Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Февралĕн 6-мĕшĕнче Бакура «Вăрçăсен ветеранĕсен обществăлла комитечĕ» обществăлла пĕрлешӳсен халăхсем хушшинчи союзĕн III съезчĕ иртнĕ. Унта Афган вăрçин инваличĕсен Тутарстанри организацине ООНăн Экономикăпа Социаллă Канашĕ (ЭКОСОС) çумĕнчи ятарлă консультативлă статуслă çак орган йышне илнĕ. Съезд ĕçĕ тата Тутарстан ветеранĕсен организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕп тĕллевĕ çинчен унăн председателĕнчен В.Альмяшкинран ыйтрăмăр.
– Василий Петрович, сире Афган вăрçин инваличĕсен Тутарстанри организацийĕ «Вăрçăсен ветеранĕсен обществăлла комитетне» Халăхсем хушшинчи союзне кĕнĕ ятпа саламлатпăр. Калăр-ха тархасшăн, асăннă комитетăн членĕ пулни организацие мĕн парать?
– Ыйтăва тӳрреммĕнех хуравличчен малтан кăшт ăнлантарам: «Вăрçăсен ветеранĕсен обществăлла комитечĕ» обществăлла пĕрлешӳсен халăхсен хушшинчи союзĕ ООН ЭКОСОС çумĕнчи ятарлă консультативлă статуса 2004 çулта илнĕ. Унăн Аслă Канашĕн председателĕ – Руслан Аушев. Союзăн тĕп тĕллевĕ – тĕрлĕ çĕршыври ветерансен, планетăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи хирĕçтăрусене, мирлĕ операцисене хутшăннисен пурнăç шайĕпе çыхăннă лару-тăрăва объективлă хакласси. Вăл ветерансен социаллă йывăрлăхĕсене татса парас енĕпе патшалăхсен прависене анализ тăвать, инвалидсене медицина пулăшăвĕ парас енĕпе йышăннă тĕллевлĕ программăсен пахалăхне, результачĕсене пĕтĕмлетет. Союз ветерансемпе инвалидсен чăн пурнăçĕ çинчен, социаллă, психологи тата медицина пулăшăвĕ парас енĕпе çĕршывсем социаллă, гуманитарлă программăсене мĕнле пурнăçлани, вăрçăсенче хыпарсăр çухалнисене мĕнле шырани çинчен çĕршывсен правительствисене, правительствăн мар огранизацисене тата ООН ЭКОСОСа пĕлтерсе тăрать.
2006 çултанпа «Обществăлла комитет» Армени, Белорусси, Казахстан тата ытти çĕршывсен правительствисемпе тата правительствăн мар организацийĕсемпе пĕрле гуманитари, медицинăпа социаллă программине (ветерансен, вĕсен çемйисен пурнăçне лайăхлатасси тата çуклăхпа кĕрешесси) хатĕрлесе пурнăçа кĕртет. Çавăнпа та пирĕн организаци çак союзăн членĕ пулни халăхсен хушшинчи ку программăна халĕ Тутарстанра та пурнăçа кĕртме ирĕк парать.
– Вăрçă инваличĕсен Тутарстанри организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ мĕнлерех?
– Пирĕн организаци 1993 çултанпа ĕçлет. 2002 çултанпа СНГ Правительствисен пуçлăхĕсен канашĕн çумĕнчи Воин-интернационалистсен ĕçĕсен комитечĕпе (ертӳçи Руслан Аушев), «Вымпел» спецназначени подразделенийĕн ветеранĕсен халăхсен хушшинчи обществăлла организацийĕпе çыхăну тытать. Тутарстан Республикинче çапăçусене хутшăнса пулнă 600 инвалид тата Афган Республикинче пуç хунисен 300 яхăн çемйи пурăнать. Вĕсенчен 100 инвалида ал-ура протезĕсем, 400 çынна костыльсемпе туясем, ортопеди пушмакĕсем, матрассем, 50 яхăн ветерана инвалид коляскисем кирлĕ. Кунсăр пуçне кашни тенĕ пекех чарăнмасăр эмелсемпе сипленмелле, шел те, препаратсене туянма вара кашнин укçа-тенки çитмест. Пирĕн организаци (ТРО ООО ИВА) хăйĕн устав задачисемпе килĕшӳллĕн, Афган вăрçин тата ытти «хĕрӳ» точкăсен инваличĕсене, террора хирĕç операцисене хутшăннисене тата вĕсен çемйисене медицина, социаллă реабилитаци пулăшăвĕ парать. Çавăнпа та пирĕн организацин тĕп тĕллевĕ инвалидсемпе вĕсен çемйисене, пуç хунисен çемйисене сипленме, чир-чĕртен профилактика тума, çаплах протез лартма тата психологипе социаллă реабилитаци иртме пулăшасси. ТРО ООО ИВА направленийĕпе çулсерен ятарлă медицина учрежденийĕсенче Тутарстанри çĕр ытла инвалид, ветерансемпе пуç хунисен çемйисем сипленеççĕ.
ТРО ООО ИВА медицина препарачĕсем туянма, протезшăн тӳлеме, телефон кĕртме, хальхи йышши ортопеди пушмакĕ туянма хăй шутĕнчен укçа уйăрать. Инвалидсене ĕçе вырнаçма, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшать.
– Сирĕн организаци пулăшнă çынсем сахал мар-тăр?
– Тĕслĕхрен, 2007 çулта çапăçусене хутшăннă инвалидсен пенсийĕ çумне хушса тӳлеме закон кăларас ыйтăва ТР патшалăх власть органĕсенче пăхса тухнă. 2008 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче ку ыйтăва кирлĕ шайра пăхса тухасси пирки калаçса татăлнă. Патшалăхăн мар пĕрлешӳсемпе, структурăсемпе пĕрле инвалидсемпе пуç хунă çар çыннисен çемйисем валли эмелсем, медицина препарачĕсем, ют çĕршывсенче кăларнă костыльсемпе туясем туянассине йĕркеленĕ. ТРО ООО ИВА инвалид-членĕсене хаклă йышши, дефицитлă эмелсемпе тавăрса памалла мар тивĕçтересси пирки ют çĕршывсенчи ветерансен организацийĕсемпе калаçусем пуçланă. Çаплах пирĕн организаци пурнăç условийĕсене лайăхлатас йывăрлăха лекнĕ инвалидсемпе пуç хунă çар çыннисен çемйисене шута илме тытăнчĕ. Кашни тĕслĕхре çурт-йĕр ыйтăвне татса пама çул-йĕр палăртатпăр. Çапла эпир Афган вăрçин инваличĕн М.Шангараевăн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ыйтăвне татса пама пултартăмăр. СНГ правительствисен пуçлăхĕсен Канашĕ çумĕнчи Воин-интернационалистсен комитечĕ тата Хусан мэрийĕ пулăшнипе М.Шангараева тата ун çемйине виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер панă.
Çапăçусене хутшăннисене, вĕсен çемйисене, пуç хунă çар çыннисен çемйисене 2007 çулта ТРО ООО ИВА «Боевое братство» ветерансен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Тутарстанри уйрăмĕпе пĕрле тачă çыхăнса Мускав патĕнчи М.А.Лиходей ячĕллĕ ЦВТра медицина реабилитацийĕ иртме 200 яхăн направлени панă, çаплах СНГ Правительствисен пуçлăхĕсен Совечĕ çумĕнчи Воин-интернационалистсен ĕçĕсем енĕпе комитечĕ Геленджик хулинчи «Строитель» санаторине путевкăсемпе тивĕçтернĕ. Руслан Аушев пулăшнипе С.Мутинпа Р.Гафуров тата ытти инвалидсем М. Лиходей ячĕллĕ ЦВТра протез ларттарчĕç.
2007 çулта эпир хамăрăн организаци членĕсем валли «хĕрӳ» лини йĕркелерĕмĕр. Пирĕн сотрудниксем инвалидсемпе çыхăнса вĕсен кулленхи ыйтăвĕсене ыйтса пĕлчĕç. Çак калаçусем тăрăх, хăш-пĕр ыйтусене татса патăмăр. Ку ĕç кăçал та малалла пырĕ.
Кунсăр пуçне инвалидсене ĕçе илекен профильлĕ предприятисемпе яланах çыхăну тытрăмăр.
Тата çакна та пĕлтерем: пирĕн организаци çапăçусене хутшăннисен пенсине ӳстерес ыйтăва сӳтсе явма пухăннă патшалăх шайĕнчи парламент пухăвне хутшăнчĕ. Пенси законодательствинчи улшăнусене пирĕн экспертсем сăнаса тăраççĕ. ТРО ООО ИВА хастарĕсем инвалидсен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе йĕркеленĕ хула, район шайĕнчи мероприятисене яланах хутшăнаççĕ. ТР социаллă хӳтлĕх уйрăмĕсемпе пĕрле эпир республикăна пурăнма килекен çапăçусене хутшăннă инвалидсене шута илетпĕр. Афганистанра пуç хунă çар çыннисен çемйисемпе çыхăну тытатпăр, медицина препарачĕсемпе, ятарлă медицина учрежденийĕсенче сипленме путевкăсемпе тивĕçтеретпĕр, çаплах кулленхи пурнăçпа çыхăннă ыйтăвĕсене татса паратпăр.
– Сирĕн малашнехи плансем мĕнле?
– Совет çарне Афганистанран кăларнине çуллен паллă тăвасси пирĕн йăлара, кăçал çак кунранпа 19 çул çитрĕ. Пирĕн ĕç малашне те тăсăлĕ, вăрçа хутшăннă пĕр çын та пирĕн тимлĕхсĕр юлмĕ.
 
: 1274, Хаçат: 11 (741)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: