Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Вĕренекенсенчен 70 проценчĕ аслă шкулсене ăс пухма каяс теççĕ. Вĕсенчен 50 проценчĕ гуманитари ăслăлăхĕсене суйласа илес шухăшлă. 12 процент яш-кĕрĕм юристсемпе экономистсем пуласшăн. Карьера тăвасси çинчен вара кашни виççĕмĕшĕ ĕмĕтленет».
Çак сăмахсемпе пуçларĕ калаçăва Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ ларура ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Наиль Валеев.
– Студентсен ашшĕ-амăшĕсем пысăк укçа тӳлесе, паянхи кун усă курман профессисем алла илсе ĕçлеме вырăн тупаймасăр нушаланаççĕ, – тăсать калаçăва министр. – Ун пек ан пултăр тесен малашне кашни шкулти компьютерсене ăçта вĕренме каяссине, специальноçсене тата вĕренсе пĕтерсен ăçта ĕçлеме пултарнине, ĕç укçине кăтартакан портал кĕртмелле. Пирĕн ун пек программа паянхи куна хатĕр.
Министрпа пурте тенĕ пек килĕшрĕç. ТР экономикăпа промышленность министрĕ Александр Когогин каланă тăрăх, организацисемпе предприятисене килнĕ çамрăк специалистсем нимĕн тума та пĕлмеççĕ. Вĕсене çĕнĕрен вĕрентме тӳр килет. Çитменнине тата пирĕн заводсемпе фабрикăсенче оборудованисем кивелсе пыраççĕ. Вĕсен вырăнне çĕннисене туянатпăр, анчах та вĕсене алла илекенсем çук. Мĕншĕн тесен вĕрентӳ учрежденийĕсенче кивĕ программăпа вĕрентеççĕ. Ют çĕршыв оборудованисемпе паллаштармаççĕ пулмалла вĕсене? Халĕ çамрăксене ĕçе илмешкĕн республикăри мĕнпур предприятисем вĕрентӳ учрежденийĕсемпе килĕшӳ тунă. Уйрăмах промышленноçпа çыхăннисене специалистсем çитмеççĕ.
Хусанти «Метроэлектротрансăн» генеральнăй директорĕн сăмахĕпе, метро тунă çĕре те питĕ нумай ĕçлекен кирлĕ. Вĕсене вĕрентме лицей та пур. Унта 21 специальноçпа диплом илме пулать. Стипенди те сахал мар, пĕтĕм çĕрти пек 315 тенкĕ çумне тата 1500 тенкĕ хушса тӳлеççĕ. Районсенчен килнисене пурăнма общежити те парăнать. Çитменнине тата электротранспортра тӳлевсĕрех çӳреме юрать. Урăхла каласан, вĕренес текенсем валли алăк уçă.
Лару, паллах, рабочисемпе инженерсен профессине сарасси тата Тутарстанри предприятисенче специалистсем çирĕплетесси çинчен Республика программине халалланă. Çавăнпа та ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев министрсен доклачĕсене питĕ кăсăкланса итлерĕ. Тăрсан-тăрсан шӳтлесе те илкелерĕ.
Çак программăна пурнăçлас тесе виçĕ тапхăра пайланă: кăçал – нормативлă документсене хатĕрлесси, çитес çул – шкул ачисене программа тăрăх кирлĕ професси суйласа илме вĕрентесси, 2010 çулта вара ведомствăсен хушшинчи ĕçе лайăхлатасси.
Паянхи лару-тăрăва пурте лайăх пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çавăнпа та çак программа ĕçлесе кайсан ĕçсĕр ларакан çамрăксем питĕ сахал пулĕç. Кашни хăй валли кирлĕ професси суйласа илсе ĕçлеме пултарĕ.
 
: 1129, Хаçат: 11 (741)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: