхăтра хаçат-журнал çырăнас ӗç çав тери йывăрпа шăвать. Мӗншӗн тесен кризиса пула пичет изданийӗсен хакӗсене ытла ӳстерсе ячӗç. Çапла районсенче чăваш чӗлхипе тухса тăракан «Ялав» (Пăва районӗ), «Туслăх» (Нурлат районӗ), «Ял пурнăçӗ» (Аксу районӗ), «Тăван ен» (Çӗпрел районӗ) дубляжлă хаçатсен çур çуллăх хакӗсем 640-690 тенке çитрӗç. «Сувар» хаçатăн ку енӗпе лару-тăру çăмăлрах пек, унăн хакӗ 485 тенке çити çеç хăпарчӗ. Ялта пурăнакан çыншăн ку хак та пысăк пулнине ăнланатпăр.


Текста малалла вулăр...

Тĕрĕслев

Статья ячĕ — кунта сирĕн статья ятне кăтартмалла. Кирлĕ параметр

Статья тексчĕ — Кунта сирĕн статья текстне кĕртмелле. Кĕртнĕ чухне HTML кодне усă курма пултаратăр. Çав енченех асăрхăр — кашни çĕнĕ йĕрке вырăнне
ларĕ, çавăнпа та вĕсене ятарласа кăтартмасăр та пултаратăр. Статьяна пайламашкăн (кĕске тексне кăтартмашкăн) эсир ятарласа <-- BREAK --> лартма пултаратăр. Ăна лартмасан статьяна скрипт хăйĕх пайлĕ.

Текстăн тӳревлĕ пайĕ — Кунта статьян тӳлевлĕ (е тепĕр май каласан çырăнманнисем курманни) пайне кĕртмелле. Çырăннисем ăна курĕç, ыттисем валли вара вăл текст курăнмĕ, вĕсем ун вырăнне «Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать» текст курĕç.

Статья авторĕ — Кунта статьяна кам çырнине палăртăр. Çакна астăвăр — авторсем тăрăх статьясене пăхмашкăн уйрăм страница хатĕрленĕ.


Текста малалла вулăр...
■ Георгий Тусли.
Тĕрĕслев

Çыхăнупа çыхăнмаççĕ

Мĕнле ăнланмалла-ха çак сăмахсене? Сăмах акă мĕн çинчен пырать: Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш ялĕн почта уйрăмĕ валли ялта вырăн çук! «Пур», – теме пултараççĕ Кивĕ Саврăш ял хутлăхĕн ĕçченĕсем. Тĕрĕс, çавăн пысăкăш ялта çыхăну уйрăмĕсĕр ниепле те пулма пултараймасть.
Иртнĕ эрнекун, майăн 24-мĕшĕнче, эпир, «Сувар» хаçат ĕçченĕсем, Аксу районĕнчи почта уйрăмĕсен ĕçченĕсемпе тĕлпулусем ирттертĕмĕр. Темиçе ял почтине çитсе почтальонкăсемпе çывăхрах паллашрăмăр.
Чи пĕрремĕш ял – Кивĕ Саврăш пулчĕ. Хамăр тĕллĕн почта шырарăмăр – куç тĕлне пулмарĕ. Темиçе çынран ыйтса пăхрăмăр, лешсем аптăраса каяççĕ, почта вырăнне ăнлантарса параймаççĕ.
– Шкул хапхи патне машинăра лартса хăваратăр та, унтан шкул картишĕ витĕр тухса пахча хыçнелле анатăр, – тесе аллине тăсса кăтартрĕ Кивĕ Саврăш çынни.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

ХĂТЛĂ ПӲЛĔМСЕМ КĔТЕÇÇĔ

Аксу районĕнчи çыхăну уйрăмĕсене илес пулсан Савгачевăри яланах «Сувара» çырăнтарассипе малти вырăнта пыракансенчен пĕри пулнă. Халĕ те çаплах. Ку тăрăхра пурăнакансем хаçатăмăра юратса вуланишĕн эпир те хĕпĕртетпĕр. Аксу районĕнчи почта çыхăнăвĕн управленийĕ «Сувара» чи нумай çырăнтаракан тăватă почтальонкăна палăртнă хыççăн, эпир каллех çак района вĕçтерсе çитрĕмĕр, вĕсене хаçатăн Тав хутне тата асăнмалăх парне парас терĕмĕр.
Савгачевăри çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакан Н.С.Семенова почтальонкăна эпир, редакцинче ĕçлекенсем, пĕлместпĕр мар. Командировкăна килмессерен кашнинче тенĕ пекех тĕл пулса калаçатпăр кунти ĕçченсемпе. Хаçатăмăра ытларах çырăнтаракан почтальонкăсен шутĕнче Наталья Сергеевна пулчĕ хальхинче. Савгачевăра пурăнакансене паянхи кун 57 «Сувар» валеçет вăл.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсенче: Савгачево почтальонки Н.С.Семенова; Аслă Сĕнчелĕнчи çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем – Н.Апостолова, Л.К

КĂМĂЛ ПУЛСАН…

Алексеевски районĕнчи Шемере вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ, удмурчĕпе азербайджанĕ килĕштерсе пурăнаççĕ. Ĕлĕкрех кунта украинецсем те пурăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ ялти пĕр касса Хохловка тесе ят панă.
2010 çулта иртнĕ халăх çыравĕ тăрăх, Шемере 149 чăваш, 56 тутар, 117 вырăс, 2-шер азербайджан тата удмурт пурăнать. Куртăмăр ĕнтĕ, чăвашсем – чи йышли. Çапах та «Сувар» хаçата çырăнакансем иртсе пыракан çур çулта 9-ăн çеç. Сахал, паллах. Шел те, Шеме чăвашĕсенчен нумайăшĕ тăван чĕлхепе калаçать пулин те, вулама-çырма пĕлмест – шкулта вĕрентмен. Уйрăмах çамрăкраххисем пирки çапла каламалла. Анчах та, ман шутпа, пит вĕренес тесен хăв тĕллĕн те вĕренме пулать. Кăмăл кăна пултăр…
– Çырăнаканнисем кашнинчех çырăнаççĕ «Сувара», вĕсене калама та кирлĕ мар. Эрнекун çитессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ вара. Мана курсанах «Сувар» пур-и паян?

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче О.В.Мурадымова.

МАРЬЕ АППАНА ТАВ

Алексеевски районĕнчи Пӳлерте, тĕпрен илсен, вырăссем пурăнаççĕ. Çапах та чăвашсем те çук мар. Хăшĕсем кунта таврари ытти ялсенчен куçса килсе тĕпленнĕ, хăшĕсем темиçе ăру кунта пурăнаççĕ ĕнтĕ. Шел те, вырăнти шкулта чăваш чĕлхи вĕрентмеççĕ. Çавна пулах-тăр, «Сувара» çырăнса илсе вулакансем те сахал Пӳлерте. Хальхи вăхăтра 2245 çын пурăнакан ялта пирĕн хаçата пĕр çын кăна вулать.
– Мария Трифонова «Сувара» нихăçан та çырăнмасăр юлмасть, çырăнтару кампанийĕ пуçлансанах килсе çырăнать. Питĕ юратса вулать вăл ăна. Кашни эрнекуна чăтăмсăррăн кĕтет, – каласа парать Татьяна Гусарова почтальонка.
Пӳлер ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Н.Н.Портнов 2013 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче кунта хаçатăмăра вулакансен шутне ӳстерме шантарчĕ, пирĕн умрах вырăнти предприятисемпе организацисен ертӳçисене шăнкăравласа ĕçченсене «Сувар» çырăнмашкăн сĕнме ыйтрĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: почта ĕçченĕсем – Т.Гусарова,
М.Крюкова тата С.Пирожкова.

Йытăсем те паллаççĕ

Ял урамĕсем тăрăх чи нумай çӳрекенсем камсем? Тĕрĕс. Почтальонкăсем. Вĕсем кашни кунпа пĕрех килĕрен-килĕ умне çитсе почта ещĕкне хаçат-журнал хураççĕ. Уйăхне пĕрре хуçасем патне кĕрсе тухма та тивет. Пенси памалли куна вара тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем алăкĕсене уçсах кĕтсе тăраççĕ темелле. Кил хуçисем çеç мар, хаçат-журнал валеçекенсене йытăсем те хӳрисене вылятса кĕтсе илеççĕ. Ара, миçе çул хушши кашни кунпа пĕрех кураççĕ те вĕсене.
– Чăнах та палаççĕ çав вĕсем пире. Пĕтĕм ялĕпе те пĕрисен йытти кăна хăратать, – теççĕ Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕн почтальонкисем.
Матак почтин уйрăмĕнче тăватă почта ĕçченĕ вăй хурать. Ирина Шингарева почта уйрăмĕн начальникĕ. Матак çыхăну уйрăмне виçĕ ял кĕрет. Матак ялĕн çыннисене Ирина Желудкина хаçат-журнал валеçет. Ишлĕ ялне Надежда Шингарева пичет кăларăмĕсемпе тивĕçтерет.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсенче: почтальонкăсем ялсем тăрăх кайма хатĕр; И.Шингарева.

ПАРНЕСЕМ ХУÇИСЕНЕ ТУПРĔÇ

Хаçатăмăра 2012 çулăн иккĕмĕш çур çулне çырăнса квитанцийĕсене редакцие ярса паракансем çак номере чăтăмсăррăн кĕтеççĕ пулĕ. Ара, шăпа ярса парнесем вылянтарма шантарнăччĕ-çке. Июлĕн 10-мĕшĕччен редакцие килнĕ квитанцисен шăпине ку эрнере татса патăмăр. Ку хутĕнче телейлисем камсем-ха?
Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă чăвашла кĕнекесене çак вулаканăмăрсем тивĕçрĕç: Лев Еремеев (Спас районĕ, Аграмаковка), Лидия Антипова (Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Йĕлмел), Нина Савельева (Хусан), Леонид Архипов (Пăва районĕ, Çĕнĕ Мертлĕ), Людмила Патрина (Арск), Татьяна Артамонова (Аксу районĕ, Кивĕ Ӳсел), Роман Чепунов (ЧР, Шупашкар районĕ, Собаккасси), Римма Николаева (Нурлат районĕ, Тĕкĕрмел), Валентин Макаров (Çĕпрел районĕ, Алешкин Саплăк), Юлия Илюхина (Çырчалли), Нина Никитина (Аксу районĕ, Емелькино), Зоя Мензелина (Çарăмсан районĕ, Акрель), Сергей Дубов (Пăва районĕ, Альших), Борис Дютин (Çарăмсан районĕ, Ульяновка), Михаил Павлов (Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Упи), Ольга Илендеева (Аксу районĕ, Хĕрлĕшур).

Текста малалла вулăр...

Юбилей тĕлне – парне

2012 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли «Сувар» хаçата çырăннисен квитанцийĕсемпе шăпа янă хыççăн пирĕн вулакансем парнеллĕ пулчĕç. Парне хуçисен хушамачĕсене хаçатра пичетлесе кăларнă хыççăн редакцине килсе илекенсем те сахал мар пулчĕç. Уйрăмах пысăкрах парнесене тусанланма памарĕç.
Çула май районсене командировкăна кайнă хушăра редакци ĕçченĕсем шăпаллă квитанци хуçисемпе тĕл пулса парнесене алăран тыттарни те пулкалать.
Иртнĕ эрнере Пăва тата Çĕпрел тăрăхне кайма тӳр килчĕ. Хамăрпа пĕрле парнесене те илсе кайрăмăр. Чи малтан Пăва районĕнчи Рункă ялне кĕтĕмĕр. Кунта Галина Салабайкинăна тата Людмила Шурбинăна почтăна чĕнтерсе шăпапа тухнă кĕнекесене алăран тыттарса савăнăç кӳме тӳр килчĕ.
– Мана яланах почта ĕçченĕсем «Сувар» çырăнма сĕнетчĕç. «Юрать, юрать» тесех ĕçне тумасăр ирттерсе яраттăм.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче почта уйрăмĕн начальникĕпе парне хуçисем.

ÇЫРĂНТАРУ ТАПХĂРĔ ПУÇЛАНЧĔ

Апрель. Çырăнтару тапхăрĕ пуçланчĕ. Почта ĕçченĕсен хĕрӳ ĕç тытăнчĕ темелле. Капла та ĕçĕ сахал марччĕ вĕсен, халĕ вара, уйрăмах ял почтальонкисен, урисем утнипе кăна мар, чĕлхисене те ывăнтарма тӳр килет. Ара, халăха хаçат-журналсем çырăнтармашкăн калаçтарма тивет вĕт-ха. Пурне те мар, паллах, хăшĕ почтăна çити çӳриччен килтех çырăнма пулать тесе почтальонкăна чăтăмсăррăн кĕтсе тăрать.
Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар ялĕн çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем çырăнакансемпе кăмăлсăртарах темелле. Халăх хаçат-журнал çырăнма пăрахни пирки пăшăрханаççĕ.
Почта начальникĕ Светлана Ивановна Иванова каланă тăрăх, юлашки çулсенче хаçат-журнал çырăнакансен шучĕ палăрмалла чакнă. «Сувар» хаçат çырăнакансем те ытти çулсенче 70-80 çын пулнă, халĕ вара 42 çеç юлнă.
– Пирĕн ялта уйрăмах пенсионерсем çырăнаççĕ ку хаçата.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Галина Каришева, Светлана Иванова тата
Татьяна Сафарова.